Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lffi 3 урок
  • Библие шанма пулать-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Библие шанма пулать-и?
  • Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библи вӗренме пуҫлӑр
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • НУМАЙРАХ ПӖЛӖР
  • ТӖП ШУХӐШ
  • ТӖПЧЕМЕЛЛИ
  • Библие шанма пулать-и?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библи вӗренме пуҫлӑр
  • Библи — Турӑ панӑ кӗнеке
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Библи — Турӑ панӑ кӗнеке
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Библи сирӗн пурнӑҫа мӗнле лайӑхлатма пултарать?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
Ытларах пӗлӗр
Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библи вӗренме пуҫлӑр
lffi 3 урок
3-мӗш урок. Библин авалхи алҫырӑвӗсем сӗтел ҫинче выртаҫҫӗ.

3-МӖШ УРОК

Библие шанма пулать-и?

Пичетленӗ публикаци
Пичетленӗ публикаци
Пичетленӗ публикаци

Библире нумай мӗн тума сӑмах панӑ тата унта мӗнле пурӑнмалли ҫинчен калакан канашсем пур. Тен, сирӗн ҫак кӗнеке мӗн ҫинчен вӗрентнине пӗлес килет. Ҫав вӑхӑтрах, тен, сирӗн иккӗленӳсем те пур. Ҫак авалхи кӗнекере мӗн тума сӑмах панине тата унти канашсене шанма кирлех-ши? Библире мӗн калани пире халех усӑ парать-и тата унта пуласлӑх пирки мӗн каланине ӗненме пулать-и? Миллион-миллион ҫын Библие шанать. Мӗншӗн сирӗн хӑвӑрӑн ҫакна тӗпчесе пӑхас мар?

1. Библире мӗн калани чӑннипех те тӗрӗс-и?

Библире каланӑ тӑрӑх, унта «чӑнлӑх сӑмахӗсене... тӗрӗс ҫырса хӑварнӑ» (Екклесиаст 12:10). Библире чӑннипех пурӑннӑ ҫынсемпе чӑннипе мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен каласа панӑ. (Лука 1:3; 3:1, 2 вулӑр.) Историксемпе археологсенчен нумайӑшӗ ҫакна палӑртаҫҫӗ: датӑсем, ҫынсем, вырӑнсем тата событисем ҫинчен каланӑ чухне Библи тӗрӗссине калать теҫҫӗ вӗсем.

2. Библи авалхи кӗнеке пулсан та, мӗншӗн ӑна пурпӗр шанма пулать?

Библире час-часах асӑннӑ хӑш-пӗр япаласем ҫинчен Библие ҫырнӑ вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсем пӗлмен. Сӑмахран, хальхи вӑхӑтра учёнӑйсем тӗпчесе пӗлнӗ фактсене илер. Библие ҫырнӑ вӑхӑтра унта мӗн каланисенчен нумайӑшӗ пирки наука тӗлӗшӗнчен тӗрӗс мар тесе шутланӑ ҫынсем. Анчах та хальхи наука Библире мӗн калани тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе парать. Библири сӑмахсем «тӗрӗс, ӗмӗр-ӗмӗрлӗхе тӗреклӗ» (Псалом 110:7, 8).

3. Мӗншӗн эпир Библире пуласлӑх пирки мӗн каланине ӗненме пултаратпӑр?

Библире пророкла каланисемa пур. Ҫав пророкла каланисенче «мӗн пулассине малтанах пӗлтерсе» хунӑ (Исаия 46:10). Унта историре пулса иртнӗ нумай событисем ҫинчен чылай маларах каласа хунӑ пулнӑ. Ҫавӑн пекех унта хальхи тӗнчери лару-тӑрӑва питӗ лайӑх сӑнласа панӑ. Ҫак урокра эпир Библире пророкла каланисенчен хӑш-пӗрисене пӑхса тухӑпӑр. Вӗсем тӗп-тӗрӗс пурнӑҫланса пыни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет!

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Хальхи наука Библипе мӗнле килӗшсе тӑнине пӑхса тухӑр. Ҫавӑн пекех Библире пророкла каланисенчен хӑш-пӗрисене тӗпчесе пӑхӑр.

4. Наука Библипе килӗшсе тӑрать

Авалхи вӑхӑтра ҫӗр темскер ҫинче тытӑнса тӑрать тесе шутланӑ. ВИДЕО пӑхӑр.

ВИДЕО: «Ҫӗр нимӗн ҫинче те ҫакӑнса тӑмасть» (1:13)

Иов ятлӑ кӗнекере 3 500 ҫула яхӑн каялла мӗн каланине пӑхӑр-ха. Иов 26:7 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн ҫӗр нимӗн ҫинче те ҫакӑнса тӑмасть тени ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсемшӗн тӗлӗнмелле пек туйӑнма пултарнӑ?

Хӗвел хӗртнине пула океансем ҫийӗнчи шыв тӳпенелле пӑсланса хӑпарать. Унти шыв вара ҫумӑр пулса ҫӗр ҫине ҫӑвать те каялла океансене юхса кӗрет. Ҫутҫанталӑкра шыв ҫавӑн пек ҫаврӑнса тӑнине ҫынсем XIX ӗмӗрте ҫеҫ ӑнланса илнӗ. Анчах та Библире 3 500 ҫула яхӑн каялла мӗн ҫырнине пӑхӑр-ха. Иов 36:27, 28 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Ҫутҫанталӑкра шыв ҫаврӑнса тӑни пирки Библире ҫавӑн пек ҫырса пани ҫинчен эсир мӗн шутлатӑр?

  • Вуласа тухнӑ сӑвӑ йӗркисем Библие хытӑрах шанма пулӑшаҫҫӗ-и?

Библире ҫутҫанталӑкра шыв ҫаврӑнса тӑни ҫинчен каланӑ. Шыв ҫӗрпе атмосфера хушшинче куҫса ҫӳренине стрелкӑсемпе кӑтартнӑ.

5. Библире пӗлтерӗшлӗ событисем ҫинчен малтанах каласа хунӑ пулнӑ

Исаия 44:27—45:2 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Вавилона мӗнле ярса илесси ҫинчен 200 ҫул маларах Библире мӗн-мӗн каланӑ пулнӑ?

ВИДЕО пӑхӑр.

ВИДЕО: «Библире Вавилона ярса илесси ҫинчен малтанах каласа хунӑ» (0:58)

Историксем палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн эрӑчченхи 539 ҫулта Перси патши Кир хӑйӗн ҫарӗпе Вавилона ярса илнӗ. Вӗсем хулана хӳтӗлесе тӑракан юханшыва урӑх еннелле юхмалла тунӑ. Унтан вӗсем хулана питӗрмен хапхасем витӗр кӗнӗ те ӑна ҫапӑҫмасӑрах ярса илнӗ. Хальхи вӑхӑтра, ҫавӑнтанпа 2 500 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн, Вавилонран ишӗлчӗк ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Библире ҫакӑн пирки малтанах мӗн каланине пӑхӑр-ха.

Исаия 13:19, 20 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Ҫак пророкла каланӑ сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ?

Хальхи Иракра Вавилон хулин ишӗлчӗкӗсем

Библире каланӑ пек, «юлашки кунсенче» пулса иртекен ӗҫсене кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1. Ҫуртсем ҫунаҫҫӗ. 2. Салтак пулеметран перет. 3. Урамри пӑлханура ҫынсем полицейскисемпе ҫапӑҫаҫҫӗ. 4. Икӗ арҫын лавккана ҫаратаҫҫӗ. 5. Урамри ҫапӑҫусене танк хутшӑнать. 6. Маска тӑхӑннӑ выҫӑ ҫынсем апат илес тесе черетре тӑраҫҫӗ. 7. Типнӗ ҫӗр темиҫе ҫухрӑма ҫурӑлса кайнӑ. 8. Ҫӗр чӗтреннипе арканнӑ ҫурт.

6. Хальхи вӑхӑтра мӗн пулса пынине Библире малтанах каласа хунӑ пулнӑ

Библире эпир пурӑнакан вӑхӑт пирки «юлашки кунсем» тенӗ (2 Тимофей 3:1). Библире юлашки кунсем пирки мӗн каланине пӑхӑр-ха.

Матфей 24:6, 7 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Библире юлашки кунсенче мӗн-мӗн пулать тенӗ?

2 Тимофей 3:1—5 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Библире каланӑ тӑрӑх, юлашки кунсенче ҫынсем хӑйсене мӗнле тытӗҫ?

  • Сирӗн шутпа, хальхи вӑхӑтра ҫынсенче ҫак япӑх енсенчен хӑшӗсем уйрӑмах палӑрса тӑраҫҫӗ?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Библи вӑл — юмах-халап кӗнеки».

  • Пуринчен ытла сире Библи шанӑҫа тивӗҫлӗ кӗнеке пулнине мӗн ҫирӗплетсе парать?

ТӖП ШУХӐШ

Истори, наука тата пророкла каланисем пурнӑҫланни Библи шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнине кӑтартса параҫҫӗ.

Вӗреннине аса илни

  • Библире мӗн калани тӗрӗс-и е унта мӗн ҫырнине шутласа кӑларнӑ-и?

  • Хӑш-хӑш енчен наука Библипе килӗшсе тӑрать?

  • Сирӗн шутпа, Библире пророкла каланисем пурнӑҫланса пыраҫҫӗ-и? Ӑнлантарса парӑр.

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Библире йӑнӑшсем пур-и?

«Библи наукӑпа килӗшсе тӑрать-и?» (интернет-статья)

«Юлашки кунсем» ҫинчен эпир мӗн пӗлетпӗр?

«6 важных пророчеств. Они исполняются на ваших глазах» («Сторожевая башня», 2011 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗ)

Библире Грек империйӗ пирки пророкла калани мӗнле пурнӑҫланнине пӗлӗр.

«Пророкла сӑмахсем пурнӑҫланасса хытӑ шанатпӑр» (5:22)

Библире пророкла каланисене пула пӗр арҫын Библи ҫине урӑхла пӑхма пуҫлани ҫинчен вулӑр.

«Эпӗ Турӑ ҫук тесе шутланӑ» («Хурал башни», 2017 ҫулхи 5 №)

a Пророкла калани вӑл — Турӑ пуласлӑхра мӗн пуласси ҫинчен пӗлтернӗ хыпар.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр