Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • T-33 1—4 с.
  • Ҫак тӗнче кам аллинче?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫак тӗнче кам аллинче?
  • Ҫак тӗнче кам аллинче?
  • Ҫавнашкал материал
  • Пуласлӑхра пурнӑҫ мӗнле пулас пек туйӑнать сире?
    Пуласлӑхра пурнӑҫ мӗнле пулас пек туйӑнать сире?
  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
    Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
  • Вилнисем каллех пурӑнма пултараҫҫӗ-и?
    Вилнисем каллех пурӑнма пултараҫҫӗ-и?
  • Хӗн-асап хӑҫан та пулин пӗтӗ-ши?
    Хӗн-асап хӑҫан та пулин пӗтӗ-ши?
Ытларах пӗлӗр
Ҫак тӗнче кам аллинче?
T-33 1—4 с.

Ҫак тӗнче кам аллинче?

Сирӗн шутпа...

  • Турӑ аллинче⁠-и?

  • ҫынсен аллинче⁠-и?

  • Сатана аллинче⁠-и?

БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ

«Пӗтӗм тӗнче Усал аллинче выртать» (1 Иоанн 5:19, «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ»).

«Турӑ Ывӑлӗ шуйттан ӗҫне аркатма килнӗ» (1 Иоанн 3:8, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ).

ҪАКӐ СИРЕ МӖНЛЕ УСӐ ПАМА ПУЛТАРАТЬ

Тӗнчери йывӑрлӑхсем мӗншӗн пулса пынине ӑнланма пулӑшать (Ӳлӗмхине 12:12).

Пирӗн тӗнче лайӑхланассине шанма сӑлтав парать (1 Иоанн 2:17).

Сатана пӗтӗм тӗнчене: политикӑна, хӗҫпӑшаллӑ ҫарсене, тӗнсене тата ҫынсене хӑй аллинче тытса тӑрать

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНИНЕ ӖНЕНМЕ ПУЛАТЬ⁠-ШИ?

Пулать, ҫавна валли сахалтан та виҫӗ сӑлтав пур:

  • Сатанан влаҫӗ пӗтетех. Иегова Сатанана ҫынсене пуҫпулса тытса тӑма пӑрахтарма ҫирӗп шут тытнӑ. Вӑл «шуйттана... ҫӗнтерме» тата унӑн влаҫӗ кӳнӗ пур сиене те тӗп тума сӑмах парать (Еврейсем 2:14).

  • Турӑ тӗнче пуҫлӑхӗ пулма Иисус Христоса суйласа лартнӑ. Иисус Христос пачах та ҫак тӗнчен хаяр та хӑйӗншӗн кӑна тӑрӑшакан пуҫлӑхӗ пек мар. Иисус патшара ларни пирки каланӑ май Турӑ ҫапла сӑмах парать: «Вӑл мӗскӗнпе чухӑн ҫынна хӗрхенӗ... вӗсенӗн чунне ултавпа пусмӑртан хӑтарӗ» (Псалом 71:13, 14).

  • Турӑ нихӑҫан та улталамасть. Библире уҫҫӑн каланӑ: «Турӑ улталаса калас ҫук» (Еврейсем 6:18). Иегова мӗн те пулин тума сӑмах пачӗ пулсан, ҫакӑ пурнӑҫланнӑ теме пулать! (Исаия 55:10, 11.) «Ҫак тӗнче пуҫлӑхне хӑваласа ярӗҫ» (Иоанн 12:31).

ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР⁠-ХА

Телейлӗ ҫемье савӑнса уҫӑлса ҫӳрет

Ҫак тӗнче пуҫлӑхне хӑваласа янӑ хыҫҫӑн пурнӑҫ мӗнлерех пулӗ⁠-ши?

Библи ҫак ыйту ҫине мӗнле хурав панине пӗлес тесе ПСАЛОМ 36:10, 11 тата ӲЛӖМХИНЕ 21:3, 4 пӑхӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр