10-МӖШ СЫПӐК
Мӑшӑрланни — юратакан Турӑ панӑ парне
«Виҫҫӗлле явнӑ ҫип те часах татӑлмасть» (ЕККЛЕСИАСТ 4:12).
1, 2. а) Ҫамрӑк мӑшӑр тӗлӗшӗнчен эпир хамӑра хушӑран мӗнле ыйтусем пама пултаратпӑр тата мӗншӗн? ӑ) Ҫак сыпӑкра мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?
ЭСӖ туйсене ҫӳреме юрататӑн-и? Нумайӑшӗ юратать, мӗншӗн тесен туй вӑл савӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Каччипе хӗрӗ питӗ капӑр тумланнӑ, вӗсен пичӗ-куҫӗ савӑннипе ҫиҫсе кӑна тӑрать! Ҫав кун вӗсем ҫав тери телейлӗ, вӗсен малашлӑхӗ те питӗ чаплӑ пулас пек туйӑнать.
2 Анчах та нумайӑшӗ мӑшӑрланса пурӑнас йӗрке пӑсӑлса пырать теҫҫӗ. Ҫамрӑк мӑшӑра ыррине кӑна сунатпӑр пулин те, эпир хушӑран хамӑра ыйту пама пултаратпӑр: «Вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ телейлӗ пулӗ-ши? Ӗмӗр тӑршшӗпех пӗрле пулӗҫ-ши вӗсем?» Ҫак ыйтусем ҫине хуравласси упӑшкипе арӑмӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫра Турӑ панӑ канашсене шанса тӑнинчен тата тытса пынинчен килет. (Ытарӑшсем 3:5, 6 вуласа пар.) Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас тесен вӗсен ҫав канашсене тытса тӑмалла. Халӗ вара Библи тӑватӑ ыйту ҫине мӗнле хуравланине пӑхса тухар: мӗншӗн мӑшӑрланмалла? Эсӗ ҫемье ҫавӑрма шутларӑн пулсан, пулас мӑшӑра мӗнле суйламалла? Ҫемьеллӗ пурнӑҫ валли эсӗ мӗнле хатӗрленме пултаратӑн? Упӑшкипе арӑмӗн ҫемьери телее мӗнле упраса хӑвармалла?
МӖНШӖН МӐШӐРЛАНМАЛЛА?
3. Мӗншӗн шухӑшламасӑр мӑшӑрланма шутланине тӗрӗс теме май ҫук?
3 Авланмасӑр е качча каймасӑр телейлӗ пулма май ҫук тесе шутлаҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем — мӑшӑр тупаймасан савӑнӑҫ та илейместӗн, кӑмӑлна та ҫырлахтараймастӑн теҫҫӗ вӗсем. Анчах ҫакӑ тӗрӗс мар! Иисус авланман ҫын пулнӑ, вӑл авланмасӑр е качча каймасӑр пурӑнасси пирки ыррине каланӑ тата мӑшӑрланмасӑр пурӑнма пултаракансене ҫавӑн пек пурӑнма хавхалантарнӑ (Матфей 19:11, 12). Павел апостол та мӑшӑрланмасӑр пурӑнасси мӗнпе аванрах пулни ҫинчен каланӑ (1 Коринф 7:32—35). Анчах Иисус та, Павел та авланмалла мар е качча каймалла мар тесе пӗртте каламан; чӑннипе каласан, мӑшӑрланма чаракан йӗрке вӑл — демонсен вӗрентӗвӗ (1 Тимофей 4:1—3). Ҫапах та мӑшӑрланманни, Иеговӑшӑн чӑрмавсӑр ӗҫлесе тӑрас текенсене, нумай май уҫса парать. Шухӑшламасӑр мӑшӑрланнине, сӑмахран, пурте мӑшӑрланаҫҫӗ те манӑн та авланмалла е качча каймалла тенине, тӗрӗс теме май ҫук.
4. Мӗншӗн ӑнӑҫлӑ мӑшӑрланни ачасене пӑхса ӳстермешкӗн лайӑх никӗс теме пулать?
4 Мӑшӑрланма кирлине кӑтартакан витӗмлӗ сӑлтавсем пур-ши? Пур. Мӑшӑрланни — вӑл та юратакан Турӑ панӑ парне. (Пултарни 2:18 вуласа пар.) Ҫавӑнпа та мӑшӑрлӑ пурӑннинче аванни те пур, вӑл телейлӗ те тума пултарать. Сӑмахран, ӑнӑҫлӑ мӑшӑрланни — ҫемьеллӗ пурнӑҫӑн чи лайӑх никӗсӗ. Ҫавӑн пек ҫемьере ачасем валли мӗн кирли пурте пур, ашшӗ-амӑшӗ вӗсене юратать, вӗрентсе пӑхса ӳстерет (Псалом 126:3; Эфес 6:1—4). Анчах та ачасене пӑхса ӳстерессишӗн кӑна мӑшӑрланмаҫҫӗ.
5, 6. а) Ҫирӗп туслӑх усӑ панине Екклесиаст 4:9—12 сӑвӑ йӗркисенче мӗнле кӑтартса панӑ? ӑ) Мӗншӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫа виҫҫӗлле явнӑ ҫиппе танлаштарма пулать?
5 Ҫак сыпӑк валли илсе панӑ тӗп Библи сӑвӑ йӗркипе унӑн контекстне пӑхса тухар: «Пӗччен пуличчен иккӗн лайӑхрах, мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн ӗҫӗнче ырӑ пайта пур: пӗри ӳксессӗн, теприйӗ хӑйӗн юлташне ҫӗклесе тӑратать. Пӗччен ҫын ӳксессӗн вара, ҫӗклесе тӑратаканӗ ҫук пулсассӑн, хӗн килет ӑна. Иккӗн выртнӑ чухне те вӗсене ӑшӑрах; пӗччен ҫыннӑн вара мӗнле ӑшӑнас-ха? Кам та пулин пӗр ҫыннине хӗстерме пуҫласассӑн, ӑна иккӗн парӑнмаҫҫех вӗсем: виҫҫӗлле явнӑ ҫип те часах татӑлмасть» (Екклесиаст 4:9 —12).
6 Ҫак сӑвӑ йӗркисенче, тӗпрен илсен, туслӑх питӗ хаклӑ пулни ҫинчен каланӑ. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра та, паллах, ҫирӗп туслӑх кирлӗ. Ҫак сӑвӑ йӗрки кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗрле пулни мӑшӑрсене пӗр-пӗрне пулӑшма, йӑпатма тата хӳтӗлеме май парать. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ уйрӑмах ҫирӗп пуласси икӗ ҫын пӗрлешнинчен кӑна килмест. Иккӗлле явнӑ ҫипе, ҫав сӑвӑ йӗркисенче каланӑ пек, татма пулать. Анчах виҫҫӗлле явнӑ ҫипе вара татма самаях йывӑр. Упӑшкипе арӑмӗ пуринчен ытла Иеговӑна юрӑхлӑ пулма тӑрӑшаҫҫӗ пулсан, вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне виҫҫӗлле явнӑ ҫиппе танлаштарма пулать. Упӑшкипе арӑмӗ иккӗшӗ те Иеговӑна чун-чӗререн парӑнса пурӑнни мӑшӑрсене пӗр-пӗринпе чӑннипех ҫывӑхлантарса пӗрлештерет.
7, 8. а) Камӑн ар хутшӑнӑвне кӗрес туйӑм вӑйлӑ, ҫавӑн пек мӑшӑрланман христиансем валли Павел мӗнле канаш ҫырса хунӑ? ӑ) Мӑшӑрланни ҫине тӗрӗс пӑхмалли ҫинчен Библи мӗн калать?
7 Мӑшӑрланнипе кӑна ар хутшӑнӑвне кӗрес килнине кирлӗ пек тивӗҫтерме пулать. Ҫавӑнпа та упӑшкипе арӑмӗ ар хутшӑнӑвне кӗнипе киленсе пурӑнма паракан май теме пулать (Ытарӑшсем 5:18, 19). Авланман е качча кайман ҫыннӑн ҫамрӑк чухнехи ар хутшӑнӑвне кӗрес туртӑм питӗ вӑйлӑ пулнӑ вӑхӑт иртнӗ пулин те, унӑн ҫав-ҫавах ар хутшӑнӑвне кӗрес туйӑм вӑйлӑ пулма пултарать. Ҫав туйӑмсене чарса тӑмасан, таса мар тата юраман ӗҫсем тума пулать. Турӑ пӗлтернипе Павел мӑшӑрланман ҫынсем валли ҫакӑн пек канаш ҫырса хунӑ: «Хӑйсене хӑйсем чарма пултараймасассӑн мӑшӑрланччӑр: аскӑн шухӑшпа пурӑннинчен мӑшӑрланни аванрах» (1 Коринф 7:9; Иаков 1:15).
8 Авланма е качча кайма ҫыннӑн кирек мӗнле сӑлтав пулсан та, унӑн пурнӑҫ ҫине тӗрӗс пӑхмалла. Павел сӑмахӗсем тӑрӑх, мӑшӑрланакансем «ӳт пирки хуйхӑ курмалла пулӗҫ», урӑхла каласан, вӗсен ҫӗнӗ йывӑрлӑхсем сиксе тухӗҫ (1 Коринф 7:28). Ҫемьеллӗ ҫынсен пурнӑҫӗнче пулакан йывӑрлӑхсем мӑшӑрланманнисен ҫук. Ҫавӑнпа та эсӗ ҫемье ҫавӑрасшӑн пулсан, ҫав йывӑрлӑхсене май пур таран сахаллатас тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗрех тӑвас тесе мӗн тума пултаратӑн? Меслетсенчен пӗри — мӑшӑра тӗрӗс суйлама пӗлни.
КАМ-ШИ ЛАЙӐХ МӐШӐР ПУЛМА ПУЛТАРАТЬ?
9, 10. а) Ӗненменнисемпе пӗрлешни хӑрушӑ пулнине Павел мӗнле тӗслӗхпе кӑтартнӑ? ӑ) Ӗненменнисемпе мӑшӑрланмалла мар тесе калакан Туррӑн канашне сирсе яни ялан тенӗ пекех мӗн патне илсе ҫитерет?
9 Турӑ пӗлтернипе Павел питӗ кирлӗ принцип ҫырса хунӑ, пулас мӑшӑра суйланӑ чухне вара ҫав принципа тытса пымалла: «Ӗненменнисемпе пӗрле ют [«тан мар», ҪТ] сӳсмен [е хӑмӑт] ан тӑхӑнӑр» (2 Коринф 6:14). Ҫак тӗслӗхе ялхуҫалӑх пурнӑҫӗнчен илнӗ. Пысӑкӑшӗпе те, вӑйӗпе те тан мар икӗ выльӑха пӗрле кӳлсен, иккӗшне те япӑх пулать. Ҫавӑн пекех Иегова Турра ӗненекен ҫынпа ӗненменнине пӗрле мӑшӑрлантарсан, вӗсен, паллах, харкашу тата пӗр-пӗрне ӑнланманни пулать. Пӗри Иеговӑн юратӑвӗнче тӑрса юласшӑн пулсан, теприне вара ҫакӑ пачах интереслентермесен те пултарать, пурнӑҫ тӗллевӗсем пирки вӗсем пӗр шухӑшлӑ пулмӗҫ, юлашкинчен вара йывӑрлӑхсенчен ниҫта та кайса кӗреймӗн. Ҫавӑнпа Павел христиансене «Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе» мӑшӑрланмалла тенӗ (1 Коринф 7:39).
10 Анчах хӑш-пӗр авланман е качча кайман христиансем пӗччен тунсӑхласа пурӑниччен ӗненмен ҫынпа тан мар сӳсмен тӑхӑнни авантарах тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем пӗлсе тӑрсах Библири канаша сирсе яраҫҫӗ те Иеговӑна ӗненмен ҫынпа мӑшӑрланаҫҫӗ. Ялан тенӗ пекех ҫакӑ ырӑпа вӗҫленмест. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн ҫав христиансем хӑйсемшӗн мӗн питӗ хаклӑ пулни ҫинчен хӑйсен мӑшӑрӗсене каласа пама пултарайманнине ӑнланаҫҫӗ. Вара вӗсем пӗччен пулнине пула мӑшӑрланман чухнехинчен те вӑйлӑрах тунсӑхлама пуҫлаҫҫӗ. Авланман е качча кайман пиншер христианин ҫав ыйту тӗлӗшӗнчен Турӑ панӑ канашсене шанни тата тытса пыни чӑннипех савӑнтарать. (Псалом 31:8 вуласа пар.) Хӑҫан та пулин ҫемье ҫавӑрасса вӗсем шанаҫҫӗ, анчах ҫакна тума васкамаҫҫӗ, пулас мӑшӑра вара Иегова Турра пуҫҫапса пурӑнакансем хушшинче шыраҫҫӗ.
11. Пулас мӑшӑра тӗрӗс суйласа илме сана мӗн пулӑшӗ? (Ҫавӑн пекех рамкӑна пӑх, 114-мӗш страница.)
11 Паллах ӗнтӗ, ҫын Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрать пулсан та, вӑл саншӑн лайӑх мӑшӑр пулать тесе татӑклӑн калама ҫук. Эсӗ ҫемьеллӗ пулма шут тытрӑн пулсан, кампа килӗштерсе пурӑнма пултаратӑн, камӑн сан пекех Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрас тӗллев пур тата кам Турра сан пекех вӑйлӑ юратать, ҫавна шыра. Ҫав ыйту ҫинчен шухӑшлама пулӑшмашкӑн шанчӑклӑ та ӑслӑ чура нумай статья пичетлесе кӑларнӑ. Эсӗ вара ҫав Библи канашӗсем пирки кӗлтуса шухӑшлатӑн пулсан, унтан мӑшӑрланас тесе шут тытнӑ чухне ҫав канашсене тытса тӑратӑн пулсан, тӗрӗс тунӑ пулӑттӑнa. (Псалом 118:105 вуласа пар.)
12. Нумай ҫӗршывра мӑшӑрланас тӗлӗшрен мӗнле йӑла пур тата мӗн тумаллине Библири мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать?
12 Нумай ҫӗршывра хӑйсен ачисем валли пулас мӑшӑра ашшӗ-амӑшӗсем суйлас йӑла пур. Ҫав культурӑсенче ашшӗ-амӑшӗсем, вӗсен нумайрах ӑслӑлӑх пур пирки тата пурӑнса курнӑ ҫынсем пулнӑ пирки, тӗрӗс суйлама пултараҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем калаҫса татӑлнипе ҫавӑрнӑ ҫемьесем, Библире каланӑ вӑхӑтри пекех, час-часах ҫирӗп пулаҫҫӗ. Паян хӑйсен ачисем валли мӑшӑр шыракан ашшӗ-амӑшӗсем Авраам хӑйӗн тарҫине Исаак валли арӑм шырама янӑ тӗслӗхрен нумай вӗренме пултараҫҫӗ. Авраам укҫа ҫине те, ҫын мӗнле вырӑн йышӑнни ҫине те пӑхса тӑман. Ун вырӑнне вӑл Иеговӑна пуҫҫапса пурӑнакансем хушшинче Исаак валли арӑм тупас тесе нумай вӑй хунӑ (Пултарни 24:3, 67)b.
ҪЕМЬЕЛЛӖ ПУРНӐҪПА ПУРӐНМА МӖНЛЕ ХАТӖРЛЕНМЕЛЛЕ?
13—15. а) Авланма шутлакан ҫамрӑк арҫынна Ытарӑшсем 24:27-мӗш сӑвӑ йӗркинчи принцип мӗнле пулӑшма пултарать? ӑ) Ҫамрӑк хӗр качча кайма мӗнле хатӗрленме пултарать?
13 Эсӗ авланма е качча кайма ҫирӗп шут тытрӑн пулсан, хӑвна ҫак ыйтӑва пани тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ: «Эпӗ чӑннипех хатӗр-и?» Хатӗр е хатӗр мар пулни эсӗ юрату, ар хутшӑнӑвӗсем, пӗр-пӗринпе туслӑ пуласси е ача-пӑча пӑхса ӳстересси ҫине мӗнле пӑхнинчен килмест. Ун вырӑнне пулас упӑшкипе арӑмӗн ҫемьеллӗ пурнӑҫри яваплӑхсем ҫинчен шухӑшламалла.
14 Авланма шутлакан ҫамрӑк арҫыннӑн ҫак принцип ҫинчен шухӑшламалла: «Малтан кил тулашӗнчи ӗҫӳсене, хирти ӗҫӳсене вӗҫле, кайран пӳрт ӑшчиккине тирпейле» (Ытарӑшсем 24:27). Ҫак сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла? Вӑл вӑхӑтра арҫыннӑн ҫемье ҫавӑрас килсен, хӑйӗнчен ыйтмалла пулнӑ: «Арӑма, каярахпа, тен, ачасем ҫуралсан, вӗсене тӑрантарса усрама эпӗ хатӗр-и?» Чи малтан унӑн уй-хирте тырпул пӑхса ӳстерес тесе ӗҫлемелле пулнӑ. Ҫав принцип паянхи кун та вырӑнлӑ. Авланма шут тытнӑ арҫыннӑн хӑйӗн ҫине яваплӑх илме хатӗр пулмалла. Сывлӑх пур пулсан, унӑн ӗҫлемелле. Турӑ Сӑмахӗнче арҫын хӑйӗн ҫемйине апат-ҫимӗҫпе, тумтирпе, пурӑнмалли вырӑнпа, кӑмӑл-туйӑма мӗн кирлипе тивӗҫтермест пулсан, Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшмасть пулсан, вӑл ӗненмен ҫынран та япӑхрах тенӗ. (1 Тимофей 5:8 вуласа пар.)
15 Качча тухма шутлакан христианка та хӑйӗн ҫине пысӑк яваплӑх илме килӗшет. Упӑшкине пулӑшнӑ, кил-йышӗшӗн тӑрӑшнӑ чухне ӑсталӑхпа лайӑх енсем кӑтартма пултаракан арӑм ҫинчен Библире ырласа, мухтаса каланӑ (Ытарӑшсем 31:10—31). Арҫынсемпе хӗрарӑмсем, хӑйсем ҫине яваплӑх илме хатӗрленмесӗрех мӑшӑрланма васкакансем, хӑйсем ҫинчен кӑна шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен пулас мӑшӑра мӗн пама пултарни ҫинчен пачах шухӑшламаҫҫӗ. Анчах та чи кирли вӑл — авланма е качча кайма шут тытнӑ ҫын ҫемьеллӗ пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ Турӑ принципӗсене тытса тӑма пӗлни.
16, 17. Мӑшӑрланма хатӗрленекенсен Библири мӗнле принципсем ҫинчен шухӑшламалла?
16 Мӑшӑрланма хатӗрленни шутне Турӑ упӑшкапа арӑма мӗнле вырӑн уйӑрса пани ҫинчен шухӑшлани кӗрет. Христианла ҫемьен пуҫӗ пулас тени мӗне пӗлтернине арҫыннӑн пӗлмелле. Ҫемье пуҫӗ пулни хаяррӑн тытмаллине пӗлтермест. Ун вырӑнне упӑшкан пуҫ пулса ертсе пырас енчен Иисусран тӗслӗх илмелле (Эфес 5:23). Ҫавӑн пекех христианкӑн та арӑм мӗнле хисеплӗ вырӑн йышӑннине ӑнланмалла. Вӑл упӑшкине хӑйӗн пуҫӗ вырӑнне хурса пӑхӑнса тӑма хатӗр-и? (1 Коринф 11:3.) Вӑл халӗ те Иеговӑпа Христосӑн законне пӑхӑнса тӑрать (Галати 6:2). Анчах ҫемьере упӑшкан влаҫӗ — урӑх закон. Упӑшкан влаҫӗ ҫинчен калас пулсан, хӗрарӑм, унӑн ҫитменлӗхӗсене пӑхмасӑрах, ӑна пулӑшса, пӑхӑнса тӑма пултарӗ-ши? Ҫавӑн пек пуласлӑх ӑна илӗртмест пулсан, качча тухас шухӑша пӑрахни аванрах.
17 Унсӑр пуҫне, упӑшкин те, арӑмӗн те пӗр-пӗрне мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑма хатӗр пулмалла. (Филиппӑ 2:4 вуласа пар.) Павел ҫырнӑ: «Эсир пурсӑр та арӑмӑра хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр; арӑмӗ вара упӑшкине [«тарӑннӑн», ҪТ] хисеплесе тӑтӑр». Турӑ пӗлтернипе Павел ҫакна палӑртнӑ: арҫынна унӑн арӑмӗ тарӑннӑн хисеплени уйрӑмах кирлӗ, хӗрарӑма вара — упӑшки ӑна юратни (Эфес 5:21—33).
Каччӑпа хӗр пӗрле ҫӳренӗ чухне кама та пулин пӗрле пулма ыйтни тӗрӗс
18. Мӗншӗн хӗрпе каччӑн пӗр-пӗринпе ҫӳренӗ чухне чаруллӑ пулмалла?
18 Хӗрпе каччӑ пӗр-пӗринпе ҫӳреме пуҫлани вӑл вӑйӑ-кулӑ вӑхӑчӗ мар. Пӗрле ҫӳренӗ вӑхӑт арҫынпа хӗрарӑма пӗр-пӗринпе хӑйсене мӗнле тытмаллине пӗлсе пыма тата мӑшӑрланма кирлипе кирлӗ маррине ӑнланма май парать. Ҫакӑ ҫавӑн пекех чарулӑх кӑтартмалли вӑхӑт! Вӑл вӑхӑтра пӗр-пӗрин патне питӗ вӑйлӑ туртма пултарать — тӗрӗссипе вара, чун туртнинче ним япӑххи те ҫук. Анчах ҫынсем пӗр-пӗрне чӑннипех юратаҫҫӗ пулсан, вӗсем Турӑпа хӑйӗн савнийӗ хушшинчи хутшӑнусене сиен тума пултаракан ӗҫсенчен пӑрӑнӗҫ (1 Фессалоника 4:6). Ҫавӑнпа та эсӗ кампа та пулин ҫӳретӗн пулсан, чаруллӑ пул, мӗншӗн тесен ҫак лайӑх ен, мӑшӑрланӑн-и е ҫук, сана пурнӑҫ тӑршшӗпе усӑ парса тӑрӗ.
ҪИРӖП ҪЕМЬЕ МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?
19, 20. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине христианин мӗнле пӑхни паянхи тӗнчере мӗнле пӑхнинчен епле улшӑнса тӑрать? Тӗслӗх илсе кӑтарт.
19 Арҫынпа хӗрарӑм ҫирӗп ҫемье тӑвасшӑн пулсан, вӗсен ҫав яваплӑх ҫине тӗрӗс пӑхмалла. Романсемпе фильмсем ялан тенӗ пекех туйпа телейлӗ вӗҫленеҫҫӗ, мӗншӗн тесен пурин те телейлӗ пулас килет. Анчах пурнӑҫра туй вӑл вӗҫӗ мар, пуҫламӑшӗ — Иегова шухӑшласа хунӑ тӑрӑх ӗмӗрлӗхе тӑсӑлакан йӗркен пуҫламӑшӗ (Пултарни 2:24). Шел пулин те, паян тӗнчере пачах урӑхла шухӑшлаҫҫӗ. Хӑш-пӗр культурӑсенче ҫынсем мӑшӑрланнине икӗ ҫипе тӗвӗлесе ҫыхнипе танлаштараҫҫӗ. Нумайӑшӗ мӑшӑрланни ҫинчен мӗнле шухӑшланине ҫак тӗслӗх питӗ тӗрӗс сӑнласа панине вӗсем пӗтӗмпех ӑнлансах каймаҫҫӗ, тен. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Лайӑх ҫыхса лартнӑ тӗввӗн кирлӗ чухне салтӑнса каймалла мар, анчах тӗввӗн тепӗр уйрӑмлӑх пур — ӑна ҫыхса хума кӑна мар, ҫавӑн пекех ҫӑмӑллӑнах салтма пулать.
20 Нумайӑшӗ паян мӑшӑрланни пирки вӑхӑтлӑха пӗрлешни кӑна теҫҫӗ. Ҫавӑн пек ҫынсем хӑйсене мӗн кирлине илес тесе ҫӑмӑллӑнах авланаҫҫӗ е качча тухаҫҫӗ, йывӑрлӑхсем сиксе тухсан вара уйрӑлма та пултараҫҫӗ. Анчах, икӗ ҫын хушшинчи ҫыхӑнӑва, сӑмахран, мӑшӑрланнине, сӑнласа парас тесе ҫип ҫинчен калакан Библири тӗслӗхе аса ил-ха. Екклесиаст 4:12-мӗш сӑвӑ йӗркинче «ҫип» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ ҫавӑн пекех вӗрене е пӑява пӗлтерет. Парӑслӑ карапсен вӗренӗсене нихӑҫан та, вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл чухне те, сӑтӑрӑлса ан татӑлччӑр тата сӳтӗлсе ан кайччӑр тесе ҫирӗп тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пекех мӑшӑрланни те ҫирӗп пулмалла тесе шутласа хунӑ. Иисусӑн сӑмахӗсене аса ил-ха: «Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр» (Матфей 19:6). Эсӗ авланма е качча кайма шут тытрӑн пулсан, санӑн та мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине ҫавӑн пек пӑхмалла. Ҫавӑн пек яваплӑх мӑшӑрлӑ пурнӑҫа йывӑр тӑвӗ-ши? Ҫук.
21. Упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрин ҫине мӗнле пӑхмалла тата ҫакна тума вӗсене мӗн пулӑшӗ?
21 Упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрин ҫине тӗрӗс пӑхмалла. Кашни хӑйӗн мӑшӑрӗ вӑй хунине, унӑн лайӑх енӗсене асӑрхама тӑрӑшать пулсан, мӑшӑрлӑ пурнӑҫ савӑнӑҫпа телей парса тӑрӗ. Мӑшӑрӑн ҫитменлӗхсем пур ҫӗртенех унра лайӑххине курма чӑнах та пулать-ши? Сӑмахран, Иегова пирӗн йӑнӑшсене курса тӑрать, анчах вӑл пирӗнте лайӑххине курасса эпир шанса тӑратпӑр. Псалом юрлакан ыйтнӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ ҫылӑхлӑ ӗҫсене шута илес пулсассӑн, эй Ҫӳлхуҫа! кам чӑтса тӑрайӗ?» (Псалом 129:3.) Упӑшкисемпе арӑмӗсен те пӗр-пӗринче лайӑххине курма тӑрӑшмалла тата пӗр-пӗрне каҫармалла. (Колоссӑ 3:13 вуласа пар.)
22, 23. Авраампа Сарра паянхи упӑшкасемпе арӑмсене мӗнле лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ?
22 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫулсерен нумайрах та нумайрах телейпе савӑнӑҫ парса тӑма пултарать. Библире Авраампа Саррӑн ватлӑх кунӗсенчи ҫемйи ҫинчен каласа панӑ. Вӗсен пурнӑҫӗнче йывӑрлӑхсем те, хӗн-асап та пулнӑ. Саррӑна, 60-тан иртнӗ хӗрарӑма, Ур ятлӑ чаплӑ хулари хӑтлӑ кил-ҫуртне хӑварнӑ хыҫҫӑн мӗн виличчен чатӑрсенче пурӑнса ирттерме мӗнлерех пулни ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха. Ҫапах та вӑл упӑшки мӗн каланине итленӗ. Сарра Авраамшӑн чӑн-чӑн пулӑшакан пулнӑ, вӑл упӑшки мӗн тума шут тытнине хисепленӗ те вӗсене пурӑнӑҫа кӗртес тесе пулӑшса тӑнӑ. Вӑл упӑшкине ячӗшӗн кӑна пӑхӑнса тӑман. Сарра «хӑй ӑшӗнче» те хӑйӗн упӑшкине «манӑн хуҫамӑм» тенӗ (Пултарни 18:12; 1 Петр 3:6). Вӑл Авраама чӗререн хисепленӗ.
23 Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ Авраампа Сарра яланах пӗр шухӑшлӑ пулнине пӗлтермест. Пӗррехинче Сарра тума сӗннӗ пӗр ӗҫ Авраамшӑн «питех те аван мар пек туйӑннӑ». Ҫапах та Иегова мӗн тума хушнине Авраам тимленӗ те хӑйне кӗҫӗне хурса арӑмӗн сӑмахне итленӗ, ҫакӑ вара ҫемьене пиллӗх кӳнӗ (Пултарни 21:9—13). Паян упӑшкасемпе арӑмсем, вуншар ҫулсем хушши ҫемьеллӗ пурӑнакансем те, Турӑран хӑраса пурӑннӑ ҫав мӑшӑртан нумай вӗренме пултараҫҫӗ.
24. Мӗнле ҫемьесем Иегова Турра чыс кӳреҫҫӗ тата мӗншӗн?
24 Христиансен пухӑвӗнче пиншер телейлӗ ҫемье пур. Ҫав ҫемьесенче арӑмӗ хӑйӗн упӑшкине тарӑннӑн хисеплет, упӑшки вара хӑйӗн арӑмне юратать те чыс тӑвать, тата вӗсем иккӗшӗ те Турӑ ирӗкне туса тӑрассине хӑйсен пурнӑҫӗнче мала хураҫҫӗ. Эсӗ ҫемье ҫавӑрма шутларӑн пулсан, тата санӑн ҫемйӳ Иегова Турра чыс кӳрсе тӑтӑр тесен, пулас мӑшӑра ӑстӑнпа суйла, ҫемьеллӗ пурнӑҫри ӗҫсене тума хатӗрлен, ҫемьере килӗшӳпе юрату пултӑр тесе вӑй хур. Вара сана хӑвӑн ҫемйӳ Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлма пулӑшатех.
a Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ «Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ» кӗнекен 2-мӗш сыпӑкне пӑх.
b Хӑш-пӗр шанчӑклӑ патриархсен темиҫе арӑм пулнӑ. Патриархсен вӑхӑтӗнче тата авалхи Израильте Иегова темиҫе арӑмпа пурӑнма чарса тӑман. Ҫав йӑлана Турӑ хӑй пуҫарса яман пулин те, вӑл унта мӗн-мӗн тумаллине йӗркене кӗртнӗ. Анчах Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем хушшинче темиҫе арӑмпа пурӑнма чарнине христиансем пӗлеҫҫӗ (Матфей 19:9; 1 Тимофей 3:2).