Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lmd 3 урок
  • Ырӑ пулӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ырӑ пулӑр
  • Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисус мӗн тунӑ?
  • Иисусран эпир мӗне вӗренетпӗр?
  • Иисусран тӗслӗх илӗр
  • Ҫынсене мӗн интереслентерет, ҫавӑн ҫинчен калаҫӑр
    Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
  • «Ырӑлӑх законне» пӑхӑнса тӑрӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
  • Ырӑ кӑмӑл сӑмахсемпе ӗҫсенче курӑнать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Хӗрхенӳ
    Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
Ытларах пӗлӗр
Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
lmd 3 урок

КАЛАҪУ ПУҪЛӐР

Иисус суккӑр ҫынна сыватас тесе ӑна ҫепӗҫҫӗн сӗртӗнет.

Иоанн 9:1—7

3-МӖШ УРОК

Ырӑ пулӑр

Библири принцип: «Юрату... ырӑ» (1 Кор. 13:4).

Иисус мӗн тунӑ?

Иисус суккӑр ҫынна сыватас тесе ӑна ҫепӗҫҫӗн сӗртӗнет.

ВИДЕО: «Иисус суккӑр ҫынна сыватать»

1. ВИДЕО пӑхӑр е Иоанн 9:1—7 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:

  1. а) Иисус чи малтан мӗн тунӑ: суккӑр ҫынна сыватнӑ-и е ӑна ырӑ хыпар каласа пама пуҫланӑ-и? (Иоанн 9:35—38 пӑхӑр.)

  2. ӑ) Эсир мӗнле шутлатӑр, мӗншӗн ҫав ҫын ҫавӑн хыҫҫӑн ырӑ хыпара итлеме хатӗр пулнӑ?

Иисусран эпир мӗне вӗренетпӗр?

2. Ҫын эпир хӑйӗнпе ырӑ пулнине курать пулсан, унӑн пире итлеме ытларах кӑмӑл пулӗ.

Иисусран тӗслӗх илӗр

3. Ҫынна хӗрхенӗр тата ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр. Ҫын мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.

  1. а) Хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: «Мӗн пирки пӑшӑрханать-ши вӑл? Ӑна мӗн интереслӗ пулнӑ пулӗччӗ тата мӗн пулӑшнӑ пулӗччӗ?» Ҫапла эсир ҫынпа ырӑ пулнине кӑтартатӑр.

  2. ӑ) Ҫынна тимлӗ итлӗр, ҫапла эсир вӑл мӗн калани сирӗншӗн пурпӗрех пулманнине кӑтартатӑр. Вӑл хӑйӗн туйӑмӗсем е хӑйӗн йывӑрлӑхӗсем ҫинчен каласа парать пулсан, калаҫӑва урӑх еннелле пӑрса ан ярӑр.

4. Ыррӑн та хисеплӗн калаҫӑр. Ҫын эсир хӑйне хӗрхеннипе хӗрхенменнине тата пулӑшасшӑн пулнипе пулманнине туять. Ҫавӑнпа та мӗн тата мӗнле каламалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр тата кӳрентерме пултаракан сӑмахсем каласран сыхланӑр.

5. Пулӑшма хатӗр пулӑр. Ҫынна пулӑшмалли мӗнле майсем пурри ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Тен, пирӗн ырӑ ӗҫсене кура ҫын пирӗнпе калаҫас тейӗ.

ҪАКСЕНЕ ТЕ ПӐХӐР

Рим 12:15, 16; Гал. 6:10; Евр. 13:16

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр