Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w17 август 2—29 с.
  • Юрату — питӗ кирлӗ ен

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Юрату — питӗ кирлӗ ен
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МӖН ВӐЛ ЮРАТУ?
  • ИЕГОВӐПА ИИСУС ЮРАТАС ТӖЛӖШРЕН ЧИ ЧАПЛӐ ТӖСЛӖХ КӐТАРТАҪҪӖ
  • «ПӖР-ПӖРНЕ ЮРАТСА ПУРӐНӐР»
  • ЮРАТӐВА МӖНЛЕ АТАЛАНТАРМАЛЛА?
  • ЫТТИСЕНЕ ЮРАТНИНЕ КӐТАРТНИ МӖНЛЕ УСӐ КӲРЕТ?
  • «ЮРАТНИ ПӖРЛЕШТЕРЕТ»
  • Сирӗн юрату нихӑҫан та ан сивӗнтӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • «Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна... юрат»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
w17 август 2—29 с.

Юрату — питӗ кирлӗ ен

  • ЮРАТУ

  • САВӐНӐҪ

  • КАНӐҪЛӐХ

  • ТӲСӖМЛӖХ

  • ЫРӐ КӐМӐЛ

  • ЫРӐЛӐХ

  • ӖНЕНӲ

  • ЙӐВАШЛӐХ

  • ЧАРУЛӐХ

ТУРӐ хавхалантарнипе Павел апостол святой сывлӑш витӗм кӳрсе тӑнипе аталанакан тӑхӑр лайӑх ен ҫинчен ҫырнӑ (Гал. 5:22, 23). Унӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, ҫак лайӑх енсем пурте пӗрле святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ пулса тӑраҫҫӗa. «Ҫӗнӗ этем» ҫак лайӑх енсене кӑтартнипе палӑрса тӑрать (Кол. 3:10). Йывӑҫа лайӑх пӑхсан, вӑл нумай ҫимӗҫ кӳрет. Ҫавӑн евӗрлех ҫын ҫине святой сывлӑш пӗр чӑрмавсӑр витӗм кӳрсе тӑрать пулсан, ҫав ҫын сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсене кӑтартать (Пс. 1:1—3).

Павел святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен енсем ҫинчен ҫырнӑ чухне чи малтан юрату ҫинчен асӑннӑ. Ҫак лайӑх ен мӗн таран кирлӗ? Павел хамра юрату ҫук пулсассӑн, эпӗ — «нимӗн те мар» тенӗ (1 Кор. 13:2). Анчах мӗн вӑл юрату? Ӑна мӗнле аталантармалла? Тата юратнине кашни кун кӑтартас тесен мӗн тумалла?

МӖН ВӐЛ ЮРАТУ?

Юрату мӗнне ӑнлантарса пама ҫӑмӑлах мар, анчах та Турӑ Сӑмахӗнче ҫак ен мӗнрен курӑнса тӑни пирки каланӑ. Библире юрату «нумайччен тӳсет, хӗрхенсе ырӑлӑх тӑвать», вӑл «чӑннишӗн савӑнать; пурне те каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанса тӑрать, пурне те тӳссе ирттерет» тесе ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех «юрату» сӑмах кам патне те пулин чун туртнине, ыттисемшӗн чӗререн тӑрӑшнине тата ӑшӑ туйӑмсем кӑтартнине пӗлтерет. Ыттисене юратман ҫын вара кӗвӗҫсе, мӑнаҫланса, ыттисем ҫине ҫилленсе ҫӳрет, каҫарма васкамасть, хӑйшӗн ҫеҫ тӑрӑшать тата хӑйне килӗшӳсӗр тытать. Эпир унашкал ҫын пуласшӑн мар, ун вырӑнне эпир хамӑрӑн чӗрере юратӑва аталантарма тӑрӑшатпӑр, юрату вара «хӑйӗншӗн тӑрӑшмасть» (1 Кор. 13:4—8).

ИЕГОВӐПА ИИСУС ЮРАТАС ТӖЛӖШРЕН ЧИ ЧАПЛӐ ТӖСЛӖХ КӐТАРТАҪҪӖ

Библире «Турӑ — юрату» тенӗ, ҫак ен унӑн тӗп енӗ (1 Иоанн 4:8). Иеговӑн кашни ӗҫӗнчех юрату курӑнать. Иисус Христоса пирӗншӗн вилме ҫӗр ҫине яни вара — Иегова пире питӗ хытӑ юратнине кӑтартакан чаплӑран та чаплӑ тӗслӗх. Иоанн апостол ҫырнӑ: «Ывӑлӗ урлӑ пире чӗрӗлӗх парасшӑн Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне тӗнчене янинчен Турӑ пире юратни палӑрчӗ. Юрату вӑл эпир Турра мӗнле юратнинче мар, Турӑ пире мӗнле юратнинче: Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене каҫарттаракан парне пулма янӑ» (1 Иоанн 4:9, 10). Турӑ пире юратнине пула пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнма пултараҫҫӗ тата эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк илме пултаратпӑр.

Иисус хатӗр пулсах Туррӑн ирӗкне пурнӑҫланӑ. Ҫапла тунипе вӑл ҫынсене юратнине кӑтартнӑ. Павел Иисус ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Вӑл... каланӑ: „Эй Туррӑм, акӑ Санӑн ирӗкне пурӑнӑҫлама каятӑп“ тенӗ. [...] Ҫав ирӗке пурӑнӑҫланипе эпир Иисус Христос Хӑй ӳтне пӗр хут парнене кӳнипе тасалнӑ» (Евр. 10:8—10). Пӗр ҫын та Иисус кӑтартнӑ юратуран пысӑкрах юрату кӑтартаймасть. Иисус каланӑ: «Хӑй тусӗсемшӗн чунне параканӑн юратӑвӗнчен пысӑкрах юрату ҫук» (Иоанн 15:13). Эпир, ҫитменлӗхлӗ ҫынсем, Иеговӑпа Иисус юратнӑ пек юратма пултаратпӑр-и? Паллах! Ҫакна эпир мӗнле тума пултарнине айтӑр пӑхса тухар.

«ПӖР-ПӖРНЕ ЮРАТСА ПУРӐНӐР»

Павел христиансене ҫапла чӗнсе каланӑ: «Турӑ евӗрлӗ пулма тӑрӑшӑр — эсир Унӑн юратнӑ ачисем-ҫке; пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр — Христос хамӑра юратнӑ пек юратӑр, Вӑл пирӗншӗн Хӑйне Хӑй Турра парнене кӳнӗ» (Эф. 5:1, 2). Кирек мӗнле лару-тӑрура та ҫак лайӑх ене кӑтартатпӑр пулсан, эпир ыттисене юратса пурӑнатпӑр теме пулать. Иоанн ҫырнӑ: «Эй ачамсем! Сӑмахпа е чӗлхепе анчах юратас мар, ӗҫпе, чӑнлӑхпа юратар» (1 Иоанн 3:18). Тӗслӗхрен, эпир Турра та, ҫывӑх ҫынсене те юрататпӑр пулсан «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен» ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрӗпӗр (Матф. 24:14; Лука 10:27). Тӳсӗмлӗ, ырӑ кӑмӑллӑ пулнипе тата ыттисене каҫарнипе те эпир юратса пурӑннине кӑтартатпӑр. Библи пире ҫапла тума хушать: «Турӑ хӑвӑра Иисус Христос урлӑ каҫарнӑ пек, пӗр-пӗрне каҫарӑр» (Эф. 4:32).

Анчах та эпир кама та пулин чун-чӗререн юратни вӗсен мӗнпур йӑнӑшӗсем ҫине куҫ хупмаллине пӗлтермест. Сӑмахран, макӑракан ачана лӑплантарас тесе ашшӗ-амӑшӗ вӑл кутӑнлашса мӗн ыйтнине пурне те пама пултараҫҫӗ. Анчах та вӗсем ачана чун-чӗререн юратаҫҫӗ пулсан ытлашши ҫемҫе пулмаҫҫӗ. Турӑ ҫинчен те ҫапла калама пулать: юрату — унӑн тӗп енӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл «кама юратать — ҫавна хаса парать» (Евр. 12:6). Унсӑр пуҫне, эпир пӗр-пӗрне юратса пурӑнатпӑр пулсан, кирлӗ чухне ыттисене тӳрлетме хатӗр пулатпӑр (Ытар. 3:11, 12). Анчах та ҫавӑн чухне ҫакна та манмалла мар: эпир хамӑр та ҫылӑхсӑр мар тата ыттисене юратнине час-часах кирлӗ чухлӗ кӑтартмастпӑр. Юратнине кӑтартас тӗлӗшрен пирӗн пурин те лайӑхланмалла. Ҫакна мӗнле тума пулать? Айтӑр виҫӗ майне пӑхса тухар.

ЮРАТӐВА МӖНЛЕ АТАЛАНТАРМАЛЛА?

Пӗрремӗшӗнчен, Турӑран святой сывлӑш ыйтӑр, мӗншӗн тесен вӑл витӗм кӳнипе юрату аталанать. Иисус каланӑ тӑрӑх, Иегова святой сывлӑша «Хӑйӗнчен ыйтакансене» парать (Лука 11:13). Эпир святой сывлӑш ыйтатпӑр пулсан тата «сывлӑш хушнипе» пурӑнма тӑрӑшатпӑр пулсан, пирӗн ӗҫсенчен хамӑр чӗрери юрату ӳссе пыни курӑнса тӑрӗ (Гал. 5:16). Сӑмахран, пухури старейшинӑсем тӑвансене канаш панӑ чухне вӗсене юратнине кӑтартма святой сывлӑш пулӑштӑр тесе кӗлтума пултараҫҫӗ. Ачаллӑ тӑвансем вара Турӑран святой сывлӑш ыйтнӑ чухне вӑл хӑйсен ачисене юратупа, пӗр ҫилленмесӗр ӑса вӗрентме пулӑштӑр тесе ыйтма пултараҫҫӗ.

Иккӗмӗшӗнчен, Иисус хӑйӗнпе ыттисем япӑх тытнӑ чухне те ҫынсене юратнине мӗнле кӑтартни ҫинчен шухӑшлӑр (1 Петр 2:21, 23). Ыттисем пире кӳрентерсен е эпир тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан, Иисусӑн тӗслӗхне уйрӑмах асра тытмалла. Ҫавӑн чухне хамӑртан ҫапла ыйтсан лайӑх: «Иисус мӗн тунӑ пулӗччӗ?» Ҫак ыйту ҫинчен шухӑшлани Ли ятлӑ хӗрарӑм тӑвана пӗррехинче йӑнӑш тӑвасран хӳтӗленӗ. Вӑл аса илет: «Пӗрре манпа пӗрле ӗҫлекен хӗрарӑм ытти ӗҫлекенсем патне электронлӑ ҫыру янӑ, унта вӑл мана хурланӑ тата эпӗ мӗнле ӗҫлени ҫинчен тиркесе ҫырнӑ. Ҫакӑ мана питӗ кӳрентерчӗ. Анчах та эпӗ хамран ыйтрӑм: „Ҫак лару-тӑрура Иисус хӑйне мӗнле тытнӑ пулӗччӗ?“ Ҫавӑн ҫинчен шухӑшланӑ хыҫҫӑн эпӗ ку темех мар терӗм те ним те тумастӑп тесе шутларӑм. Пӗр вӑхӑт иртсен вара эпӗ ҫав хӗрарӑм йывӑр чирлени ҫинчен тата пысӑк стресс тӳссе ирттерни ҫинчен пӗлтӗм. Ҫав электронлӑ ҫырӑва ҫырнипе вӑл мана кӳрентерес темен те пуль тесе шутларӑм». Эппин, эпир Иисусран тӗслӗх илетпӗр пулсан ыттисене юратса пурӑнӑпӑр.

Виҫҫӗмӗшӗнчен, ыттисене чун-чӗререн юратнине ӗҫпе кӑтартма вӗренӗр, ҫакӑн пек юратнипе чӑн христиансем палӑрса тӑраҫҫӗ (Иоанн 13:34, 35). Библи пире ҫапла чӗнсе калать: «Сирӗн кӑмӑлӑр Христос Иисус кӑмӑлӗ пек пултӑр». Пӗлӗтри пурнӑҫа пӑрахса вӑл хӑйне нимсӗр хӑварнӑ тата пирӗншӗн вилнӗ (Флп. 2:5—8). Эпир ыттисене Иисус юратнӑ пек юратма тӑрӑшатпӑр пулсан, ҫакӑ хамӑрӑн ӗҫсенчен те, шухӑшсенчен те лайӑхрах та лайӑхрах курӑнса тӑрӗ, вара эпир ытларах хамӑр ҫинчен мар, ыттисене мӗн кирли ҫинчен шухӑшлӑпӑр. Хамӑрӑн чӗрере юратӑва ӳстерме тӑрӑшни тата мӗнле усӑ кӳрет?

ЫТТИСЕНЕ ЮРАТНИНЕ КӐТАРТНИ МӖНЛЕ УСӐ КӲРЕТ?

Эпир ыттисене юратнине кӑтартни нумай усӑ кӳрет. Айтӑр икӗ тӗслӗх пӑхса тухар.

Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче Иегова Свидетелӗсем, тӗрлӗ ҫулхисем тата тӗрлӗ раса ҫыннисем, калаҫса хутшӑнаҫҫӗ

Ыттисене юратнине кӑтартни мӗнле усӑ кӳрет??

  • ПӖТӖМ ТӖНЧЕРИ ТӐВАНЛӐХ. Эпир пӗр-пӗрне юрататпӑр, ҫавӑнпа кирек мӗнле ҫӗршыври пухӑва кайсан та тӑвансем пире хапӑл тусах йышӑнасси пирки иккӗленместпӗр. «Ӗненекен тӑвансем... пӗтӗм тӗнчипе» пире юратнине пӗлни мӗн тери савӑнтарать! (1 Петр 5:9, ҪХ.) Турӑ халӑхӗ хушшинчи юратӑва тата ӑҫта та пулин тупма пулать-и вара?

  • МИР. «Пӗр-пӗрне юратса, килӗштерсе, пӗрлӗхе упраса пурӑнма» тӑрӑшнипе эпир питӗ савӑнатпӑр (Эф. 4:2, 3). Эпир пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнни уйрӑмах пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче тата конгрессенче курӑнса тӑрать. Ҫакнашкал мире урӑх ниҫта та тупма ҫук, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчери ҫынсем мирлӗ пурӑнма пӗлмеҫҫӗ (Пс. 118:165; Ис. 54:13). Ыттисемпе килӗштерсе пурӑннипе эпир вӗсене хытӑ юратнине кӑтартатпӑр, ҫакӑ вара пирӗн Ҫӳлти Аттемӗре савӑнтарать (Пс. 132:1—3; Матф. 5:9).

«ЮРАТНИ ПӖРЛЕШТЕРЕТ»

Павел апостол ҫырнӑ: «Юратни пӗрлештерет» (1 Кор. 8:1). Мӗнле майпа? Павел ҫакна Коринфри христиансем патне янӑ 1-мӗш ҫырури 13-мӗш сыпӑкра ӑнлантарнӑ, ҫав сыпӑк пирки хӑшӗ-пӗрисем «юрату псаломӗ» теҫҫӗ. Тӗслӗхрен, ыттисене юратакан ҫын хӑйне мар, «ыттисене усӑ тӑвасшӑн» тӑрӑшать (1 Кор. 10:24; 13:5). Унсӑр пуҫне, юратакан ҫын ыттисен туйӑмӗсене шута илет тата хисеплет, вӑл тӳсӗмлӗ тата ырӑ кӑмӑллӑ, ҫакӑ вара ҫемьесене ҫирӗплетет тата пухури тӑвансене пӗрлештерет (Кол. 3:14).

Ыттисене юратнине кӑтартма тӗрлӗ майсем пур, анчах та пуринчен малтан пирӗн Турра юратмалла. Ӑна юратни тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан, тӗрлӗ халӑхран тухнӑ тата обществӑра тӗрлӗ вырӑн йышӑнакан ҫынсене пӗрлештерет. Вӗсем савӑнсах ҫума-ҫумӑн Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ (Соф. 3:9). Айтӑр вара святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен ҫак питӗ кирлӗ ене кашни кун кӑтартар!

a Эпир сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен кашни лайӑх ене пӑхса тухатпӑр. Ку статья тӑхӑр статьяран пӗрремӗшӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр