«Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна... юрат»
«Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат» (МАТФ. 22:37).
1. Турӑпа унӑн Ывӑлӗ хушшинчи юрату мӗне пула вӑйланса пынӑ?
ИЕГОВӐН ывӑлӗ Иисус Христос: «Эпӗ Аттеме юрататӑп»,— тенӗ (Иоанн 14:31). «Ашшӗ Ывӑлне юратать»,— тесе те вӑлах каланӑ (Иоанн 5:20). Ҫакӑ пире тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен вӑл ҫӗр ҫине киличчен нумай вӑхӑт хушши Турӑ ҫумӗнчи ӑста «ӳнерҫӗ» пулнӑ (Ытар. 8:30). Иеговӑпа Иисус пӗрле ӗҫленӗ пирки Ывӑлӗ Ашшӗн мӗнле паха енсем пуррине питӗ лайӑх пӗлсе ҫитнӗ, ҫавӑнпа унӑн ӑна юратма сӑлтав нумай пулнӑ. Ҫывӑх хутшӑннӑран вӗсен хушшинчи юрату ӳссех пынӑ.
2. а) Мӗн вӑл юрату? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусем сӳтсе явӑпӑр?
2 Юрату вӑл — кам патне те пулин чун туртӑнни. Псалом юрлакан Давид: «Эй Ҫӳлхуҫа, эй хӳтлӗхӗм, Сана юрататӑп!» — тесе юрланӑ (Пс. 17:2). Пирӗн те ҫавнашкалах туйӑмсем пулмалла, мӗншӗн тесен Турӑ пире питӗ хаклать. Эпир Иеговӑна итлетпӗр пулсан, вӑл пире хӑй юратнине кӑтартса тӑрӗ. (Саккуна астутарни 7:12, 13 вуласа пар.) Анчах та Турра юратма пулать-и, эпир ӑна курмастпӑр-ҫке? Иеговӑна юратни мӗне пӗлтерет? Пирӗн мӗншӗн ӑна юратмалла? Тата Турра юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
ЭПИР ТУРРА ЮРАТМА ПУЛТАРАТПӐР
3, 4. Мӗншӗн эпир Иеговӑна юратма пултаратпӑр?
3 «Турӑ Вӑл — Сывлӑш», ҫавӑнпа эпир ӑна курма пултараймастпӑр (Иоанн 4:24). Апла пулин те эпир Иеговӑна юратма пултаратпӑр, Сӑваплӑ Ҫырура та пире ӑна юратма хушнӑ. Тӗслӗхрен, Моисей израильтянсене каланӑ: «Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм вӑй-халупа юрат» (Сак. аст. 6:5).
4 Мӗншӗн эпир Турра питӗ хытӑ юратма пултаратпӑр? Мӗншӗн тесен вӑл пире хӑйне пуҫҫапас туртӑмпа пултарнӑ тата юратнине кӑтартма пултарулӑх панӑ. Иегова ҫинчен пӗлсе пынӑ май эпир ӑна чӗререн юратма пуҫлатпӑр тата чӑннипех телейлӗ пулма пултаратпӑр. Иисус «мӗскӗн кӑмӑллисем телейлӗ» тенӗ, ҫак сӑмахсемпе вӑл Турӑ ҫинчен пӗлни тата ӑна пуҫҫапни кирлине ӑнланакансем телейлӗ пулассине ӑнлантарса панӑ (Матф. 5:3). Пӗр ҫыравҫӑ хӑйӗн кӗнекинче пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе ҫынсем Турра шыранине тата ӑна ӗненнине курни тӗлӗнтерет тенӗ (Morrison A. C., Man Does Not Stand Alone). Ҫав ҫыравҫӑ пекех, нумайӑшӗ этемӗн ҫуралнӑранпах Турра пӗлес туртӑм пуррине ӑнланаҫҫӗ.
5. Турра шырамаллине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
5 Турра шырамаллах-ши? Ҫапла, шырамалла, вӑл хӑй пире хӑйне туптарасшӑн-ҫке. Павел апостол Ареопагра пухӑннӑ ҫынсене ырӑ хыпар каланӑ чухне ҫак шухӑша уҫҫӑн палӑртнӑ. Ҫав вырӑнтан авалхи Афины хулине хӳтӗлекен Афина турра халалланӑ Парфенон ятлӑ храм курӑнса тӑнӑ пулнӑ. Халӗ шухӑшласа пӑхӑр, эсир Ареопагра тейӗпӗр тата Павел «тӗнчене, тӗнчере мӗн пуррине пурне те пултарнӑ Турӑ» ҫинчен каланине, «Вӑл алӑпа тунӑ ҫуртсенче пурӑнмасть» тесе ӑнлантарнине илтетӗр. Унтан апостол ҫапла калать: «Пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнтармашкӑн Вӑл [Турӑ] мӗнпур этем йӑхне пӗр юнран ӗрчетсе янӑ, вӗсем пурӑнас вӑхӑта, вырӑна малтанах палӑртса хунӑ; ҫакна Вӑл ҫынсем Турра шыраччӑр, алӑ сӗмӗпе те пулин Ун патнелле кайччӑр, тупчӑр Ӑна тесе тунӑ — Вӑл пирӗн ҫывӑхрах, кашнийӗ ҫывӑхӗнчех» (Ап. ӗҫ. 17:24—27). Ҫапла, ҫынсем Турра тупма пултараҫҫӗ. Ҫичӗ миллион ҫурӑ ытла Иегова Свидетелӗ ӑна тупнӑ, вӗсем ӑна пӗтӗм чӗререн юратаҫҫӗ.
ТУРРА ЮРАТМАЛЛА ТЕНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?
6. Иисус сӑмахӗсем тӑрӑх, хӑшӗ «чи аслӑ та тӗп ӳкӗт» пулнӑ?
6 Пирӗн Иеговӑна чунтан-вартан юратмалла. Иисус ҫакна пӗр фарисей «Вӗрентекен! саккунра чи аслӑ ӳкӗт хӑшӗ» тесе ыйтсан палӑртнӑ. Вӑл: «„Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат“: ҫакӑ — чи аслӑ та тӗп ӳкӗт»,— тенӗ (Матф. 22:34—38).
7. Турра а) «пӗтӗм чӗререн», ӑ) «пӗтӗм чунтан» тата б) «пӗтӗм ӑспа» юратмалла тени мӗне пӗлтерет?
7 Пирӗн Турра «пӗтӗм чӗререн» юратмалла тенипе Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ? Вӑл Иеговӑна юратни пирӗн кӑмӑл-туйӑма, туртӑмсене, шухӑш-кӑмӑла витӗм кӳмелле тесшӗн пулнӑ. Ҫавӑн пекех пирӗн Турра «пӗтӗм чунтан», е хамӑрӑн пурнӑҫпа, юратмалла. Унсӑр пуҫне, пирӗн Турра «пӗтӗм ӑспа» юратмалла, урӑхла каласан, хамӑрӑн мӗнпур ӑс-тӑн пултарулӑхӗсемпе усӑ курмалла. Тӗпрен илсен, пирӗн Иеговӑна пӗтӗм чун-чӗререн юратмалла.
8. Турра чунтан-вартан юратни пире мӗн тума хавхалантарать?
8 Турра пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан тата пӗтӗм ӑспа юрататпӑр пулсан, эпир унӑн Сӑмахне тимлӗн тӗпчӗпӗр, вӑл мӗн шухӑшласа хуни пурнӑҫланса пытӑр тесе пӗтӗм чӗререн тӑрӑшӑпӑр тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар хастаррӑн пӗлтерӗпӗр (Матф. 24:14; Рим 12:1, 2). Иеговӑна чунтан-вартан юратни пире унпа тата ытларах ҫывӑхлантарӗ (Иак. 4:8). Паллах ӗнтӗ, Турра юратмаллине кӑтартакан сӑлтавсене пурне те каласа тухма ҫук. Апла пулин те вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене айтӑр пӑхса тухар.
МӖНШӖН ИЕГОВӐНА ЮРАТМАЛЛА?
9. Эсир Иеговӑна, пире Пултаракана тата пирӗншӗн Тӑрӑшакана, мӗншӗн юрататӑр?
9 Иегова — пире Пултаракан тата пирӗншӗн Тӑрӑшакан. Павел ҫырнӑ: «Эпир Ун майӗпе пурӑнатпӑр, ҫӳретпӗр, тӑратпӑр» (Ап. ӗҫ. 17:28). Иегова пире питӗ чаплӑ кил парнеленӗ, ку — ҫӗр (Пс. 113:24). Ҫавӑн пекех вӑл пире ҫимелли те, пурӑнма кирлӗ ытти япаласене те парать. Ҫавӑнпа Павел йӗрӗхсене пуҫҫапакан Листра ҫыннисене: «[Чӗрӗ Турӑ] пире тӗрлӗ ырӑлӑх кӑтартса, тӳперен ҫумӑр ҫутарса, тырӑ-пулӑллӑ ҫулсем ярса, ҫимӗҫпе тӑрантарса, пирӗн чӗрене савӑнтарса Хӑй ҫинчен пӗлтерме чарӑнман»,— теме пултарнӑ (Ап. ӗҫ. 14:15—17). Ҫакӑ пирӗншӗн юратса тӑрӑшакан Аслӑ Пултаракана юратмаллине кӑтартакан сӑлтав мар-и вара? (Еккл. 12:1.)
10. Турӑ пире ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе тунӑ ӗҫсем пирӗнте мӗнле туйӑмсем вӑратаҫҫӗ?
10 Турӑ пире Адамран куҫнӑ ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе тӑрӑшнӑ (Рим 5:12). Чӑнах та, «Турӑ пире юратни Христос пирӗншӗн хамӑр ҫылӑхлӑ чухне вилнинчен паллӑ» (Рим 5:8). Эпир ӳкӗнетпӗр пулсан тата Иисус тӳлесе илме панӑ парнене ӗненетпӗр пулсан, Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарать. Эпир Иеговӑна питӗ пархатарлӑ, мӗншӗн тесен вӑл пире юратнӑран хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн вилме янӑ (Иоанн 3:16).
11, 12. Иегова пире мӗнле шанчӑк парать?
11 Шанӑҫ паракан Иегова пире савӑнӑҫпа канӑҫлӑх парать (Рим 15:13). Турӑ панӑ шанӑҫа пула эпир ӗненӗве тӗрӗслекен йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пултаратпӑр. Виличченех шанчӑклӑ тӑрса юлсан святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене Турӑ пӗлӗтре «пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне» парӗ (Ӳлӗм. 2:10, ҪХ). Айӑпсӑрлӑха упракан, ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан христиансем Турӑ пама пулнӑ ҫӗр ҫинчи Райра ӗмӗрлӗх пиллӗхсем илӗҫ (Лука 23:43). Ҫак пиллӗхсем ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпир мӗн туятпӑр-ха? Эпир канӑҫлӑхпа савӑнӑҫ, ҫавӑн пекех «мӗн аваннине те, чӑн ырӑлӑх та» паракан Турра юратнине туймастпӑр-и вара? (Иак. 1:17.)
12 Турӑ пире чуна ӑшӑтакан шанчӑк панӑ — вилнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ (Ап. ӗҫ. 24:15). Паллах ӗнтӗ, ҫывӑх ҫын вилсен эпир калама ҫук кулянатпӑр, анчах та чӗрӗлсе тӑрас шанчӑк пулнӑран эпир «шанӑҫ ҫук ҫынсем пек» хуйхӑрмастпӑр (1 Фес. 4:13). Юратнӑран Иегова Турӑ вилнисене чӗртсе тӑратасшӑн, уйрӑмах хӑйӗншӗн Иов пек шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнисене (Иов 14:15). Шухӑшласа пӑх кӑна, ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗртсе тӑратнӑ ҫынсем хӑйсен хурӑнташӗсемпе тата тусӗсемпе тӗл пулни мӗн чухлӗ савӑнӑҫ парӗ. Ҫапла, Ҫӳлти Аттемӗр пире тӗлӗнмелле чаплӑ шанчӑк панӑ, ҫавӑнпа эпир ӑна питӗ хытӑ юрататпӑр!
13. Турӑ пирӗншӗн чӑнах та тӑрӑшни ӑҫтан курӑнать?
13 Иегова пирӗншӗн чӑнах та тӑрӑшать. (Псалом 33:7, 19, 20; 1 Петр 5:6, 7 вуласа пар.) Пире юратакан Турӑ хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене пулӑшма яланах хатӗррине эпир пӗлетпӗр, ҫавӑнпа эпир хамӑра унӑн «улӑхӗнчи сурӑхсем» пек туятпӑр (Пс. 78:13). Турӑ хӑй мӗн шухӑшласа хунисене пурне те Мессианла Патшалӑхпа усӑ курса пурнӑҫа кӗртсен, эпир Турӑ пире мӗн таран юратнине уҫҫӑнрах курӑпӑр. Турӑ лартнӑ Патша Иисус Христос ҫӗре усаллӑхран, хӗсӗрленинчен тата пусмӑртан тасатнӑ хыҫҫӑн Турра итлекен этемлӗх ӗмӗр-ӗмӗр тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗ (Пс. 71:7, 12—14, 16). Ҫак шанчӑк ҫинчен шухӑшланӑ чухне сирӗн пирӗншӗн тӑрӑшакан Турра пӗтӗм чӗререн, чунтан, вӑйран тата ӑспа юратас килмест-и вара? (Лука 10:27.)
14. Иегова пире мӗнле чыс тунӑ?
14 Иегова пире хӑйӗн Свидетелӗсем пулма панипе питӗ пысӑк чыс тунӑ (Ис. 43:10—12). Турӑ хӑйӗн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑма тата ҫак пӑтранчӑк тӗнчере ҫынсене чӑн-чӑн шанчӑк кӳме май панӑшӑн эпир ӑна юрататпӑр. Эпир чӑн Туррӑн Сӑмахӗнчи ырӑ хыпара пӗлтеретпӗр, унӑн шанчӑк паракан сӑмахӗсем вара яланах пурнӑҫланаҫҫӗ, ҫавӑнпа эпир ҫирӗп ӗненсе, пӗр иккӗленмесӗр калатпӑр. (Иисус Навин 21:45; 23:14 вуласа пар.) Паллах ӗнтӗ, Иегова паракан пиллӗхсем ҫинчен тата ӑна юратма мӗнле сӑлтавсем пурри ҫинчен вӗҫӗ-хӗррисӗр калама пулать. Анчах Турра юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
ТУРРА ЮРАТНИНЕ МӖНЛЕ КӐТАРТМА ПУЛАТЬ?
15. Турӑ Сӑмахне вӗренни тата унпа килӗшӳллӗ пурӑнни пире мӗнле усӑ парать?
15 Турӑ Сӑмахне тӑрӑшса вӗренӗр тата унпа усӑ курӑр. Ҫапла тусан, эпир Иеговӑна юратнине тата унӑн сӑмахне хамӑрӑн сукмака ҫутатса тӑма ирӗк панине кӑтартатпӑр (Пс. 118:105). Эпир хуйха ӳкрӗмӗр пулсан, пире юратса шантарса каланисем йӑпатма пултараҫҫӗ, сӑмахран ҫакӑн йышшисем: «Ӳкӗнекен йӑваш чӗрене Эсӗ, Турӑ, пӑрахмастӑн», «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, мана Санӑн ырӑлӑху хунтӑларӗ. Чӗремре хӗн-асап хушӑнса пынӑ чухне Эсӗ лӑплантарнипе манӑн чунӑм канать» (Пс. 50:19; 93:18, 19). Иегова асап тӳсекен ҫынсене хӗрхенет, Иисус та хӗрхеннӗ (Ис. 49:13; Матф. 15:32). Библи вӗреннӗ май эпир Иегова пирӗншӗн юратса тӑрӑшнине туйса тӑма пултаратпӑр, ҫакӑ вара пире ӑна тата хытӑрах юратма хавхалантарӗ.
16. Мӗншӗн кулленех кӗлтусан эпир Турра хытӑрах юратма пуҫлатпӑр?
16 Турра кулленех кӗлтӑвӑр. Эпир кӗлтӑватпӑр пулсан, кӗлӗсене Итлекенпе пирӗн хушӑри хутшӑнусем ҫирӗпленсе пыраҫҫӗ (Пс. 64:3). Турӑ пирӗн кӗлӗсене хуравланине курсан эпир ӑна хытӑрах юратма пуҫлатпӑр. Сӑмахран, эсир вӑл пире вӑй ҫитнинчен ытла сӑнаманнине курнӑ пулӗ (1 Кор. 10:13). Эпир хӗрӳллӗн кӗлтунӑ чухне Иеговӑна хамӑра мӗн хумхантарни ҫинчен каласа паратпӑр пулсан, вӑл пире «нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» панине туйса тӑрӑпӑр (Флп. 4:6, 7). Хӑш-пӗр чухне, Неемия пекех, эпир ӑшра Иеговӑна кӗлтума тата вӑл мӗнле хуравланине туйма пултаратпӑр (Неем. 2:1—6). Кӗлтума чарӑнмастпӑр пулсан тата Иегова эпир ыйтнисем ҫине хуравланине курса тӑратпӑр пулсан, пирӗн юрату вӑйланса пырать, ҫавӑн пекех малашне те ӗненӳ тӗрӗсленнӗ вӑхӑтра шанчӑклӑ юлма пулӑшасса ҫирӗпрех ӗненме тытӑнатпӑр (Рим 12:12).
17. Турра юрататпӑр пулсан, эпир пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳресси ҫине мӗнле пӑхӑпӑр?
17 Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене тата конгрессене ҫӳресси йӑлана кӗтӗр (Евр. 10:24, 25). Израильтянсем Иегова ҫинчен итлеме тата ытларах пӗлме пуҫтарӑннӑ, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӗсене ӑна хисеплеме, унӑн Саккунне тытса тӑма пулӑшнӑ (Сак. аст. 31:12). Эпир Турра чӑннипех юрататпӑр пулсан, пире Унӑн ирӗкне туса тӑма йывӑр мар. (1 Иоанн 5:3 вуласа пар.) Ҫавӑнпа пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳресси ҫине айтӑр ҫӑмӑлттайлӑн пӑхар мар. Пирӗн, паллах ӗнтӗ, малтанхи юратӑва ҫухатас килмест (Ӳлӗм. 2:4).
18. Турра юратни тата ырӑ хыпара пӗлни пире мӗн тума хавхалантарать?
18 Ыттисене «Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ» ҫинчен хастаррӑн каласа парӑр (Гал. 2:5). Турра юратни пире унӑн Ывӑлӗн Мессианла Патшалӑхӗ ҫинчен калама хавхалантарать, вӑл Армагеддон вӑхӑтӗнче «чӑнлӑх... хутне кӗмешкӗн» юланутпа чупӗ (Пс. 44:5; Ӳлӗм. 16:14, 16). Вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хутшӑнни, ҫынсене Туррӑн юратӑвӗ тата вӑл пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнче ҫинчен пӗлме пулӑшни калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ парать! (Матф. 28:19, 20.)
19. Турӑ пухӑва пӑхса тӑма лартнӑ ҫынсене пирӗн мӗншӗн хакламалла?
19 Турӑ пухӑва пӑхса тӑма лартнӑ ҫынсене хаклӑр (Ап. ӗҫ. 20:28). Старейшинӑсене Иегова панӑ, вӑл мӗн туни вара пире яланах усӑ кӳрет. Старейшинӑсем — «ҫил-тӑвӑлран, йӗпе-сапаран хӑтӑлмалли хӳтлӗх пек, пушхирти ҫӑлкуҫӗ пек, ҫунса-ӗнсе выртакан ҫӗрти ҫӳллӗ тӑвӑн сулхӑн ӗмӗлки пек» (Ис. 32:1, 2). Витӗр касакан ҫил е ҫил-тӑвӑллӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче эпир пурте хӳтлӗх тупма питӗ хавас пулнӑ пулӑттӑмӑр! Хӗртекен хӗвелрен ту сулхӑнӗнче пытанма вара мӗн тери аван. Ҫак сӑнарлӑ сӑмахсем старейшинӑсем пире Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшма тата хавхалантарса тӑма пултарнине кӑтартса параҫҫӗ. Пирӗн хушӑра ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене итленипе эпир парнесем пек панӑ ҫынсене хакланине, Турра тата пухӑвӑн Пуҫне Христоса юратнине кӑтартатпӑр (Эф. 4:8; 5:23; Евр. 13:17).
ТУРРА ХЫТӐРАХ ТА ХЫТӐРАХ ЮРАТӐР
20. Эсир Иеговӑна юрататӑр пулсан, Иаков 1:22—25-мӗшӗсенче чӗнсе калани сире мӗн тума хавхалантарӗ?
20 Иеговӑна юрататӑр пулсан эсир «мӗн илтнине манаканӗ мар, ӑна туса тӑраканӗ» пулатӑр. (Иаков 1:22—25 вуласа пар.) Сӑмахран, мӗн илтнине «туса тӑракан» ҫын, ӗненнӗрен, ырӑ хыпара хастаррӑн сарать тата христиансен тӗлпулӑвӗсенче хутшӑнать. Иеговӑна чун-чӗререн юратни сире унӑн «пур тӗлӗшпе те паха» саккунне тытса тӑма пулӑшать, ун шутне вара Турӑ сирӗнтен мӗн ыйтни пурте кӗрет (Пс. 18:8—12).
21. Эпир чӗререн кӗлтунине мӗнпе танлаштарма пулать?
21 Эпир Иегова Турра юратнӑран ӑна час-часах чӗререн кӗлтӑвӑпӑр. Кашни кун фимиам ҫунтарнине аса илсе пулас, псалом юрлакан Давид юрланӑ: «Манӑн кӗллӗм Санӑн умна фимиам пек пытӑр, аллӑмсене ҫӗклени Сана [Иегова] каҫхи парне пек пултӑр» (Пс. 140:2; Тух. 30:7, 8). Эсир хӑвӑра кӗҫӗне хурса ыйтни, хӗрӳллӗн кӗлтуни, Турра чӗререн мухтанипе тав туни фимиам пекех тутлӑ шӑршӑллӑ пултӑр, фимиам вара Иеговӑна юрӑхлӑ кӗлӗсене сӑнарласа парать (Ӳлӗм. 5:8).
22. Тепӗр статьяра мӗнле юрату ҫинчен сӑмах пырӗ?
22 Турра та, ҫывӑх ҫынна та юратмалла тенӗ Иисус (Матф. 22:37—39). Ҫак паха ене малалла пӑхса тухнӑ май, эпир Иеговӑна тата унӑн принципӗсене юратни хамӑра ыттисемпе лайӑх тытма, ҫывӑх ҫынна юратма пулӑшнине курӑпӑр.