Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w14 11/15 21—25 с.
  • Иеговӑна хӑйсен Турри тунӑ халӑх

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иеговӑна хӑйсен Турри тунӑ халӑх
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Подзаголовоксем
  • ХАЛӐХПА ХАЛАЛ ХЫВНИ
  • ХӐТАРНӐ ХАЛӐХ
  • ХАЛӐХ ҪУРАЛНИ
  • ЮТРАН КИЛНИСЕМ ХАЛӐХ ПАЙӖ ПУЛСА ТӐНӐ
  • СВИДЕТЕЛЬСЕНЧЕН ТӐРАКАН ХАЛӐХ
  • ТУРРА ПӐРАХНӐ ХАЛӐХ
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
w14 11/15 21—25 с.

Иеговӑна хӑйсен Турри тунӑ халӑх

«Ҫӳлхуҫана хӑйсенӗн Турри тунӑ халӑх телейлӗ» (ПС. 143:15).

ЭСИР ХУРАВЛАМА ПУЛТАРАТӐР-И?

  • Иеговӑн ҫӗр ҫинче хӑҫантанпа уйрӑм халӑх пулнӑ?

  • Израильтянсем свидетельсенчен тӑракан халӑх пулса тӑнине мӗнле ӑнланмалла?

  • Израиль халӑхӗ мӗнле майпа Иеговӑна пӑрахнӑ тата Иегова малтанах мӗн каласа хунӑ?

1. Туррӑн ҫӗр ҫинче хӑйӗн халӑхӗ пулмалли ҫинчен хӑшӗ-пӗрисем мӗн шутлаҫҫӗ?

ПАЯН чи анлӑ сарӑлнӑ христиан тӗнӗсемпе ытти тӗнсем этемлӗхе сахал усӑ панипе нумайӑшӗ сӑмахсӑрах килӗшет. Хӑшӗ-пӗрисем вара ҫапла шутлаҫҫӗ: ҫав тӗнсем хӑйсен вӗрентӗвӗсемпе, ҫавӑн пекех ҫав тӗне тытса тӑракансем хӑйсене мӗнле тыткаланипе Турӑ ҫинчен йӑнӑш шухӑшлаттараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл вӗсене ырлама пултараймасть теҫҫӗ. Апла пулин те, вӗсем пур тӗнре те тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем пуррине, Турӑ вӗсене курса тӑнине тата вӗсем пирки ҫӗр ҫинчи хӑйӗн ӗҫлекенӗсем тесе шутланине ӗненеҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем ҫавӑн пек ҫынсен суя тӗне хӑвармаллине, уйрӑм халӑх пулса Турра пӗрле пуҫҫапмаллине ӑнланмаҫҫӗ. Анчах та Турӑ ҫавнашкалах шухӑшлать-ши? Айтӑр Иеговӑн чӑн ӗҫлекенӗсен историйӗнчи хӑш-пӗр событисем ҫинчен Библире мӗн ҫырса панине тӗпчер те ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлер.

ХАЛӐХПА ХАЛАЛ ХЫВНИ

2. Кам Иеговӑн уйрӑм халӑхӗ пулса тӑнӑ тата вӗсем ытти халӑхсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?

2 Пирӗн эрӑчченхи XX ӗмӗртех Иеговӑн ҫӗр ҫинче уйрӑм халӑх пулнӑ. Авраамӑн, «пур ӗненекенӗн те ашшӗн», килӗнче ҫӗр-ҫӗр ҫын пулнӑ (Рим 4:11; Пулт. 14:14). Ханаан пуҫлӑхӗсем ҫав ҫын пирки «Турӑ лартнӑ пуҫлӑх» тенӗ тата ӑна хисепленӗ (Пулт. 21:22; 23:6). Иегова Авраампа тата унӑн тӑхӑмӗсемпе килӗшӳ тунӑ (Пулт. 17:1, 2, 19). Турӑ Авраама каланӑ: «Манпа сирӗн хушшӑмӑрти тата сан хыҫҫӑн килес ӑрусен хушшинчи сыпӑкран сыпӑка пымалли, эсир уяса тӑмалли Манӑн халалӑм акӑ ҫакӑ: сирӗн пур арҫын та ӳт кастарнӑ пултӑр; ...ҫакӑ Манпа сирӗн хушшӑмӑра хывнӑ халал палли пулӗ» (Пулт. 17:10, 11). Ҫавӑнпа Авраампа ун килӗнчи пур арҫын та ӳтне кастарнӑ (Пулт. 17:24—27). Ӳт кастарни халал палли пулнӑ, ҫакӑ ытти халӑхсем хушшинче Авраам тӑхӑмӗсем Турӑ халал хывнӑ пӗртен-пӗр халӑх пулнине кӑтартса тӑнӑ.

3. Авраам тӑхӑмӗсенчен мӗнле майпа халӑх пулса кайнӑ?

3 Авраам мӑнукӗн, Иаковӑн (Израилӗн) 12 ывӑл пулнӑ (Пулт. 35:10, 22ӑ—26). Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем патриархсем, Израилӗн 12 йӑхӗн пуҫӗсем, пулса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 7:8). Выҫлӑха пула Иаков тата унӑн килӗнчисем Египета куҫса кайнӑ, унта унӑн пӗр ывӑлне, Иосифа, фараон пысӑк власть панӑ. Вӑл ҫӗршыва апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерес тӗлӗшрен яваплӑ пулнӑ (Пулт. 41:39—41; 42:6). Иаков тӑхӑмӗсем йышлӑланнӑ, вӗсенчен вара халӑхсен пухӑвӗ пулса кайнӑ (Пулт. 48:4; Апостолсен ӗҫӗсем 7:17 вуласа пар).

ХӐТАРНӐ ХАЛӐХ

4. Египет ҫыннисемпе Иаков тӑхӑмӗсем хушшинче малтан мӗнле хутшӑнусем пулнӑ?

4 Иаков тӑхӑмӗсем Египетри Гесем ҫӗрӗнче, Нил юпленнӗ вырӑнта икӗ ӗмӗр кӑшт ытларах пурӑннӑ (Пулт. 45:9, 10). Ҫав вӑхӑтӑн ҫурри таран тенӗ пекех вӗсем Египет ҫыннисемпе килӗштерсе пурӑннӑ, хӑйсен выльӑх-чӗрлӗхне пӑхнӑ. Египет патши Иосифа лайӑх пӗлнӗ тата хакланӑ, ҫавӑнпа ҫав халӑха та ӑшшӑн йышӑннӑ (Пулт. 47:1—6). Анчах та египтянсем кӗтӳҫӗсем ҫине питӗ йӗрӗнсе пӑхнӑ (Пулт. 46:31—34). Ҫапла пулсан та вӗсен израильтянсем хӑйсен ҫӗрӗнче пурӑннине тӳсме тивнӗ.

5, 6. ӑ) Египетра Турӑ халӑхӗн лару-тӑрӑвӗ мӗнле улшӑннӑ? ӑ) Моисейӑн пурнӑҫне мӗнле ҫӑлнӑ тата Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн мӗн тунӑ?

5 Анчах та Турӑ халӑхӗн лару-тӑрӑвӗ кӗҫех тӗпренех улшӑннӑ. «Египет ҫӗрӗнче ӗнтӗ Иосифа пӗлмен урӑх патша ларнӑ, вӑл хӑйӗн халӑхне каланӑ: акӑ Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ йышлӑ, пирӗнтен вӑйлӑрах» (Тух. 1:8, 9). Ҫавӑнпа египтянсем Израиль ывӑлӗсене чурасем тунӑ та хаяррӑн хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Вӗсене пӗр хӗрхенмесӗр, йывӑр ӗҫ ӗҫлеттернӗ: тӑм ӗҫӗ тутарса, кирпӗч ҫаптарса, хирти тӗрлӗ ӗҫе ӗҫлеттерсе, кирек мӗнле ӗҫ тутарнӑ чухне те пусахласа ӗҫлеттерсе вӗсен пурнӑҫне чӑтмалла мар туса ҫитернӗ (Тух. 1:13, 14).

6 Фараон еврейсен арҫын ачасем ҫуралсан вӗсене тӳрех вӗлермелле тенӗ (Тух. 1:15, 16). Шӑп ҫав вӑхӑтра Моисей ҫуралнӑ. Моисей виҫӗ уйӑх тултарсан, унӑн амӑшӗ ӑна Нил хӗрринчи хӑмӑшлӑха пытарса хунӑ, ҫавӑнта ӑна каярахпа фараон хӗрӗ тупнӑ та усрава илнӗ. Лару-тӑрӑва Турӑ йӗркелесе пынине пула Моисее пӗчӗк чухне тӑван амӑшӗ, Иохаведа, пӑхса ӳстернӗ, ҫавӑнпа вӑл Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ пулса тӑнӑ (Тух. 2:1—10; Евр. 11:23—25). Иегова хӑйӗн халӑхӗ асапланнине «курнӑ» та Моисей урлӑ ӑна хӑтарма шут тытнӑ (Тух. 2:24, 25; 3:9, 10). Ҫапла израильтянсем Турӑ «хӑтарнӑ» халӑх пулса тӑнӑ (Тух. 15:13; Саккуна астутарни 15:15 вуласа пар).

ХАЛӐХ ҪУРАЛНИ

7, 8. Израильтянсем мӗнле майпа Иеговӑн сӑваплӑ халӑхӗ пулса тӑнӑ?

7 Израильтянсене ҫав вӑхӑтра халӑх пек йӗркелемен пулнӑ пулсан та, Иегова вӗсене хӑш-пӗр тӗлӗшрен хӑй халӑхӗ тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа вӑл хушнипе Моисейпа Ааронӑн фараона ҫапла каламалла пулнӑ: «Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл пушхирте Маншӑн уяв тутӑр» (Тух. 5:1).

8 Израиль ывӑлӗсене чуралӑхран хӑтармашкӑн Иегова Египет ҫине вунӑ хӗн-асап янӑ, ҫавӑн пекех фараонпа унӑн ҫарне Хӗрлӗ тинӗсе путарнӑ (Тух. 15:1—4). Виҫӗ уйӑх майлӑ иртсен Иегова израильтянсемпе Синай тӑвӗ патӗнче халал хывнӑ тата вӗсене сӑмах панӑ, ҫакӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ: «Эсир Манӑн сӑмахӑма итлесессӗн, Манӑн халалӑма пурӑнӑҫласа пырсассӑн, ытти пур халӑх хушшинче Манӑн еткерӗм пулатӑр... сӑваплӑ халӑх пулатӑр» (Тух. 19:5, 6).

9, 10. а) Саккуна астутарни 4:5—8-мӗшӗсем тӑрӑх, Саккуна пула израильтянсем ытти халӑхсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ? ӑ) Иеговӑн сӑваплӑ халӑхӗ пулас тесен израильтянсен мӗн тумалла пулнӑ?

9 Чурасем пулса тӑриччен еврейсем Египетра йӑхсенчен тӑракан халӑх пек пурӑннӑ, власть ҫемье пуҫӗсен, е патриархсен, аллинче пулнӑ. Унччен пурӑннӑ Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хушшинче пулнӑ пекех, ҫав ҫемье пуҫӗсем хӑйсен килӗнчисемшӗн пуҫлӑхсем, судьясем тата священниксем пулнӑ (Пулт. 8:20; 18:19; Иов 1:4, 5). Апла пулин те Иегова Моисей урлӑ саккунсен пуххине панӑ, ҫакӑнпа вӗсем ытти халӑхсенчен уйрӑлса тӑнӑ. (Саккуна астутарни 4:5—8 вуласа пар; Пс. 147:8, 9.) Саккун тӑрӑх, священниксен уйрӑм ушкӑнне йӗркеленӗ, тӳрӗ суд тӑвасси старейшинӑсен яваплӑхӗ пулнӑ, вӗсене пӗлӳпе ӑслӑлӑхшӑн хисепленӗ (Сак. аст. 25:7, 8). Саккун нумаях пулмасть ҫуралнӑ халӑха тӗн ӗҫӗсемпе ытти ӗҫсене тӗрӗс йӗркелеме пулӑшнӑ.

10 Израильтянсем Пама пулнӑ ҫӗре кӗрес умӗн Иегова вӗсене хӑйӗн саккунӗсене тепӗр хут каланӑ. Ун хыҫҫӑн Моисей халӑха: «Халӗ сана Ҫӳлхуҫа та сӑмах пачӗ: Унӑн пӗтӗм ӳкӗтне тытса-туса пурӑнсассӑн, эсӗ, Хӑй сана каланӑ пек, Унӑн тивӗҫлӗ халӑхӗ пулӑн, Хӑй каланӑ пек, Вӑл сана Хӑй пултарнӑ пур халӑхран та мала кӑларӗ, пуринчен те хисеплӗрех, мухтавлӑрах, чаплӑрах тӑвӗ, эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑваплӑ халӑхӗ пулӑн»,— тенӗ (Сак. аст. 26:18, 19).

ЮТРАН КИЛНИСЕМ ХАЛӐХ ПАЙӖ ПУЛСА ТӐНӐ

11—13. а) Турӑ суйласа илнӗ халӑхпа пӗрле Турра кам пуҫҫапма пуҫланӑ? ӑ) Иеговӑна пуҫҫапас текен ют халӑх ҫыннисен мӗн тумалла пулнӑ?

11 Иегова ҫӗр ҫинче Израиль халӑхне хӑйӗн халӑхӗ пулма суйласа илни вӗсен хушшинче урӑх халӑх ҫыннисем пулма пултарайманнине пӗлтермен. Израильтянсене Египетран кӑларнӑ чухне Турӑ «тӗрлӗ халӑх ҫыннисене», ҫав шутра египтянсене, вӗсемпе пӗрле кайма ирӗк панӑ (Тух. 12:38). Ҫав пысӑк йыш шутне ҫиччӗмӗш асап вӑхӑтӗнче «фараонӑн Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен хӑраса ӳкнӗ хӑш-пӗр чурисем» кӗнӗ (Тух. 9:20).

12 Израильтянсем Ханаана ҫӗнтерсе илмешкӗн Иордан урлӑ каҫас умӗн Моисей вӗсене каланӑ: «Ютран килнӗ ҫынна юратӑр» (Сак. аст. 10:17—19). Турӑ суйласа илнӗ халӑхӑн Моисей урлӑ панӑ тӗп саккунсене тытса тӑма хатӗр пулнӑ ют халӑх ҫыннисене йышӑнмалла пулнӑ (Лев. 24:22). Ютран килнӗ хӑш-пӗр ҫынсем Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑрсан, Руфь моявитянка мӗн туйнинех туйнӑ, Руфь Ноемине каланӑ: «Санӑн халӑху — манӑн халӑхӑм, санӑн Турру манӑн Туррӑм пулӗ» (Руфь 1:16). Ҫав ютран килнӗ ҫынсем прозелитсем пулса тӑнӑ, арҫыннисем вара ӳтне кастарнӑ (Тух. 12:48, 49). Иегова вӗсене хӑй суйласа илнӗ халӑх йышне хаваспах йышӑннӑ (Йыша шутл. 15:14, 15).

13 Храма Турра халалланӑ чухне Соломон Турӑшӑн ӗҫлекен ытти халӑх ҫыннисем пирки каланӑ: «Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен тухман ҫын, ют халӑх ҫынни, Санӑн аслӑ ятупа вӑйлӑ аллушӑн, Санӑн пысӑк хӑватушӑн инҫетри ҫӗртен килсессӗн, ҫапла килсе ҫак Ҫурт умӗнче кӗлтусассӑн, илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, ют халӑх ҫынни Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине пӗтӗмпех тусамччӗ ун чухне; ҫапла ҫӗр ҫинчи пур халӑх та Санӑн ятна пӗлсе тӑтӑр, Санран Хӑвӑн халӑху Израиль хӑранӑ пек хӑратӑр, эпӗ лартнӑ ҫак Ҫурт Санӑн ятупа хисепленнине пӗлтӗр» (2  Ҫулс. 6:32, 33). Иеговӑна пуҫҫапас текен ют халӑх ҫыннисен Иисус пурӑннӑ вӑхӑтченех ҫакна Турӑ халал хывнӑ халӑхпа пӗрле тумалла пулнӑ (Иоанн 12:20; Ап. ӗҫ. 8:27).

СВИДЕТЕЛЬСЕНЧЕН ТӐРАКАН ХАЛӐХ

14—16. а) Израильтянсен хӑш тӗлӗшрен Иеговӑн свидетелӗсенчен тӑракан халӑх пулса тӑмалла пулнӑ? ӑ) Иеговӑн хальхи вӑхӑтри халӑхӗн мӗнле яваплӑх пур?

14 Израильтянсем Иегова Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ, ытти халӑхсем вара — хӑйсен туррисемшӗн. Исаия пророк пурӑннӑ вӑхӑтра Иегова тӗнчери лару-тӑрӑва суд пынипе танлаштарнӑ. Вӑл ытти халӑхсен туррисене хӑйсен свидетелӗсене илсе килме тата хӑйсем турӑсем пулнине ҫирӗплетсе пама чӗннӗ. Иегова каланӑ: «Халӑхсем пурте пӗрле пухӑнччӑр, йӑхсем пӗрлешчӗр. Ҫапла пулассине вӗсенчен [вӗсен туррисенчен] хӑшӗ малтанах пӗлтернӗ? пуҫламӑшӗнченех мӗн пулнине пӗлтерччӗр; кӳнтеленӗсене тӑратчӑр, тӳрре тухчӑр, вара итлеме, „тӗрӗсех!“ теме май пултӑр» (Ис. 43:9).

15 Ытти халӑхсен туррисем хӑйсем турӑ пулнине нимӗнпе те ҫирӗплетсе пама пултарайман. Вӗсем сас-чӳ кӑларайман йӗрӗхсем ҫеҫ пулнӑ, вӗсене йӑтса ҫӳренӗ (Ис. 46:5—7). Вӗсемпе танлаштарсан, Иегова хӑйӗн халӑхне каланӑ: «Манӑн кӳнтеленсем вара — эсир тата Манӑн чурам. Эпӗ сире Мана пӗлччӗр, Мана ӗненччӗр, Эпӗ кам пулнине ӑнланччӑр тесе суйласа илнӗ: Манран маларах та Турӑ пулман, Ман хыҫҫӑн та пулмасть. Эпӗ, Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Мансӑр пуҫне урӑх Ҫӑлакан ҫук. ...Эсир — Манӑн кӳнтеленсем, Эпӗ Турӑ иккенне пӗлекенсем» (Ис. 43:10—12).

16 Ҫут тӗнчене пырса тивекен суд вӑхӑтӗнче ыйту тӑратнӑ: «Кам Чи Аслӑ Турӑ?» Иегова халӑхӗн, свидетельсем пек, Иегова пӗртен-пӗр чӑн Турӑ пулнине хыттӑн тата уҫҫӑн ҫирӗплетсе памалла пулнӑ. Акӑ мӗн каланӑ Иегова израильтянсене: «Ҫакӑ халӑха Эпӗ Хама валли пултарнӑ; вӑл Манӑн мухтавӑма пӗлтерсе тӑрӗ» (Ис. 43:21). Израильтянсем Унӑн ячӗпе ҫӳрекен халӑх пулнӑ. Иегова вӗсене Египетран хӑтарнӑ, ҫавӑнпа вӗсем хатӗр пулсах унӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑрасса кӗтнӗ. Вӗсен хальхи вӑхӑтри Туррӑн халӑхӗ кӑтартакан шухӑш-кӑмӑла аталантармалла пулнӑ, ҫав шухӑш-кӑмӑл ҫинчен Михей пророк унчченех ҫырнӑ: «Халӑхсем пурте харпӑр хӑй туррин ячӗпе ҫӳреҫҫӗ; эпир вара ӗмӗр-ӗмӗрех Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр ячӗпе ҫӳрӗпӗр» (Мих. 4:5).

ТУРРА ПӐРАХНӐ ХАЛӐХ

17. Израиль мӗнле майпа «ют авӑрӑн япӑх хунавӗ» пулса тӑнӑ?

17 Шел пулин те, Израиль Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлман. Вӗсем йывӑҫран тата чултан тунӑ турӑсене пуҫҫапакан ытти халӑхсене хӑйсем ҫине витӗм кӳме панӑ. Пирӗн эрӑчченхи VIII ӗмӗрте Осия пророк ҫырнӑ: «Израиль — ҫӑра туратлӑ иҫӗм йывӑҫӗ... ҫырли мӗн чухлӗ нумайрах, ҫавӑн чухлӗ нумайрах чӳк вырӑнӗ тӑвать... Вӗсен чӗрисем икке пайланчӗҫ, ҫавӑншӑн хаса парӗҫ те вӗсене» (Ос. 10:1, 2). Ӗмӗр ҫурӑ иртсен Иеремия пророк Иегова хӑйне пӑрахнӑ халӑха каланӑ сӑмахсене ҫырса хунӑ: «Эпӗ лартнӑ чухне эсӗ паха иҫӗм хунавӗччӗ, чи таса вӑрлӑхчӗ; эсӗ мӗнле, мӗнле майпа ют авӑрӑн япӑх хунавӗ пулса тӑтӑн? Ӑҫта-ха санӑн ху валли тунӑ туррусем? Хӑвна инкек вӑхӑтӗнче ҫӑлаяҫҫӗ пулсассӑн, пулӑшчӑр ҫавсем... [...] Манӑн халӑхӑм вара Мана астумасть» (Иер. 2:21, 28, 32).

18, 19. а) Хӑй ячӗпе ҫӳрекен халӑх туса хурасси пирки Иегова малтанах мӗн каласа хунӑ? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

18 Тӗрӗс пуҫҫапнине тытса тӑрса тата Иеговӑшӑн унӑн шанчӑклӑ свидетелӗсем пек ӗҫлесе лайӑх ҫимӗҫсем парас вырӑнне Израиль йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ, ҫӗрӗк ҫимӗҫ панӑ. Ҫавӑнпа Иисус каланӑ: «Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен туртса илӗҫ те ӑна унӑн ҫимӗҫне кӳрекен халӑха парӗҫ» (Матф. 21:43). Халӗ ҫӗнӗ халӑх, Туррӑн Израилӗ, йышне «ҫӗнӗ халалра» тӑракансем ҫеҫ кӗме пултарнӑ, ҫакӑн пирки Иеремия пророк урлӑ малтанах каласа хунӑ. Ҫак ҫынсем пирки, Туррӑн Израилӗ пирки, Иегова акӑ мӗн каланӑ: «Вӗсемшӗн Турӑ пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ» (Иер. 31:31—33).

19 Израиль халӑхӗ шанчӑклӑ пулманнине кӑтартнӑ хыҫҫӑн Иегова пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗрте ҫӗнӗ халӑх, Туррӑн Израильне, йӗркеленӗ, ун пирки маларах каланӑччӗ ӗнтӗ. Анчах та паян кам Туррӑн халӑхӗ шутланать? Тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсен Туррӑн ӗҫлекенӗсене мӗнле уйӑрса илмелле? Ҫакна тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр