Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w14 11/15 26—30 с.
  • «Эсир... халӗ Турӑ халӑхӗ»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Эсир... халӗ Турӑ халӑхӗ»
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ТУРРӐН ҪӖНӖ ХАЛӐХӖ
  • ХӐЙ ЯЧӖПЕ СУЙЛАСА ИЛНӖ ХАЛӐХ
  • ТУРРӐН ХАЛӐХӖ ҪӖНӖРЕН ҪӖКЛЕННИ
  • «ЭПИР САНПА КАЯТПӐР»
  • ИЕГОВӐН ХАЛӐХӖПЕ ПӖРЛЕ ХӲТЛӖХ ТУПӐР
  • «Эпӗ... куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Иеговӑн аслӑ ятне чыслӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Эсир ман ҫинчен каласа кӑтартакан свидетельсем пулатӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
w14 11/15 26—30 с.

«Эсир... халӗ Турӑ халӑхӗ»

«Ӗлӗк эсир халӑх та марччӗ, халӗ Турӑ халӑхӗ пултӑр» (1 ПЕТР 2:10).

ЭСИР ХУРАВЛАМА ПУЛТАРАТӐР-И?

  • Пӗрремӗш ӗмӗрте кам Иеговӑн ҫӗнӗ халӑхӗ пулса тӑнӑ?

  • Чӑн христиансен хӑйсем Иегова ячӗпе ҫӳрекен халӑх пулнине мӗнле ҫирӗплетсе памалла пулнӑ?

  • Кам паян Иеговӑн халӑхӗ шутланать тата «хӑрушла асап» вӑхӑтӗнче хӳтлӗх тупас тесен «урӑх сурӑхсен» мӗн тумалла?

1, 2. Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулта Аллӑмӗш кун уявӗнче мӗнле улшӑну пулса иртнӗ тата Иеговӑн ҫӗнӗ халӑхӗ шутне кам кӗнӗ?

ПИРӖН ЭРӐРИ 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗ Иеговӑн ҫӗр ҫинчи халӑхӗн историйӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ событи пулса тӑнӑ. Ҫав кун пысӑк улшӑну пулса иртнӗ. Иегова хӑйӗн сывлӑшӗпе усӑ курса ҫӗнӗ халӑха — «Турӑ Израильне» — йӗркеленӗ (Гал. 6:16). Авраам пурӑннӑ вӑхӑтран пуҫласа Турӑ халӑхӗ пӗрремӗш хут ытти халӑхсем хушшинче арҫынсен ӳтне кастарнипе мар, урӑхла майпа уйрӑлса тӑма пуҫланӑ. Павел каланӑ тӑрӑх, ҫак халӑх ҫынни пулса тӑракансенчен кашниех халӗ «чӗрере, кӑмӑлта» ӳтне кастарнӑ (Рим 2:29).

2 Чи малтан Туррӑн ҫак ҫӗнӗ халӑхӗ шутне апостолсем тата Иерусалимри пӗр ҫуртӑн ҫӳлти пӳлӗмӗнче пухӑннӑ ҫӗр ытла Иисусӑн вӗренекенӗ кӗнӗ (Ап. ӗҫ. 1:12—15). Вӗсем ҫине пурин ҫине те святой сывлӑш аннӑ та вӗсем Туррӑн святой сывлӑшпа ҫуралнӑ ывӑлӗсем пулса тӑнӑ (Рим 8:15, 16; 2 Кор. 1:21). Ҫакӑ Христос хӑйӗн юнӗпе хунӑ ҫӗнӗ халал вӑя кӗнине ҫирӗплетсе панӑ (Лука 22:20; Еврейсем 9:15 вуласа пар). Ҫапла вара, ҫав вӗренекенсем Иеговӑн ҫӗнӗ халӑхӗ пулса тӑнӑ. Святой сывлӑш пулӑшнипе вӗсем Рим империйӗнчен Иерусалима Аллӑмӗш кун уявне, е эрнесен уявне, килнӗ иудейсемпе прозелитсем калаҫнӑ чӗлхесемпе ырӑ хыпар пӗлтерме пултарнӑ. Святой сывлӑшпа ҫуралнӑ христиансем «Туррӑн аслӑ ӗҫӗсем ҫинчен» каланӑ, ҫынсем вара ҫак хыпара илтнӗ тата ӑнланнӑ (Ап. ӗҫ. 2:1—11).

ТУРРӐН ҪӖНӖ ХАЛӐХӖ

3—5. а) Аллӑмӗш кун уявӗнче Петр иудейсене мӗн ҫинчен каланӑ? ӑ) Иеговӑн халӑхӗ малтанхи ҫулсенче майӗпен мӗнле ӳссе пынӑ?

3 Иудейсене тата прозелитсене ҫӗнӗ халӑх, христиансен пухӑвӗн, пайӗ пулса тӑмашкӑн май уҫса парас тесе Иегова Петр апостолпа усӑ курнӑ. Аллӑмӗш кун уявӗнче Петр иудейсене Иисус ҫинчен, вӗсем ӑна пӑталаттарни ҫинчен хӑюллӑн каланӑ. Вӑл вӗсен Иисуса йышӑнмалла тенӗ, мӗншӗн тесен Турӑ ӑна «Ҫӳлхуҫа та, Христос та туса ху[нӑ]». Петра итлекенсем унран хӑйсен мӗн тумалли пирки ыйтсан, вӑл ҫапла хуравланӑ: «Ӳкӗнӗр, ҫылӑхӑрсене каҫармашкӑн эсир пурсӑр та Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗрӗр, вара Таса Сывлӑш тивлетне илетӗр» (Ап. ӗҫ. 2:22, 23, 36—38). Ҫав кун Туррӑн Израилӗпе 3 000-е яхӑн ҫын пӗрлешнӗ (Ап. ӗҫ. 2:41). Каярахпа апостолсем хастаррӑн ырӑ хыпар сарни тата та нумайрах усӑ панӑ (Ап. ӗҫ. 6:7). Ҫӗнӗ халӑх ӳссе пынӑ.

4 Вӑхӑт иртсен Самари ҫыннисене ырӑ хыпар пӗлтерни ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Филипп хыпарҫӑ нумайӑшне шыва кӗртнӗ, анчах вӗсем ҫине святой сывлӑш тӳрех анман пулнӑ. Иерусалимра вырнаҫнӑ Ертсе пыракан совет нумаях пулмасть шыва кӗнӗ самаритянсем патне Петрпа Иоана янӑ. Апостолсем «вӗсем ҫине аллине хунӑ та, лешӗсем те Таса Сывлӑш илнӗ» (Ап. ӗҫ. 8:5, 6, 14—17). Ҫапла майпа Самари ҫыннисем те святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансенчен тӑракан Туррӑн Израилӗ шутне кӗнӗ.

5 Пирӗн эрӑри 36-мӗш ҫулта ҫӗнӗ халӑх, Туррӑн Израилӗ, шутне ҫынсен тепӗр ушкӑнӗ те кӗме пултарнӑ. Ҫакна тума каллех Петрпа усӑ курнӑ. Ҫакӑ вӑл Рим сотникне, Корнилие, тата унӑн хурӑнташӗсемпе тусӗсене ырӑ хыпар каланӑ чухне пулса иртнӗ (Ап. ӗҫ. 10:22, 24, 34, 35). Библире каланӑ: «Петр ҫак сӑмахне каласа та пӗтереймен-ха, ӑна итлесе тӑракансем ҫине пурин ҫине те Таса Сывлӑш аннӑ. Таса Сывлӑш тивлечӗ суя тӗнлӗ ҫынсем ҫине те аннинчен Петрпа пӗрле пынӑ ӳт кастарнӑ ӗненекенсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ» (Ап. ӗҫ. 10:44, 45). Иеговӑна ӗненекен, ӳтне кастарман урӑх халӑх ҫыннисем те халӗ ҫӗнӗ халӑхӑн, Туррӑн Израилӗн, пайӗ пулса тӑма пултарнӑ.

ХӐЙ ЯЧӖПЕ СУЙЛАСА ИЛНӖ ХАЛӐХ

6, 7. Иегова ячӗпе ҫӳрекен халӑхӑн мӗнле ӗҫ тата ӑна ӑҫта ҫитичченех тумалла пулнӑ?

6 Пирӗн эрӑри 49-мӗш ҫулта пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен ертсе пыракан совечӗ ирттернӗ тӗлпулура Иисусӑн вӗренекенӗ Иаков каланӑ: «Турӑ суя тӗнлӗ ҫынсенчен Хӑй ячӗпе хисепленекен халӑх тума малтанах шутласа хунине пире Симон [Петр] каласа ӑнлантарчӗ» (Ап. ӗҫ. 15:14). Иегова ячӗпе ҫӳрекен ҫав ҫӗнӗ халӑх шутне ӗненекен ҫынсем, еврейсем те, ытти халӑх ҫыннисем те, кӗме пултарнӑ (Рим 11:25, 26а). Каярахпа Петр ҫырнӑ: «Ӗлӗк эсир халӑх та марччӗ, халӗ Турӑ халӑхӗ пултӑр». Ҫавӑн пекех Петр вӗсен мӗн тумаллине каланӑ: «Эсир вара — суйласа илнӗ йӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Турӑ Хӑй валли илнӗ ҫынсем; хӑвӑра сӗмлӗхрен тӗлӗнмелле ҫутине Чӗнсе Кӗртекенӗн ырӑлӑхӗсене пӗлтерсе тӑма суйласа илнӗ сире» (1 Петр 2:9, 10). Халӗ вӗсен хӑйсем кам ячӗпе ҫӳренӗ, ҫавӑн ятне чысламалла тата халӑх хушшинче мухтав кӳмелле пулнӑ. Вӗсен Иегова, Чи Аслӑ Патша, ҫинчен хӑюллӑн пӗлтерсе ҫӳремелле пулнӑ.

7 Израильпе пулнӑ пекех, Иегова Туррӑн Израилӗ пирки «ҫакӑ халӑха Эпӗ Хама валли пултарнӑ; вӑл Манӑн мухтавӑма пӗлтерсе тӑрӗ» тенӗ (Ис. 43:21). Малтанхи христиансем Иегова пӗртен-пӗр чӑн Турӑ пулни ҫинчен, ытти турӑсем вара суя турӑсем ҫеҫ пулни ҫинчен хӑюллӑн пӗлтерсе ҫӳренӗ (1 Фес. 1:9). Вӗсем Иеговӑпа Иисус ҫинчен «Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех» пӗлтернӗ (Ап. ӗҫ. 1:8; Кол. 1:23).

8. Пӗрремӗш ӗмӗрти Туррӑн халӑхне Павел апостол мӗн пирки асӑрхаттарнӑ?

8 Пӗрремӗш ӗмӗрте Иегова ячӗпе ҫӳрекен халӑх шутне кӗрекенсенчен пӗри хӑюллӑ Павел апостол пулнӑ. Суя тӗнлисен философӗсем умӗнче вӑл хастаррӑн Иеговӑн влаҫӗ майлӑ тӑнӑ, мӗншӗн тесен Иегова — «тӗнчене, тӗнчере мӗн пуррине пурне те пултарнӑ Турӑ, тӳпепе ҫӗр Ҫӳлхуҫи» (Ап. ӗҫ. 17:18, 23—25). Хӑйӗн виҫҫӗмӗш ҫулҫӳревӗ вӗҫленсе пынӑ чухне Павел Турӑ ячӗпе ҫӳрекен халӑха ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Эпӗ кайнӑ хыҫҫӑн сирӗн хушшӑра кӗтӗве хӗрхенмен тискер кашкӑрсем кӗрессине эпӗ пӗлетӗп; тата хӑвӑр хушшӑртанах вӗренекенсене хӑйсем хыҫҫӑн илсе каясшӑн урӑх майлӑ калаҫакан ҫынсем тухӗҫ» (Ап. ӗҫ. 20:29, 30). Турӑран пӑрӑнса каясси пирки малтанах каласа хуни пурнӑҫланни пӗрремӗш ӗмӗр вӗҫнелле уҫҫӑнах курӑннӑ (1 Иоанн 2:18, 19).

9. Апостолсем вилсен, Иегова ячӗпе ҫӳрекен халӑхпа мӗн пулнӑ?

9 Апостолсем вилсен чӑнлӑхран пӑрӑнса каякансем нумайлансах пынӑ, ҫапла христиан тӗнчинче чиркӳсем пуҫланса кайнӑ. Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ христиансем Иегова ячӗпе ҫӳрекен халӑх пулман ҫеҫ мар, вӗсем хӑйсен нумай Библи куҫарӑвӗнчен Туррӑн ятне кӑларса пӑрахнӑ. Вӗсем суя тӗнлисен йӑли-йӗркине тытса тӑма пуҫланӑ та Библи ҫинче никӗсленмен вӗрентӳсемпе, «сӑваплӑ вӑрҫӑсемпе» тата хӑйсен аскӑн ӗҫӗсемпе Турра чыссӑрлатнӑ. Ҫапла темиҫе ӗмӗр хушши уйрӑм ҫынсем ҫеҫ Иеговӑн ҫӗр ҫинчи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пулнӑ, анчах вӗсем пирки Ун ячӗпе ҫӳреме йӗркеленӗ халӑх тесе калама пулман.

ТУРРӐН ХАЛӐХӖ ҪӖНӖРЕН ҪӖКЛЕННИ

10, 11. а) Ырӑ вӑрлӑхпа пукра ҫинчен ытарӑш илсе панипе Иисус мӗн ҫинчен малтанах каласа хунӑ? ӑ) Иисус ытарӑшӗнчи сӑмахсем 1914 ҫул хыҫҫӑн мӗнле пурнӑҫланнӑ, ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?

10 Иисус, тулӑпа пукра ҫинчен ытарӑш илсе парса, чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнине пула тӗнчене сӑнарлӑ тӗттӗмлӗх хупӑрласа илесси пирки малтанах каласа хунӑ. Этем ывӑлӗ тулӑ вӑрлӑхӗ лартнӑ хирте Шуйттан «ҫынсем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра» пукрасем акса тухнӑ. Лешӗсен те, кусен те «тӗнче вӗҫӗ» ҫитиччен пӗрле ӳсмелле пулнӑ. Иисус «ырӑ вӑрлӑх — Патшалӑх ачисем, пукра — усал ачисем» тесе ӑнлантарнӑ. Усал тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫитсен Этем ывӑлӗ сӑнарлӑ ырӑ вӑрлӑха пукраран уйӑрас тесе «выракансене» ярӗ. Турӑ Патшалӑхӗн Ывӑлӗсене пуҫтарса пӗтерӗҫ (Матф. 13:24—30, 36—43). Ҫакӑ мӗнле пулса иртнӗ тата Туррӑн ҫӗр ҫинчи халӑхӗпе мӗнле ҫыхӑнса тӑрать?

11 «Тӗнче вӗҫӗ», е усал тӗнче пӗтес вӑхӑт, 1914 ҫулта пуҫланнӑ. Ҫав ҫулта тапраннӑ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче темиҫе пин «Патшалӑх ачисем» (святой сывлӑшпа суйласа лартнисем) Аслӑ Вавилонӑн сӑнарлӑ тыткӑнӗнче пулнӑ. 1919 ҫулта Иегова вӗсене хӑтарнӑ тата «пукрапа», е хӑйсем пирки христиансем теекенсемпе, вӗсен хушшинчи уйрӑмлӑха кӑтартнӑ. Исаия пророкла каланине пурнӑҫласа вӑл «Патшалӑх ачисенчен» халӑх йӗркеленӗ: «Кунашкаллине кам илтнӗ? кун евӗрлине кам курнӑ? пӗр кун хушшинчех ҫӗршыв йӗркеленет-и? пӗр ӑстрӑмрах халӑх ҫуралать-и? Сион хӗрӗ вара пилӗкӗ касма пуҫланӑ-пуҫламанах ывӑлсем ҫуратса панӑ» (Ис. 66:8). Сион, е ангелсенчен тӑракан Иеговӑн организацийӗ, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ывӑлсем «ҫуратнӑ» та вӗсенчен халӑх йӗркеленӗ.

12. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем паян Иегова ячӗпе ҫӳрекен халӑх пулнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

12 Малтанхи христиансем пекех, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ «Патшалӑх ачисен» Иеговӑн свидетелӗсем пулса тӑмалла пулнӑ. (Исаия 43:1, 10, 11 вуласа пар.) Вӗсен ытти халӑхсем хушшинче Библи нормисене тытса тӑнипе тата «пур халӑха та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен» пӗлтернипе уйрӑлса тӑмалла пулнӑ (Матф. 24:14; Флп. 2:15, 16). Вӗсене пула миллион-миллион ҫын Иегова куҫӗ умӗнче тӳрӗ пулса тӑнӑ. (Даниил 12:3 вуласа пар.)

«ЭПИР САНПА КАЯТПӐР»

13, 14. Туррӑн Израилӗн пайӗ пулманнисен Иеговӑна юрӑхлӑ майпа пуҫҫапас тата Уншӑн ӗҫлесе тӑрас тесен мӗн тумалла пулнӑ тата ҫакӑн ҫинчен Библире малтанах мӗн каласа хунӑ?

13 Умӗнхи статьяра каланӑччӗ ӗнтӗ, ют халӑх ҫыннисем Иеговӑшӑн ӑна юрӑхлӑ майпа ӗҫлесе тӑма пултарнӑ, анчах та вӗсен ҫакна Иегова халал хывнӑ халӑхпа пӗрле тумалла пулнӑ (3 Патш. 8:41—43). Ҫавӑн пекех паян та Туррӑн Израилӗ шутне кӗменнисен Иеговӑшӑн унӑн халӑхӗпе — «Патшалӑх ачисемпе», святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ Иеговӑн Свидетелӗсемпе — пӗрле ӗҫлемелле.

14 Усал тӗнче пӗтес умӗн нумай ҫын Иеговӑшӑн унӑн халӑхӗпе пӗрле ӗҫлеме пухӑнӗҫ, ҫавӑн ҫинчен ӗлӗк-авалах икӗ пророк малтанах каласа хунӑ. Исаия пророкла каланӑ: «Нумай-нумай йӑх пухӑнӗ, калӗҫ вара: килӗр, Ҫӳлхуҫа тӑвӗ ҫине, Иаков Туррийӗн Ҫурчӗ патне, улӑхар. Вӑл пире Хӑйӗн ҫулӗсене вӗрентӗ, эпир Унӑн сукмакӗсемпе ҫӳрӗпӗр, мӗншӗн тесессӗн саккун Сионран, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ Иерусалимран килӗ» (Ис. 2:2, 3). Ҫавӑн пекех Захария пророк «Иерусалимра Саваоф Ҫӳлхуҫана шырама, Ҫӳлхуҫа сӑнӗ умӗнче кӗлтума нумай-нумай йӑх тата вӑйлӑ халӑхсем килсе тӑрӗҫ» тесе малтанах каласа хунӑ. Вӑл вӗсене «тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсенчи кашни халӑхӗн вунӑ ҫыннипе» танлаштарнӑ, вӗсем, сӑнарлӑ каласан, Турӑ Израилӗн тумтирӗнчен ярса илеҫҫӗ те калаҫҫӗ: «Эпир санпа каятпӑр: сирӗнпе пӗрле Турӑ пулнине илтрӗмӗр эпир» (Зах. 8:20—23).

15. «Урӑх сурӑхсем» мӗнле ӗҫе Туррӑн Израилӗпе пӗрле туса тӑраҫҫӗ?

15 Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпар пӗлтерес ӗҫне Туррӑн Израилӗпе пӗрле туса тӑрса, «урӑх сурӑхсем» вӗсемпе пӗрле пыраҫҫӗ (Марк 13:10). Вӗсем Турӑ халӑхӗн пайӗ, святой сывлӑшпа суйласа лартнисемпе пӗрле «пӗр кӗтӳ» пулса тӑраҫҫӗ, вӗсене «ырӑ кӗтӳҫӗ», Иисус Христос, ертсе пырать. (Иоанн 10:14—16 вуласа пар.)

ИЕГОВӐН ХАЛӐХӖПЕ ПӖРЛЕ ХӲТЛӖХ ТУПӐР

16. «Хӑрушла асапӑн» юлашки тапхӑрӗ Иегова ирӗкӗпе мӗнле майпа пуҫланӗ?

16 Аслӑ Вавилона тӗп тусан Иеговӑн халӑхӗ ҫине ытти халӑхсем тапӑнӗҫ; ҫав вӑхӑтра пире Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене паракан хӳтлӗх кирлӗ пулӗ. Халӑхсем тапӑннӑ хыҫҫӑн «хӑрушла асапӑн» юлашки тапхӑрӗ пуҫланӗ. Пӗтӗм лару-тӑру Иегова аллинче пулӗ, мӗншӗн тесен ҫав татӑклӑ ҫапӑҫӑва хӑҫан пуҫламаллине шӑпах вӑл йышӑнӗ (Матф. 24:21; Иез. 38:2—4). Ҫав вӑхӑтра Гог «халӑхсем хушшинчен пуҫтарнӑ... халӑх ҫине», Иеговӑн халӑхӗ ҫине, тапӑнӗ (Иез. 38:10—12). Гог тапӑнни ун пирки тата унӑн пӗтӗм эшкерӗ пирки Иегова тунӑ приговора пурнӑҫламаллине кӑтартакан паллӑ пулӗ. Иегова хӑйӗн аслӑ влаҫне чапа кӑларӗ тата хӑйӗн ятне сӑваплӑ тӑвӗ, мӗншӗн тесен вӑл каланӑ: «Хама нумай тӗрлӗ халӑх куҫӗ умӗнче кӑтартӑп та, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ» (Иез. 38:18—23).

17, 18. а) Гог тапӑнсан Иеговӑн халӑхне мӗнле хушусем парӗҫ? ӑ) Иеговӑн хӳтлӗхӗнче пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?

17 Гог тапӑнсан Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене калӗ: «Кай, халӑхӑм, килне кӗр, хӑв хыҫҫӑн алӑкна питӗрсе ил, ҫилӗ иртсе кайиччен пытан самантлӑха» (Ис. 26:20). Ҫав йывӑр вӑхӑтра Иегова ҫӑлӑнмашкӑн кирлӗ хушусем парӗ, «кил» вара, урӑхла каласан шалти пӳлӗмсем, хамӑрӑн вырӑнти пухусемпе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ пулас.

18 Ҫавӑнпа хӑрушла асап вӑхӑтӗнче эпир Иеговӑн хӳтлӗхӗнче пулас тетпӗр пулсан, пирӗн унӑн ҫӗр ҫинче пухусене пухнӑ халӑх пуррине йышӑнмалла. Пирӗн малалла та Турӑ халӑхӗн ҫынни пулмалла тата хамӑрӑн пухупа ҫума-ҫумӑн пӗрле ӗҫлесе тӑмалла. Айтӑр псалом юрлакан пекех пӗтӗм чун-чӗререн: «Ҫӑлӑнӑҫ Ҫӳлхуҫаран килет. Санӑн пиллӗхӳ Хӑвӑн халӑхна ҫиттӗр»,— тесе пӗлтерер (Пс. 3:9).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр