Эсир ман ҫинчен каласа кӑтартакан свидетельсем пулатӑр
«[Иисус] вӗсене каланӑ: ...эсир... Ман ҫинчен... ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех каласа кӑтартакансем [«каласа кӑтартакан свидетельсем», ҪТ] пулатӑр» (АП. ӖҪ. 1:7, 8).
1, 2. а) Иеговӑн чи аслӑ свидетелӗ кам вӑл? ӑ) Иисус ячӗ мӗне пӗлтерет тата Турӑ Ывӑлӗ хӑйӗн ячӗпе килӗшӳллӗ мӗнле пурӑннӑ?
«ЭПӖ чӑнлӑх ҫинчен [свидетель пек] каласа пӗлтерме ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ». (Иоанн 18:33—37 вуласа пар.) Иисус Христос ҫак сӑмахсене хӑйне вӗлерме тытса панӑ чухне Иудейӑна тытса тӑракан Рим пуҫлӑхне каланӑ. Ҫавӑн умӗн кӑшт маларах Иисус хӑй пирки патша тесе палӑртнӑ. Ҫулсем иртсен Павел апостол Иисус кӑтартнӑ хӑюлӑх тӗслӗхӗ пирки каланӑ май вӑл «Понтий Пилат умӗнче [«свидетель пек», ҪТ] каласа кӑтартнӑ» тенӗ (1 Тим. 6:13). Чӑнах та, Сатана тытса тӑракан, курайманлӑхпа тулнӑ тӗнчере «шанчӑклӑ та чӑн свидетель» пулма хӑш-пӗр чухне хӑюлӑх самаях кирлӗ (Ӳлӗм. 3:14, ҪТ).
2 Иудей ҫынни пулнӑскер, Иисус ҫуралсанах Иеговӑн свидетелӗ пулнӑ (Ис. 43:10). Турӑ хӑйӗн ятне хӳтӗлеме суйласа лартнӑ свидетельсенчен Иисус чи аслӑ свидетель пулса тӑнӑ паллах. Вӑл хӑйне Турӑ панӑ ятӑн пӗлтерӗшӗ ҫине ҫӑмӑлттайла пӑхман. Ангел Иосифа, Иисусӑн усрав ашшӗне, Мария святой сывлӑшран йывӑр ҫын пулса тӑнӑ тесе пӗлтернӗ хыҫҫӑн малалла ҫапла каланӑ: «Вӑл Ывӑл Ача ҫуратӗ, эсӗ Ӑна Иисус ятлӑ хурӑн, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйӗн халӑхне ҫылӑхӗсенчен ҫӑлӗ» (Матф. 1:20, 21). Библеистсем нумайӑшӗ Иисус текен ят Йешуа текен еврей ятӗнчен пулса кайнипе, ҫав ятра Турӑ ячӗн кӗске форми пуррипе килӗшеҫҫӗ. Ҫак ят «Иегова — ҫӑлӑнӑҫ» тенине пӗлтерет. Иисус хӑйӗн ячӗн пӗлтерӗшӗпе килӗшӳллӗ пурӑнса «Израиль килӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсене» Иегова каллех ырлама пуҫлатӑр тесе вӗсене хӑйсен ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнме пулӑшнӑ (Матф. 10:6; 15:24; Лука 19:10). Иисус ҫакна тӑвас тесе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хастарлӑ пӗлтерсе ҫӳренӗ. Марк Евангелист ҫырнӑ: «Иисус вара Галилейӑна пынӑ та Турӑ Патшалӑхӗн Ырӑ Хыпарне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. Вӑл ҫапла каласа вӗрентнӗ: „Ӗнтӗ вӑхӑт ҫитрӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ: ӳкӗнӗр те Ырӑ Хыпара ӗненӗр!“» (Марк 1:14, 15, ҪХ.) Ҫавӑн пекех Иисус иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсене хӑюллӑн питленӗ, ҫавна пула та ӗнтӗ ҫав тӗн пуҫлӑхӗсем ӑна вӗлерес тенӗ (Марк 11:17, 18; 15:1—15).
«ТУРРӐН АСЛӐ ӖҪӖСЕМ»
3. Иисус вилнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун иртсен мӗн пулса иртнӗ?
3 Иисуса тискерле вӗлернӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун иртсен тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнӗ. Иегова ӑна ҫын кӗлеткине мар, ангел кӗлеткине парса вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ (1 Петр 3:18). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗрӗлсе тӑнине кӑтартас тесе вӗсене ҫын пек курӑннӑ. Чӗрӗлсе тӑнӑ кунах вӑл хӑйӗн тӗрлӗ вӗренекенне сахалтан та пилӗк хутчен курӑннӑ (Матф. 28:8—10; Лука 24:13—16, 30—36; Иоанн 20:11—18).
4. Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ кунне мӗнле тӗлпулу ирттернӗ тата хӑйӗн вӗренекенӗсене вӑл мӗнле ӗҫ тума хушнӑ?
4 Иисус пиллӗкӗмӗш хут курӑнсан, ӑна апостолсем кӑна мар, вӗсемпе пӗрле пулнӑ ытти ҫынсем те курнӑ. Ҫакӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗлпулу пулнӑ: вӑл ун чухне вӗсене Турӑ Сӑмахне вӗрентнӗ теме пулать. «Вӑл Ҫырӑва ӑнланмашкӑн вӗсене ӑстӑн панӑ». Ҫапла вӗсем Туррӑн тӑшманӗсем Иисуса вӗлерни ҫинчен тата вӑл тӗлӗнмелле майпа вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни ҫинчен Сӑваплӑ Ҫырура малтанах каласа хунине ӑнланса илнӗ. Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ кунра иртнӗ ҫав тӗлпулӑвӑн вӗҫӗнче вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗсен мӗнле ӗҫ тумалли ҫинчен тӳррӗн каланӑ. Вӑл вӗсене хӑйӗн «ячӗпе ӳкӗнсе ҫылӑх каҫарттарма Иерусалимран пуҫласа мӗнпур халӑхсене вӗрентсе ҫӳремелле» тенӗ. Унтан Иисус ҫапла каланӑ: «Эсир ҫавна куракансем [«куракан свидетельсем», ҪТ] пултӑр» (Лука 24:44—48).
5, 6. а) Мӗншӗн Иисус «эсир... Ман ҫинчен... каласа кӑтартакан свидетельсем пулатӑр» тенӗ? ӑ) Иисусӑн вӗренекенӗсен мӗн ҫинчен пӗлтермелле пулнӑ?
5 Хӗрӗх кун иртсен, Иисус юлашки хут курӑннӑ чухне, вӑл мӗн тума хушнине апостолсем питӗ лайӑх ӑнланнӑ курӑнать. Вӑл каланӑ: «Эсир... Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех каласа кӑтартакансем [«каласа кӑтартакан свидетельсем», ҪТ] пулатӑр» (Ап. ӗҫ. 1:8). Мӗншӗн Иисус эсир Иеговӑн свидетелӗсем пулатӑр теес вырӑнне «эсир... Ман ҫинчен... каласа кӑтартакан свидетельсем пулатӑр» тенӗ? Вӑл ун пек те калама пултарнӑ, анчах ӑна итлекен ҫынсем израильтянсем пулнӑ, эппин, вӗсем Иеговӑн свидетелӗсем пулнӑ. Халӗ вара вӗсен Иисусӑн свидетелӗсем те пулмалла пулнӑ.
6 Иегова халӗ этемлӗхе ҫӑлмашкӑн Иисуспа усӑ курнине вӗсен пӗлмелле пулнӑ. Иисус урлӑ ҫӑласси вӑл — Иегова израильтянсене унччен Египет чуралӑхӗнчен тата Вавилон тыткӑнӗнчен ҫӑлнинчен чылай чаплӑрах. Иисус Христос вилни тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни чи хаяр чуралӑхран — ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнчен ирӗке тухма май уҫса панӑ. Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче Иисусӑн вӗренекенӗсем, тин кӑна святой сывлӑшпа суйласа лартнӑскерсем, ҫынсене «Туррӑн аслӑ ӗҫӗсем ҫинчен» пӗлтерме пуҫланӑ, вара вӗсене итлекенсем нумайӑшӗ ҫав хыпара йышӑннӑ. Ҫавӑн чухне Иисус, хӑйӗн Ашшӗн сылтӑм енче лараканскер, пин-пин ҫын ӳкӗннине тата вӗсем Иегова ун урлӑ ҫӑлӑнӑҫ панине ӗненме пуҫланине курнӑ. Ҫапла вара Иисусӑн ячӗ тата пӗлтерӗшлӗрех пулса пыма тытӑннӑ (Ап. ӗҫ. 2:5, 11, 37—41).
НУМАЙӐШНЕ ҪӐЛМАШКӐН ПАНӐ ТӲЛЕВ
7. Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче пулса иртнӗ ӗҫсем мӗн кӑтартса панӑ?
7 Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче пулса иртнӗ ӗҫсем Иегова Иисусӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр парнине ҫынсене ҫылӑхран тӳлесе илмелли, урӑхла каласан, ҫылӑхран хӑтармалли парне вырӑнне хурса йышӑннине кӑтартса панӑ (Евр. 9:11, 12, 24). Иисус ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, вӑл «Хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, Хӑй ҫынсемшӗн ӗҫлеме-тӑрӑшма, нумайӑшне хӑтарасшӑн [е тӳлесе илмешкӗн] Хӑйӗн пурӑнӑҫне пама килнӗ» (Матф. 20:28). Иисус хӑйӗн пурнӑҫне панинчен усӑ илекен «нумайӑшӗ» шутне ӳкӗннӗ иудейсем кӑна кӗмеҫҫӗ. Вӗт Турӑ «пур ҫынна та ҫӑласшӑн», ҫавӑн пекех тӳлесе илнине пула «тӗнче ҫылӑхӗ» каҫарӑнать (1 Тим. 2:4—6; Иоанн 1:29).
8. Иисусӑн вӗренекенӗсем ун ҫинчен мӗн таран тӗплӗн пӗлтернӗ тата мӗншӗн вӗсем ҫакна тума пултарнӑ?
8 Иисусӑн малтанхи вӗренекенӗсен ун ҫинчен пӗлтерсе тӑма хӑюлӑх ҫителӗклӗ пулнӑ-и? Пулнӑ паллах! Анчах та вӗсем ҫакна хӑйсен вӑйӗпе кӑна тума пултарайман. Вӗсем ырӑ хыпара малалла та пӗлтерсе тӑччӑр тесе Иегова хӑйӗн хӑватлӑ святой сывлӑшӗпе вӗсене хавхалантарса, вӑй парса тӑнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 5:30—32 вуласа пар.) Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗ хыҫҫӑн 27 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен «чӑнлӑх сӑмахне... Ырӑ Хыпара» «ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те» — иудейсене те, ытти халӑх ҫыннисене те — пӗлтерсе ҫитернӗ теме пултарнӑ (Кол. 1:5, 23, ҪХ).
9. Малтанхи христиансен пухӑвӗпе мӗн пулса тухнӑ?
9 Шел пулин те, малтанхи христиансен пухӑвӗ вӑхӑт иртнӗҫемӗн чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ (Ап. ӗҫ. 20:29, 30; 2 Петр 2:2, 3; Иуда 3, 4). «Усал», Сатана, хӗтӗртсе тӑнине пула чӑнлӑхран пӑрӑнса каясси анлӑ сарӑлса кайӗ, вара «япаласен системи вӗҫленме» (ҪТ) пуҫличчен чӑн христиансем камсем пулнине уйӑрса илме йывӑр пулӗ тенӗ Иисус (Матф. 13:37—43). Унтан Иеговӑн Иисуса пӗтӗм этемлӗхӗн Патши пулма патшана лартмалла пулнӑ. Ҫакӑ 1914-мӗш ҫулхи октябрьте пулса иртнӗ. Ҫавӑн чухне Сатанан йӗркесӗр тӗнчин «юлашки кунӗсем» пуҫланнӑ (2 Тим. 3:1).
10. а) Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ хальхи христиансем мӗнле пӗлтерӗшлӗ дата ҫинчен каласа тӑнӑ? ӑ) 1914-мӗш ҫулхи октябрьте мӗн пулса иртнӗ тата ҫакӑ чӑнах та пулнине мӗн кӑтартса парать?
10 Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ хальхи христиансем 1914-мӗш ҫулхи октябрь пысӑк пӗлтерӗшлӗ дата пулӗ тесе малтанах каласа тӑнӑ. Хӑйсем мӗншӗн ҫавӑн пек каланине вӗсем Даниилӑн пророкла сӑмахӗсемпе — касса пӑрахнӑ хыҫҫӑн «ҫичӗ вӑхӑт» иртсе кайсан каллех ӳсме пуҫланӑ пысӑк йывӑҫ ҫинчен каланӑ пророкла сӑмахсемпе — ҫыхӑнтарнӑ (Дан. 4:13). Иисус хӑй пуласлӑхра патшара ларасси тата «ҫак ӗмӗр вӗҫленесси» ҫинчен пророкла каланӑ чухне ҫав тапхӑр пиркиех «суя тӗнлӗ халӑхсен... вӑхӑчӗ» тенӗ. Ҫав пысӑк пӗлтерӗшлӗ 1914-мӗш ҫултан пуҫласа Христос Патшара ларнине кӑтартакан «паллӑна» пурте курма пултараҫҫӗ (Матф. 24:3, 7, 14; Лука 21:24). Ҫавӑнпа та эпир паян пӗлтерсе ҫӳрекен «Туррӑн аслӑ ӗҫӗсем» шутне Иегова 1914-мӗш ҫулта Иисуса Турӑ Патшалӑхӗн Патши туса хунӑ текен хыпар та кӗрет.
11, 12. а) Ҫӗрӗн ҫӗнӗ Патши вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи 1919-мӗш ҫулта мӗн тума пуҫланӑ? ӑ) 1930-мӗш ҫулсен варринче мӗн уҫӑмлӑ курӑнма пуҫланӑ?
11 Иисус Христос, ҫӗрӗн ҫӗнӗ Патши, тӳрех святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсене «аслӑ Вавилон» тыткӑнӗнчен ирӗке кӑларма пуҫланӑ (Ӳлӗм. 18:2, 4). Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи 1919-мӗш ҫулта Турӑ ҫӑлӑнӑҫ памашкӑн мӗн-мӗн туни ҫинчен тата Патшалӑх ертсе пыма пуҫлани ҫинчен пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тӑма май уҫӑлнӑ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем ҫав майпа усӑ курнӑ, ҫавна пула пин-пин ҫын чӑнлӑха пӗлме пуҫланӑ, вара вӗсене Христоспа пӗрле пӗлӗтре патшасем пулма святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ.
12 1930-мӗш ҫулсен варринче Христос «урӑх сурӑхсене», тӗрлӗ халӑхран тухнӑ «имсӗр-сумсӑр ҫынна», миллионӗ-миллионӗпе пуҫтарма тытӑнни уҫӑмлӑ курӑнма пуҫланӑ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем ертсе пынипе имсӗр-сумсӑр ҫын Иисус кӑтартнӑ хӑюлӑхран тӗслӗх илет, ҫавӑн пекех ҫӑлӑнасси Турӑпа Христосран килет тесе пурин умӗнче те пӗлтерсе тӑрать. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хастарлӑ хутшӑннипе тата Христосӑн ҫылӑхсене каҫарттаракан парнине ӗненнипе вӗсем Сатанан тӗнчине тӗп тӑвакан «пысӑк асапа» пурӑнса ирттерме пултарӗҫ (Иоанн 10:16; Ӳлӗм. 7:9, 10, 14).
ХӐЮЛЛӐ ПУЛСА ЫРӐ ХЫПАРА ПӖЛТЕРӖР
13. Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май эпир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ тата пире ҫав тӗлӗшрен ӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшӗ?
13 Иегова Турӑ тунӑ «аслӑ ӗҫсем» тата вӑл пуласлӑхра мӗн тума сӑмах панисем ҫинчен каласа кӑтартакан Свидетельсем пулассине малашне те пысӑк чыс вырӑнне хурар. Тӗрӗссипе каласан, ҫак ӗҫе туса тӑма яланах ҫӑмӑл мар. Пирӗн тӑвансем нумайӑшӗ сӑваплӑ ӗҫе тӑвакан вырӑнта ҫынсем пирӗн хыпара итлесшӗн мар, пире мӑшкӑлаҫҫӗ е тӳррӗн хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Пирӗн патра та ҫавнашкалах пулсан, эпир Павелпа унӑн юлташӗсенчен тӗслӗх илме пултаратпӑр. Павел каланӑ: «Пире хирӗҫ питӗ вӑйлӑн тӑчӗҫ пулин те, эпир Туррӑмӑра шанса тӑнипе хӑюллӑ пулса сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтертӗмӗр» (1 Фес. 2:2). Ҫавӑнпа та нихӑҫан та парӑнар мар! Сатана тӗнчи халӗ арканса пынӑ вӑхӑтра хамӑра Турра халалланӑ чухне панӑ сӑмаха тытса пурӑнар (Ис. 6:11). Ҫакна эпир хамӑр вӑйпа туса ҫитерейместпӗр. Ҫавӑнпа та пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пекех, Иегова пире хӑйӗн святой сывлӑшӗ урлӑ «ытла та пысӑк хӑват» патӑр тесе пирӗн ӑна кӗлтусах тӑмалла. (2 Коринф 4:1, 7 вуласа пар; Лука 11:13.)
14, 15. а) Пӗрремӗш ӗмӗрте ҫынсем хӑйсене христиансемпе мӗнле тытнӑ тата Петр апостол ҫав христиансене мӗнле хавхалантарнӑ? ӑ) Эпир Иегова Свидетелӗсем пулнӑран ыттисем хӑйсене пирӗнпе япӑх тытнӑ чухне пирӗн мӗне асра тытмалла?
14 Хальхи вӑхӑтра ҫынсем миллионӗ-миллионӗпе хӑйсем пирки христиансем тесе калаҫҫӗ, «анчах хӑйсем ирсӗр пирки, пӑхӑнман пирки, нимӗн ырри те тума пултарайман пирки ӗҫӗсемпе... [Турӑран] уйрӑлаҫҫӗ» (Тит 1:16). Ҫакна асра тытмалла: пӗрремӗш ӗмӗрте чӑн христиансене хӑйсемпе пӗр вӑхӑтра пурӑнакан ҫынсем нумайӑшӗ — тен, пурте тенӗ пекех — курайман. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Петр апостол ҫав христиансене хавхалантарас тесе ҫапла ҫырнӑ: «Сире Христос ячӗшӗн хурлаҫҫӗ пулсан, эсир телейлӗ, эппин, сирӗнте... Святой Сывлӑш пур» (1 Петр 4:14, ҪХ).
15 Хальхи вӑхӑтра Иегова Свидетелӗсене «Христос ячӗшӗн хурлаҫҫӗ-и»? Хурлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен эпир Иегова ҫинчен каланисӗр пуҫне Иисус ҫинчен те калатпӑр, вӑл Турӑ Патшалӑхӗн Патши тесе те пӗлтерсе ҫӳретпӗр. Иисуса та Иегова ҫинчен пӗлтерсе ҫӳренӗшӗн хӗсӗрленӗ. Вӑл хӑйне хирӗҫ тӑракансене ҫапла каланӑ: «Эпӗ Аттем ячӗпе килтӗм, эсир Мана йышӑнмастӑр» (Иоанн 5:43). Ҫавӑнпа та тепрехинче, ырӑ хыпар сарнӑ чухне, кам та пулин хирӗҫ тӑрсан, хӑюллӑ пулӑр. Ыттисем хӑйсене сирӗнпе ҫавӑн пек япӑх тытни Турӑ сире ырланине тата унӑн сывлӑшӗ сирӗнте пулнине кӑтартса парать ҫеҫ.
16, 17. а) Иеговӑн халӑхӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫ ҫине мӗнле пӑхать? ӑ) Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?
16 Ҫав вӑхӑтрах ҫакна та асра тытӑр: пӗтӗм тӗнчипе нумай ҫын чӑнлӑха йышӑнать. Хӑш-пӗр вырӑнсенче сӑваплӑ ӗҫе чылай вӑхӑт хушши туса тӑраҫҫӗ пулин те, эпир пӗлтерсе ҫӳрекен чаплӑ хыпара, ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен хыпара, итлес текен ҫынсем унта та тупӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та интересленекен ҫынсене тупсан, вӗсем патне тепӗр хут кайса килес, вӗсемпе Библи вӗренме пуҫлас тесе пӗтӗм вӑя хурар. Унтан вӗсем хӑйсен пурнӑҫне Турра халаллама, шыва кӗме пултарччӑр тесе вӗсене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшар. Ҫак ӗҫе тунӑ чухне эсир мӗн туятӑр? Кӑнтӑр Африка Республикинче пурӑнакан Сари, сӑваплӑ ӗҫе 60 ҫул ытла хастарлӑ туса тӑракан хӗрарӑм тӑван, калать: «Иисусӑн ҫылӑхсене каҫарттаракан парнине пула Иеговӑпа, Ҫут тӗнче Патшипе, хамӑн хушӑра ҫывӑх хутшӑнусем пулнӑшӑн эпӗ питӗ пархатарлӑ тата унӑн мухтавлӑ ячӗ ҫинчен ыттисене каласа пама май пурри мана телей кӳрет». Вӑл Мартинус ятлӑ хӑйӗн упӑшкипе нумайӑшне, ҫав шутрах хӑйсен виҫӗ ачине те, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑма пулӑшнӑ. Вӑл малалла ҫапла калать: «Кӑмӑла ҫак ӗҫ ҫырлахтарнӑ пек урӑх нимӗн те ҫырлахтараймасть. Ҫынсене ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен ҫак ӗҫе малалла туса тӑма Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗ урлӑ пире пурне те вӑй парса тӑрать».
17 Эпир шыва кӗнӗ христиансем-и е хамӑр ума шыва кӗрес тӗллев лартнӑ-и, кирек мӗнле пулсан та, пире Иегова Свидетелӗсемпе пӗрле пухӑнма парса чыс тунӑшӑн пирӗн пархатарлӑ пулмалла. Ҫавӑнпа та ырӑ хыпара малашне те тӗплӗн пӗлтерсе тӑрар, хамӑра вара Сатанан тӗнчин ирсӗрлӗхӗнчен сыхлар. Ҫапла тунипе эпир хамӑра хӑйӗн ятне парса чыс тӑвакана, хамӑрӑн юратакан ҫӳлти Аттемӗре, мухтава кӑларӑпӑр.