Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w18 октябрь 32 с.
  • Эсир пӗлетӗр-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир пӗлетӗр-и?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Ҫавнашкал материал
  • Стефана чулпа персе вӗлереҫҫӗ
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем улшӑнма пултараҫҫӗ-и?
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
w18 октябрь 32 с.

Эсир пӗлетӗр-и?

Мӗне пула Стефан судра хӑйне лӑпкӑ тытнӑ?

Стефан Синедрион умӗнче хӑйне лӑпкӑ тытать

СТЕФАН Синедрион умӗнче — 71 ҫынран тӑракан иудейсен аслӑ сучӗ умӗнче — тӑнӑ. Халӑх хушшинче вӗсенни пек пысӑк власть урӑх никамӑн та пулман. Синедрион ҫыннисене аслӑ священник Каиафа пуҫтарнӑ. Темиҫе уйӑх маларах Иисуса вӗлерме йышӑну тунӑ чухне те вӑлах суда ертсе пынӑ (Матф. 26:57, 59; Ап. ӗҫ. 6:8—12). Суя свидетельсем Синедрион умне пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса Стефана айӑпласа калаҫнӑ. Сасартӑк тӗлӗнмелле ӗҫ пулса тухнӑ — Стефанӑн сӑнӗ ангел сӑнӗ пек курӑна пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 6:13—15).

Стефана ҫав йывӑр лару-тӑрура хӑйне лӑпкӑ тытма мӗн пулӑшнӑ? Хӑйне тытса Синедриона илсе кайиччен вӑл хастаррӑн ырӑ хыпар сарнӑ, ҫав ӗҫе тума ӑна хӑватлӑ вӑй — Туррӑн святой сывлӑшӗ — пулӑшса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 6:3—7). Судра та ун ҫине ҫав сывлӑшах витӗм кӳнӗ: вӑл ӑна лӑплантарнӑ тата Иисус мӗне вӗрентнине аса илтернӗ (Иоанн 14:16). Стефан хӑйне суд умӗнче хӑюллӑн хӳтӗленӗ. Унӑн сӑмахӗсене Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекери 7-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ. Святой сывлӑш пулӑшнипе вӑл Еврей Ҫырӑвӗсенчи 20-е яхӑн вырӑна аса илнӗ (Иоанн 14:26). Курӑнура Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Иисуса курсан вара Стефанӑн ӗненӗвӗ тата ҫирӗпленнӗ (Ап. ӗҫ. 7:54—56, 59, 60).

Пире те хӗсӗрлеме пуҫлама пултараҫҫӗ (Иоанн 15:20). Турӑ Сӑмахне тӑтӑшах вӗренсен тата ырӑ хыпара хастаррӑн сарсан пирӗн ҫине те Иеговӑн сывлӑшӗ витӗм кӳрсе тӑрӗ. Вара эпир Стефан пекех хӗсӗрленине тӳссе ирттерме тата кирек мӗнле лару-тӑрура та хамӑра лӑпкӑ тытма пултарӑпӑр (1 Петр 4:12—14).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр