Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Ҫак ыйтусене 2013 ҫулхи февралӗн 25-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ. Скобкӑри дата ыйтӑва хӑҫан сӳтсе явассине кӑтартать, ҫав эрнере шкула хатӗрленнӗ май ӑна тӗпчеме пулать.
1. Иисус мӗншӗн «йӗрекенсем телейлӗ» тенӗ? (Матф. 5:4.) (Янв. 7, w09-U 2/15 6 с., 6 абз.)
2. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗрентнӗ кӗлӗри «ҫылӑха ан кӗрт пире» сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ? (Матф. 6:13.) (Янв. 7, w04-U 2/1 16 с., 13 абз.)
3. Иисус мӗншӗн хӑйӗн вӗренекенӗсем хӑйсене ырӑ хыпар сарма уйӑрса панӑ территорие Этем Ывӑлӗ киличчен пӗтӗмпех тухма ӗлкӗреймӗҫ тенӗ? (Матф. 10:23.) (Янв. 14, w10 9/15 6 с., 12 абз.; w88-U 8/15 22 с., 6 абз.)
4. Иисусӑн сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи пирки каланӑ тӗслӗхӗ икӗ тӗлӗшрен мӗн кӑтартать? (Матф. 13:31, 32.) (Янв. 21, w08-U 7/15 17—18 с., 3—8 абз.)
5. «Улшӑнмасан, ача пек пулмасан эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр» тенӗ чухне Иисус мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ? (Матф. 18:3.) (Янв. 28, w07-U 2/1 9 с., 3, 4 абз.)
6. Иисусӑн «эсӗ хӑвах каларӑн» тенӗ сӑмахӗсем мӗне пӗлтереҫҫӗ? (Матф. 26:63, 64.) (Февр. 11, w11-U 6/1 18 с.)
7. Иисус пирки мӗншӗн «шӑматкун хуҫи» тенӗ? (Марк 2:28.) (Февр. 18, w08-U 2/15 28 с., 7 абз.)
8. Амӑшӗпе тӑванӗсем, е шӑллӗсем, килни ҫинчен пӗлтерсен Иисус мӗншӗн Марк 3:31—35-мӗшӗсенче ҫырса панӑ пек хуравланӑ тата ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? (Февр. 18, w08-U 2/15 29 с., 5 абз.)
9. Марк 8:22—25-мӗшӗсенче каланӑ тӑрӑх, Иисус мӗншӗн суккӑр ҫынна майӗпен куракан тунӑ тата ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? (Февр. 25, w00-U 2/15 17 с., 7 абз.)
10. Марк 8:32—34-мӗшӗсенче Петр хирӗҫлени ҫине Иисус мӗнле хуравлани ҫинчен ҫырса панинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Февр. 25, w08-U 2/15 29 с., 6 абз.)