Ырӑ хыпара кӑшт ытларах вӑхӑт сарма пултаратӑн-и?
Хӑш-пӗр хыпарҫӑсем ырӑ хыпара пӗр-пӗр палӑртса хунӑ вӑхӑтра, тӗслӗхрен кӑнтӑрла, сарма чарӑнаҫҫӗ. Паллах, ҫакӑ хӑш-пӗр чухне лару-тӑруран килет. Анчах та эсӗ хӑвпа пӗрле ӗҫлекенсем ҫакӑн пек тунӑран е сирӗн вырӑнта ҫакӑн пек тума йышӑннӑран кӑна-и ырӑ хыпара сарма чарӑнатӑн? Сӑваплӑ ӗҫе урӑх майпа туса, тӗслӗхрен урамра ырӑ хыпар сарса, ҫак ӗҫе кӑшт ытларах вӑхӑт хутшӑнма пултаратӑн-и? Киле кайнӑ май пӗр-икӗ ҫын патне тепӗр хут кӗрсе тухма пултаратӑн-и? Пӗр интересленекен ҫынна та пулин килте тытсан е брошюрӑсен тепӗр комплектне парсан, хӑв мӗн чухлӗ ырӑ туни ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха! Пӗр-пӗр палӑртса хунӑ вӑхӑтра ырӑ хыпар сарма чарӑнмашкӑн витӗмлӗ сӑлтав ҫук пулсан, эпир «мухтав парни» тата та ытларах кӳрӗпӗр (Евр. 13:15).