Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • es25
  • Май

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Май
  • Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Кӗҫнерникун, майӑн 1-мӗшӗ
  • Эрнекун, майӑн 2-мӗшӗ
  • Шӑматкун, майӑн 3-мӗшӗ
  • Вырсарникун, майӑн 4-мӗшӗ
  • Тунтикун, майӑн 5-мӗшӗ
  • Ытларикун, майӑн 6-мӗшӗ
  • Юнкун, майӑн 7-мӗшӗ
  • Кӗҫнерникун, майӑн 8-мӗшӗ
  • Эрнекун, майӑн 9-мӗшӗ
  • Шӑматкун, майӑн 10-мӗшӗ
  • Вырсарникун, майӑн 11-мӗшӗ
  • Тунтикун, майӑн 12-мӗшӗ
  • Ытларикун, майӑн 13-мӗшӗ
  • Юнкун, майӑн 14-мӗшӗ
  • Кӗҫнерникун, майӑн 15-мӗшӗ
  • Эрнекун, майӑн 16-мӗшӗ
  • Шӑматкун, майӑн 17-мӗшӗ
  • Вырсарникун, майӑн 18-мӗшӗ
  • Тунтикун, майӑн 19-мӗшӗ
  • Ытларикун, майӑн 20-мӗшӗ
  • Юнкун, майӑн 21-мӗшӗ
  • Кӗҫнерникун, майӑн 22-мӗшӗ
  • Эрнекун, майӑн 23-мӗшӗ
  • Шӑматкун, майӑн 24-мӗшӗ
  • Вырсарникун, майӑн 25-мӗшӗ
  • Тунтикун, майӑн 26-мӗшӗ
  • Ытларикун, майӑн 27-мӗшӗ
  • Юнкун, майӑн 28-мӗшӗ
  • Кӗҫнерникун, майӑн 29-мӗшӗ
  • Эрнекун, майӑн 30-мӗшӗ
  • Шӑматкун, майӑн 31-мӗшӗ
Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025
es25

Май

Кӗҫнерникун, майӑн 1-мӗшӗ

Кӗҫех пӗтӗм ҫӗр ҫинче хаяр выҫлӑх пулӗ (Ап. ӗҫ. 11:28).

Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ — «пӗтӗм ҫӗр ҫинче» хӑрушӑ выҫлӑх алхаснӑ. Паллах, ҫемье пуҫӗсем килтисене мӗнле тӑрантармалли пирки пӑшӑрханнӑ. Иеговӑшӑн ытларах тӑвасшӑн ҫуннӑ ҫамрӑксем пирки вара мӗн калама пулать? Тен, вӗсем Турӑшӑн ытларах ӗҫлеме пуҫличчен выҫлӑх пӗтессе кӗтмелле тесе шутланӑ? Лару-тӑру йывӑр пулнӑ пулин те христиансем ал усман. Вӗсем ырӑ хыпар сарас тесе хӑйсенчен мӗн килнине веҫех тунӑ тата Иудейӑри тӑвансене пулӑшас тесе хӑйсем мӗн пама пултарнине хаваспах панӑ (Ап. ӗҫ. 11:29, 30). Гуманитарлӑ пулӑшу илекенсем Иегова тӑрӑшнине хӑйсем ҫинче туйса илнӗ (Матф. 6:31—33). Вӗсем хӑйсене пулӑшнӑ тӑвансемпе ытларах ҫывӑхланнӑ пулӗ. Укҫа-тенкӗ панӑ е мӗнле те пулин урӑх майпа пулӑшнӑ тӑвансем те савӑнӑҫ туйнӑ (Ап. ӗҫ. 20:35). w23.04 16 с., 12, 13 абз.

Эрнекун, майӑн 2-мӗшӗ

Хамӑр мӗн ыйтнине илессине... пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен эпир унран ыйтрӑмӑр (1 Иоанн 5:15).

Хушӑран Иегова кӗлӗсем ҫине хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑман ҫынсем урлӑ хуравлать. Сӑмахран, Артаксеркс патша Неемийӑна Иерусалима таврӑнса хулана ҫӗнӗрен туса лартма янӑ. Ӑна ҫавна тума Иегова хистенӗ (Неем. 2:3—6). Паян та Иегова пире хӑйне пуҫҫапман ҫынсем урлӑ пулӑшма пултарать. Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине яланах тӗлӗнмелле майпа хуравламасть. Анчах та ҫӳлти Атте пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравланӑ чухне хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗн кирлӗ, ҫавна яланах парать. Ҫавӑнпа та Иегова хӑвӑра мӗнле хуравланине асӑрхама тӑрӑшӑр тата ҫакӑн ҫинчен вӑхӑтран вӑхӑта шухӑшлӑр (Пс. 65:19, 20). Пирӗн ӗненӳ Иеговӑна кӗлтунинчен кӑна мар, унӑн кирек мӗнле хуравне йышӑннинчен те курӑнӗ (Евр. 11:6). w23.05 12 с., 13, 15, 16 абз.

Шӑматкун, майӑн 3-мӗшӗ

Эй Туррӑм, эпӗ Санӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн (Пс. 39:9).

Хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалланӑ чухне эпир ӗмӗр-ӗмӗрех уншӑн ӗҫлесе тӑма тата унӑн ирӗкне туса тӑма сӑмах патӑмӑр. Пирӗн хамӑр сӑмаха тытмалла. Хамӑр сӑмах панипе килӗшӳллӗн пурӑнни вӑл — йывӑр ҫӗклем мар. Мӗншӗн тесен эпир пурӑнасса та Иеговӑн ирӗкне тӑвассишӗн пурӑнатпӑр. Вӑл пире хӑй евӗрлӗ тунӑ тата хӑйӗн ҫинчен пӗлес кӑмӑл панӑ (Ӳлӗм. 4:11). Акӑ мӗншӗн эпир унпа ҫывӑхланма пултаратпӑр, унӑн ирӗкне тӑвасси те пире савӑнӑҫ кӳрет. Унсӑр пуҫне, Турра итлесен тата унӑн Ывӑлӗнчен тӗслӗх илсен пире вӑй кӗрет (Матф. 11:28—30). Ҫавӑнпа Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юратас тесе вӑл хӑвӑра мӗнле парнесем пани ҫинчен тата хӑвӑр валли мӗнле пуласлӑх хатӗрлени ҫинчен шухӑшлӑр. Иеговӑна хытӑрах юратса пынӑҫемӗн ӑна итлемешкӗн те ҫӑмӑлтарах пулӗ (1 Иоанн 5:3). Иисуса Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлама мӗн пулӑшнӑ? Вӑл Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ тата хӑйӗн наградине асра тытнӑ (Евр. 5:7; 12:2). Иисус пекех, Иеговӑран кӗлӗре вӑй ыйтӑр тата хӑвӑр наградӑна — ӗмӗрлӗх пурнӑҫа — куҫран ан вӗҫертӗр. w23.08 27—28 с., 4, 5 абз.

Вырсарникун, майӑн 4-мӗшӗ

Е эсӗ Турӑ питӗ ырӑ пулнине, хӑйӗн ҫиллине кӑтартма васкаманнине тата тӳсӗмлӗ пулнине ним вырӑнне те хумастӑн? Вӑл ырӑ пулнипе сана ӳкӗнме пулӑшасшӑн пулнине ӑнланмастӑн-им? (Рим 2:4).

Пире пурне те тӳсӗмлӗ ҫынсем килӗшеҫҫӗ. Эпир кулянса ӳкмесӗр кӗтме пӗлекен ҫынсене хисеплетпӗр. Хамӑр йӑнӑшсем тунӑ чухне ыттисем пирӗнпе тӳсӗмлӗ пулнишӗн те эпир вӗсене пархатарлӑ. Паллах, эпир хамӑрпа Библи вӗреннӗ тӑвана чунтан тав тӑватпӑр. Вӑл эпир Библири вӗрентӳсене тӳрех ӑнланман чухне е хамӑр мӗн пӗлнине пурнӑҫа кӗртме васкаман чухне пирӗн ҫине ал сулман. Пуринчен ытла вара эпир хамӑрпа тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн Иегова Турра пархатарлӑ. Ыттисем тӳсӗмлӗ пулни пире килӗшет пулин те, хӑш чухне пире хамӑра тӳсӗмлӗх ҫитсех каймасть. Сӑмахран, пире пробкӑра тӑнӑ чухне, уйрӑмах васканӑ чухне, хамӑра лӑпкӑ тытма ҫӑмӑл мар пулма пултарать. Е, тен, эпир ыттисем хамӑра килӗшмен ӗҫсене тунӑ чухне урса каятпӑр. Хӑш чухне вара эпир Иегова пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнчене кӗтсе илейместпӗр тесе шутлама пултаратпӑр. Ҫакӑн пек лару-тӑрусенче пирӗн тӳсӗмлӗ пулмалла. w23.08 20 с., 1, 2 абз.

Тунтикун, майӑн 5-мӗшӗ

Гедеон израильсене пурне те хӑйсен чатӑрӗсене янӑ, хӑй патне виҫҫӗр ҫын анчах хӑварнӑ (Тӳр. 7:8).

Иегова хушнипе Гедеон хӑйӗн ҫарне 99 процент ытла чакарнӑ. Вӑл, тен, ҫапла шутлама пултарнӑ: «Ҫапла туни кирлех-ши? Ун пек тусан эпир тӑшмана ҫӗнтерейӗпӗр-ши?» Ҫавах та Гедеон Турра итленӗ. Хальхи вӑхӑтри старейшинӑсем Гедеонран тӗслӗх илеҫҫӗ — мӗн те пулин улӑштармалла чухне е мӗн те пулин урӑхларах тумалла чухне организаци панӑ хушусене итлеҫҫӗ (Евр. 13:17). Гедеон Иегова мӗн каланине тума хӑранӑ пулин те тата ҫавна туни ӑна хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме пултарнӑ пулин те, вӑл Иеговӑна итленӗ (Тӳр. 9:17). Иегова ӑна пулӑшатӑп тесе шантарнӑ. Ҫавӑнпа Гедеон Туррӑн халӑхне хӑй хӳтӗлеме пултарасса ҫирӗп ӗненнӗ. Халӗ хӑш-пӗр ҫӗршывсенче пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ. Унта пурӑнакан старейшинӑсем Гедеонран тӗслӗх илеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене арестлеме, допрос тума, ӗҫрен кӑларса яма е пусмӑрлама пултарнине пӑхмасӑрах хӑюллӑн тӗлпулусене ирттереҫҫӗ, ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркелеҫҫӗ тата хӑйсем те ҫав ӗҫе хастаррӑн хутшӑнаҫҫӗ. Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче старейшинӑсене хӑйсене панӑ хушусене тытса тӑма хӑюлӑх кирлӗ пулӗ. w23.06 5—6 с., 12, 13 абз.

Ытларикун, майӑн 6-мӗшӗ

Эпӗ Хама мухтакансене мухтатӑп (1 Пат. 2:30).

Хӑй каланӑ пекех Иегова Иодая чыс тунӑ. Ҫак чи аслӑ священникӑн ырӑ ӗҫӗсене Библире пире вӗрентмешкӗн ҫырса кӑтартнӑ (Рим 15:4). Вилнӗ хыҫҫӑн та ӑна ятарлӑ майпа чыс кӳнӗ. Библире ҫапла ҫырнӑ: «Ӑна Давид хулинче патшасене пытаракан ҫӗрте пытарнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Израильре Турӑшӑн та, Унӑн Ҫурчӗшӗн те ыррине нумай тунӑ» (2 Ҫул. 24:15, 16). Иодай ҫинчен мӗн ҫырса кӑтартни пире Турӑран хӑрама вӗрентет. Старейшинӑсем пухушӑн тӑрӑшас тата Иеговӑн сурӑхӗсене хӳтӗлес тӗлӗшрен Иодайран тӗслӗх илме пултараҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 20:28). Иодай тӗслӗхӗ ватӑ тӑвансене те хавхалантарма пултарать. Вӗсем Иеговӑран хӑраҫҫӗ тата ӑна чунтан парӑнса пурӑнаҫҫӗ пулсан, вӑл хӑйӗн ирӗкне тӑвас тесе малалла та вӗсемпе усӑ курма пултарать. Ҫамрӑк тӑвансем вара Иегова хӑйне Иодайпа мӗнле тытни ҫинчен шухӑшлама пултараҫҫӗ. Вӗсем Турӑран тӗслӗх илсе ватӑ тӑвансене, уйрӑмах кам нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн ӗҫлет, ҫавсене чун-чӗререн хисеплеме вӗренме пултараҫҫӗ (Ытар. 16:31). Айтӑр «ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене» чӗререн пӑхӑнса тӑрар (Евр. 13:17). w23.06 17 с., 14, 15 абз.

Юнкун, майӑн 7-мӗшӗ

Тӳрӗ ҫыннӑн сӑмахӗсем нумайӑшне ертсе пыраҫҫӗ (Ытар. 10:21, ҪТ).

Пухура мӗн чухлӗ комментари парас тӗлӗшрен ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр. Эпир час-часах алӑ ҫӗклетпӗр пулсан, ертсе пыракана пирӗнтен кашнинчех ыйтмалла пек туйӑнма пултарать. Вара ыттисен алӑ ҫӗклеме кӑмӑл пӗтме пултарать (Еккл. 3:7). Пухура хуравлас текенсем нумай пулсан, сирӗнтен кашнинчех ыйтмасан та пултараҫҫӗ. Тен, сирӗнтен пуху тӑршшӗпе те ыйтма ӗлкӗрмӗҫ. Паллах, ҫакӑ кулянтарма пултарать. Анчах та пирӗн ҫилленсе лартмалла мар (Еккл. 7:9). Сирӗн ытларах комментари парас килет пулсан, анчах сирӗнтен кашнинчех ыйтмаҫҫӗ пулсан, мӗн тума пулать? Тӑвансен комментарисене тимлӗ итлӗр те пуху хыҫҫӑн вӗсене хуравӗсемшӗн мухтӑр. Мухтани тӑвансене пирӗн комментарисем пекех ҫирӗплетме пултарать. w23.04 23—24 с., 14—16 абз.

Кӗҫнерникун, майӑн 8-мӗшӗ

Эй Турӑҫӑм, чӗрем хатӗр [«ҫирӗп», ҪТ] (Пс. 56:8).

Турӑ Сӑмахне тӗпчӗр тата унта мӗн ҫырни ҫинчен шухӑшлӑр. Йывӑҫ тарӑн тымар янине пула ҫирӗп тӑнӑ пек, эпир те Иеговӑна хытӑ ӗненсен ҫирӗп тӑма пултаратпӑр. Йывӑҫ ӳссе пынӑҫемӗн тарӑнрах та тарӑнрах тымар ярать. Эпир тӗпченӗ тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшланӑ чухне хамӑр ӗненӗве ҫирӗплететпӗр тата Турӑ пире кӑтартнӑ ҫул чи лайӑххи пулнине хытӑрах та хытӑрах ӗненетпӗр (Кол. 2:6, 7). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ӗлӗк-авал мӗнле хӳтӗлени ҫинчен тата унӑн канашӗсемпе хушӑвӗсем вӗсене мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшлӑр. Сӑмахран, Иегова Иезекииле курӑнура ангел храма питӗ тӗплӗн виҫсе тухнине кӑтартнӑ. Пророк ҫавна тимлӗн сӑнанӑ. Ҫав курӑну ӑна ҫирӗплетнӗ. Вӑл пирӗншӗн те питӗ усӑллӑ, вӑл пире Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапас тесе унӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма вӗрентет (Иез. 40:1—4; 43:10—12). Ҫавӑн пекех пирӗн Турӑ Сӑмахӗнчи тарӑн чӑнлӑхсене тӗпчемешкӗн тата вӗсем ҫинчен шухӑшламашкӑн вӑхӑт уйӑрмалла. Эпир Иеговӑна чун-чӗререн шанатпӑр пулсан, пирӗн чӗре ҫирӗп пулӗ (Пс. 111:7). w23.07 18 с., 15, 16 абз.

Эрнекун, майӑн 9-мӗшӗ

Чипер ӑстӑнлӑ [пул] (Ытар. 3:21).

Библире Иеговӑна юратнӑ тата унӑн халӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ нумай арҫын пирки каланӑ. Эсӗ вӗсенчен тӗслӗх илме пултаратӑн. Унсӑр пуҫне, пухури тата хӑвӑн ҫемьери ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансенчен те нумай япалана вӗренме пулать (Евр. 13:7). Чи лайӑх тӗслӗх вара Иисус Христос кӑтартать (1 Пётр 2:21). Ҫак арҫынсен хӑш лайӑх енӗсем сана килӗшеҫҫӗ? Ҫавӑн ҫинчен шутласа пӑх та вӗсенчен тӗслӗх илме тӑрӑш (Евр. 12:1, 2). Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын мӗн те пулин тӑвас умӗн лайӑх шухӑшлать, васкамасть тата яланах Турӑ мӗн каланине шута илме тӑрӑшать. Йышӑну тӑвас умӗн малтан Иегова мӗн шутланине пӗлме тӑрӑш. Кайран вӑл каланӑ пек тусан мӗншӗн лайӑхрах пулни ҫинчен шухӑшла. Юлашкинчен хӑв мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗн ту. Вара эсӗ тӑвакан йышӑнусем Иеговӑна савӑнтарӗҫ (Пс. 118:9). Ҫакӑ сана ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑма питӗ пулӑшӗ (Ытар 2:11, 12; Евр. 5:14). w23.12 24—25 с., 4, 5 абз.

Шӑматкун, майӑн 10-мӗшӗ

Кам та пулин хӑвӑрӑн шанчӑк ҫинчен ӑнлантарса пама ыйтсан, ҫав шанчӑка хӳтӗлеме ялан хатӗр пулӑр. Анчах та ҫакна йӑвашшӑн тата чунтан хисеплесе тӑвӑр (1 Пётр 3:15).

Ҫамрӑк христиансенчен шкулта хӑйсем мӗне ӗненни ҫинчен ыйтма пултараҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ вӗсене ыррӑн хуравлама мӗнле вӗрентме пултарать? (Иак. 3:13). Сӑмахран, хӑш-пӗрисем ҫапла тӑваҫҫӗ: ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне шкулта сиксе тухма пултаракан лару-тӑрусене суйласа илеҫҫӗ, вӗсене сӳтсе яваҫҫӗ, кайран вара пурте пӗрле пулма пултаракан лару-тӑрӑва выляса кӑтартаҫҫӗ. Ҫакӑн пек инсценировкӑсем тунине пула ачасем хӑйсем мӗне ӗненнине ыррӑн та хисеплӗн ӑнлантарса пама вӗренеҫҫӗ. Ҫавна пула вӗсем Библи шанӑҫа тивӗҫлӗ кӗнеке пулнине хӑйсем кураҫҫӗ. jw.org сайтра «Вопросы молодёжи» статьясен ярӑмӗ валли ӗҫ схемисем пур. Вӗсене ҫамрӑк тӑвансен ӗненӗвне ҫирӗплетме тата ыйтусем ҫине хӑйсен сӑмахӗсемпе хуравлама пулӑшас тесе хатӗрленӗ. Ҫак статьясене пӗтӗм ҫемйипех тӗпчесен, ачисем те, ашшӗ-амӑшӗсем те хӑйсен ӗненӗвне ыррӑн та хисеплӗн хӳтӗлеме вӗренеҫҫӗ. w23.09 17 с., 10 абз.; 18 с., 15, 16 абз.

Вырсарникун, майӑн 11-мӗшӗ

Ырӑ туса ал усар мар, мӗншӗн тесен парӑнмасан хӑй вӑхӑтӗнче вырса илӗпӗр (Гал. 6:9).

Сирӗн ҫакӑн пекки пулнӑ-и: эсир сӑваплӑ ӗҫре тӗллев лартнӑ, анчах та ӑна ниепле те пурнӑҫлайман? Нумайӑшӗн ҫапла пулнӑ. Тӗслӗхрен, Филип ытларах кӗлтума тата кӗллисене лайӑхлатма тӗллев лартнӑ. Анчах та ӑна Иеговӑпа калаҫма вӑхӑт тупма йывӑр пулнӑ. Эрика ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва вӑхӑтра килме тӗллев лартнӑ, ҫав-ҫавах вӑл, кашнинче тенӗ пекех, кая юлса килнӗ. Пӗр-пӗр тӗллеве халӗ те пурнӑҫлаймарӑр пулсан, алла ан усӑр. Ахаль тӗллевсене пурнӑҫламашкӑн та вӑхӑт уйӑрмалла тата вӑй хумалла. Ҫакна та палӑртмалла: хӑвӑр тӗллевсене пурнӑҫласшӑн пулни эсир хӑвӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене хакланине тата ӑна чи лайӑххине парасшӑн пулнине кӑтартать. Иегова эсир тӑрӑшнине хаклать. Паллах, вӑл сирӗнтен хӑвӑр тума пултарайманнине тӑвасса кӗтмест (Пс. 102:14; Мих. 6:8). Ҫавӑнпа та хӑвӑр пурнӑҫлама пултарайман тӗллевсем ан лартӑр. w23.05 26 с., 1, 2 абз.

Тунтикун, майӑн 12-мӗшӗ

Турӑ пирӗн майлӑ пулсан, кам пире хирӗҫ тӑрайӗ? (Рим 8:31).

Хӑюллӑ ҫынсем те хӑраса ӳкме пултараҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ вӗсене тӗрӗссине тума чармасть. Даниил питӗ хӑюллӑ яш ача пулнӑ. Вӑл Туррӑн пророкӗсен кӗнекисене, ҫав шутрах Иеремия пророкла каланине, тӗпченӗ. Ҫавна пула вӑл Израиль халӑхӗ нумай ҫул хушши Вавилон тыткӑнӗнче пулнӑ хыҫҫӑн кӗҫех ирӗке тухассине ӑнкарса илнӗ (Дан. 9:2). Пророкла каланисем пурнӑҫланнине курсан Даниил Иеговӑна хытӑрах шанма пуҫланӑ паллах. Ҫын Турра чун-чӗререн шанать пулсан вара, вӑл ҫав тери хӑюллӑ пулма пултарать. (Рим 8:32, 37—39 танлаштарӑр.) Чи кирли вара — Даниил час-часах хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне кӗлтунӑ (Дан. 6:10). Вӑл Иеговӑна хӑйӗн ҫылӑхӗсем ҫинчен каласа панӑ, хӑй мӗн туйнине уҫса панӑ тата унран пулӑшу ыйтнӑ (Дан. 9:4, 5, 19). Даниил пирӗн пек ахаль ҫынах пулнӑ, апла пулсан вӑл ҫуралсанах хӑюллӑ пулса тӑман. Даниил Сӑваплӑ Ҫырӑва тӗпченине пула, Иеговӑна кӗлтунине пула тата ӑна шаннине пула хӑюллӑ пулса тӑнӑ. w23.08 3 с., 4 абз.; 4 с., 7 абз.

Ытларикун, майӑн 13-мӗшӗ

Сирӗн ҫуттӑр та ҫынсем умӗнче ҫавӑн пекех ҫутаттӑр. Вӗсем сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса сирӗн ҫӳлти Аҫӑра мухтаччӑр (Матф. 5:16).

Аслӑ влаҫа итлени пире хамӑра та, ытисене те усӑ парать. Сӑмахран, закона пӑсмастпӑр пулсан, наказани те илмелле пулмӗ (Рим 13:1, 4). Унсӑр пуҫне, хамӑр итленине пула влаҫра ларакансем Иегова Свидетелӗсем, пӗтӗмӗшле илсен, закона пӑхӑнакан ҫынсем пулнине кураҫҫӗ. Вун-вун ҫул каялла Нигерире акӑ мӗн пулса тухнӑ. Пӗррехинче тӗлпулу вӑхӑтӗнче Патшалӑх залне салтаксем пырса кӗнӗ. Вӗсем налог тӳлеттерессине хирӗҫ пӑлхав ҫӗклекенсене шыранӑ. Анчах та офицер пухӑннисем Иегова Свидетелӗсем пулнине пӗлсен, салтаксене кайма хушнӑ. Вӑл: «Иегова Свидетелӗсем яланах налог тӳлеҫҫӗ», — тенӗ. Законсене пӑхӑнса тӑнипе эсир Иеговӑн халӑхӗн ырӑ ячӗшӗн тӑрӑшатӑр. Пуласлӑхра, тен, ҫакӑ сирӗн тӑвансене хӳтӗлӗ. w23.10 9 с., 13 абз.

Юнкун, майӑн 14-мӗшӗ

Туррӑн ирӗкне туса ҫитерсе хӑвӑра пама шантарнине илмешкӗн сире чӑтӑмлӑх кирлӗ (Евр. 10:36).

Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем ҫак тӗнче пӗтессе чылайччен кӗтеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫын куҫӗпе пӑхсан Иегова хӑй сӑмахне тытма вӑрахлать пек туйӑнма пултарать. Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсем мӗн туйнине ӑнланни вӑл Аввакум пророка мӗн каланинчен курӑнать: «Сана курӑнни ҫитес вӑхӑтра, палӑртнӑ вӑхӑтра, пулмалла, пӗтесси ҫинчен калать, улталамасть вӑл; ҫав вӑхӑт вӑраххӑн килес пулсассӑн та, ӑна кӗтсех тӑр: вӑл пурпӗрех пулать, пӑрахӑҫа тухмасть» (Авв. 2:3). Иегова Аввакума кӑна ҫакӑн пирки шантарнӑ-ши? Е унӑн сӑмахӗсем пире те пырса тивеҫҫӗ-и? Турӑ хавхалантарнипе Павел апостол ҫак сӑмахсене ҫӗнӗ тӗнчене кӗтекен христиансене каланӑ (Евр. 10:37). Эппин, пирӗн иккӗленмелле мар: хамӑр ҫӑлӑнасси вӑрахласа килет пек туйӑнать пулсан та, «вӑл пурпӗрех пулать, пӑрахӑҫа тухмасть». w23.04 30 с., 16 абз.

Кӗҫнерникун, майӑн 15-мӗшӗ

Израиль ывӑлӗсем пурте Моисея... ӳпкеленӗ (Йыш. 14:2).

Моисей Иеговӑн ятӗнчен калаҫни паллӑ пулнӑ пулин те, израильтянсем ҫавна йышӑнман (Йыш. 14:10, 11). Юлашкинчен вара Турӑ ҫав ӑрӑва Пама пулнӑ ҫӗре кӗме паман (Йыш. 14:30). Апла пулин те, хӑш-пӗр израильтянсем Иегова панӑ хушусене итленӗ. Тӗслӗхрен, Турӑ хӑйне Халев «пӗтӗмпех итлесе» тӑнӑ тенӗ (Йыш. 14:24). Иегова ӑна пилленӗ, Ханаанра ҫӗр суйласа илме те панӑ (Иис. Н. 14:12—14). Израильтянсен тепӗр ӑрӑвӗ те Иеговӑна итлес тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Иисус Навин вӗсен ертӳҫи пулса тӑрсан, вӗсем «унран Моисейрен мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпе хӑраса пурӑннӑ пекех хӑрама пуҫланӑ» (Иис. Н. 4:14). Ҫавӑнпа та Иегова вӗсене пилленӗ те хӑй пама пулнӑ ҫӗре панӑ (Иис. Н. 21:43, 44). w24.02 21 с., 6, 7 абз.

Эрнекун, майӑн 16-мӗшӗ

Кам Турра юратать, ҫавӑн хӑйӗн тӑванне те юратмалла (1 Иоанн 4:21).

Тухтӑр юн таппине тӗрӗслесе чӗре сывӑ пулнипе пулманнине пӗлме пултарать. Эпир те тӑвансемпе хамӑра мӗнле тытнине тӗрӗслесе Турра мӗн таран хытӑ юратнине курма пултаратпӑр. Тӑвансенчен сивӗнме пуҫланине асӑрхасан, ҫакӑ эпир Турӑран та сивӗнме пуҫланине пӗлтерме пултарать. Тӑвансене юратнине ӗҫпе кӑтартма манмастпӑр пулсан вара, апла эпир Турра та хытӑ юрататпӑр. Тӑвансенчен сивӗннине асӑрхарӑр пулсан, ҫакӑ нимех те мар тесе шутламалла мар. Мӗншӗн тесен юрату сӳнни хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем хавшаса кайнине кӑтартса парать. Иоанн апостол ҫакна ҫакӑн пек ӑнлантарса панӑ: «Кам хӑй курса тӑракан тӑванне юратмасть, ҫавӑ хӑй курмасӑр тӑракан Турра юратма пултараймасть» (1 Иоанн 4:20). Апла эпир мӗне вӗренетпӗр? Эпир пӗр-пӗрне юратсан ҫеҫ Иегова пире ырлать (1 Иоанн 4:7—9, 11). w23.11 8 с., 3 абз.; 9 с., 5, 6 абз.

Шӑматкун, майӑн 17-мӗшӗ

Санӑн аҫу та савӑнтӑрччӗ, сана ҫуратнӑ аннӳ те хӗпӗртесе тӑтӑрччӗ (Ытар. 23:25).

Иоас патша яш пулнӑ чухне хӑйне тӗрӗс тытнӑ. Тӑлӑха юлнӑскер вӑл мӗн ачаранпах чи аслӑ священник Иодая итлесе пурӑннӑ. Лешӗ ӑна хӑйӗн ывӑлне пӑхнӑ пек пӑхса ӳстернӗ. Ҫавна пула Иоас тӗрӗс йышӑну тунӑ: вӑл хӑй те Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ, халӑха та ҫавна тума хавхалантарнӑ. Иоас Иеговӑн ҫуртне юсас ӗҫе те йӗркелесе янӑ (2 Ҫул. 24:1, 2, 4, 13, 14). Аттепе анне сире Иеговӑна юратма тата унӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма вӗрентеҫҫӗ пулсан, ҫакна парне вырӑнне хурӑр (Ытар. 2:1, 10—12). Вӗсем сире тӗрлӗ майпа вӗрентме пултараҫҫӗ. Хӑвӑра Библи тӑрӑх панӑ канашсене итлесен аттепе анне ҫав тери телейлӗ пулаҫҫӗ! Унтан та ытларах, хӑвӑра мӗнле тытнипе эсир Иеговӑна савӑнтарӑр тата сирӗн хушӑри туслӑх ҫирӗпленӗ (Ытар. 22:6; 23:15, 24). Ҫакӑ ҫамрӑк Иоасран тӗслӗх илме хавхалантармасть-и? w23.09 8—9 с., 3—5 абз.

Вырсарникун, майӑн 18-мӗшӗ

Эпӗ сире илтӗп (Иер. 29:12).

Иегова пирӗн кӗлӗсене итлеме сӑмах парать. Турӑ хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене юратать, ҫавӑнпа вӗсен кӗллисене яланах тимлӗ итлет (Пс. 9:38, 39; 36:28). Анчах та ҫакӑ Иегова эпир мӗн ыйтнине веҫех парассине пӗлтермест. Тен, хамӑр мӗн ыйтнисенчен хӑш-пӗрисене эпир ҫӗнӗ тӗнчере ҫеҫ илӗпӗр. Иегова пирӗн кӗлӗсене итленӗ чухне хӑйӗн ирӗкне шута илет (Ис. 55:8, 9). Турӑ пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе хӑйне кӑмӑлтан пӑхӑнса тӑракан арҫынсемпе хӗрарӑмсем пурӑнччӑр тенӗ. Шуйттан вара ҫынсем Турӑсӑр телейлӗрех пурӑнӗҫ тесе калать (Пулт. 3:1—5). Шуйттан суеҫӗ пулнине кӑтартса парас тесе Иегова ҫынсене хӑйсене ертсе пыма ирӗк панӑ. Ҫынсем ертсе пынине пула хальхи вӑхӑтра тӗнчере питӗ нумай йывӑрлӑх (Еккл. 8:9). Эпир ӑнланатпӑр: Иегова ҫак йывӑрлӑхсене халех пӗтермӗ. w23.11 21 с., 4, 5 абз.

Тунтикун, майӑн 19-мӗшӗ

Эпӗ сана нумай халӑхӑн ашшӗ турӑм (Рим 4:17).

Иегова Авраам урлӑ «нумай халӑх» пиллӗх илӗ тесе сӑмах панӑ пулнӑ. Анчах та Авраам 100 ҫула, Сарра вара 90 ҫула ҫитсен те, вӗсен ывӑл пулман-ха. Вӗсен хӑҫан та пулин ывӑл пулассине ӗненме йывӑр пулнӑ. Ҫав лару-тӑрура Авраамӑн ӗненӗвӗ ҫирӗп пулнипе пулманни тӗрӗсленнӗ. Ҫавах та «вӑл пурпӗр шаннӑ тата хӑй нумай халӑхӑн ашшӗ пуласса ӗненнӗ» (Рим 4:18, 19). Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Авраам мӗне шанни пурнӑҫланнӑ, унӑн чылайччен кӗтнӗ ывӑл, Исаак, ҫуралнӑ (Рим 4:20—22). Авраам тӗслӗхӗ ҫакна кӑтартса парать: пире те Турӑ ырлама пултарать. Эпир унӑн куҫӗ умӗнче тӳрӗ пулма тата унӑн тусӗ пулса тӑма пултаратпӑр. Павел шӑп ҫакӑн ҫинчен ҫырнӑ та: «„Ун пирки тӳрӗ ҫын тенӗ“ тенине ун валли ҫеҫ ҫырман, вӗсене пирӗн валли те ҫырнӑ. Пирӗн пирки те тӳрӗ ҫынсем тейӗҫ, мӗншӗн тесен эпир кам Иисус Ҫӳлхуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, ҫавна ӗненетпӗр» (Рим 4:23, 24). Авраама ӗненӳ кирлӗ пулнӑ. Унӑн ӗненӗвне ӗҫсемпе кӑтартмалла пулнӑ тата Иегова хӑйӗн сӑмахне тытасса ҫирӗп шанмалла пулнӑ. Пирӗн те ҫаплах тумалла. w23.12 7 с., 16, 17 абз.

Ытларикун, майӑн 20-мӗшӗ

Эсӗ манӑн мӗскӗнлӗхӗме куртӑн, чунӑм хурлӑхӗ ҫинчен пӗлтӗн (Пс. 30:8).

Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне хӑраса ӳкрӗр пулсан ҫакна асра тытӑр: Иегова сирӗн мӗн тӳсме тивнине кӑна мар, эсир мӗн туйнине те курать. Сӑмахран, израильтянсене Египетра мӗнле пусмӑрланине тата вӗсем мӗн тери асапланнине Турӑ курнӑ (Тух. 3:7). Пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне хӑрани пире Иегова хамӑршӑн мӗнле тӑрӑшнине курма чӑрмантарма пултарать. Ҫавӑн пек чухне мӗн тумалла? Иегова хӑвӑршӑн мӗнле тӑрӑшнине курмашкӑн унран пулӑшу ыйтӑр (4 Пат. 6:15—17). Тен, сире пухура илтнӗ пӗр-пӗр доклад е комментари ҫирӗплетнӗ? Е, тен, сире пӗр-пӗр статья, видео е пирӗн сайтри юрӑ вӑй кӗртнӗ? Тен, сире тӑван пӗр-пӗр шухӑш каласа парса е Библири сӑвӑ йӗркине вуласа парса хавхалантарнӑ? Хӑш чухне эпир хамӑрӑн юратакан тӑванлӑх тата сӑнарлӑ апат мӗн тери хаклӑ пулни ҫинчен манса кайма пултаратпӑр. Анчах та вӗсем — Иегова панӑ чаплӑ парнесем (Ис. 65:13; Марк 10:29, 30). Вӗсем Иегова пире юратнине тата ун ҫине яланах шанма юранине кӑтартса параҫҫӗ (Ис. 49:14—16). w24.01 4—5 с., 9, 10 абз.

Юнкун, майӑн 21-мӗшӗ

Пире, хӑвӑн чурусене, хӑвӑн сӑмахна хӑюллӑн калама пулӑшсам (Ап. ӗҫ. 4:29).

Пӗлӗте таврӑнас умӗн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗсен хӑйӗн ҫинчен «Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех» хыпар пӗлтермелле тесе аса илтернӗ (Ап. ӗҫ. 1:8; Лука 24:46—48). Ҫавӑн хыҫҫӑн нумай та вӑхӑт иртмен, иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем Пётрпа Иоанн апостолсене ярса тытса Синедриона илсе пынӑ. Вӗсем Туррӑн ҫак шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене ырӑ хыпар сарма чарнӑ тата хӑратма хӑтланнӑ (Ап. ӗҫ. 4:18, 21). Пётрпа Иоанн вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Хӑвӑрах шутласа пӑхӑр-ха, Турра итлес вырӑнне сире итлени Турӑ умӗнче тӗрӗс пулӗ-и? Эпир хамӑр мӗн курнине, мӗн илтнине каламасӑр тӑраймастпӑр» (Ап. ӗҫ. 4:19, 20). Пётрпа Иоана ирӗке кӑларсан вӗренекенсем Иеговӑн ирӗкне тумашкӑн унран пулӑшу ыйтнӑ. Иегова вӗсен чун-чӗререн каланӑ кӗлли ҫине хуравланӑ (Ап. ӗҫ. 4:31). w23.05 5 с., 11, 12 абз.

Кӗҫнерникун, майӑн 22-мӗшӗ

Ку манӑн юратнӑ Ывӑлӑм (Матф. 17:5).

Иеговӑпа Иисус хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене миллиард-миллиард ҫул хушши аталантарнӑ. Ҫавӑн пек ҫывӑх хутшӑнусем Ҫут тӗнчере урӑх никамӑн та ҫук. Иегова Иисуса юратни пирки тӳррӗн каланӑ. Ҫавӑн ҫинчен паянхи сӑвӑ йӗркинче ҫырнӑ. Вӑл Иисус пирки «эпӗ ӑна ырлатӑп» тесе ҫеҫ калама пултарнӑ, анчах та Иегова хӑй Иисуса мӗн тери хытӑ юратнине пурте пӗлччӗр тесе: «Ку манӑн юратнӑ Ывӑлӑм», — тесе те каланӑ. Иегова Иисуспа, уйрӑмах лешӗ хӑйӗн пурнӑҫне пама хатӗр пулнишӗн, мухтаннӑ (Эф. 1:7). Иисус хӑйне Ашшӗ чун-чӗререн юратни пирки пӗртте иккӗленмен. Вӑл Иеговӑн юратӑвне пурнӑҫӗ тӑршшӗпех туйса тӑнӑ, ҫавӑнпа хӑйне Ашшӗ юратни пирки час-часах каланӑ (Иоанн 3:35; 10:17; 17:24). w24.01 28 с., 8 абз.

Эрнекун, майӑн 23-мӗшӗ

Ырӑ ят ҫӗрме пуянлӑхран аванрах (Ытар. 22:1).

Калӑпӑр, хӑвӑр юратакан ҫын сирӗн пирки усал сӑмах сарать. Ҫакӑ суя пулнине эсир пӗлетӗр, анчах та ҫынсем ҫак суяна ӗненеҫҫӗ. Ҫакӑ кӑна мар-ха, вӗсем ҫак суяна ыттисене те калаҫҫӗ, лешӗсем вара вӗсене ӗненеҫҫӗ. Эсир мӗн туйнӑ пулӑттӑр? Ҫакӑн пек элек сарни сирӗн чуна ыраттарӗ, паллах. Ҫак тӗслӗх Иеговӑн ятне хурласан вӑл мӗн туйнине ӑнланма пулӑшать. Унӑн тӳпери ывӑлӗсенчен пӗри пӗрремӗш хӗрарӑма, Евӑна, ун ҫинчен суйса каланӑ. Ева вара ҫак суяна ӗненсе лартнӑ. Ҫавна пула пӗрремӗш ҫынсем Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ, вара ҫылӑхлӑ пулса тӑрса вилме пуҫланӑ (Пулт. 3:1—6; Рим 5:12). Халӗ пулакан пӗтӗм йывӑрлӑх — вилӗм, вӑрҫӑсем, хӗн-асап — Шуйттан суя сарнине пула пуҫланса кайнӑ. Паллах, хӑйӗн ҫинчен элеклесе калани тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернине курни Иеговӑн чунне ыраттарать. Ҫапах та Иегова кӳренсе лартман. Вӑл халӗ те «телейлӗ Турӑ» (1 Тим. 1:11). w24.02 8 с., 1, 2 абз.

Шӑматкун, майӑн 24-мӗшӗ

Епле эпӗ ҫак пысӑк усал ӗҫе туса Турӑ умӗнче ҫылӑха кӗрем? (Пулт. 39:9).

Иосифран тӗслӗх илес тесен мӗн тума пулать? Илӗртӳ сиксе тухсан мӗн тумаллине халех шутласа хурӑр. Иегова мӗне кураймасть, ҫавна тӳрех сирсе яма вӗренӗр, ӑна кулянтаракан ӗҫе тума сирӗн шухӑш та ан пултӑр (Пс. 96:10; 118:165). Ҫакна пула эсир илӗртӳ хыҫҫӑн каймӑр. Тен, эсир чӑнлӑха тупни пирки иккӗленместӗр тата Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлесшӗн, ҫапах та хӑвӑра Турра халалласа шыва кӗме тӑхтаса тӑратӑр. Ҫапла пулсан, Давид патша тунӑ пек тӑвӑр. Иеговӑна ҫакӑн пек кӗлтӑвӑр: «Эй Турӑҫӑм, сӑна мана, чӗреме пӗлсе ҫит; сӑна мана, шухӑшӑмсене пӗлсе ҫит; эпӗ усал ҫул ҫинче мар-ши — пӑхсамччӗ, мана ӗмӗрлӗх ҫул ҫине тӑратсамччӗ» (Пс. 138:23, 24). Ҫавӑн пек кӗлтунипе эсир Иеговӑра пулӑшу шыранине тата хӑвӑр пурнӑҫа Турра халалласа шыва кӗрес тесе вӑй хунине кӑтартатӑр. Иегова вара «хӑйне тӑрӑшса шыракансене» награда паратех (Евр. 11:6). w24.03 6 с., 13—15 абз.

Вырсарникун, майӑн 25-мӗшӗ

Унӑн кашни кунах... парнесем кӳрсе тӑмалла мар (Евр. 7:27).

Чи аслӑ священник Турӑ умӗнче халӑхшӑн явап тытнӑ. Израильти пӗрремӗш чи аслӑ священник Аарон пулнӑ. Сӑваплӑ чатӑра халалланӑ кунах Иегова ӑна чи аслӑ священник пулса ӗҫлеме лартнӑ. Анчах та Павел апостол ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, «священниксем ылмашӑнса тӑнӑ, мӗншӗн тесен вилӗм вӗсене хӑйсен ӗҫне малалла туса тӑма паман» (Евр. 7:23—26). Ҫав чи аслӑ священниксем ҫылӑхлӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсен хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн парнесем кӳрсе тӑмалла пулнӑ. Ҫакӑнпа вӗсем чаплӑран та чаплӑ Чи Аслӑ Священникран, Иисус Христосран, вӑйлӑ уйрӑлса тӑнӑ. Пирӗн Чи Аслӑ Священник Иисус Христос «чӑн чатӑрӑн сӑваплӑ вырӑнӗнче ӗҫлесе тӑрать», «ҫав чатӑра ҫын мар, Иегова лартнӑ» (Евр. 8:1, 2). Павел каланӑ тӑрӑх, Иисус, «вӑл ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑран, яланах священник пулӗ». Унсӑр пуҫне, апостол Иисус пирки «айӑпа кӗмен», «ҫылӑхлӑ ҫынсенчен уйрӑм тӑракан» тенӗ. Тата апостол ҫапла та каланӑ: «Ытти чи аслӑ священниксемпе танлаштарсан, унӑн кашни кунах... хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн... парнесем кӳрсе тӑмалла мар». w23.10 26 с., 8, 9 абз.

Тунтикун, майӑн 26-мӗшӗ

Малтанхи тӳпепе малтанхи ҫӗр пӗтрӗҫ (Ӳлӗм. 21:1).

«Малтанхи тӳпе» Шуйттанпа демонсен витӗмне лекнӗ правительствӑсене пӗлтерет (Матф. 4:8, 9; 1 Иоанн 5:19). Библире «ҫӗр» тени ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсене пӗлтерме пултарать (1 Ҫул. 16:31; Пс. 65:4). Апла, «малтанхи ҫӗр» халӗ пурӑнакан усал ҫынсене пӗлтерет. Иегова хальхи «тӳпене» тата «ҫӗре» тӳрлетмӗ те, лайӑхлатмӗ те, вӑл вӗсене тӗппипех пӗтерӗ. Вӗсен вырӑнне «ҫӗнӗ тӳпе тата ҫӗнӗ ҫӗр» тӑвӗ. Ҫакӑ вара ҫӗнӗ правительство тӳрӗ ҫынсене ертсе пырассине пӗлтерет. Иегова ҫӗрпе ҫынсене тӳрлетӗ те пӗр ҫитменлӗхсӗр туса хурӗ. Исаия пророк каланӑ тӑрӑх, пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗ Эдем пахчи пекех илемлӗ пулса тӑрӗ. Пирӗнтен кашни вара сывалса пынине, вӑй кӗрсе пынине туйӗ. Уксаххисем, суккӑррисем, илтмен ҫынсем сып-сывӑ пулса тӑрӗҫ. Вилнисем те чӗрӗлсе тӑрӗҫ! (Ис. 25:8; 35:1—7). w23.11 4 с., 9, 10 абз.

Ытларикун, майӑн 27-мӗшӗ

Хатӗр пулӑр (Матф. 24:44).

«Пысӑк хӗн-асап» кӗтмен ҫӗртен пуҫланӗ (Матф. 24:21). Ҫапах та, ытти инкексемпе танлаштарсан, ӑна кӗтсе илме хӑшӗ-пӗрисем хатӗр пулӗҫ. 2 000 ҫула яхӑн каялла Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене ҫав куна чӑтса ирттерме хатӗр пулмалла тесе каланӑ. Хатӗрленетпӗр пулсан пире чӑтӑмлӑ пулма тата ыттисене пулӑшма та ҫӑмӑлтарах пулӗ (Лука 21:36). Пире Иегова хамӑра ҫӑласса ӗненме тата ӑна итлеме чӑтӑмлӑх кирлӗ пулӗ. Тӑвансем хӑйсен пурлӑхне ҫухатсан эпир мӗн тӑвӑпӑр? (Авв. 3:17, 18). Хӗрхеннӗрен вӗсене пулӑшӑпӑр. Халӑхсен пӗрлешӗвӗ тапӑннине пула пирӗн пухури тӑвансемпе пӗрле пӗр пӗчӗк пӳлӗмре пытанма тивӗ пулсан вара эпир хамӑра мӗнле тытӑпӑр? (Иез. 38:10—12). Ҫав йывӑр вӑхӑтра пире пӗр-пӗрне хытӑ юратни пулӑшӗ. w23.07 2 с., 2, 3 абз.

Юнкун, майӑн 28-мӗшӗ

Хӑвӑра мӗнле тытнине асӑрхасах тӑрӑр: ӑссӑррисем пек мар, ӑслисем пек пулӑр. Вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курӑр (Эф. 5:15, 16).

Упӑшкасемпе арӑмсем Акилӑпа Прискиллӑран нумай вӗренме пултараҫҫӗ. Ҫав мӑшӑра пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем питӗ юратнӑ (Рим 16:3, 4). Эпир вӗсем пӗрле ӗҫленине, пӗрле ырӑ хыпар сарнине тата пӗрле ыттисене пулӑшнине пӗлетпӗр (Ап. ӗҫ. 18:2, 3, 24—26). Тӗрӗссипе каласан, вӗсем ҫинчен Библире каланӑ чухне нихӑҫан та Акилӑна е Прискиллӑна уйрӑммӑн асӑнман. Мӑшӑрсем вӗсенчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Килте тумалли ӗҫсем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Вӗсем питӗ нумай пулӗ. Эсир хӑш-пӗр ӗҫсене уйрӑммӑн мар, пӗрле тума пултаратӑр-и? Сӑмахран, Акилӑпа Прискилла пӗрле ырӑ хыпар сарнӑ. Эсир пӗрле ырӑ хыпар сармашкӑн тӑтӑшах вӑхӑт уйӑратӑр-и? Тата Акилӑпа Прискилла пӗрле ӗҫленӗ. Эсир вара пӗрле ӗҫлеместӗр пулсан, килти ӗҫсене пӗрле тума пултаратӑр-и? (Еккл. 4:9). Пӗрле мӗн те пулин тусан эсир мӑшӑрпа пӗр команда пулнине туятӑр, калаҫма та сирӗн ытларах май пулӗ. w23.05 22—23 с., 10—12 абз.

Кӗҫнерникун, майӑн 29-мӗшӗ

Шикленсе ӳксессӗн пӗр Сана шанса тӑратӑп (Пс. 55:4).

Пирӗн пурин те хушӑран хӑрасси пулкалать. Сӑмахран, Саул патшаран тарса ҫӳренӗ чухне Давид филистимсен Геф хулине кайма шутланӑ. Кӑшт вӑхӑт иртсен Геф патшине, Анхуса, шӑпах Давид пирки израильтянсем юрӑ хайланӑ тесе пӗлтернӗ. Ҫав юрӑра Давид «вуншар-вуншар пин» филистима вӗлернӗ тесе юрланӑ. Давид «хытах хӑраса ӳкнӗ» (1 Пат. 21:10—12). Вӑл хӑйне Анхус вӗлересшӗн пулӗ тесе пӑшӑрханнӑ. Давида хӑрама пӑрахма мӗн пулӑшнӑ? Давид Геф хулинче хӑйне мӗнле туйни ҫинчен 55-мӗш Псаломра ҫырса панӑ. Ҫав псаломра вӑл хӑй мӗнрен хӑранине тата хӑрама пӑрахма ӑна мӗн пулӑшнине ӑнлантарса панӑ. Хӑранӑ чухне вӑл Иегова ҫине шаннӑ (Пс. 55:2—4, 12). Турӑ пулӑшнипе вӑл интереслӗ япала шутласа кӑларнӑ — ӑссӑра пенӗ. Вара Анхус Давида вӗлерес вырӑнне ӑна хӑвӑртрах хӑваласа яма хушнӑ. Ҫапла майпа Давид ҫӑлӑнса юлнӑ (1 Пат. 21:13—22:1). w24.01 2 с., 1—3 абз.

Эрнекун, майӑн 30-мӗшӗ

Чӗнсе илнисем, суйласа илнисем тата шанчӑклисем унпа пӗрле ҫӗнтерӗҫ (Ӳлӗм. 17:14).

Паянхи сӑвӑ йӗркинче кам пирки ҫырнӑ? Чӗрӗлсе тӑнӑ святой сывлӑшпа суйласа илнисем пирки! Ҫавӑнпа пысӑк хӗн-асап вӗҫлениччен кӑшт маларах вӗсенчен юлашки пӗлӗте кайсан, вӗсене ҫапӑҫма хушӗҫ. Ҫакӑ вӗсен чи малтан тумалли ӗҫсенчен пӗри пулӗ. Пӗлӗте хӑпарнӑ хыҫҫӑн святой сывлӑшпа суйласа илнисем Христоспа тата унӑн сӑваплӑ ангелӗсемпе пӗрле Турӑ тӑшманӗсене хирӗҫ юлашки хут вӑрҫӑпа тухӗҫ. Шутласа пӑхӑр-ха, святой сывлӑшпа суйласа илнӗ хӑш-пӗр христиансем халӗ ватӑ та халсӑр. Анчах та пӗлӗтре пурӑнмашкӑн чӗрӗлсе тӑрсан вӗсем ангелсем пекех пулса тӑрӗҫ, хӑватлӑ, вилӗмсӗр пулӗҫ. Вӗсем Армагеддон вӑрҫинче хӑйсен Патша Ҫӗнтерӳҫипе, Иисус Христоспа, ҫума-ҫумӑн ҫапӑҫӗҫ. Ҫав вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӗсем Христоспа пӗрле ҫынсене пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма пулӑшӗҫ. Святой сывлӑшпа суйласа илнисем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ахаль, ҫылӑхлӑ ҫынсем пулнӑ. Пӗлӗте хӑпарсан вара вӗсем юратнӑ тӑванӗсем валли чылай ытларах тума пултарӗҫ. w24.02 6—7 с., 15, 16 абз.

Шӑматкун, майӑн 31-мӗшӗ

Святой сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗн пурӑнӑр, вара эсир нимӗнле ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн та каймӑр (Гал. 5:16).

Хӑш-пӗрисем хӑйсене Турра халалласа шыва кӗме хатӗр пулсан та, ҫак утӑмсене тума хӑяймаҫҫӗ. Вӗсем: «Эпӗ йывӑр ҫылӑх тусан, вара мана пухуран кӑларса ярсан, мӗн пулать?» — тесе пӑшӑрханаҫҫӗ. Эсир те ҫакӑн пирки пӑшӑрханатӑр пулсан, ан иккӗленӗр: Иегова сире хӑйне «пур тӗлӗшрен те юраса» пурӑнма пулӑшӗ (Кол. 1:10). Ҫавӑн пекех, вӑл сире хӑвӑра тӗрӗс тытма вӑй парӗ. Нумай христианинӑн пурнӑҫӗ ҫакна кӑтартса парать: Турӑ ҫине шанма пулать (1 Кор. 10:13). Христиансен пухӑвӗнчен сахалӑшне кӑна кӑларса яраҫҫӗ. Ҫакӑ Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнине ҫирӗплетсе парать. Пур ҫылӑхлӑ ҫын та илӗртӳсемпе тӗл пулать (Иак. 1:14). Анчах та илӗртӳ хыҫҫӑн каймалла-и, каймалла мар-и, кашни хӑй суйласа илет. Хӑвӑра мӗнле тытас тӗлӗшрен эсир хӑвӑр йышӑну тӑватӑр. Хӑш-пӗрисем кӑмӑл-туртӑма тытса чарма ҫук теҫҫӗ. Анчах та ҫапла калани тӗрӗс мар. Ҫавна тума вӗренме пулать. w24.03 5 с., 11, 12 абз.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр