Июнь
Вырсарникун, июнӗн 1-мӗшӗ
Турӑ Патшалӑхне кӗриччен пирӗн нумай асап тӳсмелле (Ап. ӗҫ. 14:22).
Иегова пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене лару-тӑру улшӑннине пӑхмасӑрах хӑйсем мӗн тума пултарнине тунӑшӑн пилленӗ. Вӗсене час-часах хӗсӗрленӗ, хӑш чухне вӗсем ҫавна пач та кӗтмен. Варнавӑпа Павел апостол Листрӑра ырӑ хыпар сарнӑ чухне мӗн пулса тухнине пӑхса тухар. Малтанах ҫынсем вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ тата хаваспах итленӗ. Анчах та каярахпа ҫав ҫынсенченех хӑшӗ-пӗрисем, хирӗҫ тӑракансем хӗтӗртнипе, Павела «чулпа пере-пере пӗтернӗ» те вилме пӑрахса хӑварнӑ (Ап. ӗҫ. 14:19). Ҫапах та Варнавӑпа Павел ырӑ хыпара урӑх ҫӗре сарма кайнӑ. Ҫакӑ мӗн панӑ? Вӗсем «чылай ҫынна вӗренекен пулса тӑма» пулӑшнӑ тата хӑйсем мӗн каланипе те, мӗн тунипе те тӑвансене ҫирӗплетнӗ (Ап. ӗҫ. 14:21, 22). Варнавӑпа Павел хӑйсене кӗтмен ҫӗртен хӗсӗрлеме пуҫланине пӑхмасӑрах парӑнманни нумайӑшне усӑ панӑ. Эпир те Иегова хамӑра шанса панӑ ӗҫе туса тӑнӑ май парӑнмастпӑр пулсан, нумай пиллӗх илӗпӗр. w23.04 16—17 с., 13, 14 абз.
Тунтикун, июнӗн 2-мӗшӗ
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, манӑн кӗллӗме илтсем, йӑлӑнакан сассӑма тӑнласам. Хурлӑхлӑ кунӑмра Сана тархаслатӑп, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ мана илтетӗн (Пс. 85:6, 7).
Давид патшан пурнӑҫӗ тӑршшӗпех нумай тӑшман пулнӑ. Вӑл Иеговӑран час-часах кӗлӗре пулӑшу ыйтнӑ. Давид хӑйӗн кӗллисене Иегова итлени пирки, вӗсем ҫине хуравлани пирки пӗртте иккӗленмен. Эсир те Иегова хӑвӑр кӗлӗсем ҫине хуравласса ҫирӗп шанма пултаратӑр. Библи пире Иегова веҫех чӑтса ирттерме ӑслӑлӑхпа вӑй парасса шантарать. Вӑл пире пухури тӑвансем урлӑ та, хӑйне пуҫҫапман ҫынсем урлӑ та пулӑшма пултарать. Иегова хӑш-пӗр чухне пирӗн кӗлӗсем ҫине хамӑр кӗтнӗ пек хуравламасть пулин те, эпир вӑл ҫав-ҫавах хуравласса пӗлетпӗр. Вӑл пире шӑпах хамӑра мӗн кирлине тата шӑпах кирлӗ вӑхӑтра парӗ. Ҫавӑнпа та малалла та Иеговӑна кӗлтӑвӑр. Вӑл сирӗн кӗлӗсене итлесси пирки ан иккӗленӗр. Иегова сирӗншӗн халӗ те, пуласлӑхра та тӑрӑшасса ҫирӗп ӗненӗр. Ҫӗнӗ тӗнчере вӑл хӑйӗн пур ӗҫлекенӗн кӑмӑлне ҫырлахтарӗ (Пс. 144:16). w23.05 8 с., 4 абз.; 13 с., 17, 18 абз.
Ытларикун, июнӗн 3-мӗшӗ
Хама кӑтартнӑ мӗнпур ырӑлӑхшӑн Ҫӳлхуҫана мӗнле тав тӑвам-ши? (Пс. 115:3).
Тӗллеве пурнӑҫлани мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшлӑр. Хӑвӑр тӗллеве пурнӑҫлани мӗнле усӑ пама пултарать? Ҫав тӗллев Библи вулассипе е кӗлтӑвассипе ҫыхӑннӑ пулсан, вӑл сире Иеговӑпа ҫывӑхланма мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшлӑр (Пс. 144:18, 19). Енчен те эсир пӗр-пӗр лайӑх ене аталантарасшӑн пулсан, хӑвӑрпа ыттисем хушшинчи хутшӑнусем мӗнле лайӑхланасси ҫинчен шухӑшлӑр (Кол. 3:14). Тен, эсир пӗр-пӗр тӗллеве пурнӑҫлани хӑвӑра мӗнле-мӗнле усӑ панине ҫырса хурас тейӗр. Кайран вара унта тӑтӑшах пӑха-пӑха илӗр. Ҫавӑн пекех тӗллеве пурнӑҫлама хавхалантаракан тӑвансемпе хутшӑнӑр (Ытар. 13:21). Чӑннипе каласан, пирӗн пурин те хамӑр тӗллеве пурнӑҫлас тесе вӑхӑтран вӑхӑта вӑй хурас килмест. Ҫакӑ эпир хамӑр тӗллеве пурнӑҫлас ҫуккине пӗлтерет-и? Ҫук. Кӑмӑл ҫук чухне эпир хамӑр тӗллеве пурнӑҫлас тесе урӑх майсемпе усӑ курма пултаратпӑр. Паллах, ҫавна тума ҫӑмӑл пулмӗ. Анчах та тӗллеве пурнӑҫласан эсир савӑнӑҫ илӗр. w23.05 27—28 с., 5—8 абз.
Юнкун, июнӗн 4-мӗшӗ
Ҫын мӗн акать, ҫавна вырса илет (Гал. 6:7).
Тунӑ йышӑнусемшӗн яваплӑ пулнине ӑнлансан эпир хамӑр ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнӗпӗр, йӑнӑшсене тӳрлетӗпӗр тата вӗсене тек тӑвасран сыхланӑпӑр. Ҫапла тусан эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илессишӗн чупма пӑрахмӑпӑр. Эсир йӑнӑш турӑр пулсан, мӗн тумалла? Хӑвӑра е ыттисене айӑпласа е хӑвӑра тӳрре кӑларас тесе вӑхӑта та, вӑя та ан пӗтерӗр. Хӑвӑр йӑнӑш тунине йышӑнӑр та мӗн тума пултарнине тӑвӑр. Хӑвӑра айӑплӑ туятӑр пулсан, хӑвӑра кӗҫӗне хурса Иеговӑна кӗлтӑвӑр та унран каҫару ыйтӑр (Пс. 24:11; 50:5, 6). Камӑн чунне ыраттарнӑ, ҫавӑнтан каҫару ыйтӑр. Кирлӗ пулсан, старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтӑр (Иак. 5:14, 15). Хӑвӑр йӑнӑшсенчен вӗренӗр тата вӗсене тек тӑвасран асӑрханӑр. Ҫапла тусан Иегова сире хӗрхенсе кирлӗ пулӑшу паратех (Пс. 102:8—13). w23.08 28 с., 8, 9 абз.
Кӗҫнерникун, июнӗн 5-мӗшӗ
Иодай священник вӗрентсе тӑнӑ чухне Иоас хӑйӗн ӗҫӗсене яланах Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ туса пурӑннӑ (4 Пат. 12:2).
Иодай вӗрентсе тӑнӑ чухне Иоас патша хӑйне тӗрӗс тытнӑ. Ҫамрӑк патша Иеговӑна савӑнтарасшӑн пулнӑ. Анчах Иодай вилнӗ хыҫҫӑн Иоас Иеговӑран пӑрӑннӑ пуҫлӑхсене итлеме пуҫланӑ (2 Ҫул. 24:4, 17, 18). Ҫакӑ Иеговӑн чунне питӗ ыраттарнӑ. Иегова, вӗсене хӑй енне «ҫавӑрас тесе, вӗсем патне пророксене янӑ... анчах лешӗсем итлемен». Вӗсем Захария ятлӑ Иодай ывӑлне те итлемен. Лешӗ вара Иеговӑн пророкӗ тата священникӗ кӑна мар, Иоасӑн ҫывӑх хурӑнташӗ те пулнӑ. Иоас патша вара Захарийӑна вӗлерме хушнӑ (2 Ҫул. 22:11; 24:19—22). Вӑл Турӑран хӑрама, ӑна хисеплеме пӑрахнӑ. Иегова вара: «Мана хисепе хуманнисем... хисепрен тухӗҫ», — тесе каланӑ (1 Пат. 2:30). Каярахпа пысӑках мар Сири ҫарӗ Иоасӑн «питех те пысӑк» ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Патшана вара, «йывӑр аманнӑскере», пӑрахса хӑварнӑ (2 Ҫул. 24:24, 25). Иоасӑн чурисем ӑна хирӗҫ каварлашнӑ та вӗлерсе пӑрахнӑ. Ҫавна вӗсем патша Захария юнне юхтарнӑшӑн тунӑ. w23.06 18—19 с., 16, 17 абз.
Эрнекун, июнӗн 6-мӗшӗ
Унччен эсир тӗттӗмлӗхре пулнӑ, анчах халӗ эсир ҫутӑра (Эф. 5:8).
Павел апостол нумай вӑхӑт хушши Эфесра ырӑ хыпар сарнӑ тата вӗренекенсене хатӗрленӗ (Ап. ӗҫ. 19:1, 8—10; 20:20, 21). Вӑл пухури тӑвансене юратнӑ, вӗсем Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлччӑр тенӗ. Эфесри христиансем чӑнлӑха пӗличчен тата христиансем пулса тӑриччен суя тӗн тата тӗшмӗш чуралӑхӗнче пулнӑ. Ҫавӑн пекех Эфесри ҫынсем питех те аскӑнланса пурӑннӑ. Театрта кӑтартакан спектакльсем тата тӗн уявӗсем час-часах аскӑнлӑхпа ҫыхӑннӑ пулнӑ (Эф. 5:3). Эфесри ҫынсен нумайӑшӗн «совеҫӗ туйми» пулса ҫитнӗ (сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ыратнине туйми пулса тӑнӑ») (Эф. 4:17—19). Иегова мӗн пирки ырӑ, мӗн пирки усал тенине вӗсем пӗлмен. Ҫавӑнпа та совеҫӗ вӗсене кӑшламан. Акӑ мӗншӗн Павел: «Ӑсӗпе вӗсем тӗттӗмлӗхре тата Турӑ паракан пурнӑҫран вӗсене уйӑрнӑ», — тесе ҫырнӑ. Анчах та Эфесри хӑш-пӗр ҫынсем тӗттӗмлӗхрен тухнӑ. w24.03 20 с., 2 абз.; 21 с., 4—6 абз.
Шӑматкун, июнӗн 7-мӗшӗ
Ҫӳлхуҫана шанакансем вара ҫӗнӗрен вӑй илеҫҫӗ... ывӑнмаҫҫӗ (Ис. 40:31).
Судья тивӗҫне туса тӑмашкӑн Гедеонӑн нумай вӑй хумалла пулнӑ. Ҫӗрлехи ҫапӑҫу хыҫҫӑн мадиансем ҫӑлӑнас тесе тарнӑ. Гедеон вара вӗсене хыҫран хӑваланӑ. Вӑл вӗсене Изреель айлӑмӗнчен пуҫласа Иордан юханшывӗ таранах хӑваланӑ (Тӳр. 7:22). Иордан хӗррине ҫитсен Гедеон чарӑннӑ-и? Ҫук. Вӑл та, унӑн 300 ҫар ҫынни те, ывӑнса ҫитнине пӑхмасӑрах, шыв урлӑ каҫса малалла мадиансене хӑваланӑ. Юлашкинчен вӗсем хӑйсен тӑшманӗсене хӑваласа ҫитнӗ те аркатса тӑкнӑ (Тӳр. 8:4—12). Гедеон Турӑ хӑйне вӑй парасси пирки иккӗленмен. Турӑ вара ҫапла тунӑ та (Тӳр. 6:14, 34). Гедеонпа унӑн ҫарӗ Мадиан патшисене хӑваланӑ чухне, лешӗсем тӗвесем ҫине утланса вӗсенчен тарнӑ. Израиль ҫарӗ вара ҫуран пынӑ (Тӳр. 8:12, 21). Ҫавах та Турӑ пулӑшнипе вӗсем мадиансене хӑваласа ҫитсе аркатса тӑкнӑ. Хальхи вӑхӑтри старейшинӑсем те кирлӗ вӑхӑтра Турӑ хӑйсене вӑй парасса иккӗленмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен Иегова нихӑҫан та ывӑнмасть (Ис. 40:28, 29). w23.06 6 с., 14 абз.; 7 с., 16 абз.
Вырсарникун, июнӗн 8-мӗшӗ
Санран... [Иегова] уйӑрӑлса та каймӗ, сана пӑрахса та хӑвармӗ (Сак. аст. 31:6).
Эпир кирек мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулсан та ҫирӗп чӗреллӗ пулма пултаратпӑр. Ҫавӑнпа Иеговӑна шанӑр. Иеговӑна шанса вӑл панӑ хушусене тытса тӑни Варак судьяна ҫапӑҫура ҫӗнтерме мӗнле пулӑшнӑ? Израильтянсен щит та, сӑнӑ та пулман, Ханаан ҫар пуҫӗн Сисарӑн ҫарӗ вара лайӑх хӗҫ-пӑшалланнӑ пулнӑ. Апла пулин те, Иегова Варака ҫапӑҫӑва тухма хушнӑ (Тӳр. 5:8). Девора хӗрарӑм пророк Варака тӳремлӗхе анма, Сисарӑпа унӑн 900 ҫар урапине хирӗҫ тухма каланӑ. Тӳрем вырӑнта израильтянсене хӑвӑрт чупакан ҫар ураписене хирӗҫ тӑма питӗ йывӑр пулма пултарнӑ пулин те, Варак хӑйне мӗн каланине тунӑ. Ҫар ҫыннисем Фавор тӑвӗ ҫинчен аннӑ чухне Иегова тӑшмансем ҫине вӑйлӑ ҫумӑр янӑ. Сисарӑн ҫар ураписем пылчӑк ӑшне путнӑ. Вара Иегова Варака тӑшмансене ҫӗнтерме пулӑшнӑ (Тӳр. 4:1—7, 10, 13—16). Иеговӑпа унӑн представителӗсене шанса вӗсем мӗн каланине тусан, эпир те ҫӗнтерӳҫӗсем пулӑпӑр. w23.07 18—19 с., 17, 18 абз.
Тунтикун, июнӗн 9-мӗшӗ
Вӗҫне ҫитичченех чӑтаканӗ ҫӑлӑнӗ (Матф. 24:13).
Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен пирӗн тӳсӗмлӗ пулмалла. Туррӑн авалхи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем вӑл хӑй сӑмах панисене пурнӑҫласса тӳсӗмлӗн кӗтнӗ. Пирӗн те ҫаплах тумалла (Евр. 6:11, 12). Библи христиансене ҫӗр ӗҫлекенӗнчен тӗслӗх илме хавхалантарать (Иак. 5:7, 8). Ҫӗр ӗҫлекен тӑрӑшсах ӗҫлет: вӑрӑ акать те кайран шӑварсах тӑрать. Вӑл калча хӑҫан тухассине пӗлмест. Анчах та вӑхӑт ҫитсен тыр-пул вырса илесси пирки иккӗленмест, ҫавӑнпа та тӳсӗмлӗн кӗтет. Пирӗн те ӗҫ нумай. «Ҫӳлхуҫа хӑш кун килессине» пӗлместпӗр пулин те, эпир Христос хамӑра шанса панӑ ӗҫе хастаррӑн туса тӑратпӑр (Матф. 24:42). Эпир Иегова хӑй панӑ сӑмаха пурнӑҫласса шанса тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑратпӑр. Тӳсӗмлӗхе ҫухатсан пире кӗтме йывӑр пулӗ тата эпир майӗпен Иеговӑран сивӗнме пуҫлӑпӑр. Е эпир хамӑр кӑмӑла халех ҫырлахтарассишӗн ҫунӑпӑр. Тӳсӗмлӗ пулатпӑр пулсан вара эпир вӗҫне ҫитичченех чӑтӑмлӑ пулӑпӑр та ҫӑлӑнса юлӑпӑр (Мих. 7:7). w23.08 22 с., 7 абз.
Ытларикун, июнӗн 10-мӗшӗ
Ура пӳрнисен пӗр пайӗ тимӗр, тепӗр пайӗ тӑм пулнӑ (Дан. 2:42).
Даниил 2:41—43 сӑвӑ йӗркисенчи пророкла каланине Даниил кӗнекинчи тата Ӳлӗмхи кӗнекери ытти пророкла сӑмахсемпе танлаштарсан, ура тупанӗсем Англипе Америка державине — тӗнчери чи хӑватлӑ державӑна — сӑнласа параҫҫӗ тесе пӗтӗмлетӳ тума пулать. Ҫав держава пирки Даниил «тӗллӗн ҫирӗп, тӗллӗн хавшак пулӗ» тесе ҫырнӑ. Мӗншӗн вӑл тӗллӗн хавшак пулӗ? Мӗншӗн тесен тӑмпа танлаштарнӑ ахаль ҫынсем ҫав державӑна хӑйӗн вӑйне туллин кӑтартма памаҫҫӗ. Даниил кӗлетке ҫинчен мӗн каланинчен эпир темиҫе питӗ кирлӗ чӑнлӑха пӗлме пултаратпӑр. Пӗрремӗшӗнчен, Англипе Америка держави ҫав тери хӑватлӑ, вӑл хӑйӗн вӑйне пӗрре анчах мар кӑтартнӑ. Сӑмахран, Пӗрлешӳллӗ Штатсемпе Великобритани пӗтӗм тӗнчери икӗ вӑрҫинче те ҫӗнтернӗ патшалӑхсем хушшинче пулнӑ. Анчах та ҫав пӗтӗм тӗнчери державӑна хӑйӗн гражданӗсем хавшатаҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне те, патшалӑха та хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Пуласлӑхра та ҫаплах пулӗ. Иккӗмӗшӗнчен, Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗр ҫинчи пур патшалӑха та пӗтернӗ чухне ҫав пӗтӗм тӗнчери державах ертсе пырӗ. w23.08 10—11 с., 12, 13 абз.
Юнкун, июнӗн 11-мӗшӗ
Чун тӑвӑрланса ҫитнӗ чухне Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса чӗнтӗм, хамӑн Туррӑма тархасларӑм. Вӑл манӑн сассӑма Хӑйӗн сӑваплӑ керменӗнчен илтрӗ (Пс. 17:7).
Йывӑрлӑхсем нумай пулнине пула Давид хӑш-пӗр чухне хӑйне вӑйсӑр пек туйнӑ (Пс. 17:5, 6). Иегова вара ӑна вӑй илме пулӑшнӑ. Турӑ хӑйӗн халтан кайнӑ тусне «тулӑх улӑхсенче» ҫӳретнӗ тата «лӑпкӑ шыв хӗрринче» кантарнӑ. Ҫавна пула Давид вӑй илсе малалла Иеговӑшӑн ӗҫлеме пултарнӑ (Пс. 17:29—33; 22:2). Хамӑр ҫине йывӑрлӑхсем йӑтӑнса ансан Иегова пире те хуҫӑлса анма памасть (Хӳхл. 3:22; Кол. 1:11). Давидӑн пурнӑҫӗ час-часах хӑрушлӑхра пулнӑ. Унӑн нумай вӑйлӑ тӑшман пулнӑ. Анчах та Иегова юратнине туйса тӑнине пула вӑл хӑйне хӳтлӗхри пек туйнӑ. Кирек мӗнле лару-тӑрура та Давид Иегова юнашар пулнине туйнӑ, вара чун канӑҫлӑхне ҫухатман. Акӑ мӗншӗн вӑл Иегова пирки «мана пӗтӗм инкек-синкекӗмрен хӑтарчӗ» тесе юрланӑ (Пс. 33:5). Давидӑн хӑрамалли сӑлтавсем нумай пулнӑ пулин те, вӑл лӑпкӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен хӑйне Иегова юратнине туйса тӑнӑ. w24.01 30 с., 15—17 абз.
Кӗҫнерникун, июнӗн 12-мӗшӗ
Ҫылӑхлӑ ҫынсем сана хӑйсем майлӑ ҫавӑрас тесессӗн — ан килӗш (Ытар. 1:10).
Хӑш тӗлӗшрен Иоас патша япӑх тӗслӗх кӑтартнӑ? Чи аслӑ священник Иодай вилнӗ хыҫҫӑн Иоас хӑйӗн ҫине япӑх витӗм кӳрекен ҫынсемпе туслашса кайнӑ (2 Ҫул. 24:17, 18). Вӑл Иеговӑна юратман Иудея пуҫлӑхӗсене итлеме пуҫланӑ. Килӗшетӗр пулӗ, унӑн вӗсенчен пӑрӑнса ҫӳремелле пулнӑ. Вӑл вара вӗсемпе канашланӑ. Иоасӑн хурӑнташӗ Захария ӑна тӳрлетме тӑрсан, Иоас ӑна вӗлерме хушнӑ (2 Ҫул. 24:20, 21; Матф. 23:35). Мӗн тери усал ӗҫ! Патшана ларсанах Иоас ыррине тунӑ, кайран вара Иеговӑран пӑрӑнса кайса ҫын вӗлерекен пулса тӑнӑ. Юлашкинчен ӑна хӑйӗн тарҫисемех вӗлернӗ (2 Ҫул. 24:22—25). Иеговӑна тата ӑна юратакан ҫынсене итлеме пӑрахман пулсан, Иоасӑн пурнӑҫӗ пачах урӑхла пулнӑ пулӗччӗ. w23.09 9 с., 6 абз.
Эрнекун, июнӗн 13-мӗшӗ
Ан хӑра (Лука 5:10).
Пётр апостол Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарасса Иисус пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та хӑйӗн вӗренекене ӑшшӑн: «Ан хӑра», — тенӗ. Ҫак сӑмахсенчен Иисус Пётра шанни курӑнать. Вӗсем Пётрӑн пурнӑҫне улӑштарнӑ. Каярахпа вӑл хӑй те, унӑн пӗртӑванӗ Андрей та пулӑ тытас ӗҫе хӑварса Мессия хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫавӑншӑн Иегова вӗсене нумай пиллӗх панӑ (Марк 1:16—18). Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑрсан Пётр нумай тӗлӗнмелле ӗҫ, сӑмахран, Иисус чирлисене сыватнине, демонсене хӑваласа кӑларнине тата вилнисене чӗртсе тӑратнине, курнӑ (Матф. 8:14—17; Марк 5:37, 41, 42). Унсӑр пуҫне, Пётр курӑнура Иисус Турӑ Патшалӑхӗн Патши пек килнине курнӑ. Ҫавӑ унӑн асӗнче яланлӑха юлнӑ (Марк 9:1—8; 2 Пётр 1:16—18). Шутласа пӑхсан, Пётр Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑман пулсан, ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене нихӑҫан та курман пулӗччӗ. Йывӑр туйӑмсене пӗтерсе пиллӗхсене илме пултарнӑшӑн вӑл питӗ хӗпӗртенӗ пулӗ. w23.09 21 с., 4, 5 абз.
Шӑматкун, июнӗн 14-мӗшӗ
Иисус ӑна хуравланӑ: «Калатӑп сана, 7 хутчен мар, 77 хутчен каҫармалла» (Матф. 18:22).
Пётр апостол хӑйӗн пӗрремӗш ҫырӑвӗнче хытӑ юратсан эпир пӗр-икӗ ҫылӑха кӑна мар, «нумай ҫылӑха» каҫарма пултарӑпӑр тенӗ (1 Пётр 4:8). Тен, вӑл хӑйне Иисус каҫарасси пирки нумай ҫул каялла мӗне вӗрентнине аса илнӗ. Ун чухне Пётр тӑвана 7 хут каҫарсан хӑй питӗ ырӑ ҫын пулнине кӑтартӗ тесе шутланӑ пулӗ. Анчах та Иисус ӑна та, унпа пӗрле пире пурне те «77 хутчен каҫармалла», урӑхла каласан, пӗрмаях каҫармалла тенӗ (Матф. 18:21). Ҫакӑ сире ытла та йывӑр пек туйӑнсан та алла ан усӑр. Эпир пурте ҫылӑхлӑ, ҫавӑнпа та хӑш-пӗр чухне пире ыттисене каҫарма ҫӑмӑлах мар. Тӑвана каҫарса унпа мирлешес тесе пирӗн хамӑртан мӗн килнине веҫех тумалла. w23.09 29 с., 12 абз.
Вырсарникун, июнӗн 15-мӗшӗ
Эпӗ Ҫӳлхуҫана тархасларӑм та, Вӑл илтрӗ мана (Иона 2:2).
Пулӑ хырӑмӗнче пулнӑ чухне Иона ҫакна ҫирӗп шаннӑ: хӑй чун-чӗререн ӳкӗннине Турӑ курать тата йӑлӑнса кӗлтуни ҫине хуравлатех. Хӑйне Турӑ пулӑшасси пирки унӑн пӗр иккӗленӳ те пулман. Каярахпа хӑйӗн пурнӑҫне Иегова ҫӑлнӑ хыҫҫӑн Иона Турӑ хӑйне мӗн каланине тума хатӗр пулнӑ (Иона 2:11—3:4). Тен, хӑш-пӗр чухне, питӗ хытӑ пӑшӑрханнине пула, сире кӗлтума йывӑр е Библи тӗпчеме пӗр вӑй та ҫук. Ҫавӑн пек чухне Иегова сире никамран та лайӑхрах ӑнланнине асра тытӑр. Ҫавӑнпа питӗ ансат сӑмахсемпе кӗлтусан та Иегова шӑпах хӑвӑра мӗн кирлине парӗ (Эф. 3:20). Чирленине, ывӑннине е хытӑ пӑшӑрханнине пула сире вулама тата тӗпчеме йывӑр пулсан, Библин е пирӗн публикацисен аудиоҫыртарӑвӗсене итлеме пулать. Унсӑр пуҫне, jw.org сайтра пӗр-пӗр юрӑ итлеме е видео пӑхма пулать. Эсир Иеговӑна кӗлтусан, кайран вара унӑн организацийӗ мӗн панипе усӑ курсан, Турра хӑвӑра ҫирӗплетме май паратӑр. w23.10 13 с., 6 абз.; 14 с., 9 абз.
Тунтикун, июнӗн 16-мӗшӗ
Святой сывлӑш акӑ мӗн уҫҫӑн кӑтартса парать: малтанхи чатӑр пулнӑ чухне сӑваплӑ вырӑна илсе каякан ҫул уҫӑлман пулнӑ-ха (Евр. 9:8).
Сӑваплӑ чатӑр тата Иерусалимра каярах туса лартнӑ храмсем шалтан пӗр пек пулнӑ. Унта икӗ пӳлӗм, «Сӑваплӑ» тата «Сӑваплӑран сӑваплӑ» пӳлӗмсем, пулнӑ. Вӗсене чаршав уйӑрса тӑнӑ (Евр. 9:2—5; Тух. 26:31—33). Сӑваплӑ пӳлӗмре ылтӑн ҫутаткӑҫ, фимиам тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ тата Иеговӑна парнене кӳрекен ҫӑкӑр хумалли сӗтел пулнӑ. Ҫав пӳлӗме ҫупа сӗрнӗ священниксем ҫеҫ хӑйсен тивӗҫне тума кӗме пултарнӑ (Йыш. 3:3, 7, 10). Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗмре ылтӑн килӗшӳ ковчегӗ пулнӑ, вӑл Иегова унта пулнине сӑнарласа панӑ (Тух. 25:21, 22). Унта, чаршав хыҫне, чи аслӑ священникӑн ҫеҫ кӗме юранӑ. Вӑл унта ҫулталӑкра пӗрре, Тасалмалли кун, кӗнӗ (Лев. 16:2, 17). Чи аслӑ священник хӑйӗн тата халӑхӑн ҫылӑхӗсене каҫарттармашкӑн сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗме чӗрчунсен юнне илсе кӗнӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене сӑваплӑ чатӑрти ҫав пӳлӗмсем мӗне сӑнласа панине ӑнланма пулӑшнӑ (Евр. 9:6, 7). w23.10 27 с., 12 абз.
Ытларикун, июнӗн 17-мӗшӗ
Пӗр-пӗрне юрат[ӑр] (Иоанн 15:17).
Турӑ Сӑмахӗнче пӗр-пӗрне юратмалла тесе пӗрре анчах мар каланӑ (Иоанн 15:12; Рим 13:8; 1 Фес. 4:9; 1 Пётр 1:22; 1 Иоанн 4:11). Анчах та юрату вӑл шалти, чӗрери туйӑм, вӑл курӑнмасть. Ҫавӑнпа та тӑвансем ӑна курччӑр тесен мӗн тумалла-ши? Юратнине сӑмахпа тата ӗҫпе кӑтартмалла. Акӑ темиҫе май. «Пӗрне-пӗри чӑн сӑмах калӑр» (Зах. 8:16). «Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр» (Марк 9:50). «Пӗр-пӗрне хисеплес тӗлӗшрен хӑвӑр пӗрремӗш утӑм тӑвӑр» (Рим 12:10). «Пӗр-пӗрне хапӑл туса йышӑнӑр» (Рим 15:7). «Пӗр-пӗрне пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарӑр» (Кол. 3:13). «Йывӑрлӑхсенче пӗр-пӗрне пулӑшӑр» (Гал. 6:2). «Пӗр-пӗрне йӑпатӑр» (1 Фес. 4:18). «Пӗр-пӗрне... ҫирӗплетсе» тӑрӑр (1 Фес. 5:11). «Пӗр-пӗриншӗн кӗлтӑвӑр» (Иак. 5:16). w23.11 9 с., 7, 8 абз.
Юнкун, июнӗн 18-мӗшӗ
Шанчӑк сире савӑнӑҫ парса тӑтӑр (Рим 12:12).
Хамӑр кашни кун тӑвакан йышӑнусенчен ҫирӗп ӗненни курӑнса тӑмалла. Сӑмахран, пирӗн туссемпе, вӑйӑ-кулӑпа, пӗлу илессипе, мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа, ачасемпе тата ӗҫпе ҫыхӑннӑ йышӑнусем тумалла. Ҫавӑнпа хамӑртан ҫапла ыйтсан лайӑх пулать: «Хам тунӑ йышӑнусенчен эпӗ ҫак тӗнче пӗтессине тата кӗҫех ҫӗнӗ тӗнче килессине хытӑ ӗненни курӑнать-и? Е эпӗ кам этемлӗхӗн пуласлӑх ҫук тесе, паянхи кунпа ҫеҫ пурӑнмалла тесе шутлать, ҫав ҫынсем пек пурӑнатӑп?» (Матф. 6:19, 20; Лука 12:16—21). Кӗҫех ҫӗнӗ тӗнче килесси пирки пӗртте иккӗленместпӗр пулсан, эпир чи тӗрӗс йышӑнусем тӑвӑпӑр. Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та ҫирӗп ӗненӳ кирлӗ. Хӗсӗрленине, вӑраха кайнӑ чире е урӑх йывӑрлӑхсене пула пирӗн ал усӑнма пултарать. Тен, малтанах эпир хамӑр йывӑрлӑха чӑтса ирттерме пултараятпӑр тесе шутлатпӑр. Анчах та йывӑрлӑх нумайлӑха тӑсӑлчӗ пулсан, кун пекки вара час-часах пулать, пӗтӗмпех чӑтса ирттерес тесен тата малалла та Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлес тесен пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулмалла (1 Пётр 1:6, 7). w23.04 27 с., 4, 5 абз.
Кӗҫнерникун, июнӗн 19-мӗшӗ
Пӗрмаях кӗлтӑвӑр (1 Фес. 5:17).
Иегова пирӗнтен хамӑр кӗлӗсемпе килӗшӳллӗн хамӑра тытасса кӗтет. Калӑпӑр, арҫын тӑван регион конгресне каяс тесе ӗҫрен ыйтса каясшӑн. Ҫавӑнпа вӑл Иеговӑран кӗлӗре пулӑшу ыйтать. Иегова унӑн кӗлли ҫине мӗнле хуравлӗ? Вӑл арҫын тӑвана начальникпа калаҫмашкӑн хӑюлӑх пама пултарать. Ҫав-ҫавах арҫын тӑванӑн хӑйӗн кайса калаҫмалла. Тен, ӑна яма тӳрех килӗшмесен те пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та унӑн темиҫе хутчен те кайса калаҫма тивӗ. Е унӑн урӑх кун тухса ӗҫлемелле е тӳлевсӗр отпуск та илмелле пулӗ. Иегова пирӗнтен ҫине тӑрсах кӗлтӑвасса кӗтет. Иисус каланӑ тӑрӑх, Иегова кӗлӗсем ҫине тӳрех хуравламасан та пултарать (Лука 11:9). Ҫавӑнпа та ан парӑнӑр, кӗлтусах тӑрӑр (Лука 18:1—7). Ҫапла туса эсир Иеговӑна хӑвӑр мӗн ыйтни хӑвӑра чӑнах та кирлӗ пулнине кӑтартатӑр. Унсӑр пуҫне, Иегова эсир вӑл хӑвӑра пулӑшассине ӗненнине курӗ. w23.11 22 с., 10, 11 абз.
Эрнекун, июнӗн 20-мӗшӗ
Шанчӑк... намӑса хӑвармасть (Рим 5:5).
Иегова хӑйӗн тусне, Авраама, унӑн тӑхӑмӗ урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ тесе сӑмах панӑ (Пулт. 15:5; 22:18). Хытӑ ӗненнине пула Авраам Иегова хӑй панӑ сӑмаха пурнӑҫласси пирки иккӗленмен. Анчах та вӑхӑт шуса пынӑ, Авраам 100 ҫула, арӑмӗ 90-на ҫитнӗ, ывӑл вара вӗсен пулман-ха (Пулт. 21:1—7). Апла пулин те, Библире «вӑл пурпӗр шаннӑ тата хӑй нумай халӑхӑн ашшӗ пуласса ӗненнӗ» тенӗ (Рим 4:18). Эсир пӗлетӗр, Авраам мӗне шанса тӑни пурнӑҫланнӑ: унӑн чылай кӗтнӗ ывӑл, Исаак, ҫуралнӑ. Мӗне пула Авраам Турӑ хӑй панӑ сӑмаха пурнӑҫласса шанса тӑнӑ? Авраам Иеговӑна лайӑх пӗлнӗ, ҫавӑнпа та Турӑ хӑй панӑ сӑмаха тытасси пирки иккӗленмен (Рим 4:21). Авраам Иеговӑна хытӑ ӗненнӗшӗн Иегова ӑна ырланӑ тата ун пирки тӳрӗ ҫын тенӗ (Иак. 2:23). w23.12 8 с., 1, 2 абз.
Шӑматкун, июнӗн 21-мӗшӗ
Сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑкли нумаййи тӗлӗшӗнчен те шанчӑклӑ, сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑксӑрри нумаййи тӗлӗшӗнчен те шанчӑксӑр (Лука 16:10).
Шанӑҫа тивӗҫлӗ арҫын тӑван хӑйӗн пур тивӗҫне те тӑрӑшса тӑвать. Ҫак тӗлӗшрен Иисус чи лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл Иегова шанса панӑ ӗҫсем ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхман, йывӑр пулнӑ пулсан та вӗсене пурне те туса ҫитернӗ. Иисус ҫынсене, уйрӑмах хӑйӗн вӗренекенӗсене, юратнӑ, вӗсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне те панӑ (Иоанн 13:1). Унран тӗслӗх илсе хӑвна шанса панӑ кашни ӗҫе чуна парса туса тӑр. Ӑна мӗнле тумаллине пӗлместӗн пулсан вара, хӑвна кӗҫӗне хурса опытлӑрах тӑвансенчен пулӑшу ыйт. Ӗҫе тӑвасса та, хӑвӑнтан хӑпчӑр тесе ан ту, ыйтнинчен ытларах тума хатӗр пул (Рим 12:11). «Кирек мӗн тунӑ чухне те, ҫавна ҫыншӑн тунӑ пек мар, Иеговӑшӑн тунӑ пек» ту тата пуҫланӑ ӗҫе туса ҫитер (Кол. 3:23). Паллах, сан ҫитменлӗхсем пур, ҫавӑнпа та сӑпайлӑ пул тата хӑв йӑнӑшсем тунине йышӑн (Ытар. 11:2). w23.12 26 с., 8 абз.
Вырсарникун, июнӗн 22-мӗшӗ
Ҫӳлхуҫана шанакан ҫын пиллӗхлӗ (Иер. 17:7).
Шыва кӗрсе Иеговӑн ҫемйинчи ҫын пулса тӑрсан эпир питӗ хӗпӗртетпӗр. Туррӑн тусӗ пуласси — пысӑк чыс. Эпир Давид туйнинех туятпӑр, вӑл Иеговӑна ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн картишӳнте пурӑнмашкӑн суйласа илнӗ, Хӑв патна ҫывӑхартнӑ ҫын телейлӗ» (Пс. 64:5). Иегова хӑйӗн картишне кама чӗнет? Кам Турӑпа ҫывӑхланасшӑн, Турӑ ҫав ҫынпа ҫывӑхланать (Иак. 4:8). Хӑвӑра Иеговӑна халалласа шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Турӑ сире «иксӗлми пиллӗх» парасси пирки ан иккӗленӗр (Мал. 3:10; Иер. 17:8). Шыва кӗни — пуҫламӑшӗ кӑна-ха. Пирӗн хамӑра Иеговӑна халалланипе килӗшӳллӗн пурӑнма тата кирек мӗнле йывӑрлӑх е илӗртӳ сиксе тухсан та ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла (Еккл. 5:3, 4). Христосӑн вӗренекенӗ пулнӑ май пирӗн ун йӗрӗпе май ҫитнӗ таран тӗрӗсрех пымалла тата унӑн заповечӗсене тытса тӑмалла (Матф. 28:19, 20; 1 Пётр 2:21). w24.03 8 с., 1—3 абз.
Тунтикун, июнӗн 23-мӗшӗ
Этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ (Пулт. 2:24).
Сире, тен, мӑшӑрпа пӗрле вӑхӑта ирттерме килӗшмесен те пултарать. Ун пек чухне мӗн тума пулать? Кӑвайт ҫинчен шутласа илер. Чӗртсе ярсанах вӑл хытӑ ҫунмасть. Малтанах унта турпас хураҫҫӗ, кайран тин пуленкесем пӑрахаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех эсир малтанлӑха кашни кун кӑштахшар вӑхӑт пӗрле ирттерме тӑрӑшӑр. Хӑвӑра иксӗре те килӗшекеннине тӑвӑр (Иак. 3:18). Ҫапла туса эсир хӑвӑр юратӑва каллех чӗртсе яма пултаратӑр. Хисеплени мӑшӑрлӑ пурнӑҫра питӗ кирлӗ. Ӑна кӑвайта ҫунма пулӑшакан сывлӑшпа танлаштарма пулать. Сывлӑш пулмасан кӑвайт часах сӳнсе ларать. Юрату та, упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне хисеплемесен, хӑвӑртах сӳнме пултарать. Вӗсем пӗр-пӗрне хисеплеме тӑрӑшаҫҫӗ пулсан вара, хӑйсен юратӑвне сӳнме памӗҫ. Ҫакна та асра тытӑр: эсир, тен, мӑшӑра хисепленине кӑтартатӑп тесе шутлатӑр, анчах та унӑн ҫавна туйса тӑмалла. w23.05 22 с., 9 абз.; 24 с., 14, 15 абз.
Ытларикун, июнӗн 24-мӗшӗ
Чӗремре хӗн-асап хушӑнса пынӑ чухне Эсӗ лӑплантарнипе манӑн чунӑм канать (Пс. 93:19).
Библире Туррӑн сехӗрленсе ӳкнӗ авалхи ӗҫлекенӗсен сӑмахӗсене ҫырса панӑ. Сӑмахран, вӗсем хӑйсене тӑшманӗсем хӗсӗрленӗ чухне питӗ хӑранӑ (Пс. 17:5; 54:2, 6). Пире те пӗрле вӗренекенсем, пӗрле ӗҫлекенсем, килтисем е влаҫсем хирӗҫ тӑма пултараҫҫӗ. Е эпир хӑрушӑ чирпе чирлесе кайма пултаратпӑр. Ҫавӑн пек чухне эпир хамӑра пӗчӗк ача евӗр туйма, ним тума пӗлмесӗр аптраса ӳкме пултаратпӑр. Иегова ун пек чухне пире мӗнле пулӑшать? Вӑл пире лӑплантарать тата йӑпатать. Ҫавӑнпа Иеговӑпа вӑхӑта ирттерӗр. Тӑтӑшах ӑна кӗлтӑвӑр тата унӑн Сӑмахне вулӑр (Пс. 76:2, 13—15). Сирӗн ҫавӑн пек йӑла пур пулсан, ҫивӗч лару-тӑрура эсир тӳрех хӑвӑр ҫӳлти Аҫӑртан пулӑшу ыйтатӑр пулӗ. Хӑвӑр мӗн пирки пӑшӑрханнине, мӗнрен хӑранине — веҫех Иеговӑна каласа парӑр. Кайран вӑл хӑвӑра Библи урлӑ мӗн каланине итлӗр. Вара вӑл хӑвӑра лӑплантарнине туйса илетӗр (Пс. 118:28). w24.01 24—25 с., 14—16 абз.
Юнкун, июнӗн 25-мӗшӗ
Турӑ... сире ҫирӗплетсе тӑрать, хӑйне юрӑхлине тума сире кӑмӑл та, вӑй та парать (Флп. 2:13).
Сӑваплӑ ӗҫре лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлас тесен пирӗн ҫавна тумашкӑн ҫунса тӑмалла. Ҫыннӑн вӑйлӑ кӑмӑл пур пулсан, вӑл хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫламашкӑн пӗтӗм вӑйне хурӗ. Тӗллеве пурнӑҫлама кӑмӑл вӑйлӑ пулсан, эпир ӑна пурнӑҫлатпӑрах пулӗ. Кӑмӑла аталантарас тесен мӗн тумалла-ши? Ҫакӑн ҫинчен кӗлтӑвӑр. Иегова святой сывлӑш парса тӗллеве пурнӑҫламашкӑн кӑмӑл пама пултарать. Хӑш чухне эпир тӗллев лартасса та ҫавна туни тӗрӗс пулнӑран тӗллев лартатпӑр. Паллах, ҫакӑ лайӑх. Анчах та пирӗн ҫав тӗллеве пурнӑҫлама кӑмӑл пулмасан та пултарать. Иегова хӑвӑршӑн мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшлӑр (Пс. 142:5). Павел апостол хӑйне Иегова виҫесӗр ырӑлӑх кӑтартни ҫинчен шухӑшланӑ. Ҫакӑ ӑна Турӑшӑн ытларах тума хавхалантарнӑ (1 Кор. 15:9, 10; 1 Тим. 1:12—14). Иегова хӑвӑршӑн мӗн-мӗн туни ҫинчен ытларах шухӑшланӑ май сирӗн тӗллеве пурнӑҫлас кӑмӑл вӑйлансах пырӗ (Пс. 115:3). w23.05 27 с., 3—5 абз.
Кӗҫнерникун, июнӗн 26-мӗшӗ
Ҫӳлхуҫа ятне мухтӑр (Пс. 112:1).
Эпир ҫӳлти Аттене мухтани ӑна савӑнтарать (Пс. 118:108). Ҫапах та пурне те тума пултаракан Турӑ, ҫылӑхлӑ этем пекех, хӑйне ыттисем мухтанисӗр тата юратни пирки шантарнисӗр пурӑнаймасть теме пулать-и? Ҫук. Хамӑр ҫӳлти Аттене мухтанӑ чухне эпир пирӗн пирки каланӑ суяна та сирсе яратпӑр. Шуйттан пӗр ҫын та Иеговӑна чунтан парӑнса унӑн ырӑ ятне хӳтӗлемӗ тет. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кашни ҫынах Турӑшӑн ӗҫлеменни лайӑхрах пулать тесе шутласа Турӑшӑн ӗҫлеме пӑрахма пултарать (Иов 1:9—11; 2:4). Анчах та Иов Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнипе Шуйттан суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Эпир Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе унӑн ятне хӳтӗлеме тата ӑна савӑнтарма пултаратпӑр (Ытар. 27:11). Ҫакӑ пирӗншӗн пысӑк чыс! w24.02 8—9 с., 3—5 абз.
Эрнекун, июнӗн 27-мӗшӗ
Унӑн пророкӗсене ӗненӗр, вара сире ӑнӑҫу пулӗ (2 Ҫулс. 20:20).
Моисейпе Иисус Навин вилнӗ хыҫҫӑн Иегова хӑйӗн халӑхне ертсе пымашкӑн судьясем лартнӑ. Патшасем вӑхӑтӗнче вара вӑл хушусене пророксем урлӑ панӑ. Турра шанчӑклӑ патшасем пророксене итленӗ. Тӗслӗхрен, Давид патша хӑйне кӗҫӗне хурса Нафан пророк мӗн каланине итленӗ (2 Пат. 12:7, 13; 1 Ҫул. 17:3, 4). Иосафат патша Иозиил пророка шаннӑ тата Иудея ҫыннисене Туррӑн пророкӗсене ӗненме хавхалантарнӑ (2 Ҫул. 20:14, 15). Езекия патша инкеке лексен Исаия пророкран пулӑшу ыйтнӑ (Ис. 37:1—6). Патшасем Иегова мӗн хушнине тунӑ чухне вӑл хӑйӗн халӑхне пилленӗ тата хӳтӗленӗ (2 Ҫул. 20:29, 30; 32:22). Иегова хӑйӗн халӑхне пророксем урлӑ ертсе пыни уҫҫӑн курӑннӑ. w24.02 21 с., 8 абз.
Шӑматкун, июнӗн 28-мӗшӗ
Вӗсемпе ан явӑҫӑр (Эф. 5:7).
Эпир Иеговӑна юратман ҫынсемпе хутшӑнсан Шуйттан ҫав тери савӑнӗччӗ, мӗншӗн тесен ун чухне пире Библири нормӑсемпе килӗшӳллӗн пурӑнма йывӑртарах пулӗччӗ. Пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла, мӗншӗн тесен халӗ ҫынсем тӗл пулса кӑна мар, социаллӑ сетьсенче те хутшӑнаҫҫӗ. Ҫак тӗнче пире хӑйӗн пӑсӑк нормисем тӑрӑх пурӑнтарасшӑн. Анчах та пире улталаймастӑн (Эф. 4:19, 20). Хӑвӑра хӳтӗлес тесе ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: «Эпӗ пӗрле ӗҫлекенсемпе, пӗрле вӗренекенсемпе тата Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнман ытти ҫынсемпе май килнӗ таран сахалрах хутшӑнма тӑрӑшатӑп-и? Ман пирки фанатик тесен те эпӗ Иеговӑн нормисене ҫирӗп тытса тӑратӑп-и?» Христиансен пухӑвӗнче туссене суйланӑ чухне те пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла. Шӑп ҫакӑн ҫинчен Павел апостол 2 Тимофей 2:20—22 сӑвӑ йӗркисенче ҫырнӑ. Эпир Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантаракан ҫынсемпе мар, уншӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма хавхалантаракан ҫынсемпе туслашасшӑн. w24.03 22—23 с., 11, 12 абз.
Вырсарникун, июнӗн 29-мӗшӗ
Иегова ҫепӗҫҫӗн юратакан... Турӑ (Иак. 5:11).
Эсир хӑҫан та пулин Иеговӑн сӑнарне куҫ умне кӑларса тӑратнӑ-и? Эпир Турра курмастпӑр пулин те, Библире ун пирки нумай ҫырса панӑ. Сӑмахран, унта Иегова пирки «хӗвел те, хӳтлӗх те» тата «пӗтӗмпех пӗтерекен вут-ҫулӑм» тенӗ (Пс. 83:12; Евр. 12:29). Иезекииль курнӑ курӑнура Турӑ сапфиртан тунӑ патша пуканӗ ҫинче ларать, ун тавра хаклӑ йышши металл тата темскер асамат кӗперӗ евӗрлӗскерӗ ялкӑшса тӑрать (Иез. 1:26—28). Иеговӑна курманран вӑл хамӑра юратнине ӗненме йывӑр пулма пултарать. Хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем Турӑ юратӑвне тивӗҫлӗ мар тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсене юратнине нихӑҫан та туйса курман. Иегова ҫав ҫынсем мӗн туйнине лайӑх ӑнланать, вӗсене хӑйне шанма йывӑр пулма пултарнине пӗлет. Ҫавӑнпа хӑйӗнпе ҫывӑхланма пулӑшас тесе Библи урлӑ хӑй ырӑ та юратакан Турӑ пулнине уҫса парать. Иеговӑна чи лайӑх майпа сӑнласа паракан сӑмах вӑл — юрату (1 Иоанн 4:8). Юрату унӑн пур ӗҫӗнчен те курӑнать. Унӑн юратӑвӗ ҫав тери пысӑк пулнӑран вӑл хӑйне юратман ҫынсене те юратать (Матф. 5:44, 45). w24.01 26 с., 1—3 абз.
Тунтикун, июнӗн 30-мӗшӗ
Вӗсемпе Вӑл пӗлӗт юпа ӑшӗнчен калаҫнӑ (Пс. 98:7).
Иегова Моисея израильтянсене Египетран илсе тухма хушнӑ. Хӑй Моисей урлӑ ертсе пыни пирки халӑхӑн иккӗленӳсем ан пулччӑр тесе вӑл «кӑнтӑрла пӗлӗт юпа ӑшӗнче, ҫӗрле вут юпа ӑшӗнче ҫутатса пынӑ» (Тух. 13:21). Моисей ҫав юпа хыҫҫӑн кайнӑ, вара вӑл та, израильтянсем те Хӗрлӗ тинӗс патне тухнӑ. Анчах та халӑх хӑраса ӳкнӗ, мӗншӗн тесен вӗсене капкӑна лекнӗн туйӑннӑ: умра тинӗс пулнӑ, хыҫран вара Египет ҫарӗ хӑваланӑ. Ҫакӑ вара йӑнӑш пулман. Иегова Моисей халӑха шӑп ҫав вырӑна илсе килтӗр тенӗ (Тух. 14:2). Кайран вара Иегова израильтянсене тӗлӗнмелле майпа ҫӑлнӑ (Тух. 14:26—28). Иегова хӑйӗн халӑхне пушхирте тепӗр 40 ҫул хушши пӗлӗт юпапа усӑ курса ертсе пыни пирки Моисей иккӗленмен (Тух. 33:7, 9, 10). Иегова Моисейпа ҫав пӗлӗт юпа ӑшӗнчен калаҫнӑ, лешӗ вара Иеговӑн хушӑвӗсене халӑха пӗлтернӗ. Израильтянсем Иегова хӑйсене Моисей урлӑ ертсе пынине уҫҫӑн курнӑ. w24.02 21 с., 4, 5 абз.