Август
Эрнекун, августӑн 1-мӗшӗ
Тӳрӗ ҫыннӑн хӗн-асап нумай, Ҫӳлхуҫа ӑна пуринчен те хӑтарӗ (Пс. 33:20).
Ҫак псаломри икӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ шухӑша палӑртар: 1) тӳрӗ ҫынсем те йывӑрлӑхсем тӳсеҫҫӗ; 2) Иегова пире йывӑрлӑхсенчен хӑтарать. Вӑл ҫакна мӗнле тӑвать? Иегова пире ҫак тӗнчере пурӑннӑ май йывӑрлӑхсем пулаҫҫех тесе асӑрхаттарать. Вӑл хӑйӗншӗн ӗҫлени пире савӑнӑҫ кӳрӗ тесе сӑмах парать пулин те, пирӗн пурнӑҫ хальхи вӑхӑтра хуйхӑ-суйхӑсӑр пулӗ тесе каламасть (Ис. 66:14). Вӑл пире пуласлӑх ҫинчен шухӑшлама хавхалантарать. Ҫӗнӗ тӗнчере эпир ӗмӗр-ӗмӗр чӑннипех те телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнӑпӑр вӗт (2 Кор. 4:16—18). Халӗ вара Иегова пире кашни кун парӑнмасӑр малалла та хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑма вӑй парса тӑрать (Хӳхл. 3:22—24). Иеговӑн ӗлӗк-авал пурӑннӑ тата хальхи вӑхӑтри шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫине те кӗтмен ҫӗртен йывӑрлӑхсем йӑтӑнса анма пултараҫҫӗ. Апла пулин те, ҫын Иегова ҫине шанать пулсан, Турӑ ӑна пулӑшма май тупатех (Пс. 54:23). w23.04 14—15 с., 3, 4 абз.
Шӑматкун, августӑн 2-мӗшӗ
Аслӑ влаҫа пӑхӑнса тӑ[рӑр] (Рим 13:1).
Иосифпа Мария питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӗсем влаҫра ларакансене пӑхӑнма йывӑр пулнӑ чухне те вӗсене итленӗ (Лука 2:1—6). Мария тӑххӑрмӗш уйӑх хырӑмпа пулнӑ чухне вӗсен Иосифпа иккӗшӗн ҫӑмӑл мар йышӑну тумалла пулнӑ. Август император Рим империйӗн халӑхӗн йышне ҫырса тухма хушнӑ, вара ҫырӑнмашкӑн кашнийӗн хӑй ҫуралнӑ хулине каймалла пулнӑ. Ҫавӑнпа та Иосифпа Марийӑн Вифлеема сӑртлӑ-туллӑ ҫулпа 150 ҫухрӑма яхӑн каймалла пулнӑ. Уйрӑмах Марийӑна ҫул ҫинче йывӑр килнӗ пулӗччӗ. Ӑна тата ҫуралман ачана сиен пулмӗ-и? Мария ҫул ҫинче ҫуратма пуҫласан вара, мӗн тумалла? Пулас Мессия пурнӑҫӗ вӗсенчен килнӗ вӗт! Вӗсем ҫакна веҫех шута илсе аслӑ влаҫа итлемесен те юрать тесе шутланӑ-и? Иосифпа Мария пӑшӑрханнӑ пулин те, ҫав-ҫавах закона пӑхӑннӑ. Иегова вӗсене ҫавӑншӑн пилленӗ. Иосифпа Мария Вифлеема тӗрӗс-тӗкелех ҫитнӗ. Мария сып-сывӑ ача ҫуратнӑ, ӑна пула пророкла калани те пурнӑҫланнӑ (Мих. 5:2). w23.10 8 с., 9 абз.; 9 с., 11, 12 абз.
Вырсарникун, августӑн 3-мӗшӗ
Пӗр-пӗрне хавхалантар[ӑр] (Евр. 10:25).
Пухура комментари памалли ҫинчен шухӑшласанах эсир пӑлханса ӳкетӗр пулсан, мӗн тума пулать? Лайӑх хатӗрленӗр (Ытар. 21:5). Материала мӗн чухлӗ лайӑхрах пӗлетӗр, ҫавӑн чухлӗ хӑюллӑрах алӑ тӑрататӑр. Унсӑр пуҫне, кӗскен хуравлама тӑрӑшӑр, вара сирӗн хумханма та вӑхӑт сахал юлӗ (Ытар. 15:23; 17:27). Кӗскен тата хӑвӑр сӑмахсемпе хуравланинчен эсир лайӑх хатӗрленни тата материала ӑнланни курӑнать. Эсир ҫак канашсемпе усӑ куртӑр пулсан та пӑлханма пӑрахмастӑр пулсан тата пӗр-икӗ комментарирен ытларах хуравлама хӑюлӑх ҫитерейместӗр пулсан, мӗн тумалла? Иегова эсир чун-чӗререн тӑрӑшнине хакласси пирки ан иккӗленӗр (Лука 21:1—4). Вӑл сирӗнтен хӑвӑр тума пултарнинчен ытларах тума ыйтмасть (Флп. 4:5). Хӑвӑр мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ҫавна шута илсе тӗллев лартӑр тата лӑпкӑ пулас тесе кӗлтӑвӑр. Тен, малтанлӑха пӗр кӗске комментари пама тӗллев лартма пулать. w23.04 21 с., 6—8 абз.
Тунтикун, августӑн 4-мӗшӗ
Ӗненӳпе юратӑвӑн кӑкӑрлӑхне тӑхӑнар, ҫӑлӑнас шанчӑка та шлем пек тӑхӑнар (1 Фес. 5:8).
Павел апостол пире вӑрҫӑ хатӗрӗсем тӑхӑннӑ тата ялан сыхӑ тӑракан ҫар ҫыннисемпе танлаштарнӑ. Ҫар ҫыннин кирек хӑш самантра та хатӗр тӑмалла. Пирӗн пирки те ҫавнах калама пулать. Эпир ӗненӳпе юратӑвӑн кӑкӑрлӑхне тата шанчӑка шлем пек тӑхӑнсан, Иеговӑн кунне хатӗр пулӑпӑр. Кӑкӑрлӑх ҫар ҫыннин чӗрине хӳтӗленӗ. Ӗненӳпе юрату вара пирӗн сӑнарлӑ чӗрене хӳтӗлеҫҫӗ. Вӗсем пире малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма тата Иисус хыҫҫӑн пыма пулӑшаҫҫӗ. Пирӗн ӗненӳ пур пулсан, эпир Иегова хӑйне пӗтӗм чун-чӗререн шыракансене пиллесси пирки иккӗленмӗпӗр (Евр. 11:6). Ӗненӳ пире йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан та хамӑр Ертӳҫе, Иисуса, шанчӑклӑ тӑрса юлма хавхалантарӗ. Тата вӑл пире пурнӑҫри йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшӗ. Эпир хӗсӗрленине е укҫа-тенкӗ ҫитменнипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ тӑвансенчен ӗненӳ кӑтартма вӗренме пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, ҫирӗп ӗненӳ пире пуяссишӗн ҫунасран сыхлӗ. Ҫак тӗлӗшрен пире Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне малти вырӑна хурас тесе хӑйсен пурнӑҫне ансатлатнӑ тӑвансен тӗслӗхӗсем пулӑшма пултараҫҫӗ. w23.06 10 с., 8, 9 абз.
Ытларикун, августӑн 5-мӗшӗ
Ҫумӑр пӗлӗчӗсем ҫине пӑхаканӗ вырса илеймӗ (Еккл. 11:4).
Чаруллӑ ҫын хӑйӗн шухӑшӗсемпе ӗҫӗсене тытса чарма пултарать. Чарулӑх пире хамӑр тӗллеве пурнӑҫлама, уйрӑмах ҫавна тума ҫӑмӑл мар е кӑмӑл ҫук пулсан, пулӑшать. Ан манӑр: ҫак ен святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрет. Ҫавӑнпа та ҫак питӗ кирлӗ лайӑх ене аталантарас тесе Иеговӑран кӗлӗре святой сывлӑш ыйтӑр (Лука 11:13; Гал. 5:22, 23). Хӑвӑр валли меллӗ вӑхӑт ҫитессе ан кӗтӗр. Ҫак тӗнчере вӑл ҫитмесен те пултарать. Меллӗ вӑхӑта кӗтсе ларсан эпир хамӑр тӗллеве нихӑҫан та пурнӑҫламӑпӑр пулӗ. Тӗллеве пурнӑҫлама ытла та йывӑр пек туйӑнсан, вӑй хурас кӑмӑл ҫухалма пултарать. Сирӗн пирки те ҫавнах калама пулать пулсан, хӑвӑрӑн тӗллеве пӗчӗк тӗллевсем ҫине пайлама пултаратӑр-и? Эсир пӗр-пӗр лайӑх ене аталантарма тӗллев лартрӑр пулсан, мӗншӗн-ха ӑна малтан пӗчӗк ӗҫсенче кӑтартма пуҫлас мар? Е сирӗн Библие пӗтӗмпех вуласа тухма тӗллев пур пулсан, малтанлӑха кӑштахшарӑн вулама пултаратӑр-и? w23.05 29 с., 11—13 абз.
Юнкун, августӑн 6-мӗшӗ
Тӳрӗ ҫынсенӗн сукмакӗ — шуҫӑм ҫути пек, кун тулса пынӑҫемӗн вӑл ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать (Ытар. 4:18).
Иегова пире «сӑваплӑ ҫул» ҫинче тӑрса юлма пулӑшас тесе ҫак юлашки кунсенче хӑйӗн организацийӗ урлӑ сӑнарлӑ апат парсах тӑрать (Ис. 35:8; 48:17; 60:17). Ҫын Библи вӗренме килӗшсен унӑн «сӑваплӑ ҫул» ҫине тӑма май уҫӑлать теме пулать. Хӑш-пӗрисем ҫак ҫулпа пӗр вӑхӑт хушши пыраҫҫӗ те кайран пӑрӑнса каяҫҫӗ. Теприсем ҫав ҫулпа кирлӗ ҫӗре ҫитичченех утма ҫирӗп шут тытаҫҫӗ. Ҫак ҫул ӑҫта илсе ҫитерет-ши? Пӗлӗтре пурӑнма шанакансене «сӑваплӑ ҫул» тӳпене, «Туррӑн райне», илсе каять (Ӳлӗм. 2:7). Ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансем вара ҫак ҫулпа утса Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ хыҫҫӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ. Эсир ҫак ҫулпа пыратӑр пулсан, каялла ҫаврӑнса ан пӑхӑр тата кирлӗ ҫӗре, ҫӗнӗ тӗнчене, ҫитичченех ҫак ҫулпа пырӑр. w23.05 17 с., 15, 16 абз.; 19 с., 17, 18 абз.
Кӗҫнерникун, августӑн 7-мӗшӗ
Эпир юрататпӑр, мӗншӗн тесен чи малтан вӑл пире юратнӑ (1 Иоанн 4:19).
Иегова хӑвӑршӑн мӗн лайӑххине туни ҫинчен шухӑшлатӑр пулсан, хаваспах хӑвӑра ӑна халаллатӑр, ҫак кӑмӑл-туйӑм хӑйне хӑех ҫуралӗ (Пс. 115:3—5). Библире Иегова пирки «ырӑ та паха парнесем» паракан Атте тесе каланӑ (Иак. 1:17). Ҫак парнесенчен чи хакли — унӑн Ывӑлӗн, Иисусӑн, каҫарттаракан парни. Шутласа пӑхӑр-ха, каҫарттаракан парне сире Туррӑн ҫывӑх тусӗсем пулма тата пуласлӑхра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май парать (1 Иоанн 4:9, 10). Хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалласан, эсир ҫак тата ытти чаплӑ парнесемшӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартатӑр (Сак. аст. 16:17; 2 Кор. 5:15). w24.03 5 с., 8 абз.
Эрнекун, августӑн 8-мӗшӗ
Тӳрӗ ҫулпа ҫӳрекенни Ҫӳлхуҫаран хӑрать (Ытар. 14:2).
Хальхи вӑхӑтри ҫынсем ирсӗрленсех пыраҫҫӗ. Ҫавна курса эпир тӳрӗ Лот мӗн туйнинех туятпӑр. Вӑл «усал ҫынсем хӑйсене намӑссӑрла тытнине пула халтан» кайнӑ, мӗншӗн тесен Лот Турӑ ҫавӑн пек ӗҫсене курайманнине пӗлнӗ (2 Пётр 2:7, 8). Вӑл Турӑран хӑранӑ тата ӑна юратнӑ. Ҫавӑнпа таврари ҫынсем пек хӑйне тытман. Эпир те Иеговӑн нормисене хисеплесех кайман е ним вырӑнне те хуман ҫынсем хушшинче пурӑнатпӑр. Апла пулин те, эпир Турра юратсан тата унран хӑраса пурӑнма вӗренсен, нравственность тӗлӗшӗнчен таса пулма пултаратпӑр. Хамӑра тӗрӗс тытма пулӑшас тесе Иегова пире Ытарӑшсен кӗнекине панӑ. Унти ӑслӑ канашсем ҫинчен шухӑшлани пур христианина та — арҫынсене те, хӗрарӑмсене те, ҫамрӑккисене те, ваттисене те — усӑ парӗ. Иеговӑран хӑратпӑр пулсан, эпир усал ӗҫсем туса пурӑнакан ҫынсемпе туслашмастпӑр. w23.06 20 с., 1, 2 абз.; 21 с., 5 абз.
Шӑматкун, августӑн 9-мӗшӗ
Кам ман хыҫҫӑн пырасшӑн, ҫавӑ хӑйӗншӗн пурӑнма пӑрахтӑр та кунран-кун хӑйӗн асап юпине йӑтса ман хыҫҫӑн пытӑр (Лука 9:23).
Тен, сире тӑван-хурӑнташсем хӗсӗрлеҫҫӗ. Е, тен, Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне малти вырӑна хурас тесе эсир пурнӑҫа ансатлатрӑр (Матф. 6:33). Ҫапла пулсан, ан иккӗленӗр: Иегова эсир хӑйӗншӗн мӗн тунине асӑрхать (Евр. 6:10). Иисусӑн ҫак сӑмахӗсем тӗрӗс пулнине эсир хӑвӑр ҫинче туйса илнӗ пулӗ: «Кам маншӑн тата ырӑ хыпаршӑн кил-ҫуртне е пиччӗш-шӑллӗне, е аппӑш-йӑмӑкне, е амӑшне, е ашшӗне, е ачисене, е уй-хирне хӑварнӑ, ҫавӑ халех, ҫак вӑхӑтрах, хӗсӗрленӗ хушӑрах кил-ҫуртне, пиччӗш-шӑллӗне, аппӑш-йӑмӑкне, амӑшне, ачисене тата уй-хирне 100 хут ытларах илӗ, пуласлӑхра вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗ» (Марк 10:29, 30). Иегова хӑвӑрӑн хӑварма тивнинчен те чылай ытларах парать (Пс. 36:4). w24.03 9 с., 5 абз.
Вырсарникун, августӑн 10-мӗшӗ
Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать, инкекре вара, тӑван пек, вӑхӑтра килсе ҫитет (Ытар. 17:17).
Иудейӑра хаяр выҫлӑх пуҫлансан Антиохи хулинчи христиансем «харпӑр хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран, Иудейӑри тӑвансене пулӑшма шут тытнӑ» (Ап. ӗҫ. 11:27—30). Иудея инҫе пулнӑ пулин те Антиохири тӑвансем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсене питӗ пулӑшасшӑн пулнӑ (1 Иоанн 3:17, 18). Эпир те ҫутҫанталӑк инкекӗсене е урӑх сӑлтавсене пула инкек куракан тӑвансене хӗрхенсе пулӑшма пултаратпӑр. Сӑмахран, инкек сиксе тухнӑ хыҫҫӑн эпир тӳрех хамӑр пулӑшма хатӗр тесе старейшинӑсене пӗлтеретпӗр, пӗтӗм тӗнчери ӗҫ-хӗл валли укҫа-тенкӗ паратпӑр е хӗн курнӑ тӑвансемшӗн кӗлтӑватпӑр. Тен, тӑвансен пурӑнмалӑх мӗн кирли те ҫук. Кӗҫех пирӗн Патша, Иисус Христос, Турӑ ҫак тӗнче пирки йышӑннӑ приговора пурнӑҫлама килӗ. Вӑл эпир ҫав вӑхӑтра тӑвансене хӗрхеннине курсан пире: «Патшалӑха еткерлӗхе илӗр», — тесе калӗ (Матф. 25:34—40). w23.07 4 с., 9, 10 абз.; 6 с., 12 абз.
Тунтикун, августӑн 11-мӗшӗ
Эсир хӑвӑрӑнни ҫинче ҫеҫ тӑманнине пурте курса тӑччӑр (Флп. 4:5).
Иисус, Ашшӗ пекех, хӑйӗнни ҫинче тӑман. Иегова ӑна ҫӗр ҫине «Израиль халӑхӗн ҫухалнӑ» сурӑхӗсене ырӑ хыпар пӗлтермешкӗн янӑ. Анчах та ҫав хушӑва пурнӑҫланӑ май Иисус хӑйӗнни ҫинче тӑман. Пӗррехинче израильтянка пулман пӗр хӗрарӑм хӑйӗн хӗрне сыватмашкӑн Иисуса йӑлӑннӑ. Унӑн хӗрӗ демонсем ярса илнипе хытӑ асапланнӑ пулнӑ. Иисус ҫав хӗрарӑма хӗрхеннӗрен хӗрачана сыватнӑ (Матф. 15:21—28). Акӑ тепӗр тӗслӗх. Иисус апостолӗсене: «Кам... манран тунать, унран эпӗ те... тунӑп», — тенӗ (Матф. 10:33). Анчах та Пётр Иисуса пӗлместӗп тесе виҫӗ хутчен каланӑ пулин те, Иисус унран туннӑ-ши? Ҫук, мӗншӗн тесен вӑл апостол ӳкӗннине тата хытӑ ӗненнине курнӑ. Чӗрӗлсе тӑрсан Иисус Пётра курӑннӑ. Вӑл ӑна хӑй юратни тата каҫарни пирки шантарнӑ пулӗ (Лука 24:33, 34). Иегова та, Иисус та хӑйӗнни ҫинче тӑмаҫҫӗ. Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Иегова хамӑртан та ҫапла тӑвасса кӗтет. w23.07 21 с., 6, 7 абз.
Ытларикун, августӑн 12-мӗшӗ
Вилӗм... пулмӗ (Ӳлӗм. 21:4).
Иегова пӗтӗм ҫӗре рай тӑвассине мӗншӗн шанма юрать? Пӗрремӗшӗнчен, Иегова ҫавна тума хӑй сӑмах парать. Ӳлӗмхи кӗнекере ҫапла ҫырнӑ: «Престол ҫинче лараканӗ ҫапла каларӗ: „Акӑ эпӗ пӗтӗмпех ҫӗнӗ тӑватӑп!“». Иеговӑн хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама ӑслӑлӑх та, вӑй та, кӑмӑл та пур. Иккӗмӗшӗнчен, Иегова хӑйӗн сӑмахне тытасси пирки пӗртте иккӗленмест, ҫавӑнпа хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫланӑ пек калать. Вӑл «ҫак сӑмахсем шанӑҫа тивӗҫлӗ тата чӑн» тата «вӗсем пурнӑҫланчӗҫ!» тенӗ. Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иегова мӗн те пулин тума пуҫласан, ҫавна яланах туса ҫитерет. Вӑл: «Эпӗ Альфа тата Омега», — тет вӗт (Ӳлӗм. 21:6). Иегова Шуйттан суеҫӗ пулнине тата тем пек тӑрӑшсан та Иеговӑна хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама чӑрмантарма пултарайманнине ҫирӗплетсе парӗ. Енчен те ҫын: «Ҫакӑ юмах-халап ҫеҫ», — тет пулсан, ӑна Ӳлӗмхи 21:5, 6 сӑвӑ йӗркисене вуласа ӑнлантарса пама пулать. Иегова хӑй шутласа хунине пурнӑҫлассине ҫирӗплетсе панине кӑтартӑр. Вӑл ҫав сӑмахсем айӗнче хӑй ал пуснӑ теме пулать вӗт (Ис. 65:16). w23.11 7 с., 18, 19 абз.
Юнкун, августӑн 13-мӗшӗ
Санран Эпӗ аслӑ халӑх кӑларӑп (Пулт. 12:2).
Иегова Авраама ҫак сӑмахсене каланӑ чухне, Авраам 75 ҫулта пулнӑ тата унӑн ача пулман. Авраам Иегова сӑмах пани пурнӑҫланнине курнӑ-и? Пӗтӗмпех курман. Вӑл Евфрат юханшывӗ урлӑ каҫсан 25 ҫул иртсен тин унӑн ывӑл, Исаак, ҫуралнӑ. Ҫакӑ чӑннипех тӗлӗнмелле ӗҫ пулнӑ. Тепӗр 60 ҫул иртсен унӑн Исавпа Иаков мӑнуксем ҫуралнӑ (Евр. 6:15). Анчах та Авраам унӑн тӑхӑмӗ аслӑ халӑх пулса тӑнине тата Пама пулнӑ ҫӗрте пурӑнма пуҫланине курман. Ҫав-ҫавах вӑл мӗн виличченех Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем упраса хӑварнӑ (Иак. 2:23). Чӗрӗлсе тӑрсан вара Авраам хӑй ӗненнине тата тӳсӗмлӗ пулнине пула ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗхсем илнине пӗлӗ (Пулт. 22:18). Вӑл ун чухне ҫав тери савӑнӗ пулӗ! Авраампа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Иегова хӑй сӑмах панисене пӗтӗмпех пурнӑҫланине эпир, тен, вӑхӑт иртсен ҫеҫ курӑпӑр. Анчах та эпир, Авраам пекех, тӳсӗмлӗ пулсан ҫакна ҫирӗп шанса тӑма пултаратпӑр: Иегова пире халех пиллесе тӑрӗ, ҫӗнӗ тӗнчере вара эпир тата нумайрах пиллӗх илӗпӗр (Марк 10:29, 30). w23.08 24 с., 14 абз.
Кӗҫнерникун, августӑн 14-мӗшӗ
Ҫӳлхуҫана уяса пурӑннӑ чухне ӑна Турӑ пулӑшсах тӑнӑ (2 Ҫул. 26:5).
Ҫамрӑк чухне Озия патша хӑйне кӗҫӗне хунӑ тата Иеговӑран хӑраса пурӑннӑ. Вӑл 68 ҫулта вилнӗ. Иегова ӑна пурнӑҫӗ тӑршшӗпе тенӗ пекех пиллесе тӑнӑ (2 Ҫул. 26:1—4). Озия Иудейӑн нумай тӑшманне ҫӗнтернӗ тата Иерусалима хӳтӗлемешкӗн вӑй хунӑ (2 Ҫул. 26:6—15). Турӑ пулӑшнипе вӑл нумай ҫитӗнӳ тунӑ. Ҫавӑн ҫинчен шухӑшланӑ чухне вӑл питӗ савӑннӑ пулӗ (Еккл. 3:12, 13). Озия патша ыттисене хушусем парса тӑма хӑнӑхнӑ. Тен, ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн веҫех тума юрать тесе шутлама пуҫланӑ. Пӗррехинче Озия Иеговӑн храмне кӗрсе фимиам тӗтӗресшӗн пулнӑ. Патшасен вара ҫавна тума юраман (2 Ҫул. 26:16—18). Чи аслӑ священник Азария ӑна чарма тӑрсан, Озия хытӑ тарӑхса кайнӑ. Унччен Озия Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ, анчах та ҫак ӗҫе тунине пула Иегова ӑна ырлама пӑрахнӑ та ун ҫине тилҫе чирне янӑ (2 Ҫул. 26:19—21). Озия хӑйне кӗҫӗне хума пӑрахман пулсан, унӑн пурнӑҫӗ пачах урӑхла пулнӑ пулӗччӗ! w23.09 10 с., 9, 10 абз.
Эрнекун, августӑн 15-мӗшӗ
Вӑл ӳт кастарнисенчен хӑраса урӑх халӑх ҫыннисемпе апат ҫиме пӑрахрӗ, вӗсенчен пӑрӑнса ҫӳреме пуҫларӗ (Гал. 2:12).
Пётр апостол святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христианин пулса тӑрсан, пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑман. Ӳт кастарман еврей пулман Корнилие пирӗн эрӑри 36-мӗш ҫулта святой сывлӑшпа суйласа илнӗ чухне Пётр ҫавӑнтах пулнӑ. Мӗн пулса иртни «Турӑ ҫынна камне кура» уйӑрманнине тата урӑх халӑх ҫыннисем те христиансем пулса тӑма пултарнине уҫҫӑн кӑтартнӑ (Ап. ӗҫ. 10:34, 44, 45). Ҫавӑн хыҫҫӑн Пётр унччен туман япалана тума — ҫавӑн пек ҫынсемпе пӗрле апатланма — пуҫланӑ. Анчах та еврей пулнӑ хӑш-пӗр христиансем урӑх халӑх ҫыннисемпе пӗрле апат ҫиме юрамасть тесе шутланӑ. Ҫавӑн пек шутлакансенчен хӑшӗ-пӗрисем Антиохие пырсан, Пётр еврей пулман тӑвансенчен пӑрӑнса ҫӳреме пуҫланӑ. Вӑл еврей пулнӑ христиансене кӳрентерме хӑранӑран ҫапла тунӑ пулӗ. Павел апостол Пётр ҫапла икӗпитлӗ хӑтланнине курсан ӑна пурин умӗнче те хыттӑн асӑрхаттарнӑ (Гал. 2:13, 14). Анчах та Пётр хӑй ҫавӑн пек йӑнӑш тунине пӑхмасӑрах малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. w23.09 22 с., 8 абз.
Шӑматкун, августӑн 16-мӗшӗ
Вӑл сире... тӗреклентерӗ (1 Пётр 5:10).
Хӑвӑрӑн хӑш енчен те пулин улшӑнмаллине куртӑр пулсан, кулянса ан ӳкӗр. Пирӗн ырӑ Ҫӳлхуҫа сире лайӑхланма пулӑшӗ (1 Пётр 2:3). Пётр апостол пире ҫапла шантарать: «[Турӑ] сире пӗтӗмпех вӗрентсе ҫитерӗ. Вӑл сире ҫирӗплетӗ». Малтан Пётр хӑй пирки Турӑ Ывӑлӗпе пӗрле пулма тивӗҫлӗ мар тесе шутланӑ (Лука 5:8). Анчах та Иеговӑпа Иисус пулӑшнине пула вӑл парӑнман, малалла та шанчӑклӑн Христос хыҫҫӑн пынӑ. Юлашкинчен Пётр «хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрхи Патшалӑхне» кӗме тивӗҫлӗ пулнӑ (2 Пётр 1:11). Пётр пекех, парӑнмасан тата Иеговӑна хӑвӑра вӗрентме парсан эсир те награда — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ — илӗр. Эсир «хӑвӑр ӗненӗвӗн тӗллевӗ патне — ҫӑлӑнӑҫ патне» — ҫитӗр (1 Пётр 1:9). w23.09 31 с., 16, 17 абз.
Вырсарникун, августӑн 17-мӗшӗ
Тӳпене, ҫӗре... Тӑвакана пуҫҫапӑр! (Ӳлӗм. 14:7).
Авалхи сӑваплӑ чатӑр тавра картиш пулнӑ, унта священниксем хӑйсен тивӗҫӗсене туса тӑнӑ. Картишра пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли пысӑк пӑхӑр парне вырӑнӗ тата шыв тултарнӑ пӑхӑр савӑт тӑнӑ. Унти шывпа священниксем хӑйсен ӗҫне тума пуҫличчен ҫӑвӑннӑ (Тух. 30:17—20; 40:6—8). Хальхи вӑхӑтра ҫӗр ҫинче тӑрса юлнӑ святой сывлӑшпа суйласа илнӗ Христосӑн тӑванӗсем сӑнарлӑ храмӑн шалти картишӗнче шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Шыв тултарнӑ пысӑк савӑт вӗсене, ҫав шутрах ытти христиансене те, нравственность енчен таса пулмаллине тата Турра тӗрӗс пуҫҫапмаллине аса илтерет. Темӗн чухлӗ ҫын пирки вара мӗн калама пулать? Вӗсем Турра ӑҫта пуҫҫапаҫҫӗ? Иоанн апостол вӗсем престол умӗнче тӑнине курнӑ. Ҫакӑ вӑл сӑнарлӑ храмӑн тулашри картишӗ пулать. Унта вӗсем Турӑшӑн «кунӗн-ҫӗрӗн» ӗҫлесе тӑраҫҫӗ (Ӳлӗм. 7:9, 13—15). Иегова пире хӑйӗн аслӑ сӑнарлӑ храмӗнче хӑйне пуҫҫапма май панӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ! w23.10 28 с., 15, 16 абз.
Тунтикун, августӑн 18-мӗшӗ
Турӑ сӑмах панӑран вӑл ӗненнӗ... Ӗненни ӑна вӑйлӑ тунӑ (Рим 4:20).
Иегова пире старейшинӑсем урлӑ ҫирӗплетме пултарать (Ис. 32:1, 2). Ҫавӑнпа та хӑвӑра мӗн те пулин пӑшӑрхантарать пулсан, ҫав арҫын тӑвансемпе калаҫса илӗр. Вӗсем сире пулӑшу сӗнсен вара пархатарлӑ пулса ӑна йышӑнӑр. Ҫапла майпа Иегова сире вӑйлӑ тӑвӗ. Библи паракан шанчӑк та пире вӑй кӗртет. Христиансем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем ҫӗр ҫинчи райра пурӑнӗҫ, теприсем — ҫӳлти Патшалӑхра (Рим 4:3, 18, 19). Ҫак шанчӑка пула пирӗн йывӑрлӑхсене тӳсме, ырӑ хыпар сарма тата пухури тивӗҫсене туса тӑма вӑй пур (1 Фес. 1:3). Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк Павел апостола та ҫирӗплетнӗ. Апостол хӑйне «хӗстереҫҫӗ», «хӗсӗрлеҫҫӗ», «ураран ӳкереҫҫӗ» тата хӑй «ним тума пӗлмесӗр аптраса» тӑрать тесе ҫырнӑ. Вӑл темиҫе хут та чутах вилмен (2 Кор. 4:8—10). Павел пӗрмаях хӑйӗн шанчӑкӗ ҫинчен шухӑшланине пула унӑн веҫех чӑтса ирттерме вӑй пулнӑ (2 Кор. 4:16—18). Вӑл хӑйӗн ӗмӗр-ӗмӗр пӗлӗтре пурӑнас шанчӑкне хакланӑ. Шанчӑка куҫран вӗҫертменнине пула вӑл хӑй «кунран-кун ҫӗнелсе» пынине туйнӑ. w23.10 15—16 с., 14—17 абз.
Ытларикун, августӑн 19-мӗшӗ
Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне вӑй-хал парса тӑтӑр, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне тӑнӑҫлӑ пурӑнма пиллӗх патӑр (Пс. 28:11).
Иеговӑна кӗлтунӑ чухне ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑхӑр: «Манӑн кӗлӗ ҫине хуравлама Иегова майлӑ вӑхӑт тесе шутлать-и?» Тен, эпир Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине тӳрех хуравласса кӗтетпӗр. Анчах та пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлама майлӑ вӑхӑт хӑҫан ҫитнине Иегова лайӑхрах пӗлет (Евр. 4:16). Хамӑр мӗн ыйтнине тӳрех илмесен вара Иегова пире «ҫук» тесе хуравланӑ пек шутлама пултаратпӑр. Анчах чӑннипе Иегова пире «халех мар» тесе хуравлама пултарать. Сӑмахран, йывӑр чирпе чирлекен ҫамрӑк арҫын тӑван хӑйне сыватма ыйтать. Анчах унӑн сывлӑхӗ лайӑхланмасть. Иегова ӑна тӗлӗнмелле майпа сыватнӑ пулсан, Шуйттанӑн Иеговӑна айӑплама сӑлтав пулнӑ пулӗччӗ. Вӑл арҫын тӑван хӑйне Турӑ сыватнӑшӑн ҫеҫ уншӑн ӗҫлет тесе каланӑ пулӗччӗ (Иов 1:9—11; 2:4). Унсӑр пуҫне, Иегова пур чир-чӗре те пӗтерес вӑхӑта палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Пирӗн вара ҫав вӑхӑт ҫитиччен хамӑр тӗлӗнмелле майпа сываласса кӗтмелле мар (Ис. 33:24; Ӳлӗм. 21:3, 4). Ҫавӑнпа та арҫын тӑван Иеговӑран вӑй тата канӑҫлӑх ыйтма пултарать. Ҫапла майпа вара, чирленине пӑхмасӑрах, парӑнмасӑр малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма пултарӗ. w23.11 23 с., 13 абз.
Юнкун, августӑн 20-мӗшӗ
Пире пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫшӗн айӑпламасть, пире пӗтӗм ҫылӑхшӑн тавӑрмасть (Пс. 102:10).
Самсон пысӑк йӑнӑш тунӑ пулин те, парӑнман. Вӑл хӑйне Иегова хушнӑ ӗҫе туса ҫитересшӗн пулнӑ (Тӳр. 16:28—30). Ҫавӑнпа та вӑл Иеговӑна: «Филистимсене... тавӑрасчӗ манӑн», — тесе йӑлӑннӑ. Чӑн Турӑ Самсонӑн кӗлли ҫине хуравланӑ та ӑна тӗлӗнмелле вӑйне тавӑрнӑ. Вара Самсон унчченхинчен те ытларах Филисти ҫыннине вӗлернӗ. Самсонӑн хӑй тунӑ йӑнӑшӗшӗн пысӑк йывӑрлӑхсем курма тивнӗ пулин те, вӑл ҫав-ҫавах Иеговӑн ирӗкне туса ҫитересшӗн пулнӑ. Пирӗн те ҫаплах тумалла. Йӑнӑш тусан, хамӑра тӳрлетмелле пулсан е чыслӑ тивӗҫсене ҫухатсан, парӑнмалла мар. Турӑ пире каҫарма хатӗр пулнине асра тытӑр (Пс. 102:8, 9). Йӑнӑш турӑмӑр пулсан та, Иегова, Самсонпа усӑ курнӑ пекех, пирӗнпе те усӑ курма пултарать тата хӑйӗн ирӗкне туса ҫитерме вӑй парать. w23.09 6 с., 15, 16 абз.
Кӗҫнерникун, августӑн 21-мӗшӗ
Чӑтӑмлӑ пулсан Турӑ ырлать, Турӑ ырлани шанчӑк парать (Рим 5:4).
Эсир чӑтӑмлӑ пулсан, Турӑ сире ырлать. Ҫакӑ эсир йывӑрлӑхсем тӳсни Турра килӗшнине пӗлтерет-и? Паллах, ҫук. Анчах та йывӑр вӑхӑтра эсир ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн вӑл питӗ савӑнать. Турӑ сире ҫавӑншӑн ырлать. Сирӗн тӳсӗмлӗхе кура Иегова сирӗнпе мухтанать. Ҫакӑ вара питӗ савӑнтарать! (Пс. 5:13). Авраамӑн тӗслӗхне аса илӗр-ха. Вӑл нумай шар курнӑ пулин те, Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Турӑ вара ӑна ҫавӑншӑн ырланӑ, хӑйӗн тусӗ тата тӳрӗ ҫын тенӗ (Пулт. 15:6; Рим 4:13, 22). Турӑ пирӗн пирки те ҫавнах калама пултарать. Турӑ ырласси эпир мӗнле тивӗҫсем туса тӑнинчен тата уншӑн мӗн чухлӗ тунинчен килмест. Вӑл пире хӗн-асап тӳснӗ чухне хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлнишӗн ырлать. Кашниех чӑтӑмлӑ пулма пултарать. Ҫакӑ ҫын миҫе ҫулта пулнинчен, унӑн лару-тӑрӑвӗнчен тата пултарулӑхӗнчен килмест. Тен, эсир халӗ мӗнле те пулин йывӑрлӑх тӳсетӗр. Ан манӑр: Иегова эсир хӑйне шанчӑклӑ пулнине курать. Турӑ умӗнче тӗрӗссине тунине ӑнланатпӑр пулсан, вӑл хамӑра ырлани пирки тата награда парасси пирки иккӗленместпӗр. Ҫапла майпа пирӗн шанчӑк ҫирӗпленсе пырать. w23.12 11 с.,13, 14 абз.
Эрнекун, августӑн 22-мӗшӗ
Тӑвансем, ӑспа пӗчӗк ачасем пек ан пулӑр. ...Шухӑшлас тӗлӗшрен... ҫитӗнсе ҫитнисем пек пулӑр (1 Кор. 14:20).
Христианинӑн ыттисемпе хутшӑнма пӗлмелле. Ҫакӑ ыттисене итлемеллине тата вӗсен туйӑмӗсемпе шухӑшӗсене ӑнланма тӑрӑшмаллине пӗлтерет (Ытар. 20:5). Ҫынсемпе хутшӑнма вӗренес тесен ҫын мӗнле саспа каланине, пит-куҫа мӗнле вылятнине тата кӗлеткине мӗнле хускатнине асӑрхамалла. Апла пулсан, ҫынсемпе вӑхӑта ирттермелле. Эсӗ сообщенисем ҫырса е мессенджерсем урлӑ ҫеҫ ыттисемпе хутшӑнатӑн пулсан, ҫынпа куҫа-куҫӑн калаҫма сана йывӑр пулӗ. Ҫавӑнпа ҫынсемпе тӗл пулса калаҫма майсем шыра (2 Иоанн 12). Унсӑр пуҫне, ҫитӗнсе ҫитнӗ христианинӑн хӑйне те, ҫемйине те тӑрантарас тесе укҫа ӗҫлесе илме пӗлмелле (1 Тим. 5:8). Ҫамрӑклах пӗр-пӗр профессие алла илни лайӑх, мӗншӗн тесен ҫакӑ сана пуласлӑхра хӑвна кирлӗ ӗҫ тупма май парать (Ап. ӗҫ. 18:2, 3; 20:34; Эф. 4:28). Ӗҫчен пул тата пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитичченех туса пӗтерме вӗрен. Вара ыттисем эсӗ шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын пулнине курӗҫ. Ҫавӑн пек ҫынсене вара ӗҫе кӗме тата унта тытӑнса тӑма ҫӑмӑлтарах. w23.12 27 с., 12, 13 абз.
Шӑматкун, августӑн 23-мӗшӗ
Иеговӑн кунӗ ҫӗрлехи вӑрӑ пек кил[ӗ] (1 Фес. 5:2).
Библире асӑннӑ «Иеговӑн кунӗ» мӗне пӗлтерет? Иегова Турӑ хӑйӗн тӑшманӗсене суд туса хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑракансене ҫӑлас вӑхӑта пӗлтерет. Ӗлӗк-авал Иегова хӑш-пӗр халӑхсене наказани панӑ (Ис. 13:1, 6; Иез. 13:5; Соф. 1:8). Пирӗн вӑхӑтра «Иеговӑн кунӗ» Аслӑ Вавилон ҫине тапӑннипе пуҫланӗ те Армагеддон вӑрҫипе вӗҫленӗ. Ҫав «кун» ҫӑлӑнса юлас тесен пирӗн халех хатӗрленмелле. Иисус пирӗн пысӑк хӗн-асапа ялан хатӗр пулмалла тесе вӗрентнӗ вӗт (Матф. 24:21; Лука 12:40). Фессалоника ҫыннисем патне янӑ 1-мӗш ҫырура Павел апостол темиҫе тӗслӗх илсе панӑ. Ҫав тӗслӗхсем христиансене Иеговӑн сучӗн аслӑ кунне хатӗрленме пулӑшаҫҫӗ. Павел Иеговӑн кунӗ чылай каярах ҫитессине ӑнланнӑ (2 Фес. 2:1—3). Ҫавах та вӑл христиансене ҫав кун ыран килес пек хатӗрленме хавхалантарнӑ. Павел панӑ канаш пирӗншӗн те питӗ усӑллӑ. w23.06 8 с., 1, 2 абз.
Вырсарникун, августӑн 24-мӗшӗ
Манӑн юратнӑ тӑванӑмсем, ҫирӗп те тӗреклӗ пулӑр (1 Кор. 15:58).
1978 ҫулта Токиора 60 хутлӑ ҫурт туса лартнӑ. Ҫав хулара час-часах ҫӗр чӗтреннисем пулса иртнӗрен ҫынсем ҫав ҫурт мӗнле чӑтӗ-ши тесе шутланӑ. Унӑн ҫирӗплӗхӗн вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре пулнӑ-ха? Инженерсем шутласа кӑларнӑ конструкци пӗр енчен ҫирӗп пулнӑ, тепӗр енчен — кӑшт хускалма тата авӑнма пултарнӑ. Ҫавна пула вӑл ҫӗр чӗтреннӗ чухне ишӗлсе анман. Христиансене ҫавӑн пек питӗ ҫӳллӗ ҫуртпа танлаштарма пулать. Мӗншӗн? Пӗр енчен, христианинӑн ҫирӗп пулмалла. Унӑн Туррӑн законӗсемпе нормисене тытса тӑма ҫирӗп шут тытмалла. Тата кирек мӗнле лару-тӑрура та Турра «пӑхӑнма хатӗр» пулмалла. Тепӗр енчен, христианинӑн «авӑнма» пӗлмелле, урӑхла каласан, май пур чухне е уйрӑмах ҫавна тума кирлӗ чухне ӑслӑ-тӑнлӑ пулса «хӑйӗнни ҫинче ҫеҫ» тӑмалла мар (Иак. 3:17). Эппин, христианинӑн виҫине пӗлмелле: хӑйӗнни ҫинче те тӑмалла мар, ҫемҫешке те пулмалла мар. w23.07 14 с., 1, 2 абз.
Тунтикун, августӑн 25-мӗшӗ
Эсир Христоса нихӑҫан та курман пулин те, ӑна юрататӑр (1 Пётр 1:8).
Иисусӑн Шуйттан илӗртнине хирӗҫ тӑмалла пулнӑ. Ҫак тӑшман ӑна Турӑран тунма та тӳррӗн сӗннӗ (Матф. 4:1—11). Шуйттан Иисуса ҫылӑха кӗртес тесе тем пек тӑрӑшнӑ. Ҫылӑх тунӑ пулсан Иисус каҫарттаракан парнене парайман пулӗччӗ. Иисус ҫӗр ҫинче Турӑшӑн ӗҫлеме пуҫласан унӑн йывӑрлӑхӗсем пӗтмен. Тӑшманӗсем ӑна хӗсӗрленӗ, темиҫе хут та вӗлерме хӑтланнӑ (Лука 4:28, 29; 13:31). Тата унӑн хӑйӗн вӗренекенӗсен ҫитменлӗхӗсене чӑтмалла пулнӑ (Марк 9:33, 34). Хӑйне суд тунӑ чухне вара унран мӑшкӑлланӑ, тӑрӑхласа кулнӑ. Иисуса вӑрӑ-хурах вырӑнне хурса юпа ҫинче асаплантарса вӗлернӗ (Евр. 12:1—3). Юлашки тӗрӗслев вӑхӑтӗнче вара вӑл тӑр пӗччен, Иеговӑн хӳттисӗр юлнӑ (Матф. 27:46). Куртӑмӑр ӗнтӗ, тӳлесе илме панӑ парнене парас тесе Иисусӑн нумай тӳсме тивнӗ. Вӑл хӑйне шеллемесӗр пирӗншӗн мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшланӑ май эпир ӑна хытӑрах юратма пуҫлатпӑр тата пирӗн чӗре пархатарлӑхпа тулать. w24.01 10—11 с., 7—9 абз.
Ытларикун, августӑн 26-мӗшӗ
Васкакан ҫынсене... чухӑнлӑх кӗтет (Ытар. 21:5, ҪТ).
Хамӑр тӳсӗмлӗ пулсан, пирӗн ыттисемпе лайӑх хутшӑнусем пулӗҫ. Тӳсӗмлӗ пулни пире ыттисем мӗн те пулин каласа панӑ чухне тимлӗ итлеме пулӑшать (Иак. 1:19). Унсӑр пуҫне, ӑна пула эпир ыттисемпе килӗштерсе пурӑнатпӑр. Тӳсӗмлӗх пире мӗн те пулин шутламасӑр каласа хурасран тата ҫивӗч лару-тӑрура тӳрккессӗн калаҫасран сыхлать. Тӳсӗмлӗ пулсан, хамӑра кӳрентерсен те эпир часах тарӑхса каймӑпӑр. Эпир усалпа та тавӑрмастпӑр. Ун вырӑнне Библири ҫак канаша итлетпӗр: «Пӗр-пӗрин ҫитменлӗхӗсене чӑтӑр... пӗр-пӗрне пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарӑр» (Кол. 3:12, 13). Тӳсӗмлӗ пулсан, эпир чылай лайӑхрах йышӑнусем тӑвӑпӑр. Эпир васкамӑпӑр тата туйӑмсем хыҫҫӑн каймӑпӑр. Йышӑну тунӑ чухне эпир веҫех шута илсе чи лайӑххине суйласа илме тӑрӑшӑпӑр. Калӑпӑр, эпир ӗҫ шыратпӑр. Тен, эпир кирек мӗнле ӗҫе те кӗме хатӗр. Тӳсӗмлӗ пулсан вара эпир ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑхатпӑр: ҫак ӗҫ хамӑр ҫемье ҫине тата хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳрӗ? Тӳсӗмлӗ пулсан, пирӗн тӗрӗс мар йышӑнусем тунӑшӑн кулянмалла пулмӗ. w23.08 22 с., 8, 9 абз.
Юнкун, августӑн 27-мӗшӗ
Хамӑн кӗлеткере урӑх закон куратӑп — вӑл манӑн ӑсӑм законне хирӗҫ ҫапӑҫать. Ҫак ҫылӑх законӗ мана хӑйӗн тыткӑнне илет (Рим 7:23).
Хӑвӑрӑн тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсем пуррине асӑрхасан эсир кулянса ӳкме пултаратӑр. Ҫапах та алла ан усӑр. Хӑвӑра Иеговӑна халалланӑ чухне мӗн тума сӑмах пани ҫинчен шухӑшлӑр. Ҫакӑ сире ҫылӑхлӑ туртӑмсемпе кӗрешме вӑй парӗ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Хӑвӑра Иеговӑна халалланӑранпа эсир хӑвӑршӑн пурӑнма пӑрахрӑр. Ҫакӑ эсир Иеговӑна кулянтарма пултаракан шухӑш-кӑмӑла та, тӗллевсене те сирсе яма шут тытнине пӗлтерет (Матф. 16:24). Ҫавӑнпа та йывӑр лару-тӑру сиксе тухсан, мӗн тумалла-ши тесе шутласа тӑмалла мар. Мӗншӗн тесен эсир Иеговӑна ҫеҫ шанчӑклӑ тӑрса юлатӑп тесе йышӑну тунӑ ӗнтӗ. Эсир ниме пӑхмасӑрах Иеговӑна савӑнтарасшӑн пулӑр. Сирӗн шухӑш-кӑмӑл Иовӑнни пекех пулать. Вӑл чӑтма ҫук йывӑр пулнӑ чухне те ҫирӗппӗн: «Хамӑн айӑпсӑрлӑха упрӑп», — тенӗ (Иов 27:5, ҪТ). w24.03 9 с., 6, 7 абз.
Кӗҫнерникун, августӑн 28-мӗшӗ
Хӑйне чӗнекенсемшӗн, Хӑйне таса чӗререн чӗнекенсемшӗн Ҫӳлхуҫа пуриншӗн те ҫывӑх (Пс. 144:18).
Иегова, «юрату... Турри», хамӑрпа пӗрле (2 Кор. 13:11). Вӑл пирӗнпе кашнинпе чун-чӗререн интересленет тата, сӑнарлӑн каласан, юратупа хупӑрлать (Пс. 31:10). Иегова хамӑра юратнине мӗнле кӑтартни ҫинчен мӗн чухлӗ ытларах шухӑшлатпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах вӑл хамӑршӑн мӗнле тӑрӑшнине куратпӑр тата унпа ҫывӑхланса пыратпӑр. Туррӑн юратӑвне туяс килни ҫинчен эпир кӗлӗре тӳррӗнех калама пултаратпӑр. Хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа панӑ чухне пирӗн вӑл хамӑра ӑнланасси пирки тата пулӑшасси пирки иккӗленмелле мар (Пс. 144:19). Сивӗ кун кӑвайт ҫумне пырса ларас килнӗ пекех, пирӗн хӑйӗн юратӑвӗпе ӑшӑтакан Иеговӑпа ҫывӑхрах пулас килет. Иеговӑн юратӑвӗ хӑватлӑ, ҫав вӑхӑтрах ҫепӗҫ те. Турӑ хамӑра юратнине туйни мӗн тери пысӑк телей! Эпир те ӑна хытӑ юрататпӑр. Ҫавӑнпа та айтӑр псалом юрлакан пекех: «Эпӗ Иеговӑна юрататӑп!» — тесе калар (Пс. 116:1, ҪТ). w24.01 31 с., 19, 20 абз.
Эрнекун, августӑн 29-мӗшӗ
Эпӗ вӗсене санӑн ятна пӗлтертӗм (Иоанн 17:26).
Иисус ҫынсене Туррӑн ячӗ Иегова тесе ҫеҫ каламан. Еврейсем Туррӑн ятне ялан пӗлнӗ. Иисус вара вӗсене Турра лайӑхрах пӗлме пулӑшнӑ (Иоанн 1:17, 18). Сӑмахран, Еврей Ҫырӑвӗсенче Иегова ырӑ кӑмӑллӑ та хӗрхенекен Турӑ тесе ҫырнӑ (Тух. 34:5—7). Ҫакна лайӑхрах ӑнланма пулӑшас тесе Иисус аскӑн ывӑлпа унӑн ашшӗ ҫинчен ытарӑш каласа панӑ. Ашшӗ хӑйӗн ывӑлне аякранах курса ӑна хирӗҫ чупса кайни ҫинчен, ӑна ыталаса илсе чун-чӗререн каҫарни ҫинчен вуланӑ чухне эпир Иегова мӗн тери хӗрхенекен пулнине куратпӑр (Лука 15:11—32). Иисус ҫынсене хӑйӗн Ашшӗ мӗнлерех пулнине кӑтартнӑ. w24.02 10 с., 8, 9 абз.
Шӑматкун, августӑн 30-мӗшӗ
Ыттисене... Турӑ хамӑра йӑпатнӑ пек йӑпат[ӑр] (2 Кор. 1:4).
Иегова хуйха ӳкнисене вӑй кӗртет тата йӑпатать. Иеговӑран тӗслӗх илес тесен пирӗн мӗн тумалла? Ыттисене хӗрхенмелле тата йӑпатмалла. Ҫавна тумашкӑн вара лайӑх енсем аталантармалла. Мӗнле лайӑх енсем? Пӗр-пӗрне кунран-кун йӑпатас тесен пирӗн хӗрхенме, тӑванла юратма тата ырӑ пулма вӗренсе пымалла (Кол. 3:12; 1 Фес. 4:18; 1 Пётр 3:8). Ҫак лайӑх енсене аталантарса пынӑҫемӗн пирӗн йывӑрлӑх тӳсекенсене йӑпатас килсех тӑрӗ. Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫыннӑн чӗри мӗнпе тулнӑ, вӑл ҫавӑн ҫинчен калаҫать. Ырӑ ҫын ырри ҫинчен калаҫать, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн чӗринче ыррине упрать» (Матф. 12:34, 35). Эпир шар куракан тӑвансене йӑпататпӑр пулсан, вӗсем хӑйсене юратнине туяҫҫӗ. w23.11 10 с., 10, 11 абз.
Вырсарникун, августӑн 31-мӗшӗ
Ӑсчахсем... ӑнкарса илӗҫ (Дан. 12:10).
Библири пророкла каланисене ӑнланмашкӑн пире пулӑшу кирлӗ. Тӗслӗх пӑхса тухар. Калӑпӑр, эсир хӑвӑр пӗлмен вырӑна ҫитрӗр. Телее, эсир пӗччен мар, ҫав вырӑна лайӑх пӗлекен туспа ҫула тухнӑ. Вӑл эсир ӑҫта пулнине тата кашни ҫул ӑҫта илсе кайнине тӗп-тӗрӗс калама пултарать. Иеговӑна ҫавӑн пек туспа танлаштарма пулать. Вӑл эпир хӑш вӑхӑтра пурӑннине тата пуласлӑхра пире мӗн кӗтнине пӗлет. Апла пулсан, пророкла сӑмахсене ӑнланас тесен, пирӗн хамӑра кӗҫӗне хурса Иеговӑран пулӑшу ыйтмалла (Дан. 2:28; 2 Пётр 1:19, 20). Пур лайӑх ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене телейлӗ пуласлӑх сунать. Иегова шӑп ҫавӑн пек Атте (Иер. 29:11). Анчах та ҫынсемпе танлаштарсан, вӑл пуласлӑх пирки тӗп-тӗрӗс калама пултарать. Малашлӑхра пире мӗнле питӗ пӗлтерӗшлӗ событисем кӗтессине пӗлтерес тесе вӑл хӑш-пӗр арҫынсене пророкла сӑмахсене ҫырса хума хавхалантарнӑ (Ис. 46:10). w23.08 8 с., 3, 4 абз.