Иеговӑна чунтан-вартан парнесем кӳрсе тӑрӑр
«Кирек мӗн тусассӑн та... Ҫӳлхуҫашӑн тунӑ пек, чунтан-вартан тӑвӑр» (КОЛ. 3:23).
1—3. а) Иисус асап юпи ҫинче вилнӗ хыҫҫӑн Иегова пирӗнтен парнесем кӳме ыйтать-и? Ӑнлантарса парӑр. ӑ) Эпир кӳрекен парнесем пирки мӗнле ыйту сиксе тухать?
ПИРӖН эрӑри пӗрремӗш ӗмӗрте Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене Иисусӑн каҫарттаракан парни Моисей саккунне пӑрахӑҫланине кӑтартса панӑ (Кол. 2:13, 14). Еврейсем темиҫе ӗмӗр хушши парса тӑнӑ парнесене Иегова урӑх кӳме ыйтмасть. Саккун хӑйӗн ӗҫне — «ачана пӑхнӑ пек пӑхса Христос патне илсе пырас» ӗҫе — туса ҫитернӗ (Гал. 3:24).
2 Анчах та ҫакӑ христиансен парнесем кӳмелле маррине пӗлтермест. Пачах урӑхла, Петр апостол «Иисус Христос урлӑ Турӑ кӑмӑлне килекен сӑваплӑ парнесем кӳмелли» пирки каланӑ (1 Петр 2:5). Унсӑр пуҫне, Павел апостол ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, хӑйне Турра халалланӑ христианинӑн пӗтӗм пурнӑҫне — унӑн пур ӗҫне те — «парне» теме пулать (Рим 12:1).
3 Эппин, христианин Иеговӑна парне кӳрессе ӑна мӗн те пулин панипе е уншӑн мӗнрен те пулин туннипе кӳрет. Израильсене мӗн тума хушнине пӗлнӗ май пирӗн парнесем Иеговӑна юрӑхлӑ пулнипе пулманнине эпир мӗнле курма пултаратпӑр?
Кулленхи пурнӑҫри парнесем
4. Кулленхи ӗҫсене тунӑ май пирӗн мӗн асра тытмалла?
4 Пирӗн кулленхи ӗҫсем Иеговӑна парнесем кӳнипе ҫыхӑнма пултарнине ӑнланма пире йывӑр тен. Килти ӗҫсем, шкулта вӗренни, ӗҫе ҫӳрени, япала туянни тата ҫавӑн пекки ытти те Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем ҫине витӗм кӳрекен ӗҫсем пек курӑнмаҫҫӗ. Анчах та эсӗ хӑвӑн пурнӑҫна Иеговӑна халалланӑ е ҫитес вӑхӑтра ҫавна тӑвас тетӗн пулсан, эсӗ хӑвна кулленхи пурнӑҫра мӗнле тытни унпа хӑвӑн хушӑри хутшӑнусем ҫине чӑннипех витӗм кӳме пултарнине асра тытни питӗ кирлӗ. Эпир талӑкӗпех, 24 сехет хушши — христиансем, апла пулсан, пирӗн хамӑр пурнӑҫри кашни лару-тӑрурах Библи принципӗсене тытса тӑмалла. Павел чӗнсе каланӑ: «Кирек мӗн тусассӑн та, ҫыншӑн тунӑ пек ан тӑвӑр, Ҫӳлхуҫашӑн тунӑ пек, чунтан-вартан тӑвӑр». (Колоссӑ 3:18—24 вуласа пар).
5, 6. Эпир кашни кун мӗн тӑхӑнасси, хамӑра мӗнле тытасси ҫине мӗн витӗм кӳрсе тӑмалла?
5 Христианинӑн кулленхи ӗҫӗсем сӑваплӑ ӗҫ шутне кӗмеҫҫӗ. Апла пулин те Павел пире кирек мӗне те «Ҫӳлхуҫашӑн тунӑ пек, чунтан-вартан тӑвӑр» тесе чӗнсе калани пире хамӑр мӗнле пурӑнни ҫинчен шухӑшласа пӑхма хавхалантарать. Ҫавна пирӗн мӗнле тумалла? Эпир хамӑра яланах тивӗҫлӗ тытатпӑр-и тата пирӗн ҫи-пуҫ яланах йӗркеллӗ-и? Е кулленхи ӗҫсенче хамӑра мӗнлерех тытнӑран, хамӑрӑн ҫи-пуҫ мӗнлерех пулнӑран пире хамӑр пирки Иегова Свидетелӗсем тесе калама намӑс? Кун пекки нихӑҫан та пулмалла мар! Иеговӑн ӗҫлекенӗсен Туррӑн ятне яма пултаракан нимӗнле ӗҫе те тумалла мар (Ис. 43:10; 2 Кор. 6:3—5, 9).
6 Кирек мӗне те «Ҫӳлхуҫашӑн тунӑ пек, чунтан-вартан тӑвас» килни тӗрлӗ лару-тӑрура эпир мӗн туни, мӗнле шухӑшлани ҫине епле витӗм кӳнине сӳтсе явар. Ҫавна тунӑ май израильсен Иеговӑна парне кӳнӗ чухне чи лайӑххине памалла пулнине асра тытар (Тух. 23:19).
Иеговӑн ирӗкӗ тата санӑн пурнӑҫу
7. Эпир хамӑра Турра халаллани тенине мӗнле ӑнланмалла?
7 Эсӗ хӑвна Иеговӑна халалланнипе ӑна хӑвӑн пурнӑҫна йӑлтах халалламан-и-ха вара? Тӗрӗссипе каласан, эсӗ хӑвӑн пурнӑҫунти кашни лару-тӑрура Иеговӑн ирӗкӗ саншӑн чи кирли пулать тесе сӑмах панӑ. (Еврейсем 10:7 вуласа пар.) Ку вара тӗрӗс йышӑну пулнӑ. Иегова кун пирки е ун пирки мӗн шутланине пӗлес тесе, унтан вара ҫавӑнпа килӗшӳллӗ пурӑнас тесе вӑй хуни ӑнӑҫлӑ пулма панине эсӗ хӑвах курнӑ паллах (Ис. 48:17, 18). Туррӑн халӑхӗ сӑваплӑ та телейлӗ, мӗншӗн тесен хӑйне вӗрентекен Туррӑн лайӑх енӗсене кӑтартма тӑрӑшать (Лев. 11:44; 1 Тим. 1:11, ҪТ).
8. Авалхи вӑхӑтра кӳнӗ парнесене Иегова сӑваплӑ тесе шутланине асра тытни мӗншӗн пире питӗ кирлӗ?
8 Израильсем Иеговӑна кӳнӗ парнесем сӑваплӑ шутланнӑ пулнӑ (Лев. 6:25; 7:1). «Сӑваплӑ» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ уйрӑлса тӑнине, хӑйне евӗрлине тата Туррӑн кӑна пулнине пӗлтерет. Иегова пирӗн парнесене йышӑнтӑр тесен пирӗн ҫак тӗнчери ирсӗр япаласенчен пуринчен те пӑрӑнмалла. Иегова мӗне кураймасть, ҫавна пирӗн юратмалла мар. (1 Иоанн 2:15—17 вуласа пар.) Ҫакӑ, паллах, Турӑ умӗнче пире кам е мӗн таса мар тума пултарать, ҫавсенчен пуринчен те пӑрӑнмалла тенине пӗлтерет (Ис. 2:4; Ӳлӗм. 18:4). Ҫакӑ хамӑр куҫа таса марри е аскӑнлӑх ҫине пӑхма памалла маррине те, хамӑра ҫавӑн пек япаласем ҫинчен шухӑшлама памалла маррине те пӗлтерет (Кол. 3:5, 6).
9. Христиансем хӑйсене ыттисемпе мӗнле тытни мӗн таран кирлӗ тата мӗншӗн?
9 Павел пӗрле ӗненекенӗсене чӗнсе каланӑ: «Ырӑлӑх тума ан манӑр, пӗрне-пӗри пур тӗлӗшпе те пулӑшса тӑрӑр — Турра ҫавӑн пек парне кӑмӑллӑ» (Евр. 13:16). Апла пулсан, эпир ырӑ кӑмӑллӑ пулнине, пирӗн ырӑ ӗҫсене Иегова хӑйне юрӑхлӑ парнесем тесе шутлать. Ыттисемпе ырӑ пулни — чӑн христиансене палласа илме пулӑшакан уйрӑмлӑх (Иоанн 13:34, 35; Кол. 1:10).
Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ парнесем
10, 11. Пирӗн сӑваплӑ ӗҫпе пуҫҫапни ҫине Иегова мӗнле пӑхать тата ҫавӑ пире мӗн тума хавхалантармалла?
10 Христиансемшӗн ыттисене ырӑ тумалли чи чаплӑ май вӑл — «мӗне шанса тӑни [«хамӑр ӗненекен шанчӑк», ҪХ] ҫинчен... уҫҫӑн каласа» тӑни. Ырӑ хыпара пӗлтерес тесе эсӗ кашни меллӗ вӑхӑтпа усӑ куратӑн-и? Христиансем тӑвакан ҫак питӗ кирлӗ ӗҫ пирки Павел «мухтав парни... Туррӑн ятне мухтакансенӗн парни» тенӗ (Евр. 10:23; 13:15; Ос. 14:3). Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳрес тесе мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрни ҫинчен тата ҫав ӗҫе лайӑхрах тӑвас тесе мӗн тумалли ҫинчен нумай калаҫма пулать, Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗнче те пире ырӑ хыпар сарас ӗҫе аванрах тума хавхалантарас тесе нумай калаҫҫӗ. Эпир ырӑ хыпар сарса ҫӳрени тата ҫавна май сиксе тухсанах туни вӑл — Турра пуҫҫапнин пайӗ, урӑхла каласан, «мухтав парни», ҫавӑнпа та ҫав парне эпир сӗнме пултаракан парнесенчен чи лайӑххи пулмалла. Кашнин лару-тӑрӑвӗ тӗрлӗрен, анчах та ырӑ хыпар сармашкӑн мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрни час-часах эпир Иеговӑн ӗҫӗ ҫине мӗнле пӑхнине кӑтартса парать.
11 Христиансем килте те, пухура та Турра пуҫҫапма яланах вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Иегова пире ҫавна тума хушать. Пирӗн шӑматкун ҫинчен калакан саккуна тытса тӑмалла мар е Иерусалима уявсене каймалла мар пулин те, эпир ҫав саккунсенчен ӑса вӗренме пултаратпӑр. Пирӗн кулленхи пурнӑҫра нумай ӗҫ тумалла, анчах та Иегова пирӗнтен хӑйӗн Сӑмахне вӗренмешкӗн, кӗлӗ тумашкӑн тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳремешкӗн вӑхӑт уйӑрасса кӗтет. Христиансен ҫемье пуҫӗсен вара хӑйсен килӗнчисемпе Библи вӗренес яваплӑх пур (1 Фес. 5:17; Евр. 10:24, 25). Хамӑртан ҫапла ыйтни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен эпӗ мӗн те пулин лайӑхлатма пултаратӑп-и?»
12. а) Авалхи вӑхӑтра фимиам ҫунтарнине паян мӗнпе танлаштарма пулать? ӑ) Ҫавӑн пек танлаштарни эпир мӗн ҫинчен кӗлӗ туни ҫине мӗнле витӗм кӳмелле?
12 Давид патша Иеговӑна мухтаса юрланӑ: «Манӑн кӗллӗм Санӑн умна фимиам пек пытӑр» (Пс. 140:2). Хӑвӑн кӗллӳсем ҫинчен — час-часах кӗлӗ тӑватӑп-и тата мӗн ҫинчен кӗлӗ тӑватӑп тесе — шухӑшласа пӑх-ха. Ӳлӗмхине кӗнекере «сӑваплӑ ҫынсен кӗллине» фимиампа танлаштарнӑ, ҫакӑ вара Иеговӑна юрӑхлӑ кӗлӗсем ун патне тутлӑ та кӑмӑла каякан шӑршӑ пек ҫӗкленнине пӗлтерет (Ӳлӗм. 5:8). Авалхи Израильте Иеговӑн парне вырӑнӗ ҫинче пӗрмай ҫунтарса тӑракан фимиама тӗплӗн тата ятарласа хатӗрленӗ. Фимиама Турӑ хунӑ йӗрке тӑрӑх кӳнӗ пулсан кӑна, вӑл Иеговӑна юрӑхлӑ пулнӑ (Тух. 30:34—37; Лев. 10:1, 2). Эпир тӗплӗн шухӑшласа кӗлӗ тӑватпӑр пулсан, вӗсем ӑна юрӑхлӑ пуласси пирки пирӗн иккӗленесси пулмӗ.
«Парасси-илесси»
13, 14. а) Епафродит тата Филиппӑри пуху Павела мӗнле пулӑшнӑ, апостол ҫавӑн пирки мӗн шутланӑ? ӑ) Епафродитпа Филиппӑ ҫыннисем пек пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
13 Патшалӑх ӗҫне пӗтӗм тӗнчипе туса тӑма ирӗккӗн паракан укҫа-тенке, ӑна кирек мӗн чухлӗ парсан та, парне кӳни теме пулать (Марк 12:41—44). Пирӗн эрӑри I ӗмӗрте Филиппӑри пуху Павела пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе Епафродита Рима янӑ. Филиппӑ ҫыннисем Епафродит урлӑ апостол валли пуху ячӗпе укҫа-тенке, парне пек, парса янӑ пулас. Вӗсем Павела пулӑшмалӑх парне пӗрре анчах мар панӑ. Павел укҫа-тенкӗ пирки шухӑшлас вырӑнне сӑваплӑ ӗҫ валли ытларах вӑхӑт уйӑрма пултартӑр тесе вӗсем Павела ҫав парнесене парса янӑ. Ҫав парне пирки Павел мӗн шутланӑ? Вӑл ҫавӑн пирки «ырӑ шӑршӑллӑ, питех те кӑмӑллӑ, Турра юрӑхлӑ парне» тенӗ. (Филиппӑ 4:15—19 вуласа пар.) Павел та, Иегова та Филиппӑ ҫыннисем ырӑ кӑмӑллӑ пулнине питӗ хакланӑ.
14 Хальхи вӑхӑтра та Патшалӑх ӗҫне пӗтӗм тӗнчипе тума укҫа-тенке эпир ирӗккӗн парса тӑнине Иегова питӗ хаклать. Унсӑр пуҫне вӑл ҫапла сӑмах парать: эпир пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шыратпӑр пулсан, вӑл пире пурӑнмалӑх мӗн кирлине пурне те, ҫавӑн пекех пирӗн ӗненӗве ҫирӗп тума мӗн кирлине пурне те парӑп тет (Матф. 6:33; Лука 6:38).
Пархатарлӑ пулӑр
15. Иеговӑна пархатарлӑ пулма пирӗн мӗнле сӑлтавсем пур?
15 Иеговӑна эпир мӗншӗн пархатарлӑ пулма пултаратпӑр, ҫавсене пурне те шутласа тухаяс ҫук. Пурнӑҫ парнеленӗшӗн пирӗн ӑна кашни кун тав тумалла мар-и вара? Вӑл пире мӗн кирлине пурне те парса тӑрать: апат-ҫимӗҫ, пурӑнмалли вырӑн тата сывламалли сывлӑш. Унсӑр пуҫне, Библири чӑнлӑха тӗп-тӗрӗс пӗлни урлӑ илнӗ ӗненӳ пире шанчӑк пачӗ. Иегова кам иккенне тата вӑл пирӗншӗн мӗн тунине пӗлнӗшӗнех пирӗн Ӑна пуҫҫапмалла тата мухтав парни кӳмелле. (Ӳлӗмхине 4:11 вуласа пар.)
16. Христосӑн каҫарттаракан парни пире мӗн тума хавхалантарса тӑмалла?
16 Унчченхи статьяра каланӑ пек, Христосӑн каҫарттаракан парни вӑл — Турӑ этемлӗхе панӑ чи хаклӑ парне. Ҫав парне Турӑ пире питӗ вӑйлӑ юратнине кӑтартса тӑрать (1 Иоанн 4:10). Ҫавӑншӑн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Павел каланӑ: «Пире Христос юратулӑхӗ ертсе пырать. Эпир ҫапла шухӑшлатпӑр: пӗри пуриншӗн те вилнӗ... Чӗррисем хӑйсемшӗн мар, хӑйсемшӗн вилсе чӗрӗлнишӗн пурӑнччӑр тесе, Христос пуриншӗн те вилнӗ» (2 Кор. 5:14, 15, ҪХ). Тӗрӗссипе Павел ҫапла каланӑ теме пулать: Турӑ пирӗншӗн мӗн тунине чӑннипех хаклатпӑр пулсан, эпир мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе Иеговӑпа унӑн Ывӑлне чысласа пурӑнӑпӑр. Эпир Турӑпа Христоса пархатарлӑ пулнине тата юратнине итлесе-пӑхӑнса пурӑннипе, ырӑ хыпар сарасшӑн тата вӗренекенсене хатӗрлесшӗн пулнипе кӑтартатпӑр (1 Тим. 2:3, 4; 1 Иоанн 5:3).
17, 18. Хӑшӗ-пӗрисем мӗнле майпа Иеговӑна мухтав парнине ытларах кӳме пултарнӑ? Тӗслӗх илсе парӑр.
17 Турра кӳрекен мухтав парнине эсӗ тата лайӑхрах тума пултаратӑн-и? Иегова хӑйсене ырӑ туни пирки пурин ҫинчен те шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн нумайӑшӗ Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳреме тата Иеговӑн организацийӗнче ытти ӗҫсене тума ытларах вӑхӑт уйӑрас тесе хӑйсен пурнӑҫӗнче улшӑнусем тума шутланӑ. Хӑшӗ-пӗрисем ҫулталӑкра пӗр е темиҫе уйӑх хушши пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеҫҫӗ. Теприсем тулли пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Виҫҫӗмӗшӗсем Иеговӑшӑн ӗҫлеме усӑ куракан ҫуртсене тунӑ ҫӗрте пулӑшаҫҫӗ. Ҫаксем пурте Турра пархатарлӑ пулнине кӑтартмалли майсем мар-и? Эпир сӑваплӑ ӗҫе тӗрӗс камӑл-шухӑшпа — хамӑр пархатарлӑ пулнине кӑтартас тесе — тӑватпӑр пулсан, пирӗн мухтав парни Турра юрӑхлӑ.
18 Христиансем нумайӑшӗ Иеговӑна чун-чӗререн пархатарлӑ, ҫакӑ вара вӗсене ҫавна ӗҫпе кӑтартма хавхалантарать. Тӗслӗхрен, Моренӑна илер. Турӑ ҫинчен, пурнӑҫ тӗллевӗ ҫинчен унӑн ыйтусем пулнӑ. Ҫав ыйтусен хуравӗсене вӑл католиксен тӗнӗнче — ашшӗ-амӑшӗ тытса тӑракан тӗнре — тата хӗвелтухӑҫ философийӗнче шыранӑ, анчах та хӑйне ҫырлахтаракан хуравсем тупайман. Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫласан ҫеҫ вӑл хӑйӗн ыйтӑвӗсем ҫине уҫӑмлӑ хуравсем тупнӑ. Библире мӗн каланине пӗлнӗшӗн Морена Иеговӑна питӗ пархатарлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫавӑ ӑна чӑн-чӑн телей панӑ. Ҫавӑнпа вӑл уншӑн пӗтӗм вӑйне хурса ӗҫлесшӗн пулнӑ. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн вӑл пулӑшакан пионер пулса ӗҫленӗ, май килсенех тулли пионер пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Унтанпа 30 ҫул иртнӗ ӗнтӗ. Морена халӗ те сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑрать.
19. Иеговӑна ытларах парне кӳрес тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?
19 Паллах ӗнтӗ, Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене нумайӑшне лару-тӑрӑвӗ пионер пулса ӗҫлеме памасть. Иеговӑн ӗҫӗнче кирек мӗн чухлӗ тусан та, эпир пурте Ӑна юрӑхлӑ парнесем кӳме пултаратпӑр. Хамӑра мӗнле тытас тӗлӗшрен пирӗн Библи принципӗсене тытса тӑмалла тата эпир кирек хӑҫан та Иеговӑн ҫыннисем пулнине асра тытмалла. Ӗненӳ кӑтартса эпир Турӑ хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫласси пирки ним чухлӗ те иккӗленместпӗр. Ырӑ ӗҫсем тунипе эпир ырӑ хыпара сарӑлма паратпӑр. Турӑ пирӗншӗн мӗн тунӑ, ҫавсемшӗн пуриншӗн те чӗререн пархатарлӑ пулнипе, айтӑр, малашне те Иеговӑна чунтан-вартан мухтав парни кӳрсе тӑрар.