Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 4/15 3—9 с.
  • Библи вуланинчен усӑ илсе тӑрӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Библи вуланинчен усӑ илсе тӑрӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ВУЛӐР ТАТА ШУХӐШЛӐР
  • ӐНЛАНМА ТӐРӐШӐР
  • ХӐВӐР ПӖЛӲПЕ ЫТТИСЕНЕ ПУЛӐШАС ТЕСЕ УСӐ КУРӐР
  • БИБЛИ ВУЛАНИ ХӲТЛӖХ ПАРАТЬ
  • БИБЛИ ВУЛАНИ ЮЛАШКИ КУНСЕНЕ ПУРӐНСА ИРТТЕРМЕ ПУЛӐШӖ
  • Библи вулани сире ытларах усӑ патӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Библие вулани нумай усӑ патӑр тесен мӗн тумалла?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 4/15 3—9 с.

Библи вуланинчен усӑ илсе тӑрӑр

«Эпӗ... Турӑ саккунӗшӗн савӑнса тӑратӑп» (РИМ 7:22).

ҪАК ЫЙТУСЕН ХУРАВӖСЕНЕ ТУПӐР:

  • «Ҫурма сасӑпа» вулани сире мӗнле усӑ парӗ?

  • Ыттисене пулӑшас тесе Библи сӑвӑ йӗркисене мӗнле астуса юлма пулать?

  • Библие тимлӗ вулани пире мӗнле хӳтлӗх парать?

1—3. Библи вулани тата унта мӗн калани тӑрӑх пурӑнни мӗнле усӑ парать?

«БИБЛИЕ ӑнланма пулӑшса тӑнӑшӑн эпӗ Иеговӑна кашни ир тав тӑватӑп». Ҫак сӑмахсене каланӑ ватӑ христианка Библие пӗтӗмпех 40 хут ытла вуласа тухнӑ, халӗ те ӑна вулать. Пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван Библи вулани ӑна Турӑ чӑнах пуррине ӑнланма тата унпа ҫывӑхланма пулӑшрӗ тесе ҫырнӑ. Вӑл калать: «Эпӗ халӗ хама нихӑҫанхинчен те телейлӗрех туятӑп!»

2 Петр апостол христиансене пурне те ҫапла ӳкӗтленӗ: «Таса сӑмах сӗтне юратӑр» (1 Петр 2:2). Кам Библи вӗренет тата унти вӗрентӳсене тытса пурӑнать, ҫавсен совеҫӗ те таса, пурнӑҫра та тӗллев пур. Вӗсем хӑйсем пекех чӑн Турра юратакансемпе тата уншӑн ӗҫлекенсемпе ҫывӑх туслӑх аталантараҫҫӗ. Ҫаксем пурте вӗсене «Турӑ саккунӗшӗн савӑнса» тӑма сӑлтав параҫҫӗ (Рим 7:22). Анчах та Библи вӗренни ытти енчен те усӑ парать.

3 Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ ҫинчен эсир мӗн чухлӗ нумайрах пӗлсе пыратӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах вӗсене тата хӑвӑрӑн ҫывӑх ҫыннусене юратма пуҫлатӑр. Ҫырӑва тӗп-тӗрӗс пӗлни Турӑ кӗҫех итлекен ҫынсене ҫак пӗтсе пыракан тӗнчерен мӗнле ҫӑлса хӑварассине ӑнланма пулӑшать. Сирӗн савӑнӑҫлӑ ырӑ хыпар пур, ӑна эсир сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне ҫынсене пӗлтерме пултаратӑр. Турӑ Сӑмахне вуласа мӗн пӗлнине ыттисене каласа пама тӑрӑшатӑр пулсан, Иегова сире пиллесе тӑрӗ.

ВУЛӐР ТАТА ШУХӐШЛӐР

4. Библие «ҫурма сасӑпа» вуламалла тенине мӗнле ӑнланмалла?

4 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене Библие васкамасӑр вулаттарасшӑн. Ӗлӗк-авал вӑл Иисус Навина каланӑ: «Ҫакӑ саккун кӗнеки санӑн чӗлхӳ вӗҫӗнчен ан кайтӑр; унта мӗн ҫырнине... кунӗн-ҫӗрӗн вӗрен [«ҫурма сасӑпа вула», ҪТ]» (Иис. Н. 1:8; Пс. 1:2). Ҫакӑ вӑл Пултарнинчен пуҫласа Ӳлӗмхине таран вуланӑ чухне пур сӑмаха та ҫурма сасӑпа каламалла тенине пӗлтерет-и? Ҫук. Ҫакӑ вӑл мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама май паракан хӑвӑртлӑхпа вуламаллине пӗлтерет. Библие «ҫурма сасӑпа» вулани сире хӑвӑршӑн уйрӑмах усӑллӑ та хавхалануллӑ сӑвӑ йӗркисем ҫине тимлӗрех пӑхма пулӑшӗ. Ҫавӑн пек сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене, сӑвӑ йӗркисене е вырӑнсене тупсан, вӗсене васкамасӑр, тен, сӑмахсене сасӑпа е ӑшра каласа вулӑр. Ҫырури пӗр-пӗр шухӑш сирӗн чӗрӳне хускатмаллипех хускатма пултарать. Мӗншӗн ҫакӑ кирлӗ? Турӑ панӑ канашӑн пӗлтерӗшне эсир ӑнлансан, сирӗн ӑна пурнӑҫра тытса тӑрас килсех тӑрӗ.

5—7. Тӗслӗхсемпе усӑ курса Турӑ Сӑмахне ҫурма сасӑпа вулани сире мӗнле пулӑшма пултарнине кӑтартса парӑр: а) нравственность енчен таса тӑрса юлма; ӑ) ыттисемпе тӳсӗмлӗ, ырӑ пулма; б) йывӑр вӑхӑтра та Иеговӑна шанма вӗренме.

5 Библири сире ӑнланма йывӑр кӗнекесене ҫурма сасӑпа вулани усӑллӑ. Виҫӗ тӗслӗх пӑхса тухар. Пӗрремӗш тӗслӗхӗнче ҫамрӑк христианин хӑйӗн Библи вуламалли программи тӑрӑх Осия кӗнекине вулать. Вӑл 4-мӗш сыпӑкри 11-мӗшӗнчен пуҫласа 13-мӗш сӑвӑ йӗрки таран ҫурма сасӑпа вуланӑ хыҫҫӑн чарӑнса тӑрать. (Осия 4:11—13 вуласа пар.) Вӑл ҫак сӑвӑ йӗркисем ҫине тимлӗ пӑхать, мӗншӗн тесен шкулта унӑн аскӑн ӗҫ тума хистенине хирӗҫ тӑма тивет. Вӑл ҫав вырӑнти сӑмахсем ҫинчен шухӑшлать те хӑйне ҫапла калать: «Иегова япӑх ӗҫсене, ҫынсем вӑрттӑн тунисене те, курать. Манӑн ӑна кулянтарас килмест». Арҫын тӑван Турӑ умӗнче нравственность енчен таса тӑрса юлма шут тытать.

6 Иккӗмӗш тӗслӗхӗнче христианка Иоиль кӗнекине вуласа 2-мӗш сыпӑкри 13-мӗш сӑвӑ йӗрки патне ҫитет. (Иоиль 2:13 вуласа пар.) Ҫав сӑвӑ йӗркине ҫурма сасӑпа вуланӑ май вӑл Иегова пек «ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ» пулас тесе мӗн тумалли ҫинчен шухӑшлать. Упӑшкипе тата ытти ҫынсемпе калаҫнӑ чухне унӑн тӑрӑхласа тата тарӑхса калаҫасси пулкалать, ҫавӑнпа та вӑл ҫавӑн пек калаҫма пӑрахмалла тесе палӑртса хурать.

7 Виҫҫӗмӗш тӗслӗхӗнче ӗҫне ҫухатнӑ христианин арӑмӗпе ачисене мӗнле пӑхса-тӑрантарса усрамалли пирки пӑшӑрханать. Наум 1:7-мӗшӗнче вӑл Иегова «Хӑйне шанакансене пӗлсе тӑрать» тата «хуйхӑ кунӗнче тарса хӑтӑлмалли вырӑн» пулса вӗсене хӳтӗлет тесе ҫурма сасӑпа вулать. Ҫак шухӑш ӑна лӑплантарать. Вӑл хӑйне те, хӑйӗн ҫемйине те Иегова юратнине ӑнланса илет те ытлашши пӑшӑрханма пӑрахать. Унтан вӑл 15-мӗш сӑвӑ йӗркине ҫурма сасӑпа вулать. (Наум 1:15 вуласа пар.) Арҫын тӑван ҫакна ӑнланать: йывӑр вӑхӑтра ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренипе вӑл Иегова уншӑн тарса хӑтӑлмалли вырӑн пулнине кӑтартать. Халӗ вара ҫав арҫын тӑван ӗҫ шыранӑ май эрне варринче те ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнать.

8. Библие вуласа эсир мӗн пӗлнисенчен пӗрин ҫинчен кӗскен каласа парӑр.

8 Тин кӑна сӳтсе явнӑ усӑллӑ шухӑшсене Библири, нумайӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, ӑнланма йывӑр кӗнекесенчен илнӗ. Анчах та эсир Осия, Иоиль тата Наум кӗнекисенче кӑмӑла хускатакан сӑвӑ йӗркисене тупрӑр пулсан, сирӗн вӗсенчи ытти сӑвӑ йӗркисене те ҫурма сасӑпа вулас килсе кайӗ. Ҫав пророксем ҫырса хунисем сире мӗн чухлӗ ӑслӑлӑх пама тата мӗн тери лӑплантарма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Библин ытти кӗнекисем пирки мӗн калама пулать? Турӑ Сӑмахӗ иксӗлми алмаз рудникӗ евӗрлӗ. Тӑрӑшса ӗҫлӗр унта — Библие вуласса та унта хаклӑ канашсемпе хавхалану тупас тӗллевпе пӗтӗмпех вулӑр!

ӐНЛАНМА ТӐРӐШӐР

9. Туррӑн ирӗкне лайӑхрах ӑнланас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

9 Библие кашни кун вуланисӗр пуҫне мӗн вуланине те пирӗн ӑнланма тӑрӑшмалла. Ҫавӑнпа та эсир вулакан ҫынсем, вырӑнсем тата событисем ҫинчен информаци тупас тесе пирӗн публикацисемпе усӑ курӑр. Эсир Библин пӗр-пӗр вӗрентӗвӗ сирӗн пурнӑҫпа мӗнле ҫыхӑннине пӗлесшӗн пулсан, пухури старейшинӑран е опытлӑ христианинран пулӑшу ыйтма пултаратӑр. Турӑ Сӑмахне ытларах та ытларах ӑнланма кирлине курас тесе пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ пӗр христианинӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Ӑна Аполлос тесе чӗннӗ.

10, 11. а) Аполлоса ырӑ хыпар сарас ӗҫе лайӑхрах тума мӗнле пулӑшнӑ? ӑ) Аполлосӑн тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет? («Эсӗ хальхи вӑхӑтра мӗнле ӑнлантарнӑ пек вӗрентетӗн-и?» рамкӑна пӑхӑр.)

10 Аполлос «Турӑ Ҫырӑвне тӗплӗ пӗлекен» хастарлӑ еврей христианинӗ пулнӑ. Апостолсен ӗҫӗсем кӗнеки тӑрӑх, вӑл «Иоанн шыва кӗртнине ҫеҫ пӗлнӗ пулсан та... Ҫӳлхуҫа [«Иисус», ҪТ] ҫинчен тӗрӗс вӗрентнӗ». Анчах та Аполлос Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене шыва кӗресси ҫинчен темскер ҫӗннине вӗрентнине ӑнланман. Вӑл Эфесра мӗнле вӗрентнине илтсен, Акилӑпа Прискилла христиансем, упӑшкипе арӑмӗ, ӑна «Ҫӳлхуҫа ҫулне тата тӗплӗрех ӑнлантарса панӑ» (Ап. ӗҫ. 18:24—26). Ҫакӑ Аполлоса мӗнле усӑ панӑ?

11 Эфесра вӗрентсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн Аполлос Ахаие кайнӑ. «Унта ҫитсессӗн вӑл Турӑ тивлечӗпе ӗненме пуҫланисене нумай пулӑшнӑ, Иисус чӑн Христос иккенне Ҫырури сӑмахсемпе кӑтартса парса, вӑл иудейсене пӗтӗм халӑх умӗнче пӗр чӗнейми тунӑ» (Ап. ӗҫ. 18:27, 28). Вӑл вӑхӑтра Аполлос христианла шыва кӗни мӗн иккенне тӗрӗс ӑнлантарса пама пултарнӑ. Тӗрӗсрех ӑнланнӑ пирки вӑл ҫӗнӗ христиансене чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума «нумай пулӑшнӑ». Аполлос тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Ун пекех эпир Библире мӗн вуланине ӑнланма тӑрӑшатпӑр. Анчах та опытлӑ христианин пире ӑстарах вӗрентес тесе мӗн-мӗн тумалли пирки канаш парать пулсан, эпир ҫавӑн пек пулӑшӑва хамӑра кӗҫӗне хурса тата пархатарлӑ пулса йышӑнасшӑн. Эпир ҫавна тӑватпӑр пулсан, Турӑшӑн тата лайӑхрах ӗҫлӗпӗр.

ХӐВӐР ПӖЛӲПЕ ЫТТИСЕНЕ ПУЛӐШАС ТЕСЕ УСӐ КУРӐР

12, 13. Ҫырупа майне пӗлсе усӑ курнипе Библи вӗренекене ҫитӗнӳсем тума мӗнле пулӑшма пулать?

12 Прискиллӑпа Акила тата Аполлос пек эпир ыттисене пулӑшма пултаратпӑр. Интересленекен ҫын эсир пулӑшнине пула пурнӑҫӗнче улшӑнусем туса чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тунӑ чухне эсир хӑвӑра мӗнле туятӑр? Пухури тӑван Библи тӑрӑх панӑ канаш хӑйне пӗр-пӗр йывӑрлӑха ҫӗнтерме пулӑшнӑшӑн сире, старейшинӑна, тав тунӑ чухне сирӗн туйӑмсем мӗнлерех пулӗҫ? Паллах ӗнтӗ, ыттисене хӑйсен пурнӑҫне лайӑхлатма пулӑшас тесе Турӑ Сӑмахӗпе усӑ курни кӑмӑла ҫырлахтарать тата савӑнӑҫ кӳретa. Библипе лайӑхрах усӑ курма вӗренес тесе мӗн тума пулать?

13 Илия вӑхӑтӗнче израильсем нумайӑшӗ чӑн тӗне те, суя тӗне те тытса пурӑнасшӑн пулнӑ. Илиян ҫав ҫынсене панӑ канашӗ Библи вӗренекене, чӑнлӑх майлӑ тӑма хӑю ҫитерейменскере, пулӑшма пултарнӑ пулӗччӗ. (3 Патшалӑх 18:21 вуласа пар.) Акӑ тепӗр тӗслӗх пӑхса тухар: Библи вӗреннӗшӗн ҫын хӑйӗн тусӗсем, тӑван-хурӑнташӗсем мӗн шухӑшлӗҫ, мӗн калӗҫ тесе хӑрать. Унпа Исаия 51:12, 13-мӗш сӑвӑ йӗркисене сӳтсе явни ӑна Иеговӑна пуҫҫапма ҫирӗп шут тытмашкӑн пулӑшма пултарать. (Вуласа пар.)

14. Ыттисене пулӑшас тесе Библири сӑвӑ йӗркисене аса илме сире мӗн пулӑшӗ?

14 Библире вулакансене пулӑшма, тӳрлетме тата тӗреклӗлетме пултаракан сӑмахсем нумай. Анчах та сирӗн, тен, ҫакӑн пек ыйту пур: «Кирлӗ чухне пӗр-пӗр сӑвӑ йӗркине мӗнле майпа тӳрех аса илсе шыраса тупма пулать?» Кашни кун Библие вулӑр та Турӑ шухӑшӗсем ҫинчен шухӑшлӑр. Ҫапла эсир Турӑ Сӑмахне лайӑхрах пӗлсе ҫитме пултаратӑр, вара Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса сире кирлӗ чухне унта мӗн каланине аса илме пулӑшӗ (Марк 13:11; Иоанн 14:26 вуласа пар)b.

15. Турӑ Сӑмахне тарӑнрах ӑнланма сире мӗн пулӑшӗ?

15 Сӑваплӑ ӗҫе тата пухури тивӗҫсене тӑвас тесе Соломон пек ӑслӑлӑх ыйтса Иеговӑна кӗлтӑвӑр (2 Ҫулс. 1:7—10). Иегова ҫинчен тата унӑн ирӗкӗ ҫинчен тӗп-тӗрӗс пӗлӳ илес тесе авалхи пророксем пекех Турӑ Сӑмахне «тӗплӗн тишкерсе тӗпчӗр» (1 Петр 1:10—12, ҪХ). Павел апостол Тимофее «ӗненӳ сӑмахӗсене... ырӑ вӗрентӗве» тишкерме хушнӑ (1 Тим. 4:6, ҪХ). Ҫакна тунипе эсир Библие лайӑхрах ӑнланма пуҫлатӑр, вара ыттисене пулӑшас тесе унпа мӗнле усӑ курмаллине вӗренсе ҫитетӗр. Ҫав вӑхӑтрах сирӗн ӗненӳ те ҫирӗпленсе пырӗ.

БИБЛИ ВУЛАНИ ХӲТЛӖХ ПАРАТЬ

16. а) Ҫырури сӑмахсене куллен тишкерсе пӑхни Верия ҫыннисене мӗнле пулӑшнӑ? ӑ) Мӗншӗн пире Библие кашни кун вулани питӗ кирлӗ?

16 Македонири Верия хулинче пурӑнакан иудейсен «Ҫырури сӑмахсене куллен тишкерсе» пӑхас йӑла пулнӑ. Павел вӗсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне вӗсем унӑн сӑмахӗсене хӑйсем Ҫыруран мӗн пӗлнипе танлаштарнӑ. Ҫакӑ мӗн панӑ? Нумайӑшӗ Павелӑн сӑмахӗсем чӑнлӑх пулнине ӑнланнӑ та ӗненекенсем пулса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 17:10—12). Ҫакӑ Библие кашни кун вулани Иеговӑна хытӑрах ӗненме пулӑшнине кӑтартса парать. Эпир Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче пурӑнас тетпӗр пулсан, пире ҫавӑн пек ӗненӳ — «ӗмӗтленнине пур пек курни» — питӗ кирлӗ (Евр. 11:1).

17, 18. а) Хытӑ ӗненнипе юратни христианинӑн сӑнарлӑ чӗрине мӗнле хӳтӗлеҫҫӗ? ӑ) Шанчӑк пире хӑрушлӑхсенчен мӗнле хӳтӗлет?

17 Павел ҫырнӑ: «Эпир вара, кун ҫути ачисем пулнӑ май, ӗненӳпе юратулӑхӑн тимӗр тумне тата ҫӑлӑнас шанчӑкӑн шлемне тӑхӑнар, хамӑр ӑс-тӑна ҫухатар мар» (1 Фес. 5:8, ҪХ). Салтакӑн хӑйӗн чӗрине тӑшмансенчен хӳтӗлемелле. Ҫавӑн пекех христианинӑн та хӑйӗн сӑнарлӑ чӗрине ҫылӑхран хӳтӗлемелле, мӗншӗн тесен ҫылӑхӑн хӑват пур. Иеговӑн ӗҫлекенӗ Турӑ сӑмах панине ҫирӗп ӗненет пулсан, Турра тата ытти ҫынсене хытӑ юратать пулсан, вӑл хӑйӗн сӑнарлӑ чӗрине хӳтӗлет. Вара вӑл хӑйне Турӑ ырлатӑр тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӗ.

18 Павел шлем — «ҫӑлӑнас шанчӑк» — пирки те каланӑ. Авалхи вӑхӑтра салтак хӑйӗн пуҫне хӳтӗлеменнипе ҫапӑҫура хӑвӑртах хӑйӗн пурнӑҫне татма пултарнӑ. Анчах та унӑн лайӑх шлем пулнӑ пулсан, вӑл пуҫран ҫапнине пысӑк сиен курмасӑр чӑтса ирттерме пултарнӑ. Иегова Сӑмахне вӗреннипе эпир Турӑ паракан ҫӑлӑнӑҫ шанчӑкне ҫирӗплететпӗр. Ҫирӗп шанчӑк пире чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисене тата вӗсен гангрена пек хӑвӑрт сарӑлма пултаракан «пушӑ сӑмахӗсене» хирӗҫ тӑма пулӑшать (2 Тим. 2:16—19). Ҫавӑн пекех шанчӑк пире Иегова ырламан ӗҫсене тума хӗтӗртекенсене «ҫук» тесе калама вӑй парать.

БИБЛИ ВУЛАНИ ЮЛАШКИ КУНСЕНЕ ПУРӐНСА ИРТТЕРМЕ ПУЛӐШӖ

19, 20. Мӗншӗн эпир Турӑ Сӑмахне питӗ хаклатпӑр тата ҫавна эпир мӗнле кӑтартатпӑр? («Иегова мана мӗн кирлӗ, шӑп ҫавна парса тӑрать» рамкӑна пӑхӑр.)

19 Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт мӗн чухлӗ ҫывхарса пырать, ҫавӑн чухлӗ ытларах пирӗн Иегова Сӑмахне шанмалла. Унӑн канашӗ пире япӑх йӑласене тӳрлетме тата ҫылӑх тӑвас туртӑмпа кӗрешме пулӑшать. Библи хавхалантарнине тата йӑпатнине пула эпир Сатанапа унӑн тӗнчи пире хирӗҫ тӑвакан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пултаратпӑр. Иегова Сӑмахӗнче мӗн тума хушнине тытса пынипе эпир пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫул ҫинче тӑрса юлӑпӑр.

20 Турӑ «пур ҫынна та ҫӑласшӑн». Ҫавсем шутне Иеговӑн ӗҫлекенӗсем, ҫавӑн пекех эпир ырӑ хыпар каласа тата вӗрентсе ҫӳренӗ чухне пулӑшма пултаракан ҫынсем кӗреҫҫӗ. Анчах та ҫӑлӑнас текенсен пурин те «чӑнлӑха тӗп-тӗрӗс пӗлсе» ҫитмелле (1 Тим. 2:4, ҪТ). Ҫавӑнпа та ҫак юлашки кунсенче ҫӑлӑнса юласси Библи вуланипе тата унта мӗн тума хушнине пурнӑҫра тытса пынипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Библие кашни кун вуланипе эпир Иегова Сӑмахне, чӑнлӑха, питӗ хакланине кӑтартатпӑр (Иоанн 17:17).

a Эпир Библипе нихӑҫан та ҫынна вӑйпа улӑштарас е айӑплас тесе усӑ курмӑпӑр. Иегова пирӗнпе тӳсӗмлӗ те ырӑ пулнӑ пекех, пирӗн те Библи вӗренекенсемпе ҫавӑн пек пулмалла (Пс. 102:8).

b Эсир сӑвӑ йӗркинчи тӗп сӑмахсене астӑватӑр пулсан, анчах та вӗсем хӑш кӗнекере, сыпӑкра е сӑвӑ йӗркинче пулнине манса кайрӑр пулсан, мӗн тумалла? Кирлӗ сӑвӑ йӗркине эсир «Перевод нового мира» куҫарӑвӗнчи е Хурал башнин электронлӑ библиотекинчи Библи сӑмахӗсен индексӗнче ҫав сӑмахсене пӑхса тупма пултаратӑр.

ЭСӖ ХАЛЬХИ ВӐХӐТРА МӖНЛЕ ӐНЛАНТАРНӐ ПЕК ВӖРЕНТЕТӖН-И?

Ыттисене тӗп-тӗрӗс пӗлӳ парас тесе эпир Библири чӑнлӑха хальхи вӑхӑтра мӗнле ӑнлантарнӑ пек вӗрентесшӗн. Ҫакна асра тытнӑ май аяларах илсе панӑ ыйтусем ҫине эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

  • Матфей 24:34-мӗшӗнче Иисус «ҫак ӑру» тесе каланипе камсем пирки каланӑ? (2010 ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни», 15—16 страницӑсем).

  • Матфей 25:32-мӗшӗнче каланӑ пек, «сурӑхсене качакасенчен» хӑҫан уйӑраҫҫӗ? (1995 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня», 21—23 страницӑсем).

  • Лука 21:26-мӗшӗнче (ҪХ) палӑртнӑ пек, хӑҫан «тӗнчене килес асапсене кӗтсе, ҫынсем вилесле сехӗрленсе ӳкӗҫ»? (2010 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни», 9 страница).

Библие кашни кун вуласа тӗплӗн тӗпченипе эпир ыттисене Иегова халӗ уҫса паракан чӑнлӑхсене пӗлме пулӑшма пултарӑпӑр (Ытар. 4:18).

«ИЕГОВА МАНА МӖН КИРЛӖ, ШӐП ҪАВНА ПАРСА ТӐРАТЬ»

Пӗр ҫамрӑк христианка ҫапла ҫырнӑ: «Иегова пире юратса аса илтерсе тӑнисенчен пуринчен ытла Библие кашни кун вулама ӳкӗтлени манӑн пурнӑҫ ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳчӗ. Эпӗ Библие шкулта юлашки класра вӗреннӗ чухне вулама пуҫларӑм, ӑна пӗтӗмпех вуласа тухма вара мана икӗ ҫул кирлӗ пулчӗ. Ҫав вӑхӑтра эпӗ Иегова Сӑмахӗнче хамӑн пурнӑҫа мӗне халаллас тӗлӗшрен йышӑну тума мӗн кирлине пурне те тупрӑм. Халӗ эпӗ Библие иккӗмӗш хут вулатӑп. Анчах та хӑш-пӗр япаласене пӗрремӗш хут куратӑп пек. Библие вулама халӗ пӗрремӗш хутӗнче вуланӑ пекех интереслӗ — ытларах мар пулсан! Иегова мана мӗн кирлӗ, шӑп ҫавна парса тӑнинчен тӗлӗнсе тӑратӑп кӑна».

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр