Хӑвӑра тата ыттисене Турӑ Сӑмахӗпе усӑ курса пулӑшӑр
«Эсӗ хушнӑ пур йӗркене те, пурне те тӗрӗс тесе йышӑнатӑп» (ПС. 118:128).
1. Мӗншӗн Турӑ Сӑмахне пирӗн пӗтӗмпех шанмалла?
БИБЛИ вӗренекен ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнма пултарнипе пултарайманнине пӗлес тесе старейшинӑсем хӑйсене ыйту параҫҫӗ: «Унӑн калаҫӑвӗнчен Библи Турӑ Сӑмахӗ пулнине ӗненни курӑнать-и?»a Патшалӑх хыпарҫисем пулас текенсен — тӗрӗссипе каласан, Туррӑн пур ӗҫлекенӗн те — Библие пӗтӗмпех шанмалла. Мӗншӗн? Турӑ Сӑмахне шаннӑран, унпа сӑваплӑ ӗҫре лайӑх усӑ курма вӗреннӗрен эпир ыттисене Иегова ҫинчен пӗлӳ илме тата ҫӑлӑнма пулӑшма пултаратпӑр.
2. Мӗншӗн пирӗн хамӑра мӗн вӗрентнинчен тухмалла мар?
2 Павел апостол Турӑ Сӑмахӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине Тимофей патне ҫырнӑ чухне ҫакӑн пек палӑртнӑ: «Хӑвна мӗн вӗрентнинчен, хӑвна мӗн шанса панинчен ан тух». Кунта Павел Тимофея ырӑ хыпара ӗненме хавхалантарнӑ Библири чӑнлӑхсем пирки каланӑ. Ҫав чӑнлӑхсем пирӗн ҫине те ҫавнашкалах витӗм кӳнӗ тата вӗсем пире ҫӑлӑнмашкӑн ӑслӑлантарса ҫитереҫҫӗ (2 Тим. 3:14, 15). Ҫакӑн хыҫҫӑнхи Павелӑн 2 Тимофей 3:16-мӗшӗнчи сӑмахӗсене эпир час-часах Библие Турӑ хавхалантарнипе ҫырнине ыттисене кӑтартас тесе усӑ куратпӑр. (Вуласа пар.) Анчах эпир хамӑр та ҫак сӑмахсенчен нумай усӑ илме пултаратпӑр. Айтӑр ҫак сӑвӑ йӗркине тӗплӗнрех пӑхса тухар. Ҫавна тунипе эпир Иеговӑн вӗрентӗвӗсем пурте тӗрӗс пулнине тата лайӑхрах ӑнланӑпӑр (Пс. 118:128).
БИБЛИ «УСӐЛЛӐ: ВӐЛ ВӖРЕНТЕТ»
3—5. а) Аллӑмӗш кун уявӗнче Петр халӑх умӗнче сӑмах тухса каласан мӗн пулса иртнӗ тата мӗншӗн? ӑ) Мӗншӗн Фессалоникӑра нумайӑшӗ чӑнлӑха йышӑннӑ? б) Ырӑ хыпар каласа ҫӳренӗ чухне ҫынсене хӑш-пӗр чухне мӗн тӗлӗнтерет?
3 Иисус Израиль халӑхне каланӑ: «Эпӗ сирӗн патӑра пророксене, ӑсчахсене, вӗрентекенсене яратӑп» (Матф. 23:34, ҪХ). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем пирки каланӑ. Вӑл вӗсене сӑваплӑ ӗҫре Ҫырупа усӑ курма вӗрентнӗ. Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче ҫав «вӗрентекенсенчен» пӗри, Петр апостол, Иерусалимра нумай халӑх умӗнче сӑмах тухса каланӑ. Ҫавӑн чухне вӑл Еврей Ҫырӑвӗсенчи хӑш-пӗр цитатӑсене илсе каланӑ. Ҫав сӑмахсене Петр мӗнле ӑнлантарса панине илтсен, ҫакӑ итлекенсенчен нумайӑшӗн «чӗрине пырса тивнӗ». Вӗсем хӑйсен унчченхи ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗннӗ те Турӑран хӑйсене каҫарма ыйтнӑ. Ҫав кун вӗсенчен виҫӗ пине яхӑн ҫын христиансем пулса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 2:37—41, ҪХ).
4 Тепӗр вӗрентекен, Павел апостол, Иерусалимран аякра ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳренӗ. Сӑмахран, Македонири Фессалоника хулинче вӑл Турра пуҫҫапакансемпе синагогӑра калаҫнӑ. Виҫӗ шӑматкун Павел вӗсемпе калаҫнӑ, «Христос асапланмалла, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла пулнине Ҫырури сӑмахсемпе кӑтарта-кӑтарта парса ӑнлантарнӑ». Ҫакӑ мӗн панӑ? «Вӗсенчен [иудейсенчен] хӑшӗ-пӗрисем ӗненнӗ», ҫавӑн пекех «эллинсем [грексем] те питӗ нумаййӑн» христиансем пулса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 17:1—4).
5 Хальхи вӑхӑтра Туррӑн ӗҫлекенӗсем Библипе мӗнле усӑ курни нумайӑшне тӗлӗнтерет. Пирӗн хӗрарӑм тӑван Библири пӗр вырӑна вуласа панине итленӗ хыҫҫӑн Швейцарири пӗр арҫын ыйтнӑ: «Эсир камсем?» Хӗрарӑм тӑван хуравланӑ: «Эпир Иегова Свидетелӗсем». Арҫынни каланӑ: «Мӗнле-ха эпӗ тӳрех тавҫӑрса илеймерӗм! Иегова Свидетелӗсемсӗр пуҫне урӑх кам Библирен мӗн те пулин вуласа парас тесе ман пата килтӗр?»
6, 7. а) Пухӑва вӗрентекенсем Библипе лайӑхрах усӑ курас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ? ӑ) Мӗншӗн ҫынпа Библи вӗреннӗ чухне Ҫырупа ӑсталӑхпа усӑ курни питӗ кирлӗ?
6 Ыттисене вӗрентнӗ чухне Библипе лайӑхрах усӑ курас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Сире сцена ҫинчен пухӑва вӗрентме шанса панӑ пулсан, хӑвӑр усӑ куракан сӑвӑ йӗркисем Библин хӑш кӗнекинче пулнине калӑр. Тӗп сӑвӑ йӗркисене хӑвӑр сӑмахсемпе калас, хут ҫинчен е портативлӑ компьютер экранӗнчен вуласа парас вырӑнне Библие уҫӑр та унтан вуласа парӑр. Итлекенсене те ҫавнах тума хавхалантарӑр. Сӑвӑ йӗркисен пӗлтерӗшне тата вӗсем итлекенсене Иеговӑпа ҫывӑхланма мӗнле пулӑшма пултарнине ӑнлантарса парӑр. Ӑнланма йывӑр тӗслӗхсем илсе парас е пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен итлесе ларакансене култарас тӗллевпе ҫеҫ каласа парас вырӑнне вӑхӑтпа Турӑ Сӑмахне ӑнлантарса парас тесе усӑ курӑр.
7 Ҫынпа Библи вӗреннӗ чухне мӗне асра тытмалла? Христианла публикацисемпе усӑ курнӑ май Библирен илсе панӑ вырӑнсене сиктерсе хӑварассинчен сыхланмалла. Вӗренекене илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене вуласа тухма хавхалантармалла тата ӑна вӗсен пӗлтерӗшне ӑнланма пулӑшмалла. Мӗнле майпа? Вӗсене ӑнлантарса панӑ чухне пирӗн хамӑрӑн кӑна калаҫмалла мар, вӗренекене те хӑй мӗн шутланине калама ирӗк памалла. Унӑн ҫапла ӗненмелле е хӑйне капла тытмалла тесе калас вырӑнне эпир ӑна вырӑнлӑ ыйтусем пама пултаратпӑр, ҫав ыйтусем вара ӑна тӗрӗс шухӑш патне пыма пулӑшӗҫb.
БИБЛИ «УСӐЛЛӐ: ВӐЛ... ПИТЛЕТ»
8. Павелӑн ӑшӗнче мӗнле кӗрешӳ пынӑ?
8 Час-часах эпир «питлесси» вӑл христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсен тивӗҫӗ тесе шутлатпӑр. Чӑнах та, надзирательсен «ҫылӑха кӗрекенсене» питлес яваплӑх пур (1 Тим. 5:20, ҪХ; Тит 1:13). Анчах пирӗн хамӑра та питлемелле. Павел лайӑх тӗслӗх кӑтартакан христианин пулнӑ, совеҫӗ те унӑн таса пулнӑ (2 Тим. 1:3). Ҫапах та вӑл ҫырнӑ: «Ӳтӗмре вара урӑх йӗрке пур: вӑл манӑн ӑсӑм-тӑнӑм йӗркине хирӗҫ пырать, мана ҫылӑх йӗркине парӑнтарать». Ҫак сӑмахсен контекстне пӑхса тухнӑ май эпир Павел хӑйӗн ҫылӑхлӑ кӑмӑлне тытса чарас тесе мӗнле кӗрешнине лайӑхрах ӑнланӑпӑр. (Рим 7:21—25 вуласа пар.)
9, 10. а) Павелӑн мӗнле ҫитменлӗхсем пулнӑ теме пулать? ӑ) Павел ҫылӑхпа мӗнле кӗрешнӗ теме пулать?
9 Павел мӗнле ҫитменлӗхсене ҫӗнтерме тӑрӑшнӑ? Вӑл вӗсене палӑртман пулин те, Тимофей патне янӑ ҫырӑвӗнче хӑйӗн пирки «эпӗ... усал ҫынччӗ» тенӗ (1 Тим. 1:13). Христианин пулса тӑриччен Павел Христосӑн вӗренекенӗсене питӗ хаяррӑн хӗсӗрленӗ. Унччен вӗсем ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен каланӑ чухне вӑл вӗсене «чарусӑр хаярлӑхӑмпа... хӗсӗрлерӗм» тесе палӑртнӑ (Ап. ӗҫ. 26:11). Христианин пулса тӑнӑ хыҫҫӑн Павел хӑйӗн ҫиллине пусарма вӗренсе ҫитнӗ, анчах та хутран-ситрен ӑна хӑйӗн туйӑмӗсемпе сӑмахӗсене тытса чарма йывӑр пулнӑ курӑнать (Ап. ӗҫ. 15:36—39). Ӑнӑҫлӑ пулма ӑна мӗн пулӑшнӑ?
10 Коринфри христиансем патне янӑ ҫырӑвӗнче Павел хӑйне питлес тесе мӗн тунине ӑнлантарса панӑ. (1 Коринф 9:26, 27 вуласа пар.) Вӑл хӑйӗн ҫитменлӗхӗсемпе ҫине тӑрса кӗрешнӗ. Вӑл Ҫырура канашсем шыранӑ, вӗсене пурнӑҫра тытса пыма пулӑштӑр тесе Иеговӑна йӑлӑннӑ тата лайӑхланса пырас тесе пӗтӗм вӑйне хунӑ пулмаллаc. Эпир унран нумайӑшне вӗренме пултаратпӑр, мӗншӗн тесен ун пекех хамӑр ҫитменлӗхсемпе кӗрешетпӗр.
11. Чӑнлӑх ҫулӗпе пынипе пыманнине пӗлес тесе эпир хамӑра мӗнле тӗрӗслеме пултаратпӑр?
11 Хамӑр ҫитменлӗхсемпе кӗрешме чарӑнма юрать тесе пирӗн нихӑҫан та шутламалла мар. Ун вырӑнне чӑнлӑх ҫулӗпе чӑннипех пынине пӗлес тесе пирӗн хамӑра тӗрӗслесе тӑмалла (2 Кор. 13:5). Колоссӑ 3:5—10-мӗш е ҫавӑн пек ытти сӑвӑ йӗркисене вуланӑ чухне хамӑртан ҫапла ыйтма пулать: «Хамӑн ҫитменлӗхсене пӗтерес тесе эпӗ вӑй хуратӑп-и е эпӗ Иегова юрӑхсӑр текен япаласене килӗштерме пуҫламарӑм-и? Манӑн компьютерӑн экранӗ ҫине ирсӗр интернет-сайт тухсан, ӑна эпӗ тӳрех хупса хуратӑп-и? Е ҫавӑн пек сайтсене хам шыратӑп-и?» Турӑ Сӑмахӗнчи ҫак канаша хамӑр пурнӑҫра мӗнле тытса пымалли ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, пире «сыхӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ» пулма ҫӑмӑлрах пулӗ (1 Фес. 5:6—8, ҪХ).
БИБЛИ «УСӐЛЛӐ: ВӐЛ... ТӲРЛЕТЕТ»
12, 13. а) Ыттисене тӳрлетнӗ чухне пирӗн мӗнле тӗллев пулмалла тата ҫав тӗлӗшрен Иисус пек пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? ӑ) Кама та пулин тӳрлетнӗ чухне мӗнле калаҫассинчен сыхланмалла?
12 «Тӳрлетет» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «лайӑхлат, юса, унччен пулнӑ пек тӗрӗс, вырӑнлӑ майлаштар» тенине пӗлтерет. Хӑш-пӗр чухне кам та пулин пирӗн сӑмахсемпе ӗҫсене тӗрӗс мар ӑнланнине тӳрлетмелле. Сӑмахран, иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем Иисус «куланай пухакансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе» ырӑ пулнӑшӑн ӳпкелешнӗ. Иисус хуравланӑ: «Эмелҫӗ сыввисене мар, чирлисене кирлӗ; кайӑр та „Мана парне кирлӗ мар, ырӑ кӑмӑл кирлӗ“ тени мӗне пӗлтернине ӑнланма тӑрӑшӑр» (Матф. 9:11—13). Вӑл пурне те Турӑ сӑмахӗсене тӳсӗмлӗн те ыррӑн вӗрентнӗ. Ҫавна пула хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсем Иеговӑна «этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ» пек пӗлме пуҫланӑ (Тух. 34:6). Ҫынсем Иегова мӗнле Турӑ пулни ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшланине Турӑ Ывӑлӗ тӳрлетме тӑрӑшнӑ, ҫавна пула нумайӑшӗ ырӑ хыпара ӗненнӗ.
13 Ыттисене пулӑшма тӑрӑшнӑ чухне пирӗн Иисусран тӗслӗх илмелле. Кам та пулин теприне тӳрлетес тесе туйӑмӗсем хӗрсе кайнипе мӗн те пулин тӳрккессӗн каласа хума пултарать. Анчах та ҫавӑн пек тытни 2 Тимофей 3:16-мӗшӗнчи сӑмахсемпе килӗшсе тӑмасть. Турӑ Ҫырӑвӗ пире ыттисене ятлама ирӗк памасть. Эпир кама та пулин хаяррӑн критиклетпӗр пулсан, пирӗн сӑмахсем «хӗҫпе каснӑ пек» амантма пултараҫҫӗ. Эпир унӑн чунне ыраттарӑпӑр, усси те ҫакӑнтан ҫукпа пӗрех (Ытар. 12:18).
14—16. а) Пухури тӑвансем хӑйсен йывӑрлӑхӗсене татса пама ыйтнӑ чухне старейшинӑсем тӳрлетес тесе мӗн тума пултараҫҫӗ? ӑ) Ачасене пӑхса ӳстернӗ чухне мӗншӗн вӗсене Ҫырупа усӑ курса тӳрлетмелле?
14 Ыттисене тӳрлетнӗ чухне тӳсӗмлӗ те ырӑ пулас тесе мӗн тума пулать? Калӑпӑр, упӑшкипе арӑмӗ час-часах хирӗҫеҫҫӗ, ҫав йывӑрлӑха татса пама вӗсем пухури старейшинӑна ыйтаҫҫӗ. Старейшина мӗн тума пултарнӑ пулӗччӗ? Вӑл никам майлӑ та тӑмӗ, ҫав тӗлӗшрен хӑйӗн шухӑшне те каламӗ. Ун вырӑнне вӑл вӗсемпе Библи принципӗсене, сӑмахран, «Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ» кӗнекен 3-мӗш сыпӑкӗнчисене, сӳтсе явма пултарать. Ҫав принципсене пӑхса тухнӑ чухне упӑшкипе арӑмӗ хӑш-пӗр улшӑнусем тума кирлине ӑнланса илме пултараҫҫӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен старейшина ҫемьере ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ тесе интересленсе пӑхма пултарать, кирлӗ пулсан, пулӑшу сӗнӗ.
15 Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене тӳрлетес тесе мӗн тума пултарать? Калӑпӑр, хӑвӑрӑн ҫула ҫитмен хӗре эсир пули-пулми ҫынсемпе туслашасран асӑрхаттарасшӑн. Чи малтан сирӗн пур факта та пӗлмелле. Унтан, пӑшӑрханма сӑлтав пур пулсан, хӗрӳпе калаҫмалла, ҫав калаҫура эсир, тен, «Ответы на твои вопросы» кӗнекен 2-мӗш томӗнчи шухӑшсемпе усӑ курас тейӗр. Ҫакӑн хыҫҫӑнхи кунсенче унпа пӗрле пулас тесе нумайрах вӑхӑт уйӑрни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑн пекех эсир вӑл хӑйне сӑваплӑ ӗҫре е ҫемьепе пӗрле каннӑ чухне мӗнле тытнине сӑнама пултаратӑр. Эсир тӳсӗмлӗ те ырӑ пулсан, хӗрӳ эсир хӑйне юратнине, хӑйӗнпе интересленнине туйма пуҫлӗ. Ҫакӑ ӑна сирӗн канаша тытса тӑма тата инкек патне илсе пыма пултаракан ӗҫсенчен пӑрӑнма пулӑшӗ.
16 Ҫавӑн пек тӳсӗмлӗ те ырӑ пулнипе эпир сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханакансене, ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ пирки кулянакансене е кама Библин пӗр-пӗр вӗрентӗвӗпе килӗшме йывӑр, ҫавсене пулӑшма пултаратпӑр. Турӑ Сӑмахӗпе «тӳрлетме» усӑ курни Иеговӑн халӑхне пысӑк усӑ парать.
БИБЛИ «УСӐЛЛӐ: ВӐЛ... ТӲРӖЛӖХПЕ ӲКӖТЛЕТ»
17. Мӗншӗн ӳкӗтленине пирӗн пархатарлӑ пулса йышӑнмалла?
17 «Кирек епле айӑплав та ҫав вӑхӑтра савӑнтармасть, кулянтарать. Ҫапла ӑс пани каярахпа пире тӳрӗлӗхпе канӑҫлӑх ҫимӗҫӗ парать» (Евр. 12:11, ҪХ). Чӑнлӑхра ҫитӗннӗ христиансем нумайӑшӗ хӑйсен ӗненекен ашшӗ-амӑшӗ ӑса вӗрентнипе ӳкӗтлени усӑ пачӗ теҫҫӗ. Иегова ӳкӗтленине эпир христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсем урлӑ йышӑнатпӑр пулсан, ҫакӑ пире пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче тӑрса юлма пулӑшать (Ытар. 4:13).
18, 19. а) Мӗншӗн «тӳрӗлӗхпе» ӳкӗтлес тесен Ытарӑшсем 18:13-мӗшӗнчи канашпа усӑ курни питӗ кирлӗ? ӑ) Ҫылӑха кӗнӗ ҫынна старейшинӑсем йӑвашшӑн, юратса ӳкӗтлени час-часах мӗнле результат парать?
18 Ыттисене майне пӗлсе ӳкӗтлесси вӑл — ӑсталӑх. Иегова христиансене ҫавна «тӳрӗлӗхпе» тума хушнӑ (2 Тим. 3:16, ҪТ). Ҫакӑ вӑл ыттисене ӳкӗтленӗ чухне Библи принципӗсемпе усӑ курмалла тенине пӗлтерет. Ҫав принципсенчен пӗрне Ытарӑшсем 18:13-мӗшӗнче тупма пулать: «Итлесе пӗтермесӗрех хуравлакан — ӑссӑр ҫын, намӑс ӑна». Ҫавӑнпа та кам та пулин старейшинӑсене пухури тӑван йывӑр ҫылӑх турӗ тесе пӗлтерчӗ пулсан, вӗсен пурне те пӗлес тесе ҫав ӗҫе тӗплӗн тӗпчемелле (Сак. аст. 13:14). Ҫавӑн пек чухне кӑна вӗсем «тӳрӗлӗхпе» ӳкӗтлеме пултараҫҫӗ.
19 Унсӑр пуҫне Турӑ Сӑмахӗнче старейшинӑсен ыттисене «йӑвашшӑн» тӳрлетмелле тенӗ. (2 Тимофей 2:24—26 вуласа пар.) Ҫыннӑн ҫылӑхӗ Иеговӑн ятне намӑса кӑларма, ҫавӑн пекех айӑпсӑр ҫынсене хӗн кӑтартма пултарать. Ҫапах та ҫавӑн пек ҫынпа калаҫнӑ чухне старейшина хӑйӗн ҫиллине тытса чараймасть пулсан, вӑл ӑна пулӑшаймӗ. Анчах та старейшинӑсем Турӑран тӗслӗх илсе ҫылӑха кӗнӗ ҫынпа ыррӑн калаҫаҫҫӗ пулсан, вӗсем ӑна ӳкӗнме пулӑшӗҫ (Рим 2:4).
20. Ачисене ӳкӗтленӗ чухне ашшӗ-амӑшӗн мӗнле принципсене тытса тӑмалла?
20 Ачисене «Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса» ӳстерес тесен ашшӗ-амӑшӗн Библи принципӗсене тытса тӑмалла (Эф. 6:4). Ашшӗне кам та пулин ывӑлу хӑйне япӑх тытрӗ тесе каларӗ пулсан, ҫавӑншӑнах ашшӗн ӑна наказани памалла мар. Христиансен ҫемйинче хаяррӑн ҫилленесси пулмалла мар. Иегова «ырӑлӑхлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ», ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗн ачисене ӳкӗтленӗ чухне ҫав лайӑх енсене кӑтартма тӑрӑшмалла (Иак. 5:11).
ИЕГОВӐН ПИТӖ ХАКЛӐ ПАРНИ
21, 22. Эсир Иеговӑн Сӑмахӗ ҫине мӗнле пӑхнине Псалом 118:97—104-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи хӑш сӑмахсем лайӑхрах уҫса параҫҫӗ?
21 Турӑран хӑракан пӗр ҫын пӗррехинче Иеговӑн саккунӗсене юрататӑп тесе каланӑ. (Псалом 118:97—104 вуласа пар.) Ҫав саккуна вӗреннипе вӑл ӑслӑлӑх илнӗ, тӑнлӑрах пулса тӑнӑ. Ҫырури канашсем ӑна ыттисене инкек патне илсе пынӑ суя ҫулсенчен пӑрӑнма пулӑшнӑ. Ҫырӑва вӑл хаваспах вӗреннӗ, ҫакӑ унӑн кӑмӑлне ҫырлахтарнӑ. Вӑл Турра итлесе пурӑнма ҫирӗп шут тытнӑ, мӗншӗн тесен унӑн ӳкӗчӗсем ӑна пурнӑҫра питӗ нумай усӑ панӑ.
22 Библие эсир хаклатӑр-и? Вӑл сире Турӑ хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫласса хытӑрах ӗненме пулӑшать. Унӑн Турӑ пӗлтернипе панӑ канашӗ сире вилӗм патне илсе пыракан ҫылӑхсенчен хӳтӗлет. Ӑна ыттисене ӑсталӑхпа ӑнлантарса панипе эсир вӗсене пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫул ҫине тӑма тата ҫав ҫул ҫинче тӑрса юлма пулӑшатӑр. Пирӗн ӑслӑ та юратакан Турӑшӑн, Иеговӑшӑн, ӗҫленӗ чухне Библипе туллин усӑ курар.
b Ҫынсене вӗрентнӗ чухне Иисус час-часах: «Мӗнле шутлатӑр эсир?» — тесе ыйтнӑ. Унтан вара вӗсем хуравласса кӗтнӗ (Матф. 18:12; 21:28; 22:42).
c Павелӑн ҫырӑвӗсенче ҫылӑх тӑвас туртӑмпа кӗрешме пулӑшакан кӑмӑла ҫӗклекен шухӑшсем нумай (Рим 6:12; Гал. 5:16—18). Ыттисене панӑ канашсене вӑл хӑй те тытса тӑнӑ тесе пӗтӗмлетӳ тума пулать (Рим 2:21, 22).