Ҫичӗ кӗтӳҫӗпе сакӑр пуҫлӑх. Вӗсем паян пирӗнпе мӗнле ҫыхӑннӑ
«Эпир вӗсене хирӗҫ ҫичӗ кӗтӳҫӗпе сакӑр пуҫлӑх кӑларса тӑратӑпӑр» (МИХ. 5:5).
1. Мӗншӗн Сирипе Израиль патшисен планӗ ӑнӑҫлӑ пулма пултарайман?
ПИРӖН эрӑчченхи 762—759-мӗш ҫулсенче Израиль патшипе Сири патши Иуда патшалӑхне хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ. Вӗсем Иерусалима ярса илесшӗн, Ахаза патшаран сирпӗтесшӗн, ун вырӑнне вара урӑх ҫынна, Давид ӑрӑвӗнчен пулман ҫынна пулас, патшана лартасшӑн пулнӑ (Ис. 7:5, 6). Анчах та Израиль патши пӗр япалана шута илмен. Иегова Давид тӑхӑмӗнчен пӗри Хӑйӗн престолӗ ҫинче яланах ларӗ тесе палӑртса хунӑ, Турӑ сӑмахӗ вара пурнӑҫа кӗмесӗр юлмасть (Иис. Н. 23:14; 2 Патш. 7:16).
2—4. Исаия 7:14, 16-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи пророкла сӑмахсем а) пирӗн эрӑчченхи VIII ӗмӗрте, ӑ) пирӗн эрӑри I ӗмӗрте мӗнле пурнӑҫланине ӑнлантарса парӑр.
2 Чи малтан Сирипе Израилӗн ӗҫӗсем вӑрҫӑра ӑнса пынӑ пек курӑннӑ. Пӗр ҫапӑҫура ҫеҫ Ахаз 120 000 паттӑр салтакне ҫухатнӑ! «Патша ывӑлне Маасеяна» вӗлернӗ (2 Ҫулс. 28:6, 7). Анчах та Иегова пурне те курса тӑнӑ. Вӑл Давида мӗн тума сӑмах панине манса кайман, ҫавӑнпа та Исаия пророка хавхалануллӑ хыпарпа янӑ.
3 Исаия каланӑ: «Акӑ Хӗр, йывӑр ҫын пулса, Ывӑл Ача ҫуратӗ, Ӑна Еммануил ятлӑ хурӗҫ. Ҫавӑ Ача усаллине сивлесе ыррине суйласа илме вӗрениччен вара сана сехӗрлентерсе тӑракан икӗ патшанӑн [Сирипе Израилӗн] ҫӗрне тустарса-ҫаратса тухӗҫ» (Ис. 7:14, 16). Ҫак пророкла каланин пӗрремӗш пайне час-часах Мессия ҫуралнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ, ку вара чӑнах ҫапла (Матф. 1:23). Анчах та пирӗн эрӑри I ӗмӗрте «икӗ патша», Сири патшипе Израиль патши, Иуда ҫине тапӑнассипе хӑратса тӑман, ҫавӑнпа та Еммануил ҫинчен пророкла калани пӗрремӗш хут Исаия пурӑннӑ вӑхӑтра пурнӑҫланнӑ пулмалла.
4 Исаия ҫак пӗлтерӗшлӗ пророкла сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑнах унӑн арӑмӗ йывӑр ҫын пулса тӑнӑ та ывӑл ача ҫуратса панӑ, ӑна Магер-шалал-хаш-баз тесе ят панӑ. Тен, шӑп ҫак ача Исаия пророкла каланӑ «Еммануил» пулнӑa. Библире каланӑ вӑхӑтра ачан икӗ ят пулма пултарнӑ: пӗрне ҫуралсан, пӗр паллӑ событи ячӗпе панӑ, теприне, ялан тенӗ пекех, ашшӗ-амӑшӗпе тӑван-хурӑнташӗсем панӑ (2 Патш. 12:24, 25). Иисуса илес пулсан, ӑна хӑҫан та пулин Еммануил ятпа чӗннине нимӗн те кӑтартса памасть. (Исаия 7:14; 8:3, 4 вуласа пар.)
5. Ахаз патша мӗнле ӑссӑрла йышӑну тунӑ?
5 Израильпе Сири Иудӑна ярса илес тесе пӗтӗм вӑйне хунӑ вӑхӑтрах вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗр тӑракан тепӗр халӑх ҫав тавралӑха хӑй аллине ярса илме шут тытнӑ. Ҫакӑ вӑл вӑй илсе пыракан Ассири пулнӑ. Исаия 8:3, 4-мӗш сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, кӑнтӑр патшалӑх Иуда ҫине тапӑнас умӗн Ассирин «Дамаск пурлӑхӗпе Самари тупӑшне» йӑтса каймалла пулнӑ. Исаия урлӑ каланӑ Турӑ сӑмахне шанас вырӑнне шанчӑксӑр Ахаз питӗ ӑссӑрла хӑтланнӑ та Ассири ҫыннисемпе килӗшӳ тунӑ. Иуда ҫавна пула Ассири ҫыннисен пусмӑрне лекнӗ (4 Патш. 16:7—10). Ахаз хӑйӗн халӑхӗшӗн ниме тӑман кӗтӳҫ пулнӑ! Эпир хамӑртан ыйтма пултаратпӑр: «Кирлӗ йышӑнусем тумалла чухне эпӗ кама шанатӑп: Турра-и е ҫынсене-и?» (Ытар. 3:5, 6.)
ҪӖНӖ КӖТӲҪ ХӐЙНЕ УРӐХЛА ТЫТАТЬ
6. Езекия патшара ларни Ахаз патшара ларнинчен мӗнпе уйӑрӑлса тӑнӑ?
6 Ахаз пирӗн эрӑчченхи 746-мӗш ҫулта вилнӗ, ун вырӑнне вара унӑн ывӑлӗ Езекия патшана ларнӑ. Вӑл вӑхӑтра Иуда халӑхӗ чухӑн пурӑннӑ тата Иеговӑна пуҫҫапма пӑрахнӑ пулнӑ. Тин кӑна патшана ларнӑ ҫамрӑк патша чи малтан мӗн тӑвӗ-ши? Ҫӗршывӑн юхӑнса кайнӑ экономикине аталантарас тейӗ-ши? Ҫук. Езекия Иеговӑна юратнӑ тата хӑйӗн халӑхӗшӗн ырӑ кӗтӳҫ пулнӑ. Пуринчен малтан вӑл израильсене каллех Иеговӑна пуҫҫапма, хӑйсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшнӑ. Туррӑн ирӗкне ӑнланса илсен Езекия ҫавна тӳрех тунӑ. Пирӗншӗн мӗн тери чаплӑ тӗслӗх! (2 Ҫулс. 29:1—19.)
7. Мӗншӗн левитсене ҫӗнӗ патша пулӑшма сӑмах пани питӗ кирлӗ пулнӑ?
7 Халӑха Иеговӑна ҫӗнӗрен пуҫҫапма пулӑшас тӗлӗшрен левитсен пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнӑ. Ҫавӑнпа та Езекия вӗсемпе тӗл пулнӑ та вӗсене пулӑшма сӑмах панӑ. «Ҫӳлхуҫа сире Хӑй умӗнче тӑма, Хӑйӗншӗн ӗҫлеме... суйласа илнӗ»,— тесе патша каланине илтсен ҫав тӗлпулура пулнӑ шанчӑклӑ левитсен куҫӗнчен куҫҫуль тухма пуҫлани ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха (2 Ҫулс. 29:11). Левитсене халӑха чӑн Турра пуҫҫапма пулӑшмалла тесе тӳррӗн каланӑ.
8. Халӑха хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшас тесе Езекия тата мӗнле утӑмсем тунӑ тата ҫакӑ мӗн панӑ?
8 Езекия Иудӑпа Израильте пурӑнакансене пурне те ятарлӑ Пасха уявне чӗннӗ, Пасха хыҫҫӑн вара ҫичӗ кун хушши Тутлӑлла ҫӑкӑр уявне паллӑ тунӑ. Ҫынсем уявшӑн питӗ савӑннӑ пирки ҫавна тата ҫичӗ кун хушши уявланӑ. Библире каланӑ: «Иерусалимра калама ҫук пысӑк хаваслӑх тӑнӑ, кунашкал уяв Иерусалимра Соломон — Давид ывӑлӗ, Израиль патши — вӑхӑтӗнче пулнӑранпа урӑх пулман» (2 Ҫулс. 30:25, 26). Ҫак уяв халӑха питӗ хавхалантарнӑ пулмалла. Эпир 2 Ҫулсеренхи 31:1-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫакна вулатпӑр: «Уяв вӗҫленсессӗн... израильсем пурте... суя турӑ кӗлеткисене ҫапса ҫӗмӗрнӗ, чӳк йывӑҫӗсене касса тӑкнӑ... тӳпем вырӑнсене, чӳк парнисен вырӑнӗсене тӗппипе ҫӗмӗрсе тухнӑ». Ҫакӑн пек кӑмӑла ҫӗклекен майпа Иуда халӑхӗ Иегова патне таврӑнма пуҫланӑ. Ҫакӑ вӗсене малашлӑхри йывӑр вӑхӑта хатӗрленме пулӑшнӑ.
ПАТША ИЕГОВӐНА ШАНАТЬ
9. а) Израилӗн планӗсене мӗнле пӑснӑ? ӑ) Чи малтан Сеннахиримӑн ӗҫӗсем Иудӑра мӗнле ӑнса пынӑ?
9 Исаия каласа хунӑ пекех, Ассири ҫыннисем ҫурҫӗр патшалӑх Израиле ярса илнӗ те унта пурӑнакансене урӑх ҫӗре куҫарса кайнӑ, ҫапла вӗсем Израиль патшин планне — хӑйӗн ҫыннине Давидӑн престолӗ ҫине лартас плана — пӑснӑ. Ассири планӗсем пирки мӗн калама пулать? Вӗсем халӗ Иудӑна хӑйсен аллине ярса илме кайнӑ. «Езекия вунтӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Сеннахирим, Ассири патши, Иудӑн мӗнпур ҫирӗплетнӗ хулисене хирӗҫ тапранса тухнӑ та вӗсене ярса илнӗ». Пӗтӗмӗшпе Сеннахирим иудейсен 46 хулине туртса илнӗ. Калӑпӑр, эсир вӑл вӑхӑтра Иерусалимра пурӑнатӑр. Ассири ҫарӗ Иудӑри пӗр хула хыҫҫӑн теприне ярса илсе пырать тенине илтнӗ май эсир хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑр? (4 Патш. 18:13.)
10. Мӗншӗн Михей 5:5, 6-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем Езекияна хавхалантарма пултарнӑ?
10 Паллах ӗнтӗ, Езекия ҫывхарса килекен хӑрушлӑх ҫинчен пӗлнӗ. Анчах та Ахаз, чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ашшӗ, пек суя тӗнлӗ халӑхсенчен пулӑшу ыйтас вырӑнне вӑл Иеговӑна шаннӑ (2 Ҫулс. 28:20, 21). Вӑл хӑйпе пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ Михей пророк Ассири ҫинчен мӗн каланине пӗлнӗ пулмалла. Михей каланӑ: «Эпир вӗсене хирӗҫ ҫичӗ кӗтӳҫӗпе сакӑр пуҫлӑх кӑларса тӑратӑпӑр. Вӗсем Ассур ҫӗрне хӗҫпе сыхлӗҫ» (Мих. 5:5, 6). Турӑ пӗлтернипе каланӑ ҫак сӑмахсем Езекияна хавхалантарма пултарнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Ассири ҫыннисене хирӗҫ хӑйне евӗрлӗ ҫар тӑрассине, юлашкинчен вара тӑшмана ҫапса аркатассине кӑтартса панӑ.
11. Ҫичӗ кӗтӳҫӗпе сакӑр пуҫлӑх ҫинчен пророкла калани, тӗпрен илсен, хӑҫан пӗтӗмпех пурнӑҫланмалла?
11 Ҫичӗ кӗтӳҫӗпе сакӑр пуҫлӑх ҫинчен пророкла калани, тӗпрен илсен, Иисус, «Израильре Патша пулаканӗ... чӑн пуҫламӑшӗнчен» тухнӑскерӗ, ҫуралнӑ хыҫҫӑн нумай ҫул иртсен кӑна пӗтӗмпех пурнӑҫланмалла пулнӑ. (Михей 5:1, 2 вуласа пар.) Ҫакӑ хальхи вӑхӑтри «Ассири ҫыннисем» Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ҫине тапӑнсан пурнӑҫланӗ. Ҫак сехрене хӑптаракан тӑшмана хирӗҫ тухас тесе Иегова хӑйӗн патшара ларакан Ывӑлӗ ертсе пынипе мӗнле ҫар пуҫтарӗ? Ун ҫинчен эпир малалла ҫак статьяранах пӗлӗпӗр. Малтан вара Ассири тапӑнсан Езекия мӗн-мӗн тунинчен эпир мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар.
ЕЗЕКИЯ КИРЛӖ УТӐМСЕМ ТӐВАТЬ
12. Турӑ халӑхне хӳтӗлес тесе Езекия тата унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем мӗн тунӑ?
12 Эпир хамӑр тума пултарайманнине Иегова пирӗншӗн тума яланах хатӗр, анчах та вӑл пирӗнтен хамӑр мӗн тума пултарнине тӑвасса кӗтет. Езекия «хӑйӗн ҫулпуҫӗсемпе, ҫар ҫыннисемпе канашланӑ» та вӗсемпе пӗрле «хула тулашӗнчи ҫӑлкуҫсене хупласа лартма шутланӑ... Езекия ӗнтӗ хавхаланса кайнӑ, тӳннӗ-юхӑннӑ хӳмене ҫӗнеттернӗ, ӑна пашне ҫӳллӗшех хӑпарттарнӑ, хула тулашӗнче тата тепӗр хӳме тутарнӑ... тата темӗн чухлӗ кӑралпа хулкан хатӗрленӗ» (2 Ҫулс. 32:3—5). Ҫав вӑхӑтра Иегова хӑйӗн халӑхне хӳтӗлес тата мӗн тумаллине кӑтартса тӑрас тесе хӑюллӑ арҫынсемпе — Езекияпа, унӑн ҫулпуҫӗсемпе тата шанчӑклӑ пророксемпе — усӑ курнӑ.
13. Халӑха тӑшман тапӑннине хӑтӗрленме пулӑшас тесе Езекия мӗнле питӗ кирлӗ ӗҫ тунӑ? Ӑнлантарса парӑр.
13 Езекия тунӑ тепӗр ӗҫ ҫӑлкуҫсене хупласа лартнинчен те, хула хӳмисене тӗреклетнинчен те кирлӗрех пулнӑ. Тӑрӑшакан кӗтӳҫ пулнӑ май Езекия халӑха пуҫтарнӑ та вӗсене ҫакӑн пек сӑмахсемпе хавхалантарнӑ: «Ассири патшинчен... ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗн вӑй вӗсеннинчен пысӑкрах, унӑн — ӳт вӑйӗ, пирӗнпе пӗрле — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Вӑл пире пулӑшӗ, пирӗн майлӑ ҫапӑҫӗ». Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн ҫапӑҫӗ тесе аса илтерни вӗсен ӗненӗвне питӗ ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ! «Иудея патши Езекия каланӑ сӑмахсемпе вара халӑх вӑй илсе ҫирӗпленнӗ». Асӑрхӑр-ха, «Езекия каланӑ сӑмахсем» халӑха хавхалантарнӑ. Иегова хӑйӗн пророкӗ урлӑ каласа хунӑ пекех, Езекия, унӑн ҫулпуҫӗсемпе ҫар ҫыннисем, ҫавӑн пекех Михейпа Исаия пророксем чӑннипех лайӑх кӗтӳҫсем пулнӑ (2 Ҫулс. 32:7, 8; Михей 5:5, 6 вуласа пар).
14. Рабсак мӗн тунӑ тата халӑх хӑйне мӗнле тытнӑ?
14 Ассири патши Иерусалимран кӑнтӑр-хӗвеланӑҫалла вырнаҫнӑ Лахисра лагерьпе тӑнӑ. Ҫавӑнтан вӑл Иерусалима, унти ҫынсене парӑнма хушас тесе, виҫӗ элчӗ янӑ. Тӗп элчи, ӑна Рабсак текен титулпа чӗннӗ, ҫав тӗллеве пурнӑҫа кӗртес тесе тӗрлӗ майсемпе усӑ курнӑ. Вӑл Иерусалимра пурӑнакансемпе еврей чӗлхипе калаҫнӑ та вӗсене Езекияна ан итлӗр, Ассири ҫыннисене пӑхӑнӑр тесе ӳкӗтленӗ. Унтан вӑл вӗсене урӑх ҫӗре куҫарса кайма, унта эсир ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнма пултаратӑр тесе сӑмах парса улталанӑ. (4 Патшасен 18:31, 32 вуласа пар.) Ҫавӑн пекех Рабсак ытти халӑхсен туррисем хӑйсене пуҫҫапакансене хӳтӗлеме пултарайман пекех, Иегова та иудейсене Ассири ҫарӗнчен ҫӑлма пултараймӗ тенӗ. Халӑх хӑйне ӑслӑ-тӑнлӑ тытнӑ та ҫак суя сӑмах ҫине нимле хурав та парас мар тесе ним шарламасӑр тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра та Иеговӑн ӗҫлекенӗсем час-часах хӑйсене ҫапла тытаҫҫӗ. (4 Патшасен 18:35, 36 вуласа пар.)
15. Иерусалимра пурӑнакансен мӗн тумалла пулнӑ тата Иегова хулана мӗнле ҫӑлнӑ?
15 Паллах ӗнтӗ, Езекия питӗ пӑшӑрханнӑ, анчах та вӑл ытти халӑхсенчен пулӑшу ыйтас вырӑнне хӑйӗн элчисене Исаия пророк патне янӑ. Лешӗ вара Сеннахирим пирки Езекияна ҫапла каланӑ: «Вӑл ку хулана килсе кӗреймӗ, унта ҫӗмренӗпе переймӗ» (4 Патш. 19:32). Иерусалимра пурӑнакансен хӑюллӑ ҫеҫ пулмалла тата парӑнмалла мар пулнӑ. Иегова хӑй Иуда майлӑ ҫапӑҫӗ! Вӑл вара хӑйӗн сӑмахне тытнӑ. «Ҫӗрле вара акӑ мӗн пулса иртнӗ: Турӑ Ангелӗ ҫитнӗ те Ассири ҫарӗн тапӑрӗнче ҫӗр сакӑрвунӑ пилӗк пин ҫынна тӗп тунӑ» (4 Патш. 19:35). Иудейсем Езекия ҫӑлкуҫсене хупласа лартнӑран мар тата хула хӳмисене тӗреклӗлетнӗрен мар, Иегова хӳтӗлесе тӑнӑран ҫӑлӑннӑ.
ХАЛЬХИ ВӐХӐТРА ЭПИР МӖНЕ ВӖРЕНМЕ ПУЛТАРАТПӐР
16. Кам пирки паян а) Иерусалимра пурӑнакансем, ӑ) «Ассири», б) ҫичӗ кӗтӳҫӗпе сакӑр пуҫлӑх теме пулать?
16 Ҫичӗ кӗтӳҫӗпе сакӑр пуҫлӑх ҫинчен пророкла калани, тӗпрен илсен, хальхи вӑхӑтра пурнӑҫланса пырать. Ӗлӗкхи Иерусалим ҫине Ассири ҫыннисем тапӑннӑ. Кӗҫех Иеговӑн хӳтлӗхсӗр юлнӑ пек курӑнакан халӑхӗ ҫине, ӑна тӗппипех пӗтерес тесе, хальхи вӑхӑтри «Ассири ҫыннисем» тапӑнӗҫ. Сӑваплӑ Ҫырура Турӑ халӑхӗ ҫине ҫак тапӑну ҫинчен каланисӗр пуҫне «Магог ҫӗрӗнчи Гог» тапӑнни, «ҫурҫӗр патши» тапӑнни тата «ҫӗр ҫинчи патшасем» тапӑнни ҫинчен те каласа панӑ (Иез. 38:2, 10—13; Дан. 11:40, 44, 45; Ӳлӗм. 17:14; 19:19). Ҫаксем тӗрлӗ йышши тапӑнусем пулӗҫ-ши? Пулсан та, пулмасан та пултараҫҫӗ. Библире пӗр тапӑнӑвах тӗрлӗ ят пама пултараҫҫӗ. Ҫак хаяр тӑшмана, «Ассирие», хирӗҫ Иегова, Михей пророкла калани тӑрӑх, мӗнле «вӑрттӑн кӑрал» кӑларса тӑратӗ? Питӗ хӑйне евӗрлӗ кӑрал —«ҫичӗ кӗтӳҫӗпе сакӑр пуҫлӑх» (Мих. 5:5). Ҫав тӗлӗнмелле ҫарти кӗтӳҫсемпе пуҫлӑхсем вӗсем — пухури старейшинӑсем (1 Петр 5:2). «Ассирин» пулас тапӑнӑвӗ умӗн хӑйӗн халӑхне ҫирӗплетес тата пӑхса тӑрас тесе Иегова хальхи вӑхӑтра нумай шанчӑклӑ старейшинӑпа усӑ куратьb. Михей пророкла каланинче «вӗсем Ассур ҫӗрне хӗҫпе сыхлӗҫ» тенӗ (Мих. 5:6). Вӗсем усӑ куракан пӗр «ҫар хатӗрӗ» вӑл — «Сывлӑш паракан хӗҫ», Турӑ Сӑмахӗ (2 Кор. 10:4, ҪХ; Эф. 6:17).
17. Эпир пӑхса тухнӑ эпизодран старейшинӑсем мӗнле тӑватӑ пӗтӗмлетӳ тума пултараҫҫӗ?
17 Ҫак статьяна вулакан старейшинӑсем эпир пӑхса тухнӑ эпизодран хӑйсем валли хӑш-пӗр усӑллӑ пӗтӗмлетӳсем тума пултараҫҫӗ: 1) «Ассирин» пулас тапӑнӑвне хатӗрленес тесе эпир тума пултаракан чи кирлӗ утӑм вӑл — хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетесси тата пухури тӑвансене те ҫавнах тума пулӑшасси. 2) «Ассири» тапӑннӑ чухне старейшинӑсен Иегова хӑйӗн халӑхне ҫӑласса пӗтӗмпех шанса тӑмалла. 3) Вӑл вӑхӑтра Иеговӑн организацийӗ парса тӑракан хушусем ҫынсен шучӗпе вырӑнсӑр пек, усӑллӑ мар пек туйӑнма пултарӗҫ. Пирӗн пурин те ҫав хушусене — вӗсем пире килӗшсен те, килӗшмесен те — пӑхӑнса тӑма хатӗр пулмалла, мӗншӗн тесен ҫав хушусене итлесе тӑни пирӗн пурнӑҫа ҫӑлӗ. 4) Кам аслӑ пӗлӗве, пурлӑха тата ҫынсен организацийӗсене шанса пурӑнать, ҫавсен хӑйсен шухӑшӗсене халех улӑштармалла. Старейшинӑсен халӗ Иеговӑна шансах кайманнисене пурне те пулӑшма хатӗр пулмалла.
18. Ҫак эпизод ҫинчен шухӑшлани пире пуласлӑхра мӗнле усӑ пама пултарӗ?
18 Вӑхӑт ҫитет ӗнтӗ, ун чухне Туррӑн хальхи ӗҫлекенӗсем, Езекия вӑхӑтӗнче Иерусалимри иудейсем пекех, хӑйсене хӳтлӗхсӗр тӑрса юлнӑ пек туйӗҫ. Ҫакӑ пурнӑҫланма пуҫласан пирӗнтен кашнийӗ Езекиян сӑмахӗсенчен вӑй илсе тӑтӑр. Айтӑр ҫакна асра тытар: пирӗн тӑшмансен — «ӳт вӑйӗ, пирӗнпе пӗрле — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Вӑл пире пулӑшӗ, пирӗн майлӑ ҫапӑҫӗ»! (2 Ҫулс. 32:8.)
a Исаия 7:14-мӗшӗнче «Хӗр» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ качча кайнӑ хӗрарӑма та, хӗрлӗхне ҫухатман хӗре те пӗлтерме пултарать. Эппин, пӗр сӑмахпах Исаия арӑмне те, иудей хӗрне Марияна та сӑнласа пама пулать.
b Библире ҫиччӗ хисеппе час-часах туллилӗхе палӑртас тесе усӑ курнӑ. Саккӑр хисеп (ҫиччӗ ҫумне пӗрре хуш) хӑш-пӗр чухне тулӑхлӑха пӗлтерет.