Турра «тӳсӗмлӗн кӗтсе» тӑма пире мӗн пулӑшӗ?
«Эпӗ... хама ҫӑлакан Туррӑма шанса [«тӳсӗмлӗн кӗтсе», ҪТ] тӑрӑп» (МИХ. 7:7).
1. Мӗне пула эпир тӳсӗмлӗхе ҫухатма пултаратпӑр?
ХРИСТОС 1914 ҫулта пӗлӗтре патшана ларсан Сатанан тӗнчин юлашки кунӗсем пуҫланнӑ. Ҫавна пула пӗлӗтре вӑрҫӑ тытӑннӑ та Шуйттанпа демонсене Иисус ҫӗр таврашне ҫапса антарнӑ. (Ӳлӗмхине 12:7—9 вуласа пар.) Сатана «хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине» пӗлет (Ӳлӗм. 12:12). Анчах та ҫав тапхӑр 100 ҫула яхӑн пырать ӗнтӗ, ҫавӑнпа та хӑш-пӗрисемшӗн юлашки кунсем чылая тӑсӑлнӑ пек туйӑнма пултараҫҫӗ. Иегова Сатанан тӗнчине пӗтерес вӑхӑта кӗтнӗ май тӳсӗмлӗхе ҫухатма пуҫламарӑмӑр-и эпир?
2. Ҫак статьяра мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?
2 Тӳсӗмсӗр пулни хӑрушӑ пулма пултарать, мӗншӗн тесен эпир ҫавна пула ӗҫсене ним шухӑшламасӑр тума пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та мӗнле майпа тӳсӗмлӗхе ҫухатмасӑр Турра кӗтсе тӑма пулать? Ҫак статья пире аяларах илсе панӑ ыйтусем ҫине хурав панипе ҫав тӗлӗшрен пулӑшӗ. Ҫав ыйтусем ак ҫаксем: 1) Михей пророк кӑтартнӑ тӗслӗхрен тӳсӗмлӗх пирки эпир мӗн пӗлме пултаратпӑр? 2) Кӗтес вӑхӑт вӗҫленсе пынине мӗнле событисем пӗлтерӗҫ? 3) Тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн Иеговӑна пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
МИХЕЙ ТӖСЛӖХӖНЧЕН ЭПИР МӖНЕ ВӖРЕНМЕ ПУЛТАРАТПӐР?
3. Михей пурӑннӑ вӑхӑтра Израильте мӗнле лару-тӑру пулнӑ?
3 Михей 7:2—6 вуласа пар. Иеговӑн пророкӗ Михей израильсем ытларах та ытларах Иеговӑна шанчӑклӑ пулма пӑрахнине, Ахаз патшара ларнӑ чухне вара вӗсем уйрӑмах ирсӗрленсе кайнине курнӑ. Михей шанчӑксӑр израильсене «кӳкенпе» тата «йӗплӗ картапа» танлаштарнӑ. Кӳкен е йӗплӗ карта хӑйӗн ҫине пырса тӑрӑнакана кирек кама та суранлатнӑ пекех, ҫав ирсӗр израильсем хӑйсемпе хутшӑнакансене пурне те сиен кӳнӗ. Израильсем ҫав тери пӑсӑлса кайнӑ, ҫакӑ вара ҫемьери хутшӑнусене те аркатнӑ. Михей ҫакна хӑй тӗллӗн улӑштарма пултарайманнине ӑнланнӑ, ҫавӑнпа та вӑл Иеговӑна пӗтӗм чун-чӗререн кӗлтунӑ. Унтан вӑл Турӑ хӑйӗн ӗҫне хӑҫан тума пуҫлассине тӳсӗмлӗн кӗтнӗ. Иегова лару-тӑрӑва хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтра тӳрлетессе шанса тӑнӑ Михей.
4. Эпир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатпӑр?
4 Михей пекех пирӗн те хӑйсемшӗн кӑна тӑрӑшакан ҫынсем хушшинче пурӑнма тивет. Нумайӑшӗ «пархатарсӑр, йӗркесӗр... пӗр-пӗрне юратм[асть]» (2 Тим. 3:2). Пӗрле ӗҫлекенсем, пӗрле вӗренекенсем тата кӳршӗсем эгоистла хӑтланни вара пире пӑшӑрхантарать, кулянтарать. Анчах та Туррӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсене тата йывӑртарах килет. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене килтисем хирӗҫ тӑрӗҫ тесе асӑрхаттарнӑ. Вӑл хӑйӗн хыпарӗ ҫынсене уйӑрса янине кӑтартса парас тесе Михей 7:6-мӗшӗнче каланӑ сӑмахсем евӗрлӗ сӑмахсемпе усӑ курнӑ. «Эпӗ ывӑлне ашшӗнчен, хӗрне амӑшӗнчен, кинне хунямӑшӗнчен уйӑрма килтӗм,— тенӗ Иисус.— Ҫыншӑн хӑйӗн кил-йышех тӑшман пулӗ» (Матф. 10:35, 36). Чӑнах та, килтисем, Иеговӑшӑн ӗҫлеменнисем, пирӗнтен тӑрӑхласа кулнине, пире хирӗҫ тӑнине чӑтса ирттерме шутсӑр йывӑр! Эпир те ҫавнашкал йывӑрлӑхпа тӗл пулатпӑр пулсан, ҫемье хӗснине парӑнар мар. Ун вырӑнне Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлар та вӑл йывӑрлӑха татса парасса тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑрар. Эпир кӗлӗре ӑна пулӑшу пама яланах ыйтатпӑр пулсан, вӑл пире хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшакан вӑй та, ӑслӑлӑх та парӗ.
5, 6. Иегова Михее мӗнле пилленӗ, анчах та вӑл мӗн пурнӑҫланнине курман?
5 Иегова Михее тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн пилленӗ. Михей йӗркесӗр Ахаз патшан влаҫӗ мӗнле вӗҫленнине курнӑ. Ахаз ывӑлӗ, Езекия, патшана ларнине те, вӑл израильсене тӗрӗс пуҫҫапас еннелле мӗнле ҫавӑрнине те унӑн курма тӳр килнӗ. Ассири Израилӗн ҫурҫӗр патшалӑхне ярса илсен, Иегова Самари пирки йышӑннӑ, Михей урлӑ пӗлтернӗ приговор пурнӑҫланнӑ (Мих. 1:6).
6 Анчах та Михей хӑйне Иегова ҫырма хавхалантарнӑ пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнине пурне те курман. Сӑмахран, Михей ҫырнӑ: «Юлашки кунсенче ҫапла пулӗ: Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тӑвне ытти тусенчен асла кӑларӗҫ, сӑрт-ту хушшинче чи чапли ҫавӑ пулӗ, халӑхсем ун патне ҫул тытӗҫ. Нумай-нумай йӑх пуҫтарӑнӗ, калӗҫ вара: „килӗр, Ҫӳлхуҫа тӑвӗ ҫине... улӑхар“» (Мих. 4:1, 2). Михей ҫак пророкла калани пурнӑҫланиччен чылай маларах вилнӗ. Ҫапах та вӑл, таврари ҫынсем кирек мӗн тусан та, Иеговӑна мӗн виличченех шанчӑклӑ тӑрса юлма ҫирӗп шут тытнӑ. Ҫав тӗлӗшрен Михей ҫапла ҫырнӑ: «Халӑхсем пурте харпӑр хӑй туррин ячӗпе ҫӳреҫҫӗ; эпир вара ӗмӗр-ӗмӗрех Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр ячӗпе ҫӳрӗпӗр» (Мих. 4:5). Михей ҫав йывӑр вӑхӑтра тӳсӗмлӗхе ҫухатман, мӗншӗн тесен Иегова хӑйӗн пур сӑмахне те пурнӑҫласси пирки унӑн пӗр иккӗленӳ те пулман. Ҫав шанчӑклӑ пророк Иеговӑна шаннӑ.
7, 8. а) Иеговӑна шанма пирӗн мӗнле сӑлтавсем пур? ӑ) Мӗне пула вӑхӑт хӑвӑрт шӑвӗ?
7 Эпир Иеговӑна Михей пекех шанатпӑр-и? Ҫавна тума пирӗн витӗмлӗ сӑлтавсем пур. Эпир Михейӑн пророкла сӑмахӗсем мӗнле пурнӑҫланса пынине куратпӑр. Ҫак «юлашки кунсенче» тӗрлӗ халӑхран, йӑхран тухнӑ тата тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан миллион-миллион ҫын «Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тӑвӗ» ҫине улӑхать. Ҫав ҫынсенчен нумайӑшӗ пӗр-пӗринпе тӑшманла тӑракан халӑхсенчен тухнӑ пулин те, вӗсем «хӑйсен хӗҫӗнчен... сухапуҫӗ» туптаса тӑваҫҫӗ, ҫавӑн пекех «вӑрҫӑ вӑрҫма та» вӗренмеҫҫӗ (Мих. 4:3). Иеговӑн мирлӗ халӑхӗ шутне кӗресси вӑл — пысӑк чыс!
8 Паллах ӗнтӗ, эпир ҫак йӗркесӗр тӗнчене Иегова хӑвӑртрах пӗтертӗр тетпӗр. Анчах та тӳсӗмлӗн кӗтес тесен пирӗн Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренмелле. Вӑл «Хӑй малтанах суйласа хунӑ Ҫын», Иисус Христос, урлӑ этемлӗхе суд тума кун палӑртса хунӑ (Ап. ӗҫ. 17:31). Анчах ҫав кун ҫитиччен Турӑ пур ҫынна та «чӑнлӑха пӗлсе» (ҪХ) ҫитме май парать. (1 Тимофей 2:3, 4 вуласа пар.) Эпир ыттисене Турӑ ҫинчен калакан пӗлӗве илме пулӑшас тесе ырми-канми тӑрӑшатпӑр пулсан, Иеговӑн приговорӗ пурнӑҫланичченхи вӑхӑт хӑвӑртрах шӑвӗ. Кӗҫех, сисмӗпӗр те, кӗтнӗ вӑхӑт та иртсе кайӗ. Вара ҫавӑн чухне ырӑ хыпар сарас ӗҫе яланах туса тӑнӑшӑн тем пекех савӑнӑпӑр!
КӖТЕС ВӐХӐТ ВӖҪЛЕНСЕ ПЫНИНЕ МӖНЛЕ СОБЫТИСЕМ ПӖЛТЕРӖҪ?
9—11. 1 Фессалоника 5:3-мӗшӗнчи сӑмахсем пурнӑҫланнӑ-и? Ӑнлантарса парӑр.
9 1 Фессалоника 5:1—3 вуласа пар. Кӗҫех халӑхсем «халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе пӗлтерӗҫ. Ҫак сӑмахсем пире ан улталаччӑр тетпӗр пулсан, пирӗн «сыхӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ» пулмалла (1 Фес. 5:6, ҪХ). Сыхӑ тӑрас тесе халӗ эпир ҫак пӗлтерӗшлӗ пӗлтерӳ патне илсе пыракан хӑш-пӗр событисене кӗскен пӑхса тухӑпӑр.
10 Икӗ Тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн кашнинче халӑхсем мир тӑвасшӑн питӗ ҫуннӑ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн мир тӑвас тӗллевпе Нацисен Лигине йӗркеленӗ. Каярахпа, Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн, халӑхсем Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ ҫӗр ҫине мир илсе килессе шаннӑ. Патшалӑхсен тата тӗнсен пуҫлӑхӗсем ҫак икӗ организацие шаннӑ, вӗсем этемлӗхе мирлӗ пурӑнма май парӗҫ тесе шутланӑ. Сӑмахран, Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ 1986 ҫул пирки Пӗтӗм тӗнчери мир ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ, ҫакӑн ҫинчен массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче нумай каланӑ. Ҫав ҫул ҫӗршыв ертӳҫисемпе тӗн пуҫлӑхӗсем нумайӑшӗ Католик чиркӗвӗн пуҫлӑхӗпе пӗрле миршӗн кӗлтума Ассизире (Итали) пуҫтарӑннӑ.
11 Анчах та мирпе хӑрушсӑрлӑх пирки ҫакӑн пек пӗлтерни те, ҫавӑн пекрех каланисем те 1 Фессалоника 5:3-мӗшӗнче «халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе ҫырса хунӑ пророкла сӑмахсем пурнӑҫланни мар. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен «пӗтесси сасартӑк» персе ҫитӗ тесе малтанах каласа хуни хальлӗхе пурнӑҫланман-ха.
12. «Халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе пӗлтерекен хыпар ҫинчен эпир мӗн пӗлетпӗр?
12 Пуласлӑхра «халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» текен пӗлтерӗшлӗ хыпара кам пӗлтерӗ? Ҫав тӗлӗшрен христиан тӗнӗн тата ытти тӗнсен пуҫлӑхӗсен пӗлтерӗшӗ мӗнлерех пулӗ-ши? Тӗрлӗ патшалӑх ертӳҫисем ҫавӑнта мӗн таран хутшӑнӗҫ? Ҫавӑн пирки Библире нимӗн те каламан. Анчах та эпир ҫакна пӗлетпӗр: ҫав хыпара кирек мӗнле е питӗ ӗнентерӳллӗ пӗлтерсен те ҫакӑ пурпӗр чӑн-чӑн мирпе хӑрушсӑрлӑх туса хурассине пӗлтермӗ. Ҫак кивӗ тӗнче ун чухне те Сатанан аллинче пулӗ. Ҫак тӗнче пӗтӗмпех пӑсӑлса пӗтнӗ, ӑна тӳрлетме май ҫук. Ҫавӑнпа та пирӗнтен кам та пулин Сатанан ҫак пропогандине ӗненсе христианла нейтралитета тытса тӑма пӑрахрӗ пулсан, питӗ шел пулнӑ пулӗччӗ!
13. Мӗншӗн ангелсем аркату ҫилӗсене тытса тӑраҫҫӗ?
13 Ӳлӗмхине 7:1—4 вуласа пар. Эпир 1 Фессалоника 5:3-мӗш сӑвӑ йӗрки пурнӑҫланасса кӗтнӗ май хӑватлӑ ангелсем хӑрушла асап вӑхӑчӗн аркату ҫилӗсене тытса тӑраҫҫӗ. Вӗсем мӗн кӗтеҫҫӗ? Иоанн апостол ҫырса панӑ пӗлтерӗшлӗ пӗр событие — «Туррӑмӑрӑн чурисем», святой сывлӑшпа суйласа лартнӑскерсем, ҫине юлашки хут пичет лартассинеa. Юлашки хут пичет лартасси вӗҫленсен ангелсем аркату ҫилӗсене ирӗке ярӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн мӗн пулӗ?
14. Аслӑ Вавилон тӗп пуласси ҫывӑх пулнине мӗн кӑтартса парать?
14 Аслӑ Вавилона, суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империне, тӗп тӑвӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл ҫавна тивӗҫлӗ. «Этемсем, халӑхсем, йӑхсем, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ӑрусем» ӑна нимле пулӑшу та пама пултараймӗҫ. Унӑн пӗтес вӑхӑчӗ ҫывӑх пулнине эпир халех курма пултаратпӑр (Ӳлӗм. 16:12; 17:15—18; 18:7, 8, 21). Тӗрӗссипе каласан, вӗсем майлӑ тӑракансем сахалланса пыни массӑллӑ информаци хатӗрӗсем парса тӑракан хыпарсенче питӗ лайӑх курӑнса тӑрать, мӗншӗн тесен унта тӗне тата тӗн пуҫлӑхӗсене ытларах та ытларах критиклеҫҫӗ. Ҫавна пӑхмасӑрах Аслӑ Вавилонӑн пуҫлӑхӗсем нимле хӑрушлӑх та ҫук тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та вӗсем питӗ хытӑ йӑнӑшаҫҫӗ! «Халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе пӗлтернӗ хыҫҫӑн Сатанан тӗнчинчи правительствӑсем кӗтмен ҫӗртен суя тӗн ҫине тапӑнӗҫ те ӑна пӗтӗмпех тӗп тӑвӗҫ. Аслӑ Вавилон ӗмӗрлӗхех пӗтӗ! Ҫакӑ питӗ паллӑ событисене, паллах ӗнтӗ, тӳсӗмлӗн кӗтмелле (Ӳлӗм. 18:8, 10).
ИЕГОВА ТӲСӖМЛӖ ПУЛНӐШӐН ӐНА ПАРХАТАРЛӐ ПУЛНИНЕ ЭПИР МӖНЛЕ КӐТАРТМА ПУЛТАРАТПӐР?
15. Мӗншӗн Иегова тӳсӗмлӗн кӗтет?
15 Ҫынсем Туррӑн ятне чыссӑрлаҫҫӗ пулин те, Иегова хӑйӗн ӗҫне пуҫлас тесе палӑртса хунӑ вӑхӑта тӳсӗмлӗн кӗтет. Иегова тӳркӑмӑллӑ ҫынсене нихӑшне те пӗтересшӗн мар (2 Петр 3:9, 10). Пирӗн те ҫавнах тӑвас килет-и? Иегова кунӗ ҫитиччен эпир вӑл тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн пархатарлӑ пулнине аяларах илсе панӑ майсемпе кӑтартма пултаратпӑр.
16, 17. а) Мӗншӗн пирӗн Иеговӑшӑн ӗҫлеме чарӑннисене пулӑшас кӑмӑл пулмалла? ӑ) Мӗншӗн Иеговӑшӑн ӗҫлеме чарӑннисен ун патне вӑраха ямасӑр таврӑнмалла?
16 Иеговӑшӑн ӗҫлеме чарӑннисене пулӑшӑр. Ҫухалнӑ пӗр сурӑх тупӑнсан та тӳпере савӑнаҫҫӗ тесе каланӑ Иисус (Матф. 18:14; Лука 15:3—7). Иегова хӑйӗн ятне юратнине кӑтартнисене пурне те, вӗсем хальлӗхе хӑйӗншӗн ӗҫлеме чарӑннӑ пулин те, хаклать. Ҫав тӑвансене пухӑва таврӑнма пулӑшнипе эпир Иеговӑпа ангелсене савӑнтаратпӑр.
17 Турӑшӑн халӗ ӗҫлеме чарӑннисем шутӗнче эсир те-и? Тен, сире пухура кам та пулин кӳрентерме пултарнӑ, ҫавна пула эсир Иеговӑн организацийӗпе хутшӑнма пӑрахнӑ. Унтанпа пӗр вӑхӑт иртнӗ пулӗ. Ҫавӑнпа та хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ унчченхинчен лайӑхрах пурӑнма тата хама телейлӗрех туйма пуҫларӑм-и? Кам мана кӳрентерчӗ: Иегова-и е ҫитменлӗхлӗ ҫын-и? Иегова хӑйне манпа хӑҫан та пулин япӑх тытнӑ-и?» Тӗрӗссипе каласан, вӑл яланах пире ырӑ туса кӑна пурӑнать. Хальлӗхе эпир хамӑра ӑна халалланипе килӗшӳллӗ пурӑнмастпӑр пулин те, вӑл пире хӑй парса тӑракан ырӑлӑхпа савӑнса пурӑнма май парать (Иак. 1:16, 17). Кӗҫех Иеговӑн кунӗ ҫитӗ. Халӗ хамӑрӑн юратнӑ Атте, Иегова, патне тата пухӑва — ҫак юлашки кунсенче пӗртен-пӗр хӑрушсӑр вырӑна — таврӑнмалли вӑхӑт (Сак. аст. 33:27; Евр. 10:24, 25).
18. Мӗншӗн ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене пирӗн пулӑшса тӑмалла?
18 Ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене чунтан парӑнса пулӑшса тӑрӑр. Юратакан Кӗтӳҫ пулнӑ май Иегова пире ертсе пырать тата хӳтӗлет. Вӑл хӑйӗн Ывӑлне хӑйӗн кӗтӗвӗн Тӗп Кӗтӳҫӗ пулма суйласа лартнӑ (1 Петр 5:4). 100 000 ытла пухури старейшинӑсем Туррӑн кашни сурӑхне тӑрӑшса пӑхса тӑраҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 20:28). Турӑ халӑхӗ хушшинче ертсе пыма кама суйласа лартнӑ, ҫавсене чунтан парӑнса пулӑшса тӑнипе эпир Иеговӑпа Иисус пирӗншӗн мӗн тунишӗн пуриншӗн те вӗсене пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр.
19. Ретсене эпир мӗнле тачӑ пӗрлештерме пултаратпӑр?
19 Пухури тӑвансемпе ҫывӑхланӑр. Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Лайӑх вӗрентсе хатӗрленӗ ҫар ҫине тӑшман тапӑнсан, пӗр ретре тӑракан салтаксем пӗр-пӗрин ҫумне тачӑ пӗрлешсе тӑраҫҫӗ. Ҫав хӳтлӗхе вара аркатма йывӑртарах. Туррӑн халӑхӗ ҫине Сатана хытӑрах та хытӑрах тапӑнать. Халӗ пӗр-пӗринпе кӗрешмелли вӑхӑт мар. Халӗ пӗр-пӗринпе ҫывӑхланмалла, ыттисен ҫитменлӗхӗсене асра тытса пурӑнмалла мар тата Иегова мӗнле ертсе пынине шанмалла.
20. Пирӗн халӗ мӗн тумалла?
20 Ҫавӑнпа та Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем ҫирӗп пулччӑр тесе тӑрӑшар та ӑна тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑрар. Айтӑр «халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе пӗлтерессине тата святой сывлӑшпа суйласа лартнисем ҫине юлашки хут пичет лартассине тӳсӗмлӗн кӗтер. Ҫавӑн хыҫҫӑн тӑватӑ ангел аркату ҫилӗсене ирӗке ярӗ, вара Аслӑ Вавилон тӗп пулӗ. Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ событисем пуласса кӗтнӗ май Иеговӑн организацийӗнче кама ертсе пырас ӗҫе шанса панӑ, ҫавсем мӗн тума хушнине тытса тӑрар. Шуйттанпа демонсене хирӗҫ тӑрас тесе ретсене тачӑ пӗрлештерер! Халӗ псалом юрлакан: «Эй Ҫӳлхуҫана шанакансем [«кӗтсе тӑракансем», ҪТ], пурсӑр та ҫирӗп пулӑр, чӗрӗр тӗрекленсе пытӑр!» — тесе чӗнсе каланине тимлемелли вӑхӑт (Пс. 30:25).
a Чи малтан пичет лартнипе юлашки хут пичет лартни хушшинчи уйрӑмлӑх ҫинчен нумайрах пӗлес тесе 2007 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня» журналти 30—31-мӗш страницӑсене пӑхӑр.