Турӑ Патшалӑхӗ 100 ҫул ертсе пырать Ҫакӑ сире мӗнле пырса тивет?
«Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Санӑн ӗҫӳсем аслӑ, тӗлӗнмелле! Эй сӑваплисенӗн [«ӗмӗрсенӗн», ҪТ] Патши» (ӲЛӖМ. 15:3).
1, 2. Турӑ Патшалӑхӗ мӗн тӑвӗ тата ҫак Патшалӑх килессе эпир мӗншӗн ҫирӗп шанма пултаратпӑр?
ПИРӖН эрӑри 31 ҫулта ҫуркунне Капернаум ҫывӑхӗнчи ту ҫинче Иисус Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Санӑн Патшалӑху килтӗр»,— тесе кӗлтума вӗрентнӗ (Матф. 6:10). Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан та пулин килесси пирки паян нумай ҫын иккӗленет. Анчах та эпир чун-чӗререн кӗлтунӑ чухне Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр тесе ыйтни хуравсӑр тӑрса юлмасса ҫирӗп шанатпӑр.
2 Иегова ҫак Патшалӑхпа усӑ курса пӗлӗтрипе ҫӗр ҫинчи хӑйӗн ҫемйине пӗрлештерӗ. Вӑл мӗн тума шухӑшласа хуни пурнӑҫланатех (Ис. 55:10, 11). Чӑннипе каласан, Иегова пирӗн вӑхӑтрах Патша пулса тӑнӑ! Ҫакна юлашки 100 ҫул хушшинче пулса иртнӗ тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Турӑ хӑйне чунтан парӑннӑ миллион-миллион ҫыншӑн аслӑ та тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать (Зах. 14:9; Ӳлӗм. 15:3). Апла пулин те, Иегова Патша пулса тӑнипе Турӑ Патшалӑхӗ килесси хушшинче уйрӑмлӑх пур. Вӗсем мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ тата пире мӗнле пырса тивеҫҫӗ?
ИЕГОВА ЛАРТНӐ ПАТША ӖҪЕ ПУҪӐНАТЬ
3. а) Иисус хӑҫан тата ӑҫта патшана ларнӑ? ӑ) Турӑ Патшалӑхне 1914 ҫулта йӗркеленине эсир мӗнле ҫирӗплетсе панӑ пулӑттӑр?
3 XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш пайӗнче Даниил 2500 ҫул каяллах: «Ҫав патшалӑхсен саманинче Тӳпери Турӑ нихӑҫан арканми патшалӑх туса лартӗ»,— тесе ҫырса хунӑ пророкла каланине ӑнланма пуҫланӑ (Дан. 2:44). Библи Тӗпчекенсем 1914 ҫул пысӑк пӗлтерӗшлӗ пуласси пирки вун-вун ҫул хушши пӗлтерсе тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра нумай ҫын ыррине кӗтнӗ. Пӗр ҫыравҫӑ каланӑ тӑрӑх, «1914 ҫулта тӗнчере нумайӑшӗ лайӑххине шаннӑ тата ҫакӑн пирки шантарса каланӑ». Анчах та каярахпа ҫав ҫулта Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑ, ҫапла вара Библири пророкла калани пурнӑҫланнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫӗр чӗтренӗвӗсем, выҫлӑх тата чир-чӗр, ҫавӑн пекех Библири ытти пророкла каланисем пурнӑҫланни Иисус Христос 1914 ҫулта пӗлӗтре Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулса тӑрса ертсе пыма пуҫланине татӑклӑн ҫирӗплетсе панӑ. Хӑйӗн Ывӑлне, Мессианла Патшана, власть парса Иегова ҫӗнӗ пӗлтерӗшпе Патша пулса тӑнӑ!
4. Патшана ларсан Иисус тӳрех мӗн тунӑ тата унтан камсене тимлӗн сӑнама пуҫланӑ?
4 Турӑран патша влаҫне илсен Иисус малтан хӑйӗн Ашшӗн тӗп Тӑшманне, Сатанана, хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ. Иисуспа унӑн ангелӗсем Шуйттанпа унӑн демонӗсене пӗлӗтрен сирпӗтсе антарнӑ. Ҫакӑ пӗлӗтрисене питӗ савӑнтарнӑ, анчах та ҫӗр ҫинче ытла та пысӑк хуйхӑ-суйхӑ пуҫланнӑ. (Ӳлӗмхине 12:7—9, 12 вуласа пар.) Унтан вара Патша хӑйне чунтан парӑннӑ ҫынсене тимлӗн сӑнама пуҫланӑ та вӗсем Туррӑн ирӗкне туса тӑма пултарччӑр тесе вӗсене тасатма, вӗрентме тата йӗркелеме пуҫланӑ. Турӑ Патшалӑхӗ хӑйӗн влаҫне ҫак виҫӗ майпа кӑтартнине вӗсем ырласа йышӑнни пирӗншӗн паян мӗнле майпа чаплӑ тӗслӗх пулса тӑнине айтӑр пӑхса тухар.
МЕССИАНЛА ПАТША ХӐЙНЕ ЧУНТАН ПАРӐННӐ ҪЫНСЕНЕ ТАСАТАТЬ
5. 1914 ҫултан пуҫласа 1919 ҫул пуҫламӑшӗчченех мӗнле тасату пулса иртнӗ?
5 Патшана ларнӑ Иисус пӗлӗте Сатанапа унӑн демонӗсен сиен кӳрекен витӗмӗнчен тасатнӑ хыҫҫӑн Иегова ӑна хӑйӗн ҫӗр ҫинчи вӗренекенӗсем Турӑ нормисене тытса тӑнипе тӑманнине тӗрӗслеме тата вӗсене тасатма хушнӑ. Ҫак тасату ҫинчен Малахия пророк ҫырнӑ (Мал. 3:1—3). Ҫакӑ 1914 ҫулпа 1919 ҫул пуҫламӑшӗчченех пулса иртнине истори ҫирӗплетсе паратьa. Иеговӑн пӗрлӗхлӗ ҫемйинче пулас тесен пирӗн таса, е сӑваплӑ, пулмалла (1 Петр 1:15, 16). Пирӗн ҫак тӗнчери суя тӗнпе политика пире ирсӗрлетесрен асӑрханмалла.
6. Сӑнарлӑ апата эпир мӗнле майпа илсе тӑратпӑр тата мӗншӗн вӑл пире кирлӗ?
6 Ун хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн патша влаҫӗпе усӑ курса «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» суйласа лартнӑ. Ҫав чуран Иисус пӑхса тӑракан «пӗр кӗтӳ» шутне кӗрекенсене пурне те Библири чӑнлӑхсене тӑтӑшах ӑнлантарса тӑмалла пулнӑ (Матф. 24:45—47; Иоанн 10:16). 1919 ҫултанпа святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ арҫын тӑвансен пӗчӗк ушкӑнӗ «тарҫӑсене», е килтисене, тӑрантарас тивӗҫне шанчӑклӑн туса тӑрать. Ҫак ушкӑн урлӑ ҫителӗклӗ парса тӑракан тутлӑхлӑ сӑнарлӑ апат пире ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшать. Ҫак апат пире Турра тӗрӗс пуҫҫапма, ҫавӑн пекех нравственность, ӳт-пӳ тата шухӑшсем тӗлӗшӗнчен яланах таса пулма пулӑшать. Ҫак сӑнарлӑ апат урлӑ пире паян ҫӗр ҫинчи чи кирлӗ ӗҫе туллин хутшӑнма вӗрентеҫҫӗ тата мӗн кирлине пурне те парса тӑраҫҫӗ. Ҫавсемпе пуринпе те эсир усӑ куратӑр-и?
ПАТША ХӐЙӖН ҪЫННИСЕНЕ ПӖТӖМ ҪӖР ҪИЙӖПЕ ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНТЕТ
7. Иисус ҫӗр ҫинче мӗнле питӗ кирлӗ ӗҫе тума пуҫланӑ тата ҫак ӗҫ хӑҫанччен пымалла?
7 Ҫӗр ҫинче хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫласан Иисус каланӑ: «Манӑн ытти хуласенче те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермелле: Мана ҫавӑншӑн янӑ» (Лука 4:43). Виҫӗ ҫул ҫурӑ хушши ҫак ӗҫ Иисус пурнӑҫӗнче чи кирлӗ ӗҫ пулнӑ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫӳренӗ чухне: „Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ“ тесе вӗрентӗр» (Матф. 10:7). Хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫак хыпара «ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех» пӗлтерессе малтанах каласа хунӑ (Ап. ӗҫ. 1:8). Вӑл ҫак питӗ кирлӗ ӗҫе пирӗн кунчченех хӑй хутшӑнасси пирки шантарса каланӑ (Матф. 28:19, 20).
8. Патша хӑйӗн ҫыннисене ӗҫе пуҫӑнма мӗнле хавхалантарнӑ?
8 1919 ҫул тӗлне «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен» калакан ырӑ хыпар тата пӗлтерӗшлӗрех пулса тӑнӑ (Матф. 24:14). Патша пӗлӗтре ертсе пынӑ ӗнтӗ тата тасатнӑ ҫынсен пысӑках мар ушкӑнне пухнӑ. Турӑ Патшалӑхне йӗркелени ҫинчен калакан ырӑ хыпара Иисус пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пӗлтерме чӗнсе каланине вӗсем хатӗр пулсах тума пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 10:42). Тӗслӗхрен, 1922 ҫулхи сентябрьте Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑракан 20 000-е яхӑн ҫын Сидар-Пойнтра (Огайо штачӗ, АПШ) иртнӗ пӗтӗм тӗнчери конгреса пухӑннӑ. Рутерфорд тӑван «Патшалӑх» доклада тунӑ чухне «Акӑ, Патша патшара ларать! Эсир — унӑн хыпарҫисем. Ҫавӑнпа та Патшапа унӑн патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерӗр, пӗлтерӗр, пӗлтерӗр» тесен вӗсем мӗн тери хавхаланса кайни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн икӗ пин делегат ятарлӑ «Ырӑ хыпар сармалли кун» конгресс иртекен вырӑнтан пуҫласа 70 ҫухрӑм аяккарах вырнаҫнӑ ҫуртсене кайса ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ. Пӗр делегат, ӗҫе пуҫӑнма хавхаланнӑскер, савӑнса каланӑ: «Патшалӑх ҫинчен пӗлтерме чӗнсе каланине тата пуҫтарӑннисен хастарлӑхне эпӗ нихӑҫан та манас ҫук!» Конгресс ыттисене те ҫавӑн пек витӗм кӳнӗ.
9, 10. а) Турӑ Патшалӑхӗн хыпарҫисене вӗрентме мӗнле шкулсем йӗркеленӗ? ӑ) Ҫапла майпа вӗренни сире мӗнле пулӑшрӗ?
9 1922 ҫул тӗлне 17 000 ытла Турӑ Патшалӑхӗн хыпарҫи 58 ҫӗршывпа территорире ырӑ хыпар сарнӑ. Апла пулин те вӗсене вӗрентмелле пулнӑ. Турӑ лартнӑ Патша пӗрремӗш ӗмӗрте хӑйӗн вӗренекенӗсене ырӑ хыпара ӑҫта тата мӗнле сармаллине уҫҫӑн каланӑ (Матф. 10:5—7; Лука 9:1—6; 10:1—11). Ҫавӑн пекех паян та Иисус Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнакансем пурте ҫак ӗҫе ӑнӑҫлӑ туса тӑма кирлӗ канашсемпе хатӗрсене илсе тӑччӑр тесе тӑрӑшать (2 Тим. 3:17). Христиансен пухӑвӗ урлӑ Иисус хӑйӗн ҫыннисене сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма вӗрентет. Ҫакна вӑл, сӑмахран, Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулӗпе усӑ курса тӑвать, ҫак шкул пӗтӗм тӗнчипе кашни 111 000 ытла пухура иртет. Унта пӗлӳ илсе тӑни ҫичӗ миллион ытла хыпарҫӑна ырӑ хыпар сарма тата тӗрлӗ ҫынна чӑнлӑх енне ҫавӑрмашкӑн мӗнле вӗрентмеллине пӗлме пулӑшать. (1 Коринф 9:20—23 вуласа пар.)
10 Теократи ӗҫӗн шкулӗсӗр пуҫне пухури старейшинӑсене, пионерсене, авланман тӑвансене, мӑшӑрсене, филиал комитетӗнче ӗҫлекенсемпе вӗсен арӑмӗсене, ҫул ҫӳрекен надзирательсемпе вӗсен арӑмӗсене тата миссионерсене вӗрентмелли ытти Библи шкулӗсем ирттереҫҫӗb. Мӑшӑрсем валли йӗркеленӗ Библи шкулӗнче вӗреннисенчен пӗри шкулшӑн пархатарлӑ пулнине ҫак сӑмахсемпе кӑтартнӑ: «Ҫак шкулта вӗренни пире Иеговӑна хытӑрах юратма пулӑшрӗ тата ыттисене лайӑхрах пулӑшма вӗрентрӗ».
11. Хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑр Турӑ Патшалӑхӗн хыпарҫисене малалла та ырӑ хыпар сарма мӗн пулӑшать?
11 Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарас ӗҫ анлӑ сарӑлнине тата унпа ҫыхӑннӑ вӗрентӗве пирӗн тӑшман Сатана асӑрхамасӑр юлман. Вӑл уҫҫӑн е вӑрттӑн Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара хирӗҫ тӑрать тата Патшалӑх ӗҫне чарма хӑтланать. Вӑл мӗн тума хӑтланнисем пурте кӑлӑхах. Иегова хӑйӗн Ывӑлне «пур тӗрлӗ пуҫлӑхран, хӑватран, аслӑлӑхран, тӗрлӗ ятран... асла кӑларнӑ» (Эф. 1:20—22). Патша пулнӑ май Иисус Турӑ ирӗкӗ пурнӑҫланса пытӑр тесе хӑйӗн влаҫӗпе хӑйӗн вӗренекенӗсене хӳтӗлеме тата ертсе пыма усӑ куратьc. Ырӑ хыпар сарӑлсах пырать тата миллион-миллион ырӑ кӑмӑллӑ ҫын Иеговӑн ҫулӗсемпе ҫӳреме вӗренет. Ҫак питӗ чаплӑ ӗҫе хутшӑнма май пани пирӗншӗн шутсӑр пысӑк чыс!
ПАТША ХӐЙӖН ҪЫННИСЕНЕ ПЫСӐКРАХ ӖҪ ТУСА ТӐМА ЙӖРКЕЛЕТ
12. Турӑ Патшалӑхне никӗсленӗренпе организацире тунӑ хӑш-пӗр улшӑнусем ҫинчен каласа парӑр.
12 1914 ҫулта Турӑ Патшалӑхне никӗсленӗренпе Патша Туррӑн ӗҫлекенӗсем Ашшӗн ирӗкне лайӑхрах туса тӑччӑр тесе организацире улшӑнусем тӑвать. (Исаия 60:17 вуласа пар.) 1919 ҫулта кашни пухурах ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пыма сӑваплӑ ӗҫӗн ертӳҫине лартнӑ. 1927 ҫулта ырӑ хыпара вырсарникунсенче килтен киле сарас ӗҫе йӗркеленӗ. 1931 ҫулта Туррӑн Патшалӑхӗ майлӑ тӑракансем Библие тӗпе хурса Иегова Свидетелӗсем ята илнӗ, ҫакӑ вӗсене хӑйсен ӗҫне анлӑлатма хавхалантарнӑ (Ис. 43:10—12). 1938 ҫулта яваплӑ арҫын тӑвансене сасӑланипе суйлама пӑрахнӑ та теократи йӗркипе лартма пуҫланӑ. 1972 ҫулта пухӑва пӗр надзиратель мар, старейшинӑсен совечӗ ертсе пыма пуҫланӑ. Юрӑхлӑ арҫын тӑвансене пурне те хӑйсене шанса панӑ Туррӑн кӗтӗвӗшӗн тӑрӑшмашкӑн тӗллев лартма хавхалантарнӑ (1 Петр 5:2). 1976 ҫулта Турӑ Патшалӑхӗн пӗтӗм тӗнчери ӗҫне пӑхса тӑма Ертсе пыракан советран ултӑ комитет йӗркеленӗ. Иегова лартнӑ Патша Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисене теократи йӗркипе, е Турӑ кӑтартнӑ пек, майӗпен йӗркелесе пыни питӗ вырӑнлӑ.
13. Турӑ Патшалӑхӗ 100 ҫул хушши ертсе пынӑ вӑхӑтра тунӑ ҫитӗнӳсем сирӗн пурнӑҫа мӗнле витӗм кӳнӗ?
13 Мессианла Патша хӑй ертсе пынӑ чухне малтанхи 100 ҫул хушшинче тунӑ ҫитӗнӳсем пирки шухӑшласа пӑхӑр-ха. Иегова ячӗ сӑваплӑ пулнӑран халӑха тасатнӑ. Вӑл ертсе пынипе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара 239 ҫӗршывпа территорире пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ тата миллион-миллион ҫын Иеговӑн ҫулӗсемпе ҫӳреме вӗреннӗ. Вӑл чунтан парӑннӑ ҫичӗ миллион ытла ҫынна пӗрлештернӗ, вӗсенчен кашнийӗ Ашшӗн ирӗкне хатӗр пулсах туса тӑрать (Пс. 109:3). Чӑнах та, Иегова Мессианла Патшалӑхпа усӑ курса тӑвакан ӗҫсем аслӑ тата тӗлӗнмелле! Анчах та пуласлӑхра пире тата та чаплӑрах событисем кӗтеҫҫӗ!
МЕССИАНЛА ПАТШАЛӐХӐН ПУЛАС ПИЛЛӖХӖСЕМ
14. а) «Санӑн Патшалӑху килтӗр» тесе кӗлтунипе эпир Турра мӗн пирки йӑлӑнатпӑр? ӑ) 2014 ҫулхи ҫулталӑк тексчӗ валли мӗнле сӑвӑ йӗркине суйласа илнӗ тата ҫакӑ мӗншӗн вырӑнлӑ?
14 1914 ҫулта Иегова хӑйӗн Ывӑлне, Иисус Христоса, Мессианла Патша пулма власть панӑ пулин те, ҫакӑ эпир «Санӑн Патшалӑху килтӗр» тесе кӗлтуни ҫине туллин хуравлани пулман (Матф. 6:10). Библире Иисус хӑйӗн «тӑшманӗсем хушшинче» хуҫаланасси пирки малтанах каласа хунӑ (Пс. 109:2). Сатана витӗм кӳрекен этем правительствисем малтанхи пекех Турӑ Патшалӑхне хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр тесе кӗлтунипе эпир Мессианла Патша хӑйӗнпе патшара ларакансемпе пӗрле этем влаҫне те, Турӑ Патшалӑхӗн ҫӗр ҫинчи мӗн пур тӑшманне те пӗтертӗр тесе Турра йӑлӑнатпӑр. Ҫакӑ пурнӑҫлансан Даниил 2:44-мӗшӗнчи сӑмахсем пурнӑҫа кӗрӗҫ, унта вара Турӑ Патшалӑхӗ «пур патшалӑха та аркатса тӑкӗ» тенӗ. Вӑл Турӑ Патшалӑхӗн политикӑри пӗтӗм тӑшманне тӗп тӑвӗ (Ӳлӗм. 6:1, 2; 13:1—18; 19:11—21). Ку кӗҫех пулса иртӗ. Турӑ Патшалӑхӗ пӗлӗтре ертсе пыма пуҫланӑранпа 100 ҫул ҫитнине кура 2014 ҫулхи текст валли Матфей 6:10-мӗш сӑвӑ йӗркинчи «Санӑн Патшалӑху килтӗр» сӑмахсене суйласа илни питӗ вырӑнлӑ!
15, 16. а) Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ вӑхӑтра мӗнле тӗлӗнмелле событисем пулса иртӗҫ? ӑ) Мессианла Патша хӑй ертсе пыни вӗҫленнӗ чухне мӗн тӑвӗ тата ҫакӑ Турӑ пултарнийӗсемшӗн пуриншӗн те мӗне пӗлтерӗ?
15 Мессианла Патша Турӑ тӑшманӗсене тӗп тунӑ хыҫҫӑн Шуйттанпа унӑн демонӗсене тӗпсӗр вырӑна пин ҫуллӑха пӑрахӗ (Ӳлӗм. 20:1—3). Ҫак усал витӗме пӗтерсен Турӑ Патшалӑхӗ Иисусӑн тӳлесе илекен парнипе усӑ курма тытӑнӗ те Адам ҫылӑхӗ кӳнӗ пур сиене те пӗтерӗ. Патша тупӑкра ҫывӑракан шучӗ ҫук миллион-миллион ҫынна чӗртсе тӑратӗ тата вӗсем Иегова ҫинчен пӗлччӗр тесе анлӑ вӗренӳ программине йӗркелӗ (Ӳлӗм. 20:12, 13). Пӗтӗм ҫӗр Эдем пахчи пекех илемлӗ пулса тӑрӗ. Чунтан парӑннӑ ҫынсем пурте пӗр ҫитменлӗхсӗр пулӗҫ.
16 Христос пин ҫул ертсе пыни вӗҫленнӗ вӑхӑтра Мессианла Патшалӑх хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлӗ. Ҫавӑн чухне Иисус Патшалӑха Ашшӗне парӗ. (1 Коринф 15:24—28 вуласа пар.) Иеговӑна ҫӗр ҫинчи ывӑлӗсемпе пӗрлештерсе тӑраканӗ урӑх кирлӗ пулмӗ. Туррӑн пӗлӗтри тата ҫӗр ҫинчи пур ывӑлӗ те унӑн пӗрлӗхлӗ ҫемйин пайӗ пулса хӑйсен ҫӳлти Ашшӗпе пӗрлешӗ.
17. Турӑ Патшалӑхӗ тӗлӗшӗпе эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?
17 Турӑ Патшалӑхӗ 100 ҫул хушши ертсе пынӑ вӑхӑтра пулса иртнӗ тӗлӗнмелле событисем пире влаҫа унчченхи пекех Иегова тытса тӑни пирки тата вӑл ҫӗр валли мӗн шухӑшласа хуни чӑннипех пурнӑҫланасси пирки ҫирӗп шантараҫҫӗ. Айтӑр малалла та ӑна чунтан парӑннӑ ҫынсем пек хамӑра тытар тата Патшапа унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерер, эпир «Санӑн Патшалӑху килтӗр» тесе чӗререн кӗлтуни ҫине Иегова кӗҫех хуравласси пирки нимӗн чухлӗ те иккӗленер мар!
b «Как этот мир придет к концу» брошюрӑна, 13—17-мӗш страницӑсенчи «Теократические школы — свидетельство любви Иеговы» статьяна пӑхӑр.
c 1998 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнчи «Хурал башнине» (выр.), 19—22-мӗш страницӑсенче тӗрлӗ ҫӗршывсенче судсенче ҫӗнтерни ҫинчен ҫырса панӑ тӗслӗхсене пӑхӑр.
2014 ҫулхи ҫулталӑк тексчӗ: «Санӑн Патшалӑху килтӗр» (Матфей 6:10).