Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w14 1/15 13—17 с.
  • Ҫамрӑк чухнех ӑслӑ йышӑнусем тӑвӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫамрӑк чухнех ӑслӑ йышӑнусем тӑвӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • СИРӖН ЧИ КИРЛӖ ЙЫШӐНУ
  • ХӐВӐРӐН ҪАМРӐКЛӐХА ЭСИР МӖНЕ ХАЛАЛЛӐР
  • СИРЕ ЙЫШӐНУ ТУМА ПУЛӐШАКАН БИБЛИРИ ВИҪӖ ПРИНЦИП
  • БИБЛИРИ ПРИНЦИПСЕМПЕ УСӐ КУРСА ӐСЛӐ ЙЫШӐНУ ТӐВӐР
  • ҪАМРӐК ЧУХНЕХ ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕСЕ САВӐНӐР
  • Сирӗн ачасем ӳссе ҫитӗнсен Турӑшӑн ӗҫлӗҫ-ши?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Иегова сана хӑвӑн тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑштӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Ӗненӳ кӑтартса ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем тӑвӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Ҫамрӑксем, Иеговӑшӑн яланах пӗтӗм кӑмӑлтан ӗҫлесе тӑрӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2010)
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
w14 1/15 13—17 с.

Ҫамрӑк чухнех ӑслӑ йышӑнусем тӑвӑр

«Каччӑсемпе хӗрсем... Ҫӳлхуҫа ятне мухтаччӑр» (ПС. 148:12, 13).

ЭСИР ӐНЛАНТАРСА ПАМА ПУЛТАРАТӐР-И?

  • Иеговӑн ӗҫне тумашкӑн пуласлӑхра лайӑх майсемпе усӑ курас тесе ҫамрӑксем паянах мӗн тума пултараҫҫӗ?

  • Хӑш-пӗр христиансем ҫамрӑклӑхне мӗне халалланӑ?

  • Библири мӗнле принципсем сире пурнӑҫри чи лайӑх йышӑнӑва тумашкӑн пулӑшма пултараҫҫӗ?

1. Нумай ҫамрӑк христианина мӗн савӑнӑҫ парать?

ЭПИР историре нихӑҫан пулман пысӑк пӗлтерӗшлӗ вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Пур халӑхри миллион-миллион ҫын чӑн Турра пуҫҫапма тытӑнать (Ӳлӗм. 7:9, 10). Ҫамрӑк Свидетельсенчен чылайӑшӗ Библири ҫӑлӑнӑҫ паракан чӑнлӑха ыттисене ӑнланма пулӑшса нумай савӑнӑҫ илет (Ӳлӗм. 22:17). Пӗрисем ҫынсемпе Библи вӗренсе вӗсене хӑйсен пурнӑҫне лайӑхлатма пулӑшаҫҫӗ. Теприсем урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫынсене хастаррӑн ырӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ (Пс. 109:3; Ис. 52:7). Иеговӑн халӑхӗ тӑвакан ӗҫе хутшӑнни ытларах савӑнӑҫ патӑр тесен эсир мӗн тума пултаратӑр?

2. Иегова ҫамрӑксене пысӑк ӗҫ шанса пама хатӗрри Тимофей тӗслӗхӗнчен мӗнле курӑнать?

2 Эсир ҫамрӑк чухнех каярахпа Турӑшӑн ӗҫлеме чаплӑ майсем паракан йышӑнӑва тума пултаратӑр. Сӑмахран, Листрӑра пурӑннӑ Тимофей ӑслӑ йышӑнусем тунӑ пулас, ҫавна пула вӑл 20 ҫулалла ҫитсен миссионер тивӗҫне илнӗ (Ап. ӗҫ. 16:1—3). Хаяррӑн хирӗҫ тӑнине пула Павел апостолӑн Фессалоникӑра нумаях пулмасть йӗркеленӗ пухӑва хӑварма тивнӗ хыҫҫӑн, тен, темиҫе уйӑх иртсенех, апостол ҫамрӑк Тимофее унта таврӑнса тӑвансене ҫирӗплетме хушнӑ (Ап. ӗҫ. 17:5—15; 1 Фес. 3:1, 2, 6). Ҫак тивӗҫлӗхе илсен Тимофей мӗн туйни пирки шухӑшласа пӑхӑр-ха!

СИРӖН ЧИ КИРЛӖ ЙЫШӐНУ

3. Эсир пурнӑҫри мӗнле чи кирлӗ йышӑнӑва тата ӑна хӑҫан тума пултаратӑр?

3 Ҫамрӑклӑх вӑл — питӗ кирлӗ йышӑнусем тумалли вӑхӑт. Вӗсенчен чи кирли — Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытасси. Ҫак йышӑнӑва хӑҫан тусан лайӑх? «Хӑвна Пултаракана ҫамрӑклах асӑнта тытса тӑр»,— тет Иегова (Еккл. 12:1). Иеговӑна «асра тытса тӑма» пулӑшакан пӗртен-пӗр тӗрӗс меслет вӑл — уншӑн пӗтӗм чӗререн ӗҫлесе тӑрасси (Сак. аст. 10:12). Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗререн ӗҫлеме шут тытни — эсир тӑвакан пур йышӑнусенчен те чи кирли. Вӑл сирӗн пӗтӗм пуласлӑха витӗм кӳрӗ (Пс. 70:5).

4. Пурнӑҫри тата мӗнле кирлӗ йышӑнусем эсир Турӑшӑн мӗнле ӗҫлесси ҫине витӗм кӳрӗҫ?

4 Паллах, сирӗн пуласлӑх ҫине Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытни кӑна мар витӗм кӳрет. Эсир ҫакӑн пирки те шухӑшлама пултаратӑр: мӑшӑрланмалла-и е мӑшӑрланмалла мар, кампа мӑшӑрланмалла, ҫавӑн пекех пурӑнмалӑх мӗнле ӗҫлесе илмелле. Ҫаксем кирлӗ йышӑнусем, анчах та малтан Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑйран ӗҫлес килнипе килменнине палӑртса хуни тӗрӗс (Сак. аст. 30:19, 20). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пӗр йышӑну теприн ҫине витӗм кӳрет. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ тата ӗҫ тӗлӗшӗпе тунӑ йышӑнусем эсир Турӑшӑн мӗнле ӗҫлесе тӑрасси ҫине витӗм кӳрӗҫ. (Лука 14:16—20 танлаштарӑр.) Тепӗр енчен, Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытни мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа тата ӗҫпе ҫыхӑннӑ йышӑну ҫине витӗм кӳрӗ. Ҫавӑнпа малтан чи кирлӗ йышӑнусем тӑвӑр (Флп. 1:10).

ХӐВӐРӐН ҪАМРӐКЛӐХА ЭСИР МӖНЕ ХАЛАЛЛӐР

5, 6. Тӗрӗс йышӑну туни пуласлӑхра ырӑ хыпар сарма лайӑх майсем уҫса пама пултарнине кӑтартакан тӗслӗхе каласа парӑр.

5 Турӑшӑн ӗҫлеме шут тытсан вӑл сирӗнтен мӗн кӗтни тата уншӑн мӗнле ӗҫлесси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Японире ҫуралса ӳснӗ пӗр арҫын тӑван ҫырать: «14 ҫулта чухне эпӗ пухури старейшинӑпа ырӑ хыпар сарма кайрӑм, вӑл сӑваплӑ ӗҫ мана савӑнӑҫ кӳменнине асӑрхарӗ. Вӑл мана ҫемҫен каларӗ: „Киле каях, Юитиро. Сӗтел хушшине лар та Иегова саншӑн мӗн туни ҫинчен лайӑх шухӑшласа пӑх“. Эпӗ итлерӗм. Темиҫе кун хушши ҫавӑн ҫинчен шухӑшларӑм тата кӗлтурӑм. Майӗпен манӑн шухӑш-кӑмӑл улшӑнчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Иеговӑшӑн ӗҫлени мана савӑнӑҫ пама пуҫларӗ. Мана миссионерсем ҫинчен вулама килӗшетчӗ, вара эпӗ Иеговӑшӑн нумайрах мӗнле ӗҫлесси пирки шухӑшлама пуҫларӑм».

6 «Эпӗ Иеговӑн ӗҫне туса тӑма ют ҫӗршыва куҫса каяс тесе хатӗрленме тытӑнтӑм,— малалла калать Юитиро,— тӗслӗхрен, эпӗ акӑлчан чӗлхисене вӗренме пуҫларӑм. Шкул пӗтерсен эпӗ пионер пулса ӗҫлес тесе темиҫешер сехет акӑлчан чӗлхине вӗрентекен пулса ӗҫлеме шут тытрӑм. 20 ҫулта ҫитсен эпӗ монгол чӗлхине вӗренме пуҫларӑм тата монгол чӗлхипе калаҫакан хыпарҫӑсен ушкӑнне кайса пӑхрӑм. Икӗ ҫул иртсен вара, 2007 ҫулта, эпӗ Монголине кайрӑм. Унта хӑш-пӗр пионерсемпе ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпӗ нумай ҫын чӑнлӑха шыранине куртӑм та манӑн ҫакӑнта куҫса килес тата вӗсене пулӑшас кӑмӑл ҫуралчӗ. Эпӗ Японине таврӑнтӑм та ҫак шухӑша пурнӑҫа кӗртес тесе хамӑн ӗҫсене йӗркелерӗм. 2008 ҫулхи апрельтен пуҫласа эпӗ Монголире пионер пулса ӗҫлетӗп. Кунта пурӑнма ҫӑмӑл мар. Анчах та ҫынсем ырӑ хыпара йышӑнаҫҫӗ, эпӗ вӗсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшма пултаратӑп. Эпӗ пурнӑҫри чи лайӑх ҫула суйласа илнине пӗлетӗп».

7. Мӗнле йышӑнӑва пирӗн хамӑрӑн тумалла тата Моисей пире мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

7 Пурнӑҫа Иеговӑна халалласан уншӑн мӗнле ӗҫлесси пирки йышӑнӑва кашни ҫыннӑн хӑйӗн тумалла (Иис. Н. 24:15). Сирӗн мӑшӑрланмалла-и е ҫук-и, кампа мӑшӑрланмалла е мӗнле ӗҫе суйласа илмелле, ҫавна эпир сире калама пултараймастпӑр. Вӗренме нумай вӑхӑт кайман ӗҫе эсир суйласа илӗр-и? Ҫамрӑк христиансем, сирӗнтен хӑш-пӗрисем чухӑн ялсенче пурӑнаҫҫӗ, теприсем вара — пуян хуласенче. Эсир пӗр-пӗринчен характерпа, пултарулӑхсемпе, опытпа, интерессемпе тата сӑваплӑ ӗҫпе ҫыхӑннӑ тӗллевсемпе уйрӑлса тӑратӑр. Ӗлӗкхи Египетри ҫамрӑк еврейсем Моисейпа пӗрпек пулман пекех, тен, эсир те пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑратӑр. Патша килӗнче пурӑннӑ май ҫамрӑк Моисейӑн пуянлӑх пулнӑ тата вӑл чаплӑ пӗлӳ илнӗ, ытти еврейсем вара чурасем пулнӑ (Тух. 1:13, 14; Ап. ӗҫ. 7:21, 22). Сирӗн пекех, вӗсем те пысӑк пӗлтерӗшлӗ вӑхӑтра пурӑннӑ (Тух. 19:4—6). Пурнӑҫа мӗне халалламаллине вӗсенчен кашнин хӑйӗн суйласа илмелле пулнӑ. Моисей тӗрӗс йышӑну тунӑ. (Еврейсем 11:24—27 вуласа пар.)

8. Пурнӑҫра мӗнле йышӑну тӑвасси ҫинчен шутланӑ май ҫамрӑксем мӗнле пулӑшупа усӑ курма пултараҫҫӗ?

8 Иегова сире ҫамрӑк чухнех ӑслӑ йышӑну тума пулӑшать. Вӑл принципсем урлӑ канаш парать, эсир вӗсемпе хӑвӑрӑн лару-тӑрусенче усӑ курма пултаратӑр (Пс. 31:8). Унсӑр пуҫне, Иеговӑна ӗненекен атте-аннесемпе пухури старейшинӑсем сире ҫак принципсемпе мӗнле усӑ курмалли ҫинчен шухӑшлама пулӑшма пултараҫҫӗ (Ытар. 1:8, 9). Сире хӑвӑрӑн пуласлӑх ҫине лайӑх витӗм кӳрекен тӗрӗс йышӑнӑва тума пулӑшакан Библири виҫӗ принципа айтӑр пӑхса тухар.

СИРЕ ЙЫШӐНУ ТУМА ПУЛӐШАКАН БИБЛИРИ ВИҪӖ ПРИНЦИП

9. а) Иегова пире суйласа илме ирӗк панипе мӗнле чыслать? ӑ) Эсир пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шыратӑр пулсан, сирӗн валли мӗнле майсем уҫӑлӗҫ?

9 Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗпе унӑн тӳрӗлӗхне шырӑр. (Матфей 6:19—21, 24—26, 31—34 вуласа пар.) Иегова пире суйласа илмелли ирӗке панӑ. Сирӗн, ҫамрӑксен, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарма мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрмаллине вӑл каламасть. Анчах та Иисус пире усӑллӑ принцип панӑ — пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырамалла. Ҫак принциппа усӑ курсан сирӗн Иеговӑна юратнине кӑтартма, ҫывӑх ҫынсемшӗн тӑрӑшма тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк панӑшӑн пархатарлӑх кӑтартма ҫӗнӗ майсем уҫӑлма пултарӗҫ. Мӑшӑрланасси е ӑҫта ӗҫлесси ҫинчен шутланӑ чухне ку е вӑл йышӑнӑва тусан хӑвӑр мӗн пирки ытларах пӑшӑрханасси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: ырлӑх-пурлӑх пирки⁠-и е пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗпе унӑн тӳрӗлӗхне шырасси пирки.

10. Иисуса мӗн телейлӗ тунӑ тата мӗнле йышӑнусем сире телейлӗ тӑвӗҫ?

10 Ыттисемшӗн ӗҫлесе савӑнӑҫ илӗр. (Апостолсен ӗҫӗсем 20:20, 21, 24, 35 вуласа пар.) Иисус пурнӑҫри ҫак тӗп принциппа усӑ курма пире ыррӑн вӗрентнӗ. Вӑл питӗ телейлӗ ҫын пулнӑ, мӗншӗн тесен хӑйӗн ирӗкне мар, Ашшӗн ирӗкне туса тӑнӑ. Йӑваш кӑмӑллӑ ҫынсем ырӑ хыпара йышӑннине курни Иисуса савӑнӑҫ панӑ (Лука 10:21; Иоанн 4:34). Тен, эсир те ыттисене пулӑшса савӑнӑҫ илнӗ. Пурнӑҫри тӗп йышӑнусене Иисусӑн принципӗсене тӗпе хурса тӑватӑр пулсан эсир, паллах ӗнтӗ, хӑвӑр та савӑнатӑр, Иеговӑна та савӑнтаратӑр (Ытар. 27:11).

11. Мӗншӗн Варух савӑнӑҫне ҫухатнӑ тата Иегова ӑна мӗнле канаш панӑ?

11 Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни пире чи пысӑк савӑнӑҫ кӳрет (Ытар. 16:20). Иеремийӑн ҫыруҫи, Варух, пӗр самант ҫакӑн ҫинчен манса кайнӑ. Иеговӑшӑн ӗҫлени ӑна пӗр вӑхӑт савӑнтарма пӑрахнӑ. Иегова ӑна каланӑ: «Эсӗ вара хӑвна валли шутсӑр нумай ыйтатӑн; ан ыйт, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ пур этем ҫине те хӗн-асап ярӑп... санӑн чунна вара ху ӑҫта кайсассӑн та чӗрӗ хӑварӑп, ку сана тупӑшу вырӑнне пулӗ» (Иер. 45:3, 5). Эсир мӗнле шутлатӑр, Варуха мӗн телейлӗ тума пултарнӑ: вӑл шутсӑр нумаййине ыйтни-и е Иерусалима аркатнӑ чухне вӑл Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ пулнӑран ҫӑлӑнса юлни-и? (Иак. 1:12.)

12. Мӗнле йышӑну Рамирона телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшнӑ?

12 Рамиро ятлӑ Свидетель ыттисене ырӑ туса савӑнӑҫ илнӗ. Вӑл калать: «Эпӗ Андӑри пӗр ялта чухӑн ҫемьере ӳснӗ. Ҫавӑнпа пичче университета вӗренме кӗме сӗнсен тата вӗреннӗшӗн хӑй тӳлесси пирки каласан, ҫакӑ маншӑн илӗртӳллӗ пулчӗ. Анчах та унччен кӑшт маларах эпӗ шыва кӗрсе Иегова Свидетелӗ пулса тӑтӑм тата мана урӑххине тума сӗнчӗҫ: пӗр пионер мана хӑйпе пӗрле пысӑках мар хулана ырӑ хыпар сарма кайма чӗнчӗ. Эпӗ унта кайрӑм, ҫӳҫ касма вӗрентӗм те хама пурӑнманлӑх ӗҫлесе илме арҫынсем валли парикмахерски уҫрӑм. Эпир ҫынсене Библи вӗренме сӗнтӗмӗр, нумайӑшӗ хаваспах килӗшрӗҫ. Каярахпа эпӗ нумаях пулмасть йӗркеленнӗ пухура, ҫав вырӑнти ҫынсен тӗп чӗлхипе иртекен пухура, Турӑ ӗҫне тума тытӑнтӑм. Эпӗ вунӑ ҫул ӗнтӗ тулли вӑхӑтпа ӗҫлетӗп. Ҫынсене Библие хӑйсен тӑван чӗлхипе вӗренме пулӑшни мана ҫав тери нумай савӑнӑҫ парать, урӑх нимӗнле ӗҫ те ҫавӑн чухлӗ савӑнӑҫ пама пултарайман пулӗччӗ».

13. Мӗншӗн ҫамрӑклӑх вӑл — Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑйран ӗҫлеме пуҫламашкӑн лайӑх вӑхӑт?

13 Ҫамрӑк чухнех Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлӗр. (Екклесиаст 12:1 вуласа пар.) Малтан лайӑх ӗҫ тупмалла, унтан вара Иеговӑшӑн ӗҫлемелле тесе шутламалла мар. Ҫамрӑклӑх вӑл — Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑйран ӗҫлеме пуҫламашкӑн лайӑх вӑхӑт. Нумай ҫамрӑкӑн ҫемьере тивӗҫлӗхсем сахал, вӗсен ҫӑмӑл мар ӗҫсем тума сывлӑх та пур, вӑй та нумай. Ҫамрӑк чухнех сирӗн Иеговӑшӑн мӗн тӑвас килет? Тен, эсир пионер пулма тӗллев лартнӑ. Е сирӗн урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерес килет. Тен, эсир хӑвӑр пухурах Турӑ ӗҫне тата ытларах тӑвас тесен мӗн тумаллине куратӑр. Турӑ ӗҫӗнче кирек епле тӗллев пулсан та, сирӗн пурӑнмалӑх ӗҫлесе илме тивет. Ҫакна тума ӑҫта вӗренмелле? Эсир мӗн суйласа илӗр?

БИБЛИРИ ПРИНЦИПСЕМПЕ УСӐ КУРСА ӐСЛӐ ЙЫШӐНУ ТӐВӐР

14. Пуласлӑх пирки план тунӑ чухне мӗнле асӑрхаттарса каланисене шута илмелле?

14 Эпир пӑхса тухнӑ виҫӗ принцип сире ӑҫта ӗҫлесессӗн юрӑхлӑ пулассине пӗлме пулӑшма пултарать. Паллах, шкулти вӗрентекенсем мӗнле специальноҫсем ытларах кирлине пӗлеҫҫӗ. Тен, эсир пурӑнакан ҫӗрте е эсир Турӑшӑн ӗҫлес тенӗ вырӑнта мӗнлерех профессисем кирлине калама пултаракан ӗҫ биржи пур. Вӗсем паракан информаци усӑллӑ пулма пултарать, анчах асӑрхануллӑ пулӑр. Иеговӑна юратман ҫынсем сире ҫак тӗнчене юратма пуҫлаттарас тесе хӑтланса пӑхма пултараҫҫӗ (1 Иоанн 2:15—17). Тӗнче мӗн сӗнни ҫине пӑхсан чӗре сире ҫӑмӑллӑнах улталама пултарать. (Ытарӑшсем 14:15 вуласа пар; Иер. 17:9.)

15, 16. Ӑҫта ӗҫлеме вырнаҫас тӗлӗшрен кам лайӑхрах пулӑшма пултарать?

15 Ӑҫта ӗҫлеме вырнаҫма май пуррине палӑртсан, кампа та пулин канашласа илмелле (Ытар. 1:5). Библири принципсемпе усӑ курса ҫав ӗҫ вырӑнӗсене хак пама сире кам пулӑшма пултарать? Иеговӑна юратакан, сире юратакан тата сире те, сирӗн лару-тӑрӑва та лайӑх пӗлекен ҫынсене итлӗр. Вӗсем сире пултарулӑхӑрсемпе шухӑш-кӑмӑлӑра тӗрӗслеме пулӑшӗҫ. Тен, вӗсем мӗн калани сире хӑвӑрӑн тӗллевсем пирки тепӗр хут шухӑшласа пӑхма пулӑшӗ. Сирӗн аҫу-аннӳ Иеговӑна юратать пулсан, ҫакӑ мӗн тери пысӑк пиллӗх! Пухури старейшинӑсем те Турӑ Сӑмахне лайӑх пӗлеҫҫӗ, сире тӗрӗс ҫул кӑтартма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, пионерсемпе тата ҫул ҫӳрекен надзирательсемпе калаҫса пӑхӑр. Мӗншӗн вӗсем тулли вӑхӑтпа Турӑшӑн ӗҫлеме шут тытнӑ? Пионер пулса ӗҫлеме вӗсем мӗнле пуҫланӑ тата пурӑнмалӑх мӗнле ӗҫлесе илеҫҫӗ? Турӑшӑн ӗҫлени вӗсене мӗнле савӑнӑҫ парать? (Ытар. 15:22.)

16 Сире лайӑх пӗлекенсем вичкӗн пулса сире канаш пама пултараҫҫӗ. Калӑпӑр, шкулти ӗҫсене тума вӑй хурас килменрен кӑна эсир шкул пӑрахса пионер пулса ӗҫлесшӗн. Сире юратакан ҫын эсир ҫакна чӑннипех мӗншӗн тӑвасшӑн пулнине курма тата эсир шкулта вӗреннӗ чухне йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме хӑнӑхнине ӑнланмашкӑн пулӑшма пултарать, ҫакӑ вара Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑйран ӗҫлес текенсемшӗн питӗ кирлӗ паха ен (Пс. 140:5; Ытар. 6:6—10).

17. Мӗнле ӗҫ суйласа илме кирлӗ мар?

17 Иеговӑшӑн ӗҫлекен ҫынсенчен кашниех ӗненӗве хавшатма тата Турӑран пӑрса яма пултаракан йывӑрлӑхсемпе тӗл пулӗ (1 Кор. 15:33; Кол. 2:8). Анчах та ҫак тӗлӗшрен хӑш-пӗр ӗҫсем теприсенчен хӑрушӑрах пулма пултараҫҫӗ. Пӗр-пӗр ӗҫе суйласа илнине пула хӑш-пӗрисен ӗненӗвӗ карап путнӑ пек путланни пулман⁠-и вара? (1 Тим. 1:19, ҪХ.) Турӑпа сирӗн хушӑри хутшӑнусене хавшатма пултаракан йышӑнӑва туманни ӑслӑ (Ытар. 22:3).

ҪАМРӐК ЧУХНЕХ ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕСЕ САВӐНӐР

18, 19. Камӑн Иеговӑшӑн ӗҫлес кӑмӑл хальлӗхе ҫук, ҫавӑн мӗн тумалла?

18 Эсир чӗрере Иеговӑшӑн ӗҫлес кӑмӑла аталантартӑр пулсан, Туррӑн ҫамрӑк ӗҫлекенӗсен пулакан майсемпе усӑ курӑр. Ҫак уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ вӑхӑтра хӑвӑра Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлеме май паракан йышӑнусем тӑвӑр (Пс. 148:12, 13).

19 Сирӗн Иеговӑшӑн ӗҫлес кӑмӑл хальлӗхе ҫук пулсан вара, мӗн тумалла? Хӑвӑрӑн ӗненӗве малалла та ҫирӗплетӗр. Турӑ пиллекен пурнӑҫ ҫулӗпе пыма тӑрӑшни ҫинчен каланӑ чухне Павел ҫапла ҫырнӑ: «Эсир урӑхла шухӑшлатӑр пулсассӑн, Турӑ сире ҫакна та пӗлтерӗ. Эпир ӗнтӗ мӗнле шая ҫитрӗмӗр, ҫав шайпах шухӑшлар, ҫав йӗркепех пурӑнар» (Флп. 3:15, 16). Туррӑн юратӑвӗ тата унӑн ӑслӑ канашӗсем ҫинчен малалла та шухӑшлӑр. Сире ҫамрӑк чухнех тӗрӗс йышӑну тума Иегова пуринчен те лайӑхрах пулӑшма пултарӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр