Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w14 1/15 23—27 с.
  • «Санӑн Патшалӑху килтӗр». Анчах та хӑҫан?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Санӑн Патшалӑху килтӗр». Анчах та хӑҫан?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ТӖНЧЕ СЦЕНИ ҪИНЕ ЮЛАНУТҪӐСЕМ ТУХНИ
  • УСАЛЛӐХ НУМАЙЛАНСАХ ПЫРАТЬ
  • «ҪАК ӐРУ ПӖТИЧЧЕНЕХ»
  • ХРИСТОС КӖҪЕХ ҪӖНТЕРЕТ
  • «Санӑн Патшалӑху килтӗр»
    Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
w14 1/15 23—27 с.

«Санӑн Патшалӑху килтӗр». Анчах та хӑҫан?

«Мӗн калани пурӑнӑҫланнине курсассӑн, пӗлсех тӑрӑр: ҫывӑхрах, алӑк умӗнчех» (МАТФ. 24:33).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Библири пророкла каланисем пурнӑҫланса пынине 1914 ҫултанпа тӗнчери лару-тӑру мӗнле кӑтартать?

  • Тӗнчере усаллӑх нумайлансах пыни мӗне пӗлтерет?

  • Пӗтес вӑхӑт питӗ ҫывӑххи ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр?

1, 2. а) Эпир мӗн курни ҫине мӗн витӗм кӳме пултарать? ӑ) Турӑ Патшалӑхӗ тӗлӗшӗпе эпир мӗне ҫирӗп шанма пултаратпӑр?

ПӖР-ПӖР событие курнӑ ҫынсенчен пӗрисем час-часах пӗр вак-тӗвеке, теприсем урӑххине асра тытнине эсир асӑрханӑ пулӗ. Ҫавӑн пекех, тухтӑр диагноз лартнӑ чухне мӗн каланине ҫынна веҫех аса илме йывӑр. Хӑшне-пӗрне юнашар выртакан ҫӑра уҫҫине е куҫлӑха тупма та йывӑр пулма пултарать. Ҫак пур лару-тӑрура та хӑйне евӗрлӗ суккӑрлӑх пурри курӑнать — ҫын урӑххи пирки шухӑшланӑран мӗне те пулин асӑрхамасть е мӗн ҫинчен те пулин манса каять. Тӗпчекенсем каланӑ тӑрӑх, ҫакӑ пирӗн пуҫ мими мӗнле ӗҫленипе ҫыхӑннӑ.

2 Паян тӗнчери лару-тӑру ҫинчен сӑмах пынӑ чухне нумай ҫын «суккӑр» пекех. Вӗсем 1914 ҫултанпа тӗнче питӗ улшӑннине йышӑнаҫҫӗ те пулӗ, анчах ҫав событисен пӗлтерӗшне ӑнланмаҫҫӗ. Эпир, Библи тӗпчекенсем пулнӑ май, 1914 ҫулта Иисуса пӗлӗтре патшана лартсан Турӑ Патшалӑхӗ килнине пӗлетпӗр. Анчах та «Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр» тесе кӗлтуни ҫине хуравлани шутне ҫакӑ кӑна кӗменнине эпир пӗлетпӗр (Матф. 6:10). Паллах ӗнтӗ, ҫавӑн шутне ҫак усал тӗнче пӗтесси те кӗрет. Ҫав вӑхӑт ҫитсен кӑна Турӑ ирӗкӗ ҫӗр ҫинче те, пӗлӗтри пекех, пурнӑҫланма пултарӗ.

3. Турӑ Сӑмахне вӗреннине пула эпир ыттисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑратпӑр?

3 Турӑ Сӑмахне кулленех вӗреннине пула эпир пророкла калани халех пурнӑҫланса пынине куратпӑр. Ҫакна пула эпир ҫынсенчен, пӗтӗмӗшле илсен, мӗн тери уйрӑлса тӑратпӑр! Вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗшӗн ҫав тери тӑрӑшнӑ пирки, ҫавӑн пекех хӑйсен ӗҫне пуҫӗпех кӗрсе ӳкнӗ пирки Христос 1914 ҫултанпа ертсе пынине тата Туррӑн приговорне кӗҫех пурнӑҫлассине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене асӑрхамаҫҫӗ. Анчах хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр-ха: эсир Турӑшӑн вун-вун ҫул хушши ӗҫлетӗр пулсан, эпир мӗнле вӑхӑтра пурӑннине ӑнланни сирӗн ҫине унчченхи пекех витӗм кӳрет-и? Эсир нумаях пулмасть Свидетель пулса тӑнӑ пулсан та, мӗн ҫинчен ытларах шухӑшлатӑр? Эпир кирек епле хуравласан та, Турӑ лартнӑ Патша унӑн ирӗкӗ ҫӗр ҫинче туллин пурнӑҫлантӑр тесе кӗҫех утӑмсем тума пуҫлассине ӗненме пулӑшакан виҫӗ ҫирӗплетӗве айтӑр пӑхса тухар.

ТӖНЧЕ СЦЕНИ ҪИНЕ ЮЛАНУТҪӐСЕМ ТУХНИ

4, 5. а) 1914 ҫултанпа Иисус мӗн тӑвать? ӑ) Сиккипе чупакан виҫӗ юланутҫӑ мӗне сӑнарлать тата тӗнчери лару-тӑру мӗнле аталанса пырать?

4 1914 ҫулта Иисус Христос — шурӑ лашапа чупакан юланутҫӑ — пӗлӗтри хӑйӗн пуҫкӑшӑльне илнӗ. Вӑл тӳрех Сатанан йӗркесӗр тӗнчине ҫӗнтерме тухнӑ. (Ӳлӗмхине 6:1, 2 вуласа пар.) Ӳлӗмхине кӗнекери, 6-мӗш сыпӑкри тӗплӗн ҫырса панӑ пророкла калани тӑрӑх, Турӑ Патшалӑхне йӗркеленӗ хыҫҫӑн тӗнчери лару-тӑру хӑвӑрт япӑхланса каймалла — вӑрҫӑсем, выҫлӑх, чир-чӗр тата вилӗм патне илсе пыракан ытти хуйхӑ-суйхӑ пулмалла. Ҫав лару-тӑрӑва Иисус хыҫҫӑн чупакан виҫӗ юланутҫӑ сӑнарласа парать (Ӳлӗм. 6:3—8).

5 Малтанах каласа хунӑ пекех, ҫӗр ҫинчен мире илнӗ — дипломатсем вӑй хунӑ пулин те, ҫӗршывсем пӗрле ӗҫлеме сӑмах панӑ пулин те. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пысӑк вӑрҫӑсен пуҫламӑшӗ пулса тӑнӑ, ҫакна тӗнчере нумаях пулмасть пулса иртнӗ событисем ҫирӗплетсе параҫҫӗ. 1914 ҫул хыҫҫӑн экономикӑра тата наукӑра нумай ҫитӗнӳсем тунӑ, анчах та выҫлӑх унчченхи пекех тӗнче умне хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Ҫутҫанталӑк инкекӗсене, пур тӗрлӗ эпидемисене тата ытти «мур чирӗсене» пула кашни ҫулах ҫынсем миллионӗ-миллионӗпе вилни пирки кам хирӗҫлесе калӗ вара? Этем историне пӑхсан, ҫак событисем нихҫанхинчен хӑрушӑрах, вӑйлӑрах тата тӑтӑшрах пулса иртеҫҫӗ. Ҫакӑ мӗне пӗлтернине эсир ӑнланатӑр-и?

6. Библири пророкла калани пурнӑҫланнине кам асӑрханӑ тата ҫакӑ вӗсене мӗн тума хавхалантарнӑ?

6 Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи тата «испанка» ятлӑ грипп эпидемийӗ пуҫлансан ҫынсен пӗтӗм шухӑшӗ те ҫавӑн ҫинче пулнӑ. Анчах та святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем 1914 ҫула, «суя тӗнлӗ халӑхсен... вӑхӑчӗ» вӗҫленессине, чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ (Лука 21:24). Вӗсем мӗн пулса иртессине тӗп-тӗрӗс пӗлмен. Анчах та вӗсем 1914 ҫулта Турӑ влаҫӗпе ҫыхӑннӑ пысӑк улшӑну пулса иртмеллине ӑнланнӑ. Библири пророкла калани пурнӑҫланса пынине ӑнланса илсен, влаҫа Турӑ тытса тӑма пуҫлани ҫинчен вӗсем тӳрех ыттисене хӑюллӑн пӗлтернӗ. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хастаррӑн пӗлтерме тӑрӑшнӑшӑн вӗсене хаяррӑн хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Ҫакӑ нумай ҫӗршывра пулса иртни те пророкла калани малалла пурнӑҫланса пынине кӑтартса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вун-вун ҫул хушши Патшалӑх тӑшманӗсем саккунпа усӑ курса усал тӑвасшӑн пулнӑ. Вӗсем пирӗн тӑвансене хӗненӗ, тӗрмене лартнӑ тата ҫакса е персе вӗлернӗ, пуҫӗсене каснӑ (Пс. 93:20; Ӳлӗм. 12:15).

7. Ҫынсенчен нумайӑшӗ тӗнчере пулса иртекен событисем чӑннипе мӗне пӗлтернине мӗншӗн ӑнланмасть?

7 Туррӑн Патшалӑхне пӗлӗтре йӗркеленине кӑтартакан ҫирӗплетӳ нумай пулин те, мӗншӗн ҫакна ҫынсенчен чылайӑшӗ йышӑнмасть-ха? Мӗншӗн вӗсем тӗнчери лару-тӑрупа Турӑ халӑхӗ тахҫантанпах пӗлтерекен Библири пророкла каланисем хушшинчи ҫыхӑнӑва курмаҫҫӗ? Ҫынсенчен ытларахӑшӗ хӑйсем мӗн курма пултарни ҫинчен кӑна шухӑшланине пула мар⁠-и вара? (2 Кор. 5:7.) Хӑйсен, этем, ӗҫӗсемпе ӗҫлӗ пулнӑран мар⁠-и вӗсем Турӑ мӗн тунине курмаҫҫӗ? (Матф. 24:37—39.) Сатанан пур ҫӗрте те янӑраса тӑракан пропаганди вӗсенчен хӑшне-пӗрне аяккинелле пӑрса ямасть⁠-и? (2 Кор. 4:4.) Пӗлӗтре мӗн пулса иртнине курмашкӑн пире ӗненӳ тата Турӑ Патшалӑхӗ мӗн тунине курма пӗлни кирлӗ. Пулса иртекен событисен пӗлтерӗшне ӑнланнӑшӑн эпир ҫав тери савӑнатпӑр!

УСАЛЛӐХ НУМАЙЛАНСАХ ПЫРАТЬ

8—10. а) 2 Тимофей 3:1—5 мӗнле пурнӑҫланса пырать? ӑ) Усаллӑх нумайлансах пырать мӗншӗн теме пулать?

8 Турӑ Патшалӑхӗ кӗҫех ҫӗр ҫинчи ӗҫсене йӗркелесе пыма пуҫласса ӗнентерекен иккӗмӗш ҫирӗплетӳ вӑл — халӑхсем хушшинче усаллӑх нумайланса пыни. 2 Тимофей 3:1—5-мӗшӗсенчи пророкла калани ҫӗр ҫула яхӑн пурнӑҫланса пырать. Ҫак япӑх енсем анлӑ сарӑлни, тӑтӑшах пулни тата вӑйлансах пыни усаллӑх нумайланса пынине кӑтартать. Ҫак пророкла калани ытларах та ытларах пурнӑҫланса пынине эсир куратӑр-и? Ҫакна ҫирӗплетекен темиҫе тӗслӗхе айтӑр пӑхса тухар. (2 Тимофей 3:1, 13 вуласа пар.)

9 1940—50 ҫулсенче мӗн намӑс шутланни паян ӗҫре, вӑйӑ-кулӑра, спортра тата модӑра мӗн пулса иртнинчен ҫав тери уйрӑлса тӑрать, ҫавна танлаштарса пӑхӑр-ха. Виҫесӗр хаярлӑх тата аскӑнлӑх пур ҫӗрте те сарӑлнӑ. Пусмӑрлас, аскӑн тата хаяр ӗҫсем тӑвас тӗлӗшрен ҫынсем пӗр-пӗринчен ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. 1950 ҫулсенче йӗркеллӗ шутланман телепрограммӑсем паян пӗтӗм ҫемьешӗн пӑхма юрӑхлӑ шутланаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех гомосексуалистсем хӑйсен пурнӑҫ йӗрки ҫинчен уҫҫӑн ырласа калани вӑйӑ-кулӑпа мода ҫине вӑйлӑ витӗм кӳнине нумайӑшӗ йышӑнать. Ҫакӑн ҫинчен Турӑ мӗн шутланине пӗлнӗшӗн эпир ҫав тери пархатарлӑ! (Иуда 14, 15 вуласа пар.)

10 Е 1950 ҫулсенче ҫамрӑксем пуҫтахланни-пӑхӑнманни шутне мӗн кӗнӗ, ҫавсене христианин хальхи вӑхӑтра мӗн пулса иртнипе танлаштарса пӑхма пултарать. Ҫав вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ачисем табак туртасран, эрех-сӑра ӗҫесрен тата йӗркерен тухса ташласран хӑранӑ — ҫакӑ тӗрӗс те. Паян хӑрушла хыпарсем час-часах илтме пултаратпӑр: 15 ҫулти ача хӑйпе пӗрле вӗренекенсене пӑшалпа пенӗ, 2-шне вӗлернӗ тата 13-шне амантнӑ. Ӳсӗр яш ачасен ушкӑнӗ тӑхӑр ҫулти хӗрачана хаяррӑн вӗлернӗ тата унӑн ашшӗпе иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшне хытӑ хӗнесе пӗтернӗ. Азири пӗр ҫӗршывра юлашки вунӑ ҫул хушшинчи преступленисенчен ҫуррине ҫамрӑксем тунӑ. Усаллӑх нумайланса кайни пирки кам та пулин хирӗҫлесе калама пултарать-и?

11. Йӗри-таврари лару-тӑру япӑхлансах пынине нумайӑшӗ мӗншӗн курмасть?

11 Петр апостол тӗп-тӗрӗс палӑртнӑ: «Юлашки кунсенче хӑйсен ӳчӗ кӗленӗ хыҫҫӑн ҫӳрекен намӑссӑр мӑшкӑлҫӑсем килӗҫ те ҫапла калӗҫ: „Вӑл килме пулнӑччӗ — ӑҫта Вӑл? Тӗнче пуҫланнӑранпах, аттемӗрсем виле пуҫланӑранпах, пӗтӗмпе ҫаплипех тӑрать“» (2 Петр 3:3, 4). Хӑш-пӗр ҫынсем мӗншӗн хӑйсене ҫакӑн пек тытаҫҫӗ? Пӗр-пӗр лару-тӑру мӗн таран ҫине-ҫинех пулса иртет, ҫынсем ӑна ҫавӑн чухлӗ сахалрах асӑрхаҫҫӗ пулас. Обществӑра нравственность майӗпен япӑхланса пыни ҫывӑх ҫын япӑх еннелле хӑвӑрт улшӑннинчен сахалтарах тӗлӗнтерет. Апла пулин те, нравственность пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн япӑхланса пыни хӑрушӑ.

12, 13. а) Тӗнчери лару-тӑрӑвӑн пире мӗншӗн аптратса ӳкермелле мар? ӑ) «Йывӑр» лару-тӑрӑва чӑтса ирттерме пире мӗне ӑнланни пулӑшӗ?

12 Павел апостол «юлашки кунсенче» пурӑнма ҫав тери «йывӑр» пуласси пирки пире асӑрхаттарнӑ (2 Тим. 3:1). Анчах та ҫакӑ пулса иртекен ӗҫсене курмӑш пулмаллине пӗлтермест. Иегова, унӑн сывлӑшӗ тата христиансен пухӑвӗ пулӑшнипе эпир кирек мӗнле ӗмӗт татӑлнине те, хӑрассине те ҫӗнтерме пултаратпӑр. Эпир шанчӑклӑ тӑрса юлма пултаратпӑр. Турӑ пире «ытла та пысӑк хӑват» парӗ (2 Кор. 4:7—10).

13 Асӑрхӑр-ха, Павел юлашки кунсем ҫинчен пророкла каланине «пӗлсех тӑр» сӑмахсемпе пуҫланӑ. Вӗсем ун хыҫҫӑнхи сӑмахсем чӑннипех пурнӑҫланасса ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Турӑран ютшӑннӑ этемлӗх, Иегова ӑна пӗтериччен, малалла та япӑхлансах пырасси пирки иккӗленмелли ҫук. Хӑш-пӗр халӑхсемпе цивилизацисем пӗтес умӗн нравственность питӗ хӑвӑрт япӑхланса кайнине историксем палӑртаҫҫӗ. Анчах та паянхи пек пӗтӗм тӗнчипе нравственность япӑхлансах кайни историре нихӑҫан та пулман. Чылайӑшӗ ҫакӑн ҫинчен шухӑшламасть пулин те, 1914 ҫултанпа нравственность нормисем пӗр чарӑнмасӑр ӳкни пире Турӑ Патшалӑхӗ кӗҫех татӑклӑ утӑмсем тӑвасса ӗнентерет.

«ҪАК ӐРУ ПӖТИЧЧЕНЕХ»

14—16. Турӑ Патшалӑхӗ кӗҫех «килессе» ӗненме пулӑшакан мӗнле виҫҫӗмӗш ҫирӗплетӳ пур?

14 Усал тӗнче пӗтесси ҫывӑххине ӗнентерекен тата виҫҫӗмӗш ҫирӗплетӳ пур — Турӑ халӑхӗн историйӗ. Тӗслӗхрен, Турӑ Патшалӑхне пӗлӗтре йӗркеличчен святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен ушкӑнӗ Турӑшӑн хастарлӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Хӑйсем мӗн кӗтни 1914 ҫулта веҫех пурнӑҫланмасан вӗсем мӗн тунӑ-ха? Вӗсенчен нумайӑшӗ йывӑрлӑхсем вӑхӑтӗнче тата хӗсӗрленӗ чухне Турӑ умӗнче таса пулнине ҫирӗплетсе панӑ, малалла та Иеговӑшӑн ӗҫленӗ. Ҫав святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен нумайӑшӗ — пурте мар пулсан — Турра шанчӑклӑ тӑрса юлса ҫӗр ҫинчи хӑйсен пурнӑҫне вӗҫленӗ те ӗнтӗ.

15 Ҫак тӗнче пӗтесси ҫинчен пророкла каланинче Иисус: «Ҫавсем пурте ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗҫ»,— тенӗ. (Матфей 24:33—35 вуласа пар.) «Ҫак ӑру» тенӗ чухне Иисус святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен икӗ ушкӑнӗ ҫинчен каланине эпир ӑнланатпӑр. Пӗрремӗш ушкӑна кӗрекенсем 1914 ҫулта пурӑннӑ тата вӗсем ҫав ҫул Христос патшана ларнине тӳрех уйӑрса илнӗ. Ҫак ушкӑна кӗрекенсем 1914 ҫулта пурӑннӑ кӑна мар, вӗсене ҫав ҫул е унчченех Туррӑн ывӑлӗсем пулма святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ (Рим 8:14—17).

16 «Ҫак ӑру» шутне кӗрекен иккӗмӗш ушкӑн вӑл — пӗрремӗш ушкӑнпа пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем. Вӗсем пӗрремӗш ушкӑнри христиансемпе пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ кӑна мар, пӗрремӗш ушкӑна кӗрекенсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухнех вӗсене святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ. Эппин, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ кашни христианин паян Иисус каланӑ ҫав ӑру шутне кӗмест. Иккӗмӗш ушкӑна кӗрекенсем паян ҫамрӑк мар ӗнтӗ. Апла пулин те, Матфей 24:34-мӗшӗнчи Иисус сӑмахӗсем ҫак ӑру шутне кӗрекен христиансенчен хӑшӗ-пӗрисем хӑрушла асап пуҫламӑшне куриччен те «пӗт[меннине]» ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Ҫакӑ пире Турӑ Патшалӑхӗн Патши йӗркесӗр ҫынсене пӗтерме пуҫличчен тата тӳрӗ ҫӗнӗ тӗнче пуҫланни ҫинчен пӗлтериччен сахал вӑхӑт юлнине тата ҫирӗпрех ӗненме пулӑшмалла (2 Петр 3:13).

ХРИСТОС КӖҪЕХ ҪӖНТЕРЕТ

17. Пӑхса тухнӑ виҫӗ ҫирӗплетӳ тӑрӑх эпир мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пултаратпӑр?

17 Пӑхса тухнӑ виҫӗ ҫирӗплетӳ тӑрӑх эпир мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пултаратпӑр? Хӑш кун тата хӑш сехетре пулассине эпир пӗлес ҫукки пирки Иисус асӑрхаттарнӑ — эпир ӑна чӑнах та пӗлместпӗр (Матф. 24:36; 25:13). Анчах та, Павел каланӑ тӑрӑх, эпир «хальхи вӑхӑт мӗнлине» пӗлетпӗр. (Рим 13:11 вуласа пар.) Эпир юлашки кунсенче пурӑнатпӑр. Библири пророкла калани ҫинчен тата Иегова Турӑпа Иисус Христос халӗ мӗн туни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, эпир чӑнах та ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑтра пурӑннине уҫҫӑн кӑтартакан ҫирӗплетӗве куратпӑрах.

18. Турӑ Патшалӑхне хирӗҫ тӑракансене мӗн кӗтет?

18 Иисус Христоса, шурӑ лаша ҫинчи ҫӗнтерӳҫӗ Юланутҫӑна, панӑ влаҫа хирӗҫ тӑракансем кӗҫех хӑйсен йӑнӑшне ӑнланса илӗҫ. Вӗсен нимӗнле шанчӑк та пулмасть. Вӑл вӑхӑтра нумайӑшӗ сехӗрленсе ӳкнипе кӑшкӑрӗ: «Ӑна кам чӑтса тӑрайӗ?» (Ӳлӗм. 6:15—17.) Анчах та хуравӗ Ӳлӗмхине кӗнекери тепӗр сыпӑкран курӑнать. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем тата ҫӗр ҫинче пурӑнас шанчӑк пур христиансем ҫав кун, Турӑ вӗсене ырланӑран, «чӑтса тӑрайӗҫ». Ун чухне «имсӗр-сумсӑр» урӑх сурӑхсем пысӑк асапа чӑтса ирттерӗҫ (Ӳлӗм. 7:9, 13—15).

19. Юлашки кунсем кӗҫех вӗҫленессине ҫирӗп ӗненекенсенчен пӗри пулнӑ май эсир мӗне чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗр?

19 Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ вӑхӑтра Библири пророкла калани умлӑн-хыҫлӑн пурнӑҫланса пынине тимлӗн сӑнасан эпир Сатана тӗнчи кӑларса тӑракан шӑв-шава хамӑра чӑрмантарма памӑпӑр; ҫавӑн пекех эпир тӗнчере пулса иртекен событисен пӗлтерӗшӗ пирки ним шутламасӑр, «суккӑр» пек, хирӗҫ каламӑпӑр. Христос йӗркесӗр ҫынсемпе тӳрӗлӗх вӑрҫинче вӑрҫӗ те кӗҫех ҫӗнтерӗ (Ӳлӗм. 19:11, 19—21). Библире каланӑ тӑрӑх, ун чухне пирӗн пурнӑҫ мӗн тери телейлӗ пуласси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! (Ӳлӗм. 20:1—3, 6; 21:3, 4.)

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр