БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ
Библи чӑнах та Турӑ Сӑмахӗ-и?
Туррӑн кӗнеки мӗнле пулмалла? Унӑн ытти кӗнекесенчен уйрӑлса тӑмалла, ҫапла мар-и? Библи шӑп ҫакӑн пек кӗнеке те. Ӑна ҫӗр-ҫӗр чӗлхепе миллиард-миллиард экземпляр пичетлесе кӑларнӑ. Библири ӑслӑлӑх ҫынсене лайӑх енне улшӑнма пулӑшать. (1 Фессалоника 2:13; 2 Тимофей 3:16 вулӑр.)
Библи Турӑран пулнине пӗр иккӗленмесӗр калама пулать, мӗншӗн тесен унта пуласлӑх пирки тӗп-тӗрӗс ҫырса панӑ. Пӗр ҫын та ҫакна тума пултараймасть. Тӗслӗхрен, Исаия кӗнекине пӑхса тухар. Вилӗ тинӗс ҫывӑхӗнчи ту хӑвӑлӗнче ҫав кӗнекен пӗр чӗркемне тупнӑ. Ӑна Иисус ҫураличчен ҫӗр ҫул ытла маларах ҫырнӑ. Ҫав чӗркемре Вавилон хулинче нихӑҫан та пурӑнмӗҫ тесе пророкла каланӑ. Ҫак сӑмахсем Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ хыҫҫӑн нумай ҫул иртсен пурнӑҫланнӑ. (Исаия 13:19, 20; 2 Петр 1:20, 21 вулӑр.)
Библие мӗнле ҫырнӑ?
Библие 1 600 ҫул хушши 40 яхӑн ҫын ҫырнӑ. Вӗсем пӗр темӑна тытса тӑнӑ тата пӗр-пӗрне хирӗҫлемен. Ҫакӑ мӗнле пулма пултарнӑ-ши? Вӗсем Библие Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ. (2 Патшасен 23:2 вулӑр.)
Турӑ Библи ҫыракансемпе хӑш-пӗр чухне ангелсем, курӑнусем е тӗлӗксем урлӑ калаҫнӑ. Ялан тенӗ пекех, Турӑ хӑйӗн шухӑшӗсене ҫав ҫынсен ӑс-тӑнӗсене хунӑ тата хӑйӗн хыпарне пӗлтермешкӗн вӗсене хӑйсен сӑмахӗсемпе калама ирӗк панӑ. (Ӳлӗмхине 1:1; 21:3—5 вулӑр.)