Ырри ҫинчен яланах шухӑшлас тесен мӗн тумалла?
«Этем нумай ҫул пурӑнас пулсассӑн та ӗмӗрӗ тӑршшӗпех савӑнса пурӑнтӑр» (ЕККЛ. 11:8).
1. Иегова паракан мӗнле пиллӗхсем пире телейлӗ пулма пулӑшаҫҫӗ?
ИЕГОВА пире телейлӗ тӑвасшӑн, ҫавӑнпа та вӑл пире телей кӳрекен пиллӗхсене парсах тӑрать. Сӑмахран, вӑл пире пурнӑҫ панӑ. Хамӑр пурнӑҫпа эпир Турра мухтама пултаратпӑр, вӗт вӑл пире тӗрӗс пуҫҫапасси патне илсе пычӗ (Пс. 143:15; Иоанн 6:44). Иегова пире юратӑп тесе шантарать тата хӑйӗншӗн тӳсӗмлӗ ӗҫлеме пулӑшать (Иер. 31:3; 2 Кор. 4:16). Иегова пире тӗрлӗ майсемпе хӳтӗлет тата пирӗншӗн тӑрӑшать. Унӑн хӳтлӗхӗпе пулӑшӗвӗ шутне пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑх кӗрет, ҫав тӑванлӑх хушшинче — мир, пӗрлӗх тата юрату. Унсӑр пуҫне пирӗн пуласлӑхпа ҫыхӑннӑ хаклӑ шанчӑк пур.
2. Туррӑн хӑш-пӗр шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем мӗнпе кӗрешеҫҫӗ?
2 Телейлӗ пулма паракан ҫав сӑлтавсене пӑхмасӑрах Туррӑн хӑш-пӗр шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем хӑйсем пирки япӑх шухӑшлассипе кӗрешеҫҫӗ. Тен, вӗсем хӑйсем те, хӑйсен сӑваплӑ ӗҫӗ те Иеговӑшӑн ниме те тӑмаҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Кама йывӑр туйӑмсем пусса илсе пыраҫҫӗ, ҫавсемшӗн «ӗмӗр тӑршшӗпех савӑнса» пурӑнма май ҫук пек туйӑнма пултарать. Пурнӑҫ вӗсемшӗн пӗр вӗҫӗмсӗр пыракан «хура кунсем» евӗрлӗ (Еккл. 11:8).
3. Мӗне пула йывӑр туйӑмсем ҫуралма пултараҫҫӗ?
3 Ӗмӗчӗ татӑлнӑран, чирленӗрен е ватӑлса пынӑран ҫав тӑвансен йывӑр туйӑмсем ҫуралма пултараҫҫӗ (Пс. 70:9; Ытар. 13:12; Еккл. 7:7). Унсӑр пуҫне кашни христианинӑн ҫакна йышӑнма тивет: пирӗн чӗре ултавлӑ, ҫавӑнпа та вӑл пире Турӑ хамӑрпа кӑмӑллӑ пулнӑ чухне те айӑплама пултарать (Иер. 17:9; 1 Иоанн 3:20). Туррӑн ӗҫлекенӗсене Шуйттан суйса айӑпласах тӑрать. Сатана пек шухӑшлакансем Елифас каланӑ шухӑша — эпир Турӑшӑн ниме те тӑмастпӑр текен шухӑша — пире ӗнентересшӗн пулӗҫ. Ҫакӑ Иов пурӑннӑ вӑхӑтра суя пулнӑ, халӗ те вӑл ҫавнашкал суях (Иов 4:18, 19).
4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
4 Ҫырура «вилӗм ӗмӗлки тӑракан айлӑмпа» пыракансемпе пӗрле пулӑп тесе Иегова уҫҫӑн калать (Пс. 22:4). Сӑмахран, вӑл хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ пирӗнпе пӗрле. Библи — «тӗрексене», калӑпӑр, тӗрӗс мар тата йывӑр шухӑшсене, «аркатма пултаракан Турӑ хӑвачӗ» (2 Кор. 10:4, 5). Ҫавӑнпа та яланах ырри ҫинчен шухӑшлама Библи пире мӗнле пулӑшма пултарнине пӑхса тухар. Ҫавна тунипе эсир хӑвӑр та усӑ илетӗр, ыттисене мӗнле хавхалантармаллине те курма пултаратӑр.
ЫРРИ ҪИНЧЕН ЯЛАНАХ ШУХӐШЛАС ТЕСЕ БИБЛИПЕ УСӐ КУРӐР
5. Мӗнле тӗрӗслев пире ырри ҫинчен яланах шухӑшлама пулӑшӗ?
5 Павел апостол пире ырри ҫинчен яланах шухӑшлама мӗн пулӑшма пултарни ҫинчен каланӑ. Вӑл Коринф пухӑвӗнчи тӑвансене ҫапла ӳкӗтленӗ: «Эсир ӗненӳре пулнипе пулманнине тӗрӗслесе тӑрӑр» (2 Кор. 13:5, ҪТ). Кунта «ӗненӳ» тени Библире уҫӑлса пыракан мӗнпур христиан вӗрентӗвне пӗлтерет. Пирӗн сӑмахсемпе ӗҫсем ҫак вӗрентӳсемпе килӗшӳллӗ пулсан, эпир тӗрӗслев витӗр тухнӑ тата «ӗненӳре» теме пулать. Паллах, пирӗн хамӑр пурнӑҫа пӗтӗм христиан вӗрентӗвӗпе танлаштарса пӑхмалла. Мӗне тытса тӑмаллипе мӗне тытса тӑмалла маррине пирӗн суйласа тӑмалла мар (Иак. 2:10, 11).
6. Мӗншӗн пирӗн хамӑра «ӗненӳре пулнипе пулманнине» тӗрӗслемелле?
6 Сире ҫавӑн пек тӗрӗслеве ирттерме, уйрӑмах ҫав тӗрӗслев сире япӑх енчен кӑтартса пама пултарнӑ пек туйӑннӑ чухне, йывӑр пулма пултарать. Ҫапах та эпир хамӑр ҫине мӗнле пӑхнинчен ытларах пирӗн ҫине Иегова мӗнле пӑхни кирлӗ, мӗншӗн тесен унӑн шухӑшӗсем пирӗннинчен чылай ҫӳлерех (Ис. 55:8, 9). Вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене айӑплас тесе мар, вӗсен лайӑх енӗсене тупас тата вӗсене пулӑшас тесе тӗрӗслет. «Ӗненӳре пулнипе пулманнине» пӗлес тесе хӑвӑра Турӑ Сӑмахӗпе усӑ курса тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн эсир хӑвӑр ҫине ытларах та ытларах Турӑ сирӗн ҫине пӑхнӑ пек пӑхма пуҫлатӑр. Ҫакӑ сире Турӑ умӗнче эсир ниме те тӑмастӑр текен кирек мӗнле шухӑша та Библи шантарса калакан шухӑшпа — Иегова сире хаклать текен шухӑшпа — улӑштарма пулӑшӗ. Ҫакӑ сирӗншӗн чӳрече каррине уҫса тӗттӗм пӳлӗме хӗвел ҫуттине кӗме панипе пӗрех пулӗ.
7. Библире ҫырса панӑ Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем пире мӗнле усӑ пама пултараҫҫӗ?
7 Хамӑра ҫавӑн пек тӗрӗслемелли лайӑх май вӑл — Библире ҫырса панӑ Турра шанчӑклӑ ҫынсен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшлани. Вӗсен лару-тӑрӑвӗпе туйӑмӗсене хӑвӑрӑннипе танлаштарса пӑхӑр та вӗсен вырӑнӗнче пулнӑ пулсан эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑрччӗ тесе шухӑшласа пӑхӑр. «Ӗненӳре пулнипе пулманнине» Библипе усӑ курса мӗнле тӗрӗслемеллине кӑтартакан виҫӗ тӗслӗхе пӑхса тухар, ҫапла вара хамӑрта ыррине курма вӗренер.
ЧУХӐН ТӐЛӐХ АРӐМ
8, 9. а) Чухӑн тӑлӑх арӑмӑн мӗнле лару-тӑру пулнӑ? ӑ) Тӑлӑх арӑмӑн мӗнле йывӑр туйӑмсем пулма пултарнӑ?
8 Иерусалимри храмра Иисус чухӑн тӑлӑх арӑма сӑнаса тӑнӑ. Унӑн тӗслӗхӗ пире, хамӑр мӗн тӑвас килнине пурне те тума пултарайман чухне те, яланах ырри ҫинчен шухӑшлама пулӑшӗ. (Лука 21:1—4 вуласа пар.) Тӑлӑх арӑмӑн лару-тӑрӑвӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӑл упӑшки вилнишӗн хуйхӑрнӑсӑр пуҫне тӗн пуҫлӑхсем ҫӑткӑн пулнӑран тӑлӑх арӑмсене пулӑшас вырӑнне ҫав хӳтлӗхсӗр хӗрарӑмсен кил-ҫурчӗсене туртса илсе пуйнӑшӑн та хурланнӑ (Лука 20:47, ҪХ). Питӗ чухӑн пулнӑран вӑл ҫын темиҫе минутра мӗн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илме пултарать, ҫавӑн чухлӗ кӑна храм валли пама пултарнӑ.
9 Тӑлӑх арӑм храм картишне аллинче икӗ вак укҫа тытса кӗрсен, вӑл хӑйне мӗнле туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӑл упӑшки пурӑннӑ чухнехинчен питӗ сахал паратӑп тесе шутланӑ-ши? Хӑй умӗнче тӑракан ҫынсем нумай панине кура вӑл намӑсланса тӑнӑ-ши тата ман парне ниме те тӑмасть тенӗ-ши? Унӑн ҫавӑн пек туйӑмсем пулнӑ пулсан та, вӑл пурпӗр тӗрӗс пуҫҫапасси валли мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ.
10. Турӑ тӑлӑх арӑма хакланине Иисус мӗнле кӑтартнӑ?
10 Иеговӑшӑн тӑлӑх арӑм та, вӑл панӑ парне те хаклӑ пулнине Иисус кӑтартнӑ. Вӑл «ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм пуринчен те [пуяннисенчен те] ытларах хучӗ» тенӗ. Вӑл панӑ укҫа ыттисен укҫисемпе пӑтрашӑнса кайнӑ, ҫав-ҫавах Иисус ун ҫине кӑтартнӑ та ӑна мухтаса илнӗ. Храмра ӗҫлекенсем, ыр кӑмӑлпа панӑ укҫасене шутлакансем, ҫав икӗ вак укҫа Иеговӑшӑн мӗнле хаклӑ пулнине тата вӗсене кам панине, паллах ӗнтӗ, пӗлме пултарайман. Ҫапах та ҫынсем мӗн шутлани мар е тӑлӑх арӑм хӑйӗн ҫине мӗнле пӑхни те мар, Иегова мӗнле пӑхни пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Ҫак истори эсир ӗненӳре пулнипе пулманнине тӗрӗслесе пӑхма сире пулӑшма пултарать-и?
11. Тӑлӑх арӑм ҫинчен калакан историрен эсир мӗне вӗренме пултаратӑр?
11 Эсир Иеговӑна мӗн пама пултарни сирӗн лару-тӑру мӗнлерех пулнинчен те килет. Ватӑлса пынине е вӑй-хал ҫитсех кайманнине пула хӑш-пӗрисем ырӑ хыпара питӗ сахал сарма пултараҫҫӗ. Хӑйсен сӑваплӑ ӗҫӗ ниме те тӑмасть, ҫавӑнпа та уншӑн отчет та пама кирлӗ мар тесе шутлама вӗсен чӑнах та сӑлтав пур-и? Сирӗн ҫавӑн пек пысӑк чӑрмавсем ҫук пулсан та, эсир вӑй хуни вӑл Турӑ халӑхӗ кашни ҫул Ӑна пуҫҫапма уйӑрнӑ пӗтӗм вӑхӑтӑн чи пӗчӗк пайӗ кӑна тесе шутлатӑр тен. Анчах та чухӑн тӑлӑх арӑм ҫинчен каласа панӑ истори Иегова хӑйӗншӗн эпир мӗн тунине, уйрӑмах йывӑр лару-тӑрура тунӑ ӗҫсене, пурне те асӑрханине тата вӗсене хакланине кӑтартса парать. Юлашки ҫул хушшинче Иеговӑна пуҫҫапас тесе тунӑ ӗҫӳсем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Уншӑн ӗҫлеме уйӑрнӑ сехетсенчен пӗр сехетне тӑвас тесе сирӗн хӑйне евӗрлӗ ҫухатусем тӳсме тивмерӗ-и? Ку ҫапла пулсан, эсир ҫав сехет хушшинче хӑйӗншӗн мӗн тунине вӑл хакласса шанма пултаратӑр. Чухӑн тӑлӑх арӑм пекех, эсир Иеговӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче мӗн тума пултарнине пурне те тӑватӑр пулсан, хӑвӑр пирки «ӗненӳре» теме сирӗн витӗмлӗ сӑлтав пур.
«ИЛСЕМЧЧӖ МАН ЧУНӐМА»
12—14. а) Илия ҫине йывӑр туйӑмсем мӗнле витӗм кӳнӗ? ӑ) Мӗншӗн Илиян ҫавӑн пек туйӑмсем ҫуралма пултарнӑ?
12 Илия пророк Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннӑ тата хытӑ ӗненнӗ. Анчах та пӗррехинче хуйхӑ питӗ пусса лартнӑран вӑл Иеговӑран вилӗм ыйтса ҫапла каланӑ: «Эй Туррӑмҫӑм, ҫитрӗ пулӗ, илсемччӗ ман чунӑма» (3 Патш. 19:4). Кам ҫакӑн пек аптраса ӳксе курман, вӑл, чун тӑвӑнса килнипе каланӑ сӑмахсене итлеме кирлӗ мар пекех, Илиян кӗлли ҫине те ҫаврӑнса пӑхмалла мар тесе шутлама пултарӗ (Иов 6:3). Анчах та ҫак сӑмахсем чӑн-чӑн туйӑмсене кӑтартнӑ. Асӑрхӑр-ха, Илияна вилӗм ыйтнӑшӑн ятлас вырӑнне Иегова ӑна пулӑшнӑ.
13 Мӗншӗн Илиян ҫавӑн пек туйӑмсем ҫуралнӑ? Унччен кӑшт маларах вӑл Израильте тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ, ҫаксем вара Иегова чӑн Турӑ пулнине кӑтартса панӑ. Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫсем хыҫҫӑн Ваалӑн 450 пророкне вӗлернӗ (3 Патш. 18:37—40). Халӗ Туррӑн халӑхӗ тӗрӗс пуҫҫапасси патне таврӑнӗ ӗнтӗ тесе Илия шаннӑ пулас, анчах та ун пекки пулса иртмен. Иезавель, йӗркесӗр хӗрарӑм патша, ӑна вӗлересси пирки хыпар тунӑ. Вилесрен хӑраса Илия кӳршӗ ҫӗршыв Иуда урлӑ кӑнтӑралла пушхире тарнӑ (3 Патш. 19:2—4).
14 Пӗччен тӑрса юлсан, Илия хӑй пророк пулса ӗҫлени ахалех пулчӗ тесе шухӑшласа ларнӑ. Вӑл Иеговӑна: «Эпӗ аттемсенчен мала мар»,— тесе каланӑ. Вӑл хӑй пирки мӑн аслашшӗсен вилтӑпринчи тусан пекех ниме те тӑмастӑп тесе шутланӑ. Тӗрӗссипе каласан, вӑл хӑйне хӑйӗн нормисем тӑрӑх тӗрӗсленӗ те эпӗ ӑнӑҫсӑр, Иеговӑшӑн та, ыттисемшӗн те ниме тӑман ҫын тесе шутласа хунӑ.
15. Турӑ Илияна унчченхи пекех хаклатӑп тесе мӗнле шантарнӑ?
15 Анчах та Илия ҫине Пурне те Тума Пултаракан Турӑ пачах урӑхла пӑхнӑ. Иегова Илияна унчченхи пекех хакланӑ, ку чӑнах та ҫапла пулнине шантарма тӑрӑшнӑ. Турӑ Илияна тӗреклетме ангела янӑ. Ҫавӑн пекех Иегова пророка ӗҫмеллипе ҫимелли панӑ, ҫакӑ ӑна 40 кун хушши кӑнтӑралла Хорив тӑвӗ патне утма пулӑшнӑ. Унсӑр пуҫне, Турӑ Илиян йӑнӑш шухӑшне — Израильте хӑйӗнсӗр пуҫне урӑх никам та Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлман текен шухӑша — ыррӑн тӳрлетнӗ. Ҫакна та палӑртмалла: Турӑ Илияна ҫӗнӗ ӗҫсем шанса панӑ, лешӗ вара ҫавсене йышӑннӑ. Иеговӑн пулӑшӑвӗ Илияна усӑ панӑ, вӑл вара пророк ӗҫне ҫӗнӗ вӑйпа тума пуҫланӑ (3 Патш. 19:5—8, 15—19).
16. Иегова сире халиччен мӗнле тӗреклетсе тӑнӑ?
16 Илия тӗслӗхӗ эсир ӗненӳре пулнине пӗлме пулӑшӗ тата сире ырри ҫинчен яланах шухӑшлама хавхалантарӗ. Пӗрремӗшӗнчен, Иегова сире ку таранччен мӗнле пулӑшса тӑни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Унӑн ӗҫлекенӗсенчен пӗри, калӑпӑр, старейшина е тепӗр опытлӑ христианин, шӑп сире кирлӗ вӑхӑтра пулӑшу пани пулман-и? (Гал. 6:2.) Библи, христиан публикацисем тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем сире Иегова сирӗншӗн тӑрӑшнине курма пулӑшмарӗҫ-и? Тепрехинче ҫавӑн пек пулӑшу илсен, ҫав пулӑшӑва чӑннипе кам панине курма тӑрӑшӑр та ӑна кӗлӗре тав тӑвӑр (Пс. 120:1, 2).
17. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсенче мӗн хаклать?
17 Иккӗмӗшӗнчен, япӑххи ҫинчен шухӑшлани улталама пултарнине асра тытӑр. Пуринчен ытла пире Турӑ пирӗн ҫине мӗнле пӑхни питӗ кирлӗ. (Рим 14:4 вуласа пар.) Иегова эпир ӑна чунтан парӑнса пурӑннине тата шанчӑклӑ пулнине хаклать, вӑл пире пирӗн ҫитӗнӳсем тӑрӑх хак памасть. Тен, эсир, Илия пекех, Иеговӑшӑн хӑвӑр шутланинчен те ытларах тунӑ. Тен, пухура эсир лайӑхланма пулӑшнӑ ҫынсем пур, унсӑр пуҫне эсир вӑй хунине пула чӑнлӑха йышӑннӑ ҫынсем те тупӑнӗҫ.
18. Иегова сире шанса панӑ ӗҫсем мӗн ҫирӗплетсе параҫҫӗ?
18 Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иегова шанса панӑ кашни ӗҫ ҫине вӑл сирӗнпе пӗрле пулнине ҫирӗплетсе паракан паллӑ ҫине пӑхнӑ пек пӑхӑр (Иер. 20:11). Сире хӑвӑрӑн сӑваплӑ ӗҫрен ним усси те ҫук пек е Иеговӑшӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме май ҫук пек туйӑнать пулсан, эсир, Илья пекех, кулянма пултаратӑр. Ҫавна пӑхмасӑрах эсир чи пысӑк чыса тивӗҫнӗ — сире ырӑ хыпар сарас ӗҫе тата Турӑ ячӗпе ҫӳрес тивӗҫе шанса панӑ. Шанчӑклӑ тӑрса юлӑр. Вара сирӗн пирки те Иисусӑн пӗр ытарӑшӗнчи сӑмахсемпе ҫапла калама пулать: «Хуҫупа пӗрле савӑн ӗнтӗ» (Матф. 25:23).
«АСАП ТӲСЕКЕН ҪЫН» КӖЛЛИ
19. 101-мӗш Псалома ҫыракан хӑйне мӗнле туйнӑ?
19 101-мӗш Псалома ҫыракан хуйха ӳкнӗ пулнӑ. Вӑл ӳт-пӗвӗ е чунӗ питӗ ыратнӑран хытӑ асапланнӑ тата ҫав тери халран кайнӑран йывӑрлӑхӗсемпе кӗрешме унӑн вӑй та юлман (Пс. 101:1). Вӑл шухӑшласса та хӑйӗн ыратӑвӗ, пӗчченлӗхӗ тата туйӑмӗсем ҫинчен кӑна шухӑшлама пултарнӑ (Пс. 101:4, 5, 7, 12). Вӑл хӑйне Иегова аяла ӳкересшӗн, урӑхла каласан, пӑрахасшӑн тесе шутланӑ (Пс. 101:11).
20. Йывӑр шухӑшсемпе кӗрешекене кӗлӗ мӗнле пулӑшма пултарать?
20 Анчах та псалом юрлакан унчченхи пекех хӑйӗн пурнӑҫӗпе Иеговӑна мухтама пултарнӑ. (Псалом 101:20—23 вуласа пар.) Кам ӗненӳре, ҫавсем те асапланма пултарнине тата вӗсене мӗн те пулин урӑххи ҫинчен шухӑшлама йывӑр пулма пултарнине эпир 101-мӗш Псаломран куратпӑр. Псалом юрлакан хӑйне «ҫурт тӑрринчи пӗр-пӗччен кайӑк пек» туйнӑ — йывӑрлӑхӗсемсӗр пуҫне унпа пӗрле урӑх никам та ҫук тейӗн (Пс. 101:8). Сирӗн ҫавӑн пек туйӑмсем ҫуралсан, псалом юрлакан пекех, хӑвӑр чӗрӗрте мӗн пуррине Иеговӑна каласа парӑр. Асап тӳсекен ҫыннӑн кӗллисем — сирӗн кӗлӗсем — сире йывӑр шухӑшсемпе кӗрешнӗ чухне пулӑшма пултараҫҫӗ. Иегова «мӗскӗнсенӗн кӗлли ҫине хӗрхенсе пӑх[ӑп], вӗсем тархасланине ахаль хӑварм[ӑп]» тесе сӑмах парать (Пс. 101:18). Ҫавӑн пек сӑмах панине ӗненӗр.
21. Йывӑр туйӑмсемпе кӗрешекен ырри ҫинчен ытларах шухӑшлас тесе мӗн тума пултарать?
21 Ҫавӑн пекех 101-мӗш Псалом ырри ҫинчен ытларах шухӑшлас тесе мӗн тумаллине те кӑтартса парать. Псалом юрлакан хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫинчен шухӑшлама пуҫласан, унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ лайӑхланса пынӑ (Пс. 101:13, 28). Иегова хӑйӗн халӑхне йывӑр вӑхӑтра пулӑшса тӑрас тесе яланах унпа пӗрле пулнине пӗлни ӑна йӑпатнӑ, лӑплантарнӑ. Ҫавӑнпа та эсир йывӑр туйӑмсене пула вӑхӑтлӑха Туррӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче тӑвас килнӗ чухлӗ тума пултараймастӑр пулсан, ҫавӑн пирки кӗлтӑвӑр. Турӑран кӗллӗме итлесем тесе ыйтӑр, ҫавна тунӑ чухне ҫӑмӑллӑх илес тесе ҫеҫ мар, «Ҫӳлхуҫа ятне» те пӗлтерччӗр тесе ыйтӑр (Пс. 101:20—23).
22. Мӗнле майпа пирӗнтен кашни Иеговӑна юрӑхлӑ пулма пултарать?
22 Апла пулсан, Библипе усӑ курса эпир ӗненӳре пулнине тата Иегова пире хакланине пӗлме пултаратпӑр. Паллах ӗнтӗ, эпир ку тӗнчере йывӑр туйӑмсенчен пуринчен те е пур хуйхӑран та хӑтӑлма пултараймастпӑр. Ҫапах та пирӗнтен кашни Иеговӑна юрӑхлӑ пулма тата унӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче тӳсӗмлӗ пулнипе ҫӑлӑнӑҫ илме пултарать (Матф. 24:13).