«Ҫӳлхуҫа Хӑйӗннисене пӗлет»
«Кам Турра юратать, ҫавна Турӑ пӗлет» (1 КОР. 8:3).
1. Турӑ халӑхӗ хушшинче хӑш-пӗрисем хӑйсене хӑйсем мӗнле улталанине кӑтартакан Библири пӗр тӗслӗхе каласа парӑр.
ПӖРРЕХИНЧЕ ирхине аслӑ священник Аарон Иеговӑн сӑваплӑ чатӑрӗ умӗнче фимиам тӗтӗрмелли савӑт тытса тӑнӑ. Унпа ҫумӑн Корейпа 250 арҫын та кашни хӑйӗн савӑчӗпе фимиам тӗтӗрсе тӑнӑ (Йыша шутл. 16:16—18). Пӗрре пӑхсан, вӗсем пурте Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пек курӑннӑ. Анчах та Корейпа ун майлисем мӑнкӑмӑллӑ, хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шутлакан пӑлхавҫӑсем пулнӑ. Вӗсем священник тивӗҫне саккунсӑр майпа туртса илесшӗн ҫуннӑ (Йыша шутл. 16:1—11). Вӗсем хӑйсем пуҫҫапнине Иегова ырлать тесе шутланипе хӑйсене хӑйсем улталанӑ. Анчах та вӗсен чӗрине куракан Иегова куҫӗ умӗнче вӗсем ирсӗр пулнӑ, мӗншӗн тесен Вӑл вӗсен икӗпитлӗхне тата вӗсем хӑйсене мухтава кӑларасшӑн ҫуннине пӗлсе тӑнӑ (Иер. 17:10).
2. Моисей мӗн пулать тесе каласа хунӑ тата унӑн сӑмахӗсем мӗнле пурнӑҫланнӑ?
2 Пӗр кун маларах Моисей ҫапла каласа хунӑ: «Кам Унӑн пулнине... Ҫӳлхуҫамӑр ыран кӑтартӗ» (Йыша шутл. 16:5). Иегова хӑйне кам чунтан пуҫҫапакан пулнине тата кам икӗпитлӗ пулнине мӗнле кӑтартнӑ? Иегова тӳперен вут-ҫулӑм янӑ та Корейпа 250 арҫына тӗп тунӑ (Йыша шутл. 16:35; 26:10). Аарон кӑна чӗрӗ юлнӑ. Иегова ҫапла Аарон чӑн-чӑн священник тата Турра тӗрӗс пуҫҫапакан пулнине уҫӑмлӑ кӑтартнӑ. (1 Коринф 8:3 вуласа пар.)
3. а) Павел пурӑннӑ вӑхӑтра христиансен пухӑвӗнче мӗн пулса тухнӑ? ӑ) Моисей пурӑннӑ вӑхӑтра Иегова хӑйне пӑлхавҫӑсемпе мӗнле тытнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
3 Пӗр 1 500 ҫул иртсен, Павел апостол пурӑннӑ вӑхӑтра, шӑп ҫавӑн пекки пулса тухнӑ. Хӑйсене христиансем теекенсенчен хӑш-пӗрисем суя вӗрентӳсене сарма пуҫланӑ, ҫав-ҫавах вӗсем пухупа хутшӑнма пӑрахман. Айккинчен сӑнаса тӑракансене ҫав чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем пухури тӑвансенчен нимпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ пек курӑнма пултарнӑ. Анчах та вӗсен суя вӗрентӗвӗсем шанчӑклӑ христиансене хӑрушлӑх кӳрсе тӑнӑ. Ҫав сурӑх тирӗ тӑхӑннӑ кашкӑрсем хӑш-пӗрисен ӗненӗвне пӗтерме пуҫланӑ (2 Тим. 2:16—18). Анчах та Иегова — айккинчен сӑнаса тӑракан мар. Павел ҫакна Турӑ хӑйне темиҫе ӗмӗр каялла пӑлхавҫӑсемпе, Корейпа тата ун майлисемпе, мӗнле тытни ҫинчен шухӑшланӑ чухне ӑнланса илнӗ курӑнать. Ҫав тӗлӗшрен Сӑваплӑ Ҫырури пӗр интереслӗ вырӑна пӑхса тухар та ҫавӑнтан эпир мӗне вӗренме пултарнине курма тӑрӑшар.
«ЭПӖ — ҪӲЛХУҪА, ЭПӖ УЛШӐНМАСТӐП»
4. Павел мӗне шанса тӑнӑ тата ҫакӑн пек шанса тӑнине вӑл Тимофей патне янӑ ҫырӑвӗнче мӗнле палӑртнӑ?
4 Павел ҫакна шанса тӑнӑ: Иегова хӑйне ячӗшӗн ҫеҫ пуҫҫапакансене витӗр курма пултарать, ҫавӑн пекех Вӑл хӑйне итлесе пурӑнакансене те пӗлет. Павел ҫакӑн пек хытӑ шанса тӑни вӑл Турӑ пӗлтернипе Тимофей патне ҫырнӑ сӑмахсенче палӑрса тӑрать. Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисем пухура хӑш-пӗрисен ӗненӗвне пӗтернӗ тесе каланӑ хыҫҫӑн Павел ҫырнӑ: «Турӑ хывнӑ никӗс пӗрех тӗреклӗ: вӑл ҫирӗп [«Туррӑн ҫирӗп никӗсӗ», ҪТ] тӑрать, ун ҫине „Ҫӳлхуҫа Хӑйӗннисене пӗлет“ тата „Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та мӗн усаллинчен аякра тӑтӑр [«йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнтӑр», ҪХ]“ тесе пичет пуснӑ» (2 Тим. 2:18, 19).
5, 6. Павел «Туррӑн ҫирӗп никӗсӗ» тесе каланинче мӗнле уйрӑмлӑха палӑртма пулать тата ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ Тимофей ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ пулмалла?
5 Павел ҫак сӑвӑ йӗркинче усӑ курнӑ сӑмахсенче мӗнле уйрӑмлӑха палӑртма пулать? Библире ҫакӑнта кӑна «Туррӑн ҫирӗп никӗсӗ» тенӗ. Сӑваплӑ Ҫырура «никӗс» сӑмахпа тӗрлӗ япаласене ӑнлантарса парас тесе час-часах метафора пек усӑ кураҫҫӗ. Сӑмахран, Иерусалим хули пирки «никӗс» тенӗ, мӗншӗн тесен вӑл авалхи Израилӗн тӗп хули пулнӑ (Пс. 86:2). Иеговӑн тӗллевне пурнӑҫлас тӗлӗшрен Иисус мӗнле вырӑн йышӑнни пирки те никӗс тенӗ (1 Кор. 3:11; 1 Петр 2:6). Ҫавӑнпа та Павел «Туррӑн ҫирӗп никӗсӗ» тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ?
6 Моисей Корейпа ун майлисене каланӑ сӑмахсене, Йыша шутлани 16:5-мӗшӗнче ҫырса хунӑскерсене, илсе панӑ хыҫҫӑн Павел «Туррӑн ҫирӗп никӗсӗ» пирки калать. Павел Тимофее хавхалантарас, ҫавӑн пекех ӑна Турӑ пӑлхавҫӑсене курса тӑнине, вӗсен ӗҫӗсене чарса лартма пултарнине аса илтерес тесе Моисей кунӗнче пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен каласа парать пулас. Темиҫе ӗмӗр каялла Корей Иеговӑн тӗллевне чарса лартма пултарайман пекех, пухура чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисем те ҫавна тума пултараймӗҫ. Павел «Туррӑн ҫирӗп никӗсӗ» пирки тӗпӗ-йӗрӗпех ӑнлантарса паман. Ҫав-ҫавах унӑн сӑмахӗсем Тимофее Иеговӑна пӗтӗмпех шанма пулӑшнӑ.
7. Мӗншӗн эпир Иегова яланах тӳрӗ те шанчӑклӑ пуласса шанма пултаратпӑр?
7 Иеговӑн принципӗсем нихӑҫан та улшӑнмаҫҫӗ. «Ҫӳлхуҫа канашӗ вара ӗмӗрех тӑрать; Унӑн чӗринчи шухӑш сыпӑкран сыпӑка пырать»,— тенӗ Псалом 32:11-мӗшӗнче. Библири ытти сӑвӑ йӗркисенче Иегова ӗмӗр-ӗмӗрӗпех Патша пулӗ, унӑн ырӑлӑхӗ, тӳрӗлӗхӗ тата шанчӑклӑхӗ ӗмӗртен ӗмӗре пырать тенӗ (Тух. 15:18; Пс. 105:1; 111:9; 116:2). Малахия 3:6-мӗшӗнче каланӑ: «Эпӗ — Турӑ, Эпӗ улшӑнмастӑп». Иаков 1:17-мӗшӗнче те Иеговӑн «улшӑнасси е кӑшт та пулин урӑх тӗрлӗ пуласси ҫук» тенӗ.
ИЕГОВӐНА ХЫТӐ ӖНЕНМЕ ПУЛӐШАКАН «ПИЧЕТ»
8, 9. Эпир «Туррӑн ҫирӗп никӗсӗ» ҫине ҫырса хунӑ сӑмахсенчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?
8 Павел 2 Тимофей 2:19-мӗшӗнче никӗс ҫинчен, ун ҫине пичет пусса ҫырса хуни ҫинчен калакан тӗслӗхе илсе панӑ. Ӗлӗкхи вӑхӑтра ҫурт никӗсӗ ҫине сӑмахсене картса ҫырас йӑла пулнӑ. Ҫакна час-часах ҫурта кам лартнине е унӑн хуҫи кам пулнине кӑтартас тесе тунӑ. Библире ҫакӑн пек тӗслӗх пӗрремӗш хут Павелӑн ҫырӑвӗсенче тӗл пулатьa. «Туррӑн ҫирӗп никӗсӗ» ҫине пуснӑ пичет ҫинче икӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗ пур. Пӗрремӗшӗ — «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗннисене пӗлет», иккӗмӗшӗ — «Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнтӑр». Ҫаксем пире Йыша шутлани 16:5-мӗш сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсене аса илтереҫҫӗ. (Вуласа пар.)
9 Кам Иеговӑн, ҫавсем «Туррӑн ҫирӗп никӗсӗ» ҫине ҫырса хунӑ сӑмахсенчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Иегова мӗне хаклать, ҫавсем тата унӑн принципӗсем икӗ тӗп чӑнлӑх ҫинче никӗсленсе тӑнине. Вӗсем ак ҫаксем: 1) Иегова хӑйне чунтан парӑнса пурӑнакансене юратать тата 2) Иегова йӗркесӗрлӗхе кураймасть. Ҫакӑ пухура чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисемпе мӗнле ҫыхӑннӑ?
10. Павел пурӑннӑ вӑхӑтра чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисем хӑйсене мӗнле тытни шанчӑклӑ христиансем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?
10 Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисем хӑйсене мӗнле тытни Тимофейпе ытти шанчӑклӑ христиансене, паллах ӗнтӗ, пӑшӑрхантарнӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем мӗншӗн-ха ҫавӑн пек ҫынсем халӗ те пухура тесе аптраса тӑнӑ курӑнать. Шанчӑклӑ тӑвансем, тен, хӑйсем Турра чунтан парӑнса пурӑннине тата чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисен икӗпитлӗхне Иегова чӑнах та курать-ши тенӗ пулмалла (Ап. ӗҫ. 20:29, 30).
11, 12. Павелӑн ҫырӑвӗ Тимофейӑн ӗненӗвне мӗнле ҫирӗплетнӗ?
11 Павелӑн ҫырӑвӗ Турӑ унччен шанчӑклӑ Аарона тӳрре кӑларнине, ҫав вӑхӑтрах икӗпитлӗ Корейпа ун майлисене тӑрӑ шыв ҫине кӑларнине, сирсе янине тата тӗп тунине аса илтернипе Тимофейӑн ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ паллах. Тӗрӗссипе каласан, Павел ҫапла каланӑ теме пулать: пухура чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисем пулнӑ пулин те, Иегова, Моисей вӑхӑтӗнчи пекех, кам хӑйӗннисем пулнине кӑтартса парӗ.
12 Иегова нихӑҫан та улшӑнмасть, ҫавӑнпа та эпир ӑна яланах шанма пултаратпӑр. Вӑл йӗркесӗрлӗхе кураймасть, апла тӑк вӑл хӑй вӑхӑтӗнче ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмен ҫынсене явап тыттарӗ. Унсӑр пуҫне Павел Тимофее суя христиансем япӑх витӗм кӳрсе тӑнине сирсе ямалла тесе аса илтернӗ, мӗншӗн тесен «Ҫӳлхуҫа ятне асӑнаканӑн» кирек камӑн та йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнмаллаb.
ЧӐН ТУРРА ПУҪҪАПНИ НИХӐҪАН ТА УСӐСӐР ПУЛМАСТЬ
13. Мӗн пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр?
13 Павелӑн Турӑ пӗлтернипе каланӑ сӑмахӗсем пире те хавхалантарма пултараҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, Иегова эпир ӑна мӗн таран чунтан пӑрӑнса пурӑннине пӗлет, ҫакӑ вара пире савӑнӑҫ парать. Вӑл эпир чунтан парӑнса пурӑннине пӗлет кӑна мар, вӑл хӑйӗннисемпе интересленет те. Библире каланӑ: «Хӑйне пӗтӗм чун-чӗререн парӑннисене хунтӑламашкӑн Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ҫӗре пӑхса-курса тӑрать» (2 Ҫулс. 16:9). Ҫавӑнпа та эпир Иеговӑшӑн «таса чӗререн» мӗн тӑватпӑр, ҫавсем нихӑҫан та усӑсӑр пулмӗҫ тесе пӗр иккӗленмесӗр калама пултаратпӑр (1 Тим. 1:5; 1 Кор. 15:58).
14. Иегова хӑйне мӗнле пуҫҫапнине чӑтса тӑмӗ?
14 Ҫакна та ан манӑр: Иегова хӑйне ячӗшӗн ҫеҫ пуҫҫапнине чӑтса тӑмӗ. Иегова «пӗтӗм ҫӗре пӑхса» тӑнӑ чухне «Хӑйне пӗтӗм чун-чӗререн» парӑнманнисен чӗрисене те курса тӑрать. Ытарӑшсем 3:32-мӗшӗнче каланӑ: «Ҫӳлхуҫа аскӑнчӑк [«ултавлӑ», ҪТ] ҫынран йӗрӗнет». Ҫавӑн пек ҫын итленҫи пулса ҫиелтен хӑйне лайӑх ҫын пек кӑтартма тӑрӑшать, ҫав вӑхӑтрах ҫылӑха вӑрттӑн туса пурӑнать. Ҫавӑн пек икӗпитлӗ ҫын чылай вӑхӑт хушши ыттисене ӑнӑҫлӑ улталама пултарать, анчах та Иеговӑн тӳрӗлӗхӗпе хӑватлӑхӗ «усал ӗҫӗсене пытарса пурӑнаканӑн ӑнӑҫу пулмӗ» тесе шантарать (Ытар. 28:13; 1 Тимофей 5:24; Еврейсем 4:13 вуласа пар).
15. Пирӗн мӗнле йӑларан хӑтӑлмалла тата мӗншӗн?
15 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пурте тенӗ пекех ӑна чунтан парӑнса пурӑнаҫҫӗ. Сайра-хутра ҫеҫ пухура кам та пулин пӗлсе тӑрсах Турра ячӗшӗн кӑна пуҫҫапас тейӗ. Анчах ҫакӑн пекки Моисей вӑхӑтӗнче тата малтанхи христиансен пухӑвӗнче пулнӑ пулсан, ҫакӑ хальхи вӑхӑтра та пулма пултарать (2 Тим. 3:1, 5). Ҫавӑн пек чухне пирӗн хамӑрпа пӗр пек ӗненекен христиансене шанма пӑрахмалла-и тата вӗсем Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнни пирки иккӗленмелле-и? Ҫук паллах! Пухури тӑвансем пирки пӗр сӑлтавсӑрах иккӗленме пуҫлани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. (Рим 14:10—12; 1 Коринф 13:7 вуласа пар.) Унсӑр пуҫне пухури тӑвансен айӑпсӑрлӑхӗ пирки пирӗн иккӗленес йӑла пур пулсан, эпир хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене пӑсӑпӑр.
16. а) Икӗпитлӗхе хамӑр чӗрере тымар яма парас мар тесе пирӗнтен кашни мӗн тума пултарать? ӑ) «Хӑвӑра хӑвӑр сӑнаса пӑхӑр... тӗрӗслӗр» рамкӑран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
16 Кашни христианинӑн «хӑйӗн ӗҫне тӗплӗн пӑхса» тухмалла (Гал. 6:4). Пирӗн ҫылӑх тӑвас туртӑм пур, ҫавӑнпа та пирӗн ӑшра япӑх енсем сисӗнмесӗр аталанма пултараҫҫӗ, ҫавна пула эпир, тен, Иеговӑна ячӗшӗн ҫеҫ пуҫҫапма пуҫлӑпӑр (Евр. 3:12, 13). Апла пулсан, вӑхӑтран вӑхӑта пирӗн хамӑра мӗншӗн эпӗ Иеговӑшӑн ӗҫлетӗп тесе тӗрӗслесе пӑхмалла. Эпир хамӑра ҫакӑн пек ыйту пама пултаратпӑр: «Эпӗ Иеговӑна, ӑна юратнӑран, унӑн аслӑ влаҫне пӑхӑнас килнӗрен пуҫҫапса пурӑнатӑп-и е мана ытларах Райра илме шанакан лайӑх пурнӑҫ илӗртет-и?» (Ӳлӗм. 4:11.) Хамӑр мӗн-мӗн туса пурӑннине тӗрӗслесе тӑни тата хамӑр чӗрере икӗпитлӗхе кӑшт палӑрма пуҫласанах тӗп туни пире пурне те, паллах, усӑ парӗ.
ЧУНТАН ПАРӐНСА ПУРӐННИ ТЕЛЕЙ КӲРЕТ
17, 18. Мӗншӗн пирӗн Иеговӑна чун-чӗререн пуҫҫапса пурӑнмалла?
17 Эпир Иеговӑна чун-чӗререн пуҫҫапса пурӑнатпӑр пулсан, нумай пиллӗх илӗпӗр. «Ҫылӑхне Ҫӳлхуҫа шута кӗртмен, ӑшӗнче ултавлӑ шухӑш тытман ҫын телейлӗ!» — тесе юрланӑ псалом юрлакан (Пс. 31:2). Чӑнах та, хӑйсен чӗрине икӗпитлӗхрен тасатакансем телейлӗ, ҫавӑн пекех вӗсен пуласлӑхра тата телейлӗрех пулас шанчӑк пур.
18 Хӑй вӑхӑтӗнче Иегова усал тӑвакансене е ҫылӑха вӑрттӑн туса пурӑнакансене пурне те тӑрӑ шыв ҫине кӑларӗ те «тӳрӗ ҫынпа йӗркесӗр ҫын хушшинчи, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑраканпа Ӑна ӗҫлесе тӑман ҫын хушшинчи уйрӑмлӑха» кӑтартса парӗ (Мал. 3:18). Хальлӗхе вара пире «Ҫӳлхуҫа куҫӗ — тӳрӗ ҫынсем ҫинче, Унӑн хӑлхи — вӗсем кӗлтунӑ енче» пулнине пӗлни савӑнӑҫ кӳрсе тӑрать (1 Петр 3:12).
a Ӳлӗмхине 21:14-мӗшӗнче, Павел Тимофей патне янӑ ҫыру хыҫҫӑн вун-вун ҫул иртсен ҫырнӑ сӑвӑ йӗркинче, хулан «вуникӗ никӗсӗ» ҫине 12 апостолӑн ятне ҫырса хунӑ тенӗ.
b Тепӗр статьяра Иегова пек пулас тата йӗркесӗрлӗхе сирсе ярас тесе эпир мӗн тума пултарнине сӳтсе явнӑ.