Туррӑн Патшалӑхне хытӑ ӗненӗр
«Ӗненни вӑл — ӗмӗтленнине пур пек курни» (ЕВР. 11:1).
1, 2. Турӑ этемлӗх пирки палӑртса хунӑ тӗллеве Патшалӑх ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлассине хытӑ ӗненме пире мӗн пулӑшӗ тата мӗншӗн?
ИЕГОВА Свидетелӗсем пулнӑ май эпир Турӑ Патшалӑхӗ кӑна пирӗн йывӑрлӑхсене татса парӗ тесе час-часах калатпӑр, ҫавӑнпа та ҫынсене Библири ҫак чӑнлӑх ҫине хаваспах тимлеттеретпӗр. Патшалӑх паракан шанчӑк пире чӑннипех йӑпатать, хавхалантарать. Анчах та Турӑ Патшалӑхӗ чӑнах та пуррине тата ун урлӑ Туррӑн тӗллевӗ ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланассине эпир мӗн таран ҫирӗп ӗненетпӗр? Патшалӑха питӗ хытӑ ӗненме пирӗн мӗнле сӑлтав пур? (Евр. 11:1.)
2 Пурне те Тума Пултаракан Турӑ этемлӗх пирки палӑртса хунӑ тӗллевне пурнӑҫа кӗртес тесе Мессианла Патшалӑха хӑй йӗркелесе янӑ. Турӑ Патшалӑхӗ ҫирӗп никӗс ҫинче — Иеговӑн кӑна пӗтӗм влаҫа тытса тӑма ирӗк пурри ҫинче — тӑрать. Кам ҫав Патшалӑхӑн Патши? Ҫав Патшапа пӗрле тата камсем патшара ларӗҫ? Вӗсем влаҫа тытса тӑнӑ чухне мӗн туса тӑрӗҫ тата вӗсен подданӑйӗсем камсем пулӗҫ? Патшалӑхӑн ҫак кирлӗ енӗсене Иегова килӗшӳсем урлӑ саккунлӑ майпа ҫирӗплетнӗ. Ҫав килӗшӳсем вӗсем — Иегова е унӑн Ывӑлӗ, Иисус Христос, тунӑ саккунлӑ договорсем, е халалсем. Ҫак килӗшӳсене тӗпчени пире Иеговӑн тӗллевӗ ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланассине лайӑхрах ӑнланма тата унӑн Патшалӑхӗ нихӑҫан та арканас ҫуккине хытӑ ӗненме пулӑшӗ. (Эфес 2:12 вуласа пар.)
3. Ҫак тата тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
3 Христос Иисус ертсе пыракан Мессианла Патшалӑхпа ҫыхӑннӑ ултӑ тӗп килӗшӳ ҫинчен каланӑ Библире. Вӗсем акӑ ҫаксем: 1) Авраампа тунӑ килӗшӳ, 2) Саккун килӗшӗвӗ, 3) Давидпа тунӑ килӗшӳ, 4) Мелхиседек евӗрлӗ священник пирки тунӑ килӗшӳ, 5) ҫӗнӗ килӗшӳ тата 6) Патшалӑх пирки тунӑ килӗшӳ. Ҫак кашни килӗшӳ Патшалӑхпа мӗнле ҫыхӑннине тата Турӑ ҫӗрпе этемлӗх пирки палӑртса хунӑ тӗллевне пурнӑҫа кӗртме мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар. («Турӑ хӑйӗн тӗллевне мӗнле пурнӑҫа кӗртӗ» таблицӑна пӑхӑр.)
СӐМАХ ПАНИ — ТУРРӐН ТӖЛЛЕВӖ МӖНЛЕ ПУРНӐҪЛАНАССИНЕ УҪСА ПАРАКАНСКЕР
4. Пултарни кӗнекере каланӑ тӑрӑх, Иегова ҫынсем тӗлӗшӗнчен мӗнле хушусем кӑларнӑ?
4 Пирӗн илемлӗ ҫӗре ҫынсене пурӑнма хатӗрленӗ хыҫҫӑн Иегова ҫакӑн пек виҫӗ хушу кӑларнӑ: 1) Турӑ ҫынсене хӑй евӗрлӗ тӑвӗ, 2) ҫынсем пӗтӗм ҫӗре Рай туса хурӗҫ те ӑна тӳрӗлӗхе тытса тӑракан ачисемпе тултарӗҫ тата 3) ҫынсен ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫиме юрамӗ (Пулт. 1:26, 28; 2:16, 17). Ҫаксем ҫителӗклӗ пулнӑ. Ҫынна тунӑ хыҫҫӑн Иеговӑн тӗллевӗ пурнӑҫлантӑр тесен тӑрса юлнӑ икӗ хушӑва кӑна тытса тӑмалла пулнӑ. Апла пулсан, мӗншӗн килӗшӳ тӑвас йӗрке кирлӗ пулса тӑнӑ?
5, 6. а) Туррӑн тӗллевне пурнӑҫланма парас мар тесе Сатана мӗн тунӑ? ӑ) Сатана Эдемра пӑлхав ҫӗклесен Иегова мӗн тунӑ?
5 Туррӑн тӗллевне пурнӑҫлама чӑрмантарас путсӗр шухӑш Сатана Шуйттана пӑлхав ҫӗклеме хӗтӗртнӗ. Ҫынсене итлесе-пӑхӑнса тӑма ыйтакан хушу ҫине ӑна витӗм кӳме ҫӑмӑлрах пулнӑ. Вӑл пӗрремӗш хӗрарӑма, Евӑна, ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫиме юрамасть текен хушӑва хирӗҫ кайма ӳкӗте кӗртнӗ (Пулт. 3:1—5; Ӳлӗм. 12:9). Сатана ҫакна тунипе Туррӑн Хӑй пултарнийӗсене тытса тӑма ирӗк ҫук тесе каланӑ. Сатана каярахпа Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене вӗсем хапсӑнчӑк кӑмӑллӑ тесе те айӑпланӑ (Иов 1:9—11; 2:4, 5).
6 Сатана Эдемра ҫавӑн пек пӑлхав ҫӗклесен Иегова мӗн тунӑ? Вӑл пӑлхавҫӑсене пӗтернӗ пулсан, вӗсен пӑлхавне те путлантарса лартнӑ пулӗччӗ. Анчах та ҫакӑ Туррӑн тӗллевне, ҫӗре Адампа Евӑн тӑхӑмӗпе тултарас тӗллевне, пурнӑҫланманнине пӗлтернӗ пулӗччӗ. Ҫавӑнпа та ӑслӑ Пултаракан пӑлхавҫӑсене тӳрех пӗтерес темен, ун вырӑнне вӑл тарӑн пӗлтерӗшлӗ пророкла сӑмахсем каланӑ — Эдемра сӑмах панӑ. Ҫапла вӑл хӑйӗн сӑмахӗ тӗпӗ-йӗрӗпех пурнӑҫланать тесе шантарса каланӑ. (Пултарни 3:15 вуласа пар.)
7. Эдемра сӑмах пани ҫӗленпе унӑн вӑрлӑхӗ пирки мӗн уҫса парать?
7 Эдемра сӑмах пани урлӑ Иегова ҫӗлен, Сатана Шуйттан, пирки тата унӑн вӑрлӑхӗ — Туррӑн влаҫа тытса тӑма ирӗк пурри пирки ҫӗкленӗ тавлашуллӑ ыйтура Сатана майлӑ тӑракансем — пирки вилӗм приговорӗ йышӑннӑ. Чӑн Турӑ хӑйӗн пӗлӗтри хӗрарӑмӑн вӑрлӑхне ҫав пӑлхавҫӑсене пӗтерме власть панӑ. Эппин, Эдемра сӑмах пани Сатана та, унӑн ӗҫӗсене пула сиксе тухнӑ пур сиен те тӗп пулӗ тесе кӑтартса панӑ. Ҫавӑн пекех ҫакӑ мӗнле пулассине те уҫса парать.
8. Хӗрарӑмпа унӑн вӑрлӑхӗ кам иккенни пирки эпир мӗн калама пултаратпӑр?
8 Камӑн хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗ пулмалла пулнӑ? Ҫӗлен пуҫне ҫапса ҫӗмӗрмешкӗн, урӑхла каласан, Сатана Шуйттана, куҫа курӑнман усал сывлӑша, «ҫӗнтермешкӗн», е тӗп тумашкӑн, вӑрлӑхӑн ҫын мар, пӗлӗтре пурӑнакан ангел пулмалла (Евр. 2:14). Ҫавӑнпа та вӑрлӑха ҫуратакан хӗрарӑмӑн та куҫа курӑнманскер, пӗлӗтре пурӑнаканскер пулмалла. Ҫӗлен вӑрлӑхӗ йышлӑланса пынӑ, анчах хӗрарӑмпа унӑн вӑрлӑхӗ кам иккенни Иегова Эдемра сӑмах панӑ хыҫҫӑн 4 000 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен те паллӑ пулман. Ҫав вӑхӑтра Иегова темиҫе килӗшӳ тунӑ. Ҫав килӗшӳсем вара вӑрлӑх кам иккенне пӗлме май панӑ, ҫапла Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене Сатана этем ҫемйине кӳнӗ сиене ҫав вӑрлӑх урлӑ пӗтерӗп тесе шантарнӑ.
ВӐРЛӐХА ПАЛЛАСА ИЛМЕ ПУЛӐШАКАН КИЛӖШӲ
9. Авраампа тунӑ килӗшӳ мӗн вӑл тата вӑл хӑҫан вӑя кӗнӗ?
9 Сатана пирки приговор йышӑннӑ хыҫҫӑн икӗ пин ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен, Иегова Авраам патриарха Месопотамири Ур хулинчи хӑйӗн килне хӑварма, унтан вара Ханаан ҫӗрне кайма хушнӑ (Ап. ӗҫ. 7:2, 3). Иегова ӑна каланӑ: «Хӑвӑн ҫӗрӳнтен, тӑвану-хурӑнташу хушшинчен, аҫу килӗнчен тух та Эпӗ сана кӑтартакан ҫӗре кай; санран Эпӗ аслӑ халӑх кӑларӑп, сана пиллӗп, санӑн ятна мухтавлӑ тӑвӑп, эсӗ пиллӗхлӗ пулӑн; Эпӗ сана пиллекенсене пиллӗп, сана ылханакансене ылханӑп; сан урлӑ ҫӗр ҫинчи пур йӑх та пиллӗх илӗ» (Пулт. 12:1—3). Ҫакӑ Библире Авраампа тунӑ килӗшӳ ҫинчен каланисенчен чи малтанхи. Иегова Турӑ унпа ҫав килӗшӗве пӗрремӗш хут хӑҫан туни паллӑ мар. Анчах та пирӗн эрӑчченхи 1943 ҫулта, 75 ҫулхи Авраам Харрана хӑварнӑ хыҫҫӑн Ефрат юханшывӗ урлӑ каҫсан, ҫав килӗшӳ вӑя кӗнӗ.
10. а) Турӑ сӑмах панисене хытӑ ӗненнине Авраам мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗ ҫинчен калакан мӗнле вак-тӗвеке Иегова майӗпен уҫса пынӑ?
10 Иегова хӑй Авраама сӑмах пани ҫинчен пӗрре анчах мар каланӑ, ҫавӑн чухне вӑл кашнинче ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ вак-тӗвеке ытларах та ытларах уҫса панӑ (Пулт. 13:15—17; 17:1—8, 16). Авраам хӑйӗн ывӑлне парнене кӳме хатӗр пулнипе Турӑ сӑмах панисене питӗ хытӑ ӗненнине кӑтартсан, Иегова хӑй тунӑ килӗшӗве пӗр условисӗр тупа туса ҫирӗплетнӗ. (Пултарни 22:15—18; Еврейсем 11:17, 18 вуласа пар.) Авраампа тунӑ килӗшӳ вӑя кӗнӗ хыҫҫӑн Иегова хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗ ҫинчен калакан кирлӗ вак-тӗвеке майӗпен уҫса пынӑ. Ҫав вӑрлӑхӑн Авраам ӑрӑвӗнчен тухмалла, йышлӑланса пымалла, патшара лармалла, Туррӑн пур тӑшманне те тӗп тумалла тата ун урлӑ нумайӑшӗн пиллӗх илмелле пулнӑ.
11, 12. Авраампа тунӑ килӗшӳ иккӗмӗш хут тата анлӑрах пурнӑҫланассине Библи мӗнле кӑтартса парать тата ҫакӑ пирӗнпе мӗнле ҫыхӑннӑ?
11 Авраамӑн тӑхӑмӗ Пама пулнӑ ҫӗре еткерлӗхе илсен, Авраампа тунӑ килӗшӳ пӗрремӗш хут пурнӑҫланнӑ. Анчах та ҫак килӗшӳ тата ытларах усӑ парӗ тесе уҫса парать Библи (Гал. 4:22—25). Павел апостол ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Авраам вӑрлӑхӗн тӗп пайӗ вӑл — Иисус Христос, унӑн иккӗмӗш пайӗ — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ 144 000 христианин (Гал. 3:16, 29; Ӳлӗм. 5:9, 10; 14:1, 4). Эдемра сӑмах панӑ чухне асӑннӑ хӗрарӑм вӑл — Турӑ организацийӗн пӗлӗтри пайӗ. Ҫав хӗрарӑм пирки «ҫӳлти Иерусалим» тенӗ, ун шутне вара шанчӑклӑ ангелсем кӗреҫҫӗ (Гал. 4:26, 31). Авраампа тунӑ килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗ этемлӗхе пиллӗхсем кӳрӗ.
12 Авраампа тунӑ килӗшӳ пӗлӗтри Патшалӑх валли саккунлӑ никӗс хывать, ҫавӑн пекех Патшана тата унпа пӗрле патшара ларакансене ҫав Патшалӑха еткерлӗхе илмелли май уҫса парать (Евр. 6:13—18). Ҫак килӗшӳ хӑҫанччен витӗм кӳрсе тӑрӗ? Пултарни 17:7-мӗшӗнче ун пирки «ӗмӗрлӗх халал [«килӗшӳ», ҪТ]» тенӗ. Вӑл Мессианла Патшалӑх Туррӑн тӑшманӗсене тӗп тӑвиччен тата ҫӗр ҫинчи пур ҫемье те пиллӗх иличчен витӗм кӳрсе тӑрӗ (1 Кор. 15:23—26). Ҫав вӑхӑтра ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ҫав пиллӗхсемпе ӗмӗр-ӗмӗрӗпе усӑ курӗҫ. Турӑ Авраампа тунӑ килӗшӳ Иегова хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртме тата ҫӗре тӳрӗ ҫынсемпе тултарма ҫирӗп шут тытнине кӑтартса парать (Пулт. 1:28).
ПАТШАЛӐХ НИХӐҪАН АРКАНМАСТЬ ТЕСЕ ШАНТАРАКАН КИЛӖШӲ
13, 14. Давидпа тунӑ килӗшӳ Мессия тытса тӑракан власть пирки мӗн тесе шантарать?
13 Эдемра сӑмах пани тата Авраампа тунӑ килӗшӳ Иеговӑн влаҫӗ яланах Унӑн тӳрӗлӗх нормисем ҫинче никӗсленсе тӑрать тесе вӗрентет пире. Ҫавӑнпа та вӑл йӗркеленӗ Мессианла Патшалӑх та ҫав тӳрӗлӗх нормисем ҫинчех никӗсленсе тӑрать (Пс. 88:15). Мессианла Патшалӑх хӑҫан та пулин влаҫпа иртӗхме пуҫлӗ-ши, ҫапла вара ӑна пӗтерме тивмӗ-ши? Кун пекки нихӑҫан та пулмасть тесе тепӗр саккунлӑ килӗшӳ ҫирӗплетсе парать.
14 Иегова авалхи Израиль патшипе Давидпа тунӑ килӗшӳ урлӑ мӗн тума сӑмах панине пӑхса тухар. (2 Патшасен 7:12, 16 вуласа пар.) Давид Иерусалимра патшара ларнӑ чухне Иегова унпа ҫак килӗшӗве тунӑ та Мессия ун йӑхӗнчен тухӗ тесе сӑмах панӑ (Лука 1:30—33). Ҫапла Иегова вӑрлӑх мӗнле йӑхран тухассине тӗплӗнрех кӑтартса панӑ тата Давид еткерҫин Мессианла Патшалӑхӑн Патши пулма «саккунлӑ ирӗк» пулӗ тесе палӑртнӑ (Иез. 21:25—27, ҪТ). Иисус урлӑ Давид влаҫӗ «ӗмӗрех тӗреклӗ тӑрӗ». Чӑнах та, Давид вӑрлӑхӗ «ӗмӗре пырӗ, унӑн аслӑ пуканӗ... хӗвел пек пулӗ» (Пс. 88:35—38). Эппин, Мессия влаҫа тытса тӑнӑ чухне влаҫпа иртӗхесси нихӑҫан та пулмӗ тата вӑл ертсе пынинчен килекен пиллӗхсем ӗмӗр-ӗмӗрӗпех пулӗҫ!
СВЯЩЕННИК ПИРКИ ТУНӐ КИЛӖШӲ
15—17. Мелхиседек евӗрлӗ священник пирки тунӑ килӗшӳ тӑрӑх, вӑрлӑх тата мӗнле тивӗҫе туса тӑрӗ тата мӗншӗн?
15 Авраампа тунӑ килӗшӳ тата Давидпа тунӑ килӗшӳ хӗрарӑм вӑрлӑхӗ шутне кӗрекенсем патшасем пулӗҫ тесе шантарать. Анчах пур халӑх та пиллӗх илтӗр тесен вӗсен патшасем кӑна пулни ҫителӗклӗ мар. Этемлӗх ҫылӑхран хӑтӑлсан ҫеҫ тата Иеговӑн пӗлӗтрипе ҫӗр ҫинчи ҫемйин пайӗ пулса тӑрсан ҫеҫ тулли пиллӗх илӗ. Ҫакӑн пекки пултӑр тесен вӑрлӑхӑн священник тивӗҫне те туса тӑмалла. Ҫакна тӑвас тесе ӑслӑ Пултаракан тепӗр саккунлӑ килӗшӳ тунӑ — Мелхиседек евӗрлӗ священник пирки тунӑ килӗшӳ.
16 Иегова хӑй Давид патша урлӑ Иисуспа килӗшӳ тӑвассине уҫса панӑ. Ҫак килӗшӗве пула икӗ тӗллеве пурнӑҫа кӗртнӗ пулӗччӗҫ. Пӗрремӗшӗнчен, Иисус тӑшманӗсем хушшинче пуҫ пулса тӑма пуҫличчен «[Туррӑн] сылтӑм енче ларӗ». Иккӗмӗшӗнчен, Иисус «ӗмӗрлӗх священник, Мелхиседек евӗрлӗ священник» пулса тӑрӗ. (Псалом 109:1, 2, 4 вуласа пар.) Мӗншӗн «Мелхиседек евӗрлӗ священник»? Авраам тӑхӑмӗ Пама пулнӑ ҫӗре еткерлӗхе иличченех Мехиседек, «Салим патши, Ҫӳлти Туррӑн священникӗ пулнӑ» (Евр. 7:1—3). Иегова хӑй ӑна суйласа лартнӑ. Еврей Ҫырӑвӗсенче ун пирки кӑна патша та, священник та пулнӑ тесе палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне Мелхиседек умӗн те, хыҫҫӑн та урӑх никам та ҫав икӗ вырӑна йышӑнса тӑнӑ тесе ниҫта та каламан, ҫавӑнпа вӑл «ӗмӗр-ӗмӗре священник пулса юлать» теме пулать.
17 Иисус «ӗмӗрлӗх священник, Мелхиседек евӗрлӗ священник» пултӑр тесе Иегова хӑй унпа священник пирки килӗшӳ тунӑ (Евр. 5:4—6). Ҫак килӗшӳ Иегова ҫынсемпе ҫӗр пирки палӑртса хунӑ тӗллевне Мессианла Патшалӑх урлӑ пурнӑҫлама сӑмах панине уҫҫӑн кӑтартса парать.
САККУНЛӐ КИЛӖШӲСЕМ ҪИНЧЕ НИКӖСЛЕНСЕ ТӐРАКАН ПАТШАЛӐХ
18, 19. а) Эпир сӳтсе явнӑ килӗшӳсем Патшалӑх пирки мӗн уҫса параҫҫӗ? ӑ) Тата мӗнле ыйтусене эпир сӳтсе явӑпӑр?
18 Ҫак статьяра сӳтсе явнӑ килӗшӳсене пӑхса тухнӑ май эпир вӗсенчен кашни Мессианла Патшалӑхпа ҫыхӑннине ӑнлантӑмӑр тата Патшалӑх саккунлӑ договорсем ҫинче ҫирӗп никӗсленсе тӑнине пӗлтӗмӗр. Эдемра сӑмах панипе Иегова ҫӗрпе этемлӗх пирки палӑртса хунӑ тӗллевне хӗрарӑм вӑрлӑхӗ урлӑ пурнӑҫлӑп тесе шантарать. Ҫав вӑрлӑх шутне кам кӗрет тата вӑл мӗнле тивӗҫе туса тӑрӗ? Авраампа тунӑ килӗшӳ ҫак ыйтусем ҫине хурав пама пулӑшать.
19 Давидпа тунӑ килӗшӳ вӑрлӑхӑн тӗп пайӗ мӗнле йӑхран тухнине тӗплӗнрех ӑнлантарса парать. Ҫак килӗшӳ тӑрӑх, вӑрлӑх пӗтӗм ҫӗре тытса тӑма ирӗк илет, Патшалӑх тунӑ ӗҫсем вара ӗмӗрлӗхе тӑрса юлӗҫ. Мелхиседек евӗрлӗ священник пирки тунӑ килӗшӳ вӑрлӑха священник тивӗҫне туса тӑма ирӗк парать. Анчах та этемлӗхе пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма пулӑшас тӗлӗшрен Иисус пӗччен пулмӗ. Ыттисене те патшасем тата священниксем пулма святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ. Тепӗр статьяра вӗсем камсем иккенне пӑхса тухӑпӑр.