Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w17 ноябрь 18—19 с.
  • «Уҫӑ кӑмӑлли пиллӗхлӗ пулӗ»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Уҫӑ кӑмӑлли пиллӗхлӗ пулӗ»
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Ҫавнашкал материал
  • «Ӗҫӗ ку вара аслӑ»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • Иеговӑна уҫӑ кӑмӑллӑхӗшӗн пархатарлӑ пулӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
w17 ноябрь 18—19 с.
Анна пӗчӗк Самуила чатӑр патне илсе килет

«Уҫӑ кӑмӑлли пиллӗхлӗ пулӗ»

ТУРРА тӗрӗс пуҫҫапассинче парне кӳресси яланах пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ. Авалхи вӑхӑтра израильтянсем чӗрчунсене парнене кӳнӗ. Христиансем вара «мухтав парни» кӳнипе палӑрса тӑнӑ. Ҫак парнесем пурте Иеговӑшӑн кӑмӑллӑ пулнӑ (Евр. 13:15, 16). Аяларах илсе панӑ тӗслӗхсенчен эпир уҫӑ кӑмӑллӑ пулни савӑнӑҫ тата пиллӗхсем кӳнине курӑпӑр.

Турра шанчӑклӑ Анна ывӑл ачаллӑ пуласшӑн пулнӑ, анчах ҫуратайман. Иеговӑна кӗлтунӑ чухне вӑл ывӑл ҫуратсан ӑна «унӑн кунӗсем вӗҫленичченех» саншӑн ӗҫлесе тӑма парӑп тесе тупа тунӑ (1 Патш. 1:10, 11). Вӑхӑт иртсен Анна йывӑр ҫын пулса тӑнӑ та ывӑл ача ҫуратнӑ, ӑна Самуил ят панӑ. Ачана кӑкӑр ӗмӗртме пӑрахтарсассӑн амӑшӗ хӑйӗн сӑмахне тытнӑ, вара Самуил сӑваплӑ чатӑрта Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ. Иегова Аннӑна хӑйне шеллесе тӑманшӑн пилленӗ. Унӑн тата пилӗк ача ҫуралнӑ, Самуил вара пророк тата Библие ҫыракансенчен пӗри пулса тӑнӑ (1 Патш. 2:21).

Хальхи вӑхӑтра та христиансем Аннӑпа Самуил пекех хӑйсен пурнӑҫне Пултаракана халаллаҫҫӗ. Иисус каланӑ сӑмахсем тӑрӑх, эпир Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе мӗн те пулин хӑваратпӑр пулсан вӑл пире туллин пиллӗ (Марк 10:28—30).

Пӗрремӗш ӗмӗрте Дорка (Тавифа) ятлӑ христианкӑна, вӑл «нумай ырӑ ӗҫ туса, чухӑнсене пулӑшса» пурӑннӑшӑн, питӗ лайӑх пӗлнӗ. Вӑл ҫынсене хӑйӗн мӗн пуррипе пулӑшса тӑнӑ, анчах каярахпа «чирлесе ӳкнӗ те — вилнӗ». Ҫакӑ пухурисене пурне те питӗ кулянтарнӑ. Ҫав вырӑнсенче Петр пулни ҫинчен илтсен вӗренекенсем ӑна чӗнсе илме ҫынсене янӑ. Петр килсе Доркӑна чӗртсе тӑратсан ҫынсем мӗн тери савӑннӑ пулӗ! Ҫынна апостол чӗртсе тӑратни ҫинчен Библире ҫырса хунисенчен ҫакӑ пӗрремӗшӗ пулнӑ (Ап. ӗҫ. 9:36—41). Иегова Дорка тунӑ ырӑ ӗҫӗсене манман (Евр. 6:10). Турӑ Сӑмахӗнче ҫырса хунӑ ҫак христианкӑн тӗслӗхӗ пире ун пекех уҫӑ кӑмӑллӑ пулма хавхалантарать.

Павел апостол та питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ, вӑл ыттисемшӗн хӑйӗн вӑхӑтне тата вӑйне шеллемен. Коринфра пурӑннӑ христиансем патне вӑл акӑ мӗн ҫырнӑ: «Эпӗ те хамӑн мӗн пуррине сирӗншӗн хаваспах тӑкаклама хатӗр, сирӗншӗн эпӗ хама та хӗрхенместӗп» (2 Кор. 12:15). Хӑйне хӗрхенмесӗр ыттисене пулӑшни Павела савӑнӑҫ панӑ, унтан та ытларах, ҫакӑншӑн Иегова ӑна ырланӑ тата пилленӗ (Ап. ӗҫ. 20:24, 35).

Эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара пӗлтерме тата хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене пулӑшма хамӑр вӑя тата вӑхӑта панӑ чухне Иегова, паллах, питӗ савӑнать. Анчах Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫӗ сарӑлса пытӑр тесе эпир тата мӗн тума пултаратпӑр? Эпир хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ пама пултаратпӑр, ҫакӑ вара Иеговӑна чыс кӳрет. Ҫак укҫа пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫ ҫине каять. Ҫакӑ миссионерсене тата ытти тулли вӑхӑтпа ятарлӑ ӗҫлекенсене хӑйсен ӗҫне туса тӑма пулӑшать. Унсӑр пуҫне, харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗ литературӑпа видеосене тӗрлӗ чӗлхепе хатӗрлесе кӑларма, ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула хӗн курнӑ ҫынсене пулӑшма тата Патшалӑх залӗсене туса лартма май парать. «Уҫӑ кӑмӑлли пиллӗхлӗ» пуласси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр. Чи кирли вара — хамӑрӑн мӗн хакли пур, ҫавна Иеговӑна панипе эпир ӑна чыслатпӑр (Ытар. 3:9; 22:9, ҪТ).

Турӑ патшалӑхӗн ӗҫне тума пулӑшмалли майсем

Павел апостол вӑхӑтӗнчи пекех, хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ хӑйсен бюджетӗнчен укҫа уйӑрса хураҫҫӗ, ӑна вара пухура «Патшалӑх ӗҫне пӗтӗм тӗнчипе туса тӑма панӑ укҫа» текен ещӗке яраҫҫӗ (1 Кор. 16:2). Ҫак укҫа-тенке пухусем кашни уйӑхра Иегова Свидетелӗсен ҫав вырӑнти филиалне ярса параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех эсир хӑвӑр ирӗкӳпе панӑ укҫана хӑвӑр ҫӗршыври ӗҫ-хӗле пӑхса-йӗркелесе тӑракан филиала тӳррӗн ярса пама пултаратӑр. Сирӗн ҫӗршыври Иегова Свидетелӗсем усӑ куракан тӗп юридически сӑпатӑн ятне пӗлес тесе филиалпа ҫыхӑнӑр. Эсир хӑвӑр ирӗкпе мӗн-мӗн пама пултарни ҫинчен аяларах каласа панӑ. (Мӗнле майсемпе усӑ курасси вырӑнти лару-тӑруран килет.)

ХӐҪАН ФИЛИАЛПА СӲТСЕ ЯВМА КИРЛӖ МАР

  • Хӑвӑр ирӗкпе парас укҫа-тенке банк урлӑ дебет е кредит карттисемпе усӑ курса ярса пани. Хӑш-пӗр филиалсенче ҫакна ҫав тӗллевпе йӗркеленӗ сайт урлӑ тума пулать.

  • Алӑри укҫа-тенке ярса пани. Ҫак укҫа хӑвӑр ирӗкпе ярса панӑ укҫа-тенкӗ пулни ҫинчен филиала ҫыру ярса парӑр.

ХӐҪАН ЯРСА ПАНӐ УКҪАНА ТАВӐРМА ПУЛАТЬ

  • Ярса панӑ алӑри укҫа-тенке, кирлӗ пулсан, парнелекене каялла тавӑрса пама пултараҫҫӗ.

  • Ҫак укҫа хӑвӑр ирӗкпе ярса панӑ укҫа-тенкӗ пулни ҫинчен тата, кирлӗ пулсан, ӑна каялла тавӑрса пама ыйтма пултарни ҫинчен филиала ҫыру ярса парӑр.

ХӐҪАН ФИЛИАЛПА СӲТСЕ ЯВМАЛЛА

Хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ парса тӑнисӗр пуҫне Патшалӑх ӗҫне тума ытти майсемпе те пулӑшма пулать. Вӗсем ҫинчен ҫак рамкӑра каласа панӑ. Вӗсенчен пӗринпе те пулин усӑ курасшӑн пулсан, хӑш майпа усӑ курмаллине пӗлес тесе чи малтан хӑвӑр ҫӗршыври ӗҫ-хӗле пӑхса-йӗркелесе тӑракан филиалпа ҫыхӑнӑр. Тӗрлӗ ҫӗрте законсем тӗрлӗрен пулнӑран хӑвӑршӑн чи лайӑх мая суйласа илес тесе опытлӑ юристпа тата налог тӗлӗшпе канаш параканпа калаҫса пӑхӑр.

Страхлав тӳлевӗсем. Пурнӑҫа е пенсие страхлани пирки тунӑ договорта укҫа-тенкӗ Иегова Свидетелӗсем усӑ куракан юридически сӑпата тӑрса юлать тесе палӑртма пулать.

Банка хывнӑ укҫа-тенкӗ. Банк йышӑннӑ йӗрке тӑрӑх, унта хунӑ укҫа-тенке, перекет сертификачӗсене тата пенси илме хунӑ укҫана Иегова Свидетелӗсем усӑ куракан юридически сӑпата халалласа хӑварма пулать.

Акцисемпе хаклӑ хутсем. Акцисемпе хаклӑ хутсене Иегова Свидетелӗсем усӑ куракан юридически сӑпата парнелеме е халалласа хӑварма пулать.

Куҫман пурлӑх. Сутма юрӑхлӑ куҫман пурлӑха (ҫурт-йӗре е ҫӗр лаптӑкне) Иегова Свидетелӗсем усӑ куракан юридически сӑпата парнелеме е халалласа хӑварма пулать. Куҫман пурлӑх объектӗнче пурӑнаҫҫӗ пулсан та, ӑна парнелеме пулать, ҫав вӑхӑтрах парнелекен унта мӗн виличченех пурӑнма пултарать.

Халал тата шану хучӗ. Пурлӑха е укҫа-тенке Иегова Свидетелӗсем усӑ куракан юридически сӑпата халалласа хӑварма пулать. Ҫавӑн пекех договорта ҫав сӑпат пурлӑхпа усӑ курма пултарать тесе палӑртма пулать. Ҫакӑн пек договор туни налог тӳлес енӗпе ҫӑмӑллӑхсем пама пултарать.

Укҫа-тенке хамӑр ирӗкпе парас тесен ҫак статьяра асӑннӑ майсемпе мӗнле усӑ курмалли ҫинчен маларах шухӑшласа хумалла. Иегова Свидетелӗсем пӗтӗм тӗнчипе тӑвакан ӗҫе укҫа-тенкӗпе пулӑшас текенсем валли «Патшалӑх ӗҫӗ валли укҫа-тенке хамӑр ирӗкпе пама планлани» ятлӑ брошюрӑна акӑлчан тата испан чӗлхипе кӑларнӑ (Charitable Planning to Benefit Kingdom Service Worldwide). Ҫак брошюрӑра хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ мӗнле майсемпе пама пултарни, ҫав шутрах халал хутне мӗнле ҫырмалли ҫинчен те каласа панӑ. Сирӗн ҫӗршыври налог законӗсене е ытти законсене пула эсир брошюрӑра каланӑ майсемпе пуринпе те усӑ курма, тен, пултараймастӑр. Ҫавӑнпа та брошюрӑна вуласа тухнӑ хыҫҫӑн юристпа тата налог тӗлӗшпе канаш параканпа калаҫса пӑхӑр. Ҫав брошюрӑра каланӑ меслетсем нумайӑшне налог тӳлес енчен чи лайӑх майпа усӑ курса пӗтӗм тӗнчипе пирӗн тӗн ӗҫне пулӑшма тата гуманитари пулӑшӑвне пама май парать. Сирӗн ҫӗршывра та ҫак брошюра пур пулсан, ӑна эсир хӑвӑр вырӑнти Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗнчи секретарьтен ыйтма пултаратӑр.

Ҫакӑн ҫинчен нумайрах пӗлес тесе эсир хӑвӑр ҫӗршыври ӗҫ-хӗле пӑхса-йӗркелесе тӑракан филиалпа ҫыхӑнма пултаратӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр