Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w18 июль 7—11 с.
  • Эсир кам ырланине тивӗҫлӗ пуласшӑн?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир кам ырланине тивӗҫлӗ пуласшӑн?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • КАМ ЫРЛАНИ ХАКЛӐРАХ?
  • ХӐВӐРА ТУРӐ ЫРЛАТӐР ТЕСЕ ТӐРӐШӐР
  • ТУРӐ СӐПАЙЛӐ ХӖРЕ ЫРЛАНИНЕ ПАЧ КӖТМЕН МАЙПА КӐТАРТАТЬ
  • ИЕГОВА ХӐЙӖН ЫВӐЛНЕ ЫРЛАНИНЕ КӐТАРТАТЬ
  • «Эпӗ — Турӑ чури»
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
  • Вӑл хӑй ӑшӗнче пӗтӗмлетӳсем тунӑ
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
  • «Ҫакӑ манӑн... Ывӑлӑм»
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
w18 июль 7—11 с.
Чухӑн тӑлӑх арӑм храмра укҫа хумалли савӑта икӗ вак укҫа хурать

Эсир кам ырланине тивӗҫлӗ пуласшӑн?

«Турӑ тӳрӗ, Вӑл сирӗн ӗҫӗре, эсир юратнӑран тӑрӑшнине манмӗ» (ЕВР. 6:10).

ЮРӐСЕМ: 39, 30

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Кам ырлани пуринчен те хаклӑ?

  • Турӑ пире ырлатӑр тесен мӗн ҫинчен шухӑшламалла?

  • Иегова Марийӑна тата Иисуса ырланине мӗнле кӑтартнӑ?

1. Пирӗн пурин те мӗнле кӑмӑл-туртӑм пур?

ХӐВӐР пӗлекен тата хисеплекен ҫын сирӗн ята манса кайнӑ пулсан е, унтан та ытларах, сире палламасть те пулсан, эсир хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑр? Ҫакӑ сире питӗ кулянтарӗ паллах. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен кашни ҫын хӑйне ыттисем пӗлччӗр тата хисеплеччӗр тет. Анчах та эпир хамӑра ҫынсем палласа илессе кӑна кӗтместпӗр, вӗсем эпир мӗнле ҫынсем пулнине, мӗнле ҫитӗнӳсем тунине пӗлччӗр тетпӗр (Йыша шутл. 11:16; Иов 31:6).

2, 3. Ыттисене хамӑра ырлаттарас килни мӗнле майпа пире тӗрӗс мар еннелле илсе кайма пултарать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

2 Анчах та асӑрхануллӑ пулмасан пирӗн кӑмӑл-туйӑмсем, ҫав шутрах ыттисене хамӑра ырлаттарас килни те, пире тӗрӗс мар еннелле илсе кайма пултараҫҫӗ. Пирӗн чӗрере хамӑр ҫине ытлашши пӑхтарас кӑмӑл ҫуралма пултарать. Сатана тӗнчи пире паллӑ тата ятлӑ-сумлӑ ҫын пулма хистет. Ҫак тӗнче хистенӗ пек тусан вара эпир хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗре, Иегова Турра, ӑна тивӗҫлӗ чыс-мухтава кӳрсе тӑраймастпӑр (Ӳлӗм. 4:11).

3 Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ вӑхӑтра тӗн пуҫлӑхӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ыттисем хӑйсене ырлаччӑр тесе ҫуннӑ. Ҫавӑнпа Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене асӑрхаттарнӑ: «Кӗнекеҫӗсенчен сыхланӑр: вӗсем вӑрӑм тумтирпе ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх пухӑвӗсенче хӑйсене саламланине кӑмӑллаҫҫӗ, синагогӑсенче малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ». Малалла вӑл каланӑ: «Вӗсем пысӑк айӑпа юлӗҫ» (Лука 20:46, 47). Ҫав вӑхӑтрах Иисус тӑлӑх арӑма мухтаса илнӗ. Ҫав тӑлӑх арӑм икӗ вак укҫа хунине никам та асӑрхаман пулӗ, анчах та Иисус ӑна асӑрханӑ (Лука 21:1—4). Ҫак тӗслӗхсенчен ҫакӑ уҫҫӑн курӑнать: ыттисем ырлани пирки Иисус мӗн шутлани ҫав вӑхӑтри ҫынсем мӗн шутланинчен питӗ уйрӑлса тӑнӑ. Ҫак статья пире ыттисем ырлани ҫине Иегова Турӑ пӑхнӑ пек пӑхма пулӑшӗ.

КАМ ЫРЛАНИ ХАКЛӐРАХ?

4. Кам ырлани хаклӑрах тата мӗншӗн?

4 Ҫак тӗнчери ҫынсем нумайӑшӗ хӑйсене ыттисем пӗлччӗр тата ырлаччӑр тесе аслӑ пӗлӳ илеҫҫӗ, пуйма е эстрада ҫӑлтӑрӗ пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах та кам ырлани хаклӑрах? Павел ҫавӑн пирки мӗн каланине аса илӗр-ха: «Халӗ ӗнтӗ, Турра пӗлнӗ хыҫҫӑн е, тӗрӗсрех каласассӑн, Турӑ хӑвӑра пӗлнӗ хыҫҫӑн, мӗншӗн-ха каллех ҫав халсӑр та нишлӗ япаласем енне сулӑнатӑр, каллех ҫавсен чури пулас тетӗр-и?» (Гал. 4:9.) Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан Турӑ пӗлекен ҫынсем хушшинче пулни мӗн тери пысӑк чыс! Иегова эпир мӗнлереххине пӗлет, пире юратать тата пире хӑйӗн тусӗ тӑвасшӑн. Вӑл пире шӑпах ҫав тӗллевпе — хӑйӗн тусӗсем пулма — тунӑ та (Еккл. 12:13, 14).

5. Иегова пӗлекен ҫынсем хушшинче пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?

5 Иегова Моисее хӑйӗн тусӗ вырӑнне хунӑ. Моисей Турра «Хӑвӑн ҫулна кӑтартсам» тесе ыйтсан вӑл ӑна хуравланӑ: «Эпӗ эсӗ каланине тӑвӑп, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Манӑн куҫӑм умӗнче ырӑлӑх тупрӑн, Эпӗ сана ятран пӗлсе тӑратӑп» (Тух. 33:12—17). Эпир те Иегова пӗлекен ҫынсем хушшинче пулма пултаратпӑр. Анчах та пирӗн хамӑр енчен мӗн тумалла? Пирӗн Турра юратмалла тата хамӑрӑн пурнӑҫа ӑна халалламалла. (1 Коринф 8:3 вуласа пар.)

6, 7. Мӗне пула эпир хамӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха ҫухатма пултаратпӑр?

6 Унсӑр пуҫне, пирӗн ҫӳлти Аттемӗрпе хамӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетсех тӑмалла. Павел Галати христианӗсене «халсӑр та нишлӗ япаласен» чурисем пуласран асӑрханӑр тенӗ (Гал. 4:9). Пирӗн те ҫав япаласен чурисем пуласран, сӑмахран, ятлӑ-сумлӑ ҫын пулассишӗн ҫунасран, сыхланмалла. Пӗрремӗш ӗмӗрти ҫав христиансем Турра пӗлнӗ ӗнтӗ, вӑл та вӗсене пӗлнӗ. Анчах та, Павел каланӑ тӑрӑх, вӗсем каллех ҫав ниме тӑман япаласем енне сулӑнма пуҫланӑ. Тепӗр майлӑ каласан, Павел ҫав христиансенчен ҫапла ыйтнӑ: «Мӗншӗн-ха эсир каллех унччен хӑварнӑ усӑсӑр та ниме тӑман япаласем патне таврӑнатӑр?»

7 Ҫакӑн пекки пирӗнпе пулма пултарать-и? Ҫапла. Чӑнлӑха пӗлсен эпир, тен, Павел пекех, Сатана тӗнчинче ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пулас тесе тӑрӑшма пӑрахнӑ (Филиппӑ 3:7, 8 вуласа пар.) Хӑшӗ-пӗрисем аслӑ пӗлӳ илес мар, карьера тӑвас мар е бизнес ӑшне путас мар тенӗ. Теприсем вара музыка е спорт тӗлӗшӗнчен пултаруллӑ пулсан та паллӑ та пуян ҫын пулма шутламан (Евр. 11:24—27). Ҫав майсене алран вӗҫертмен пулсан пурнӑҫ лайӑхрах пулатчӗ тесе шутлани мӗн тери ӑссӑрла пулнӑ пулӗччӗ. Ҫавнашкал шухӑшсем пире каллех «халсӑр та нишлӗ япаласем» патне таврӑнма хистеме пултараҫҫӗa.

ХӐВӐРА ТУРӐ ЫРЛАТӐР ТЕСЕ ТӐРӐШӐР

8. Иегова пире ырлатӑр тесе вӑй хума пире мӗн пулӑшӗ?

8 Хамӑра ҫак тӗнче мар, Турӑ ырлатӑр тесе тӑрӑшма пире мӗн пулӑшӗ? Икӗ япала ҫинчен шухӑшлани. Пӗрремӗшӗнчен, Иегова хӑйӗншӗн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑракансене яланах ырлать. (Еврейсем 6:10 вуласа пар; 11:6.) Турӑ хӑйӗн кашни ӗҫлекенне питӗ хаклать. Хӑйне чунтан парӑннӑ ҫынсем вӑй хунине асӑрхамасӑр хӑварни Иеговӑшӑн тӗрӗс мар ӗҫ тунипе пӗрех. Иегова «Хӑйӗннисене пӗлет» (2 Тим. 2:19). «Тӳрӗ ҫынсенӗн ҫулне Турӑ пӗлсе тӑрать», ҫавӑн пекех вӗсене асапран мӗнле хӑтармаллине те пӗлет (Пс. 1:6; 2 Петр 2:9, 10).

9. Иегова хӑйӗн халӑхне ырланине кӑтартнӑ тӗслӗхсене илсе парӑр.

9 Хӑш-пӗр чухне Иегова хӑйӗн халӑхне ырланине кӑтартас тесе тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ (2 Ҫулс. 20:20, 29). Тӗслӗхрен, вӑл Хӗрлӗ тинӗс патӗнче израильтянсене фараонӑн хӑватлӑ ҫарӗнчен мӗнле хӑтарнине аса илер (Тух. 14:21—30; Пс. 105:9—11). Ҫавӑн чухне мӗн пулса иртни питӗ тӗлӗнмелле пулнӑран таврари ҫынсем 40 ҫул иртсен те ун ҫинчен калаҫма пӑрахман (Иис. Н. 2:9—11). Пирӗн ӗлӗк-авал Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юратнине мӗнле кӑтартнине, вӗсене мӗнле хӳтӗленине асра тытмалла. Ҫакӑ пире Магог ҫӗрӗнчи Гог тапӑннӑ вӑхӑтра тӗреклетсе тӑрӗ (Иез. 38:8—12). Ҫав вӑхӑтра эпир ку тӗнче мар, Турӑ ырлатӑр тесе вӑй хунӑшӑн мӗн тери савӑнӑпӑр!

10. Кама та пулин ырланине Иегова мӗнле кӑтартма пултарать?

10 Иккӗмӗшӗнчен, Иегова пире ырланине хамӑр пач кӗтмен майпа та кӑтартма пултарать. Библире ҫын хӑйӗн ырӑ ӗҫӗсене ыттисем курччӑр тесе тӑвать пулсан Иеговӑран нимле пиллӗх те илеймӗ тесе ҫырнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл хӑйне тивӗҫлине халех илет: ӑна ҫынсем ырлаҫҫӗ. (Матфей 6:1—5 вуласа пар.) Иисус каланӑ тӑрӑх, ҫын ырӑ ӗҫ тунине никам пӗлмен пирки ӑна никам та мухтамасть, ҫапла вара вӑл хӑйне тивӗҫлине илеймест. Ун пек чухне ҫав ҫынна Иегова хӑй асӑрхать тата пиллет. Анчах та хӑш-пӗр чухне вӑл ҫакна никам кӗтмен майпа та тума пултарать. Тӗслӗхсем пӑхса тухар.

ТУРӐ СӐПАЙЛӐ ХӖРЕ ЫРЛАНИНЕ ПАЧ КӖТМЕН МАЙПА КӐТАРТАТЬ

11. Иегова ҫамрӑк хӗре Марийӑна ырланине мӗнле кӑтартнӑ?

11 Хӑйӗн Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫуралма вӑхӑт ҫитсен, Иегова унӑн амӑшӗ пулма Мария ятлӑ сӑпайлӑ хӗре суйласа илнӗ. Ҫав хӗр Иерусалимран тата чаплӑ храмран инҫетре вырнаҫнӑ пӗчӗк хулара, Назаретра, пурӑннӑ. (Лука 1:26—33 вуласа пар.) Мӗншӗн Марийӑна ҫавнашкал пысӑк чыс тунӑ-ши? Гавриил ятлӑ ангел Марийӑна эсӗ «тивлетлӗ хӗр», урӑхла каласан, сана Турӑ ырлать, тенӗ. Марийӑпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем питӗ ҫывӑх пулнӑ. Ҫакӑ вӑл хӑйӗн тӑванӗпе Елисаветӑпа каярахпа калаҫнинчен уҫҫӑн курӑннӑ (Лука 1:46—55). Ҫапла, Иегова Марийӑна сӑнанӑ тата шанчӑклӑ пулнӑшӑн ӑна пач кӗтмен майпа пилленӗ.

12, 13. Иисус ҫуралсан тӳрех тата 40 кун иртсен Иегова ӑна мӗнле чыс тунӑ?

12 Мария Иисуса ҫуратсан Иегова Иерусалимри тата Вифлеемри пуҫлӑхсене ҫак хыпара пӗлтерсе чыс туман. Пачах урӑхла, ҫав пысӑк пӗлтерӗшлӗ событи ҫинчен вӑл Вифлеем ҫывӑхӗнче сурӑх пӑхакан ахаль кӗтӳҫӗсенех пӗлтернӗ, вӗсем патне ҫав тӗллевпе ангелсене янӑ (Лука 2:8—14). Кайран кӗтӳҫӗсем пӗчӗк Иисус ҫине пӑхма килнӗ (Лука 2:15—17). Иисуса ҫапла чыс тунине курсан Марийӑпа Иосиф питӗ тӗлӗннӗ пулӗ. Халӗ вара Шуйттан мӗн туни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Сатана Иисуспа унӑн ашшӗ-амӑшӗ патне астрологсене ярсан Иисус ҫурални ҫинчен хыпар пӗтӗм Иерусалима хумхантарса янӑ (Матф. 2:3). Ҫавна пула ним айӑпсӑрах питӗ нумай ача вилнӗ (Матф. 2:16).

13 Иисус ҫуралнӑ хыҫҫӑн 40 кун иртсен Марийӑн Иерусалимри храма кайса парне кӳмелле пулнӑ, храмӗ вара Вифлеемран 9 ҫухрӑмра ларнӑ (Лука 2:22—24). Мария Иосифпа тата пӗчӗк Иисуспа ҫула тухнӑ. Ҫул ҫинче вӑл храмри священник Иисуса чыс тумӗ-ши тесе шутлама пултарнӑ. Анчах ӗҫсем вӑл кӗтнӗ пек мар, пачах урӑхла пулса иртнӗ. Иегова «тӳрӗ, таса пурӑнӑҫлӑ» Симеона тата 84 ҫулхи Анна ятлӑ тӑлӑха юлнӑ хӗрарӑм пророка суйласа илнӗ. Вӗсем ҫак ачан пама пулнӑ Мессия, е Христос, пулса тӑмалла тесе пурте илтмелле каланӑ (Лука 2:25—38).

14. Иегова Марийӑна мӗнле пилленӗ?

14 Мария пирки вара мӗн калама пулать? Иегова ӑна хӑйӗн Ывӑлне вӗрентсе пӑхса ӳстернӗшӗн чыс тума пӑрахман-ши? Паллах, ҫук. Турӑ сывлӑшӗ пӗлтернипе Библире Мария мӗн каланине тата мӗн тунине ҫырнӑ. Иисус ҫӗр ҫинче виҫӗ ҫул ҫурӑ ырӑ хыпар сарса ҫӳренӗ вӑхӑтра Марийӑн унпа пӗрле ҫӳреме май пулман та тен. Вӑл ҫав вӑхӑталла тӑлӑх арӑм пулса Назаретрах пурӑннӑ пулӗ. Ыттисемпе танлаштарсан, Мария Иисусӑн ӗҫӗсене нумайӑшне курман, анчах та Иисус вилнӗ чухне вӑл унпа юнашар пулнӑ (Иоанн 19:26). Каярахпа Аллӑмӗш кун уявӗ вӑхӑтӗнче святой сывлӑш анас умӗн Мария ытти вӗренекенсемпе пӗрле Иерусалимра пулнӑ (Ап. ӗҫ. 1:13, 14). Ҫавӑнпа ун ҫине те святой сывлӑш аннӑ пулӗ. Апла пулсан, вӑл Иисуспа пӗрле пӗлӗтре ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк илнӗ. Иегова Марийӑна шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑшӑн мӗн тери пысӑк чыс тунӑ!

ИЕГОВА ХӐЙӖН ЫВӐЛНЕ ЫРЛАНИНЕ КӐТАРТАТЬ

15. Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ӑна ырланине Иегова мӗнле кӑтартнӑ?

15 Иисус хӑйне тӗн пуҫлӑхӗсем е политика ертӳҫисем ырлаччӑр тесе тӑрӑшман. Анчах та пӗлӗтрен Иегова хӑй виҫӗ хут ырласа каланине илтсен Иисус мӗн тери савӑннӑ пуль. Ывӑлӗ Иорданра шыва кӗнӗ хыҫҫӑнах Иегова: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче»,— тенӗ (Матф. 3:17). Ҫак сӑмахсене Иисуссӑр пуҫне Шыва кӗртекен Иоанн кӑна илтнӗ пулас. Каярахпа, Иисус виличчен пӗр ҫулталӑк маларах, виҫӗ апостол Иегова ун пирки ҫапла каланине илтнӗ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче; Ӑна итлӗр» (Матф. 17:5). Тепӗр хутӗнче, хӑйӗн Ывӑлӗ вилес умӗн темиҫе кун маларах, Иегова каллех Иисуспа пӗлӗтрен калаҫнӑ (Иоанн 12:28).

Иисус шыва кӗнӗ хыҫҫӑн вӑл тата Шыва кӗртекен Иоанн святой сывлӑш кӑвакарчӑн пек аннине кураҫҫӗ тата Иеговӑн сассине илтеҫҫӗ; Иисус пӗлӗтре патша пуканӗ ҫинче ларать

Иегова хӑйӗн Ывӑлне ырланине мӗнле кӑтартнӑ тата ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (15—17 абзацсене пӑхӑр.)

16, 17. Иегова хӑйӗн Ывӑлне мӗнле тӗлӗнмелле майпа чыс тунӑ?

16 Хӑйне ҫынсем Турра хурлать тесе айӑпласса тата пӑталаса вӗлерессе Иисус пӗлнӗ, ҫапах та вӑл Ашшӗне ҫапла кӗлтуса каланӑ: «Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр» (Матф. 26:39, 42). Иисус «хӗрес асапне тӳснӗ, мӑшкӑл курнӑ» (Евр. 12:1, 2). Уншӑн ку тӗнче мар, Турӑ ырлани пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Иегова вара ӑна ырланине мӗнле кӑтартнӑ?

17 Пӗррехинче Иисус хӑйӗн Ашшӗне унччен пӗлӗтре пурӑннӑ чухнехи пек мана «аслӑлӑхӑмпа мухтава кӑлар» тесе кӗлтунӑ (Иоанн 17:5). Иисус хӑй ыйтнинчен ытларах илме ӗмӗтленнӗ тесе Библире ниҫта та ҫырман. Пӗлӗтре аслӑрах вырӑн йышӑнасси пирки вӑл шухӑшламан та. Анчах та Иегова мӗн тунӑ-ха? Вӑл Иисуса кӗтмен майпа чыс тунӑ. Вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ хыҫҫӑн Иегова Ывӑлне аслӑрах вырӑна лартнӑ тата унччен никама паман япалана парнеленӗ — пӗлӗтри вилӗмсӗр пурнӑҫа!b (Флп. 2:9; 1 Тим. 6:15, 16.) Иегова хӑйӗн Ывӑлне ырланине питӗ тӗлӗнмелле майпа кӑтартнӑ!

18. Ку тӗнчене хамӑра ырлаттарасшӑн ҫунма пуҫласран мӗнле асӑрханмалла?

18 Ку тӗнчене хамӑра ырлаттарасшӑн ҫунма пуҫласран мӗнле асӑрханмалла? Иегова хӑйӗншӗн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракансене яланах ырлани тата пиллени ҫинчен ан манӑр. Вӑл ҫавна час-часах никам кӗтмен майпа тӑвать. Пуласлӑхра пире тӗлӗнмелле пиллӗхсем кӗтеҫҫӗ. Халӗ вара, ҫак усал тӗнчере йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне, айтӑр ҫак тӗнче тата вӑл мӗн сӗнни пӗтӗмпех пӗтесси ҫинчен асра тытар (1 Иоанн 2:17). Пире юратакан Атте, Иегова Турӑ, ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Турӑ тӳрӗ, Вӑл сирӗн ӗҫӗре, эсир юратнӑран тӑрӑшнине манмӗ» (Евр. 6:10). Иегова пире чыс тӑватех. Тен, ҫакна вӑл хамӑр кӗтмен майпа тӑвӗ!

a «Нишлӗ» тесе куҫарнӑ сӑмаха Библин ытти куҫарӑвӗсенче «мӗскӗн» тата «усӑсӑра тухнӑ» тесе куҫарнӑ.

b Еврей Ҫырӑвӗсенче вилӗмсӗр пурнӑҫ пирки нимӗн те каламан, ҫавӑнпа Иегова ҫакӑн пек парне пани Иисуса питӗ тӗлӗнтернӗ пулӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр