Турӑ панӑ чи хаклӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине кӑтарт!
1. Мӗнле парнешӗн пирӗн Иеговӑна уйрӑмах пархатарлӑ пулмалла?
1 Иегова панӑ ырӑ парнесенчен чи хакли вӑл — хӑйӗн юратнӑ ывӑлӗн пурнӑҫне парнене пани (Иак. 1:17). Ҫак парнене пула эпир нумай пиллӗхсем илетпӗр, ҫав шутра ҫылӑхсене каҫарни (Еф. 1:7). Эпир ҫакна яланах асра тытатпӑр. Анчах та Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявӗ умӗнхи кунсем — ҫак хаклӑ парне ҫинчен шухӑшламалли уйрӑм вӑхӑт.
2. Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑха ӳстерме сана тата санӑн ҫемйӳне мӗн пулӑшӗ?
2 Пархатарлӑха ӳстер. Тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма уйӑрнӑ каҫ сӳтсе явма пулать. Ҫакна Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявӗ умӗн — вӑл мартӑн 30-мӗшӗнче иртет — темиҫе эрне маларах тума пулать. Ҫакна туни тӳлесе илме панӑ парнешӗн санӑн ҫемйӳне тата та ытларах пархатарлӑ пулма пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявӗ умӗнхи кунсенче Библи вуламалли графикпа ҫемьепе пӗрле кашни кун Библи вула. Тӳлесе илме панӑ парне сана мӗнле пиллӗхсем пани пирки, ҫавӑн пекех эсӗ Иегова ҫине, хӑвӑн ҫине, ыттисем ҫине тата пуласлӑх ҫине мӗнле пӑхни ҫине ҫакӑ мӗнле витӗм кӳни пирки шухӑшла. Ҫавӑн пекех Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗнче юрламалли ҫӗнӗ юрӑсене, 8-мӗш (87) тата 5-мӗш (105) номерлисене, эсир юрлама вӗренме пултаратӑр (Пс. 76:13).
3. Мӗнле майпа эпир пархатарлӑ пулнине кӑтартма пултаратпӑр?
3 Пархатарлӑ пулнине кӑтарт. Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулни пире Иегова ҫинчен тата вӑл хӑйӗн ывӑлне ҫӗр ҫине ярса юратӑвне кӑтартни ҫинчен ыттисене каласа пама хавхалантарать (Пс. 144:2—7). Март, апрель тата май уйӑхӗнче хӑш-пӗр ҫемьесем хӑйсем пархатарлӑ пулнине ҫемьере хӑшӗ те пулин пулӑшакан пионер пулса ӗҫленипе кӑтартаҫҫӗ. Ҫакна тума май ҫук пулсан, ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах хутшӑнма тӑрӑш (Еф. 5:16). Пархатарлӑ пулнӑран эпир ыттисене те Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявне килме пулӑшӑпӑр (Апок. 22:17). Кама ҫак уява килме чӗнесшӗн, ҫавсене халех списока кӗртме пуҫла: тӑван-хурӑнташусене, пӗрле ӗҫлекенсене, кӳршӗсене, кам патне тепӗр хут каятӑн тата кампа Библи вӗренетӗн, ҫавсене. Ҫакӑн пек список туни сана Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявне килме чӗнӳ хучӗсене салатмалли ятарлӑ кампанинче хастаррӑн хутшӑнма пулӑшӗ.
4. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявӗ умӗнхи тата хыҫҫӑнхи кунсенче мӗнле майпа эпир хамӑр вӑхӑтпа ӑслӑ усӑ курма пултаратпӑр?
4 Этемлӗхе ҫӑлас тесе тӳлесе илме панӑ парнешӗн эпир мӗн таран пархатарлӑ пулнине Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявӗ умӗнхи тата хыҫҫӑнхи кунсенче кӑтартма пултаратпӑр. Айтӑр, ҫак вӑхӑтра хамӑр пархатарлӑха ӳстерер тата тӳлесе илме панӑ парнешӗн, ҫавӑн пекех «Христосӑн пӗлсе пӗтерме ҫук ырӑлӑхӗшӗн» пархатарлӑ пулнине кӑтартар (Еф. 3:8).