Пӗрле калаҫакана шухӑшлама пулӑшӑр
1. Сӑваплӑ ӗҫре мӗнле калаҫни лайӑхрах?
1 Сӑваплӑ ӗҫре мӗнле калаҫни лайӑхрах: пӗр шухӑш ҫинче тӑни е пӗрле калаҫакана шухӑшлама пулӑшса хӑйне тӗрӗс пӗтӗмлетӳ тума пулӑшни? Павел апостол Фессалоникӑра иудейсемпе калаҫнӑ чухне вӗсене шухӑшлама пулӑшнӑ, ҫавна пула «вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ӗненнӗ» (Ап. ӗҫ. 17:2—4). Ҫынсене шухӑшлама пулӑшмашкӑн мӗнле вӗренмелле?
2. Ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне Павелран мӗнле тӗслӗх илме пултаратпӑр?
2 Ҫынсем мӗнле шухӑшланине тата хӑш халӑхран пулнине шута илӗр. Кама ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр, ҫавсем мӗнле шухӑшланине тата мӗне ӗненнине пӗлетпӗр пулсан, ҫакӑ пире вӗсене шухӑшлаттарма пулӑшать. Иисус Христоса ӗненмен грек ҫыннисемпе Ареопагра калаҫма пуҫласан Павел вӗсем мӗн ҫинчен лайӑх пӗлнӗ тата мӗне ҫирӗп шаннӑ, ҫавӑн ҫинчен каланӑ (Ап. ӗҫ. 17:22—31). Эсир те ҫавӑн пекех калаҫӑва пуҫланӑ чухне хӑвӑр пурӑнакан вырӑнти ҫынсем ытларах мӗнле шухӑшланине тата вӗсем мӗне шансах кайманнине шута илӗр (1 Кор. 9:19—22). Пӗрле калаҫакан эсир мӗн каланипе килӗшмест пулсан иксӗр те мӗнпе килӗшнине тупса ҫавӑн ҫинчен калаҫма тӑрӑшӑр.
3. Ыйтусемпе усӑ курни пӗрле калаҫакана тӗрӗс шухӑшлама пулӑшмашкӑн мӗнле пулӑшать?
3 Ыйтусемпе ӑста усӑ курӑр. Ҫул ҫӳрекен ҫак самантра ӑҫта пулнине пӗлмесессӗн ӑна тӗрӗс ҫул кӑтартма пулмасть. Ҫавӑн пекех пӗрле калаҫаканӑн шухӑшӗсене пӗлместпӗр пулсан ӑна тӗрӗс пӗтӗмлетӳ тума пулӑшма май ҫук. Ҫынна шухӑшлама пулӑшас умӗн унӑн шухӑшӗсене ӑнланас тесе Иисус час-часах ыйтусем панӑ. Сӑмахран, пӗр ҫын унран: «Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тӑвас манӑн?» — тесе ыйтсан, Иисус хурав париччен малтан ҫав ҫын ҫакӑн пирки хӑй мӗн шутланине ыйтса пӗлнӗ (Лука 10:25—28). Е тепӗр лару-тӑрура, Петр тӗрӗс мар шухӑшланине асӑрхасан, Иисус ыйтусемпе ӑста усӑ курса ӑна хӑйӗн шухӑшӗсене тӳрлетме пулӑшнӑ (Матф. 17:24—26). Пӗрле калаҫакан ыйту пачӗ е Библипе килӗшсе тӑман шухӑш каларӗ пулсан эпир ыйтусемпе усӑ курса ӑна шухӑшламашкӑн пулӑшма пултаратпӑр.
4. Пирӗн мӗншӗн пӗрле калаҫакана шухӑшлама пулӑшмашкӑн тӑрӑшмалла?
4 Пӗрле калаҫакана шухӑшлама пулӑшса эпир Аслӑ Вӗрентекенрен, Иисусран, тата пӗрремӗш ӗмӗрти ырӑ хыпара ӑста пӗлтерекенсенчен тӗслӗх илетпӗр. Ҫапла майпа эпир ҫынна хисепленине кӑтартатпӑр (1 Петр 3:15). Ҫавна пула вӑл, тен, пирӗнпе тепӗр хут тӗл пулма килӗшӗ.