Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Библи вӗренмелли плансемпе мӗнле усӑ курмалла
Ҫакӑ мӗншӗн питӗ кирлӗ. Библи вӗренмелли плансем — ыттисене вӗрентме усӑ курмалли питӗ лайӑх хатӗр. Ҫынпа Библи вӗренес тетпӗр пулсан, пӗр-пӗр темӑна уҫса паракан плана суйласа илмелле те калаҫӑва вӗҫленӗ чухне ӑна ҫынна сӗнмелле (Ытар. 22:29). Плансене сӗнмелли меслетсем нумай, хыпарҫӑсен вара ӑнӑҫлӑ пулнисемпе усӑ курмалла.
Ҫак уйӑхра усӑ курмалли канашсем:
Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ вӑхӑтра калаҫӑва пуҫламалли майпа усӑ курма хатӗрленӗр, репетици тӑвӑр.
Ырӑ хыпара пӗрле саракан хыпарҫӑна хӑв калаҫӑва мӗнле пуҫлама шут тытнине кала (Ытар. 27:17). Калаҫӑва пуҫламалли май ӑнӑҫлӑ пулмарӗ пулсан, ӑна улӑштарса пӑх.