Калаҫӑва мӗнле пуҫламалла
Январьте, пӗрремӗш шӑмат кун, Библи вӗренӗвӗ ҫапла пуҫлама пулать: «Сирӗн шутпа, Туррӑн организаци пулмалла-и е ҫынсен ӑна хӑйсем пӗлнӗ пек пуҫҫапмалла? [Хурава итле.] Ҫакӑнта ӗлӗк-авал Туррӑн организаци пулни ҫинчен каланӑ». «Армагеддон. Что это? Когда он наступит?» брошюрӑри 16-мӗш страницӑри пӗрремӗш подзаголовок ҫине тимлеттер. Библирен илсе панӑ пӗр сӑвӑ йӗркине те пулин вуласа пар. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
«Армагеддон. Что это? Когда он наступит?» брошюра. «Юлашки ҫулсенче Армагеддон ҫинчен ҫынсем нумай калаҫаҫҫӗ? Сирӗн шутпа, этемлӗх ӑна мӗнле те пулин сирсе яма пултарать-и? [Хурава итле.] «Армагеддон» сӑмаха Библирен илнӗ. [Ӳлӗмхине 16:16 вуласа пар та брошюра хуплашки ҫине тимлеттер.] Ку брошюрӑра ҫак ыйтусем ҫине Библи епле хуравланине илсе панӑ».
«Что необходимо знать о социальных сетях?» брошюра. «Интернет урлӑ хутшӑнасси паян анлӑ сарӑлчӗ. Сирӗн шутпа, ҫакӑн пек хутшӑнни мӗнле те пулин хӑрушлӑх кӑларса тӑратать-и? [Хурава итле.] Библире Интернетра хутшӑннипе ҫыхӑннӑ хӑрушлӑхсене лекессинчен сыхланма пулӑшакан канашсем пур. [6—9-мӗш страницӑсем ҫине тимлеттер те пӗр ыйтӑва тата Библирен илсе панӑ пӗр сӑвӑ йӗркине сӳтсе яв.] Ҫак брошюра пире ҫапла майпа хутшӑнассипе ҫыхӑннӑ хӑрушлӑхсене пӗлме, вӗсенчен пӑрӑнма пулӑшма пултарать».