Халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сарни: ҫӗнӗлӗхсем
1. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?
1 Пӗрремӗш ӗмӗрте христиансем ырӑ хыпара килтен киле кӑна мар, халӑх нумай пулакан вырӑнсенче те сарса ҫӳренӗ (Ап. ӗҫ. 20:20). Сӑмахран, вӗсем Турӑ Ҫуртне кайса ҫӳренӗ, мӗншӗн тесен унта нумай ҫын пулнине пӗлнӗ (Ап. ӗҫ. 5:42). Афинӑра Павел апостол кашни кун пасар вырӑнӗнче тӗл пулакансене ырӑ хыпар каланӑ (Ап. ӗҫ. 17:17). Паян ырӑ хыпар сармалли тӗп меслет унчченхи пекех — килтен киле ҫӳрени. Апла пулин те, эпир машинӑсем тӑратмалли вырӑнсенче, ӗҫлӗ территорире, парксенче, нумай ҫын ҫӳрекен урамсенче тата ҫынсем тӗл пулма пултаракан ытти вырӑнсенче те ырӑ хыпар сарма тӑрӑшатпӑр. Хыпарҫӑсене пурне те нумай ҫын пулакан вырӑнсенче ырӑ хыпар сарма хавхалантараҫҫӗ пулин те, нумайӑшӗ питӗ интереслӗ икӗ ҫӗнӗлӗхпе усӑ курса пӑхма пултарать.
2. 2011 ҫулхи ноябрьтен пуҫласа ырӑ хыпар сармалли мӗнле программа ӗҫлеме пуҫланӑ?
2 Пысӑк хуласенчи халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сарни. 2013 ҫулхи «Ежегодникра» 16, 17-мӗш страницӑсенче 2011 ҫулхи ноябрь уйӗхӗнчен пуҫласа Нью-Йоркра халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сармалли сӑнав программи ӗҫлеме пуҫлани пирки палӑртнӑччӗ. Хулара уйрӑмах нумай ҫын ҫӳрекен вырӑнсенче тӗрлӗ чӗлхепе литература хурса тухнӑ илемлӗ сӗтелсемпе тележкӑсем лартса тухнӑ. Кашни кун вӗсен умӗпе пин-пин ҫын иртсе ҫӳренӗ, вӗсен шутӗнче Свидетельсем кӗме пултарайман пысӑк ҫуртсенче пурӑнакансем те, килӗсенче сайра-хутра пулакансем те. Пирӗн литературӑпа интересленекенсен шучӗ питӗ нумай пулнӑ. Нумаях пулмасть пӗр уйӑх хушшинче кӑна 3 797 журнал тата 7 986 кӗнеке салатнӑ. Нумайӑшӗ хӑйсемпе Библи вӗренме ыйтнӑ. Тӗп тӗллев Библи вӗренӗвӗсем пуҫласси пулнӑран ҫынсем парса хӑварнӑ адрессене, вӗсен интересне аталантарас тесе, тӳрех вӗсем пурӑнакан вырӑнти пухусене панӑ.
3. Ҫак программӑпа тата ӑҫта усӑ курма пуҫлӗҫ?
3 Ҫак ҫӗнӗ программа ӑнӑҫлӑ пулнӑран унпа пӗтӗм тӗнчипе йышлӑ ҫын пурӑнакан ытти хуласенче те усӑ курма йышӑннӑ. Хӑш хулара усӑ курассине вырӑнти филиал палӑртса хурӗ. Ҫав хуласенче вокзалсем, аэропортсем пулмалла, ҫавӑн пекех офислӑ зданисемпе нумай хваттерлӗ ҫуртсем чылай пулмалла, урӑхла каласан, ҫын яланах нумай пулакан вырӑнсем. Унтан филиал ҫак программӑра хутшӑнакан пухусемпе ҫыхӑнӗ те малалла мӗн тумаллине ӑнлантарса парӗ. Ҫак ӗҫе ытларах тулли тата ятарлӑ пионерсем тӑвӗҫ, хӑш чухне пулӑшакан пионерсем те хутшӑнӗҫ.
4. Пысӑк хуласенче халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпара мӗнле сараҫҫӗ?
4 Ҫак ӗҫе мӗнле тӑваҫҫӗ. Пысӑк хуласенче халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сармалли ятарлӑ программӑна хутшӑнакансем ялан тенӗ пекех ҫын хӑй сӗтел патне е вырӑнтан вырӑна куҫармалли стенд патне пырасса кӗтеҫҫӗ. Унтан вӗсем ӑна интереслентерекен литература илме сӗнеҫҫӗ. Унӑн ыйтусем пулсан, пионерсем хаваспах Библи тӑрӑх хуравлаҫҫӗ. Ҫын литература илет пулсан, харпӑр хӑй ирӗкӗпе паракан укҫа-тенкӗ пирки асӑнмаҫҫӗ. Анчах та вӑл пирӗн ӗҫе мӗнле укҫа-тенкӗпе туса тӑни ҫинчен ыйтсан, харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗне организацин банкри счечӗ ҫине ярса пама пулать (ҫак счета вара литературӑра кӑтартнӑ адреспа ҫырса ярса пӗлме пулать) тесе вӗсем ӑнлантараҫҫӗ, е Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗн тӗлпулӑвӗсенче ятарлӑ ещӗке яма пулать теҫҫӗ те чи ҫывӑхри Патшалӑх залӗн адресне калаҫҫӗ. Вырӑнлӑ пулсан вӗсем ыйтаҫҫӗ: «Сирӗн ытларах пӗлес килет пулсан сирӗн пата пыма пултараҫҫӗ?» е «Ҫак публикаципе пӗрлех Библи вӗренме сӗннине эсир пӗлетӗр-и?»
5. Ҫӗнӗ майпа усӑ курса ырӑ хыпар сарни пӗр мӑшӑра мӗнле пиллӗхсем парать?
5 Ҫак программӑна хутшӑнни пысӑк пиллӗхсем парать. Пӗр упӑшкипе арӑмӗ ҫырса янӑ: «Эпир сӗтел умӗнче тӑнӑ чухне кашни кун пин-пин ҫын иртсе ҫӳренине курса, ырӑ хыпара ҫынсене пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерес тесе мӗн тери пысӑк ӗҫ туса ирттернине тата та лайӑхрах ӑнланатпӑр. Иртсе ҫӳрекен питӗ нумай ҫынна курни тата Иегова кашни ҫыншӑн мӗн тери тӑрӑшни ҫинчен шухӑшлани пире ырӑ хыпар сарас ӗҫе малашне те пурнӑҫра чи малти вырӑна хума хавхалантарать. Пирӗн сӗтел умӗпе иртсе ҫӳрекен ҫынсен чӗрисене, тивӗҫлисене шыраса тупас тесе, Иегова мӗнле тӗрӗслени ҫинчен шухӑшланӑ май эпир ангелсемпе пӗрле ҫума-ҫумӑн ӗҫленине туятпӑр».
6. а) Чылай пухура мӗнле тепӗр ҫӗнӗлӗх кӗртӗҫ тата вӑл пысӑк хуласенче халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сармалли ятарлӑ программӑран мӗнпе уйрӑлса тӑрать? ӑ) Ҫын нумай пулакан вырӑнсенче ырӑ хыпар сарнӑ чухне пухусем пӗр-пӗринпе мӗнле ӗҫлесе тӑма пултараҫҫӗ?
6 Халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнта ырӑ хыпар сарас ӗҫе вырӑнти пуху йӗркелени. Пысӑк хуласенче халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сармалли программӑсӑр пуҫне нумай пухура старейшинӑсен совечӗ тата тепӗр ҫӗнӗлӗх кӗртӗ. Хыпарҫӑсем хӑйсен пухӑвӗн территорийӗнчи ҫын нумай ҫӳрекен вырӑнсенче сӗтел е вырӑнтан вырӑна куҫармалли стенд умӗнче тӑрӗҫ. Ҫакӑ пысӑк хуласенчи халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сармалли ятарлӑ программӑран — тӗрлӗ пухури тӑвансем филиал суйласа илнӗ хуласенчи ҫын нумай пулакан вырӑнӗсенче ырӑ хыпар сарассинчен — уйрӑлса тӑрать. («Пӗр-пӗринпе лайӑх ӗҫлесе тӑни кирлӗ» рамкӑна пӑхӑр.)
7. Нумай ҫын пулакан вырӑнта ырӑ хыпар сармалли ӗҫе, хӑйсем пурӑнакан ҫӗрте вӑл вырӑнлӑ пулсан, старейшинӑсем мӗнле йӗркелесе ярӗҫ?
7 Вырӑнти пухӑвӑн территорийӗнче ҫын нумай ҫӳрекен вырӑнсем пуррипе ҫуккине тата ҫав вырӑнсенче ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркелени кирлипе кирлӗ маррине старейшинӑсем сӳтсе явӗҫ. Сӗтелсене е вырӑнтан вырӑна куҫармалли стендсене вокзалсенче, площадьсенче, ҫын нумай ҫӳрекен урамсенче, парксенче, суту-илӳ центрӗсенче, студентсем пурӑнакан ҫӗрте, аэропортсенче тата кашни ҫул мӗнле те пулин мероприяти иртекен вырӑнсенче лартма пулать. Сӗтелсене яланах пӗр вырӑна лартмалла тата кунне, вӑхӑтне улӑштармалла мар. Асӑрханӑ тӑрӑх, сӗтеле суту-илӳ центрӗ умне лартни пӗр-пӗр пысӑк магазин умне лартнинчен лайӑхрах, мӗншӗн тесен ҫынсем пысӑк магазина пӗр-пӗр кирлӗ япала илме кӑна пыраҫҫӗ. Хӑш-пӗр вырӑнсенче, тӗслӗхрен, ҫын нумай ҫӳрекен урамсенче вырӑнтан вырӑна куҫармалли пысӑках мар стендесемпе усӑ курни ӑнӑҫлӑрах. Брошюрӑсен ҫӗнӗ кӑларӑмӗсем валли плакатсем тума ятарлӑ файлсем хатӗрленӗ, вӗсене старейшинӑсем хамӑрӑн сайтран уҫласа илме пултараҫҫӗ. Ҫак майпа усӑ курса ырӑ хыпар саракансем ҫак ӗҫе пысӑк хуласенче халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сармалли ятарлӑ программӑра хутшӑнакансем пекех туса тӑрӗҫ. Вӗсен сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ панӑ хушу-канашсене тӗп-тӗрӗс тытса тӑмалла. Урӑх пухӑвӑн территорийӗнче пурӑнакан интересленекен ҫыннӑн адресне илсен вӗсен тӳрех «Пожалуйста, посети этого человека» (S-43) бланка ҫырса тултармалла та секретаре памалла.
8. Ҫынсем нумай пулакан вырӑнсенче ырӑ хыпар сарас ӗҫе сирӗн пухура ятарласа йӗркелемен пулсан та, ҫав ӗҫе мӗнле хутшӑнма пулать?
8 Халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сарма вӑхӑт уйӑрӑр. Хӑш-пӗр пухусен территорийӗнче халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсем ҫук, ҫакӑн пек чухне сӗтел е вырӑнтан вырӑна куҫармалли стенд лартни усси ҫук. Ҫав-ҫавах хыпарҫӑсем ҫын нумай пулакан вырӑнта ырӑ хыпар сарма пултараҫҫӗ. Сирӗн пухӑвӑн территорийӗнче нумай магазинлӑ урамсем е нумай ҫын пырса ҫӳрекен пӗр-пӗр магазин пур-и? Тен сирӗн парк е нумай ҫын пухӑнакан урӑх вырӑн пур? Эсир пурӑнакан вырӑнта вӑхӑтран вӑхӑта мӗнле те пулин мероприятисем ирттереҫҫӗ-и? Ҫапла пулсан, эсир халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнма пултаратӑр.
9. Ҫын нумай пулакан пур вырӑнта та мӗншӗн ырӑ хыпар сарма тӑрӑшмалла?
9 Иегова «пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн» (1 Тим. 2:4). Ҫавӑнпа та эпир пӗтес вӑхӑт ҫитиччен ытларах та ытларах ҫынна Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтересшӗн (Матф. 24:14). Час-часах ҫынсене килте тытма ҫук. Тен, пирӗн вӗсемпе нумай ҫын пулакан вырӑнта калаҫма май пулӗ. Кам та пулин чӑнлӑх ҫинчен ҫак майпа ырӑ хыпар сарнине пула кӑна илтме пултарӗ. Айтӑр, ҫынсем пулакан пур вырӑнта та ырӑ хыпара сарса хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫе туллин туса тӑрар (2 Тим. 4:5).
[5-мӗш страницӑри рамка]
Пӗр-пӗринпе лайӑх ӗҫлесе тӑни кирлӗ
Асӑрханӑ тӑрӑх, юнашар пухури хыпарҫӑсем хӑш чухне пӗр урамрах, парковкӑрах, ӗҫлӗ территорирех е пӗр вокзалрах ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Тӗрлӗ пухури хыпарҫӑсем пӗр приемнӑйӗнче, библиотекӑра е вестибюльре брошюрӑсем хӑварнӑ. Ҫакӑ, хыпарҫӑсем ҫав вырӑнсенче тӗрлӗ вӑхӑтра ырӑ хыпар пӗлтернӗ пулсан та, унта ӗҫлекенсене е пурӑнакансене тарӑхтарнӑ. Ҫавӑнпа та ҫын нумай пулакан вырӑнта ырӑ хыпар сарнӑ чухне хӑвӑрӑн пухӑва панӑ территоринче кӑна ҫӳремелле.
Хыпарҫӑсем юнашар пуху территорийӗнче нумай ҫын пулакан вырӑнта ырӑ хыпар сарасшӑн пулсан, вӗсен хӑйсен пухӑвӗнчи сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗпе калаҫмалла. Вӑл вара тепӗр пухури сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗнчен ҫавна тума ирӗк ыйтать, ҫавӑн хыҫҫӑн кӑна вӗсем унта ырӑ хыпар сарма пултараҫҫӗ. Тӗрлӗ чӗлхепе иртекен пухусенчи хыпарҫӑсем пӗр вырӑнтах ырӑ хыпар сараҫҫӗ пулсан, ҫакӑ ҫав вырӑнта пурӑнакансене ан тарӑхтартӑр тесе, сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗсен пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлемелле. Пӗр-пӗринпе лайӑх ӗҫлесе тӑнине пула «пурте тирпейлӗ, пурте йӗркеллӗ пулса» пырӗ (1 Кор. 14:40).