46-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Мӑшӑрсем, Иеговӑшӑн ӗҫлессине малти вырӑна хурӑр
«Ҫӳлхуҫа — манӑн тӗрекӗм... чӗрем Ӑна шанса тӑчӗ» (ПС. 27:7).
131-МӖШ ЮРӐ «Турӑ пӗрлештерни»
ҪАК СТАТЬЯРАa
1, 2. а) Мӗншӗн ҫамрӑк мӑшӑрсен Иеговӑна шанмалла? (Псалом 36:3, 4). ӑ) Эпир ҫак статьяра мӗн пӑхса тухӑпӑр?
ЭСИР нумаях пулмасть ҫемье ҫавӑрнӑ пулсан е кӗҫех мӑшӑрланас тетӗр пулсан, паллах, эсир мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех хӑвӑр юратнӑ мӑшӑрпа пуласшӑн. Килӗшетӗр пулӗ, ҫемьеллӗ пурнӑҫра йывӑрлӑхсемсӗр пулмасть. Тата мӑшӑрсен пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тӑвас пулать. Ҫемьери телей вара мӑшӑрсем мӗнле йышӑнусем тунинчен килет. Енчен те эсир Иеговӑна шанатӑр пулсан, тӗрӗс йышӑнусем тӑватӑр, вара сирӗн ҫемье ҫирӗп те телейлӗ пулӗ. Иеговӑн канашӗсене итлемесен вара ытларах чухне ҫемьере пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ тата ҫав ҫемьесем телейсӗр пулаҫҫӗ. (Псалом 36:3, 4 вуласа парӑр.)
2 Ҫак статьяна ҫамрӑк мӑшӑрсем валли ҫырнӑ пулсан та, кунта илсе панӑ йывӑрлӑхсем кирек мӗнле ҫемьере те сиксе тухма пултараҫҫӗ. Эпир Библире асӑннӑ Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Вӗсенчен мӗн вӗренни ҫемьеллӗ пурнӑҫра кӑна мар, тӗрлӗ лару-тӑрура пулӑшма пултарать. Тата хальхи вӑхӑтри мӑшӑрсен тӗслӗхӗсене пӑхса тухни те пирӗншӗн усӑллӑ пулӗ.
ҪАМРӐК МӐШӐРСЕН МӖНЛЕ ЙЫВӐРЛӐХСЕМ СИКСЕ ТУХМА ПУЛТАРАҪҪӖ?
Мӗне пула ҫамрӑк мӑшӑр Иеговӑшӑн сахалрах ӗҫлеме пуҫлама пултарать? (3, 4 абзацсене пӑхӑр)
3, 4. Ҫамрӑк мӑшӑрӑн мӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ?
3 Хӑш-пӗрисем ҫамрӑк мӑшӑрсене ытти ҫынсем пек пурӑнма хӗтӗртеҫҫӗ. Сӑмахран, хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ «хӑҫан мӑнуксем ҫуратса паратӑр?» тесе каласах тӑраҫҫӗ. Е туссемпе хурӑнташсем ырӑ шухӑшпах ҫамрӑк мӑшӑра хваттер илме, унта ҫӗнӗ техника лартма тата чаплӑ сӗтел-пукан туянма хистеҫҫӗ.
4 Ҫамрӑк мӑшӑр тӗрӗс мар йышӑнусем тусассӑн парӑма кӗме е кредитсем илсе тултарма пултарать. Вара парӑмсене татса парас тесен упӑшкин те, арӑмӗн те нумайрах ӗҫлеме тивет. Ҫавна пула вӗсен Библи вулама, пӗрле Турра пуҫҫапма тата ырӑ хыпар сарма вӑхӑтпа вӑй юлмасан та пултарать. Тата мӑшӑрсем хӑйсене ӗҫрен кӑларса ярасран хӑранипе е нумайрах укҫа ӗҫлесе илес тесе юлса ӗҫлеме пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа пухусене те сиктереҫҫӗ. Вара вӗсем Иеговӑшӑн сахалрах ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ, ҫавна пула вӗсен савӑнӑҫӗ те пӗтсе пырать.
5. Клауспа Мариса тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
5 Пурлӑхшӑн ҫунни ҫынна телей кӳмест. Ҫакна Клауспа Мариса тӗслӗхӗ кӑтартса паратьb. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн хӑтлӑ пурнӑҫпа пурӑнас тесе вӗсем иккӗшӗ те тулли кун ӗҫленӗ. Ҫавах та вӗсем хӑйсене телейлӗ туйман. Клаус акӑ мӗн калать: «Эпир пурлӑх пухас тесе нумай вӑй хуратпӑрччӗ, Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе вара тӑрӑшсах каймастӑмӑрччӗ. Тӗрӗссипе каласан, эпир хамӑр пурнӑҫа хамӑрах йывӑрлатса ятӑмӑр». Тен, эсир те пурлӑхшӑн ҫунни хӑвӑра телей кӳменнине куратӑр. Ҫапла пулсан, ҫак статьяри канашсем сире кирлӗ улшӑнусем тума пулӑшӗҫ. Айтӑр малтан Иосафат патшаран упӑшкасем мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар.
ИОСАФАТ ПЕКЕХ ИЕГОВӐНА ШАНӐР
6. Йывӑр лару-тӑрӑва лексен Ытарӑшсем 3:5, 6 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсемпе килӗшӳллӗн Иосафат мӗн тунӑ?
6 Упӑшкасем, сире хӑвӑрӑн тивӗҫсене туса тӑма йывӑр-и? Ҫапла пулсан, сире Иосафат тӗслӗхӗ пулӑшма пултарать. Вӑл пӗтӗм халӑхшӑн яваплӑ пулнӑ. Хӑйӗн тивӗҫне лайӑх туса тӑрас тесе вӑл мӗн тунӑ? Вӑл халӑха хӳтӗлес тесе хӑй мӗн тума пултарнӑ, ҫавна пӗтӗмпех тунӑ. Иосафат Иудӑри хуласене тӗреклетнӗ тата 1 160 000 салтакран тӑракан ҫар пуҫтарнӑ (2 Ҫулс. 17:12—19). Пӗррехинче вӑл хӑй те, унӑн ҫемйи те, пӗтӗм халӑх та хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Иудӑна хирӗҫ «моавсем тата аммонсем, вӗсемпе пӗрлех Маон ҫӗршывӗнчи хӑш-пӗр ҫынсем» вӑрҫӑпа тухнӑ (2 Ҫулс. 20:1, 2). Иосафат мӗн тунӑ-ши? Вӑл Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ҫапла вара вӑл Ытарӑшсем 3:5, 6 сӑвӑ йӗркисенчи (вуласа парӑр) сӑмахсемпе килӗшӳллӗн тунӑ. 2 Ҫулсеренхи 20:5—12 сӑвӑ йӗркисенче Иосафат хӑйне кӗҫӗне хурса мӗнле кӗлтунине ҫырса панӑ. Унӑн сӑмахӗсенчен вӑл хӑйӗн юратнӑ ҫӳлти Ашшӗне пӗтӗмпех шанни курӑнать. Иегова вара Иосафата мӗнле хуравланӑ?
7. Иегова Иосафата мӗнле хуравланӑ?
7 Иегова Иосафата Иозиил левит урлӑ ҫапла каланӑ: «Пырса вырӑнаҫӑр та тӑрӑр... хӑвӑра Ҫӳлхуҫа ҫӑлнине пӑхса тӑрӑр» (2 Ҫулс. 20:13—17). Вӑрҫӑ вӑрҫмалла чухне ҫавӑн пек хушу илтсен халӑх тӗлӗнме пултарнӑ. Анчах та ҫакна пӗр-пӗр ҫын мар, Иегова хӑй каланӑ. Иосафат пӗтӗмпех Иеговӑна шаннӑ, вара вӑл хушнӑ пек тунӑ. Ҫар тӑшмана хирӗҫ тухсан Иосафат малти рете вӑрҫӑпа пиҫӗхнӗ салтаксене мар, юрӑҫсене тӑратнӑ. Лешӗсем вара Иеговӑна аслӑласа пынӑ. Вара мӗн пулнӑ-ши? Иегова, хӑй каланӑ пекех, тӑшмансене ҫапса ҫӗмӗрсе хӑйӗн халӑхне ҫӑлнӑ (2 Ҫулс. 20:18—23).
Кӗлтусан тата Турӑ Сӑмахне тӗпчесен ҫамрӑк мӑшӑр Иеговӑшӑн ӗҫлессине малти вырӑна хурать (8, 10 абзацсене пӑхӑр)
8. Упӑшкасем Иосафатран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?
8 Упӑшкасем, эсир Иосафатран мӗне вӗренме пултаратӑр? Сирӗн те яваплӑх нумай: эсир килтисене хӳтӗлетӗр тата вӗсемшӗн тӑрӑшатӑр. Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан вара эсир хӑвӑра мӗнле тытатӑр? Веҫех хамах татса паратӑп тесе ан шутлӑр, Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр. Арӑмупа пӗрле кӗлтӑвӑр, Библипе публикацисене тӗпчӗр. Иегова хӑвӑртан мӗн кӗтнине пӗлме тӑрӑшӑр. Кайран вара Турӑ каланӑ пек тӑвӑр. Эсир Библи тӑрӑх тунӑ йышӑнусем ҫынсемшӗн ӑссӑрла пек туйӑнма пултараҫҫӗ, вӗсем сире ҫемье хӑйне хӳтлӗхре пек туйтӑр тесен нумай укҫа ӗҫлесе илмелле тесе калама пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек чухне Иосафат тӗслӗхне асра тытӑр. Вӑл пӗтӗмпех Иеговӑна шаннӑ, ҫакӑ унӑн ӗҫӗсенчен курӑннӑ. Вара Иегова ӑна пулӑшнӑ. Вӑл сире те пулӑшусӑр хӑвармӗ (Пс. 36:28; Евр. 13:5). Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен вара упӑшкипе арӑмӗн мӗн тумалла?
ИСАИЙӐПА УНӐН АРӐМӖ ПЕКЕХ ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕССИНЕ МАЛТИ ВЫРӐНА ХУРӐР
9. Исаийӑпа унӑн арӑмӗ ҫинчен эпир мӗн пӗлетпӗр?
9 Исаийӑпа арӑмӗ Иеговӑшӑн ӗҫлессине хӑйсен пурнӑҫӗнче малти вырӑна хунӑ. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр? Исаия Иеговӑн пророкӗ пулнӑ. Библире унӑн арӑмӗ пирки те пророк тенӗ (Ис. 8:1—4, ҪТ). Апла, Иеговӑшӑн ӗҫлесси вӗсемшӗн чи кирли пулнӑ. Мӗн тери чаплӑ тӗслӗх!
10. Библири пророкла сӑмахсене тӗпчени упӑшкипе арӑмӗ ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?
10 Хальхи вӑхӑтра нумай мӑшӑр Исаийӑпа унӑн арӑмӗнчен тӗслӗх илеҫҫӗ. Вӗсем чуна парса Иеговӑшӑн ӗҫлеҫҫӗ. Упӑшкипе арӑмӗ Библири пророкла сӑмахсене тӗпчесе вӗсем яланах пурнӑҫланнине кураҫҫӗ, вара Иеговӑна тата ытларах шанма пуҫлаҫҫӗ (Тит 1:1—3)c. Тата вӗсем пророкла сӑмахсем пурнӑҫланччӑр тесе хӑйсем мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. Сӑмахран, Иисус ҫак тӗнче пӗтиччен Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара «пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тухӗҫ» тенӗ (Матф. 24:14). Мӑшӑрсем вара ҫак ӗҫе хӑйсем мӗнле хутшӑнма пултарни ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. Упӑшкипе арӑмӗ пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнине мӗн чухлӗ лайӑхрах кураҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ ытларах Иеговӑшӑн ӗҫлесшӗн пулаҫҫӗ.
ПРИСКИЛЛӐПА АКИЛА ПЕКЕХ ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖН ӖҪНЕ МАЛТИ ВЫРӐНА ХУРӐР
11. Прискиллӑпа Акила Иеговӑн ӗҫӗнче мӗн-мӗн тунӑ тата мӗне пула вӗсем ҫавна тума пултарнӑ?
11 Ҫамрӑк мӑшӑрсем Прискиллӑпа Акилӑран нумай вӗренме пултараҫҫӗ. Прискиллӑпа Акила еврей ҫыннисем пулнӑ. Вӗсем Римра пурӑннӑ. Тата вӗсен хӑйсен ӗҫӗ пулнӑ — вӗсем палаткӑсем тунӑ. Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпара илтсен вара вӗсем христиансем пулса тӑнӑ. Вӗсен пурнӑҫӗ пӗр тикӗс шуса пынӑ теме пулать. Анчах та сасартӑк веҫех улшӑннӑ. Клавдий император еврейсене Римран тухса кайма хушнӑ. Вара Прискиллӑпа Акилӑн тӑван килне, ӗҫне хӑварса урӑх хулана куҫса кайма тивнӗ. Шутласа пӑхӑр-ха, вӗсен ҫӗнӗ вырӑнта веҫех ҫӗнӗрен пуҫламалла пулнӑ. Ҫак йывӑрлӑхсене пула вӗсем Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне малти вырӑна хума пӑрахнӑ-и? Хуравне эсир хӑвӑр та пӗлетӗр пулӗ. Коринфа куҫса кайсан вӗсем унти тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫленӗ тата Павелпа пӗрле вӗсене хавхалантарнӑ. Кайран вара вӗсем ӑҫта хыпарҫӑсем ҫитсех кайман, ҫав хуласене куҫса кайса ырӑ хыпар сарнӑ (Ап. ӗҫ. 18:18—21; Рим 16:3—5). Чӑнах та, вӗсем Иеговӑн ӗҫӗнче нумай тӑрӑшнӑ тата, паллах, ҫакӑ вӗсене савӑнӑҫ панӑ.
12. Мӗншӗн мӑшӑрсен Иеговӑн ӗҫӗнче тӗллевсем лартмалла?
12 Хальхи вӑхӑтра мӑшӑрсем Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне малти вырӑна хурса Акиллӑпа Прискилӑран тӗслӗх илеҫҫӗ. Каччипе хӗрӗ туй тӑвичченех Иеговӑн ӗҫӗнче мӗнле тӗллевсене пурнӑҫласшӑн пулнине сӳтсе явсассӑн тата ҫак тӗллевсене пурнӑҫа кӗртес тесе пӗрле тӑрӑшсассӑн вӗсене святой сывлӑш ертсе пырӗ (Еккл. 4:9, 12). Ҫакна Расселпа Элизабет тӗслӗхӗ кӑтартса парать. Рассел: «Иеговӑн ӗҫӗнче мӗнле тӗллевсем лартасшӑн пулнине эпир мӑшӑрланичченех сӳтсе яврӑмӑр»,— тесе калать. Элизабет вара ҫапла калать: «Эпир йышӑнусем тунӑ чухне ҫав тӗллевсене асра тытатпӑр тата ҫав тӗллевсене пурнӑҫа кӗртес тесе хамӑра ниме те чӑрмантарма памастпӑр». Расселпа Элизабет Микронезие, хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна, куҫса кайнӑ.
Иеговӑн ӗҫӗнче тӗллевсем лартсан ҫамрӑк мӑшӑр Иеговӑшӑн ӗҫлессине малти вырӑна хурать (13-мӗш абзаца пӑхӑр)
13. Псалом 27:7-мӗшӗ тӑрӑх, упӑшкипе арӑмӗ Иеговӑна шанаҫҫӗ пулсан, ҫакӑ вӗсене мӗнле усӑ парать?
13 Нумай ҫемье, Расселпа Элизабет пекех, ансат пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ. Ҫавна пула вӗсем ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе ытларах хутшӑнма пултараҫҫӗ. Мӑшӑрсем Туррӑн ӗҫӗнче тӗллевсем лартса вӗсене пӗрле пурнӑҫлаҫҫӗ пулсассӑн, ҫакӑ вӗсемшӗн усӑллӑ пулать. Вӗсем Иегова хӑйсемшӗн тӑрӑшнине туяҫҫӗ, ӑна ытларах шанма пуҫлаҫҫӗ тата чӑн-чӑн телей тупаҫҫӗ. (Псалом 27:7 вуласа парӑр.)
ПЕТР АПОСТОЛПА УНӐН АРӐМӖ ПЕКЕХ ИЕГОВА ХӐЙӖН СӐМАХНЕ ТЫТАССА ШАНӐР
14. Турӑ хӑй сӑмах панине, Матфей 6:25, 31—34 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса панине, пурнӑҫласса ӗненнине Петрпа унӑн арӑмӗ мӗнле кӑтартнӑ?
14 Упӑшкипе арӑмӗ Петрпа унӑн арӑмӗнчен те нумай вӗренме пултараҫҫӗ. Петр Иисуспа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫур ҫул е ҫулталӑк иртсен Иисус Петра хӑйӗн хыҫҫӑн пыма чӗннӗ. Петра йышӑну тума ҫӑмӑл пулман пуль, мӗншӗн тесессӗн унӑн ҫемйишӗн тӑрӑшмалла пулнӑ. Ҫемйине тӑрантарас тесе вӑл пулӑ тытнӑ (Лука 5:1—11). Ҫапах та Петр Иисуспа пӗрле ҫӳреме килӗшнӗ. Ҫакӑ тӗрӗс йышӑну пулнӑ. Петрӑн арӑмӗ те христианка пулса тӑнӑ. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр? Христос чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Петр ҫулҫӳреве тухсан унӑн арӑмӗ те пӗрле пынӑ (1 Кор. 9:5). Петрӑн арӑмӗ лайӑх арӑм пулнӑ. Ҫавӑнпа Петр христиансене ҫемьеллӗ пурнӑҫ пирки тӳррӗн канашсем пама пултарнӑ (1 Петр 3:1—7). Куртӑмӑр ӗнтӗ, Петрпа унӑн арӑмӗ Турӑ хӑйӗн сӑмахне тытассине — кам Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне пӗрремӗш вырӑна хурать, вӑл ҫавсемшӗн тӑрӑшассине — ӗненнӗ. (Матфей 6:25, 31—34 вуласа парӑр.)
15. Эпир Тьягупа Эстертан мӗне вӗренетпӗр?
15 Эсир мӑшӑрланнӑранпа темиҫе ҫул иртнӗ пулсан, Иеговӑн ӗҫӗнче малалла та хастар пулас тесен мӗн тумалла? Ытти тӑвансен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшлӑр. Ҫавӑн пек тӗслӗхсене, сӑмахран, «Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ӗҫе кӑмӑлтан халалланӑ» статьясен ярӑмӗнчеd тупма пулать. Ҫак статьясене вуланӑ хыҫҫӑн Бразилири Тьягупа Эстерӑн хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса каяс килсе кайнӑ. «Эпир Иегова хальхи вӑхӑтри ӗҫлекенӗсене мӗнле пулӑшни ҫинчен вулаттӑмӑр,— тет Тьягу.— Вара пирӗн те Иегова пире мӗнле ертсе пынине, вӑл пирӗншӗн мӗнле тӑрӑшнине туйса курас килчӗ». Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем Парагвая куҫса кайнӑ. 2014 ҫултан вара вӗсем португал чӗлхипе калаҫакан ҫынсене ырӑ хыпар калаҫҫӗ. Эстер ҫапла калать: «Пире Эфес 3:20, 21 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем питӗ килӗшеҫҫӗ. Иеговӑшӑн ӗҫленӗ май эпир ҫак сӑмахсем пурнӑҫланса пынине хамӑр куҫпа куратпӑр». Павел ҫак сӑвӑ йӗркисенче Турӑ эпир ыйтнинчен те нумайрах тума пултарать тесе шантарнӑ. Ҫакӑ чӑнах та ҫапла.
Опытлӑ хыпарҫӑсемпе канашласан ҫамрӑк мӑшӑр Иеговӑшӑн ӗҫлессине малти вырӑна хурать (16-мӗш абзаца пӑхӑр)
16. Тӗллевсем лартас тӗлӗшрен ҫамрӑк мӑшӑра кам пулӑшма пултарать?
16 Ҫамрӑк мӑшӑр, кам Иеговӑна шанма вӗреннӗ, ҫавсенчен пулӑшу ыйтма пултарать. Сӑмахран, хӑш-пӗр мӑшӑрсем Иеговӑшӑн вун-вун ҫул хушши тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Ҫамрӑк мӑшӑр тӗллев лартас умӗн ҫавӑн пек тӑвансенчен канаш ыйтать пулсан, Иеговӑна шаннине кӑтартать (Ытар. 22:17, 19). Тата старейшинӑсем те нумаях пулмасть мӑшӑрланнӑ тӑвансене тӗллевсем лартса вӗсене пурнӑҫлама пулӑшма пултараҫҫӗ.
17. Клауспа Марисӑпа мӗн пулса тухнӑ тата ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр?
17 Хӑш-пӗр чухне вара ӗҫсем эпир шухӑшласа хунӑ пек пулмаҫҫӗ. Сӑмахран, ҫакӑ маларах асӑннӑ Клауспа Мариса тӗслӗхӗнчен курӑнать. Туй хыҫҫӑн виҫӗ ҫул иртсен вӗсем Финляндие филиал туса лартас ӗҫре пулӑшма куҫса кайнӑ. Анчах та хӑйсене ултӑ уйӑхлӑха кӑна ӗҫлеме илнине пӗлсен вӗсем кулянса ӳкнӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен вара вӗсене араб чӗлхине вӗренме сӗннӗ. Халӗ вӗсем урӑх ҫӗршывра араб чӗлхипе калаҫакан ҫынсене хаваспах ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Хӑйсемпе мӗн пулса иртнине аса илсе Мариса ҫапла калать: «Эпӗ пӗтӗмпех Иеговӑна шанса пама тата унччен туманнине тума пуҫлама питӗ хӑраттӑм. Анчах та эпӗ ҫакна куртӑм: Иегова яланах пулӑшать тата вӑл ҫакна кӗтмен майпа та тума пултарать. Эпӗ Иеговӑна тата хытӑрах шанма пуҫларӑм». Клауспа Мариса тӗслӗхӗ Иегова хӑйне шанакансене пилленине кӑтартса парать.
18. Иеговӑна шанса пурӑнма ҫамрӑк мӑшӑрсене мӗн пулӑшать?
18 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ вӑл — Турӑ панӑ парне (Матф. 19:5, 6). Иегова упӑшкипе арӑмне мӑшӑрлӑ пурнӑҫ савӑнӑҫ кӳтӗр тет (Ытар. 5:18, 19). Ҫамрӑк мӑшӑрсем, хӑвӑр мӗнле пурӑнни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Эсир Иегова панӑ парнесемшӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартма тӑрӑшатӑр-и? Иеговӑпа кӗлӗре калаҫӑр. Хӑвӑр лару-тӑрура пулӑшма пултаракан принципсене шыраса тупас тесе Турӑ Сӑмахне тӗпчӗр, вара мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курӑр. Ан иккӗленӗр: эсир Иеговӑн ӗҫне малти вырӑна хурсассӑн телейлӗ те тулли пурнӑҫпа пурӑнӑр.
132-МӖШ ЮРӐ Эпир халь пӗр ӳт
a Эпир тӑвакан хӑш-пӗр йышӑнусене пула пирӗн Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӑхӑтпа вӑй сахалтарах е нумайрах юлма пултарать. Тепӗр йышӑнусем вара пӗтӗм пурнӑҫ ҫине витӗм кӳреҫҫӗ. Уйрӑмах ҫамрӑк мӑшӑрсен йышӑнусем тунӑ чухне ҫакна шута илмелле. Ҫак статьяра ҫемье ҫавӑрнисене телейлӗ те тулли пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшакан канашсем пур.
b Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
c Сӑмахран, «Чистое поклонение Иегове восстановлено!» кӗнекери 6, 7 тата 19-мӗш сыпӑксене тӗпчеме пулать.
d Ҫак ярӑмри статьясене малтан «Хурал башнинче» пичетленӗ. Халӗ вӗсем jw.org сайтра «Пурнӑҫри тӗслӗхсем» ятлӑ уйрӑмра тухса тӑраҫҫӗ.