45-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Пӗр-пӗрне чунтан парӑнса юратӑр
«Кашниех хӑвӑр тӑванӑра ырӑлӑх кӑтартӑр, хӗрхенӗр» (ЗАХ. 7:9).
107-МӖШ ЮРӐ Турӑран юратма вӗренӗр
ҪАК СТАТЬЯРАa
1, 2. Мӗншӗн пирӗн пӗр-пӗрне чунтан парӑнса юратмалла?
МӖНШӖН пирӗн пӗр-пӗрне чунтан парӑнса юратмалла? Сӑлтавсенчен хӑш-пӗрисене Ытарӑшсем кӗнекере ҫырса панӑ. Сӑмахран, унта ҫапла ҫырнӑ: «Ырӑлӑхпа тӳрӗлӗх ан пӑрахчӑр сана... вара Турӑ умӗнче те, ҫынсем умӗнче те ырӑлӑхпа ӑшӑ кӑмӑллӑх тупӑн»; «Хӗрхенекен кӑмӑллӑ ҫын хӑйӗн чунне ырӑлӑх кӳрет»; «Хӗрхенекен кӑмӑллӑ, тӳрӗлӗхе уяса пурӑнаканӗ пурӑнӑҫ та, тӳрӗлӗх те, мухтав та тупать» (Ытар. 3:3, 4; 11:17; 21:21)b.
2 Ҫак сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн пӗр-пӗрне чунтан парӑнса юратма виҫӗ сӑлтав пур. Пӗрремӗшӗнчен, чунтан парӑнса юратакансене Иегова ырлать. Иккӗмӗшӗнчен, ыттисене чунтан парӑнса юратни пире хамӑра усӑ кӳрет, сӑмахран, эпир лайӑх тус пулса тӑратпӑр. Виҫҫӗмӗшӗнчен вара, кам чунтан парӑнса юратать, ҫавсене чаплӑ пуласлӑх кӗтет, вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнма та пултараҫҫӗ. Апла, пӗр-пӗрне чунтан парӑнса юратма пирӗн витӗмлӗ сӑлтавсем пур (Зах. 7:9).
3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
3 Ҫак статьяра эпир тӑватӑ ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр: кама пирӗн чунтан парӑнса юратмалла? Руфь кӗнекерен эпир чунтан парӑнса юратни пирки мӗн пӗлме пултаратпӑр? чунтан парӑнса юратнине мӗнле кӑтартмалла тата ыттисене чунтан парӑнса юратни пире хамӑра мӗнле усӑ парать?
КАМА ПИРӖН ЧУНТАН ПАРӐНСА ЮРАТМАЛЛА?
4. Иегова пек чунтан парӑнса юратас тесен мӗн тумалла? (Марк 10:29, 30).
4 Унчченхи статьяра эпир Иегова кама чунтан парӑнса юратнине куртӑмӑр. Вӑл хӑйне юратакансене тата хӑйне пуҫҫапакансене ҫеҫ ҫепӗҫ туйӑмпа юратать (Дан. 9:4). Ачисем ҫемьере ашшӗ хӑйсене юратнине туяҫҫӗ пулсан, ытларах чухне хӑйсем те ашшӗ пек юратакан пулаҫҫӗ. Эпир те хамӑр ҫӳлти Атте пек пуласшӑн (Эф. 5:1). Ҫавӑнпа та эпир пухури тӑвансемпе ҫывӑхланасшӑн тата вӗсене ҫепӗҫ туйӑмпа юратасшӑн. (Марк 10:29, 30 вуласа парӑр.)
5, 6. Мӗншӗн ҫак тӗслӗхри ҫын нумай ҫул хушши пӗр фирмӑрах ӗҫлет?
5 Тӑвансене чунтан парӑнса юратас тесен ҫакӑ мӗн иккенне лайӑх ӑнланмалла. Чунтан парӑнса юратни мӗне пӗлтернине ӑнланас тесе вара айтӑр пӗр тӗслӗх пӑхса тухар.
6 Калӑпӑр, пӗр ҫын пӗр фирмӑра нумай ҫул хушши ӗҫлет. Тен, вӑл директора та нихӑҫан та курман, фирмӑра тӑвакан йышӑнусем те, тен, ӑна килӗшсех каймаҫҫӗ. Ҫапах та вӑл ҫулран-ҫул ҫав фирмӑра ӗҫлет, мӗншӗн тесен унта укҫа лайӑх тӳлеҫҫӗ. Нумайрах укҫа тӳлекен ӗҫ тупмасан ҫав ҫын ҫав фирмӑра пенсине тухичченех ӗҫлет.
7, 8. а) Мӗне пула пӗр-пӗр ҫын теприне чунтан парӑнса юратать? ӑ) Мӗншӗн Руфь кӗнекере мӗн ҫырса пани пирӗншӗн усӑллӑ пулма пултарать?
7 Тӗслӗхри ҫын фирмӑра чунтан парӑнса ӗҫлет тесе калаймӑн. Мӗншӗн тесен вӑл унта ӗҫлессе те укҫашӑн ҫеҫ ӗҫлет. Библире асӑннӑ ҫынсем пирки вара мӗн калама пулать? Мӗншӗн вӗсем ыттисене чунтан парӑнса юратнӑ? Вӗсем юратмалла пулнӑран е мӗн те пулин илессишӗн мар, чӗре хистенипе ыттисене чунтан парӑнса юратнӑ. Давид ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӑл Ионафана чунтан парӑнса юратнӑ. Ионафан ашшӗ Саул Давида вӗлересшӗн пулни те Давида чарман. Ионафан вилнӗ хыҫҫӑн нумай ҫул иртсен те Давид ӑна чунтан парӑнса юратма пӑрахман — вӑл унӑн ывӑлӗшӗн, Мемфивосфейшӑн, тӑрӑшнӑ (1 Патш. 20:9, 14, 15; 2 Патш. 4:4; 8:15; 9:1, 6, 7).
8 Чунтан парӑнса юратни пирки Руфь кӗнекерен нумай пӗлме пулать. Унта ҫырса панӑ ҫынсем чунтан парӑнса юратнине мӗнле кӑтартнӑ? Тата эпир вӗсенчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?c
РУФЬ КӖНЕКЕРЕН ЭПИР ЧУНТАН ПАРӐНСА ЮРАТНИ ПИРКИ МӖН ПӖЛМЕ ПУЛТАРАТПӐР?
9. Мӗншӗн Ноеминь Иеговӑна айӑпланӑ?
9 Руфь кӗнекере Ноеминь ҫинчен, унӑн Руфь кинӗ тата Вооз ятлӑ хурӑнташӗ ҫинчен ҫырса панӑ. Израильте выҫлӑх пуҫлансан Ноеминь упӑшкипе тата икӗ ывӑлӗпе Моава куҫса кайнӑ. Унта унӑн упӑшки вилнӗ. Ывӑлӗсем авланнӑ пулнӑ, вӑхӑт иртсен вара вӗсем те вилнӗ (Руфь 1:3—5; 2:1). Ҫавӑнпа та Ноеминь хуйха ӳкнӗ. Хӑй инкек курнӑшӑн вӑл Иеговӑна та айӑпланӑ. Ноеминь акӑ мӗнле сӑмахсем каланӑ: «Мана ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа алли ҫитрӗ»; «Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ ман ҫине пысӑк хурлӑх ячӗ»; «Пурне те Тытса Тӑракан мана хӗн-асап пачӗ» (Руфь 1:13, 20, 21).
10. Ноеминь сӑмахӗсене илтсен Иегова мӗн тунӑ?
10 Ноеминь сӑмахӗсене илтсен Иегова мӗн тунӑ? Вӑл ун ҫине ҫилленнӗ-и? Ҫук, пачах урӑхла — вӑл Ноемине хӗрхеннӗ. Мӗншӗн тесен ытла та йывӑр килнӗрен ҫын хӑйне ӑссӑрла тытма пултарнине Иегова пӗлет (Еккл. 7:7, ҪТ). Ҫавӑнпа та вӑл Ноемине хӑй юратма пӑрахманни пирки шантарасшӑн пулнӑ (1 Патш. 2:8). Вара Руфе Ноемине пулӑшма хавхалантарнӑ. Руфь Ноеминьшӗн юратса тӑрӑшнӑ. Руфе пула Ноеминь Иегова хӑйне юратнине туйса илнӗ тата хӑйне лайӑхрах туйма пуҫланӑ. Руфьрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
11. Мӗншӗн эпир хуйха ӳкнисене пулӑшасшӑн?
11 Чунтан парӑнса юратни пире хуйха ӳкнисене пулӑшма хавхалантарать. Ноеминь хуйха ӳксен Руфь унпа юнашар пулнӑ. Эпир те тӑвансене юратнӑран вӗсене йывӑр килнӗ чухне вӗсемпе юнашар пуласшӑн, вӗсене пулӑшас тесе хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑвасшӑн (Ытар. 12:25; 24:10). Павел апостол та шӑп ҫапла тума хавхалантарнӑ. Вӑл: «Хуйха ӳкнисене лӑплантарӑр, вӑйсӑррисене пулӑшӑр, пур ҫыншӑн та вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр»,— тенӗ (1 Фес. 5:14).
Хуйха ӳкнӗ тӑвансене тимлӗ итлемелле (12-мӗш абзаца пӑхӑр)
12. Хуйха ӳкнисене пулӑшас тесен мӗн тумалла?
12 Хуйха ӳкнисене пулӑшас тесен мӗн тумалла? Вӗсене тимлӗ итлемелле тата хамӑр вӗсене юратни пирки шантармалла. Ан иккӗленӗр: Иегова эсир тӑвансемшӗн тӑрӑшнине куратех (Пс. 40:2). Ытарӑшсем 19:17-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Чухӑна пулӑшакан Ҫӳлхуҫана кивҫен парать, Вӑл ӑна ырӑ ӗҫӗшӗн ырӑпа тавӑрать».
Руфь хӑйӗн хунямӑшӗпе Ноеминьпе юлать, Орфа каялла Моава таврӑнать. Руфь Ноемине: «Эсӗ ӑҫта каятӑн, эпӗ те ҫавӑнта пыратӑп»,— тет (13-мӗш абзаца пӑхӑр)
13. Руфь тата Орфа хӑйсене мӗнле тытнӑ тата Руфь Ноемине чунтан парӑнса юратни мӗнрен курӑннӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
13 Ноеминьпе малалла мӗн пулса тухнинчен эпир чунтан парӑнса юратни тата мӗнрен курӑннине пӗлме пултаратпӑр. Израильте выҫлӑх пӗтнине пӗлсен Ноеминь каялла тӑван ҫӗршывне таврӑнас тенӗ, кинӗсем те унпа пӗрле пынӑ (Руфь 1:6). Ҫул ҫинче Ноеминь вӗсене виҫӗ хутчен те каялла хӑйсен тӑванӗсем патне таврӑнма хистенӗ. Орфӑпа Руфь мӗн тунӑ-ши? Библире ҫапла каланӑ: «Орфа вара хунямӑшӗпе сывпуллашнӑ та хӑйӗн халӑхӗ хушшине таврӑннӑ, Руфь хунямӑшӗпе пӗрлех юлнӑ» (Руфь 1:7—14). Орфа пирки калас пулсан, вӑл хӑйне мӗнле каланӑ, ҫапла тунӑ. Руфь вара хӑйӗн хунямӑшне хӑварас темен (Руфь 1:16, 17). Вӑл ҫакна «манӑн Ноемине пӑхмалла» тесе шутланӑран мар, ӑна юратнӑран тата уншӑн чӑнах та тӑрӑшасшӑн пулнӑран тунӑ. Ҫапла вӑл Ноемине чунтан парӑнса юратнине кӑтартнӑ. Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр?
14. а) Пӗр-пӗрне чунтан парӑнса юратнӑран тӑвансем мӗн тӑваҫҫӗ? ӑ) Еврейсем 13:16-мӗшӗ тӑрӑх, Иеговӑна мӗн савӑнтарать?
14 Чунтан парӑнса юратни пире хамӑртан ыйтнинчен те ытларах тума хавхалантарать. Туррӑн ӗҫлекенӗсем пӗр-пӗрне паллаҫҫӗ-и, палламаҫҫӗ-и,— пӗр-пӗрне чунтан парӑнса юратаҫҫӗ. Сӑмахран, ҫут-ҫанталӑк инкекӗ сиксе тухсан вӗсем хӗн курнӑ тӑвансене пулӑшма васкаҫҫӗ. Е кам та пулин пухура нушана лексен тӑвансем, вӑл хӑй ыйтмасть пулин те, ӑна укҫа-тенкӗ парса пулӑшаҫҫӗ. Туррӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсене пӗрремӗш ӗмӗрти Македонири христиансем пекех тытаҫҫӗ. Ҫав христиансем хӑйсем пуян пулман пулсан та, пӗр пек ӗненекенсене хаваспах пулӑшнӑ. Пирӗн тӑвансем пӗр-пӗрне «вӑйӗнчен ытлашши те» пулӑшма хавас (2 Кор. 8:3). Эпир пӗр-пӗрне чунтан парӑнса юратнине курса Иегова питӗ савӑнать. (Еврейсем 13:16 вуласа парӑр.)
ЧУНТАН ПАРӐНСА ЮРАТНИНЕ МӖНЛЕ КӐТАРТМАЛЛА?
15, 16. Руфь парӑнманни мӗнрен курӑннӑ?
15 Айтӑр Руфь Ноемине мӗнле пулӑшнинчен эпир мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар.
16 Ан парӑнӑр. Руфь Ноемине пулӑшу сӗнсен лешӗ ӑна йышӑнасшӑн пулман. Ҫапах та Руфь парӑнман. Вара «кинӗ хӑйӗн сӑмахӗ ҫинче хытӑ тӑнине кура, Ноеминь ӑна текех хистемен» (Руфь 1:15—18).
17. Тӑван эпир сӗнекен пулӑшӑва йышӑнмасть пулсан та, мӗншӗн эпир парӑнмастпӑр?
17 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Хуйха ӳкнӗ тӑвана пулӑшас тетпӗр пулсан, пирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла тата парӑнмалла мар. Калӑпӑр, йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ тӑван пирӗн пулӑшӑва йышӑнасшӑн мар. Ҫапах та тӑвана чунтан парӑнса юратнӑран эпир ӑна хӑвармастпӑр (Гал. 6:2). Эпир ӑна малалла та пулӑшу сӗнетпӗр тата вӑл ӑна хӑҫан та пулин йышӑнасса шанатпӑр.
18. Мӗншӗн Руфь Ноеминь ҫине кӳренме пултарнӑ?
18 Ан кӳренӗр. Вифлееме таврӑнсан Ноеминь хӑйӗн кӳршисене ҫапла каланӑ: «Кунтан кайнӑ чухне эпӗ тулли пурӑнӑҫпа тухса кайрӑм, таврӑнасса вара Ҫӳлхуҫа мана пушӑ алӑпа таврӑнмалла турӗ» (Руфь 1:21). Руфь ҫак сӑмахсене илтсен мӗн туйнӑ-ши? Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Руфь тӑван килне хӑварса Ноеминьпе вӑрӑм ҫула тухнӑ, унпа пӗрле макӑрнӑ, ӑна йӑпатнӑ, лешӗ вара «Ҫӳлхуҫа мана пушӑ алӑпа таврӑнмалла турӗ» тенӗ. Руфе ҫак сӑмахсем мӗн тери ыраттарнӑ пулӗ. Вӑл Ноеминь хӑйне хакламасть тесе шутлама пултарнӑ. Ҫапах та вӑл Ноемине хӑварман.
19. Тӑван сӑмахӗсем пире кӳрентереҫҫӗ пулсан та, хамӑра мӗнле тытмалла?
19 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Тен, эсир тӑвана пулӑшас тесе тем пек тӑрӑшатӑр, вӑл вара сире кӳрентерекен сӑмахсем калать. Вӑл каланине чӗре патне ан илӗр. Ҫав тӑван ҫине ан кӳренӗр, унран ан сивӗнӗр. Ӑна мӗнле пулӑшмаллине курас тесе Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр (Ытар. 17:17).
Старейшинӑсем Воозран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (20, 21 абзацсене пӑхӑр)
20. Руфе мӗн вӑй кӗртнӗ?
20 Пӗр-пӗр тӑвана хавхалантармаллине курсан ӑна хавхалантарӑр. Руфь Ноемине пулӑшас тесе нумай тӑрӑшнӑ, ҫавӑнпа ӑна хӑйне те хавхалантарни кирлӗ пулнӑ. Иегова ӑна Вооз урлӑ хавхалантарнӑ. Вооз Руфе ҫапла каланӑ: «Ҫак ӗҫӳшӗн сана Ҫӳлхуҫа тивӗҫлипех тӳлетӗр, эсӗ Унӑн ҫуначӗ айӗнче хӳтӗленсе тӑма килнӗ; Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри сана ҫавӑншӑн мӗн тивӗҫлине туллипех патӑр!» Ҫак сӑмахсем Руфе питӗ йӑпатнӑ. Вӑл Вооза акӑ мӗн хуравланӑ: «Эсӗ манӑн чуна йӑпатрӑн, мана — хӑвӑн чуруна — ырӑ сӑмах каларӑн» (Руфь 2:12, 13). Воозӑн ӑшӑ сӑмахӗсем Руфе вӑй кӗртнӗ, вара вӑл малалла та Ноеминьшӗн юратса тӑрӑшнӑ.
21. Исаия 32:1, 2 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, старейшинӑсем мӗн тӑваҫҫӗ?
21 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Кам ыттисене чунтан парӑнса юратать, ыттисемшӗн тӑрӑшать, ҫавсене хӑйсене те хавхалантарни кирлӗ. Руфь Ноеминьшӗн мӗнле тӑрӑшнине курса Вооз ӑна мухтанӑ. Ҫавӑн евӗрлех старейшинӑсем те тӑвансем ыттисемшӗн тӑрӑшнине курса вӗсене мухтаҫҫӗ. Вӗсен ырӑ сӑмахӗсем тӑвансене вӑй кӗртеҫҫӗ тата малалла та ыттисемшӗн юратса тӑрӑшма хавхалантараҫҫӗ. (Исаия 32:1, 2 вуласа парӑр.)
ЧУНТАН ПАРӐНСА ЮРАТНИ ПИРЕ МӖНЛЕ УСӐ ПАРАТЬ?
22, 23. Ноеминь шухӑш-кӑмӑлӗ мӗнле улшӑннӑ тата мӗншӗн? (Псалом 135:23, 26).
22 Каярахпа Вооз Ноеминьпе Руфе тырӑ панӑ (Руфь 2:14—18). Вара Ноеминь мӗн каланӑ? Вӑл: «Чӗррисене те, вилнисене те чунтан парӑнса юратакан Иегова ӑна пиллетӗр»,— тенӗ (Руфь 2:20а, ҪТ). Ноеминь шухӑш-кӑмӑлӗ пачах улшӑннӑ. Малтан вӑл куҫҫульпех «Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ ман ҫине пысӑк хурлӑх ячӗ» тенӗ. Халӗ вара савӑнса Иегова пирки «чунтан парӑнса юратакан» Турӑ тенӗ. Мӗншӗн Ноеминӗн шухӑш-кӑмӑлӗ улшӑннӑ?
23 Ноеминь Иегова хӑйне пӗрмаях пулӑшса тӑнине ӑнланса илнӗ. Моавран тухса Вифлееме ҫитичченех Иегова унпа юнашар пулнӑ. Вӑл ӑна Руфь урлӑ пулӑшса тӑнӑ (Руфь 1:16). Тата Вооз пулӑшнине пула Ноеминь Иегова ӑна хӑйне те, Руфе те юратнине курнӑ (Руфь 2:19, 20ӑ)d. Тен, вӑл ҫапла та шутланӑ: «Иегова яланах манпа юнашар пулнӑ иккен, вӑл мана нихӑҫан та хӑварман». (Псалом 135:23, 26 вуласа парӑр.) Воозпа Руфь хӑйне хӑварманшӑн Ноеминь питӗ пархатарлӑ пулнӑ пулӗ. Вӗсем юратса тӑрӑшни ӑна вӑй кӗртнӗ. Ҫакӑншӑн вара вӗсем виҫҫӗшӗ те савӑннӑ.
24. Мӗншӗн пирӗн пӗр-пӗрне чунтан парӑнса юратмалла?
24 Руфь кӗнекерен эпир мӗне вӗрентӗмӗр? Эпир тӑвансене чунтан парӑнса юрататпӑр пулсан, вӗсене хӑвармастпӑр тата вӗсене пулӑшас тесе вӗсем ыйтнинчен те нумайрах тӑватпӑр. Старейшинӑсен кам ыттисене чунтан парӑнса юратать, ҫавсене ырӑ ӗҫӗсемшӗн мухтамалла. Унсӑр пуҫне, эпир ыттисене чунтан парӑнса юрататпӑр пулсан, ҫакӑ вӗсене вӑй кӗртет, вара эпир хамӑр та питӗ савӑнатпӑр (Ап. ӗҫ. 20:35). Ыттисене чунтан парӑнса юратма вара пире мӗн хавхалантарать? Эпир Иеговӑран, «нумай ырӑлӑхлӑ» Турӑран, тӗслӗх илесшӗн тата ӑна савӑнтарасшӑн (Тух. 34:6; Пс. 32:22).
130-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне каҫарӑр
a Иегова пирӗнтен пӗр-пӗрне чунтан парӑнса юратасса кӗтет. Библире ҫырса панӑ ҫынсен тӗслӗхӗсем пире ҫакна мӗнле тумаллине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Ҫак статьяра эпир Руфь, Ноеминь тата Вооз тӗслӗхӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине курӑпӑр.
b Библин хӑш-пӗр куҫарӑвӗсенче чунтан парӑнса юратнине «ырӑлӑхлӑ» тата «хӗрхенекен» тесе куҫарнӑ. Ҫавӑнпа та ҫак статьяра илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенче «ырӑлӑхлӑ» тата «хӗрхенекен» тени чунтан парӑнса юратнине пӗлтерет.
c Ҫак статьяри шухӑшсем ытларах усӑ паччӑр тесе Руфь кӗнекери 1-мӗшпе 2-мӗш сыпӑксене вуласа тухма пулать.
d Вооз Ноеминьпе Руфе мӗнле пулӑшни ҫинчен ытларах пӗлес тесе «Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр» кӗнекери «Ырӑ хӗрарӑм» ятлӑ 5-мӗш сыпӑка вулама пулать.