Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w23 февраль 8—13 с.
  • Библи вулани сире ытларах усӑ патӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Библи вулани сире ытларах усӑ патӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ӐНЛАНАС ТЕСЕ ВУЛӐР
  • ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ ТУПАС ТЕСЕ ВУЛӐР
  • БИБЛИЕ ХӐВӐР ҪИНЕ ВИТӖМ КӲМЕ ПАРӐР
  • БИБЛИ ВУЛАНИ ТЕЛЕЙ КӲРЕТ
  • «Сӑмаха... пурнӑҫа кӗртекенсем пулӑр»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Библие вулани нумай усӑ патӑр тесен мӗн тумалла?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • «Турӑ Сӑмахӗ... витӗмлӗ»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Библи вуланинчен усӑ илсе тӑрӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
w23 февраль 8—13 с.

7-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Библи вулани сире ытларах усӑ патӑр

«Эсӗ ҫакна мӗнле ӑнланатӑн» (ЛУКА 10:26).

97-МӖШ ЮРӐ Пурнӑҫ Турӑ Сӑмахӗнчен килет

ҪАК СТАТЬЯРАa

1. Мӗншӗн Сӑваплӑ Ҫыру Иисусӑн пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ теме пулать?

ИИСУС мӗнле вӗрентнине ҫынсем ҫӑвар уҫса итленӗ пулӗ! Вӑл Сӑваплӑ Ҫырури сӑмахсене час-часах пӑхмасӑр каланӑ. Интереслӗ те, Иисус шыва кӗнӗ хыҫҫӑн каланӑ Библире ҫырса хунӑ пӗрремӗш сӑмахсем тата виличчен кӑшт маларах каланӑ хӑш-пӗр сӑмахсем Сӑваплӑ Ҫыруран илнӗ сӑмахсем пулнӑ (Сак. аст. 8:3; Пс. 30:6; Лука 4:4; 23:46)b. Сӑваплӑ ӗҫе виҫӗ ҫул ҫурӑ хушши тунӑ вӑхӑтра вӑл час-часах ыттисене Турӑ Сӑмахне вуласа панӑ, унти сӑмахсене илсе панӑ тата вӗсене ӑнлантарнӑ (Матф. 5:17, 18, 21, 22, 27, 28; Лука 4:16—20).

Ӳкерчӗксем: 1) пӗчӗк Иисус ашшӗ-амӑшне итлесе ларать; 2) ҫамрӑк Иисус ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле синагогӑра Сӑваплӑ Ҫырӑва вуланине итлесе ларать; 3) ӳссе ҫитӗннӗ Иисус чӗркем вулать.

Иисус пурнӑҫӗ тӑршшӗпех Сӑваплӑ Ҫырӑва юратнӑ тата унта мӗн ҫырнипе килӗшӳллӗн пурӑннӑ (2-мӗш абзаца пӑхӑр)

2. Мӗне пула Иисус Сӑваплӑ Ҫырӑва лайӑх пӗлсе ҫитнӗ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

2 Иисус мӗн ачаранпах Турӑ Сӑмахне вуланине итленӗ, хӑй те вуланӑ. Паллах, килте вӑл час-часах Иосифпа Мария кулленхи калаҫура Сӑваплӑ Ҫырури сӑмахсене асӑннине илтнӗ (Сак. аст. 6:6, 7)c. Иисус кашни шӑматкун хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле синагогӑна кайни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук (Лука 4:16). Унта вара вӑл Сӑваплӑ Ҫырури сӑмахсене вуланине питӗ тимлӗ итленӗ пулӗ. Вӑхӑт иртсен вӑл Турӑ Ҫырӑвне хӑех вулама пуҫланӑ. Ҫавна пула вӑл Сӑваплӑ Ҫырӑва лайӑх пӗлнӗ кӑна мар, ӑна юратма тата унта мӗн ҫырнипе килӗшӳллӗн пурӑнма пуҫланӑ. Сӑмахран, Иисус 12-ре пулнӑ чухне унпа храмра мӗн пулнине аса илӗр-ха. Вӗрентекенсем, Моисей законне питӗ лайӑх пӗлнӗскерсем, «унӑн хуравӗсенчен тата вӑл ҫав тери нумай пӗлнинчен тӗлӗннӗ» (Лука 2:46, 47, 52).

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Турӑ Сӑмахне тӑтӑшах вуласан эпир те ӑна лайӑх пӗлсе ҫитӗпӗр тата юратма пуҫлӑпӑр. Ӑна вулани ытларах усӑ патӑр тесен мӗн тумалла? Айтӑр Иисус Моисей законне пӗлекен ҫынсене, ҫав шутра закона вӗрентекенсене, фарисейсене тата саддукейсене, мӗн каланине сӳтсе явар. Вӗсем Сӑваплӑ Ҫырӑва час-часах вуланӑ, анчах та ниме те вӗренмен. Иисус вӗсене виҫӗ япала ҫине тимлеттернӗ. Унӑн сӑмахӗсем пире те пулӑшӗҫ. Эпир вӑл мӗн каланине итлесен: 1) хамӑр мӗн вуланине лайӑхрах ӑнланӑпӑр, 2) ытларах хаклӑ чӑнлӑх тупма вӗренӗпӗр тата 3) Турӑ Сӑмахне хамӑр ҫине вӑйлӑрах витӗм кӳме парӑпӑр.

ӐНЛАНАС ТЕСЕ ВУЛӐР

4. Лука 10:25—29 сӑвӑ йӗркисенчен Турӑ Сӑмахне мӗнле вуламалли ҫинчен эпир мӗн пӗлетпӗр?

4 Пирӗн Турӑ Сӑмахне ӑнланса вуламалла. Унсӑрӑн вӑл пире усӑ параймӗ. Тӗслӗхшӗн Иисус Закона питӗ лайӑх пӗлекен ҫынпа мӗн ҫинчен калаҫнине аса илер. (Лука 10:25—29 вуласа парӑр.) Ҫав арҫын ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен мӗн тумалли ҫинчен ыйтсан, Иисус Турӑ Сӑмахӗ ҫине тимлеттерсе ҫапла ыйтнӑ: «Законра мӗн ҫырнӑ? Эсӗ ҫакна мӗнле ӑнланатӑн?» Ҫав ҫын тӗрӗс хуравланӑ. Вӑл Турра тата ҫывӑх ҫынна юратмалли ҫинчен каланӑ сӑвӑ йӗркисене илсе панӑ (Лев. 19:18; Сак. аст. 6:5). Анчах кайран вӑл мӗн ыйтнине пӑхӑр-ха: «Манӑн ҫывӑх ҫын кам?» Апла пулсан, вӑл хӑй мӗн вуланине ӑнланса ҫитмен. Ҫавӑнпа вӑл ҫав сӑвӑ йӗркисемпе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине те пӗлмен.

Эпир хамӑр мӗн вуланине ӑнланма вӗренме пултаратпӑр

5. Кӗлтуни тата васкамасӑр вулани хамӑр мӗн вуланине ӑнланма мӗнле пулӑшать?

5 Турӑ Сӑмахне лайӑхрах ӑнланма ҫак канашсем пулӑшӗҫ. Вулама пуҫлас умӗн кӗлтӑвӑр. Сӑваплӑ Ҫырӑва ӑнланмашкӑн пире Иеговӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ. Ҫавӑнпа та тимлӗ пулас тесен эпир Иеговӑран святой сывлӑш ыйтма пултаратпӑр. Васкамасӑр вулӑр. Ҫакӑ хӑвӑр мӗн вуланине ӑнланма пулӑшӗ. Тен, сире Библие саспа вулама е аудиоҫыртару итлесе хӑвӑр Библи тӑрӑх йӗрлесе пыма килӗшсе кайӗ. Ҫапла эсир куҫпа та курӑр, хӑлхапа та итлӗр. Вара Турӑ Сӑмахӗ сирӗн ӑс-тӑнра та, чӗрере те юлӗ (Иис. Н. 1:8). Библи вуланӑ хыҫҫӑн та каллех кӗлтӑвӑр. Иеговӑна вӑл панӑ парнешӗн, Библишӗн, тав тӑвӑр тата мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курма пулӑшу ыйтӑр.

Ӳкерчӗксем: 1) хӗрарӑм тӑван Библи ҫине ҫыпӑҫтарса хума хут татки ҫине темскер ҫырать; 2) арҫын тӑван хӑйӗн планшечӗ ҫинче статьяри шухӑша палӑртать те заметка тӑвать; 3) хӗрарӑм тӑван JW Library приложенире Библи вуланӑ чухне хӑш-пӗр сӑмахсене палӑртать те заметка ҫырать.

Кӗскен ҫырса пыни сире хӑвӑр мӗн вуланине ӑнланма тата астуса юлма мӗнле пулӑшать? (6-мӗш абзаца пӑхӑр)

6. Библи вуланӑ чухне хӑвӑра хӑвӑр ыйтусем пани тата кӗскен ҫырса пыни мӗнле усӑ парать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

6 Акӑ тата тепӗр икӗ усӑллӑ канаш. Вуланӑ чухне хӑвӑра ыйтусем парӑр. Сӑмахран, ҫакӑн пек ыйтусем пама пулать: «Кунта тӗп сӑнарсем камсем? Кам кампа калаҫать тата мӗншӗн калаҫать? Ҫакӑнта мӗн ҫырни хӑҫан тата ӑҫта пулса иртет?» Ҫакӑн пек ыйтусем тӗп шухӑшсене тата вӗсем пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑннине курма пулӑшаҫҫӗ. Кӗскен ҫырса пырӑр. Ҫырса пынӑ чухне эпир мӗн вулани ҫинчен ытларах шухӑшлатпӑр, вара мӗн пӗлнине лайӑхрах ӑнланатпӑр. Ҫапла туни мӗн пӗлнине астуса юлма та пулӑшать. Эсир ыйтусене, хӑвӑр тӗпчесе мӗн пӗлнине, тӗп шухӑшсене, мӗн пӗлнипе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине е вулани хӑвӑрта мӗнле туйӑмсем вӑратнине ҫырса хума пултаратӑр. Ҫапла ҫырнине пула Турӑ Сӑмахӗ сирӗншӗн Иегова шӑп хӑвӑр патне ҫырнӑ ҫыру пек пулса тӑрӗ.

7. Библи вуланӑ чухне пире мӗнле лайӑх ен кирлӗ тата мӗншӗн? (Матфей 24:15).

7 Иисус Турӑ Сӑмахне ӑнланмашкӑн пире ӑнкарулӑх кирлӗ тенӗ. (Матфей 24:15 вуласа парӑр.) Ҫав ене пула эпир шухӑшсем пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине тата пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине, ҫавӑн пекех тӳрех курӑнман япаласене курма пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, Иисус каланӑ тӑрӑх, ӑнкарулӑх пире Библире пророкла каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланнине кӑтартакан событисене уйӑрса илме пулӑшать. Библи вуласа мӗн пӗлнипе туллин усӑ курас тесен те пире ҫак лайӑх ен кирлӗ.

8. Вуланӑ чухне ӑнкаруллӑ пулас тесен мӗн тумалла?

8 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ӑнкарулӑх парать. Ҫавӑнпа та ӑна кӗлтуса ҫак лайӑх ене аталантарма пулӑшу ыйтӑр (Ытар. 2:6). Хӑвӑр кӗлӗпе килӗшӳллӗн эсир мӗн тума пултаратӑр? Шутласа вулӑр. Мӗн вулани хӑвӑр пӗлекен информаципе мӗнле ҫыхӑннине палӑртӑр. Библи тӗпчемелли хатӗрсемпе, сӑмахран, «Путеводитель по публикациям Свидетелей Иеговы» хатӗрпе усӑ курӑр. Ҫав публикацисем сире вуланӑ сӑвӑ йӗркисене тата вӗсемпе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине ӑнланма пулӑшӗҫ (Евр. 5:14). Сӑваплӑ Ҫырӑва ӑнланса вулатӑр пулсан, ӑна лайӑхрах пӗлсе пырӑр.

ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ ТУПАС ТЕСЕ ВУЛӐР

9. Саддукейсем мӗнле питӗ кирлӗ вӗрентӗве йышӑнман?

9 Саддукейсем Еврей Ҫырӑвӗн пӗрремӗш пилӗк кӗнекине питӗ лайӑх пӗлнӗ. Анчах та вӗсем ҫав кӗнекесенче ҫырнӑ питӗ кирлӗ чӑнлӑхсене ӑнланасшӑн пулман. Тӗслӗхшӗн саддукейсем Иисуса вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки ыйту панине аса илӗр-ха. Вӑл вӗсене хирӗҫ ҫапла ыйтнӑ: «Эсир Моисей кӗнекинче, йӗплӗ тӗм ҫинчен каласа панӑ тӗлте, Турӑ Моисее мӗн каланине вуламан-им? Вӑл ӑна: „Эпӗ Авраам Турри, Исаак Турри тата Иаков Турри“,— тенӗ» (Марк 12:18, 26). Паллах, саддукейсем ҫав сӑмахсене темиҫе хут та вуланӑ. Анчах та Иисус панӑ ыйтуран ҫакӑ курӑнать: вӗсем питӗ кирлӗ вӗрентӗве, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки калакан вӗрентӗве, йышӑнман (Марк 12:27; Лука 20:38)d.

10. Библи вуланӑ чухне пирӗн мӗне асӑрхама тӑрӑшмалла?

10 Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Библи вуланӑ чухне пирӗн сӑвӑ йӗркисем хамӑра мӗне вӗрентнине курмалла. Пирӗн ҫиелте выртакан тӗп вӗрентӳсене кӑна мар, тарӑн пытарнӑ хаклӑ мул евӗрлӗ чӑнлӑхсемпе принципсене те асӑрхама тӑрӑшмалла.

11. 2 Тимофей 3:16, 17 сӑвӑ йӗркисем сире Библире хаклӑ чӑнлӑхсем тупма мӗнле пулӑшӗҫ?

11 Библи вуланӑ чухне хаклӑ чӑнлӑхсем тупас тесен мӗн тумалла? 2 Тимофей 3:16, 17 сӑвӑ йӗркисенче (вуласа парӑр) мӗн каланине пӑхар. Асӑрхӑр-ха, Турӑ Ҫырӑвӗ пӗтӗмпех усӑллӑ тенӗ. Вӑл: 1) вӗрентет, 2) питлет, 3) тӳрлетет тата 4) ӳкӗтлет. Эпир сайра-хутра усӑ куракан Библири кӗнекесем пирки те ҫавнах калама пулать. Вуланӑ сӑвӑ йӗркисенчен хӑвӑр мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Эсир Иегова ҫинчен, вӑл мӗн тума шухӑшласа хуни ҫинчен мӗн пӗлтӗр тата мӗнле принципсем асӑрхарӑр? Ҫак сӑвӑ йӗркисем мӗнле питлеҫҫӗ? Вӗсем сире хӑвӑрӑн япӑх енсене курма, вӗсене пӗтерме тата Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗнле пулӑшаҫҫӗ? Ҫав сӑвӑ йӗркисемпе усӑ курса тӗрӗс мар шухӑшсене, сӑмахран, ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулнӑ ҫынсен шухӑшӗсене, мӗнле тӳрлетмеллине тӗпчӗр. Унсӑр пуҫне, ҫав сӑвӑ йӗркисенче Иегова пек шухӑшлама пулӑшакан ӳкӗтлесе каланӑ сӑмахсене курма тӑрӑшӑр. Ҫак тӑватӑ канаш сире хаклӑ чӑнлӑхсем тупма пулӑшӗ, вара Библи вулани сире ытларах усӑ парӗ.

БИБЛИЕ ХӐВӐР ҪИНЕ ВИТӖМ КӲМЕ ПАРӐР

12. Мӗншӗн Иисус фарисейсенчен: «Эсир вуламан-им?» — тесе ыйтнӑ?

12 Иисус фарисейсенчен те: «Эсир вуламан-им?» — тесе ыйтнӑ (Матф. 12:1—7)e. Ҫапла вӑл вӗсем Сӑваплӑ Ҫырӑва тӗрӗс мар шухӑш-кӑмӑлпа вуланине кӑтартасшӑн пулнӑ. Ун чухне фарисейсем Иисусӑн вӗренекенӗсене вӗсем шӑматкуна пӑснӑ тесе айӑпланӑ пулнӑ. Иисус вара вӗсене хуравланӑ чухне Сӑваплӑ Ҫырури икӗ тӗслӗх ҫине тимлеттернӗ тата Осия пророкӑн сӑмахӗсене илсе панӑ. Ҫапла майпа вӑл фарисейсем шӑматкун ҫинчен калакан закона мӗншӗн панине ӑнланманнине, ҫавна пула ыттисене хӗрхенменнине кӑтартнӑ. Мӗншӗн Турӑ Сӑмахне вулани ҫав арҫынсем ҫине витӗм кӳмен? Мӗншӗн тесен вӗсем ӑна хӑйсене мӑнна хурса тата ыттисене тиркес шухӑшпа вуланӑ. Ҫакӑ вӗсене хӑйсем мӗн вуланине ӑнланма чӑрмантарнӑ (Матф. 23:23; Иоанн 5:39, 40).

13. Библие мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа вуламалла тата мӗншӗн?

13 Иисусӑн сӑмахӗсем пире Библие тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа вулама вӗрентеҫҫӗ. Фарисейсем пек пулас мар тесен пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла тата вӗренме хатӗр пулмалла, Туррӑн Сӑмахне йӑваш пулса йышӑнмалла (Иак. 1:21). Ҫапла тусан эпир ӑна хамӑр чӗре ҫине витӗм кӳме парӑпӑр. Хамӑра мӑнна хумасан тата Библие ыттисене тиркес шухӑшпа вуламасан эпир унтан мӗн каланинчен хӗрхенме тата юратма вӗренсе пырӑпӑр.

Турӑ Сӑмахне хамӑр ҫине витӗм кӳме панипе паманнине мӗнле ӑнланма пулать? (14-мӗш абзаца пӑхӑр)f

14. Библие хамӑр ҫине витӗм кӳме панипе паманни ӑҫтан курӑнать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

14 Библие хамӑр ҫине витӗм кӳме панипе паманни ӑҫтан курӑнать? Эпир хамӑра ыттисемпе мӗнле тытнинчен. Фарисейсем Турӑ Сӑмахне хӑйсен чӗри ҫине витӗм кӳме панӑ пулсан, вӗсем «айӑпсӑррисене айӑпламан» пулӗччӗҫ (Матф. 12:7). Пирӗн пирки калас пулсан та, Турӑ Сӑмахне пула хамӑр улшӑннипе улшӑнманни эпир ыттисем ҫине мӗнле пӑхнинчен тата хамӑра вӗсемпе мӗнле тытнинчен курӑнать. Сӑмахран, эпир час-часах мӗн ҫинчен калаҫатпӑр? Ыттисен ҫитменлӗхӗсем ҫинчен-и е вӗсен лайӑх енӗсем ҫинчен-и? Эпир хӗрхенекен кӑмӑллӑ-и тата каҫарма хатӗр-и е ыттисене тиркесе вӗсем ҫине кӳренсе ҫӳретпӗр-и? Хамӑра ҫапла тӗрӗслени Библие хамӑр шухӑшсем, туйӑмсем тата ӗҫсем ҫине витӗм кӳме панипе паманнине курма пулӑшать (1 Тим. 4:12, 15; Евр. 4:12).

БИБЛИ ВУЛАНИ ТЕЛЕЙ КӲРЕТ

15. Иисус Сӑваплӑ Ҫыру ҫине мӗнле пӑхнӑ?

15 Иисус Сӑваплӑ Ҫырӑва юратнӑ. Унӑн туйӑмӗсем пирки Псалом 39:9-мӗшӗнче ҫапла пророкла каланӑ пулнӑ: «Эй Туррӑм, эпӗ Санӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн, Санӑн саккуну — чӗрем варринчех». Ҫавӑнпа та Иегова ӗҫӗнче вӑл ӑнӑҫлӑ пулнӑ тата ҫак ӗҫ ӑна нумай савӑнӑҫ кӳнӗ. Библие вуласан тата ӑна юратма вӗренсен эпир те телейлӗ пулӑпӑр тата пирӗн ӗҫсем ӑнса пырӗҫ (Пс. 1:1—3).

16. Библи вулани сире ытларах усӑ патӑр тесе эсир мӗн тӑвасшӑн? («Иисусӑн сӑмахӗсем сире хӑвӑр мӗн вуланине ӑнланма пулӑшма пултараҫҫӗ» рамкӑна пӑхӑр.)

16 Иисусӑн сӑмахӗсемпе тӗслӗхӗ пире Библие вулас тӗлӗшрен лайӑхланса пыма пулӑшчӑр. Кӗлтусан, васкамасӑр вуласан, хамӑра ыйтусем парсан тата кӗскен ҫырса пырсан, эпир Турӑ Сӑмахне лайӑхрах ӑнланӑпӑр. Сӑваплӑ Ҫырӑва вуланӑ чухне ӑнкаруллӑ пулас тесе ӑна ӑнланса вулӑр тата пирӗн публикацисем тӑрӑх тӗпчӗр. Хаклӑ чӑнлӑхсем шырасан эпир Библипе, ҫав шутрах хамӑр лайӑхах пӗлмен сӑвӑ йӗркисемпе те, ӑнӑҫлӑрах усӑ курма вӗренӗпӗр. Турӑ Сӑмахне тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа вуласан вара эпир ӑна хамӑр ҫине витӗм кӳме парӑпӑр. Айтӑр ҫак статьяри канашсемпе усӑ курма тӑрӑшар. Вара Библи вулани пире ытларах усӑ парӗ, Иеговӑпа та ҫывӑхланма пулӑшӗ (Пс. 118:17, 18; Иак. 4:8).

Иисусӑн сӑмахӗсем сире хӑвӑр мӗн вуланине ӑнланма пулӑшма пултараҫҫӗ

  • Хӑвӑр мӗн вуланине ӑнланма тӑрӑшӑр тата мӗн пӗлнипе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине пӗлес тесе ӑнкарулӑх аталантарӑр (Матф. 24:15; Лука 10:25—37).

  • Хаклӑ чӑнлӑхсене шыраса тупас тесе Библие тӗплӗн тӗпчӗр (Марк 12:18—27).

  • Турӑ Сӑмахне хӑвӑр ҫине тата хӑвӑра ыттисемпе мӗнле тытни ҫине витӗм кӳме парӑр (Матф. 12:1—8).

БИБЛИ ВУЛАНӐ ЧУХНЕ...

  • мӗн вуланине ӑнланас тесен мӗн тумалла?

  • хаклӑ чӑнлӑхсем тупас тесен мӗн тумалла?

  • Турӑ Сӑмахне хӑвӑр ҫине витӗм кӳме парас тесен мӗн тумалла?

95-МӖШ ЮРӐ Чӑнлӑх ҫути ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать

a Иеговӑн пур ӗҫлекенӗ те унӑн Сӑмахне кашни кун вулама тӑрӑшать. Библие ытти ҫынсем те вулаҫҫӗ. Анчах та вӗсем хӑйсем мӗн вуланине ӑнланмасан та пултараҫҫӗ. Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра та ҫавӑн пекех пулнӑ. Хӑш-пӗр ҫынсем Сӑваплӑ Ҫырура мӗн вуланине ӑнланман. Айтӑр Иисус вӗсене мӗн каланине пӑхса тухар. Ҫакӑ пире Библи вуласа ытларах усӑ илме пулӑшӗ.

b Иисус шыва кӗнӗ чухне тата ун ҫине святой сывлӑш аннӑ чухне Турӑ ӑна хӑй ҫӗр ҫине киличчен мӗнле пурнӑҫпа пурӑннине аса илмелле тунӑ пулас (Матф. 3:16).

c Мария Сӑваплӑ Ҫырӑва лайӑх пӗлнӗ тата унти сӑмахсене илсе пама пултарнӑ (Лука 1:46—55). Иосифпа Марийӑн хӑйсем валли Сӑваплӑ Ҫырӑвӑн копине илме укҫа пулман пулӗ. Вӗсем Турӑ Сӑмахне Синагогӑра вуланине питӗ тимлӗ итлесе астуса юлма тӑрӑшнӑ пулас.

d 2013 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Приближайтесь к Богу» ярӑмри «Он Бог... живых» статьяна пӑхӑр.

e Матфей 19:4—6 сӑвӑ йӗркисенче те Иисус фарисейсенчен: «Эсир вуламан-им?» — тесе ыйтнӑ. Вӗсем Турӑ ҫынсене туни ҫинчен вуланӑ пулин те, Иегова мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланман.

f ӲКЕРЧӖК. Патшалӑх залӗнче тӗлпулу вӑхӑтӗнче аудио- тата видеоаппаратурӑшӑн яваплӑ тӑвансенчен пӗри темиҫе хут та йӑнӑшать. Пуху хыҫҫӑн арҫын тӑвансем унӑн йӑнӑшӗсем ҫине тимлеттерес вырӑнне ӑна вӑй хунӑшӑн мухтаҫҫӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр