Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w23 февраль 14—19 с.
  • «Ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр, сыхӑ тӑрӑр»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр, сыхӑ тӑрӑр»
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ТӖНЧЕРИ СОБЫТИСЕНЕ СӐНАНӐ МАЙ ӐСЛӐ-ТӐНЛӐ ПУЛӐР
  • ХАМӐРА АСӐРХАСА ТӐНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?
  • «ВӐХӐТПА ТӖРӖС УСӐ КУРӐР»
  • Мӗншӗн пирӗн сыхӑ тӑмалла?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • Сыхӑ тӑрас тӗлӗшрен Иисусран тӗслӗх илӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2012)
  • Иеговӑна кӗтсе тӑрӑр!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • Апостолсем паллӑ ҫинчен ыйтаҫҫӗ
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
w23 февраль 14—19 с.

8-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр, сыхӑ тӑрӑр»

«Ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр, сыхӑ тӑрӑр» (1 ПЕТР 5:8, ҪТ).

144-МӖШ ЮРӐ Шанчӑка куҫран ан вӗҫерт!

ҪАК СТАТЬЯРАa

1. Иисус вӗренекенӗсене пӗтес вӑхӑт ҫинчен мӗн каланӑ тата вӗсене мӗн тума хавхалантарнӑ?

ИИСУС виличчен темиҫе кун маларах унӑн тӑватӑ вӗренекенӗ унран ҫапла ыйтнӑ: «Ҫак тӗнчен юлашки кунӗсем ҫитнине мӗнле паллӑ кӑтартӗ?» (Матф. 24:3). Вӗсем Иерусалимпа унти храм кӗҫ-вӗҫ пӗтессине мӗнле ӑнланмаллине пӗлесшӗн пулнӑ пулас. Иисус хуравланӑ чухне Иудей системи ҫинчен кӑна мар, эпир пурӑнакан усал тӗнче хӑҫан пӗтесси ҫинчен те каланӑ. Ҫак тӗнче хӑҫан пӗтет-ши вара? Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫавӑ хӑш кун е хӑш сехетре пуласса никам та пӗлмест: тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, Ывӑлӗ те пӗлмест. Ҫакна Ашшӗ кӑна пӗлет». Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус вӗренекенӗсене сыхӑ тӑма хавхалантарнӑ (Марк 13:32—37).

2. Мӗншӗн пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен сыхӑ тӑмалла пулнӑ?

2 Пӗрремӗш ӗмӗрте Иудейӑра пурӑнакан христиансен сыхӑ тӑмалла пулнӑ. Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене Иудей системи пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пынине мӗнле пӗлмеллине каланӑ. Вӑл: «Иерусалима йӗри-тавра ҫарсем хупӑрласа илнине курсассӑн пӗлсе тӑрӑр: ӑна аркатса пӗтересси ҫывӑх»,— тенӗ. Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсен Иисус асӑрхаттарнине итлесе тусем ҫине тармалла пулнӑ (Лука 21:20, 21). Рим ҫыннисем Иерусалима пӗтерсен Иисуса итленисем ҫӑлӑнса юлнӑ.

3. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

3 Эпир пурӑнакан ҫак усал тӗнче кӗҫех пӗтӗ. Ҫавӑнпа пирӗн те сыхӑ тӑмалла. Ҫак статьяра эпир пӗтӗм тӗнчере мӗн пулса иртнине сӑнанӑ май ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесен мӗн тумаллине сӳтсе явӑпӑр. Унсӑр пуҫне, хамӑра хамӑр мӗнле асӑрхаса тӑмаллине тата юлнӑ вӑхӑтпа чи лайӑх майпа мӗнле усӑ курмаллине пӗлӗпӗр.

ТӖНЧЕРИ СОБЫТИСЕНЕ СӐНАНӐ МАЙ ӐСЛӐ-ТӐНЛӐ ПУЛӐР

4. Тӗнчери событисем Библире пророкла каланӑ сӑмахсемпе мӗнле ҫыхӑннипе пирӗн мӗншӗн интересленмелле?

4 Пире тӗнчери событисене сӑнама интереслӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнине кӑтартаҫҫӗ. Сӑмахран, Иисус пире Шуйттанӑн тӗнчи пӗтессине ӑнланма пулӑшас тесе паллӑсем каласа хӑварнӑ (Матф. 24:3—14). Хамӑрӑн ӗненӳ ҫирӗп пултӑр тесе Пётр апостол пире пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнине «питӗ тимлӗн» сӑнама хавхалантарнӑ (2 Петр 1:19—21, ҪТ). Библири юлашки кӗнеке ҫакӑн пек сӑмахсемпе пуҫланать: «Иисус Христос ӳлӗмхине, кӗҫех пулассине, уҫса пани — Ӑна ҫакна Турӑ Хӑйӗн чурисене кӑтартмашкӑн пӗлтернӗ» (Ӳлӗм. 1:1). Ҫавӑнпа пире тӗнчере пулса иртекен событисем тата вӗсем пророкла каланисемпе мӗнле ҫыхӑнни питӗ интереслентерет. Хӑш чухне пирӗн вӗсене кампа та пулин ҫав тери сӳтсе явас килет.

Икӗ мӑшӑр тӗнчери событисем ҫине тӗрлӗрен пӑхнине кӑтартакан ӳкерчӗксем. 1. Упӑшкипе арӑмӗ политика ертӳҫисем килӗшӳ туни ҫинчен хыпарсем пӑхса лараҫҫӗ. Каярахпа вӗсем Патшалӑх залӗнче икӗ хӗрарӑм тӑвана ҫав хыпарсем ҫинчен мӗн шутланине хӗрӳллӗн каласа параҫҫӗ. 2. Тепӗр мӑшӑр Ертсе пыракан совет кӑларнӑ видео пӑхса ларать. Каярахпа вӗсем ырӑ хыпар сармалли стенд патне пынӑ арҫынна ырӑ хыпар калаҫҫӗ.

Библири пророкла сӑмахсене сӳтсе явнӑ чухне пирӗн мӗн тумалла, мӗнрен вара пӑрӑнмалла? (5-мӗш абзаца пӑхӑр)b

5. Пирӗн мӗн тумалла, мӗнрен вара пӑрӑнмалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

5 Библире пророкла каланисене сӳтсе явнӑ чухне пирӗн малашне мӗн пуласси пирки пуҫ ватса лармалла мар. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир хамӑр сӑмахсемпе пухури пӗрлӗхе аркатасшӑн мар. Тӗслӗхрен, эпир тӗнчери пуҫлӑхсем мирпе хӑрушсӑрлӑх пултӑр тесе пӗр-пӗр хирӗҫӗве мӗнле татса памаллине сӳтсе явни ҫинчен илтме пултаратпӑр. Хӑшӗ-пӗрисем ҫак хыпар 1 Фессалоника 5:3-мӗшӗнче каланӑ пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнине пӗлтерет тесе шухӑшласа хума пултараҫҫӗ. Анчах та пирӗн Иеговӑн организацийӗ кӑларнӑ юлашки информацие пӗлмелле. Тӑвансемпе калаҫнӑ чухне унпа усӑ куратпӑр пулсан, пухура пурне те «пӗр кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшлӑ» пулма пулӑшӑпӑр (1 Кор. 1:10; 4:6).

6. 2 Петр 3:11—13 сӑвӑ йӗркисенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

6 2 Петр 3:11—13 вуласа парӑр. Пётр апостол пире Библири пророкла каланисене мӗншӗн тӗпчемеллине ӑнланма пулӑшать. Вӑл пире «Турӑ килес Куна» кӗтме хавхалантарать. Пирӗн ӑна Армагеддон «хӑш кун, хӑш сехетре» пуласса пӗлес тесе кӗтмелле-и? Ҫук, пирӗн урӑх тӗллев. Эпир юлнӑ вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курса таса пурӑнасшӑн тата хамӑр ӗҫсемпе Турра шанчӑклӑ пулнине кӑтартасшӑн (Матф. 24:36; Лука 12:40). Урӑхла каласан, эпир хамӑра тӗрӗс тытасшӑн тата Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑрса ӑна хытӑ юратнине кӑтартасшӑн. Ҫапла пултӑр тесен пирӗн хамӑра асӑрхасах тӑмалла.

ХАМӐРА АСӐРХАСА ТӐНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?

7. Хамӑра хамӑр асӑрхаса тӑни мӗне пӗлтерет? (Лука 21:34).

7 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене тӗнчери событисене ҫеҫ сӑнамалла тесе каламан. Вӑл: «Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхасах тӑрӑр»,— тенӗ. (Лука 21:34 вуласа парӑр.) Ҫакӑ мӗне пӗлтерет? Пирӗн Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аркатма пултаракан кирек мӗнле хӑрушлӑха та курма тата унран пӑрӑнма тӑрӑшмалла. Вара эпир Турӑ юратӑвне тивӗҫлӗ пулӑпӑр (Ытар. 22:3; Иуда 20, 21, ҪТ).

8. Павел апостол христиансене мӗн тума хавхалантарнӑ?

8 Павел апостол та христиансене хӑйсене асӑрхаса тӑма хавхалантарнӑ. Сӑмахран, Эфесри тӑвансем патне вӑл: «Хӑвӑра мӗнле тытнине асӑрхасах тӑрӑр: ӑссӑррисем пек мар, ӑслисем пек пулӑр»,— тесе ҫырнӑ (Эф. 5:15, 16). Шуйттан хамӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха пӗрмаях аркатма хӑтланать. Ҫавӑнпа та Библи пире: «Иеговӑн ирӗкне ӑнланма тӑрӑшӑр»,— тет (Эф. 5:17). Ҫапла тусан эпир Шуйттана хирӗҫ тӑма пултарӑпӑр.

9. Иеговӑн ирӗкне ӑнланас тесен мӗн тумалла?

9 Библире Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха мӗн-мӗн аркатма пултарнине веҫех ҫырса паман. Унта нумай ӗҫ пирки тӳррӗн нимӗн те каламан. Ҫавӑнпа та тӗрӗс йышӑну тӑвас тесен пирӗн «Иеговӑн ирӗкне» ӑнланма тӑрӑшмалла. Ҫавна тумашкӑн Турӑ Сӑмахне тӑтӑшах тӗпчемелле тата мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшламалла. Иеговӑн ирӗкне лайӑхрах пӗлсе пынӑҫемӗн тата Христос пек шухӑшлама вӗренсе пынӑҫемӗн эпир кирек мӗнле лару-тӑрура та, правило ҫук пулсан та, тӗрӗс йышӑнусем тума пултарӑпӑр (1 Кор. 2:14—16). Хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене эпир тӳрех асӑрхатпӑр, теприсене вара курма ҫӑмӑлах мар.

10. Пирӗн мӗнле хӑрушлӑхсенчен пӑрӑнмалла?

10 Сӑмахран, пирӗн ҫак хӑрушлӑхсенчен пӑрӑнмалла: якӑлтатса ҫӳрени, ӗҫкӗпе иртӗхни, тӑрана пӗлми ҫини, хӑртса калаҫни, пусмӑрпа тулнӑ вӑйӑ-кулӑ, порнографи пӑхни тата ытти те (Пс. 100:3). Пирӗн тӑшман, Шуйттан, хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене аркатма пӗрмаях майсем шырать (1 Петр 5:8). Эпир асӑрхануллӑ пулмасан вӑл пирӗн ӑс-тӑнпа чӗрере ӑмсану, ултав, ҫӑткӑнлӑх, курайманлӑх, мӑнкӑмӑллӑх тата кӳренӳ вӑррисене акма пултарать (Гал. 5:19—21). Ҫак туйӑмсем малтанах вӑйлӑ пулмасан та пултараҫҫӗ, анчах та вӗсене тымарӗпех кӑкласа кӑлармасан вӗсем пысӑк сиен кӳрӗҫ (Иак. 1:14, 15).

11. Тӳрех курӑнман хӑш хӑрушлӑхран пӑрӑнмалла тата мӗншӗн?

11 Тӳрех курӑнман хӑрушлӑхсенчен пӗри вӑл — Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсемпе ҫывӑх хутшӑнни. Ҫакӑ мӗнле пулса тухма пултарать? Калӑпӑр, эсир Иегова Свидетелӗ пулман ҫынпа ӗҫлетӗр. Эсир ҫав ҫын Свидетельсем пирки лайӑх шутлатӑр тетӗр, ҫавӑнпа та хӑвӑра унпа ыррӑн тытатӑр тата ӑна яланах пулӑшатӑр. Тен, эсир хӑш-пӗр чухне тӑхтав вӑхӑтӗнче ҫав ҫынпа пӗрле апатланатӑр. Вӑхӑт иртсен вара кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтне пӗрмаях пӗрле ирттерме пуҫлатӑр. Хӑш-пӗр чухне вӑл киревсӗр япаласем ҫинчен калаҫу тапратать, анчах та эсир калаҫӑва тӑсмастӑр. Вӑхӑт иртсен вара эсир ҫав калаҫусене хӑнӑхатӑр та вӗсем сире тек йӗрӗнтермеҫҫӗ. Пӗррехинче вӑл сире ӗҫ хыҫҫӑн пӗрле ӗҫсе-ҫиме чӗнет. Эсир килӗшетӗр. Акӑ эсир ҫав ҫын пек шухӑшлама тытӑнатӑр. Нумай та вӑхӑт иртмест, хӑвӑра пӗрле ӗҫлекен пек тытма пуҫлатӑр. Паллах, эпир пуринпе те ырӑ пуласшӑн тата вӗсене хисеплесшӗн. Анчах та ҫакна асра тытмалла: кампа эпир хамӑр вӑхӑта ирттеретпӗр, ҫавсем пирӗн ҫине вӑйлӑ витӗм кӳреҫҫӗ (1 Кор. 15:33). Айтӑр Иисусӑн сӑмахӗсене асра тытса хамӑра асӑрхасах тӑрар. Вара эпир Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнман ҫынсемпе кирлӗ мар ҫӗртенех хутшӑнмӑпӑр (2 Кор. 6:15). Эпир хӑрушлӑха курса унран пӑрӑнӑпӑр.

«ВӐХӐТПА ТӖРӖС УСӐ КУРӐР»

12. Иерусалимпа унти храм тӗп пулассине кӗтнӗ май Иисусӑн вӗренекенӗсен мӗн тумалла пулнӑ?

12 Иерусалимпа унти храм тӗп пулассине кӗтнӗ май Иисусӑн вӗренекенӗсен ним тумасӑр лармалла пулман. Иисус вӗсене ӗҫ шанса панӑ: вӗсен «Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех» ырӑ хыпар сармалла пулнӑ (Ап. ӗҫ. 1:6—8). Мӗн тери пысӑк ӗҫ! Ҫав ӗҫе пуҫӗпех путса вӗсем вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курнӑ.

13. Мӗншӗн пирӗн хамӑр вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курмалла? (Колоссӑ 4:5).

13 Колоссӑ 4:5 вуласа парӑр. Эпир хамӑра хамӑр асӑрхаса тӑратпӑр пулсан, пирӗн хамӑр вӑхӑтпа мӗнле усӑ курмаллине те асӑрхаса тӑмалла. Ҫак тӗнчере «пурте вӑхӑтран, ӑнсӑртран килет» (Еккл. 9:11). Пирӗн пурнӑҫ кӗтмен ҫӗртен татӑлма пултарать.

Хыпарсем пӑхнӑ тӑван Ертсе пыракан совет кӑларнӑ видеона пӑхнӑ хӗрарӑм тӑванпа пӗрле пӗр хӗрарӑмпа Библи вӗренеҫҫӗ. Вӗсем ӑна «Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче мӗн тӑваҫҫӗ?» текен видеона кӑтартаҫҫӗ.

Вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курмашкӑн пирӗн мӗн тумалла? (14, 15 абзацсене пӑхӑр)

14, 15. Вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курас тесен пирӗн мӗн тумалла? (Еврейсем 6:11, 12). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

14 Вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курас тесен пирӗн Иеговӑн ирӗкне туса тӑмалла тата унпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетмелле (Иоанн 14:21). Павел каланӑ пекех, пирӗн тӗреклӗ пулмалла, иккӗленмелле мар тата Туррӑн ӗҫне яланах тӑрӑшса туса тӑмалла (1 Кор. 15:58). Эпир ҫапла туса тӑрсан, вӗҫӗ ҫитсен — хамӑр пурнӑҫ вӗҫленсен-и е ҫак усал тӗнче вӗҫленсен-и — нимӗншӗн те ӳкӗнмӗпӗр (Матф. 24:13; Рим 14:8).

15 Иисус халӗ те хӑйӗн вӗренекенӗсене Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара сарма пулӑшать. Вӑл хӑйӗн сӑмахне тытать: Иеговӑн организацийӗ урлӑ вӑл пире ырӑ хыпар калама вӗрентет тата кирлӗ хатӗрсем парать (Матф. 28:18—20). Эпир вара хастаррӑн ырӑ хыпар саратпӑр тата вӗренекенсене хатӗрлетпӗр. Унсӑр пуҫне, эпир Иегова ҫак усал тӗнчене пӗтерес вӑхӑта кӗтнӗ май сыхӑ тӑратпӑр. Еврейсем 6:11, 12 сӑвӑ йӗркисенчи (вуласа парӑр) канаша итлесен, эпир хамӑр шанчӑка «вӗҫне ҫитичченех» упраса хӑварӑпӑр.

16. Эпир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

16 Иегова Шуйттанӑн тӗнчине пӗтерес куна та, сехете те палӑртса хунӑ. Ун чухне вӑл хӑйӗн Сӑмахӗнче ҫырса хунӑ ҫӗнӗ тӗнче пирки каланӑ пророкла сӑмахсене пурне те пурнӑҫлӗ. Хӑш чухне ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт вӑраххӑн килет пек туйӑнать. Анчах Иеговӑн кунӗ «пӑрахӑҫа тухмасть» (Аввак. 2:3). Ҫавӑнпа та айтӑр хамӑра ҫӑлакан Турра тӳсӗмлӗн кӗтер (Мих. 7:7).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Тӗнчери событисене сӑнанӑ май ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесен мӗн тумалла?

  • Хамӑра хамӑр асӑрхаса тӑни мӗне пӗлтерет?

  • Вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курмашкӑн мӗн тумалла?

139-МӖШ ЮРӐ Хӑвна ҫӗнӗ тӗнчери пек курсам

a Ҫак статьяра эпир ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесен тата сыхӑ тӑрас тесен мӗн тумаллине пӗлӗпӗр. Унсӑр пуҫне, хамӑра хамӑр асӑрхаса тӑмаллине тата вӑхӑтпа чи лайӑх майпа усӑ курас тесен мӗн тумаллине сӳтсе явӑпӑр.

b ӲКЕРЧӖК. Ҫӳлте. Упӑшкипе арӑмӗ хыпарсен кӑларӑмне пӑхаҫҫӗ. Тӗлпулу хыҫҫӑн вӗсем ҫав хыпарсем ҫинчен хӑйсем мӗн шутланине ыттисене хӗрӳллӗн каласа параҫҫӗ. Аялта. Арӑмӗпе упӑшки Ерсте пыракан совет пророкла сӑмахсене юлашки хутӗнче мӗнле ӑнлантарса панине пӑхса лараҫҫӗ. Ҫав мӑшӑр шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура кӑларнӑ Библие ӑнлантарса паракан публикацисене салатать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр