Усӑллӑ канашсем. Мӗн тӗпчеме пулать?
Чи малтан мӗн тӗпчеме пулать?
Пирӗн пурин те хамӑр тӗллӗн Библи тӗпчемешкӗн вӑхӑт нумаях мар. Ҫав вӑхӑтпа чи лайӑх майпа усӑ курас тесен мӗн тумалла-ши? Пӗрремӗшӗнчен, ҫителӗклӗ вӑхӑт уйӑрӑр. Нумай текст васкаса вуласа тухас вырӑнне кӑштахшар вуласа лайӑх тӗпчӗр. Ҫапла туни ытларах усӑ парать.
Иккӗмӗшӗнчен, мӗн кирлӗрех пулнине суйласа илӗр (Эф. 5:15, 16). Акӑ темиҫе канаш:
Кашни кун Библи вулӑр (Пс. 1:2). Малтанлӑха эсир «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрадӗнчи эрне хушшинче Библи вуламалли графикпа усӑ курма пултаратӑр.
Пухура комментарисем парас тесе «Хурал башнинчи» статьяна тата эрне варринче иртекен тӗлпулӑва лайӑх хатӗрленӗр (Пс. 21:23).
Вӑхӑт пур пулсан, ытти публикацисене те, сӑмахран, журналсен салатмалли кӑларӑмӗсене, jw.org сайтри статьясене вулӑр тата видеосене пӑхӑр.
Пӗр-пӗр тема суйласа илӗр те ӑна тӗпчӗр. Тен, эсир пӗр-пӗр йывӑрлӑха мӗнле татса памаллине пӗлесшӗн, хӑвӑра хумхантаракан ыйтӑвӑн хуравне тупасшӑн е Библири пӗр-пӗр шухӑша лайӑхрах ӑнланасшӑн. Мӗн тӗпчемеллине суйлас тесе jw.org сайтри «Библейские задания» уйрӑма пӑхма пулать.