16-мӗш сыпӑк
Турӑ патне мӗнле ҫывхармалла
1. Тӗрлӗ тӗнсем мӗн енчен пӗр пек?
ПӖР хӗрарӑм, Азири ҫӗршыва кайсан, Будда храмӗнче ирттерекен тӗн йӑлисенчен питӗ тӗлӗннӗ. Унта Марийӑпа Христос ӳкерчӗкӗсем пулман пулин те, нумай йӑласем хӑй ҫӳрекен чиркӗве питӗ аса илтернӗ. Вӑл, тӗслӗхрен, ӗненекенсем шӑрҫа суйланине тата хӑйсен кӗллисене юрласа вуланине асӑрханӑ. Ыттисем те ҫакӑн пек пӗрпеклӗхсене палӑртнӑ. Хӗвелтухӑҫӗнче е Хӗвеланӑҫӗнче, ӗненекен ҫынсем Турӑпа е хӑйсем пуҫҫапакан япалапа ҫывӑхланас енчен, питӗ пӗр пек.
2. Мӗн вӑл кӗлӗ тата мӗншӗн нумай ҫынсем кӗл тӑваҫҫӗ?
2 Нумай ҫын Турра кӗлӗ каласа унпа уйрӑмах ҫывӑхланасшӑн. Кӗлӗ тесе Турӑ, святойсем патне чӗнсе калани теҫҫӗ. Анчах хӑшпӗр ҫынсем Турра унран мӗн те пулин илес тесе кӑна кӗл тӑваҫҫӗ. Тӗслӗхрен, пӗррехинче пӗр арҫын Иегова Свидетелӗнчен ыйтнӑ: «Эсир маншӑн кӗл тусан, манӑн ҫемьери, ӗҫри тата сывлӑхпа ҫыхӑннӑ пӗтӗм ыйтусем пӗтеҫҫӗ-ши?» Арҫын ҫавӑн ҫине шаннӑ пулмалла, анчах нумай ҫынсем кӗл тӑваҫҫӗ, ыйтӑвӗсем вара татса памасӑрах юлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ыйту тухса тӑрать: мӗн тума пирӗн Турӑпа ҫывӑхланмалла?
МӖН ТУМА ТУРӐПА ҪЫВӐХЛАНМАЛЛА
3. Пирӗн хамӑрӑн кӗлӗсене кам патне ямалла тата мӗншӗн?
3 Кӗлӗ — ниме те пӗлтермен йӑла мар, тата Турӑран мӗн те пулин илмелли мел те мар. Пирӗн Турӑпа ҫывӑхланмалли тӗп сӑлтавсенчен пӗри — унпа ҫывӑх хутшӑнусенче пуласси. Ҫавӑнпа пирӗн хамӑрӑн кӗлӗсене Иегова Турӑ патне ямалла. «Хӑйне чӗнекенсене... Турӑ пурне те ҫывӑх тӑрать»,— тесе ҫырнӑ Псалом юрлакан Давид (Псалом 144:18). Иегова хӑйпе мирлешме сӗнет (Исаия 1:18). Ҫак сӗнӗве итлекенсем Псалом юрлаканӑн сӑмахӗсемпе килӗшеҫҫӗ, вӑл каланӑ: «Турӑ патне ҫывӑхарни маншӑн ырӑлӑх!» Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иегова Турӑпа ҫывӑхланакансем чӑн-чӑн телей тата чун лӑпкӑлӑхне тупаҫҫӗ (Псалом 72:28).
4, 5. а) Турра кӗл туни мӗншӗн кирлӗ? б) Кӗлӗ пулӑшнипе пирӗнпе Турӑ хушшинче мӗнле хутшӑнусем пулаҫҫӗ?
4 Пире мӗн кирлине пирӗн Атте эпир Унтан ыйтичченех пӗлсе тӑрать пулсан, мӗн тума пирӗн Турра кӗл тумалла? (Матфей 6:8; Псалом 138:4). Кӗлӗ эпир Турра ӗненнине, тата ӑна «пур аван япалан та, пур чӑн пысӑк ырӑлӑхӑн та» Ҫӑлкуҫӗ тесе шутланине кӑтартать (Иаков 1:17; Еврейсем 11:6). Иегова пирӗн кӗлӗсене хапӑл тусах йышӑнать (Ытарлӑн каланисем 15:8). Кашни ашшӗнех ачи тав туни савӑнтарнӑ пекех, ӑна та чӗререн тав туни тата мухтани савӑнтарать (Псалом 118:108). Ашшӗпе ывӑлӗ хушшинчи хутшӑнусем лайӑх пулсан, вӗсен калаҫӑвӗсем ӑшӑ кӑмӑллӑ пулаҫҫӗ. Хӑйне юратнине туякан ача яланах ашшӗпе калаҫасшӑн. Ҫавнах пирӗнпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусем пирки те калама пулать. Эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлнине чӑннипех хаклатпӑр тата унӑн юратӑвне упратпӑр пулсан, пирӗн хамӑрӑн туйӑмсене кӗлӗре уҫса парас вӑйлӑ туртӑм пулать (1 Иоанн 4:16—18).
5 Эпир Ҫӳлти Турӑпа калаҫнӑ чух пирӗн хисеплӗ пулмалла, апла пулсан та пирӗн сӑмахсем мӗн таран тӗрӗс пулнишӗн ытлашши пӑшӑрханма кирлӗ мар (Еврейсем 4:16). Эпир яланах Иеговӑна кӗл тума пултаратпӑр. Кӗлӗре «чӗрӳнте мӗн пуррине Турӑ умӗнче каласа пани»,— мӗн тери пысӑк чыс! (Псалом 61:9). Иегова умӗнче пархатарлӑ пулни ӑшӑ кӑмӑллӑ хутшӑнусене ҫул уҫса парать, ҫавӑн пек хутшӑнусем унӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗпе Авраампа — «Туррӑн тусӗпе» — пулнӑ (Иаков 2:23). Анчах Ҫут тӗнчене Тытса Тӑраканпа кӗлӗре калаҫнӑ чух пирӗн вӑл мӗн тума ыйтнине пӑхӑнмалла.
ТУРӐ ПАТНЕ ҪЫВХАРАКАНСЕН МӖН ТУМАЛЛА
6, 7. Турӑ пирӗн кӗлӗсене итленӗшӗн укҫа ыйтмасть пулин те, кӗлӗ тӗлӗшӗнчен мӗн ыйтать вӑл пирӗнтен?
6 Турӑпа ҫывӑхланас тесен укҫа кирлӗ-и? Нумай ҫынсем, вӗсемшӗн кӗл туччӑр тесе, священниксене тӳлеҫҫӗ. Мӗн чухлӗ нумайтарах тӳлӗҫ, ҫавӑн чухлӗ вӗсен кӗллисене хӑвӑртрах илтӗҫ, тесе ӗненеҫҫе хӑшпӗрисем. Анчах та Турӑ Сӑмахӗ, Иеговӑпа кӗлӗре калаҫас тесе, тӳлемелле темест. Пулӑшу панӑшӑн тата кӗлле пула ҫитнӗ пиллӗхсемшӗн вӑл нимӗн те ыйтмасть (Исаия 55:1, 2).
7 Мӗн кирлӗ-ха вара? Чӗрери кӑмӑл-туйӑмсем тӗрӗс пулни питӗ кирлӗ (2 Паралипоменон 6:29, 30; Ытарлӑн каланисем 15:11). Иегова Турӑ «кӗл тунине илтнине» тата «Хӑйне шыракансене Вӑл ырӑлӑх кӑтартса тавӑрнине» пирӗн пӗтӗм чӗререн ӗненмелле (Псалом 64:3; Еврейсем 11:6). Пирӗн ҫавӑн пекех йӑваш пулмалла (4 Патшалӑх 22:19; Псалом 50:19). Иисус Христос пӗр тӗслӗхре Турӑ патне йӑвашшӑн кӗл тӑвакан мытарь мӑнкӑмӑллӑ фарисейрен тӳрӗрех пулнине кӑтартнӑ (Лука 18:10—14). Турра кӗл тунӑ чух пирӗн Турӑ умӗнче мӑнкӑмӑллӑ чӗрелли кашниех йӗрӗнчӗк пулнине асра тытмалла (Ытарлӑн каланисем 16:5).
8. Турӑ пирӗн кӗлӗсене йышӑнтӑр тесен, пирӗн мӗнрен тасалмалла?
8 Турӑ пирӗн кӗлӗсене хурав патӑр тесен, пирӗн ҫылӑхлӑ ӗҫсем тӑвассине пӑрахас пулать. Иаков вӗренекен ыттисене Турӑ патне ҫывхарма хавхалантарнӑ чух хушса каланӑ: «Ей ҫылӑхлӑ ҫынсем, аллӑрсене тасатӑр, ей иккӗленекенсем, кӑмӑлӑрсене тӳрлетӗр» (Иаков 4:8). Ҫылӑх тӑвакансем те, ӳкӗнеҫҫӗ тата ӗлӗк мӗнле пурӑннӑ пек пурӑнма пӑрахаҫҫӗ пулсан, Иеговӑпа лайӑх хутшӑнусем тупма пултараҫҫӗ (Ытарлӑн каланисем 28:13). Эпир хамӑрӑн ӗҫсене йӗркене кӗртнӗ пекки кӑна тусан, Иегова пире йышӑнасса шанаймастпӑр. «Туррӑн куҫӗ тӳрӗ ҫынсем ҫинче, Унӑн хӑлхи вӗсем кӗлтунӑ енче; усал тӑвакансене ҫӗр ҫинчен пӗтерес тесе Турӑ вӗсем ҫине пӑхса тӑрать»,— тесе каланӑ Турӑ Сӑмахӗнче (1 Петр 3:12).
9. Пирӗн Иеговӑпа кам урлӑ ҫывхармалла тата мӗншӗн?
9 Библи тӳррӗн калать: «Ҫӗр ҫинче ырӑ туса ҫылӑха кӗмен ҫын ҫук» (Екклесиаст 7:20, СК). Ҫавӑнпа, тен, эсӗ ыйтатӑн: Иегова Турӑпа мӗнле ҫывхармалла-ха вара? Библи хуравлать: «Кам та пулин ҫылӑха кӗрсен, Атте Турӑ умӗнче пирӗн хута кӗрекен тӳрӗ Иисус Христос пур» (1 Иоанн 2:1). Эпир ҫылӑхлӑ ҫынсем пулсан та, Турӑ патне пирӗншӗн вилнӗ Иисус Христос урлӑ пӗр чӑрмавсӑр ҫывхарма пултаратпӑр (Матфей 20:28). Пӗр ун урлӑ кӑна эпир Иегова Турӑ патне ҫывхарма пултаратпӑр (Иоанн 14:6). Пӗлсе тӑрсах ҫылӑха кӗрсе, Иисусӑн ҫӑлакан парни ҫине ҫӑмӑлттайӑн пӑхмалла мар пирӗн (Еврейсем 10:26). Анчах та эпир пӗтӗм вӑя хурса япӑх ӗҫсем тӑвас мар тенӗ ҫӗртрех ҫылӑха кӗрсен, ӳкӗнсе Турӑран каҫару ыйтма пултаратпӑр. Эпир ӑна йӑвашшӑн кӗл тӑватпӑр пулсан, вӑл пире илтет (Лука 11:4).
ТУРӐПА КАЛАҪНИ ХӐҪАН ВӐХӐТЛӐ
10. Кӗл тунӑ чух эпир Иисусран мӗнле тӗслӗх илме пултаратпӑр, тата хӑҫан Турра хамӑр ятран кӗл туни вырӑнлӑ?
10 Иисус хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене питӗ хакланӑ. Турӑпа кӗлӗре калаҫма вӑл ятарласа вӑхӑт уйӑрнӑ (Марк 1:35; Лука 22:40—46). Эпир Иисусран тӗслӗх илсе, яланах Турра кӗл туни лайӑх (Рим 12:12). Куна кӗлӗрен пуҫлани вырӑнлӑ, тата ҫавӑн пекех ҫывӑрас умӗн пурӑнса ирттернӗ куншӑн Иеговӑна тав туни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. Кун каҫа Иеговӑпа «кирек хӑш вӑхӑтра та» калаҫма тӑрӑш (Ефес 6:18). Иегова пире илтме пултарнине пӗлсе, хамӑр ӑшра та кӗл тума пултаратпӑр. Турӑпа хамӑр калаҫни пирӗнпе ун хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетет, тата, унсӑр пуҫне, Иеговӑна кулленех кӗл туни пире унпа тата ҫывӑхланма пулӑшать.
11. а) Мӗншӗн пӗтӗм ҫемьепе кӗл тумалла? б) Кӗлӗ вӗҫӗнчи «аминь» сӑмах мӗне пӗлтерет?
11 Иегова ҫавӑн пекех ҫынсен ушкӑнӗшӗн каланӑ кӗлӗсене те илтет (3 Патшалӑх 8:22—53). Эпир Турӑпа пӗтӗм ҫемьипе калаҫма пултаратпӑр, ун пек чухне кӗлле ҫемье пуҫлӑхӗ калать. Ҫакӑ ҫемьери ҫыхӑнусене ҫирӗплетет, тата, унсӑр пуҫне, ачасем ашшӗпе амӑшӗ Турра йӑвашшӑн кӗл тунине илтсен, вӗсем Иегова чӑнах пуррине ӗненме пуҫлаҫҫӗ. Кам та пулин ҫынсен ушкӑнӗшӗн, тӗслӗхрен, Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗнче, кӗл тунӑ чух мӗн тумалла? Эпир пухура пулсан, кӗлле тимлӗн итлер те вӗҫӗнче пӗтӗм чӗререн «аминь» тесе калар, вӑл «ҫапла пултӑр» тенине пӗлтерет (1 Коринф 14:16).
ИЕГОВА ИЛТЕКЕН КӖЛӖСЕМ
12. а) Турӑ хӑшпӗр кӗлӗсене мӗншӗн хуравламасть? б) Мӗншӗн кӗлӗсенче хамӑр ҫинчен кӑна шутламалла мар?
12 Хӑшпӗрисене, вӗсем Турра Христос урлӑ кӗл тусан та, Иегова вӗсен кӗллисем ҫине хурав памасть пек туйӑнать. Анчах Иоанн апостол каланӑ: «Ӑна юрӑхлине кирек мӗн ыйтсан та Вӑл пире итлет» (1 Иоанн 5:14). Ҫапла вара, пирӗн Турӑ ирӗкӗпе мӗн килӗшсе тӑни ҫинчен ыйтмалла. Вӑл пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пултӑр тесе интересленни пирки пирӗн ҫав енчен мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавӑн пирки ыйтни вырӑнлӑ. Ӳт-пӳне мӗн кирли ҫинчен кӑна шухӑшлас туртӑмпа кӗрешмелле пирӗн. Тӗслӗхрен, чирлӗ пулнӑ вӑхӑтра ӑслӑ-тӑнлӑ та ҫирӗп кӑмӑллӑ пуласси ҫинчен ыйтни вырӑнлӑ пулсан та, ҫапах та сывлӑхшӑн пӑшӑрханни христианла тӗллевсене хупласа хумалла мар (Псалом 40:2—4). Пӗр христианка пӗррехинче хӑйӗн сывлӑхӗ ҫинчен ҫав тери нумай шухӑшланине асӑрханӑ, ҫавӑнпа вӑл Иеговӑран хӑйӗн чирӗ ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшма ыйтнӑ. Юлашкинчен сывлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусем ӑна ҫав териех пӑшӑрхантарма чарӑннӑ та, вӑл «ытла пысӑк хӑват» илнине туйнӑ (2 Коринф 4:7). Вӑл ыттисене Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ парас енчен тата ытларах пулӑшасшӑн пулнӑ та ҫавӑнпа Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа вӗрентес тесе хӑйӗн пӗтем вӑхӑтне пама пуҫланӑ.
13. Матфей 6:9—13-мӗшӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, мӗн ҫинчен кӗл туни вырӑнлӑ?
13 Кӗлӗсем Турра юрӑхлӑ пулччӑр тесен, вӗсене мӗн кӗртме пулать? Иисус Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗл тума вӗрентнӗ. Матфей 6:9—13-мӗшӗнче ҫырса хунӑ тӗслӗх кӗллинче вӑл мӗн ҫинчен кӗл тумаллине пӗтӗмлетсе панӑ. Хамӑрӑн кӗлӗсенче ытларах мӗн ҫине тимлесе пахмалла? Чи пӗрремӗшӗ — Иегова Турӑ ячӗ тата унӑн Патшалӑхӗ ҫине. Ҫавӑн пекех куллен мӗн кирли ҫинчен ыйтни вырӑнлӑ пулӗччӗ. Унсӑр пуҫне, ҫылӑхсене каҫарма, астаракан япаласенчен хӑтарма тата усалтан — сатана — хӳтӗлеме ыйтни питӗ кирлӗ. Иисус пире ҫак кӗлле юрласа вулаттарасшӑн е унӑн пӗлтерӗшӗ ҫинчен ним шухӑшламасӑр ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен калаттарасшӑн пулман (Матфей 6:7). Ашшӗпе калаҫнӑ чух ачи пӗр пек сӑмахсем кӑна каласа тӑрсан, мӗнле калаҫу пулӗччӗ вӑл?
14. Ыйтнисемсӗр пуҫне пирӗн хамӑрӑн кӗлӗсене мӗн кӗртмелле?
14 Тархасланипе чӗререн ыйтнисӗр пуҫне, кӗлӗсенче пирӗн Турра мухтамалла тата тав тумалла (Псалом 33:2; 91:2; 1 Фессалоники 5:18). Эпир урӑххисемшӗн те кӗл тума пултаратпӑр. Пирӗнпе пӗрле Турра пуҫҫапакан христиансем инкеке лексен е хӗсӗрленине тӳссен, вӗсемшӗн кӗл туни эпир вӗсемшӗн тӑрӑшнине кӑтартать, ҫакна Иегова ырлать (Лука 22:32; Иоанн 17:20; 1 Фессалоники 5:25). Ҫакӑн пирки Павел апостол ҫырнӑ: «Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр; кӗлтунӑ чух та, ыйтнӑ чух та кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр, вара Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑхне Христос Иисус урлӑ парса, сирӗн кӑмӑлӑрсене, сирӗн шухӑшӑрсене сыхласа усрӗ» (Филиппы 4:6, 7).
ЯЛАНАХ КӖЛӖРЕ ПУЛ
15. Пирӗн кӗлӗсем ҫине хурав ҫук пек туйӑнсан, мӗне асра тытмалла?
15 Эсӗ Турӑ ҫинчен пӗлӳ илсе тӑратӑн пулин те, хӑшпӗр чух эсӗ хӑвӑн кӗллӳсем хуравсӑр юлнӑ пек туйма пултаратӑн. Ҫакӑ пӗр-пӗр кӗлӗ ҫине хуравлама Туррӑн хӑй вӑхӑчӗ ҫитмен пирки пулма пултарать (Екклесиаст 3:1—9). Иегова темӗнле вӑхӑт хушши ним улӑштармасӑрах хӑварма пултарать, ҫапах та вӑл тӗрӗссипе кӗлӗсене хуравлать тата ҫакна тума хӑҫан лайӑхрах пулнине пӗлет (2 Коринф 12:7—9).
16. Мӗншӗн пирӗн яланах кӗлӗре пулмалла, тата ҫакӑ пирӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене мӗнле тивет?
16 Яланах кӗлӗре пулнипе эпир Турра мӗн калани пирӗншӗн мӗн таран хаклине кӑтартатпӑр (Лука 18:1—8). Тӗслӗхрен, эпир Иеговӑран пӗр-пӗр ҫитменлӗхе ҫӗнтерме пулӑшу ыйтма пултаратпӑр. Ҫакӑн ҫинчен яланах кӗл тунипе тата хамӑр ыйтнипе килӗшӳллӗ туса пынипе эпир хамӑр мӗн таран тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнине кӑтартатпӑр. Кӗлӗре пирӗн тӳррӗн каламалла тата уҫӑ кӑмӑллӑ пулмалла. Мӗн те пулин астарма пуҫласан, питӗ вӑйлӑ кӗл туни уйрӑмах кирлӗ пире (Матфей 6:13). Кӗл туса тата хамӑрӑн ҫылӑхлӑ туртӑмсене чарса тӑма тӑрӑшса, эпир Иегова пире мӗнле пулӑшнине курӑпӑр. Ҫакӑ ӗненӗве тата Иеговӑпа пирӗн хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетет (1 Коринф 10:13; Филиппы 4:13).
17. Яланах кӗлӗре пулни Туррӑн ӗҫӗнче мӗнле пулӑшать?
17 Иегова Туррӑн таса ӗҫӗнче яланах кӗлӗре пулни, эпир ҫак ӗҫе хамӑр вӑйпа тӑвайманнине кӑтартать. Вӑл Иегова пулӑшнипе кӑна пулса пырать (1 Коринф 4:7). Ҫакна ӑнланатпӑр пулсан, эпир йӑваш пулатпӑр тата ҫапла майпа пирӗнпе ун хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплететпӗр (1 Петр 5:5, 6). Ҫапла, пирӗн яланах кӗлӗре пулма пур сӑлтав та пур. Пирӗн тӳрӗ кӑмӑллӑ кӗлӗсем тата хамӑрӑн юратакан ҫӳлти Аттепе мӗнле ҫывӑхланмалли ҫинчен калакан питӗ паха пӗлӳ пире чӑн-чӑн телейлӗ тӑваҫҫӗ.
ИЕГОВӐПА ХУТШӐННИ ПӖР ЕНЛӖ КӐНА МАР
18. Эпир Турра мӗнле итлеме пултаратпӑр?
18 Иегова пирӗн кӗлӗсене илттӗр тесен, пирӗн хамӑрӑн та ӑна итлемелле (Захария 7:13). Вӑл халӗ ҫынсемпе хӑй хавхалантарнӑ пророксем урлӑ калаҫмасть тата, паллах, ҫакӑн валли спиритизмпа та усӑ курмасть (Саккуна астутарни 18:10—12). Ҫапах та Турра эпир унӑн Сӑмахне, Библине, вӗреннӗ чух итлеме пултаратпӑр (Рим 15:4; 2 Тимофей 3:16, 17). Тен, сывлӑхшӑн усӑллӑ апат-ҫимӗҫ патне чун туртӑмне аталантарнӑ пекех, пирӗн «таса сӑмах сӗтне юратмалла». Библи апатне ҫиес кӑмӑла Турӑ Сӑмахне кашни кун вуласа аталантар (1 Петр 2:2, 3; Апостолсен ӗҫӗсем 17:11).
19. Мӗншӗн Библире мӗн вулани ҫинчен тарӑннӑн шухӑшлани усӑллӑ?
19 Библире мӗн вулани ҫинчен тарӑннӑн шухӑшла (Псалом 1:1—3; 76:12, 13). Вуланин пӗлтерӗшне ӑнланса илме тӑрӑш. Ҫакӑ вӑл апат йышӑннипе пӗрех. Библи апатне эсӗ ху мӗн вуланине малтан мӗн пӗлнипе ҫыхӑнтарса йышӑнма пултаратӑн. Эсӗ мӗн пӗлнипе хӑвӑн пурнӑҫунта мӗнле усӑ курма пултарасси е унта Иеговӑн паха енӗсем тата вӑл хӑйне мӗнле тытни ҫинчен мӗн калани пирки тарӑннӑн шухӑшла. Ҫапла, хӑв вӗренсе пырса эсӗ Иегова паракан Библи апатне йышӑнма пултаратӑн. Ҫакӑ сана Турӑпа ҫывӑхлатать тата кулленхи ыйтусене татса пама пулӑшать.
20. Христиан пухӑвӗн тӗлпулӑвӗсене ҫӳрени пире Турӑпа мӗнле ҫывӑхлатать?
20 Израильтянсем Турӑ Законне пӗтӗм халӑх умӗнче вуланине итлеме пухӑннӑ пекех, эсӗ те унӑн Сӑмахне христиан пухӑвӗн тӗлпулӑвӗсенче сӳтсе явнине тимлӗн итлесе, Турӑпа ҫывӑхланма пултаратӑн. Вӗсен вӗрентекенӗсем, вуланине ҫынсем ӑнланччӑр тата хӑйсен пурнӑҫӗнче усӑ курччӑр тесе, Закона ӑнлантарса панӑ. Ҫакӑн пек вӗрентӳсем савӑнӑҫ патне илсе пынӑ (Неемия 8:8, 12). Ҫапла вара, Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗн тӗлпулӑвӗсене яланах ҫӳреме тӑрӑш (Еврейсем 10:24, 25). Ҫакӑ сана Турӑ ҫинчен пӗлӳ илме тата ҫавӑн пекех унпа хӑвӑн пурнӑҫунта усӑ курма пулӑшать, ку вара сана телей кӳрет. Пӗтӗм тӗнчери христиансен тӑванлӑхӗ сана Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусенче юлма пулӑшать. Эсӗ Турӑ халӑхӗ хушшинче шанчӑклӑ хӳтлӗх тупма пултарнине эпир тепӗр сыпӑкра курӑпӑр.
ХӐВӐН ПӖЛӲСЕНЕ ТӖРӖСЛЕ
Мӗншӗн санӑн Иеговӑпа ҫывӑхланмалла?
Турӑпа ҫывӑхланас тесен, мӗн кирлӗ?
Эсӗ хӑвӑн кӗллӳсене мӗн кӗртме пултаратӑн?
Мӗншӗн яланах кӗлӗре пулмалла?
Паянхи кун Иеговӑна мӗнле итлеме пулать?
[157-мӗш страницӑри страниципех ӳкерчӗк]