1-мӗш урок
Турӑ мӗн тума ыйтнине мӗнле пӗлмелле
Библире мӗнле кирлӗ пӗлӳсем пур? (1)
Библи авторӗ кам? (2)
Мӗншӗн Библие тӗпчес пулать? (3)
1. Библи — Туррӑн хаклӑ парни. Ӑна юратакан ашшӗ ачисем патне ҫырнӑ ҫырупа танлаштарма пулать. Библире Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑх пур: кам вӑл тата унӑн нормисем мӗнле. Унта йывӑрлӑхсене мӗнле ҫӗнтермеллине тата чӑн-чӑн телей мӗнле тупмаллине ӑнлантарса панӑ. Турра мӗнле юрӑхлӑ пулмаллине унтан кӑна пӗлме пулать (Псалом 1:1—3; Исаия 48:17, 18).
2. Библие пирӗн эрӑчченхи 1513-мӗш ҫултан пуҫласа 1600 ҫул хушши 40 яхӑн тӗрлӗ ҫын ҫырнӑ. Библи 66 кӗнекерен тӑрать. Ӑна ҫыракансене Турӑ хавхалантарнӑ. Вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене мар, унӑн шухӑшӗсене ҫырса пынӑ. Ҫавӑнпа та Библи Авторӗ — ҫын мар, пӗлӗтре пурӑнакан Турӑ (2 Тимофей 3:16, 17; 2 Пётр 1:20, 21).
3. Библие пӗр улӑштармасӑр ҫырса илччӗр тата вӑл сыхланса юлтӑр тесе Турӑ тӑрӑшнӑ. Библие питӗ нумай пичетлесе кӑларнӑ, унӑн тиражӗ ытти пур кӗнекесен тиражӗсенчен те ирттерет. Эсӗ Библи вӗреннӗшӗн пурте хавас пулмӗҫ, анчах никама та хӑвна чӑрмантарма ирӗк ан пар. Хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах санӑн ӗмӗрлӗх пуласлӑху Турра пӗлсе пынипе унӑн ирӗкне пурнӑҫласа пынинчен килет (Матфей 5:10—12; Иоанн 17:3).