2-МӖШ СЫПӐК
Юратакан Турӑ янӑ ҫыру
САНА мӗнле кӗнеке пуринчен ытла килӗшет? ~ Хӑш-пӗр ачасене чӗрчунсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем килӗшеҫҫӗ. Теприсем нумай ӳкерчӗклӗ кӗнекесене юратаҫҫӗ. Ҫакӑн пек кӗнекесене вулама питӗ интереслӗ.
Анчах та мӗн пур кӗнекесенчен чи лайӑххисем — Турӑ ҫинчен чӑннине калаканнисем. Вӗсенчен пӗри чи хакли шутланать. Пӗлетӗн-и, вӑл мӗнле кӗнеке? ~ Ку Библи.
Мӗншӗн Библи питӗ кирлӗ кӗнеке? ~ Мӗншӗн тесен вӑл Турӑ кӗнеки. Унта Турӑ ҫинчен тата вӑл пире мӗн лайӑххине туса парасси ҫинчен каланӑ. Унта Турра савӑнтарас тесен хамӑра мӗнле тытмалли ҫинчен те ҫырса панӑ. Библи пирки Туррӑн ҫырӑвӗ теме пулать.
Турӑ Библие пӗлӗтре ҫырма, унтан вара ӑна ҫынсене парнелеме пултарнӑ. Анчах та вӑл ҫавӑн пек туман. Вӑл Библин ытларах пайне ҫӗр ҫинчи хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫырма шанса панӑ, апла пулин те вӗсем унӑн шухӑшӗсенех ҫырнӑ.
Турӑ ҫынсене хӑйӗн шухӑшӗсене мӗнле пӗлтернӗ-ха? ~ Атя шухӑшласа пӑхар. Радиопа камӑн та пулин сассине илтсен эпир ҫав ҫын пирӗнтен питӗ аякра пулма пултарнине пӗлетпӗр. Эпир телевизорпа ытти ҫӗршывсенче пурӑнакан ҫынсене курма тата вӗсем калаҫнине илтме пултаратпӑр.
Ҫынсем космос карапӗпе Уйӑх ҫине те вӗҫсе кайма тата унтан Ҫӗр ҫине хыпарсем яма пултараҫҫӗ. Эсӗ ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ-и? ~ Ҫакна ҫынсем тума пӗлеҫҫӗ пулсан, Турӑ пӗлӗтрен хыпар яма пултараймасть-им вара? ~ Пултарать, паллах! Ҫакна вӑл ҫынсем радиопа телевизора шухӑшласа кӑлариччен чылай маларах тунӑ.
Турӑ калаҫнӑ ҫынсенчен пӗри Моисей ятлӑ пулнӑ. Моисей Турра курма пултарайман, вӑл унӑн сассине кӑна илтнӗ. Унпа пӗрле Турӑ сассине миллион-миллион ҫын илтнӗ. Ҫав самантра аслати авӑтнӑ, ҫиҫӗм ҫиҫе пуҫланӑ тата ту чӗтреннӗ. Ҫынсем Турӑ хӑй калаҫнине ӑнланса илнӗ. Вӗсем питӗ хӑраса кайнӑ та Моисее тархаслама тытӑннӑ: «Пирӗнпе Турӑ ан калаҫтӑрччӗ, пирӗн вилес марччӗ». Каярахпа Моисей Турӑ мӗн каланине пӗтӗмпех ҫырса хунӑ. Паян ҫав сӑмахсене эпир Библире вулама пултаратпӑр (Тухни 20:18—21).
Моисей Библири малтанхи пилӗк кӗнекине ҫырнӑ. Анчах та Библие вӑл кӑна ҫырман. Турӑ ҫак ӗҫе 40-е яхӑн арҫынна шанса панӑ. Ҫав ҫынсем тахҫанах пурӑннӑ тата Библие ҫырса пӗтериччен питӗ нумай вӑхӑт иртнӗ. Ҫапла, ҫакна тума 1 600 ҫула яхӑн кирлӗ пулнӑ. Тата чи тӗлӗнтерекенни вӑл — ҫав ҫынсенчен хӑш-пӗрисем пӗр-пӗринпе нихӑҫан та тӗл пулман, апла пулин те вӗсем мӗн ҫырнисем пӗтӗмпех килӗшсе тӑраҫҫӗ.
Турӑ Библи ҫырма шанса панӑ ҫынсенчен хӑш-пӗрисем питӗ паллӑ ҫынсем пулнӑ. Моисей пӗр вӑхӑт хушши кӗтӳҫӗ пулнӑ пулсан та, каярахпа вӑл Израиль халӑхӗн ертӳҫи пулса тӑнӑ. Соломон патша пулнӑ, вӑл ҫав вӑхӑтра ҫӗр ҫинчи чи ӑслӑ та чи пуян ҫын пулнӑ. Анчах та Библие ҫыракансем пурте паллӑ ҫынсем пулман. Сӑмахран, Амос смоква йывӑҫӗсене пӑхнӑ.
Библи ҫыракансенчен тепри тухтӑр пулнӑ. Пӗлетӗн-и, вӑл мӗн ятлӑ? ~ Лука. Ҫавӑн пекех куланай пухакан пулнӑ. Унӑн ячӗ — Матфей. Пӗр ҫыраканӗ вара иудей тӗнӗн саккунне питӗ лайӑх пӗлнӗ. Библири нумай кӗнекене вӑл ҫырнӑ. Вӑл мӗн ятлине пӗлетӗн-и? ~ Ӑна Павел тесе чӗннӗ. Иисусӑн тепӗр икӗ вӗренекенӗ Пётрпа Иоанн вара пулӑҫӑсем пулнӑ.
Ҫав ҫынсенчен чылайӑшӗ Турӑ пуласлӑхра мӗн тӑвасси ҫинчен ҫырнӑ. Анчах та мӗн пулса иртессе вӗсем мӗнле пӗлнӗ-ха? ~ Ҫакӑн ҫинчен вӗсене Турӑ пӗлтернӗ.
Иисус, Аслӑ Вӗрентекен, ҫӗр ҫине киличченех Библин ытларах пайне ҫырнӑ пулнӑ. Аса ил-ха, Аслӑ Вӗрентекен чи малтан пӗлӗтре пурӑннӑ. Вӑл Турӑ мӗн тунине пурне те курнӑ. Библи Турӑран пулнине вӑл ӗненнӗ-и? ~ Паллах, ӗненнӗ!
Ҫынсене Туррӑн ӗҫӗсем ҫинчен каланӑ чухне Иисус Библирен вуласа панӑ. Хӑш-пӗр чухне вӑл Библири сӑмахсене пӑхмасӑр каланӑ. Унсӑр пуҫне, Иисус Турӑ мӗн калас тенине питӗ нумай пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ: «Хама Яракантан мӗн илтнине ҫеҫ калатӑп» (Иоанн 8:26). Иисус Турӑран нумай вӗреннӗ, мӗншӗн тесен вӑл унпа пӗрле пӗлӗтре пурӑннӑ. Эпир вара Иисус мӗн каланине ӑҫта вуласа пӗлме пултаратпӑр? ~ Библире. Пире Иисусӑн сӑмахӗсене вулаттарас тесе вӗсене пурне те ҫырса хунӑ.
Паллах ӗнтӗ, Турӑ суйласа илнӗ ҫынсем хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫырнӑ. Библин ытларах пайне еврей чӗлхипе ҫырнӑ пулнӑ, хӑшӗ-пӗрисене — арамей чӗлхипе, ытти пайне — грек чӗлхипе. Ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫав чӗлхесене пӗлмен пирки Библие ытти чӗлхесене куҫарнӑ пулнӑ. Паян Библин уйрӑм пайӗсене 2 500 ытла чӗлхепе вулама пулать. Шухӑшласа пӑх-ха, ҫакӑ мӗн тери нумай! Библи вӑл — Турӑ кирек ӑҫта пурӑнакан ҫынсем патне ҫырнӑ ҫыру. Ӑна ытти чӗлхесене хуть мӗн чухлӗ куҫарсан та, вӑл пурпӗр Турӑ кӗнекиех пулать.
Библире мӗн ҫырнине пӗлни питӗ кирлӗ. Ҫак кӗнекене ӗлӗк-авалах ҫырнӑ пулин те, унта хальхи вӑхӑтра мӗн пулса иртни ҫинчен каласа панӑ. Ҫавӑн пекех унта Турӑ ҫывӑх пуласлӑхра мӗн тӑвасси ҫинчен ҫырнӑ. Мӗн тери савӑнӑҫлӑ хыпар! Вӑл пире тӗлӗнмелле лайӑх шанчӑк парать.
Библирен эпир Турра савӑнтарас тесен мӗнле пурӑнмаллине те пӗлетпӗр. Унта мӗн лайӑххине, мӗн япӑххине ӑнлантарса панӑ. Ҫакна пӗлни пурне те кирлӗ: сана та, мана та. Библире хӑйсене тӗрӗс мар тытнӑ ҫынсем ҫинчен тата вӗсемпе мӗн пулса тухни ҫинчен каласа панӑ. Ҫакӑ пурте пире ҫав ҫынсем лекнӗ инкексенчен пӑрӑнма пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех унта хӑйсене тӗрӗс тытнӑ ҫынсем ҫинчен тата ҫакӑ вӗсене мӗнле усӑ пани ҫинчен ҫырса панӑ. Чӑнах та, Библире мӗн ҫырни пурте питӗ усӑллӑ.
Анчах та Библи пире усӑ патӑр тесен пӗр ыйтӑвӑн хуравне пӗлмелле: Библие пире кам панӑ? Эсӗ мӗнле хуравланӑ пулӑттӑн? ~ Тӗрӗс, Библие пире Турӑ панӑ. Пирӗн вара хамӑр чӑннипех ӑслӑ пулнине мӗнле кӑтартмалла? ~ Пирӗн Турра итлемелле тата вӑл пире мӗн тума хушнине пурне те тумалла.
Пирӗн Библие пӗрле вулама вӑхӑт уйӑрмаллах. Хамӑр юратакан ҫынран ҫыру илсен, эпир ӑна темиҫе хут та вуласа тухатпӑр. Вӑл пирӗншӗн питӗ хаклӑ-ҫке. Библи пирки те ҫавнах калама пулать, мӗншӗн тесен ҫак кӗнеке — пире питӗ хытӑ Юратаканӑн ҫырӑвӗ. Вӑл — юратакан Туррӑн ҫырӑвӗ.
Халӗ, тархасшӑн, Библи вӑл чӑнах та пире усӑ кӳме ҫырнӑ Турӑ Сӑмахӗ пулнине кӑтартакан ҫак сӑвӑ йӗркисене вула: Рим 15:4; 2 Тимофей 3:16, 17 тата 2 Петр 1:20, 21.
[17-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Турӑ ҫынсемпе питӗ инҫетрен калаҫма пултарнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
[19-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Библи ҫырнӑ ҫак ҫынсем мӗн ятлӑ?
[20-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Библирен эсӗ мӗне вӗренме пултаратӑн?