Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • gf 10 урок, 16—17 с.
  • Чӑн тӗне мӗнле тупма пулать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Чӑн тӗне мӗнле тупма пулать
  • Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
  • Ҫавнашкал материал
  • Турра юрӑхлӑ тӗн
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Суя тӗне ан йышӑн!
    Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
  • Чӑн тӗне мӗнле тупмалла?
    Туррӑн ырӑ хыпарӗ
  • Турра мӗнле тӗрӗс пуҫҫапмалла?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
Ытларах пӗлӗр
Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
gf 10 урок, 16—17 с.

10-МӖШ УРОК

Чӑн тӗне мӗнле тупма пулать

Эсӗ Турӑ тусӗ пуласшӑн пулсан, санӑн Турӑ ырлакан тӗне тытса пымалла. «Тӗрӗс пуҫҫапакансем» Турра «чӑнлӑхпа» килӗшӳллӗн пуҫҫапӗҫ тесе каланӑ Иисус (Иоанн 4:23, 24). Турра пуҫҫапмалли пӗр тӗрӗс май кӑна пур (Ефес 4:4—6). Чӑн тӗн ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пырать, суя тӗн вара вилӗм патне (Матфей 7:13, 14).

Several men observe one of Jehovah’s Witnesses in their neighborhood

Чӑн тӗне эсӗ ӑна тытса пыракан ҫынсене сӑнаса пӗлме пултаратӑн. Иегова — ырӑ Турӑ, ҫавӑнпа та ӑна чӑн ӗненекенсем ырӑ чунлӑ ҫынсем пулмалла. Лайӑх апельсин йывӑҫӗн ҫимӗҫӗсем — лайӑх апельсинсем, ҫавӑн пекех чӑн тӗнӗн ҫимӗҫӗсем — лайӑх ҫынсем (Матфей 7:15—20).

Иеговӑн тусӗсем Библине чӗререн хисеплеҫҫӗ. Вӗсем Библине Турӑ панине пӗлеҫҫӗ. Унта мӗн каланине хӑйсен пурнӑҫне ертсе пыма, хӑйсен ыйтӑвӗсене татса пама тата хӑйсене Турӑ ҫинчен пӗлме пулӑшма ирӗк параҫҫӗ вӗсем (2 Тимофей 3:16). Вӗсем хӑйсем мӗне вӗрентнипе килӗшӳллӗ пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.

Иеговӑн тусӗсем пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ. Иисус ҫынсене юратнине вӗсене Турӑ ҫинчен вӗрентнипе тата чирлисене сыватнипе кӑтартнӑ. Чӑн тӗне тытса тӑракансем ҫавӑн пекех ыттисене юратнине кӑтартаҫҫӗ. Иисус пекех вӗсем чухӑн ҫынсем ҫине е урӑх наци ҫыннисем ҫине хӑйсене мӑнна хурса пӑхмаҫҫӗ. Ҫынсем унӑн вӗренекенӗсене пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ тесе каланӑ Иисус (Иоанн 13:35).

Туррӑн тусӗсем Туррӑн ятне — Иегова — хисеплеҫҫӗ. Сана кам та пулин ятран чӗнме килӗшмест пулсан, вӑл санӑн чи ҫывӑх тус пулӗ-ши? Ҫук! Пирӗн тус пур пулсан, эпир ӑна ятран чӗнетпӗр тата ун ҫинчен ыттисене лайӑххине калатпӑр. Ҫавӑн пекех кам Турӑ тусӗ пуласшӑн, унӑн ӑна ятран чӗнмелле тата ун ҫинчен ыттисене каласа кӑтартмалла. Иегова пире ҫавӑн пек тутарасшӑн (Матфей 6:9; Рим 10:13, 14).

Иисус пекех, Турӑ тусӗсем ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентеҫҫӗ. Турӑ Патшалӑхӗ — вӑл ҫӗре Рай туса хуракан пӗлӗтри правительство. Турӑ тусӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ҫак ырӑ хыпара ыттисене каласа параҫҫӗ (Матфей 24:14).

Иегова Свидетелӗсем Туррӑн тусӗсем пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем Библине хисеплеҫҫӗ тата пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ. Вӗсем ҫавӑн пекех Турӑ ячӗпе усӑ кураҫҫӗ, ӑна хисеплеҫҫӗ тата ыттисене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентеҫҫӗ. Халӗ ҫӗр ҫинче чӑн тӗне Иегова Свидетелӗсем тытса пыраҫҫӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр