20-МӖШ СЫПӐК
Эсӗ яланах малта пуласшӑн-и?
ЯЛАНАХ малта пулма тӑрӑшакан ҫынсене эсӗ курнӑ-и? ~ Тен, вӗсем черетре пӗрремӗш пулас тесе хирӗнсех кӗрсе каяҫҫӗ. Эсӗ ҫавӑн пеккине асӑрханӑ-и? ~ Аслӑ Вӗрентекен аслисем те ҫавӑн пек тунине курнӑ. Вӗсем чи лайӑх вырӑнсене йышӑнасшӑн пулнӑ. Иисуса вара ҫавӑ килӗшмен. Ҫавӑ мӗнле пулса иртнине атя пӗлер.
Библире Иисуса пӗр фарисей килне апат ҫиме чӗнни ҫинчен каланӑ. Ҫав фарисей тӗн ертӳҫи пулнӑ. Ҫурта кӗрсен Иисус ытти хӑнасем хӑйсем валли чи лайӑх вырӑнсем суйланине асӑрхама пуҫланӑ. Ҫавӑнпа вӑл килнисене пурне те пӗр тӗслӗх илсе панӑ. Сана каласа парас-и? ~
Иисус каланӑ: «Сана пӗр-пӗр ҫын туя чӗнсен, эсӗ малти вырӑна кӗрсе ан лар». Пӗлетӗн-и, мӗншӗн Иисус ҫапла каланӑ? ~ Вӑл тата та хисеплӗрех хӑна килме пултарать тенӗ. Ун чухне, ҫак ӳкерчӗкре кӑтартнӑ пек, кил хуҫи пырӗ те калӗ: «Ху вырӑнна ҫак ҫынна ларт-ха». Ҫав самантра хӑна хӑйне мӗнле туйӗ? ~ Ӑна намӑс пулӗ, унӑн пурин умӗнче кайри вырӑна кайса ларма тивет вӗт.
Иисус чи лайӑх вырӑн йышӑнни килӗшӳллӗ мар тенӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Хӑвна хӑнана чӗнсен, эсӗ чи кайри вырӑна кӗрсе лар, вара кил хуҫи сан патна пырӗ те калӗ: „Тусӑм! тӗпелерех иртсе лар“. Сана вара хӑвӑнпа пӗрле ларакансем умӗнче хисеп пулӗ» (Лука 14:1, 7—11).
Эсӗ ӑнлантӑн-и, мӗншӗн Иисус ҫак ытарӑша каласа панӑ? ~ Мӗншӗнне пӗлме сана пӗр тӗслӗх каласа парӑп. Чарӑнӑва автобус пырса ҫитрӗ тейӗпӗр, унта вара пушӑ вырӑнсем ҫукпа пӗрех. Ватӑ ҫын вырӑнсӑр юлма пултарнине пӑхмасӑрах, эсӗ тӗккеленсех хӑвӑн валли вырӑн йышӑнма хыпаланӑн-и? ~ Ҫакӑ Иисуса килӗшӗ-и? ~
Анчах та хӑшӗ-пӗри эпир хамӑра кирек мӗнле тытсан та Иисусшӑн пурпӗрех теме пултарать. Эсӗ вара мӗнле шутлатӑн? ~ Иисус фарисей килӗнче хӑнара пулнӑ чухне хӑнасем хӑйсем валли мӗнле вырӑнсем суйланине сӑнаса тӑнӑ. Эппин, эпир хамӑра мӗнле тытни Иисусшӑн пурпӗрех-ши? ~ Халӗ Иисус пӗлӗтре, ҫавӑнпа вӑл пурне те питӗ лайӑх курса тӑрать.
Пӗр-пӗр ҫын пӗрмаях пӗрремӗш пулма ӑнтӑлать пулсан, ҫакӑ пӑтӑрмахсем ҫеҫ кӑларса тӑратать. Ҫакӑ ялан тенӗ пекех тавлаштарать тата ҫынсене ҫиллентерет. Ҫакӑн пекки ачасем автобуспа ӑҫта та пулин кайнӑ чухне пулса тухма пултарать. Алӑксем уҫӑлсанах пурте автобуса чи малтан кӗме васкаҫҫӗ. Кашниех кантӑк умӗнчи чи лайӑх вырӑна йышӑнма тӑрӑшать. Анчах ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерме пултарать? ~ Ҫапла, тавлашассипе кӳренесси патне.
Яланах малта пулас килни нумай инкек кӳме пултарать. Ҫакӑн пек кӑмӑла пула Иисусӑн апостолӗсем те тавлашнӑ. Ҫак кӗнекере, 6-мӗш сыпӑкра вӗсем хӑшӗ чи асли пирки тавлашни ҫинчен каланӑччӗ ӗнтӗ. Иисус мӗн тунӑ-ха? ~ Ҫапла, вӑл вӗсене тӳрлетнӗ. Анчах каярахпа вӗсем каллех тавлашма пуҫланӑ. Ҫакӑ мӗнле пулса иртнине атя пӗлер.
Иисус хӑйӗн апостолӗсемпе тата ытти ҫынсемпе Иерусалима кайма тухнӑ. Ҫавӑн чухне Иисус Иерусалима юлашки хут каять. Вӑл вӗренекенӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен нумай каласа панӑ ӗнтӗ, халӗ вара Иаковпа Иоанн ҫав Патшалӑхра чаплӑ вырӑн мӗнле йышӑнасси тата Иисуспа пӗрле патшасем пуласси ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем мӗн ҫинчен ӗмӗтленнине амӑшне, Саломийӑна, калаҫҫӗ (Матфей 27:56; Марк 15:40). Вӗсем Иерусалима кайнӑ чухне вара Саломия Иисус патне пырать те пуҫне тайса темӗскер ыйтать.
«Сана мӗн кирлӗ?» — тет Иисус. Саломия калать: «Манӑн хамӑн икӗ ывӑлӑма санӑн Патшалӑхунта пӗрне санран сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лартас килет». Анчах та Иаковпа Иоанн хӑйӗн амӑшӗ урлӑ мӗн ыйтнине ытти вунӑ апостол та каярахпа пӗлнӗ. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, вӗсем хӑйсене мӗнле туйнӑ-ши? ~
Тӗрӗс, вӗсем Иаковпа Иоанн ҫине питӗ ҫилленнӗ. Ҫавӑнпа та Иисус апостолсене пурне те лайӑх канаш панӑ. Иисус каланӑ: «Халӑхсен пуҫлӑхӗсем хуҫаланма юратаҫҫӗ тата сумлӑ ҫынсем пек курӑнасшӑн. Вӗсем ыттисем хӑйсене пӑхӑнса тӑччӑр тесе пысӑк вырӑн йышӑнма ӑнтӑлаҫҫӗ. Анчах та ман хыҫҫӑн пыракансен апла пулмалла мар». Унтан ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр хушшӑрта асли пулас теекенӗ сирӗн тарҫӑр пултӑр». Вӑт ҫапла! (Матфей 20:20—28.)
Пӗлетӗн-и, чура мӗнле ӗҫсем тӑвать? ~ Чура ыттисемшӗн тӑрӑшать, ыттисем хӑйӗншӗн мӗн те пулин тӑвасса кӗтмест. Вӑл яланах пӗчӗк, хисепсӗр вырӑнта. Вӑл хӑйне нихӑҫан та чи аслӑ ҫын пек тытмасть. Иисус вара пуринчен малта пулас текенсен хӑйсене чура пек тытмалла тенӗ.
Ҫакӑ вара пире мӗнле пырса тивет? ~ Чура хӑйӗн хуҫипе кам чи лайӑх вырӑна ларасси пирки тавлашма пуҫлӗччӗ-ши? Е малтан кам апат ҫиесси пирки тавлашӗ-и? Эсӗ мӗнле шутлатӑн? ~ Иисус ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, чура яланах хуҫин кӑмӑлне мала хурать (Лука 17:7—10).
Ҫавӑнпа яланах малта пулма тӑрӑшас вырӑнне пирӗн мӗн тумалла? ~ Ҫапла, пирӗн чурасем пек пулма тӑрӑшмалла. Апла пулсан, ыттисен кӑмӑлне мала хумалла. Ҫакӑ эпир хамӑр пирки ыттисенчен чаплӑрах тесе шутламаннине пӗлтерет. Сан шутпа, ҫакна мӗнле кӑтартма пулать-ши? ~ Атя ҫак кӗнекери 40-мӗш тата 41-мӗш страницӑсене уҫар та ыттисемшӗн тӑрӑшни мӗне пӗлтернине пӑхар.
Аса ил-ха, Аслӑ Вӗрентекен ыттисене хӑйӗнчен асла хунӑ тата ҫынсемшӗн тӑрӑшнӑ. Хӑйӗн апостолӗсемпе ирттернӗ юлашки каҫ Иисус чӗркуҫленсе ларса вӗсен урисене ҫунӑ. Унран тӗслӗх илетпӗр пулсан, эпир Аслӑ Вӗрентекене те, унӑн Ашшӗне Иегова Турра та савӑнтарӑпӑр.
Ыттисене хамӑртан асла хума хавхалантаракан тата темиҫе сӑвӑ йӗркине атя вулар; Лука 9:48; Рим 12:3 тата Филиппӑ 2:3, 4.
[107-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Пур чухне те малта пулма тӑрӑшакансене эсӗ курнӑ-и?
[108, 109-мӗш страницӑсенчи ӳкерчӗксем]
Чи лайӑх вырӑн йышӑнакан ҫынсем ҫинчен каласа панӑ чухне Иисус мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ?
[110-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Саломия Иисуса мӗн тума ыйтнӑ тата ҫавӑн хыҫҫӑн мӗн пулса тухнӑ?