Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lr 42 сыпӑк, 217—221 с.
  • Мӗншӗн ӗҫлемелле?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Мӗншӗн ӗҫлемелле?
  • Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫавнашкал материал
  • Хӑвӑн ӗҫӳнте ыррине кур
    «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»
  • Иисус пирки мӗншӗн Аслӑ Вӗрентекен теме пулать?
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Иоанн Иисуса шыва кӗртет
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Аслӑ Вӗрентекен ыттисемшӗн тӑрӑшать
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
lr 42 сыпӑк, 217—221 с.

42-МӖШ СЫПӐК

Мӗншӗн ӗҫлемелле?

САНА ытларах мӗн тума килӗшет: выляма-и е ӗҫлеме? ~ Вылянинче ним япӑххи те ҫук. Библире Иерусалим пирки «ҫак хула урамӗсем выляса ҫӳрекен арҫын ачасемпе, хӗрачасемпе тулӗҫ» тенӗ (Захария 8:5).

Аслӑ Вӗрентекене ачасем вылянине пӑхма килӗшнӗ. Ҫӗр ҫине киличченех вӑл каланӑ: «Эпӗ Ун ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ... Ун умӗнче вӗҫӗмсӗр хавасланса тӑнӑ». Асӑрха-ха, Иисус пӗлӗтре Иеговӑн лайӑх ӗҫлекенӗ, е ӳнерҫи, пулнӑ. Вӑл ҫавӑн пекех каланӑ: «Этем ывӑлӗсемпе хӗпӗртерӗм». Ҫапла, эпир каланӑччӗ ӗнтӗ, Аслӑ Вӗрентекен ҫынсемпе, ҫав шутра ачасемпе те, питӗ интересленнӗ (Ытарӑшсем 8:30, 31).

Эсӗ мӗнле шутлатӑн, пӗчӗк чухне Иисус вылянӑ-ши? ~ Вылянӑ паллах. Пӗлӗтре Иисус лайӑх ӗҫлекен пулнӑ, ҫӗр ҫинче вара вӑл ӗҫленӗ-и? ~ Иисус пирки «каскалакан ывӑлӗ» тенӗ. Ӑна хӑйне те «каскалакан» тесе чӗннӗ. Ҫакӑ мӗн ҫинчен калать-ха? ~ Иисуса тӑван ывӑлне пӑхнӑ пекех пӑхса ӳстернӗ Иосиф ӑна сӗтел-пукан тума вӗрентнӗ пулӗ. Ҫавӑнпа Иисус та каскалакан пулса тӑнӑ (Матфей 13:55; Марк 6:3).

Иисус хӑйӗн ӗҫне мӗнле туса тӑнӑ? ~ Вӑл пӗлӗтре ӑста ӳнерҫӗ пулнӑ пулсан, ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне те лайӑх каскалакан пулма пултарнӑ паллах, ҫапла вӗт? ~ Анчах та сӗтел-пукан тума вӑл вӑхӑтра ҫӑмӑл пулман. Иисуса вӑрман касма, йывӑҫсем йӑвантарма, вӗсене пӑчкӑпа татма, унтан киле илсе кайма тивнӗ. Ун хыҫҫӑн унӑн сӗтелсем, саксем тата ытти нумай япала ӑсталаса тумалла пулнӑ.

Эсӗ мӗнле шутлатӑн, Иисуса ҫак ӗҫ килӗшнӗ-ши? ~ Сана ыттисем валли хитре сӗтел-пукан тума килӗшнӗ пулӗччӗ-и? ~ Библире «этем хӑйӗн ӗҫӗпе савӑнса-киленсе пурӑнни» лайӑх тенӗ. Ӗҫлени хӑйне евӗрлӗ савӑнӑҫ парать, вылянӑ чухне ҫавнашкал савӑнӑҫпа савӑнаймӑн (Екклесиаст 3:22).

Ӗҫлени ӑс-тӑншӑн та, ӳт-пӳшӗн те усӑллӑ. Ачасенчен нумайӑшӗ телевизор умӗнче ҫеҫ лараҫҫӗ е видеовӑйӑсем выляҫҫӗ. Вӗсем мӑнтӑрланса каяҫҫӗ те вӑй-халӗ чакать. Вӗсене чӑннипех телейлӗ ҫынсем теме ҫук. Вӗсем ытти ҫынсене те телей кӳмеҫҫӗ. Телейлӗ пулас тесен вара мӗн тумалла-ха? ~

Ҫак кӗнекен 17-мӗш сыпӑкӗнче эпир пӑхса тухнӑччӗ ӗнтӗ, ыттисене пулӑшни тата пани пире телейлӗ тӑвать (Апостолсен ӗҫӗсем 20:35). Иегова телейлӗ Турӑ. Ытарӑшсенче каланӑ тӑрӑх, Иисус «Ун умӗнче вӗҫӗмсӗр хавасланса тӑнӑ». Мӗншӗн Иисус телейлӗ пулнӑ? ~ Вӑл пӗр сӑлтавне кӑтартнӑ: «Манӑн Аттем Хӑй ӗҫне халичченех тӑвать, Эпӗ те тӑватӑп» (Иоанн 5:17).

Иисус пурнӑҫ тӑршшӗпех каскалакан ӗҫне туман. Иегова ӑна ҫӗр ҫинче урӑх ӗҫ тума хушнӑ. Пӗлетӗн-и, ӑна мӗнле ӗҫ панӑ? ~ Иисус каланӑ: «Манӑн ытти хуласенче те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермелле: Мана ҫавӑншӑн янӑ» (Лука 4:43). Иисус ырӑ хыпар сарнӑ чухне хӑш-пӗр ҫынсем ӑна ӗненнӗ те унӑн сӑмахӗсене ыттисене каласа панӑ. Самари хӗрарӑмӗ те ҫавнашкалах тунӑ, эсӗ ӑна ҫакӑнти ӳкерчӗкре курма пултаратӑн (Иоанн 4:7—15, 27—30).

Иисус хӑйне шанса панӑ ӗҫе мӗнле кӑмӑлпа тунӑ-ха? Ӑна ҫав ӗҫ килӗшнӗ-ши? ~ Иисус каланӑ: «Манӑн апатӑм — Мана Яраканӑн ирӗкне тӑвасси, Унӑн ӗҫне туса ҫитересси» (Иоанн 4:34). Эсӗ хӑв юратнӑ апата ҫинӗ чухне савӑнатӑн-и? ~ Ҫакӑ сана Иисус хӑйне Турӑ шанса панӑ ӗҫе мӗн таран хытӑ юратнине ӑнланма пулӑшать.

Турӑ пире ӗҫлеме хӑнӑхса пынӑ май телейлӗ пулса тӑмалла тунӑ. Вӑл этем «хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе савӑнни» эпӗ панӑ парне тет. Ҫавӑнпа та эсӗ пӗчӗкренех ӗҫлеме хӑнӑхатӑн пулсан, санӑн пурнӑҫу савӑнӑҫлӑ та интереслӗ пулӗ (Екклесиаст 5:18).

Ҫакӑ ачасен аслисен ӗҫне тумаллине пӗлтермест. Анчах ачасем те ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Санӑн аҫу-аннӳ ҫемьене тӑрантарас тата пурӑнма вырӑн пултӑр тесе кашни кунах ӗҫе ҫӳрет, укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илет. Эсӗ, паллах, килте ӗҫлеме те нумай вӑй кирлине пӗлетӗн, киле тирпейлӗ те илемлӗ тума чылай тӑрӑшмалла вӗт.

Эсӗ килтисене мӗнпе пулӑшма пултаратӑн? ~ Сӑмахран, эсӗ сӗтел хатӗрлеме, савӑт-сапа ҫума, ҫӳп-ҫап илсе тухса пӑрахма, хӑвӑн пӳлӗмне тирпей кӳме тата теттесене хӑйсен вырӑнне хума пултаратӑн. Ҫапла туса эсӗ килтисене пысӑк пулӑшу паратӑн.

Ҫакӑн пек ӗҫ мӗншӗн усӑллине атя пӑхса тухар. Вылянӑ хыҫҫӑн теттесене вырӑна кайса хумалла. Ҫакӑ мӗншӗн кирлине пӗлетӗн-и? ~ Ун чухне кил тирпейлӗ пулать. Тата ҫакӑ инкек-синкекрен пӑрӑнма пулӑшать. Шухӑшласа пӑх-ха, эсӗ теттесене пуҫтармасан мӗн пулса тухма пултарать. Аннӳ пӳлӗме кӗрсен пӗр-пӗр теттерен такӑнма пултарать. Аллинче мӗн те пулин пулсан вара аннӳ ӳксе вӑйлӑ ҫапӑнасси те пулӗ. Тен, ӑна больницӑна илсе кайма та тивӗ. Ҫакӑ хӑрушӑ, ҫапла мар-и? ~ Апла пулсан, вылянӑ хыҫҫӑн теттесене вырӑна хуни пурне те усӑ парать.

Анчах ачасен ӗҫлемешкӗн тепӗр май та пур. Ку шкулта вӗренни. Шкулта эсӗ вулама вӗренетӗн. Хӑш-пӗр ачасене вулама килӗшет, теприсене вара вулама вӗренмешкӗн йывӑр. Малтанлӑха вулама йывӑр пек туйӑнсан та, каярахпа эсӗ лайӑх вулама вӗреннӗшӗн савӑнӑн. Мӗн чухлӗ интереслине пӗлме пултарнине эсӗ хальлӗхе пӗлместӗн-ха! Эсӗ Турӑ кӗнекине, Библие, хӑвах вулама пултаратӑн. Ҫавӑнпа шкулта лайӑх вӗренсен эсӗ нумай пиллӗх илӗн, килӗшетӗн-и? ~

Хӑшӗ-пӗрисем вара пӗрмаях ӗҫрен пӑрӑнасшӑн ҫӳреҫҫӗ. Тен, эсӗ ҫавӑн пек ҫынсене пӗлетӗн. Анчах та Турӑ пире тӑвасса та ӗҫлесе пурӑнмалла тунӑ, ҫавӑнпа пирӗн ӗҫе юратма вӗренмелле. Аслӑ Вӗрентекен ӗҫлеме питӗ юратнине астӑватӑн-и? ~ Уншӑн ҫакӑ тутлӑ апат пекех пулнӑ. Вӑл мӗн тунӑ-ха? ~ Вӑл ыттисене Иегова Турӑ ҫинчен тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илес тесен мӗн тумаллине каласа панӑ.

Пире ӗҫе юратма акӑ мӗн пулӑшӗ. Хӑвӑнтан ҫак ӗҫе мӗншӗн тумалла-ха тесе ыйт? Ҫав ӗҫе туни мӗншӗн кирлине пӗлсен ӑна тума ҫӑмӑлтарах, кирек мӗнле ӗҫ хушсан та, вӑл пысӑк-и е пӗчӗк-и, ӑна тӑрӑшса ту. Ун чухне эсӗ, Аслӑ Вӗрентекен пекех, хӑвӑн ӗҫӳпе савӑнма пултаратӑн.

Библи пире лайӑх ӗҫлекен пулса тӑма пулӑшать. Ытарӑшсем 10:4; 22:29; Екклесиаст 3:12, 13 тата Колоссӑ 3:23 вула.

[217-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Пӗлӗтре пурӑннӑ чухне Иисуса мӗн савӑнтарнӑ?

[218-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]

Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисус мӗнле ӗҫсем тунӑ?

[221-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Вылянӑ хыҫҫӑн хӑвӑн теттесене мӗншӗн вырӑнне хумалла?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр