Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • fg 6 урок, 1—5 ыйтусем
  • Вилнӗ ҫынсен мӗнле шанчӑк пур?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Вилнӗ ҫынсен мӗнле шанчӑк пур?
  • Туррӑн ырӑ хыпарӗ
  • Ҫавнашкал материал
  • Вилнӗ ҫывӑх ҫынсемпе мӗн пулать?
    Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
  • Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Вилнӗ ҫывӑх ҫынсем валли чӑн-чӑн шанчӑк
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Вилнӗ ҫывӑх ҫынсен мӗнле шанчӑк пур?
    Вилнӗ ҫывӑх ҫынсен мӗнле шанчӑк пур?
Ытларах пӗлӗр
Туррӑн ырӑ хыпарӗ
fg 6 урок, 1—5 ыйтусем

6-МӖШ УРОК

Вилнӗ ҫынсен мӗнле шанчӑк пур?

1. Вилнисене мӗн кӗтет?

Марфӑпа Мария хӑйсен чӗрӗлсе тӑнӑ пиччӗшне ыталаҫҫӗ

Иисусӑн Лазарь ятлӑ тусӗ пулнӑ, вӑл Иерусалим ҫывӑхӗнчи Вифани ялӗнче пурӑннӑ. Пӗррехинче Лазарь чирлесе ӳкнӗ те вилнӗ. Иисус килнӗ чухне вӑл вилни тӑватӑ кун ҫитнӗ. Иисус Марфӑпа тата Марийӑпа пӗрле Лазарӗн тупӑклӑхӗ патне кайнӑ. Кӗҫех ҫав вырӑна нумай ҫын пуҫтарӑннӑ. Пурин умӗнче Иисус Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ. Шутласа пӑхӑр-ха, чӗрӗлсе тӑнӑ Лазаре курсан Марфӑпа Мария мӗн тери савӑннӑ! (Иоанн 11:21—24, 38—44 вулӑр.)

Марфа вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса ӗненнӗ. Иегова вӗсене ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗртсе тӑратассине вӑл пӗлнӗ. (Иов 14:14, 15 вулӑр.)

2. Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?

Адама пултарни; вӑл вилнӗ

Турӑ Адама каланӑ: «Эсӗ — тӑпра, каллех тӑпра пулӑн» (ПУЛТАРНИ 3:19).

Ҫынна «ҫӗрти тӑпраран» тунӑ пулнӑ (Пултарни 2:7; 3:19). Ҫыннӑн вилӗмсӗр чун ҫук. Вилнӗ хыҫҫӑн унӑн нимӗнле пайӗ те малалла пурӑнмасть. Ҫын вилсен унӑн пуҫ мимийӗ ӗҫлеме пӑрахать те унӑн пӗтӗм шухӑшӗ пӗтет. Лазарь, чӗрӗлсе тӑрсан, вилнӗ хыҫҫӑн пурнӑҫ пурри пирки нимӗн те каласа паман, мӗншӗн тесен вилнӗ хыҫҫӑн пурнӑҫ ҫук. (Екклесиаст 9:5, 6, 10 вулӑр.)

Турӑ ҫынсене тамӑкра асаплантарать-и? Библире вилнӗ ҫынсем нимӗн те туймаҫҫӗ тенӗ. Апла пулсан, вутлӑ тамӑк пирки вӗрентни — суя вӗрентӳ. Вӑл Турӑ ҫинчен тӗрӗс маррине вӗрентет. Ҫынсене асаплантарас шухӑш Турра йӗрӗнтерет. (Иеремия 7:31 вулӑр.)

«Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?» видеоролика пӑхӑр.

3. Вилнӗ ҫынсем пирӗнпе калаҫма пултараҫҫӗ-и?

Вилнисем калаҫма та, илтме те пултараймаҫҫӗ (Псалом 113:25). Анчах та усал ангелсем пур, вӗсем вара, хӑйсене вилнӗ ҫынсем пек кӑтартса, ҫынсемпе калаҫма пултараҫҫӗ (Иуда 6). Ҫавӑнпа Иегова вилнисене чӗнсе илме чарать. (Саккуна астутарни 18:10, 11 вулӑр.)

4. Кам чӗрӗлсе тӑрӗ?

Ҫӗр ҫинчи Райра чӗрӗлсе тӑнӑ ҫын Турӑ ҫинчен пӗлӳ илет. Унтан ҫак ҫын чӗрӗлсе тӑнӑ ытти ҫынсене пулӑшать.

Миллион-миллион ҫын чӗрӗлсе тӑрӗ. Турра пӗлменнисем тата хӑйсене тӗрӗс мар тытнисем те чӗрӗлӗҫ. (Лука 23:43; Апостолсен ӗҫӗсем 24:15 вулӑр.)

Чӗрӗлсе тӑнисене Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлме тата Иисуса ӗненнине кӑтартма май парӗҫ (Ӳлӗмхине 20:11, 12). Хӑйсене тӗрӗс тытаканнисем ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ. (Иоанн 5:28, 29 вулӑр.)

5. Иеговӑн вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратас кӑмӑл пурри ун ҫинчен мӗн пӗлтерет?

Турӑ ҫӗр ҫине хӑйӗн Ывӑлне янине тата унӑн ывӑлӗ пирӗншӗн вилнине пула вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑма пултараҫҫӗ. Иеговӑн вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратас кӑмӑл пурри унӑн пысӑк юратӑвне тата ырӑ кӑмӑлне кӑтартать. Вилнисем чӗрӗлсе тӑрсан сирӗн чи малтан кампа тӗл пулас килет? (Иоанн 3:16; Рим 6:23 вулӑр.)

Ытларах пӗлес тесен «Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?» кӗнекене, 6-мӗш, 7-мӗш тата 10-мӗш сыпӑксене пӑхӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр