ХЫҪСӐМАХ
1. ИЕГОВА
Турӑ ячӗ — Иегова. Ҫак ят «Вӑл пулса тӑма парать» тенине пӗлтерет. Иегова — пурне те тума пултаракан Турӑ тата вӑл пурне те тунӑ. Вӑл хӑй мӗн тума шутласа хунине пурне те пурнӑҫа кӗртме пултарать.
Авалхи еврей чӗлхинче ҫак ят тӑватӑ саспаллирен тӑрать. Чӑваш чӗлхинче унпа ЙХВХ е ИГВГ саспаллисем пӗр килеҫҫӗ. Библин малтанхи еврей текстӗнче Туррӑн ячӗ 7 000-е яхӑн тӗл пулать. Тӗрлӗ ҫӗршывра «Иегова» текен ята тӗрлӗрен калаҫҫӗ, ҫакӑ ҫынсем мӗнле чӗлхепе калаҫнинчен килет.
2. БИБЛИЕ ТУРӐ ХАВХАЛАНТАРНИПЕ ҪЫРНӐ
Библие ҫынсем ҫырнӑ пулин те, унӑн авторӗ — Турӑ. Ҫакӑ вӑл пуҫлӑх секретаре ҫыру ҫырма хушнипе пӗрех. Ҫав ҫырура секретарӗн шухӑшӗ мар, пуҫлӑхӑн шухӑшӗ пулнӑ пулӗччӗ. Библи пирки те ҫавнах калама пулать — Турӑ хӑйӗн шухӑшне Библи ҫыракансем ҫырса хуччӑр тесе вӗсене хӑйӗн святой сывлӑшӗпе хавхалантарнӑ. Турӑ хӑйӗн сывлӑшӗпе усӑ курса хыпарсене вӗсене тӗрлӗ майпа парса тӑнӑ: сӑмахран, вӑл ҫынна курӑну е тӗлӗк кӑтартма пултарнӑ, лешӗ вара кайран ҫавна ҫырса хунӑ.
3. ПРИНЦИПСЕМ
Библи принципӗсем вӗсем — пире тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшакан Библи вӗрентӗвӗсем. Сӑмахран, «усал юлташсем ырӑ кӑмӑллӑ ҫынна та пӑсаҫҫӗ» текен принцип ҫакна вӗрентет: эпир мӗнле ҫынсемпе хутшӑнни пире е лайӑхланма пулӑшӗ, е пӑсса ярӗ (1 Коринф 15:33, ҪХ). «Этем мӗн акать, ҫавна вырса илет» текен принцип вара пирӗн ӗҫсем пире е сиен кӳрӗҫ, е усӑ парӗҫ тесе вӗрентет (Галати 6:7).
4. ПРОРОКЛА КАЛАНИ
Пророкла калани вӑл — Турӑ панӑ хыпар. Пророкла каланисем шутне Туррӑн ирӗкне ӑнлантарса пани, ӑса вӗрентни, хушу пани тата суд тума йышӑну туни кӗме пултарать. Хӑш-пӗр пророкла сӑмахсем пуласлӑхра мӗн пуласси ҫинчен каласа параҫҫӗ. Библире пророкла каланисем нумайӑшӗ пурнӑҫланнӑ ӗнтӗ.
5. МЕССИЯ ҪИНЧЕН ПРОРОКЛА КАЛАНИ
Библире Мессия ҫинчен пророкла каланисем нумайӑшӗ Иисус ҫинче пурнӑҫланнӑ. «Мессия ҫинчен пророкла калани» рамкӑна пӑхӑр.
▸ 2-мӗш сыпӑк, 17-мӗш абзац, сноска
6. ИЕГОВА ҪӖР ПИРКИ МӖН ШУТЛАСА ХУНӐ
Иегова ҫӗре тӑвасса та вӑл рай пулса тӑтӑр тесе тата унта хӑйне юратакан ҫынсем пурӑнччӑр тесе тунӑ. Ҫак тӗлӗшрен Туррӑн тӗллевӗ улшӑнман. Кӗҫех Турӑ пӗтӗм усала пӗтерӗ те хӑйӗн ҫыннисене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнелӗ.
7. САТАНА ШУЙТТАН
Сатана вӑл — чи малтан Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ ангел. Ӑна Сатана тесе ят панӑ. Ҫакӑ вӑл «хирӗҫ тӑракан» тенине пӗлтерет, мӗншӗн тесен вӑл Иеговӑна хирӗҫ тӑрать. Ӑна Шуйттан текен ята та панӑ. Ҫакӑ вӑл элекҫӗ тенине пӗлтерет. Ҫак ята ӑна Турӑ ҫинчен суя сарса тӑнӑран тата ҫынсене улталаса тӑнӑран панӑ.
8. АНГЕЛСЕМ
Иегова ҫӗре тӑвиччен чылай маларах ҫӗр миллион ытла ангел тунӑ (Даниил 7:10). Вӗсен тӳпере пурӑнмалла пулнӑ. Вӗсен кашнин ят пур тата вӗсем тӗрлӗ характерлӑ. Турра шанчӑклӑ ангелсем хӑйсене кӗҫӗне хураҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсене ҫынсем пуҫҫапнине йышӑнмаҫҫӗ. Тӳпере вӗсем тӗрлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ ӗҫсем тӑваҫҫӗ: Иеговӑн престолӗ умӗнче ӗҫлеҫҫӗ, унӑн хыпарӗсене пӗлтереҫҫӗ, ҫӗр ҫинчи унӑн ӗҫлекенӗсене хӳтӗлеҫҫӗ тата вӗсене мӗн тумаллине кӑтартаҫҫӗ, унӑн приговорӗсене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе тума пулӑшаҫҫӗ (Псалом 33:8; Ӳлӗмхине 14:6; 22:8, 9). Пуласлӑхра вӗсем Армагеддон вӑрҫинче Иисус майлӑ ҫапӑҫӗҫ (Ӳлӗмхине 16:14, 16; 19:14, 15).
▸ 3-мӗш сыпӑк, 5-мӗш абзац; 10-мӗш сыпӑк, 1-мӗш абзац
9. ҪЫЛӐХ
Ҫылӑх вӑл — Иеговӑна тата унӑн ирӗкне хирӗҫлекен туйӑм, шухӑш тата ӗҫ. Ҫылӑх пирӗнпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусене пӗтерме пултарать, ҫавӑнпа Турӑ пире ҫылӑх тӑвасран сыхланма пулӑшас тесе саккунсемпе принципсем панӑ. Чи малтан Иегова пурне те пӗр ҫитменлӗхсӗр тунӑ, анчах та Адампа Ева пӗлсе тӑрсах Иеговӑна итлеменнипе ҫылӑха кӗнӗ, вара вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулма пӑрахнӑ. Ҫавӑншӑн вӗсем ватӑлнӑ та вилнӗ. Адамран пирӗн ҫине пурин ҫине те ҫылӑх куҫнӑ, ҫавӑнпа эпир пурте ватӑлатпӑр тата вилетпӗр.
▸ 3-мӗш сыпӑк, 7-мӗш абзац; 5-мӗш сыпӑк, 3-мӗш абзац
10. АРМАГЕДДОН
Ҫакӑ вӑл — Сатанан тӗнчине тата пӗтӗм усаллӑха пӗтерекен Туррӑн вӑрҫи.
▸ 3-мӗш сыпӑк, 13-мӗш абзац; 8-мӗш сыпӑк, 18-мӗш абзац
11. ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ
Турӑ Патшалӑхӗ вӑл — Иегова тӳпере йӗркелесе янӑ правительство. Унӑн патши — Иисус Христос. Пуласлӑхра Иегова ҫав Патшалӑхпа усӑ курса пӗтӗм усаллӑха тӗп тӑвӗ. Турӑ Патшалӑхӗ пӗтӗм ҫӗре пуҫ пулса тытса тӑрӗ.
12. ИИСУС ХРИСТОС
Турӑ пуринчен малтан Иисуса тунӑ. Иисус этемлӗхшӗн пурнӑҫне патӑр тесе Иегова ӑна ҫӗр ҫине янӑ. Иисуса ҫынсем вӗлерсен, Иегова ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ. Халӗ Иисус Христос тӳпере патшара ларать — вӑл Турӑ Патшалӑхӗн Патши.
13. ҪИТМӖЛ ҪИЧӖҪУЛЛӐХ ҪИНЧЕН ПРОРОКЛА КАЛАНИ
Мессия ҫӗр ҫине хӑҫан килесси ҫинчен Библире малтанах каласа хунӑ. Ҫакӑ 69 «ҫичӗҫуллӑха» тӑсӑлакан тапхӑрӑн вӗҫӗнче пулса иртмелле пулнӑ — ҫав тапхӑр вара пирӗн эрӑчченхи 455 ҫулта пуҫланнӑ та пирӗн эрӑри 29 ҫулта вӗҫленнӗ.
Мессийӑн хӑйӗн ӗҫне пирӗн эрӑри 29 ҫулта тума пуҫламалла пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Унччентерех асӑннӑ 69 «ҫичӗҫуллӑх» пирӗн эрӑчченхи 455 ҫулта, Неемия арканнӑ Иерусалима ҫӗнӗрен туса лартма таврӑнсан, пуҫланнӑ (Даниил 9:25; Неемия 2:1, 5—8). Ҫавӑнпа та пирӗн эрӑчченхи 455 ҫултан 483 ҫул (69 x 7) шутласа хурсан, эпир пирӗн эрӑри 29 ҫул патне тухатпӑр. Шӑп ҫав ҫул Иисус шыва кӗнӗ те Мессия пулса тӑнӑ (Лука 3:1, 2, 21, 22).
Мессия килесси ҫинчен калакан пророкла сӑмахсенче 483 ҫул хыҫҫӑн пуҫланакан тепӗр «ҫичӗҫуллӑх» ҫинчен те каланӑ. Пророкла калани тӑрӑх, ҫав тапхӑрӑн варринче, пирӗн эрӑри 33 ҫулта, Мессийӑна вӗлерӗҫ тата ҫав тапхӑр вӗҫленсен, пирӗн эрӑри 36 ҫулта, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара иудейсене ҫеҫ мар, ытти халӑх ҫыннисене те пӗлтерме пуҫлӗҫ (Даниил 9:24—27).
14. ВИҪӖ СӐНАРЛӐ ПӖР ТУРӐ ҪИНЧЕН КАЛАКАН СУЯ ВӖРЕНТӲ
Библи вӗрентнӗ тӑрӑх, Иегова Турӑ вӑл — пурне те Пултаракан, пуринчен малтан вӑл Иисус Христоса тунӑ (Колоссӑ 1:15, 16). Иисус — Пурне те Тума Пултаракан Турӑ мар. Вӑл хӑй пирки нихӑҫан та Турӑпа тан тесе каламан. Ун вырӑнне вӑл: «Аттем Манран аслӑ»,— тесе каланӑ (Иоанн 14:28; 1 Коринф 15:28). Анчах та хӑш-пӗр тӗнсенче виҫӗ сӑнарлӑ пӗр Турӑ ҫинчен вӗрентеҫҫӗ. Ҫав вӗрентӳ тӑрӑх, Ашшӗ, Ывӑлӗ тата святой сывлӑш — вӗсем виҫҫӗшӗ те пӗр Турӑ. Ҫакӑ вара — суя вӗрентӳ.
Святой сывлӑш вӑл — Туррӑн куҫа курӑнман вӑйӗ. Турӑ хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлас тесе ҫав вӑйпа усӑ курать. Сӑмахран, Библире пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пирки «Святой Сывлӑшпа тулнӑ» тесе каланӑ. Ҫавӑн пекех Иегова каланӑ: «Хамӑн Сывлӑшӑма пур ҫын ҫине те ярӑп» (Апостолсен ӗҫӗсем 2:1—4, 17, ҪХ).
▸ 4-мӗш сыпӑк, 12-мӗш абзац; 15-мӗш сыпӑк, 17-мӗш абзац
15. ХӖРЕС
Мӗншӗн чӑн христиансем Турра пуҫҫапнӑ чухне хӗреспе усӑ курмаҫҫӗ?
1. Нумай вӑхӑт хушши хӗреспе суя тӗнре кӑна усӑ курнӑ. Ӗлӗк-авал ҫутҫанталӑк вӑйӗсене пуҫҫапнӑ чухне тата суя тӗнри аскӑн ӗҫ тумалли йӑла-йӗркере хӗреспе усӑ курнӑ. Христос вилнӗ хыҫҫӑнхи 300 ҫул хушшинче христиансем хӗресе чысламан. Каярахпа вара, Константин ятлӑ Рим императорӗ хӗресе христиансен тӗнӗн символӗ туса хунӑ. Ҫакна ҫав император христиансен тӗнне ытларах хисеплеччӗр тесе тунӑ. Анчах та хӗрес Иисус Христоспа пачах та ҫыхӑнман. Пӗр энциклопедире ҫапла каланӑ: «Хӗрес христиансен тӗнӗ пуҫланса кайичченхи культурӑсенче те, христиансен тӗнне кӗмен культурӑсенче те пур» (New Catholic Encyclopedia).
2. Иисус хӗрес ҫинче вилмен. «Хӗрес» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ, тӗпрен илсен, «юпа», «пӗрене» е «йывӑҫ» тенине пӗлтерет. Пӗр тӗпчев ӗҫӗнче ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Ҫ[ӗнӗ] Х[алалӑн] грекла текстӗнче ҫакӑ икӗ пӗренене пӗлтерет тени ниҫта та ҫук» (The Companion Bible). Иисуса тӳрӗ юпа ҫине пӑталаса вӗлернӗ.
3. Иегова пире ӳкерчӗксемпе тата йӗрӗхсемпе усӑ курса пуҫҫаптарасшӑн мар (Тухни 20:4, 5; 1 Коринф 10:14).
16. ИИСУСӐН ВИЛӖМНЕ АСА ИЛМЕЛЛИ КАҪХИ АПАТ УЯВӖ
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйӗн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне паллӑ тума хушса хӑварнӑ. Ӑна нисанӑн 14-мӗшӗнче — израильтянсем Пасхӑна паллӑ тунӑ кунра уявлаҫҫӗ. Каҫхи апат уявӗнче унта килнисем пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫӑкӑрпа эрех параҫҫӗ — ҫӑкӑрпа эрех вара Иисусӑн кӗлеткипе юнне сӑнарласа параҫҫӗ. Кам Иисуспа пӗрле тӳпере патшара ларӗ, ҫавсем кӑна ҫав ҫӑкӑра ҫиеҫҫӗ тата ҫав эрехе ӗҫеҫҫӗ. Кам ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанать, ҫавсем ҫӑкӑра ҫимеҫҫӗ, эрехе ӗҫмеҫҫӗ. Ҫав уявра пулнипе тата хӑйсене хисеплӗн тытнипе вӗсем пархатарлӑ пулнине кӑтартаҫҫӗ.
17. ЧУН
Библире «чун» тесе куҫарнӑ еврей тата грек сӑмахӗсемпе 1) ҫынна, 2) чӗрчуна тата 3) ҫыннӑн е чӗрчунӑн пурнӑҫне сӑнласа парас тесе усӑ курнӑ. Акӑ темиҫе тӗслӗх:
Ҫын. «Ной пурӑннӑ кунсенче... шывран хӑтӑлса юлакан нумай пулман, сакӑр чун анчах хӑтӑлса юлнӑ» (1 Петр 3:20, ҪС). Кунта «чун» текен сӑмах ҫынсене: Ноя, унӑн арӑмне, унӑн виҫӗ ывӑлӗпе вӗсен арӑмӗсене пӗлтерет.
Чӗрчунсем. «Турӑ каланӑ: шывра чӗрӗ чунсем кӗшӗлтетчӗр; ҫӗр ҫийӗн, тӳпе тӗрекӗ айӗн вӗҫен кайӑксем вӗҫсе ҫӳреччӗр, тенӗ. Турӑ каланӑ: ҫӗр ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе чӗрӗ чунсем кӑлартӑр, выльӑхсем, ҫӗлен-калтасем, тискер кайӑксем ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе кӑлартӑр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ» (Пултарни 1:20, 24).
Ҫыннӑн е чӗрчунӑн пурнӑҫӗ. Иегова Моисее каланӑ: «Санӑн чунна шыракансем пурте вилчӗҫ ӗнтӗ» (Тухни 4:19). Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне ҫапла каланӑ: «Эпӗ — ырӑ кӗтӳҫӗ: ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн хӑйӗн чунне парать» (Иоанн 10:11).
Унсӑр пуҫне, ҫын мӗн те пулин «пӗтӗм чунӗпе» тунӑ чухне ҫакӑ вӑл тӑрӑшса, пӗтӗм вӑйне парса ӗҫленине пӗлтерет (Матфей 22:37; Саккуна астутарни 6:5). Ҫавӑн пекех «чун» текен сӑмахпа ҫыннӑн е чӗрчунӑн мӗн те пулин тӑвас килнине сӑнласа парас тесе те усӑ курма пултарнӑ. «Вилнӗ чун» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ вилнӗ ҫынна сӑнласа парать (Йыша шутлани 6:6, ҪТ; Ытарӑшсем 23:2, ҪТ; Исаия 56:11; Аггей 2:13, ҪТ).
▸ 6-мӗш сыпӑк, 5-мӗш абзац; 15-мӗш сыпӑк, 17-мӗш абзац
18. СЫВЛӐШ
Библире «сывлӑш» тесе куҫарнӑ еврей тата грек сӑмахӗсем тӗрлӗ пӗлтерӗшлӗ пулма пултараҫҫӗ. Вӗсем яланах мӗн те пулин куҫа курӑнманнине, сӑмахран, ҫиле е ҫынпа чӗрчун сывланине сӑнласа параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫав сӑмахсем ангелсене тата святой сывлӑша, урӑхла каласан, Туррӑн ӗҫ тӑвакан вӑйне, кӑтартса параҫҫӗ. Анчах та Библире ниҫта та ҫын вилсен унӑн пӗр-пӗр пайӗ малалла пурӑнать тесе каламан (Псалом 103:29; Матфей 12:43; Лука 11:13).
▸ 6-мӗш сыпӑк, 5-мӗш абзац; 15-мӗш сыпӑк, 17-мӗш абзац
19. ГЕЕННА
Библи куҫарӑвӗсенче нумайӑшӗнче «геенна» текен грек сӑмахне «тамӑк» тесе куҫарнӑ. Анчах та «геенна» тесе Иерусалим ҫумӗнче айлӑма каланӑ. Ҫав айлӑмра вара ҫӳп-ҫапа ҫунтарнӑ. Иисус Христос пурӑннӑ вӑхӑтра унта ҫынсене е чӗрчунсене асаплантарнӑ е чӗрӗллех ҫунтарса янӑ тесе шутлама нимле сӑлтав та ҫук. Ҫавӑнпа Библире «геенна» тени вӑл куҫа курӑнман вырӑна — ӑҫта вилнисем ӗмӗр-ӗмӗрӗпе асапланаҫҫӗ тата ҫунса тӑраҫҫӗ текен вырӑна пӗлтермест. Апла пулсан, Иисус кама та пулин гееннӑна парӑхӗҫ тесе каланӑ чухне ӑна пӗтӗмпех тӗп туни ҫинчен каланӑ (Матфей 5:22; 10:28).
20. «ЭЙ ҪӲЛТИ АТТЕМӖР» КӖЛӖ
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗлтума вӗрентес тесе ҫак кӗлле тӗслӗхшӗн илсе панӑ. Ҫавӑн пекех ӑна «Эй Ҫӳлти Аттемӗр» кӗлӗ пек пӗлеҫҫӗ. Ҫав кӗлӗре Иисус пире ҫакӑн пек кӗлтума вӗрентнӗ:
«Санӑн яту хисеплентӗр»
Эпир кӗлӗре Иеговӑна хӑйӗн ырӑ ятне суяран тасатма ыйтатпӑр. Вара ун чухне пурте — тӳперисем те, ҫӗр ҫинчисем те — Туррӑн ятне чунтан хисеплӗҫ.
«Санӑн Патшалӑху килтӗр»
Эпир кӗлӗре Туррӑн правительстви Сатанан усал тӗнчине пӗтертӗр, пӗтӗм ҫӗре тытса тӑма пуҫлатӑр тата ҫӗре рай туса хутӑр тесе ыйтатпӑр.
«Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те... пултӑр»
Эпир кӗлӗре Турӑ ҫӗр пирки мӗн шутласа хуни пурнӑҫлантӑр, ҫапла вара Турра итлекен пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсем ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнччӑр тесе ыйтатпӑр. Иегова ҫынсене тунӑ чухне вӗсене шӑп ҫав тӗллевпе тунӑ та.
21. ТӲЛЕСЕ ИЛМЕ ПАНӐ ПАРНЕ
Иегова ҫынсене ҫылӑхпа вилӗмрен ҫӑлас тесе тӳлесе илме парне панӑ. Тӳлесе илме панӑ парне вӑл — пӗрремӗш ҫын, Адам, ҫухатнӑ пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫа каялла тӳлесе илмешкӗн пама кирлӗ хак. Ҫавӑн пекех тӳлесе илме панӑ парне ҫынсене хӑйсемпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яма май парать. Иисус Христос пур ҫылӑхлӑ ҫыншӑн та хӑйӗн пурнӑҫне патӑр тесе Турӑ ӑна ҫӗр ҫине янӑ. Иисус вилнине пула ҫынсен пурин те пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрса ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пур.
▸ 8-мӗш сыпӑк, 21-мӗш абзац; 9-мӗш сыпӑк, 13-мӗш абзац
22. МӖНШӖН 1914 ҪУЛ — ПИТӖ ПӖЛТЕРӖШЛӖ ҪУЛ?
Даниил кӗнекинчи 4-мӗш сыпӑкра ҫырса хунӑ пророкла сӑмахсем тӑрӑх, Туррӑн хӑйӗн Патшалӑхне 1914 ҫулта йӗркелесе ямалла пулнӑ.
Пророкла калани. Иегова Навуходоносор патшана касса пӑрахнӑ питӗ ҫӳллӗ йывӑҫ ҫинчен пророкла тӗлӗк кӑтартнӑ. Йывӑҫ «ҫичӗ вӑхӑт» хушши ан ӳстӗр тесе унӑн тункати ҫине тимӗртен тата пӑхӑртан тунӑ кӑшӑлсем тӑхӑнтартнӑ пулнӑ. Каярахпа вара йывӑҫӑн каллех ӳсмелле пулнӑ (Даниил 3:98—4:13).
Ҫак пророкла калани пирӗнпе мӗнле ҫыхӑннӑ? Йывӑҫ Туррӑн влаҫне сӑнласа парать. Иегова нумай ҫул хушши Израиль халӑхне Иерусалимра патшара ларакан патшасем урлӑ ертсе пынӑ (1 Ҫулсеренхи 29:23). Анчах ҫав патшасем шанчӑклӑ пулма пӑрахнӑран вӗсен влаҫне чарса лартнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 607 ҫулта Иерусалима тӗп тунӑ. Ҫакӑ «ҫичӗ вӑхӑтӑн» пуҫламӑшӗ пулнӑ (4 Патшасен 25:1, 8—10; Иезекииль 21:25—27). Иисус «Иерусалима суя тӗнлӗ халӑхсем хӑйсен вӑхӑчӗ иртичченех таптӗҫ» тесе каланӑ чухне шӑп ҫав «ҫичӗ вӑхӑт» ҫинчен каланӑ та (Лука 21:24). Ҫавӑнпа та Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне «ҫичӗ вӑхӑт» вӗҫленмен пулнӑ-ха. «Ҫичӗ вӑхӑт» вӗҫленсен Иегова хӑйӗн Патшине лартма сӑмах панӑ. Ҫав ҫӗнӗ Патша, Иисус Христос, влаҫа тытса тӑни Туррӑн халӑхне пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пиллӗх кӳрсе тӑрӗ (Лука 1:30—33).
«Ҫичӗ вӑхӑт» мӗн чухлӗ тӑсӑлнӑ? «Ҫичӗ вӑхӑт» 2 520 ҫула тӑсӑлнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 607 ҫултан 2 520 ҫул шутласа хурсан, эпир 1914 ҫул патне ҫитетпӗр. Шӑп ҫав ҫул Иегова Иисуса — Мессийӑна — тӳпери Туррӑн Патшалӑхӗнче патшана лартнӑ.
Эпир 2 520 числона ӑҫтан илтӗмӗр? Библире виҫӗ вӑхӑт ҫурӑ 1 260 кунпа танлашать тенӗ (Ӳлӗмхине 12:6, 14). Эппин, 1 260 кунран икӗ хут нумайрах «ҫичӗ вӑхӑт» 2 520 кунпа танлашать. Пророкла правило тӑрӑх, «пӗр куншӑн ҫулталӑк» текен правило тӑрӑх, 2 520 кун 2 520 ҫулпа пӗр тан пулать (Йыша шутлани 14:34; Иезекииль 4:6).
23. МИХАИЛ АРХАНГЕЛ
«Архангел» текен сӑмах «тӗп ангел» тенине пӗлтерет. Библире пӗр архангел ҫинчен ҫеҫ каланӑ. Унӑн ячӗ Михаил (Даниил 12:1; Иуда 9).
Михаил вӑл — Турра шанчӑклӑ ангелсен ҫарӗн пуҫлӑхӗ. Ҫакна Ӳлӗмхине 12:7-мӗшӗнчи сӑмахсем кӑтартса параҫҫӗ. Унта ҫапла каланӑ: «Михаилпа унӑн ангелӗсем аҫтахана хирӗҫ ҫапӑҫрӗҫ, аҫтахапа унӑн ангелӗсем вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫрӗҫ». Ӳлӗмхине кӗнекере Иисус Христос пирки те Туррӑн ҫарӗн пуҫлӑхӗ тесе каланӑ. Апла пулсан, Михаил вӑл — Иисусӑн тепӗр ячӗ (Ӳлӗмхине 19:14—16).
24. ЮЛАШКИ КУНСЕМ
Юлашки кунсем вӗсем — Турӑ Патшалӑхӗ Сатанан тӗнчине пӗтерес умӗнхи тапхӑр. Ҫав вӑхӑтра ҫӗр ҫинче питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем пулса иртесси ҫинчен малтанах каласа хунӑ пулнӑ. Библире ҫав тапхӑр пирки каланӑ чухне «ҫак ӗмӗр вӗҫленесси» тата «Этем Ывӑлӗ килнӗ чухне» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе те усӑ курнӑ (Матфей 24:3, 27, 37). «Юлашки кунсем» Турӑ Патшалӑхӗ 1914 ҫулта тӳпере ертсе пыма тытӑнсан пуҫланнӑ. Ҫав кунсем Турӑ Патшалӑхӗ Сатанан тӗнчине Армагеддонра тӗп тусан вӗҫленӗҫ (2 Тимофей 3:1; 2 Петр 3:3).
25. ВИЛӖМРЕН ЧӖРӖЛСЕ ТӐНИ
Турӑ вилнӗ ҫынна каллех пурӑнма панине вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни теҫҫӗ. Библире тӑхӑр ҫынна вилӗмрен чӗртсе тӑратни ҫинчен каланӑ. Вилнисене Илия, Елисей, Иисус Христос, Пётр тата Павел чӗртсе тӑратнӑ. Вӗсем ҫавна Туррӑн вӑйне пула ҫеҫ тума пултарнӑ. Иегова «сӑваплисене те, сӑвапсӑррисене те» вилӗмрен чӗртсе тӑратма сӑмах парать (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15). Библире тӳпере пурӑнма чӗрӗлсе тӑракансем те пулаҫҫӗ тенӗ. Турӑ суйласа илнӗ ҫав ҫынсем тӳпере Иисус Христоспа пӗрле патшара ларӗҫ (Иоанн 5:28, 29; 11:25; Филиппӑ 3:11; Ӳлӗмхине 20:5, 6).
26. ДЕМОНИЗМ (СПИРИТИЗМ)
Демонизм, е спиритизм, вӑл — демонсемпе ҫыхӑну тытни. Ҫынсем тӳррӗн е кам урлӑ та пулин, калӑпӑр, юмӑҫ, медиум е экстрасенс урлӑ демонсемпе хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Спиритизмпа аппаланакан ҫынсем этем вилсен унӑн чунӗ вилмест тата ыттисем ҫине витӗм кӳме пултарать тесе ӗненеҫҫӗ, анчах та ҫакӑ вӑл — суя вӗрентӳ. Демонсемпе хутшӑнни тӗрӗс мар, мӗншӗн тесен вӗсем ҫынсене Турра итлемесӗр пурӑнма хистесе тӑраҫҫӗ. Демонизм шутне астрологи, юмӑҫ яни, тухатлани, оккультизм тата тӗшмӗше, асамлӑ пулӑмсене ӗненни кӗрет. Унсӑр пуҫне вилнӗ ҫынсене пытарассипе ҫыхӑннӑ йӑласем те: вилнӗ ҫыннӑн тупӑкӗ умӗнче ҫӗр ҫывӑрмасӑр ирттерни те, вилнисене асӑнни тата вӗсене парне кӳни те, мӑшӑрсӑр тӑрса юлнипе ҫыхӑннӑ йӑласем те — демонизмпа ҫыхӑннӑ. Кӗнекесенче, журналсенче, гороскопсенче, фильмсенче тата юрӑсенче те нумайӑшӗнче демонсене, юмӑҫ янине тата асамлӑ пулӑмсене сиен кӳмен пек, илӗртӳллӗ пек кӑтартса параҫҫӗ. Ҫынсем демонсемпе ҫыхӑну тытас тесе час-часах наркотиксемпе усӑ кураҫҫӗ (Галати 5:20, 21; Ӳлӗмхине 21:8).
▸ 10-мӗш сыпӑк, 10-мӗш абзац; 16-мӗш сыпӑк, 4-мӗш абзац
27. ИЕГОВӐН АСЛӐ ВЛАҪӖ
Иегова — Пурне те Тума Пултаракан Турӑ тата вӑл пӗтӗм Ҫут тӗнчене тунӑ (Ӳлӗмхине 15:3). Ҫавӑнпа ӗнтӗ, пурте унӑн тата пурне те тытса тӑма унӑн власть пур (Псалом 23:1; Исаия 40:21—23; Ӳлӗмхине 4:11). Вӑл хӑй кама тунӑ, ҫавсем валли пурин валли те саккунсем панӑ. Иегова ыттисене те власть пама пултарать. Эпир Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине ӑна юратнипе тата итлесе пурӑннипе кӑтартатпӑр (1 Ҫулсеренхи 29:11).
28. ХЫРӐМ ПӐРАХТАРНИ
Хырӑм пӑрахтарни вӑл — ҫуралман ачан пурнӑҫне пӗлсе тӑрсах татни. Кунта инкек-синкеке пула хырӑм пӑрахни е хӑйне хӑех вилӗ ача ҫурални ҫинчен сӑмах пымасть. Варта тӗвӗленнӗ ача вӑл — ҫын, амӑшӗн организмӗн пайӗ мар.
29. ЮН ЯНИ
Ҫакӑ вӑл — ҫын ӑшне унӑн хӑйӗн е урӑх ҫыннӑн юнне е юнӑн тӑватӑ тӗп компонентне ярас тесе тӑвакан медицина процедури. Юнӑн тӗп компоненчӗсем ҫаксем: плазма, эритроцитсем, лейкоцитсем тата тромбоцитсем.
30. ӐСА ВӖРЕНТНИ
Библире ӑса вӗрентнипе наказани пани пӗр япаланах пӗлтермеҫҫӗ. Ӑса вӗрентни шутне вӗрентни, ӳкӗте кӗртни тата тӳрлетни кӗрет. Иегова кама та пулин ӑса вӗрентнӗ чухне нихӑҫан та хӑйне тӳрккессӗн, хаяррӑн тытмасть (Ытарӑшсем 4:1, 2). Иегова ашшӗ-амӑшне питӗ чаплӑ тӗслӗх кӑтартать. Турӑ ӑса вӗрентни яланах усӑ парать, ҫавӑнпа эпир ӑса вӗрентнине юратма та пултаратпӑр (Ытарӑшсем 12:1). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юратать, ҫавӑнпа вӗсене вӗрентсе тӑрать. Вӑл вӗсен тӗрӗс мар шухӑшӗсене тӳрлетес тесе тата вӗсене хӑйне юрӑхлӑ шухӑшлама, хӑйне юрӑхлӑ ӗҫсем тума вӗрентес тесе ӳкӗтсем парать. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене мӗнле ӑса вӗрентме пултарать? Чи малтан вӗсен хӑйсен ачисене мӗншӗн итлесе пурӑнмаллине ӑнлантарса памалла. Ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшӗн ачисене Иеговӑна тата унӑн Сӑмахне, Библие, юратма вӗрентмелле, ҫавӑн пекех Библири принципсене ӑнланса илме пулӑшмалла.
31. ДЕМОНСЕМ
Демонсем вӗсем — куҫа курӑнман тата ҫынсенчен чылай хӑватлӑ усал сывлӑшсем. Вӗсем — усал ангелсем. Вӗсем Турра итлеме пӑрахнӑ та унӑн тӑшманӗсем пулса тӑнӑ (Пултарни 6:2; Иуда 6). Сатана Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗклесен, вӗсем Сатана майлӑ тӑнӑ (Саккуна астутарни 32:17; Лука 8:30; Апостолсен ӗҫӗсем 16:16; Иаков 2:19).