Ырӑ хыпар каланӑ чухне Турӑ Сӑмахӗн вӑй пуррине ҫынсене кӑтартӑр
Кама та пулин ырӑ хыпар пӗлтерме май килнӗ чухне эпир ҫак майпа усӑ куратпӑр та сӑвӑ йӗркине тӳрех Библирен вуласа парса Турӑ Сӑмахӗн вӑй пуррине кӑтартатпӑр. Ҫакна пӗлтӗрхи ятарлӑ пӗр кунлӑх конгресра палӑртнӑччӗ. Район надзирателӗ «Ырӑ хыпар каланӑ чухне Турӑ Сӑмахӗн вӑй пуррине ҫынсене кӑтартӑр» ятлӑ доклад тунӑччӗ. Эсӗ ҫав докладри тӗп шухӑшсене астӑватӑн-и?
Мӗншӗн Иеговӑн Сӑмахӗ пирӗн сӑмахсенчен вӑйлӑрах витӗм кӳрет? (2 Тим. 3:16, 17.)
Мӗнле майпа Библи пирӗн туйӑмсене пырса тивет, тӗрӗс шухӑшлама вӗрентет, кӑмӑл-туйӑма тасарах тӑвать тата ӗҫ тума хавхалантарать? (2012 ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башнине» пӑхӑр, 26 с., 7 абз.)
Сӑваплӑ ӗҫре Библирен сӑвӑ йӗркине вуласа панӑ чухне ҫынна Турӑ Сӑмахне хисеплеме пулӑшас тесе мӗнле майпа эпир Библи ҫине тимлеттерме пултаратпӑр? («Школа служения» кӗнекене, 148 с., 3, 4 абз. тата 2013 ҫулхи мартри «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хутне, 6 с., 8 абз. пӑхӑр.)
Вуласа панӑ сӑвӑ йӗркисене мӗншӗн ӑнлантарса памалла, сӳтсе явмалла тата ҫакна мӗнле тума пулать? (Ап. ӗҫ. 17:2, 3; «Школа служения» кӗнекене пӑхӑр, 154 с., 4 абз.— 156 с., 4 абз.)