Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 4/15 24—31 с.
  • «Ырӑ туса ывӑнар мар»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Ырӑ туса ывӑнар мар»
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ПУҪҪАПМАЛЛИ ТӖЛПУЛУСЕНЧЕ ПӖР-ПӖРНЕ ХАВХАЛАНТАРӐР
  • ТӲРКӐМӐЛЛӐ ҪЫНСЕНЕ ШЫРӐР
  • ПУБЛИКАЦИСЕНЧЕН УСӐ ИЛӖР
  • ИЕГОВӐН ОРГАНИЗАЦИНЕ ПУЛӐШСА ТӐРӐР
  • ТУРРА ЮРӐХЛӐ ПУРӐНӐР
  • «Мӗн аваннине пӗлсе» пурӑнӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Иегова хӑйӗн организацине ертсе пырать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Эсир Иеговӑн организацийӗпе харӑссӑн пыратӑр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Турра пуҫҫапма мӗншӗн пӗрле пуҫтарӑнмалла?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 4/15 24—31 с.

«Ырӑ туса ывӑнар мар»

«Ырӑ туса ывӑнар мар» (ГАЛ. 6:9, ҪХ).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Чӑнлӑхра хастарлӑха упраса хӑварма пулӑшас тесе Турӑ пире мӗн парса тӑрать?

  • Хамӑр тӗлпулусене мӗнле тӗп тӗллевпе ҫӳрени ҫинчен шухӑшлани пире мӗн тума хавхалантарать?

  • Туррӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче чӑтӑмлӑ тата хастарлӑ пулас тетпӗр пулсан, пирӗн мӗн тума вӑй хумалла?

1, 2. Иеговӑн аслӑ организацийӗ ҫинчен кӑтартнӑ курӑнусем пире мӗн тума хавхалантараҫҫӗ?

ЭПИР аслӑ организацире, пӗлӗтри тата ҫӗр ҫинчи пайсенчен тӑракан организацире, пулни ҫинчен шухӑшлани тӗлӗнтерсе-ҫӳҫентерсе ярать. Иезекииль кӗнекинчи 1-мӗш сыпӑкра тата Даниил кӗнекинчи 7-мӗш сыпӑкра ҫырса хунӑ курӑнусем Иегова хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртес тесе мӗн тунине уҫҫӑн кӑтартса параҫҫӗ. Иегова организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайне Иисус ертсе пырать. Ҫавна вӑл ырӑ хыпар сарас ӗҫе мӗнле тумаллине кӑтартса тӑнипе, ҫав ӗҫе хутшӑнакансене ӑса вӗрентнипе, хавхалантарнипе тата ыттисене Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑма пулӑшнипе туса тӑрать. Ҫакӑ пире Иеговӑн организацине шанма хавхалантарать (Матф. 24:45).

2 Хӑвӑртан ыйтӑр: «Ҫав тӗлӗнмелле организаципе эпӗ харӑссӑн пыратӑп-и? Чӑнлӑха эпӗ хытӑран та хытӑ юратма пуҫларӑм-и е манӑн хастарлӑх сӳнсе пырать-и?» Ҫакӑн пек ыйтусем ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпир ывӑнма пуҫланине асӑрхама е хастарлӑх хӑш-пӗр енчен чакма пуҫланине туйма пултаратпӑр. Ҫавӑн пекки пулма пултарать. Пӗрремӗш ӗмӗрте Павел апостол пӗрле ӗненекенсене Иисус кӑтартнӑ хастарлӑх тӗслӗхӗ ҫине пӑхма ӳкӗтлес тенӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫакӑ вӗсене ывӑнасран, чун хастарлӑхӗ пӗтесрен сыхланма пулӑшнӑ пулӗччӗ (Евр. 12:3). Унчченхи статьяра Иеговӑн организацийӗ хальхи вӑхӑтра тӑвакан тӗлӗнмелле ӗҫсене пӑхса тухнӑччӗ. Христосӑн тӗслӗхӗ пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене хавхалантарнӑ пекех, Иегова организацийӗн тӗслӗхӗ пире паян Туррӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче чӑтӑмлӑ пулма тата хастарлӑха упраса хӑварма пулӑшӗ.

3. Ывӑнас мар тесен пирӗн мӗн тумалла тата ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Анчах та Павел каланӑ тӑрӑх, ывӑнас мар тата халран каяс мар тесен Турӑ организацийӗн тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшлани кӑна ҫителӗклӗ мар. Вӑл пирӗн «ырӑ туса» пурӑнма тӑрӑшмалла тесе палӑртнӑ (Гал. 6:9). Урӑхла каласан, пирӗн мӗн те пулин тумалла. Ҫавӑнпа та хастарлӑха упраса хӑварма тата Иеговӑн организацийӗпе харӑссӑн утма пулӑшакан пилӗк япалана пӑхса тухар. Ҫапла эпир пурнӑҫӑн пӗр-пӗр енӗ ҫине хамӑрӑн е хамӑр ҫемьен тимлӗрех пӑхма кирлӗ-кирлӗ маррине пӗлме пултарӑпӑр.

ПУҪҪАПМАЛЛИ ТӖЛПУЛУСЕНЧЕ ПӖР-ПӖРНЕ ХАВХАЛАНТАРӐР

4. Мӗншӗн тӗлпулусем тӗрӗс пуҫҫапнинче тӗп вырӑнта тӑракан япаласем шутне кӗреҫҫӗ теме пулать?

4 Иегова Туррӑн ӗҫлекенӗсен пурнӑҫӗнче тӗлпулусем яланах пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Палӑртса хунӑ вӑхӑтра пӗлӗтре ангелсем Иегова умне пухӑнаҫҫӗ (3 Патш. 22:19; Иов 1:6; 2:1; Дан. 7:10). Авалхи вӑхӑтра израильсене, «итлеччӗр вӗсем, вӗренччӗр» тесе, пӗрле пуҫтарӑнма хушнӑ (Сак. аст. 31:10—12). Пӗрремӗш ӗмӗрте иудейсен Ҫыру вулама синагогӑсене ҫӳрес йӑла пулнӑ (Лука 4:16; Ап. ӗҫ. 15:21). Христиансен пухӑвӗ йӗркеленсе кайсан, тӗлпулусен пӗлтерӗшӗ чакман. Вӗсем халӗ те Турра пуҫҫапнинче тӗп вырӑнта тӑракан япаласем шутне кӗреҫҫӗ. «Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарса пырар»,— тесе чӗнсе калани тӑрӑх пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ чӑн христиансем. «Ҫав Кун [Иеговӑн кунӗ] ҫывӑхарса килнӗҫемӗн» пирӗн пӗр-пӗрне хытӑран та хытӑ хавхалантармалла (Евр. 10:24, 25).

5. Хамӑр тӗлпулусенче эпир пӗр-пӗрне мӗнле хавхалантарма пултаратпӑр?

5 Тӗлпулусенче пӗр-пӗрне хавхалантармалли пӗр кирлӗ май вӑл — вӗсенче хутшӑнни. Сӑмахран, абзацри ыйтусем ҫине хурав панипе, Библи сӑвӑ йӗркисене мӗнле тытса пымаллине кӑтартнипе, Библи принципӗсем пире мӗнле пулӑшни ҫинчен кӗскен каласа панипе е тата урӑх майсемпе эпир хамӑр мӗне ӗненнине уҫҫӑн кӑтартма пултаратпӑр (Пс. 21:23; 39:10). Тӗлпулусене эпир кирек хӑҫан ҫӳреме пуҫланӑ пулсан та, унта эпир илтекен комментарисем пурте, ваттисем ӑна калаҫҫӗ-и е ҫамрӑккисем-и, пире унчченхи пекех хавхалантараҫҫӗ.

6. Пирӗн тӗлпулусем пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

6 Пирӗн тӗлпулусемпе конгрессем пире тӗрлӗ майлӑ пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем пире хамӑр участокра ҫынсем хирӗҫ тӑнӑ чухне е вӗсем итлемен чухне ырӑ хыпара хӑюллӑн калама вӑй параҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 4:23, 31). Библи тӑрӑх сӳтсе явни пире тӗреклетет тата ӗненӗве ҫирӗплетет (Ап. ӗҫ. 15:32; Рим 1:11, 12). Хамӑр пухусенче вӗренни, пӗр-пӗрне хавхалантарни пире чӑннипех телейлӗ пулма пулӑшать тата «хӗн-хурлӑ кунсенче» лӑплантарать (Пс. 93:12, 13). Пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе Иеговӑн халӑхӗ валли пур вӗренӳ программине те хатӗрлес тӗлӗшрен Ертсе пыракан советӑн Вӗренӳ комитечӗ яваплӑ. Яланах, кашни эрнере, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче усӑллӑ пӗлӳ парса тӑрас тесе мӗн тӑваҫҫӗ, ҫавсемшӗн эпир питӗ пархатарлӑ!

7, 8. а) Пуринчен ытла эпир тӗлпулусене мӗнле тӗллевпе ҫӳретпӗр? ӑ) Тӗлпулусем сире мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

7 Анчах та эпир тӗлпулусене вӗсем усӑллӑ пулнӑшӑн ҫеҫ ҫӳреместпӗр. Пуринчен ытла эпир ҫав тӗлпулусене Иеговӑна пуҫҫапас тӗллевпе ҫӳретпӗр. (Псалом 94:6 вуласа пар.) Пирӗн аслӑ Турра мухтасси вӑл — пысӑк чыс! (Кол. 3:16.) Ҫавӑн пекех эпир ӑна тӗлпулусенче комментари панипе аслӑлатпӑр. Иегова, паллах, эпир ӑна ҫавӑн пек майсемпе пуҫҫапнине тивӗҫлӗ (Ӳлӗм. 4:11). Ҫавӑнпа та эпир мӗншӗн пире «хӑш-пӗр ҫынсенӗн йӑлине кура пирӗн пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахас мар» тесе чӗнсе каланине ӑнланатпӑр (Евр. 10:25).

8 Пирӗн христианла тӗлпулусем — Иегова панӑ парне, вӗсем вара пире Вӑл ҫак йӗркесӗр тӗнчене пӗтериччен чӑтӑмлӑ пулма пулӑшаҫҫӗ. Ҫакна ӑнланатпӑр-и эпир? Ӑнланатпӑр пулсан, тӗлпулусем пирӗншӗн чи кирлӗ ӗҫсем шутӗнче пулӗҫ, эпир вара, ерҫӳллӗ мар пулсан та, вӗсем валли яланах вӑхӑт тупӑпӑр (Флп. 1:10). Витӗмлӗ сӑлтавсемсӗр пирӗн нихӑҫан та пухусене сиктермелле мар.

ТӲРКӐМӐЛЛӐ ҪЫНСЕНЕ ШЫРӐР

9. Ырӑ хыпар сарасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

9 Иеговӑн организаципе харӑссӑн пыма пире ырӑ хыпар сарас ӗҫе туллин хутшӑнни те пулӑшать. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне ҫав ӗҫе пуҫарса янӑ (Матф. 28:19, 20). Ҫавӑнтанпа Иеговӑн пӗтӗм организацийӗн тӗп ӗҫӗсенчен пӗри вӑл — ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсем хатӗрлес ӗҫ. Хальхи вӑхӑтра пулса иртнӗ нумай тӗслӗх ангелсем пире ҫав ӗҫе тума тата чӑнлӑха йышӑнма пултаракан ҫынсене тупма пулӑшнине кӑтартса парать (Ап. ӗҫ. 13:48; Ӳлӗм. 14:6, 7). Иегова организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайне ҫав питӗ кирлӗ ӗҫе туса тӑрас тӗллевпе йӗркеленӗ. Сӑваплӑ ӗҫ сирӗн пурнӑҫра та чи кирлӗ ӗҫ шутланать-и?

10. а) Чӑнлӑха юратса пурӑнма пире мӗн пулӑшнине тӗслӗхпе кӑтартса парӑр. ӑ) Сӑваплӑ ӗҫ сире чӑнлӑха юратса пурӑнма мӗнле пулӑшать?

10 Сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑ пулни пире чӑнлӑха юратса пурӑнма пулӑшать. Нумай вӑхӑт хушши старейшина тата тулли пионер пулса ӗҫлекен Митчел акӑ мӗн калать: «Мана ҫынсене чӑнлӑх ҫинчен каласа пама килӗшет. „Хурал башни“ тата „Пробудитесь!“ журналти ҫӗнӗ статья ҫинчен шухӑшланӑ чухне ӑна мӗнле ӑслӑлӑхпа, ӑс-тӑнпа тата виҫине пӗлсе ҫырнине курса тӗлӗнетӗп. Ҫынсем мӗнле пӑхнине курас тата вӗсен интересне вӑратас тесе сӑваплӑ ӗҫе каяс вӑхӑта шутсӑр кӗтетӗп. Сӑваплӑ ӗҫ мана тӗреклӗх парать. Манӑн ҫакӑн пек принцип: ырӑ хыпар сарма уйӑрнӑ вӑхӑтра урӑх нимӗн те тумалла мар. Ытти пур ӗҫе те — ун умӗн е хыҫҫӑн». Сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑ хутшӑнни пире те ҫак юлашки кунсенче чӑтӑмлӑ пулма пулӑшӗ. (1 Коринф 15:58 вуласа пар.)

ПУБЛИКАЦИСЕНЧЕН УСӐ ИЛӖР

11. Мӗншӗн пирӗн хамӑр публикацисене вуламалла тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла?

11 Эпир илсе тӑракан публикацисем урлӑ Иегова пире вӑй парса тӑрать. Пӗр-пӗр публикацие вуланӑ хыҫҫӑн эсир ҫакӑн пек шухӑшланине аса илетӗр пулӗ: «Мана мӗн кирлӗ, ҫакӑ шӑп ҫавӑ-ҫке! Иегова ҫакна ман валли ятарласа ҫырса хунӑ тейӗн!» Ҫакна хӑйне хӑех пулнӑ теме май ҫук. Иегова ҫав публикацисемпе усӑ курса пире вӗрентет, мӗн тума кирлине кӑтартса тӑрать. Вӑл каланӑ: «Сана ӑса кӗртӗп, вӗрентӗп, сана ху пымалли ҫул ҫине тӑратӑп» (Пс. 31:8). Эпир хамӑра парса тӑракан публикацисене пурне те вулас тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлас тесе вӑй хуратпӑр-и? Ҫакӑ пире ҫак юлашки йывӑр кунсенче Туррӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче чӑтӑмлӑ та хастарлӑ пулма пулӑшӗ. (Псалом 1:1—3; 34:28; 118:97 вуласа пар.)

12. Пирӗн публикацисене хаклама пире мӗн пулӑшӗ?

12 Пирӗн публикацисене хатӗрлес тесе тунӑ пур ӗҫ ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, эпир вӗсене тата ытларах хаклама пуҫлӑпӑр. Пичетлесе кӑлармалли публикацисене, ҫавӑн пекех пирӗн сайта вырнаҫтармалли материалсене тӗпчес, ҫырас, тӗрӗслес, ӳкерчӗксемпе илемлетес, урӑх чӗлхе ҫине куҫарас ӗҫшӗн Ертсе пыракан советӑн Писательсен комитечӗ яваплӑ. Литература пичетлекен филиалсем ӑна пухусене ярса параҫҫӗ — ҫывӑхрисене те, аякрисене те. Ҫак пур ӗҫе мӗншӗн тӑваҫҫӗ? Шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшакан вӗрентӳсемпе ӳкӗтсене Иегова халӑхӗ илсе тӑма пултартӑр тесе тӑваҫҫӗ (Ис. 65:13). Ҫавӑнпа та Иеговӑн организацийӗ урлӑ илсе тӑракан пур публикацинчен те усӑ илме тӑрӑшар (Пс. 118:27).

ИЕГОВӐН ОРГАНИЗАЦИНЕ ПУЛӐШСА ТӐРӐР

13, 14. Иеговӑн организацине пӗлӗтре кам пулӑшса тӑрать тата эпир ҫӗр ҫинче ҫавӑн пек пулӑшу мӗнле парса тӑма пултаратпӑр?

13 Иоанн апостола кӑтартнӑ курӑнура Иисуса шурӑ лаша ҫине ларнӑ пек, Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗклекенсене пурне те ҫӗнтерме тухнӑ пек сӑнласа панӑ (Ӳлӗм. 19:11—15). Ҫавӑн пекех Иоанн Иисус хыҫҫӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнисем, пӗлӗтре пурӑнма вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑскерсем, тата шанчӑклӑ ангелсем лашасем ҫинче пынине курнӑ. Ҫакӑ вӗсем Иисуса Ертӳҫӗ вырӑнне хурса пулӑшса тӑнине кӑтартса парать (Ӳлӗм. 2:26, 27). Ҫак тӗлӗнмелле тӗслӗх пире Иеговӑн организацийӗнче ертсе пырас ӗҫе кам хӑйӗн ҫине илнӗ, ҫавсене пулӑшса тӑма кирлине вӗрентет.

14 Имсӗр-сумсӑр ҫын та Христосӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑванӗсене, халӗ те ҫӗр ҫинче пурӑнакансене тата организацире ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене, пӗтӗмпех пулӑшса тӑрать. (Захария 8:23 вуласа пар.) Пирӗнтен кашни Иеговӑн организацине пулӑшса тӑрас тесе мӗн тума пултарать? Пӗр май вӑл — ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене пӑхӑнса тӑрасси (Евр. 13:7, 17). Пуринчен малтан пухура ҫавӑн пек пӑхӑнса тӑма пуҫламалла. Эпир старейшинӑсем ҫинчен калакан сӑмахсем вӗсене хисеплеме тата вӗсем пухура тӑвакан ӗҫсене хаклама хавхалантараҫҫӗ-и? Эпир хамӑр ачасене Турра шанчӑклӑ ҫав арҫынсене хисеплеме тата вӗсенчен канаш ыйтма вӗрентетпӗр-и? Унсӑр пуҫне эпир пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫе укҫа-тенкӗпе мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен хамӑр ҫемьепе сӳтсе яватпӑр-и? (Ытар. 3:9; 1 Кор. 16:2; 2 Кор. 8:12.) Патшалӑх Залне пӑхса-тирпейлесе тӑма эпир пулӑшатпӑр-и? Ҫапла эпир пухура пӗр-пӗрне хисеп тума тата пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшатпӑр, вара Иеговӑн святой сывлӑшне нимӗн те чӑрмантарса тӑмӗ. Ҫав сывлӑш урлӑ эпир пӗрмай пулӑшу илсе тӑрӑпӑр, ҫавна пула ҫак юлашки кунсенче ывӑнмӑпӑр (Ис. 40:29—31).

ТУРРА ЮРӐХЛӐ ПУРӐНӐР

15. Мӗншӗн пирӗн тӗрӗссине тӑвас тесе яланах кӗрешмелле?

15 Чӑтӑмлӑ пулас тата Иеговӑн организацийӗпе харӑссӑн утас тетпӗр пулсан, Иеговӑна юрӑхлӑ пурӑнмалла пирӗн (Эф. 5:10, 11). Хамӑр ҫитменлӗхсене, Сатанапа унӑн йӗркесӗр тӗнчи витӗм кӳнине пула тӗрӗссине тума пире питӗ йывӑр пулма пултарать. Сирӗнтен камӑн та пулин, хаклӑ тӑванӑмӑрсем, Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри туслӑха упраса хӑварас тесе кашни кун ҫине тӑрса кӗрешме тивет. Иегова эсир вӑй хунине курать тата сире питӗ хытӑ юратать. Ан парӑнӑр! Иеговӑна юрӑхлӑ пурӑнни пирӗн кӑмӑла ҫырлахтарать тата эпир Турра пуҫҫапни нихӑҫан кӑлӑхах пулмӗ тесе шантарать (1 Кор. 9:24—27).

16, 17. а) Йывӑр ҫылӑх турӑмӑр пулсан, пирӗн мӗн тумалла? ӑ) Энн тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

16 Йывӑр ҫылӑх турӑмӑр пулсан, пирӗн мӗн тумалла? Тӳрех пулӑшу ыйтмалла. Пытарса тӑрсан, лару-тӑру япӑхланса пырӗ кӑна. Давид хӑйӗн ҫылӑхӗсене каласа паман чухне хӑйне мӗнле туйнине аса илӗр-ха. Вӑл каланӑ: «Куллен ахлатнӑран, йынӑшнӑран шӑммӑм-шаккӑм та хӑрӑнчӗ» (Пс. 31:3). Эпир хамӑр тунӑ йывӑр ҫылӑхсене пытарма тӑрӑшатпӑр пулсан, савӑнӑҫа ҫухатӑпӑр тата Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха та, тен, аркатӑпӑр. Анчах та ҫылӑхӗсене каласа паракана, «вӗсене пӑрахакана — каҫарӗҫ» (Ытар. 28:13).

17 Эннa тӗслӗхне пӑхса тухар. Ҫамрӑк чухне вӑл тулли пионер пулса ӗҫленӗ. Анчах та Энн япӑх ӗҫсем тума пуҫланӑ. Ҫавна пула ӑна совеҫӗ айӑплама тытӑннӑ. Энн каласа парать: «Эпӗ яланах салхуллӑччӗ тата телейсӗрччӗ». Вӑл мӗн тунӑ? Пӗррехинче пухура Иаков 5:14, 15-мӗш сӑвӑ йӗркисене сӳтсе явнӑ пулнӑ. Энн хӑйне пулӑшу кирлӗ пулнине ӑнланса илнӗ те старейшинӑсем патне пырса калаҫнӑ. Каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ май Энн ҫакна палӑртать: «Ҫав сӑвӑ йӗркисем Иегова сипленме ҫырса панӑ рецептпа пӗрехчӗ. Эмеле ҫӑтма йывӑр пулсан та, вӑл пулӑшать. Эпӗ ҫав сӑвӑ йӗркисенчи канаша тытса пыма тытӑнтӑм, вара хама лайӑхрах туйма пуҫларӑм». Халӗ, темиҫе ҫул иртсен, Энн Иеговӑшӑн ҫӗнӗ хастарлӑхпа ӗҫлет, совеҫӗ те унӑн таса.

18. Мӗн тума пирӗн вӑй хумалла?

18 Ҫак юлашки кунсенче Иегова организацийӗнче пулни вӑл — пысӑк чыс. Ҫакна пирӗн яланах асра тытмалла! Ҫавӑнпа та пуҫҫапма йӗркеленӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене яланах ҫӳрес тесе, участоксенче тӳркӑмӑллӑ ҫынсене тупма тӑрӑшас тесе тата публикацисенчен пуринчен те усӑ илес тесе хамӑр ҫемьере кашни вӑй хутӑр. Ҫавӑн пекех ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене пулӑшса тӑрар тата Иеговӑна юрӑхлӑ пурӑнар. Вара эпир Иеговӑн организацийӗпе харӑссӑн утӑпӑр кӑна мар, ырӑ туса та ывӑнмӑпӑр!

a Ятне улӑштарнӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр