«Мӗн аваннине пӗлсе» пурӑнӑр
«Мӗн аваннине пӗлсе» пурӑнӑр (ФЛП. 1:10).
1, 2. Юлашки кунсем ҫинчен калакан мӗнле пророкла сӑмахсем Иисусӑн вӗренекенӗсене интереслентерсе яма пултарнӑ тата мӗншӗн?
ПЕТР, Иаков, Иоанн тата Андрей хӑйсен Хуҫипе тинех пӗччен тӑрса юлаҫҫӗ. Унччентерех Иисус храма аркатса пӗтерӗҫ тесе каланӑ, унӑн сӑмахӗсем вара вӗренекенӗсен пуҫӗнчен тухма пӗлмеҫҫӗ (Марк 13:1—4). Ҫавӑнпа та вӗсем ыйтаҫҫӗ: «Каласамччӗ пире, ку хӑҫан пулӗ? тата Эсӗ килессине, ҫак ӗмӗр вӗҫленессине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ?» (Матф. 24:1—3.) Вара Иисус вӗсене Иерусалима тӗп тӑвас умӗн мӗн-мӗн пулса иртесси ҫинчен каланисӗр пуҫне Сатана тӗнчин юлашки кунӗсенче пулса иртекен ӗҫсем ҫинчен те каласа панӑ. Иисус каласа панӑ ӗҫсенчен пӗри вӗренекенӗсене уйрӑмах интереслентерсе яма пултарнӑ. Хуйхӑ кӳрекен событисемпе пулӑмсем, сӑмахран, вӑрҫӑсемпе выҫлӑх тата йӗркесӗр ӗҫсем нумайланса пырасси ҫинчен палӑртнӑ хыҫҫӑн Иисус юлашки кунсенче темскер лайӑххи те пулать тесе каланӑ. Акӑ унӑн сӑмахӗсем: «Мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ. Пӗтес вӑхӑт ҫавӑн чухне ҫитӗ» (Матф. 24:7—14, ҪХ).
2 Унччентерех вӗренекенӗсем Иисуспа пӗрле Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳренӗ ӗнтӗ (Лука 8:1; 9:1, 2). Халӗ вара вӗсем, тен, унӑн сӑмахӗсене аса илнӗ: «Вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал; ҫавӑнпа вырма ани Хуҫине йӑлӑнӑр: Хӑйӗн анине ӗҫлекенсем ятӑр» (Лука 10:2). Анчах та мӗнле майпа вӗсем ырӑ хыпара «мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех» сарса ҫӳрӗҫ? Ҫавӑн чухлӗ ӗҫлекене ӑҫтан тупас-ха? Ҫав кун, вӗренекенӗсем Иисуспа пӗрле ту ҫинче ларнӑ чухне, вӗсен малашне мӗн пулассине курма май пулнӑ пулсан, Матфей 24:14-мӗшӗнчи сӑмахсем хальхи вӑхӑтра мӗнле пурнӑҫланса пынине кура вӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ пулӗччӗҫ.
3. Лука 21:34-мӗшӗнчи сӑмахсем хальхи вӑхӑтра мӗнле пурнӑҫланса пыраҫҫӗ тата пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?
3 Иисус пророкла каланӑ сӑмахсем хальхи вӑхӑтра пурнӑҫланса пыраҫҫӗ. Миллион-миллион ҫын Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пӗлтерсе ҫӳрет (Ис. 60:22). Анчах та ҫак юлашки кунсенче хӑш-пӗрисене ырӑ хыпар сарас ӗҫе хӑйсен пурнӑҫӗнче мала хума йывӑр пулать тесе палӑртнӑ Иисус. Вӗсене ытти ӗҫсем чӑрмантарӗҫ тата вӗсем пурнӑҫ хуйхи-суйхи ӑшне путӗҫ. (Лука 21:34 вуласа пар.) Ҫак сӑмахсем пурнӑҫланнине эпир те куратпӑр. Туррӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем мӗн аваннине мала хумаҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсем хӑш ӗҫе кӗрес, аслӑ пӗлӳ илес тата тӗрлӗ япаласем туянас, ҫавӑн пекех спортпа вӑйӑ-кулӑ валли мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрас тӗлӗшрен мӗнле йышӑнусем тунинчен курӑнать. Теприсем кулленхи ӗҫсене тата пурнӑҫ хуйхи-суйхине пула халран каяҫҫӗ. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Ман пирки мӗн калама пулать? Турӑ ирӗкне эпӗ хамӑн пурнӑҫра мала хуратӑп-и?»
4. а) Филиппӑри христиансем тӗлӗшӗнчен Павел мӗн тесе кӗлтунӑ тата мӗншӗн? ӑ) Ҫак тата тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр тата ҫак статьясем пире мӗнле пулӑшӗҫ?
4 Пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ христиансен Турӑшӑн ӗҫлессине хӑйсен пурнӑҫӗнче мала хурас тесе вӑй хумалла пулнӑ. Акӑ мӗншӗн Павел апостол, Филиппӑри тӑвансем «мӗн аваннине пӗлсе» пурӑнччӑр тесе, вӗсемшӗн кӗлтунӑ. (Филиппӑ 1:9—11 вуласа пар.) Ҫав вӑхӑтрах Туррӑн ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ Павел пекех Турӑ сӑмахне пӗр хӑрамасӑр пӗлтернӗ (Флп. 1:12—14). Хальхи вӑхӑтра та ҫавнашкалах: пирӗнтен нумайӑшӗ Турӑ Сӑмахне хӑюллӑн каласа ҫӳрет. Анчах та Иеговӑн организацийӗ паян мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшлани пире чи кирлӗ ӗҫ ҫине — Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар сарас ӗҫ ҫине — тата пысӑкрах тимлӗхпе пӑхма пулӑшӗ-и? Паллах пулӑшӗ. Ҫак статьяна сӳтсе явнӑ май Матфей 24:14-мӗшӗнчи сӑмахсене пурнӑҫлас тесе Иегова мӗн палӑртса хуни ҫине тимлӗрех пӑхар. Иеговӑн организацийӗ паян мӗн-мӗн тӑвать тата ҫавна пӗлни пире, пирӗн ҫемьесене мӗн тума хавхалантарать? Тепӗр статьяра эпир Турӑшӑн чӑтӑмлӑ пулса ӗҫлеме тата Иеговӑн организаципе харӑссӑн утма пире мӗн пулӑшма пултарнине пӑхса тухӑпӑр.
ИЕГОВА ОРГАНИЗАЦИЙӖН ПӖЛӖТРИ ПАЙӖ ВЫРӐНТА ТӐМАСТЬ
5, 6. а) Мӗншӗн Иегова хӑйӗн организацийӗн пӗлӗтри пайне курӑнура кӑтартнӑ? ӑ) Иезекииль курӑнура мӗн курнӑ?
5 Иегова хӑйӗн Сӑмахне нумайӑшне кӗртес мар тенӗ. Сӑмахран, пуҫ мими мӗнле ӗҫлесе тӑни е Ҫут тӗнче мӗнле тытӑнса тӑни ҫинчен калакан вак-тӗвексене вӑл пӗлтермен, ҫавсене пӗлни, паллах, питӗ интереслӗ пулнӑ пулӗччӗ! Ун вырӑнне вӑл пире хӑйӗн тӗллевӗсене пӗлме тата ҫав тӗллевсемпе килӗшӳллӗн пурӑнма пулӑшакан информаци панӑ (2 Тим. 3:16, 17). Библи пире Иегова организацийӗн курӑнман пайне пӗлме май парать, ҫакӑ вара чӑннипех те тӗлӗнмелле! Исаия, Иезекииль, Даниил тата Ӳлӗмхине кӗнекисенче ҫавӑн ҫинчен вулани пире пысӑк савӑнӑҫ кӳрет (Ис. 6:1—4; Иез. 1:4—14, 22—24; Дан. 7:9—14; Ӳлӗм. 4:1—11). Ҫакӑ вӑл Иегова чаршава уҫса пире пӗлӗтре мӗн пулса иртни ҫине пӑхма май панӑпа пӗрех. Мӗншӗн вӑл пире ҫав пӗлӳсене пӗлтернӗ?
6 Иегова пире хӑйӗн организацийӗнче — пӗлӗтри тата ҫӗр ҫинчи пайсенчен тӑракан организацийӗнче — пулнине манса ан кайӑр тет. Иегова организацийӗн пӗлӗтри пайӗ Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫлас тесе нумайӑшне тӑвать. Сӑмахран, Иезекииле курӑнура Иегова организацийӗн пӗлӗтри пайне калама ҫук пысӑк урапапа сӑнласа панӑ. Ҫав урапа питӗ хӑвӑрт куҫса ҫӳреме тата хӑйӗн ҫул-йӗрне пӗр самантра улӑштарма пултарнӑ (Иез. 1:15—21). Ҫав урапан кустӑрми пӗрре ҫаврӑннӑ ҫӗре питӗ аякка каять. Курӑнура Иезекииль ҫав урапана Тытса Пыракана та курнӑ. Пророк каланӑ: «Куртӑм вара — металл ялкӑшать пек... ун тавра вут-ҫулӑм ялкӑшать пек... [...] Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ ҫакӑн евӗрлӗ курӑнчӗ» (Иез. 1:25—2:1). Ҫак курӑну Иезекииле питӗ тӗлӗнтерсе-ҫӳҫентерсе янӑ пулас. Вӑл ҫакна курнӑ: Иегова хӑйӗн организацийӗнче мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех курса, тытса тӑрать тата святой сывлӑшӗпе усӑ курса ӑна хӑйне кирлӗ ҫӗрелле ярать. Ҫав курӑнури пӗр вырӑнта тӑман урапа Иегова организацийӗн пӗлӗтри пайӗ мӗнле ӗҫлесе тӑнине тӗлӗнмелле майпа кӑтартса парать!
7. Даниилӑн курӑнӑвӗ мӗнле майпа пире Иеговӑпа Иисуса хытӑ шанма пулӑшать?
7 Даниил курӑнура мӗн курни те пире Иеговӑпа Иисуса хытӑ шанма пулӑшать. Вӑл Иеговӑна — ялкӑшакан ҫулӑм пек аслӑ пукан ҫинче ларакан «Кунӗсемпе Авалхискере» — курнӑ. Аслӑ пуканӑн кустӑрмасем пулнӑ (Дан. 7:9). Иегова Даниила ҫакна кӑтартасшӑн пулнӑ: Унӑн организацийӗ Унӑн ирӗкне пурнӑҫлас тесе яланах куҫса ҫӳрет. Ҫавӑн пекех Даниил «такама... Этем Ывӑлӗ пеккине», урӑхла каласан, Иисуса курнӑ, ӑна вара Иегова организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайне пӑхса тӑрас ӗҫе шанса панӑ пулнӑ. Христос этемлӗхе пуҫпулса тытса тӑрасси темиҫе ҫуллӑха кӑна мар пырӗ. «Вӑл пурне те ӗмӗр-ӗмӗрех Хӑй аллинче тытса тӑрӗ, Унӑн патшалӑхӗ нихӑҫан та арканмӗ» (Дан. 7:13, 14). Ҫак курӑну пире Иеговӑна шанма тата вӑл мӗн туса тӑнине пурне те хаклама хавхалантарать. Пур йывӑрлӑхра та шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ Ывӑлне, Иисуса, вӑл «ирӗк, мухтав тата патшалӑх» панӑ. Иегова хӑйӗн Ывӑлне шанать. Иисус хӑйӗн влаҫне Иеговӑран илнӗрен ҫак курӑну пире Иисуса та хамӑр Пуҫлӑх вырӑнне хурса шанма хавхалантарать.
8. Иегова панӑ курӑнусем Иезекиильпе Исаия ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ тата пирӗн ҫине вӗсен мӗнле витӗм кӳмелле?
8 Иегова организацийӗн курӑнман пайӗ ҫинчен пӗлни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳмелле? Иезекииль пекех эпир Иегова тӑвакан ӗҫсенчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетпӗр паллах (Иез. 1:28—2:1). Турӑ организацийӗ ҫинчен шухӑшлани пире Исаийӑна ӗҫсем тума хавхалантарнӑ пекех хавхалантарма пултарать. Иеговӑн ӗҫӗсем ҫинчен ыттисене каласа пама май сиксе тухсан, вӑл ҫавна тума тӳрех килӗшнӗ. (Исаия 6:5, 8 вуласа пар.) Иегова пулӑшнипе пур чӑрмава та ҫӗнтерме пултарасси пирки Исаия иккӗленмен. Ҫавӑн пекех Иегова организацийӗн пӗлӗтри пайне курӑнусем урлӑ курма май пурри пире те тӗлӗнтерсе-ҫӳҫентерсе ярать тата ӗҫсем тума хавхалантарать. Эпир Иеговӑн ирӗкне тӑвас тесе пӗрмай куҫса ҫӳрекен организацийӗн пайӗ пулнине пӗлни кӑмӑла ҫӗклет!
ИЕГОВА ОРГАНИЗАЦИЙӖН ҪӖР ҪИНЧИ ПАЙӖ
9, 10. Мӗншӗн Иегова организацийӗн курӑнакан пайӗ пулни кирлӗ?
9 Ывӑлӗ урлӑ Иегова хӑйӗн организацийӗн пӗлӗтри пайӗпе килӗшӳллӗ ӗҫлесе тӑракан ҫӗр ҫинчи пайне йӗркеленӗ. Мӗншӗн Матфей 24:14-мӗшӗнче каланӑ ӗҫе тумашкӑн курӑнса тӑракан организаци кирлӗ? Виҫӗ сӑлтав пӑхса тухар.
10 Пӗрремӗшӗнчен, Иисус каланӑ тӑрӑх, унӑн вӗренекенӗсен ырӑ хыпара «ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех» каласа тухмалла (Ап. ӗҫ. 1:8). Иккӗмӗшӗнчен, ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнакансене Библи вӗрентӗвӗсене пӗлме пулӑшмалла тата хавхалантармалла (Иоанн 21:15—17). Виҫҫӗмӗшӗнчен, ырӑ хыпар саракансем Иеговӑна пуҫҫапма пӗрле пуҫтарӑнма пултарччӑр тата хӑйсене хушса панӑ ӗҫе тума вӗренччӗр тесе мӗн кирлине пурне те йӗркелемелле (Евр. 10:24, 25). Ҫаксене пурне те тӗлсӗр-палсӑр тумалла мар. Ҫавсене ӑнӑҫлӑ тумашкӑн Христосӑн вӗренекенӗсен йӗркене пӑхӑнса тӑмалла пулнӑ.
11. Иеговӑн организацине пулӑшса тӑнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
11 Иеговӑн организацине пулӑшса тӑнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Пӗр кирлӗ май вӑл — Иеговӑпа Иисус ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пыма кама хушнӑ, ҫавсене ялан шанса тӑни. Яваплӑ арҫын тӑвансене тимлӗ пулма чӑрмантаракан ӗҫсемпе сӑлтавсем ҫак тӗнчере нумай. Анчах та Иегова организацийӗн курӑнакан пайӗн пачах урӑхла тӗллев. Тӗллевӗ унӑн мӗнле-ши?
ВӖСЕМ «МӖН АВАННИНЕ» МАЛА ХУНӐ
12, 13. Христиансен пухӑвӗсенчи старейшинӑсем хӑйсен тивӗҫӗсене мӗнле пурнӑҫласа тӑраҫҫӗ тата ҫакӑ пире мӗншӗн хавхалантарать?
12 Сӑваплӑ ӗҫе хӑйсем туса пурӑнакан ҫӗршывра Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарас ӗҫе ертсе тата йӗркелесе пыракан опытлӑ старейшинӑсем пӗтӗм тӗнчипе пур. Ҫав арҫын тӑвансем йышӑнусем тунӑ чухне Турӑ Сӑмахӗ мӗн калани ҫине пӑхаҫҫӗ, унӑн Сӑмахне хӑйсен урисене ҫутӑ кӑтартма, хӑйсен сукмакне ҫутатма параҫҫӗ тата Иеговӑна мӗн тумаллине кӑтартсам тесе хӗрӳллӗн кӗлтӑваҫҫӗ (Пс. 118:105; Матф. 7:7, 8).
13 Пӗрремӗш ӗмӗрти пекех, ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркелесе тӑракан хальхи старейшинӑсем «сӑмахӑн сӑваплӑ ӗҫне» мала хураҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 6:4, ҪТ). Вӗсем хӑйсем пурӑнакан вырӑнта тата пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫре тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн савӑнаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 21:19, 20). Вӗсем апла е капла тумалла текен правилӑсем вӗҫӗмсӗр тумаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсем Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара сарма пулӑшакан ӗҫсене Библире каланӑ пек тата Туррӑн святой сывлӑшӗ ертсе пыни тӑрӑх йӗркелеҫҫӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 15:28 вуласа пар.) Ҫапла тунипе яваплӑ арҫын тӑвансем хӑйсен пухӑвӗсенче пурне те чаплӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ (Эф. 4:11, 12).
14, 15. а) Ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе сарас тесе мӗн-мӗн тӑваҫҫӗ? ӑ) Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара сарас ӗҫе пулӑшса тӑма май пурри ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр?
14 Пирӗн тӑвансенчен нумайӑшӗ публикацисем хатӗрлес, пухусемпе конгрессем йӗркелес тесе кашни кун ӗҫлет. Сӑмахран, пин-пин доброволец публикацисене 600 ытла чӗлхе ҫине куҫарас тесе ырми-канми ӗҫлет. Ҫавна пула нумай ҫын «Туррӑн аслӑ ӗҫӗсем» ҫинчен хӑйсен чӗлхипе пӗлме пултарать (Ап. ӗҫ. 2:7—11). Ҫамрӑк тӑвансем пирӗн литературӑна пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӗҫлекен оборудованисем ҫинче пичетлеҫҫӗ тата хуплашкаллӑ тӑваҫҫӗ. Унтан вара ҫав литературӑна пур пухӑва та, чи аякрисене те, илсе ҫитереҫҫӗ.
15 Пире хамӑр пухупа пӗрле ырӑ хыпар сарас ӗҫе пысӑк тимлӗхпе тума пулӑшас тесе нумай тӑваҫҫӗ. Сӑмахран, пин-пин доброволец Патшалӑх Залӗсене тата Конгресс залӗсене тума пулӑшать. Теприсем ҫутҫанталӑк инкекӗсенчен хӗн курнисене тата васкавлӑ сиплев кирлисене пулӑшу параҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем конгрессемпе тӗрлӗ теократи шкулӗсене йӗркелеҫҫӗ. Ҫаксем пурте эпир курма пултарайман ӗҫсенчен хӑш-пӗрисем кӑна-ха. Ҫак ӗҫсене пурне те мӗнле тӗллевпе тӑваҫҫӗ? Пире ырӑ хыпар сарма, чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума тата нумай-нумай ҫынна Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑма пулӑшас тесе тӑваҫҫӗ. Чӑнах та, Иегова организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайӗ мӗн аваннине мала хурать!
ИЕГОВА ОРГАНИЗАЦИЙӖН ТӖСЛӖХНЕ ТЫТСА ТӐРӐР
16. Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ е хӑвӑр тӗллӗн вӗреннӗ чухне эсир мӗнле темӑна тӗпчеме пултаратӑр?
16 Иеговӑн организацийӗ мӗнле ӗҫлесе тӑни ҫинчен эпир хутран-ситрен шухӑшлатпӑр-и? Хӑш-пӗрисем ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ е хӑйсем тӗллӗн вӗреннӗ чухне ҫак темӑна тӗпчеме тата ун ҫинчен шухӑшлама шут тытнӑ. Исаийӑна, Иезекииле, Даниила тата Иоана кӑтартнӑ курӑнусене вӗренме интереслӗ, хавхалануллӑ. «Свидетели Иеговы — возвещатели Царства Бога» кӗнеке, ҫавӑн пекех сирӗн чӗлхепе тухнӑ ытти публикацисемпе DVD-сем Иеговӑн организацийӗ ҫинчен интереслӗ япаласене нумайӑшне пӗлме май параҫҫӗ.
17, 18. а) Ҫак статьяна пӑхса тухни сире мӗнле усӑ пачӗ? ӑ) Мӗнле ыйтусем ҫинчен пирӗн шухӑшламалла?
17 Иегова хӑйӗн организаци урлӑ мӗн-мӗн туса тӑни ҫинчен шухӑшлани усӑллӑ. Ҫав тӗлӗнмелле организацирен тӗслӗх илсе малашне те мӗн аваннине мала хума ҫирӗп шут тытар. Ҫакӑ вара пире Павел пек ҫирӗп шухӑшлӑ пулма хавхалантарӗ. Вӑл ҫырнӑ: «Турӑ ырӑлӑхӗпе эпир ҫак ӗҫе туса тӑмалла пултӑмӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ пуҫа усмастпӑр» (2 Кор. 4:1). Ҫавӑн пекех Павел хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлекенсене ҫапла чӗнсе каланӑ: «Ырӑ туса пурӑнӑпӑр, кулянмӑпӑр: тӳсӗмлӗхе ҫухатмасан хӑй вӑхӑтӗнче вырса илӗпӗр» (Гал. 6:9).
18 Кулленхи пурнӑҫра мӗн аваннине мала хурса пурӑнас тесе пирӗн тата хамӑр ҫемьен мӗнле те пулин улшӑнусем тумалла мар-и? Чи кирлӗ ӗҫе, ырӑ хыпар сарас ӗҫе, тата пысӑкрах тимлӗхпе тӑвас тесе эпир хамӑр пурнӑҫа ансатлатма тата ҫав ӗҫе тума чӑрмантаракан япаласенчен хӑтӑлма пултараймӑпӑр-ши? Тепӗр статьяра эпир хамӑра Иеговӑн организацийӗпе харӑссӑн утма пулӑшакан пилӗк япалана пӑхса тухӑпӑр.